Тутимĕр :: Виççĕмĕш акт


 

Галахов

Апла пулсан та йĕрĕнсе

Пăрахмăп, уйăрмăп сана.

 

Полина

Юрать, эппин.

 

Галахов

Çав арчана

Мана халех пытар та питĕр.

 

Полина

Унта сывлайăн-и?

 

Галахов

Унта

Шăши кăшланă вырăн пур.

 

Полина

Йăтса кайсан?

 

Галахов

Вара — аминь.

Чун кайĕ ырă çăтмаха,

Ӳт кайĕ йывăç тăррине.

Васка-ха, чунăм. Арчаран

Калаçăп.

 

Полина уçать, Галахов кĕрсе выртать.

 

Полина

Мăшкăллă пулсан,

Чăнах мана пăрахмăп, те.

Тупа тусан, сана ĕненĕп.

 

Галахов

Ак турă та çӳлти хĕвел.

(Сăхсăхать.)

 

Полина арчана хупса çăрапа питĕрет.

 

Полина

Киле килмерĕ, тейĕп эпĕ.

Ан ӳсĕр эсĕ, ан шавла.

 

Галахов

Манса хăварнă чĕлĕме.

Сĕтел çинчеччĕ. Ил те пар.

 

Полина

Туртмасăр тӳс-ха. Йӳçĕ тĕтĕм

Пуртре пулсан, суйма та йывăр.

 

Галахов

Кун пек асаплă вăхăтра

Йăпанасси те чĕлĕмре.

Пĕр сăвăрсан — чĕрем лăпланĕ.

 

Полина

Ме, чыхăн! Ме!

(Арчана уçса чĕлĕмне парать те

питĕрет.)

 

Галахов

Табакĕ юлнă.

 

Полина

Çăвар ан кар! Илтместĕн-и?

Пăлхав килет.

 

Халăх шавлани илтĕнет.

 

Галахов

 

Табак та пар!

Ăшчик çунать. Хĕртет карланкă.

(Полина уçса, парать те питĕрет.)

 

Полина

(чӳречерен пăхса)

Сăхманлă, çăпаталлă халăх

Шăвать, шăват-çке. Вĕçĕ çук.

Кунта килеççĕ... Пĕтрĕмĕр.

 

Полина чупкалать. Тулта ахăрашни илтĕнет. Чӳречесем ванаççĕ. Пĕр ушкăн хресчен кĕрет. Ача антăхса кайса макăрать.

 

Пĕри

Вайпут ăçта?

 

Тепри

Мăйне пăяв

Айне шалча!

 

Виççĕмĕш

Паян чăвашăн

Çилли çĕкленнĕ. Пĕлтĕр вăл.

Йăваш тесе ялан кулатчĕ.

 

Тăваттăмĕш

(Полинăна)

Кала! Эхер те пытарсан,

Сана та чиперкке тесе

Хĕрхенмĕп, çилĕ килне чух

Пуçхĕрлĕ çакăп маччаран.

Кала, майра!

 

Полина

Килте пулман,

Ăçти те паллă мар.

 

Пĕри

Сукмакĕ

Юлман-и? Капкăн хурăпăр.

 

Чӳречереи Азамат кĕрет, пуртă тытнă. Ун хыççăнТяпук кĕрет.

 

Асамат

Пăлхав тума пĕлместĕр-ха.

 

Тяпук

Пăлхав туса кĕр-кĕрлеме

Пĕрех сыпасчĕ ман эрех.

 

Асамат

Сăну сăра пекех сап-сарă,

Куçу каяш ханша пек сӳрĕк.

 

Тяпук

Шăна пек çимĕк мухмăрĕ

Пуçра пĕр вĕçсĕр нăй-нăй-нăй.

Вĕрет-и санăн, Асамат,

Çăпре пекех вăю.

 

Асамат

 

Вĕрет.

Ман вăйăм пĕтĕм ӳт-тирте

Тукмак хӳреллĕ кашкăр пек

Чупса çӳрет.

 

Тяпук

Вăю, сан çӳрĕ.

Эрпикене çураçнă хыççăн

Укçа та, тырă та илсе

Пуйса кайса, така какайĕ

Çисе тăрантăн. Эсĕ самăр.

 

Асамат

Какай чăнах та çирĕм эпĕ

Шăл ыриччен, какăриччен.

 

Тяпук

Ху эсĕ халĕ кашкăр пек,

Юнпа какай шăршине сиссе

Васканă икĕ йытă пек

Чупса çӳреççĕ куçусем

Хуртланнă вилерен те шăршлă

Ханша ĕçсе пуç минресен,

Серте яшки лĕрккенĕ хыççăн

Патак тытма та вăйăм çук.

