Сĕве Атăла юхса кĕрет. Иккĕмĕш кĕнеке :: Виҫҫӗмӗш пайӗ. Хусан ишӗлчӗкӗсем
И бе видети, яко высокия горы, громады же великая побитых казанцев лежащих, яко внутре града з градными стенами сравнитися, и во вратех же градных, и в проломах, и за градом в ровех, и в потоцех, и в гладезях, и по Казанке реке, и по-за Булаку, по лугом безчисленно мертвых бысть, яко и сильному коню не могущу долго скакати по трупию мертвых казанцев..
«Хусан историйĕ» кĕнекере.
Анкарти хыçĕнче çавра кӳлĕ,
Çавра кӳлĕ варринче сăрлă юпа;
Сăрлă юпа тăрринче чăпар куккук,
Куккукĕсем лараç пĕр вĕçес пек,
Кӳллиссм те тăраç пĕр юхас пек;
Эпирех тăратпăр пĕр каяс пек,
Атте-анне тăрать — пĕр йĕрес пек.
Чăваш халăх юрринчен
1. Юнлă пукрав
Хусана илнĕ хыççăн, юпа уйăхĕн малтанхи кунĕсенче, Иливан хулана та, ун çумĕнчи посада та çакланаймарĕ. Туçи енчен килнĕ мăрсасем хăйсен тĕкĕрçисемпе Арск хули çывăхĕнче тăчĕç. Вырăссем темиçе хут çапăçса та Япанча çарне пĕтермеллипех пĕтерсе тăкайман иккен, ун юлашкисем халь те хула тулашĕнче алхасса çӳреççĕ. Кĕçĕр вара утлă çарăн пысăк мар ушкăнĕ улăх тăрăх кунта килсе тухнă. Хурала юлнă темиçе стрелеца касса вакланă Япанча çыннисем, темиçе лашана кăкарса хăйсемпе илсе кайнă.
Иливан тĕлĕнсе (мĕн пытармалли пур — чунтан савăнса) çакăн çинчен шутлать: вĕсене пӳлĕхсĕ мĕнле майпа çăлса хăварчĕ-ши кĕçĕр, Тукайпа Сарри тĕкĕрçисене мĕнле вакласа тăкман-ха Япанча çыннисем? Ĕнер, хăйĕн тĕкĕрçисене çĕнтерӳ ячĕпе сăйланă чухне, Тукай вырăс туррине çеç мар, чăваш туррисене те пуç çапрĕ çав, аслисене, кĕçĕнреххисене, тӳперисене, çĕр çинчисене пӳрне те асăнчĕ. Эппин, илтрĕç ун сăмахĕсене чăваш туррисем, вĕсене хунтă-хӳтлĕх ярса пачĕç.
Никама шарламарĕ, анчах ăшра çакăншăн та пĕчĕк ача пекех хĕпĕртерĕ каччă: Япанча çыннисем Тукай урхамахĕн сăнчăрлă тăллине те çĕмĕреймен. Унсăрăн турхан хăйĕн тарçине хĕнесе вĕлеретчех ĕнтĕ. «Тарçине çав, — шухăшларĕ Иливан. — Мĕн, тĕрĕс мар-им? Чăн та çапла. Хам сисмен çĕртенех çак Хусан вăрçи вăхăтĕнче турхан тарçи пулса тăтăм. Хăтăласси... вăл халь пăхса та курăнмасть».
Пĕр-пĕр ĕç хушмалла пулсан — ĕçме-çиме хатĕрлемелле-и унта, çывăрма хӳшĕ тумалла-и е утсене йĕнерлемелле — турхан тӳрех Иливана чĕнет. Кутăнлашса тăма ан хăй — хар кăна кăшкăрса тăкать, унтан та ытларах, аллине саламат ярса илет. Ашшĕ каласа хучĕ ав, яла таврăнсан вăл сана киле ярас çук, тем тесен те хăй патĕнче ĕçлеттерет терĕ. Ашшĕ ку сехмете тӳссе курнă, Тукай кăмăлне лайăх пĕлет. Аçунни пек шăпа кĕтет сана, ывăлăм, эсĕ те ман хăраххăм турхан тарçи пулассăн туйăнать тесе ахаль каламарĕ-тĕр çав.
