Синкер :: Вуннӑмӗш сыпӑк
— Урапа Ваньккине тытса кайрăр-иç. Çавах систернĕ ĕнтĕ! — кăшкăрчĕ Кăтра Симун. — Тулĕк вăл тĕрмерен тарнă терĕç-ха...
— Кай, тĕрĕс мар пуль ку хыпар, — иккĕленчĕ Кăртти Йăванĕ. — Ачи унашкал усал пулас çук, çитменнине, хăех ертсе пыратчĕ юлташлăха...
— Юлташсем, атьăр çапла килĕшер: халлĕхе кун çинчен урăх калаçмăпăр, — терĕ Крапивин Телегин пирки ытла пуплештерес килменрен. — Каллех сăмах паратăп: эпир вăрă-хурахсене пурне те тытăпăр. Пурне те! Вăл шутра — хурахсене йыхăракан сирĕн ял çыннине те.
Çапла каланă май вăл пушар шетникĕ çумĕнче тăракан Сăпани çине тепре пăхса илчĕ. Хальхинче, темшĕн, вăл пуçне уснă, никампа сăмахламасăр, никама тимлемесĕр тенĕн шăпăрт тăрать...
Пуху хыççăн Никифоровпа Крапивин ял Советĕнче Шиковпа кулленхи ĕçсем çинчен калаçкаласа ларчĕç те Йĕпреçе кайиччен Ольга Матвеевна патне кĕрсе тухас терĕç. Ахăртнех, хурахсен тискер ĕçĕ çинчен татах итлеме йывăррипе, вăл пухăва юлманччĕ, уроксем кăнтăрлах вĕçленнĕ май, шкултан тухса кайнăччĕ.
Ольга Матвеевна... хĕрсех вутă çурать-мĕн. Амăшĕ, аран кăштăртатса çӳрекенскер, пуленкесене пĕчĕккĕн лупасайне илсе кайса шаршанлать. Хăйсем патне хăнасем пырасса кĕтмен хĕрарăмсем, Никифоровпа Крапивин вырăсла хапха калинккине уçса кĕрсен, вăтаннипе аванмарлансах кайрĕç.
— Вăй патăр! — ялти пек сывлăх сунчĕç вĕсене Никифоровпа Крапивин.
— Ара, вăйĕ-качки... Спаççип ыр сăмахшăн, — текелерĕ ватти.
Ольга Матвеевна пурттине каска çине тăрăнтарса лартрĕ.
— Каçарăр, кĕр те çитрĕ, кĕçех, ак, хĕле кĕрĕпĕр, эпир вара вутта халĕ те çурса пĕтермен. Типĕтеймесен, хĕлĕпе нуша курма тивет... — хăнасем çакна каламасăрах пĕлнине чухлать пулин те, ăнлантарчĕ вăл. — Эсир иртĕр, тархасшăн, иртĕр...
— Иртсех тăмалла-ши... Çанталăк аван паян, тен, кунтах, картишĕнчех калаçăпăр. Нумайлăха мар эпир, — терĕ Никифоров, атă тăхăннăран йывăррăн та мелсĕррĕн утса, вутă таканĕ çине пырса ларнă май.
— Апла, эп хăнасене çырткаламалăх ăна-кăна хатĕрлем-ха, — текелесе, лешсем апат çисе тăраймастпăр тесен те, амăшĕ пӳрте кăштăртатса кĕрсе кайрĕ. Хĕрне, шкул заведующийĕнче ĕçлекенскере, пысăк çын вырăнне хурать вăл, лешĕ районтан-мĕнрен килекенсемпе час-часах калаçнине те хăнăхнă тем, çавăнпа чăрмантарасшăн мар.
— Вăт, Ольга Матвеевна, — малтанах килĕшнĕ тăрăх, сăмаха Никифоровах пуçларĕ, — паян эпир пухура Экеç гражданĕсен приговорĕ пирки калаçрăмăр... Ун çинчен эсир илтнĕ пулĕ?
— Илтмесĕр, пĕр эрне ĕнтĕ пирĕн ял халăхĕ çав хыпарпа кăна пурăнать, — терĕ Ольга Матвеевна, каска çине пурттипе юнашар ларнăскер, хăй ĕçленĕ чухне кăштах вараланнă аллине, тĕреннĕ пек туса, çурăм хыçне пытарма тăрăшрĕ.