Çӳретĕн эсĕ, Асамат,

Хăйранă йывăр пуртăпа.

Така-и, вăкăр-и кунта

Пусасшăн?

 

Асамат

Пусăп вайпута!

 

Тяпук

Ăна çеçенхир варринче

Пĕр йывăç тăррине çаксан,

Курса тăма илемлĕ пулĕ.

Çил вĕрнĕ чух силленĕ вăл,

Хир урлă курăнĕ вара

Пурне те инçетрен.

(Сăпка умне пырса тăрать.)

Вайпут

Хăй ватă вăкăр пек тискер.

Анчах ачи пăхса выртать

Çеçенхирти кăвак чечекĕн.

Ак çакă хӳхĕм пепекке

Ӳссе çитсен, хăй ашшĕ пек

Пире хестерĕ-ши?

 

Асамат

А-ха,

Çури те пур иккен вайпутăн.

 

Тяпук

Ан тив!

 

Асамат

Патша миталлă йыттăн

Усал йăх-несĕлĕн тымарĕ

Кăклантăрах тесен, Тяпук,

Персе кăнтаççĕ çурине

Çури те халăха çыртса

Ан вĕртĕр!

 

Пуртă йăтать. Тяпук ун пурттине хыçалтан ярса тытать.

 

Полина

Çĕр çинче те тамăк.

Сире çĕр çăттăр... Ай...

(Шари çухăрса йăванать, ăнсăр пулать.)

 

Тяпук

Хĕрхен,

Çын пул-ха эсĕ, Асамат!

 

Асамат

Ан чар, Тяпук! Пасманари

Урпа сăри пек мĕкĕрсе

Хăпарнă вĕчĕллĕ çилле

Ан чар, Тяпук! Шăмарнă чух

Юри хăйранă çивчĕ пуртă

Пуçна шарт çурĕ.

 

Тяпук

Ачана

Касма çеç эсĕ, Асамат,

Хăюллă. Салтаксем килсен,

(чӳрече еннелле аллине кăтартса)

Сан вĕчĕллĕ хаяр çиллӳ

Пăсран та çăмăл вĕçмĕ-ши?

 

Асамат

Салтак килет-и?

(Кăн-кăн пăхкалать, пурттине антарать.)

 

Тимĕрккепе Туйтирек килсе кĕреççĕ. Тяпук ачана илсе тухса каять.

 

Тимĕркке

Салтаксем

Килсе тухсан, пĕрре персен,

Мĕн тăвăн, Асамат пичче?

 

Туйтирек

Перичченех кĕтсе тăрать-и?

Вăл иртнĕ пăлхавра та пулчĕ,

Ун чух та çакă пуртипе

Чи паттăр çын пекех çӳрерĕ,

Улпутăн самăр вăкăрне

Пусса çиме анчах васкарĕ.

 

Асамат

Ун чух айван этемччĕ эпĕ.

Ман халĕ çуйкăн чĕрере,

Пĕлетĕр-и, хăватлă çиллĕм.

 

Тимĕркке

(пӳлсе, тăрăхласа)

Сиксе йӳçет урпа сăри пек.

 

Тяпук килсе кĕрет, витре йăтнă.

 

Туйтирек

Мĕн ку?

 

Тяпук

Мĕн пултăр, Туйтирек.

Чи кирлĕ, хаклă япала.

Ман ĕмĕт вăрăм мар, кĕске.

Мана мĕскер? Мана ĕçтер

Ирех эрех. Мана хитре

Пур çын та çутă тĕнчере.

(Алтăрпа ăсса.)

Сана чее пулма тавсье,

Хăмла пек паттăр Асамат!

 

Тимĕркке

(алтăрне ярса тытать.)

Илес-милес ĕçме анчах,

Ухмахланса анчах карланкăр

Тăрать-и сирĕн кăшкăрса

 

Тяпук

Пăлхав вутне хĕмлентерме

Пăртакçă çеç, ачам.

 

Туйтирек

Эрехĕн

Тытки пулать-и, пуçлансан.

 

Тяпук

Ĕçес килсен, яка карланкă

Хăйне кура хаяр патша,

Пĕр саккуна та пăхăнмасть.

 

Тимĕркке

Ĕçке ерсен, сире Тутимĕр

Вĕрентĕ-ха.

 

Асамат

Сăмах уçма

Сана пит ир, шимп-шимп сăмса. (Тимĕрккерен алтăрне туртса илет.)

 

Тяпук

Ан чăркăш эсĕ, Асамат,

Çап-çамрăк каччăсем çине

Хаяррăн ан пăх.

 

Асамат

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5 6