Вăл асăрхаттарса хуни чăна килчĕ. Иливан амăшĕ Эрнепи тыткăнран хăтăлнине пĕле тăркачах Тукай тĕкĕрçе ыттисемпе пĕрле Сĕве хулине кайма ирĕк памарĕ, эс кунта кирлĕ пулатăн тесе хăйĕнпе пĕрле хула тулашнех хăварчĕ. Ак лар ĕнтĕ халь Хусан шывĕ хĕрринче çунатне хуçнă кайăк пек ĕнтĕркесе, каçсерен хăвăн вилĕмне кĕт. Тепĕр тесен, ма каçсерен? Утлă çар вал, Атăл çинчи çил-тăвăл пекех, кĕтмен çĕртен кăнтăр кунĕнчех килсе тухма пултарать. Куçна уçса хупма та ĕлкĕреймĕн, Япанча йĕкĕчĕсем вăрмантан сиксе тухĕç те темиçе çĕр çынна вакласа тăкса каялла кĕрсе çухалĕç.
Çак самантра Иливан хăй куçĕ умĕнче хаклăран та хаклă çынсене — ывăнса çитнĕ, халтан кайнă ашшĕпе амăшне курать. Вĕсем ĕнтĕ Ятламаспа тата Северьянпа пĕрле Атăл леш енне çитсе ӳкрĕс пулĕ. Тен, Сĕве хулине те çитнĕ-ха. Ятламасĕ, хырăм выççине пăхмасăрах, яланхи йăлипе шăл йĕрет ĕнтĕ, ашшĕ нимĕн те чĕнмест, амăшĕ вара вĕçĕмсĕр макăрать. Вунă çул тыткăнра пурăнса куççулĕ те типсе ларнă пуль хăйĕн, çапах ялан йĕрет, тутăр кĕтессине куçĕ тĕлĕнчен илмест.
Амăшĕ çинчен шутланипе Иливанăн чунĕ хурланса килет, макăрса ярас мар тесе, куççулĕ пăчăртатса тухасран шикленсе, каччă кăмăлне хытарса çиле май çаврăнса тăрать.
Таврара тĕтре сирĕлсех пырать. Арск вăрманĕ леш енчен ӳркенсе тенĕ пек кĕрхи хĕвел çĕкленчĕ. Вăл Иливана çав тери шупка пек туйăнчĕ, тĕнче çине пиччĕн енĕпе мар, тӳнтер енĕпе пăхать тейĕн. Çил кăшт лăпланчĕ. Хӳшĕсенчен унта та кунта ыйхăллă çынсем тухма пуçларĕç. Нӳрлĕ çеремпе йĕпе çапă çинче пуç айне йĕнер хурса нумай çывăрса выртаймăн. Ĕнер каçхине хăш-пĕрне вĕри апат та лекмерĕ ав, хырăмĕсем те чăрлатаççĕ пулĕ-ха. Паян та тутă пулăп тесе ĕмĕтленмелли çук. Ăçта кайса мĕн тупса çийĕн? Çăл шывне тĕрлĕ курăк, çич-сакăр уланкă ярса витре тулли пулă яшки вĕрет те ăш каниччен лĕрĕплеттер.
Иливан выçăпа касăлнă çынсене курса хăй те пушă хырăмне сăтăркалама пикенчĕ ĕнтĕ, паян сĕрекепех пулла каяс-ха тесе шутласа тăратчĕ, çав вăхăтра Тукайпа Сарри хӳшши умне ĕнер килсе кайнă юлан ут çитсе чарăннине асăрхарĕ. Те стрелец вăл, те çĕрпӳ, тем тесен те пĕр-пĕр воевода çынни пулма тивĕç. Мăрсасем хӳшĕрен тухсан çар çынни вĕсене яшт тăрса саламларĕ те хăйне мĕн хушса янине пĕлтерчĕ.