— Вăт, унта сирĕн ялхуçалăх юлташлăхĕн малашлăхĕ пирки те калаçрăмăр. Ăна халлĕхе эсир ертсе пыратăр вĕт-ха? Хăвăр вара пухура пулаймарăр. Çавăнпа кайиччен сирĕнпе тĕл пуласах терĕмĕр...
Никифоров калаçнă хушăра Крапивин, кăшт айккинерех тăраканскер, Лаптевсен килкартине тĕплĕн пăхса çаврăнчĕ. Матви пичче юлашки çулсенче самаях вăй илнĕ курăнать. Пӳрчĕ пысăках мар та, çĕнĕрен, шурăлла лартнăскер. Картишне урам енчен вырăсла хапхапа, хăма хӳмепе пӳлнĕ. Вите пĕрре кăна та самаях тăсăкскер, унта ĕнепе пăрушĕ тата вĕт-шакăр выльăх кăна мар, лаша та пур пулас, мĕншĕн тесен лупасайĕнче урапа ларать, ут хатĕрĕсем çакăнса тăраççĕ, стена çумне çуна та тăратса хунă. Тепĕр тесен, тĕлĕнмелли нимех те çук кунта: Совет влаçĕ чăн-чăн ĕçченсене ура çине тăма чылай пулăшать, çитменнине, Матви хĕрĕ шкул заведующийĕ тата, шалу илекен çын. Шел, старик телейлĕ пурнăçпа нумаях пурăнаймарĕ. Тĕрĕссипе, ялта çакнашкал пурнăçа чи пирвай вăл тивĕçчĕ.
— Çапах та юлташлăх пуçне урăх çынна мĕншĕн суйласа лартмастăр эсир? — кĕчĕ Крапивин хăлхине Ольга Матвеевна сасси. — Çĕрĕç пайĕнче пĕркун хускатсаттăм эпĕ ку ыйтăва, халлĕхе çĕнĕ председатель тупма хушман теççĕ. Мана йывăр икĕ ĕçре ĕçлеме. Шкул вăл, пĕлетĕр-и, хăех пĕр патшалăх.
Никифоров, тем ыйтнăн, Крапивин енне çаврăнса, куçран пăхрĕ.
— Демин калаçнă çĕрĕç пайĕн заведующийĕпе, — ăнлантарчĕ Крапивин.
— Ну, Ольга Матвеевна, эсир мана çав тери çывăх çын, çав тери... Ну, мĕнле ăнлантарас сире... Телегин вăл...
— Каçарăр та, ан асăнăр текех унăн ятне! — пӳлчĕ ăна хĕр.
Никифоров, мĕн тăвас манăн тенешкел, аллисене сарса ячĕ, пулăшма чĕнсе, Крапивин çине пăхрĕ.
— Пĕлетĕн-и, Улька, — тахçанхи пек, ятран кăна ăшшăн каларĕ вара Крапивин, — тепĕр çын, калăпăр, ĕмĕрĕпе таса пурăнать, ырă ĕç кăна тăвать. Сасартăк, темшĕн-çке, ун çинчен усал хыпар сарăлать. Эпир, çыннине хамăр ачаран пĕлсе пурăнатпăр пулсан, унашкал хыпара илтнипе кăна çав çынна тӳрех тăшман вырăнне хума тивĕç-и? Мĕнле пек сан шутупа?
Ольга Матвеевна, НКВДра ĕçлекен пысăк çын Телегина хӳтĕлессе кĕтменскер, пĕрре ун çине, тепре Никифоров çине нимĕн ăнланмасăр пăха-пăха ларчĕ.
— Вара мĕн... вăл пĕртте айăплă мар-и? — шăппăн ыйтрĕ тепĕртакран. — Эппин, мĕншĕн тытса кайнă ăна? Мĕншĕн вăл тĕрмерен тухса тарнă?
— Ăнлан, эпир ăна ним айăпсăр тесе калаймастпăр-ха... паян, — юлашки сăмаха палăртарах каларĕ Крапивин. — Çапах, саккун тăрăх, суд тумасăр çынна преступник теме юрамасть. Ăнланатăн-и? Хăвах шухăшла-ха: ачаран ырăпа кăна пĕлекен çынна мĕншĕн тӳрех пуç тӳпинчен пуçласа ура тупанĕ таран вараласа хумалла пирĕн? Кĕтер тепĕртак.
