Синкер :: Вуннӑмӗш сыпӑк
Хĕлимун ним тума аптăрарĕ.
— Мĕн эсĕ, Сăпани... Иртни пирки мĕн калаçмалла, вăхăта каялла çавăраймăн... — текелерĕ вăл. — Эс мĕн-ха... Эп канам, юрать-и?
— Эп халех, халех кĕрсе вырăн сарăп сан валли, — хыпăнса тăчĕ Сăпани.
— Пӳртре çывăрасшăн мар эпĕ... Çенĕкре тапчан пур сирĕн. Çавăнта аванччĕ...
— Хăратăн-и? — тĕттĕмрех лаçра куçне çиçтерсе илчĕ Сăпани. «Манран» тесе хушса хурасшăнччĕ вăл, тытса чарчĕ чĕлхине.
— Сых енне, — ăнлантарчĕ Хĕлимун. — Унтан тухса тарма меллĕрех.
Сăпани ăна чаппан, минтерпе утиял тухса панă-паман Хĕлимун çывăрма выртрĕ, анчах ниепле те тĕлĕрсе каяймарĕ, Ниме те ăнланман автансем ялĕпе авăтса çур çĕр çитнине пĕлтерсен кăна кăштах кăтăш пулчĕ. Тӳрех тĕлĕке лекрĕ Хĕлимун. Вăл Кĕтмел шывĕнче ишсе пырать пек. Сисмен те, хĕрарăмсем шыва кĕнĕ çĕре çитнĕ иккен. Йăрăс кĕлеткеллĕ икĕ хĕрарăм, çатта-çарамасскерсем, шывран тухма тытăннă та, ăна курсан, çуйхаша-çуйхаша шыва кĕрсе тарчĕç. Пĕри — пĕчĕкреххи — кĕтмен çĕртен Хĕлимун патнех ишсе пычĕ те каларĕ ăна: «Авă Сăпани. Ун патне кай, Хĕлимун. Эп ĕнтĕ... татăлнă катăк. Сире вара турă çырнă пĕрле пулма». — «Ара, качча тухнă-çке вăл, мĕн аташан эсĕ?» — хирĕçлерĕ Хĕлимун. «Çук, вăл хĕр, качча кайни — эпĕ», — çине тăчĕ Альтюк. «Эс тахçанхи, ху шыва путса виличченхи çинчен калатăн. Халĕ йăлтах урăхла-çке», — ăнлантарма пăхрĕ Хĕлимун. «Юратура качча кайни-авланни çук, юратура — юрату çех. Çав туйăм кăна пуринчен вăйлăрах çыхса хума тивĕç икĕ çынна пĕр-пĕринпе. Атя, иш Сăпани патне, — вăйпах тытрĕ те Альтюк сĕтĕрсе кайрĕ Хĕлимуна хĕр патне. Лешĕ пăхрĕ-пăхрĕ те ăна куçран, ыталаса илчĕ...
— Чунăмçăм, манăн хаклăран та хаклă çыннăм! — илтрĕ Хĕлимун вăл хĕруллĕн пăшăлтатнине. — Пурăнаймастăп эпĕ сансăр, тусăм. Хуть те аçа çаптăр çылăхăмшăн — пурăнаймастăп. Эс таçта аякка, юн тăкакан çĕре каяс умĕн сана урăхла ăсатса яраймастăп!..
Хĕлимун куçне уçрĕ. Унпа юнашар... чăнах та, Сăпани выртать иккен. Ыталать вăл ăна, хăйĕн пĕтĕм хĕрӳлĕхĕпе ыталать. Хĕлимун та шăмшакĕ вĕриленсе кайнине туйса илчĕ. Ма тунас, халь пĕлет: вăл та юратать Сăпание. Юратать! Эппин...
Вăл Сăпание хăй çумне пăчăртарĕ, тутипе унăн нăкă та вĕри тутине шыраса тупрĕ...