«Горбатый-Шуйскин вайпут хăй патне чĕнтерет вĕсене, — шутларĕ Иливан. — Парне илме каймалла пулĕ çав. Пирĕн ав çиме çăкăр çук, кусене ĕнтĕ тем те пĕр парса тултараççĕ». Тукай Япанча мăрсана ут çинчен эп туртса антартăм тесе мухтанать-çке. Кам пĕлет, тен, чăнах та вăл çаклатса илнĕ пуль сăнăпа. Иливан ун чух ашшĕне хӳтĕлесе ун хыççăн сиккипе пыратчĕ. Тукай темле вăрăм япалапа сулкалатчĕ умра, хĕвĕшӳре каччă вăл кампа çапăçнине кураймасăрах юлчĕ. Иливанпа ашшĕ Тукай патне пырса тухнă хушăра Япанча çерем çинче юн юхтарса выртатчĕ. «Эх, апăршана чĕрĕлле тытаймарăмăр! Чĕрĕлле тытнă пулсан лайăхчĕ те», — тесе Тукай Япанча умне пĕшкĕннине хăй куçĕпе курчĕ Иливан. Кайран Тукайпа Акпарс усал мăрсана тĕп туни çинчен хыпарлама вырăс вайпучĕсем патне вĕçтерчĕç. Хыпарланă пуль, унсăрăн вырăссем вĕсене çапла çын ярсах хăнана чĕнес çук.
Тукайпа Сарри хăнана кайма шутларĕç ĕнтĕ — стрелеца шăналăк карса тунă, çиелтен ула-чăла паласпа илемлетнĕ хӳшше илсе кĕчĕç. Иливан Тукай тухса кăшкăрасса кĕтмесĕрех утсене йĕнерлеме васкарĕ.
Вăл тĕрĕс тунă иккен, часах ун патне Сарри тĕкĕрçи Аттеней хашкаса çитрĕ.
— Вырăс патши хăнана чĕннĕ тет. Часрах хăвăн утна та йĕнерле. Пире те илсе каяççĕ.
— Ĕçме-и? — кулчĕ Иливан. — Тем пекчĕ.
— Ĕçме сана! Лаша хораллама, — терĕ Аттеней тарăхса.
— Апла пулсан мĕн хĕвел пекех çиçетĕн?
— Ара, кăсăклă япалана аякран кăшт корса юлмăпăр-и тетĕп-çке. Тен, кĕремĕл тенинех илсе кĕреççĕ-ха пире?
— Никама илсе кĕмесен те сана илсе кĕреççĕ ĕнтĕ. Черкке те сĕнеççĕ ак.
— Ан палка. Чĕлхӳ ытла осал санăн, — хăтăрса тăкрĕ Аттеней. — Ав Сарри аллине солкалать. Васкасçĕ вĕсем.
Хусан çывăхне мăрсасем иккĕн мар, тăваттăн кайрĕç: çул çинче вĕсен çумне юлташĕсене юри кĕтсе тăнă Акпарспа Алттыш хутшăнчĕç. Тарçисем те пур. Ку йышпа кайма хаваслă. Тăваттăн никама та кӳрентерме парас çук.
Мăрсасем Арск çулĕнчен пăрăнсан пĕр хушă юртăпа пычĕç, кремль патне çывхараспа тин урхамахĕсене вăйпах тытса чарчĕç. Хăйсене чĕнме пынă вырăс çĕрпĕвĕпе (Иливан уйăрса илчĕ, ку вăл стрелец мар, çĕрпӳ пулчĕ) тем çинчен канашлакаларĕç те, чĕлпĕрсене хытарса урхамахĕсене майĕпен çеç уттарчĕç. Пĕлеççĕ пуль, вырăс патшипе чаплă вайпутсем патне сиккипе пырса тухни килĕшӳллĕ пулас çук.
Тарçисем те курчĕç: кремль çывăхне, улăха, патша валли тепĕр пысăк чатăр лартнă. Унпа юнашар — пĕчĕк кăна йывăç чиркӳ. Чиркӳ хыçĕнче вайпутсем, бояр ачисем, служилăй çынсем, вырăссене Хусана илме пулăшнă тутар княçĕсем, кăшт аяккарах чăваш, çармăс, ирçе, удмурт, пушкăрт мăрсисем кĕпĕрленсе тăраççĕ.