— Анчах... юлташлăха çаратни... манăн атте... — килĕшесшĕн пулмарĕ Ольга Матвеевна.
— Эпир сире çав тери лайăх ăнланатпăр, — халĕ ĕнтĕ Никифоров та хăюллăнрах ăнлантарчĕ. — Йывăр сире. Анчах Филимон Петрович каларĕ-çке: кĕтер тепĕртак. Çак хушăра эсир темле татăклă ĕç кăна ан тăвăр, тархасшăн. Сăмахран, качча ан тухăр.
Кăна илтсен, хĕр тӳсеймерĕ, йывăррăн кулса ячĕ:
— Каларăр та вара... Качча тухас шухăш-и халĕ...
Крапивин Никифорова шăтарасла пăхса илчĕ, юлашки сăмахсемшĕн сивлесе, пуçне суллакаларĕ. Тепĕр тесен, хăй темле ачапчалларах каласа хунине Никифоров ахаль те туйрĕ ĕнтĕ, çавăнпа аванмарланса шăпланчĕ. Мĕн тăвăн, кунашкал калаçу халăх умĕнче доклад тăвассинчен те кăткăсрах пулма пултарать иккен.
— Паçăрах пухура каларăм-ха эпĕ: хурахсене эпир пурпĕр тытатпăр. Пурне те. Ун чухне пĕтĕмпех паллă пулĕ. Унччен пур çынна та сивлесе тăкар мар... Тата, Улька, кунта виçсĕмĕр мĕн пуплешнине, тархасшăн, никама та каласа ан кăтарт. Тепри тем шухăшлĕ те... Пире следстви ирттерме чăрмантарма пултарĕ... Ăнланмалла-и? — юранă таран татах тăн пачĕ Крапивин.
Çапла чылай калаçса ларатчĕç-ши вĕсем — калинкке шашулкки шакăрт! турĕ те урамран картишне... Сăпани кĕчĕ тăчĕ. Крапивин ăна курчĕ çеç — пĕтĕм тавралăх çуталса кайнăн туйăнчĕ.
— Ман килес! — сывлăх сунчĕ Сăпани, çавăнтах тата тĕлĕннĕ пек пулчĕ те тăп! чарăнчĕ. — И-и, кунта чаплă хăнасем пур-иç. Эп вара, ухмаххи, чăрмантарса çӳреп.
Вăл, каялла тухса каймалла мар-ши тенешкел, калинкке хăлăпне ярса тытрĕ.
— Иртех, ирт, пĕртте чăрмантармастăн! — йывăр калаçăва татма май пурришĕн савăнса, чăнласах хавас кĕтсе илчĕ ăна Ольга Матвеевна, тăрса ун патне пычĕ те Сăпание çавăтсах хăйĕн вырăнне, каска çине, лартрĕ.
— Ара, мĕн-çке-ха, Хĕлимунăм чылайранпа хыпар ямасть. Çавăнпа хĕр пултăр патне каям-ха, çыру çырса памĕ-и ывăлăм патне терĕм те, — хыпаланса ăнлантарчĕ Сăпани.
Крапивин унăн кăкăртан тухакан хулăнрах илемлĕ сассине киленсе итлерĕ. Çирĕм пĕр çул ĕнтĕ вăл çак сасса пуçласа илтни. Тупата, улшăнман вăл çак вăрăм вăхăтра, çаплах чуна витерет, кăмăла ырă-ырă туйăм хушать. Татах та татах калаçтарас килет ăна, анчах Сăпани, хăйне кил хуçи мĕн хуравласса кĕтсе, шăпăртах пулчĕ.
— Ывăлу патне эрне каялла кăна çыру ятăмăр-çке, — тĕлĕнчĕ Ольга Матвеевна.
Сăпани хĕрелсе кайрĕ, чечеклĕ шурă тутăрĕн шереписене пĕтĕркелерĕ.
— Вăл çыру çитеймерĕ пуль теп-çке, — терĕ вара, пуçне Крапивин еннелле вĕлт! çĕклесе. — Тулĕк меллĕ вăхăтра килмерĕм курăнать, чăрмантартăм сире. Юрĕ эппин, ыран тепре кĕрсе тухăп-ха.