Ирхине шурăмпуç çуталма тытăнсанах тухса кайрĕ Хĕлимун. Темле унччен пулман туйăм амаланса пычĕ унăн чĕринче. Ырларĕ те, ятларĕ те Хĕлимун хăнне хăй, хăпартланчĕ те, ӳкĕнчĕ те...
Сăпани вара Хĕлимун çăра тĕтре ăшĕнче курăнми пулсан та чылайччен пăхса тăчĕ вăл сывлăм çинче хăварнă йĕре...
«...Эппин, юратнах вăл сана, — çирĕппĕн каларĕ шалта пĕр Крапивинĕ, ахăртнех, çамрăк чухнехи Хĕлимун — теприне. — Хытах юратнă. Хытă юратмасан, чăваш хĕрарăмĕ ют арçынпа ĕмĕрне çылăха кĕрес çук». Çавăнтах тепĕр Крапивинĕ, ахăртнех, хальхи Филимон Петрович, пурнăçра ăна-кăна нумай куркаланăскер, — унран кулса илчĕ: «Упăшкине тĕп тунă çынна нихăш хĕрарăм та пурĕпĕр хисеплес çук, тăванăм». «Ара, пĕр енчен, Веня вăл хăй перĕнсе вилнĕ; тепĕр енчен, вăл — хураха тухнă çынччĕ, ăна Совет влаçĕ умĕнче айăпа кĕнĕшĕн тытма тивнĕ-çке», — тӳрре тухасшăн тăрăшрĕ çамрăкки. «Сăпани ашшĕпе амăшне, халăх тăшманĕ вырăнне хурса, таçта аякка ăсатнă, халь пушали ăнлантар ăна Совет влаçĕн тăшманне тытасси коммунистăн, чекистăн тасаран та таса тивĕçĕ тесе», — каллех кулчĕ аслăраххи.
Тавлаша-тавлаша тем патне çитетчĕç вĕсем — калама хĕн, Крапивина çак самантра Никифоров кăт! тĕксе илчĕ те:
— Кур-ха, юлташлăхсен уйĕсене, хуть те мĕн каласан та, пăхма кăмăллăрах, — терĕ тулли кăмăлтан, ыраш калчи ешерекен самай пысăк лаптăк енне пуçне сĕлтсе. — Анлăрах вĕсем, çавăнпа темле мăнаçлăрах, хăватлăрах пек туйăнаççĕ. Европăри çĕршывсенче çĕре халĕ ытларах та ытларах тракторпа сухалаççĕ. Шанатăп, унашкал техника пирĕн те пулĕ. Шăпах вĕсем валли ĕнтĕ çак анлă уйсем. Э, мĕнле пек, сан шутупа?
Пĕр шутласан, ĕмĕрĕпе халăха çутта кăларас енĕпе ĕçленĕ, интеллигент юнĕ витĕр çапнă çын çакнашкал калаçни тĕлĕнмелле те пек. Эй, çав, мĕн кăна тумасть-ши вăхăт таппи этеме!
— Паллах , эпĕ сирĕнпе пĕтĕмпех килĕшетĕп, — пуçне сулчĕ Крапивин. — Анчах, унашкал анлă уйсем ытларах пулччăр тесен, паян пирĕн Экеçри юлташлăха хӳтĕлесе, çирĕплетсе хăвармалла. Вăхăчĕ пăтранчăк-ха. Хурахсем алхаснă пирки кăна каламастăп эпĕ. Çĕршыври тата тĕнчери пĕтĕмĕшле лару-тăрăва илер-ха... Кун пек чухне пĕр юлташлăха çухатни фронтра питĕ кирлĕ тӳпем вырăна çухатнипе пĕрех.