Туçи мăрсисем тӳрех чатăрпа чиркӳ патне пыма шутламарĕç-ха, лашисене Хусан шывĕ тăрăхĕнчи хăва тĕмĕсем еннелле пăрчĕç. Вырăс çĕрпĕвĕ те вĕсенчен уйрăлмарĕ. Ăна Ту енчи мăрсасене пăхма, ертсе çӳреме хушнă пулĕ-ха. Хăйсен хуçисем хыççăн Иливанпа Аттеней те, Акпарспа Алттыш тарçисем те, кăшт каярах юлса пыраканскерсем, юхан шыв хĕрнелле анчĕç.
Унтан мăрсасем хĕр пăхма килнĕ каччăсем пек юсанкаларĕç те вырăс çĕрпĕвĕпе пĕрле сăрталла, патша ĕçки валли юри лартса тухнă вăрăм сĕтелсем патнелле утрĕç.
Халь пырса çитнĕ мăрсасене хирĕç чаплă тумланнă икĕ çын — çӳллĕ те яштака вайпутпа лутра та тачка, кукăртарах ураллă тутар княçĕ тухрĕç. Иливан вĕсене никам каламасăрах палласа илчĕ, кусем Горбатый-Шуйский княçпа Хусанта темиçе хутчен те хан тенкелне йышăннă Шигалей пулчĕç.
— Кĕтетпĕр сире, кĕтетпĕр, Ту енчи мăрсасем, ыттисем пурте пуçтарăннă ĕнтĕ, — евĕклĕн сăмах хушрĕ Горбатый-Шуйский князь. — Пирĕн государь, аслă князь Иван Васильевич, паян Хусана хирĕç çапăçнă, ăна илме пулăшнă чаплă çынсене — княçсемпе мăрсасене, турхансемпе улансене, бексемпе çĕрпӳсене пурне те хăнана чĕнме хушрĕ. Хăвăрах пĕлетĕр, савăнăç халь пирĕн. Ак хамăр тусăмăр, Хусан ханĕ пулнă Шигалей Шейх Аулияровнч та сире хисеплесе хăнана чĕнет.
Çапла каласа Горбатый-Шуйский пĕр утăм каялла чакрĕ, ун вырăнне мăрсасем умне çулланса кайнă пит-куçлă мăнтăр Шигалей тухса тăчĕ.
— Саламлатăп сире, Ту енчи мăрсасем, вырăс патшалăхĕн тахçанхи тăшманне — Хусана парăнтарнă ятпа, çĕнтерӳ тунă ятпа саламлатăп. Эпир сирĕнпе нумай-нумай çул хушши тăрăшни сая каймарĕ. Иртĕр тĕпелелле, çĕнтерӳ çимĕçне, çĕнтерӳ эрехне тутанса пăхăр. Йӳçĕ-и вăл, тутлă-и, Тукай мăрса, э? Ах, йӳçĕ-çке вăл эрех, ăна эпир санпа иксĕмĕр лайăх пĕлетпĕр. Сарри мăрса та, Акпарс мăрса та, Алттыш юзваши те пĕлет. Иртĕр тĕпелелле, манăн тахçанхи дустăмсем, вырăс патшин шанчăклă аскерĕсем.
Мăрсасем сисрĕç, патшапа ун çывăх çыннисем ирхи кĕлĕрен тухман-ха, унсăрăн княçпа Шигалей çапла нумай сăмахласа тăмĕччĕç. Вĕсем хăйсене ăшшăн кĕтсе илнипе кăшт хăюлланса княçпа хан хыççăн утрĕç, часах ытти хăнасемпе хутшăнса кайрĕç.
Çав вăхăтра çывăхрах чан çапса ячĕ, пухăннă халăх кĕр! кĕрлесе илчĕ те сасартăк шăпланчĕ. Походра турттарса çӳрекен лутра чиркӳ картлашки çинче Иван патша, унăн ашшĕ урлă тивекен тăванĕ Владимир Андреевич князь, Сильвестр протопоп, патша арăмĕн пиччĕшĕ Захарьин боярин курăнса кайрĕç. Патша аллинчи тимĕр хĕресĕпе пурне те пил пачĕ, вара пĕр сăмах каламасăр чатăралла иртрĕ. Кĕрекеçĕсемпе бояр ачисем, кама ăçта лартмаллине малтанах тĕплĕн шутласа хунăскерсем, хăнасене сĕтел хушшине вырнаçтарма пикенчĕç.