Вăл тăчĕ те, пилĕкĕ таран çăтă ларакан, аяларах вуншар пĕркеленчĕкпе шăнкăрав пек сарăлса каякан хура сăхман аркине утнă майăн енчен енне силлентерсе, хапха калинкки патнелле кайрĕ.
— Чим, Сăпани, эсĕ пире пачах чăрмантармастăн, — чарчĕ ăна Крапивин. — Эпир калаçмаллине калаçса пĕтертĕмĕр ĕнтĕ.
— Чăнах та... — хыпалана пуçларĕ Никифоров. — Эппин, Ольга Матвеевна, эпир каланине манас марччĕ сирĕн.
Вăл урама тухрĕ. Крапивина Сăпани хăйĕн ыйтăвĕпе самантлăха тытса чарчĕ:
— Вара мĕн-и, сирĕн шутпа, Филимон Петрович, хурахссне пурне те тытас пек-и?
— Пурне те тытатпăр! — çирĕппĕн хуравларĕ Крапивин.
— Пулăшаканĕсене те-и?
— Вĕсене те тытмаллах. Мĕншĕн тесен вăрттăн тăшман вăл уççăнах кĕрешекеннинчен хăрушăрах. Лешсене пĕтерĕпĕр, кусем вара, юлсан, татах тем шар кăтартĕç. Çу-ук, Сăпани, курсах тăр. Совет влаçĕн тăшманĕсене эпир пурне те тĕп тăвăпăр.
Сăпани каллех тутăр шереписене пĕтĕркелерĕ те:
— Тен, çав çын Совет влаçĕн тăшманĕ пулмасан? Нивушлĕ пирĕн ялта унашкал çын пур-ши тетĕп-çке... — терĕ ытарлăн.
— Хăйне хăй тăшман тесе шутламасан та, ĕçĕпе пирĕн тăшман вăл, ăнланатăн-и? Мĕншĕн тесен Совет влаçне, халăха, Экеçри юлташлăха сиен кӳнĕ. Çавăнпа, шансах тăр, тупатпăр хурахсене çул кăтартнă çав путсĕре. Эпĕ ăна, Сăпани, хамăн чи хаяр тăшман вырăнне хурса шырăп, пурĕпĕр тытăп.
Сăпанипе ытла ĕçлĕ пуплешсе кайнине туйрĕ-ха Крапивин. Вăл ĕнтĕ унпа ăшшăнрах, килти пурăнăç, ĕç-пуç çинчен калаçасшăнччĕ. Ывăлĕ, авă, Сĕнтĕрвăрринчи вăрман техникумне вĕренме кĕнĕ тенĕччĕ иртнĕ тĕлпулура, ун пирки те ыйтса пĕлсен пăсмĕччĕ. Çав самантра Сăпани пуçне усрĕ те Ольга Матвеевна еннелле пăрăнса утрĕ. Çитменнине, урамра, тăрантасра, Никифоров кĕтсе ларать... Эх те çав, пĕрре хăюлăх çитерсех куçа-куçăн калаçмалла та та çав Сăпанипе, чуна хăçантанпа ĕнтĕ пусарса тăракан чула илсе пăрахмаллах! Юрĕ ĕнтĕ, малашне май тупăнĕ-ха. Тен, ку тăрăхалла татах килсе çӳреме тивĕ..
Вăхăт хĕл еннелле çывхарса пыни кун кĕскелнинчен те сисĕнет. Йĕпреçе Крапивинпа Никифоров тĕттĕмленсе çитсен кăна пырса кĕчĕç. Аякран пăхсан, пушă вырăн кăна кунта темелле: ик-виçĕ килте краççын лампи çуннисĕр пуçне нимĕн те курăнмасть.