Чăнах та, ун чухнехи лару-тăру кашни тӳрĕ чунлă çынна пăлхантарнă. Хаçатсем çырнă тăрăх, Бухарин ертсе пыракан ушкăн, сылтăм оппортунистсен ятне тивĕçнĕскер, партипе çĕршыва ертсе пыракансем халăх хуçалăхне йăнăш çул çине кĕртсе ячĕç теме тытăннă. Бухарин майлисен шухăшĕпе, ятарласа тунă индустриализаци усси пысăках мар-мĕн, экономика хăй саккунĕсемпе кăна аталаннине нимĕн те çитмест. Ялхуçалăхĕнче те коллективизацие ытлашши сарса яма кирлĕ мар-мĕн, мĕншĕн тесен яла социализм çулĕ çине кăлармашкăн суту-илӳ кооперацине йĕркелени те çитет. Кулака та тĕкĕнмелле мар имĕш, ма тесессĕн пурăна киле вăл хăех социализма килĕштерсе пăрахĕ....
Троцкистсемпе зиновьевецсем хыççăн каякансем чăвашра питех тупăнман, сылтăм оппортунистсен шухăшĕпе килĕшекенсем вара пирĕн республикăра та пулман мар. Национал-уклонистсен шучĕпе, Октябрьти социализмла революци чăваш хресченне нимĕнле усă та кӳмен. Вĕсем çине тăрсах республикăри ялхуçалăхĕн малашлăх çук тесе ĕнентернĕ, çавăнпа юман ытларах касса сутмалла та, пухнă укçапа промышленность оборудованийĕпе чĕртавар туянса, индустриализаци çулĕпе кăна каймалла имĕш.
Тен, Бухаринпа ун майлисем каланă шухăшсенчен хăшĕсем тĕрĕсех пулнă, ытти тĕлĕшпе, тен, вĕсем çĕршыва усă ытларах кӳрес кăмăлпах йăнăшнă — ăна-кăна никамах та уяса тăман. Мĕншĕн тесен, вĕсем каланипе усă курса, Совет влаçне хирĕç элементсем, тислĕк купи çинчи çумкурăк пекех, пуç çĕкленĕ. Хайхи нумай çĕрте кулаксем патшалăха тырă та парасшăн пулман...
— Ан пăшăрханăр, Филимон Петрович, Экеçри юлташлăха эпир çухатмăпăр, — шантарчĕ Никифоров.
Айăр самай чăнкă сăрт патне çывхарчĕ, çапах тăрантаса тăвалла вăйлăн талпăнса, уттине чакармасăр туртрĕ, часах чи çӳле хăпарса та çитрĕ. Аялта, сăртăн тепĕр сĕвекрех енче, Экеç курăнса кайрĕ.
Халăх нумаях пулмасть района янă приговор пирки райĕçтăвком председателĕн заместителĕ тата Шупашкартанах, НКВДран представитель килет текен хыпар ял çыннисене пурне те кăсăклантарнă курăнать: кăнтăрла иртсен, арçынсем кăна мар, хĕрарăмсем те, ачасем те, туя çине тĕренсе аран утакан ватăсем те шкул патнелле туртăна пуçларĕç. Халăх хайхи самай вăрăм коридора та шăнăçаймарĕ, вара пухăва картишĕнчех ирттерме йышăнчĕç.
Пĕр килнĕскер тесе, Петр Никифорович пирвай республикăпа пĕтĕм çĕршыври лару-тăру çинчен каласа пачĕ, унтан тин район пурнăçĕпе паллаштарчĕ:
— Пирĕн таврари халăх паянхи куна, тĕпрен илсен, çĕрĕçĕпе кăна пурăнать-ха. Анчах ĕлĕкрех, революциччен, таçти çичĕ ютран килнĕ капиталистсем Йĕпреç енчен вăрман чылай турттарнă, акăлчансене, нимĕçсене, тата ытти нумай çĕршывсене сутнă. Эпир çав капиталистсене тахçанах кăларса сирпĕтнĕ ĕнтĕ, халĕ хамăр пуянлăхпа хамăр хуçа. Çавăнпа çывăх вăхăтра вăрман касса хатĕрлес ĕçе сарса яма, йывăçран япаласем ытларах туса кăларма тытăнас шухăш пур. Района йĕркелени нумаях пулмасть те-ха, эпир ку сĕнӳсене, хатĕрлесе çитерсе, тивĕçлĕ органсене ятăмăр ĕнтĕ…
— Петр Никифорчă, а çапах та ку ĕç каллех нэпмансен аллине кĕрсе ӳкмест-и? — ăна пӳлсех ыйтрĕ пĕр арçын. Крапивин тĕрĕсех палларĕ-тĕк, Кăртти Йăванĕ пулчĕ ку.