Ту енчи мăрсасен сĕтелĕ патша сĕтелĕнчен чылай аякра пулчĕ. Анчах вĕсем кӳренмерĕç. Кӳренме терĕн-ха, кунта килме тивĕçлĕ пулнишĕн савăн. Кунашкал ĕçке вĕсем нихçан та курман. Мускава ушкăнĕ-ушкăнĕпе çӳренĕ чухне чаплă боярсен — Бельскисемпе Пелецкисен аллинчен хăнтăрланă аркăллă кĕрĕксем, йăлтăр-ялтăр хĕçсем, йĕнерсем илнĕ, анчах ĕçке çакланасси пирки тĕлленмен те. Хусаншăн çапăçнă чухне те кам ĕçкĕ пирки шутланă-ха? Тепĕр тесен Хусана парăнтарассишĕн ытла вăрах — çĕр çула яхăн — çапăçнăран вырăссем хальхинче тутарсен шĕкĕр хулине илеççех тесе шутласа та кайман пуль. Илчĕç-илчĕçех. Халĕ пĕтĕм хулана, посада, çывăхри ялсене вырăс çар çыннисен аллине панă тет. Çаратăр, пуйăр, иртĕхĕр, ыр курăр, хĕрарăмсене пусмăрлăр, нӳхрепсенче мĕн пур, йăлт кӳпсе ярăр. Выçса, касăлса çитнĕ çар çыннисем, вĕсен хыççăн пырса тухнă ушкуйниксем, купсасем мĕн хăтланасси каламасăрах паллă. Хулапа посад урамĕсене купи-купипе выртакан вилесенчен тасатман-ха, халь унта каллех çынсене вĕлереççĕ.
Кĕрекеçĕсен кăмăлне пулатăр Ту енчи мăрсасене хирĕç сĕтел хушшине Хусана иличченех вырăссем енне куçнă Камай мăрсапа Юнкă тăрăхĕнче хаким пулнă Бурнашăн аслă ывăлĕ Енибек кĕрсе ларчĕç. Кĕрсе ларчĕç те шавлăн калаçма пуçларĕç.
— Эсир ĕнер пулмарăр курăнать ĕçкĕре. Эпир ĕнер кунта патшан çывăх çыннисемпе сыпмаллипех сыпрăмăр, — мухтанасшăн пулчĕ Камай. — Иван Васильевич пурин умĕнче, боярсен умĕнче хăй хушрĕ мана черкке пама. Ятран чĕнчĕ. Эп сан сăваплă ĕçӳсене манман, Камай мăрса, терĕ. Çаплах каларĕ. Ытти пирки кайран калаçăпăр терĕ. Чухлатăр-и, «ытти пирки». Вара эпĕ савăннипе лавне тулли тиенĕ. Хама чатăра мĕнле илсе çитернине нимĕн те ăстумастăп çав. Паян эп кунта мухмăр чĕртме çеç килсе тухрăм.
— Санăн нӳхрепӳсенче хăвăн та эрех сахал мар юлчĕ пулĕ-ха унта? — йĕкĕлтесшĕн пулчĕ Тукай.
— Юлчĕ, Тукай мăрса, юлчĕ. Паянхи ĕçкĕ валли те темиçе пичке патăм. Кашни ялтах нӳхрепчĕ манăн. Сирĕн енче, Уплер ялĕнче те тем пысăкăш нӳхреп пурччĕ. Хусанта — тăватă нӳхреп. Мĕнле кăна эрех çукчĕ пуль вĕсенче: Бухараран, Хиваран илсе килнисем, Шемаха эрехĕсем, Крымра Ширин хăта юхтарнисем, Кучак парнеленĕ кĕленчесем...
— Кучак та парнеленĕ-и? Ай-ай-ай! Мĕнле пыра лармарĕ ун эрехĕ? — сăмахпа тĕртсе илесшĕн пулчĕ Сарри.