— Тĕлĕнмелле, нивушлĕ çак ял вырăнĕнче темиçе çултан промышленность хули пулса тăрĕ? — терĕ Никифоров ăйăра чарсах. — Çитменнине, çав ĕçе манăн йĕркелесе пымалла. Эпĕ вара, тӳррипе, хам та иккĕленетĕп-ха. — Унтан хаш! сывларĕ те хушса хучĕ: — Пултарайăп-ши эпĕ ку ĕçре, э, Филимон Петрович? Тем пекех килĕшесшĕн марччĕ, çутĕç пайĕнчех хăнăхнă та пĕлекен вырăнччĕ, Кузюкова хирĕç кайма хал çитереймерĕм. Ара, ĕмĕр тăршшĕпех ăна питех итлемен эпĕ, кайран ялан эпех тĕрĕс мар туни курăнатчĕ... Унăн пархатарлă шанăçне тем пекех тӳрре кăларасчĕ те çав...
Никифоров иккĕленĕвне сирес тенĕ пекех, малта, сылтăмра, сасартăк янкăр çутă пайăрка ӳкрĕ, çывхарса-çывхарса пычĕ. Часах самай вăрăм пуйăс курăнса кайрĕ, хăватлăн хашлатса-кĕмсĕртетсе, вăл чугун çулпа Канашалла васкарĕ.
— Пулать, Петр Никифорович, пулать Йĕпреçре промышленность хули! — терĕ Крапивин, пуйăс шавне çĕнтерес тенипе хăлхаран кăшкăрса. — Эсир те чип-чипер ĕçлĕр акă райĕçтăвком председателĕн заместителĕнче. Ĕçе хăнăхасси тесен, революциччен пиртен нихăшĕ те нимех те пĕлмен, çапах тăрмашатпăр, авă. Сирĕн вара, пирĕннипе танлаштарсан, пысăк пĕлӳ пур. Унсăр пуçне тӳрĕ те таса чун, ĕçлес кăмăл. Тата мĕн кирлĕ çитĕнӳ тумашкăн, э!
Çапла калаçса, вĕсем халлĕхе тĕттĕм яла кĕрсе кайрĕç. Тăрантас сассипе ыйхăран вăраннă улайккасем вĕсем хыççăн юлхавлăн левлесе юлчĕç.
3
Тахçантанпах кĕтекен хыпар Йĕпреçри милици пайне тепĕр тăватă кунран çитрĕ. Çак хушăра Крапивин кăнтăрти районсене те çитсе килчĕ, вăрă-хурахсен эшкерне тытас ĕçпе çыхăннă пур ыйтусене те унти милици пуçлăхĕсемпе тепĕр хут сӳтсе яврĕ, юлашки вăхăтра пухăннă хыпарсене тимлĕн тишкерчĕ. Çапла вара вăрă-хурахсене тытмашкăн пур çĕрте те хатĕрленсе çитрĕç ĕнтĕ. Халĕ ăнăçлăх Телегинран нумай килет, çав тери нумай...
«Макçăм пичче!
Вăхăтлăха ĕçпе урăх çĕре кайса çӳреме тиврĕ те, сехетсемпе теттесене пурне те сутса пĕтереймерĕм. Халĕ тинех манăн çитес пасара тухма май килет. Унччен эсĕ вĕсене эпĕ пĕлекен вырăна пырса хур-ха. Сана чăрмантарса çӳресси, çын та курма пултарать. Хăвăн тӳпӳне илсех юл.
Ванькка».
Çак пĕчĕкçĕ хыпар Крапивина самаях хавхалантарчĕ. Ун хыççăн кĕçех пысăкрах ĕç — тен, чи кирли — çывхарасса сисрĕ вăл. Тепĕр чухне сунарçăн пулать çавнашкал туйăм: тискер кайăкне курмасть те, илтмест те-ха вăл, унăн йĕрĕпе кăна пырать, анчах темскер ăнланма-пĕлме çукки ăна çав тискер кайăк инçех те мар иккенни, унпа кĕç-вĕç куçа-куçăн тĕл пулма пултарасси çинчен асăрхаттарать. Хăйĕн кăмăлне Крапивин, чăн та, çынна кăтартмарĕ, Демин вара çĕкленӳлĕхне пытараймарĕ, тен, пытарма та шутламарĕ. Вăл пĕркун Крапивин Шупашкартан илсе килнĕ утлă резерв милиционерĕсене, вырăнти сотрудниксене çынсем паллаççĕ тесе, Телегинпа çыхăну тытмашкăн вĕсене хушнă пирки, пасарта мĕнле çӳремеллине, кирлĕ çынна епле палласа илмеллине, унпа мĕнлерех калаçмаллине татах та татах вĕрентрĕ. Унсăр пуçне, малтан Шупашкарта тата Йĕпреçре калаçса татăлнă пекех, Телегин пĕлекен вырăна сехетсемпе ытти хаклă япаласен тĕркине пытарса хучĕç. Лешĕн ăна, çав «хăй пытарса хăварнă» вырăнтан илсе, пасарта сутса çӳремелле...