— Çук, юлташсем! — çирĕппĕн каларĕ Никифоров. — Ку вăл нэпмансен аллине кĕрсе ӳкмелли япала мар, вĕсене алăран хытах çапакан ĕç пулма кирлĕ. Çапла пулать те. Эсир мĕн, Совет влаçĕ çав тăсмак алăллă тăранман хырăмсене ĕмĕр тӳссе пурăнĕ тетĕр-им? Çу-ук, юлташсем, ку вăл вăхăтлăх килĕшӳ кăна.
Халăх мĕн илтнине ырласа сӳтсе ява пуçларĕ, çавăнпа шкул умĕнче пĕр хушă ним ăнланмалла мар шав тăчĕ.
— Пурпĕр ĕненес килмест! — тахăшĕ ыттисене хупласа кăшкăрни илтĕнчĕ.
— Кам вăл? Симун, эсĕ-и? Кунтарах тухса калаç, — чĕнчĕ ăна ял Совет председателĕ Шиков — пухăва ертсе пыма халăх ăна суйланăччĕ.
— Эп калаçас шутпа мар, — кутăнлашрĕ Кăтра Симун, хăй çапах калас тенине вырăнтанах каларĕ: — Ват, мĕн теп-çке, хисеплĕ Петр Никифорчă каланине пурпĕр ĕненес килмест тетĕп. Ют çĕршывсене ăсатмалăх вăрман касасси вăл калама канас. Эй, унта мĕн чухлĕ чăрмав сиксе тухĕ-ха. Кунта, ав, хамăр ялти юлташлăха ăрсарить туса кайрĕç, пурпĕр никама нимĕн тăваймарĕç. Вăрман вара вăл... Сĕм вăрман, пĕр сăмахпа.
— Эс, Симун Лăриванчă, юлташлăх çынни мар, ма санăн çав тери кĕçтет уншăн? — пӳлчĕ ăна Шиков.
Симун Кудрявцева Крапивин лайăх пĕлет. Революциччен вăл ял старости пулнă, ялта — лавкка, Хураламра пасар çумĕнче хупах тытса тăнă. Иртнинче килсе кайнă чухне пĕлнĕ тăрăх, унăн ялти лавкки халĕ те ĕçлет-ха, кооператив лавккипе пикенсех тупăшать.
Халăх шавлама чарăнчĕ ĕнтĕ, малалла мĕн пуласса кăсăкланса кĕтрĕ.
— Юлташлăхра тăрать-и, тăмасть-и, Кудрявцев юлташ тĕрĕс калать, — лăплантарчĕ Никифоров ял Совет председательне. — Ку ыйтăва тĕплĕнрех республикăри НКВДăн угрозыск пайĕн начальникĕ Крапивин юлташ çутатса парĕ. Хам енчен эпĕ сире çакна пĕлтересшĕн: район Совет ĕçтăвкомĕ сирĕн Калинин ячĕпе хисепленекен юлташлăха, хурахсем унăн ултçĕр тенкĕ укçине çаратса кайнине шута илсе, пур енĕпе те пулăшма йышăнчĕ. Районти çĕрĕç пайĕ сире кăçалах жнейкăпа триер, çитес çул молотилка уйăрса парĕ. Кивçенле. Хăвăр ĕмĕтленнĕ пекех, сире хĕлле валли те ĕç тупса парăпăр, чăпта çапмалли станоксене çывăх вăхăтрах Йĕпреçри промартельрен турттарса килме пултаратăр. Эпир çакна çирĕп шанатпăр: вăхăт нумаях та иртмĕ, сирĕн ялхуçалăх юлташлăхĕ, вăй илсе, чăн-чăн пĕрлешӳллĕ хуçалăх — колхоз — пулса тăрĕ. Пĕлетĕр-и, çĕршывра, вăл шутра Чăваш Республикинче те, совхозсемпе танах колхозсем те йĕркеленеççĕ ĕнтĕ. Колхоза кĕнĕ хресченсем çĕрĕçне пĕрле тăваççĕ кăна мар, выльăх-чĕрлĕхе те пĕр ушкăнра пăхса усраççĕ.