— Парнеленĕ пулмасăр! Вăл уланпа эпир пит туслăччĕ. Шел ĕнтĕ, вăхăтсăр пуçне хучĕ.
— Пурăнать пулĕ-ха. Мускава илсе кайнăччĕ мар-и ăна?
— Э-э, тусăмсем, Мускава илсе кайрĕç пулсан пĕлсех тăр — секим башка, — Камай аллипе мăйне сăтăрса пуçне касса татнă пек туса кăтартрĕ.
Бурнаш ывăлĕ Енибек хăй Чапкунпа туслă пулни çинчен каласа кăтартма тытăннăччĕ, анчах Камай ăна каласа пĕтерме памарĕ.
— Ман умра ун ятне ан асăн. Тăпри çăмăл пултăр та, ун айăпне аллах та каçарса пĕтерес çук. Çав пăтратса ячĕ те Хусан княçĕсене вырăссем килсе çитсен. Кайран ăна Хусан çыннисем хăйсемех касса вакланă тет ав.
Енибекĕн вара шăлне çыртмалла пулчĕ.
Чăвашран тутара тухнă Камай мăрса ахаль мухтанмасть иккен, патша ăна паянхи ĕçкĕре те манса хăвармарĕ. Кĕрекеçĕсем патша сĕтелĕ çинчен ун ячĕпе чаплă ывăспа мальвази текен тутлă шăршлă эрех тата çыртмалли — вăлча сĕрнĕ кулачпа хур тукмакĕ илсе килчĕç. Мăрса вара хăйĕн тусĕсене кĕвĕçтерсе пĕччен ĕçсе-çисе ларчĕ. Ыттисен умĕнче халлĕхе сăрасăр пуçне урăх нимĕн те пулмарĕ-ха.
Часах хăнасене пурне те сăйлама тытăнчĕç. Камай Ту енчи мăрсасене Хусана илнишĕн черкке çĕклеме сĕнчĕ.
— Атьăр тахçанхи туссем пек шаккаса ĕçер. Чи малтан ваттисен йăлипе атте-аннесене асăнар, — сĕтел çине темиçе тумлам эрех тумлатрĕ вăл.
— Санпа черкке шаккама пулать, — терĕ куç айĕн Бурнаш ывăлĕ çине пăхса Сарри. — Эс хамăр çын. Çитменнине аçу чăн-чăн чăвашчĕ. Вăтăр çул каялла пирĕнпе Мускава та пырасшăнччĕ. Ху та Хусана илнĕ чух вырăссене нумай пулăшрăн. Анчах кунта пирĕнпе пĕр сĕтел хушшинче Бурнаш таврашĕ ларать. Тӳрех калатăп: эп унпа черкке шаккама пултараймастăп.
— Эпĕ те шаккамастăп, — çийĕнчех сăмах хушрĕ Акпарс.
— Ма ун пек кӳрентеретĕр Енибеке? Вăл та Ту енчи мăрса пуль? — тĕлĕнчĕ Камай.
— Пĕлмĕш ан пул, Камай мăрса! — терĕ Сарри. — Бурнаш таврашĕ ĕмĕрех пирĕн тăшман пулнă. Мĕнле тăрăшмарĕ, мĕнле кăна усал ĕç тумарĕ Енибек ашшĕ ман улăх-çарана туртса илес тесе! Мĕнле кăна элек сармарĕ ман çинчен! Бурнаш элекĕ хыççăн эп хан нӳхрепĕнче те ларса курнă.
— Мана тĕп тăвас тесе ман ана-çарана ярса илес тесе мĕн чухлĕ кĕрешмерĕ тата ун ашшĕ! — хушса хучĕ Акпарс.
Енибек хăлха çунатти таран хĕремесленсе кайрĕ, урма пуçланă вăкăр пек, йĕри-тавра пăхкаларĕ.
— Эп пĕлетĕп, эсир ман аттене юратман, — терĕ вăл ним тăвайман енне хăйĕн кĕске сухалне чĕпĕткелесе. — Тен, атте сире нумай тарăхтарнă пуль. Анчах эп мĕн усал тунă сире? Сарри мăрса, кала, эп сана мĕн сăтăр тунă?
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...