Инструктажра Крапивин та пулкаларĕ, анчах хăйĕнчен хушса нимех те каламарĕ. Ара, Демин Мускаври милици шкулĕнчен вĕренсе тухни лайăх сисĕнет çав, халлĕхе вăл пур ĕçе те пĕтĕмпех тĕрĕс тăвать. Çакă, пĕр енчен, паллах, савăнтарать: эппин, милици пултаруллă, ăслă, вĕреннĕ кадрсемпе пуйса пырать-ха; тепĕр енчен, шухăшлаттарать: тĕрлĕ йăх-яхпа кĕрешекен çынсене çулран-çул ытларах вĕрентсе хатĕрлеççĕ, эппин, нивушлĕ вăрă-хурахсем социализм обществинех кĕрсе кайĕç, нивушлĕ вĕсене çывăх вăхăтрах пĕтерме пулмĕ-ши? Çавăн чухлĕ милиционера малашлăха шута илмесĕр вĕрентмеççех ĕнтĕ, так ахаль тăккаламаççех ура çине тин тар акан çĕршыва ахаль те çав тери кирлĕ укçа-тенке...
Вырсарникун канмалли пулин те, Крапивинпа Демин ĕçе ир-ирех тухрĕç, ахаль тумтир тăхăннă виçĕ милиционера пасара хăйсем ăсатса ячĕç. Телегинпа вĕсенчен пĕрин кăна курнăçмалла, ыттисен çав вăхăтра калаçакан икĕ çын çывăхĕнче, таврара мĕн пулса иртнине сăнамалла, кирлĕ-тĕк, Телегинпа иккĕшне пулăшмалла. Эх, милиционерĕсем ытла çамрăк-çке! Юранă пулсан, Крапивин та, Демин та пасара хăйсем кайĕччĕç вĕсем вырăнне, анчах май çук...
Çитменнине, çанталăк каллех пăсăлчĕ. Ылтăн кĕркунне иртсе кайрĕ çав ĕнтĕ, çĕрле, ав, пĕлĕтрен ала витĕр пичкеренех янă пек лӳшкерĕ, çулсем пĕтĕмпех шепернĕ халĕ. Телее, çумăрĕ ир тĕлне чарăнчĕ-ха, çапах пасара паян халăх йышлах тухас çук. Ку вара Телегинпа тĕплĕнрех калаçса илмешкĕн, паллах, чылай чăрмантарать.
Ĕçпе кайнă çамрăк юлташĕсене те, Телегина та нимпе пулăшма пултараймасса пĕле тăркач, кăнтăрлахи апат тумасăрах кĕтсе ларчĕç Крапивинпа Демин. Милиционерсем виçĕ сехет тĕлнелле кăна таврăнчĕç. Телегинпа вĕсем пасар саланас умĕн çех тĕл пулнă иккен. Тĕплĕн калаçса тăма вара пачах май килмен.
— Час пыраймарĕ вăл пасара, тата пĕччен те мар, — ăнлантарчĕ çыхăну тытакан милиционер. — Сехет пирки хаклашма тытăнтăмăр та, тӳрех çапла каларĕ мана: «Эпир иккĕн. Юлташа тĕкĕнме кирлĕ мар. Апат-çимĕç ытларах туянас тетпĕр, таçта нумайлăха пурăнма каятпăр пулас — тĕлне халлĕхе пĕлместĕп. Утаманпа Минин (Анатри Тĕрертен вăл) хирĕçсе кайнă, лешĕ халĕ уйрăм çӳрет. Милицире сутăнчăк пур. Вăрнарти пайри участок милиционерĕ Оглоблин — Калюков çынни», — терĕ. Çакăнпа пирĕн калаçу вĕçленчĕ. Эпĕ сехет «туянтăм» та, укçа тӳленĕ-тӳлемен пăрăнса утрăм, — айăплăн вĕçлерĕ вăл сăмахне.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...