— Ара, кĕтӳ вăл кашни ялтах пур ĕнтĕ чăвашра, унсăрăн епле-ха, — терĕ президиум сĕтелĕ умĕнчех шкултан илсе тухнă сак çинче ларакан Кăртти Йăванĕ.
— Выльăх-чĕрлĕхе пĕрле пăхса усрани вăл кĕтӳ кĕтнине çеç пĕлтермест, — ăна ăнлантарма пикенчĕ Никифоров. — Вăл выльăх кĕтĕвĕ ĕнтĕ пĕтĕмпех колхозăн пулнине пĕлтерет. Урăхла каласан, усрасса та пĕр çĕртех усраççĕ выльăх-чĕрлĕхе, унран илнĕ сĕтпе, ашпа та пĕрлех усă кураççĕ.
— Кай, мĕнле вара вăл, калăпăр, ĕне киле çĕрлене килмесен? — ăнланмарĕ ял Совет председателĕн Шикки Ваççин арăмĕ Матĕрне. — Пĕр-иккĕ сумасанах унăн çилли пăсăлать-иç, сĕт антарма пăрахать...
— Сăваççĕ ăна, анчах усрама кĕтĕвĕпех пĕр çĕрте усраççĕ. Мĕншĕн тесен вĕсем ĕнтĕ харпăр хăйĕн мар, колхоз ĕнисем, ăнланатăр-и? — хăй уçăмлах калайманшăн хăйне тарăхса ăнлантарчĕ Никифоров.
— Мĕнле вара вăл — харпăр хăйĕн мар?.. — татах тем каласшăнччĕ Матĕрне, анчах президиумри упăшки ăна пĕртен-пĕр чăмăрĕпе питĕ лайăх ăнланмалла юнаса илчĕ те, хĕрарăм лапах шăпланчĕ.
— Тепĕр тесен, юлташсем, халĕ пирĕн сăмахăмăр урăххи çинчен, — терĕ Никифоров та, ку кăткăс ыйтăва Экеçре çак самантра хускатнинчен усă пулас çуккине сиссе. — Колхозсем пирки эпир каярах ятарласа граждансен пухăвĕнче ыйту сӳтсе явăпăр. Халлĕхе, тепре калатăп, сирĕн ялти ялхуçалăх юлташлăхне ура çине тăратмалла. Ăна курайман класс тăшманĕсем витĕр ăнланччăр: Совет влаçĕ ĕçчен те тӳрĕ кăмăллă çынсене пăрахмасть, вĕсене яланах хӳтĕлет, малашне те хӳтĕлĕ, пулăшĕ.
Райĕçтăвком председателĕн заместителĕ сăмахне вĕçлесен, халăх каллех пĕр ăстрăм сĕрлесе илчĕ. Пĕрисем Никифоровпа килĕшсе пуçĕсене сулкалаççĕ; теприсем вара аллисене сулкалаççĕ, вĕсем мĕн калани сăмахĕсене илтмесен те паллă; виççĕмĕшĕсем кусене те, лешсене те тăнлаççĕ, татăклăн нимĕн шухăшлама аптăраса, ĕнсисене хыçкалаççĕ.
— Хӳтĕлĕ пире Совет влаçĕ, кĕтсех тăр! — мăкăртатрĕ Кăтра Симун.
Ялти ятлă-сумлă çын вăл, пĕлмесĕрех каламасть пуль, шухăшлаççĕ ăна итлекенсем. Эппин, патшалăх юлташлăха пулăшнинчен мĕн усси. Кивçене кĕрсе ĕлкĕрĕн кăна — хурахсем каллех такам вĕслетнипе вĕçтерсе çитĕç те çаратса кайĕç. Хăçан тӳлесе татăн вара парăма? Эй, ку юлташлăхпа çыхланиччен, чăнах, малашне пĕчченшерĕнех ĕçлемелле пулĕ, хресчен мĕн авалтан çапла тăрмашнă... Тепĕр енчен, ялти хăшпĕр çынсем тĕнче вăрçи вăхăтĕнчех, чи йывăр çулсенче, ниме ушкăнне пĕрлешсе ĕçлесе пăхрĕç, хăйсем чухăнсем кăна пулин те, нушаллă пурнăçа чиперех çĕнтерсе пычĕç, çĕрме пуянсем патне пуççапма каймарĕç.
— Халĕ НКВД çыннине, хамăр ентеше Филимон Петрович Крапивина сăмах паратпăр, — пĕлтерчĕ Шиков.
Халăх тинех майĕпен лăпланса пычĕ. Пурте НКВД çынни çине куçĕсене тĕллерĕç. Уйрăмах ватăраххисем, тахçан ялта Крапивина мар, Вĕлтрен Хĕлимунне пĕлнĕскерсем, тимлесе пăхрĕç ăна, çав Хĕлимунпа хальхи Филимон Петрович хушшинче мĕнле уйрăмлăхсем пуррине тĕпчесе палăртма тăрăшрĕç. Ытахаль кăсăклану кăна мар ку. Енчен, калăпăр, çав улшăнусем ыррăн та шанчăклăн туйăнмасан, ваттисем Крапивин каланине, вăл НКВДран килнĕ пулсан та, ĕненес çук. Ара, ял çыннишĕн эс, хуть те Мускавра чи пысăк ĕçре ĕçлесен те, пурĕпĕр çамрăк чухне кам пулнă халĕ те çавах — Вĕлтрен Хĕлимунĕ.
Крапивин хăй те сăмахне тӳрех пуçламарĕ, пĕр хушă халăха пăхса çаврăнчĕ. Нумайăшне пĕлет-ха кунта, анчах çамрăкраххисене палласах каймасть. Мĕнлерех çынсем вĕсем? Шухăш-кăмăл çирĕплĕхĕ еплерех вĕсен? Ялăн — унăн çеç-и, пĕтĕм чăваш халăхĕн, пĕтĕм çĕршывăн — пуласлăхĕ çакăнтан шутсăр нумай килет... Акă, Крапивина сасартăк пĕрин куçĕ хăй патнелле туртса илчĕ те вĕçертмерĕ вара, чылайлăха хăйĕн асамлă вăйĕпе тытса тăчĕ. Тарăн та пысăк, ăслă та тĕпчесе пăхакан куç. Каçăртарах сăмсаллă, мăкăрăларах тăракан туталлă, тӳрĕ çамкаллă тăрăхларах пит... Хăюллăн пăхать Сăпани, куçран пăхать... Тепĕр тесен, сăмах калама вăхăт, халăх, авă, кĕтсе ывăнчĕ те каллех шавла пуçларĕ.
— Юлташсем! — терĕ вара Крапивин, сăран карттус тытнă сулахай аллине çĕклесе. Пуху шăплансан, татах каларĕ: — Юлташсем! Ялйыш! Малтанлăха палăртнă тăрăх, сирĕн ялхуçалăх юлташлăхне Калюков, халăхри пек каласан, Калюк ушкăнĕ килсе çаратнă. Тӳрех пĕлтерем: халлĕхе эпир вăл хурахсене тытайман-ха.
— У-у! — кăмăлсăррăн шавласа илчĕ халăх.
— Юлташсем, эсир чылайăшĕ мана пĕлетĕр. Ваттисем, калăр-ха, суйнă-и эпĕ сире хăçан та пулин? — ыйтрĕ Крапивин.
— Ара, эс пире усала вĕрентмен те-ха...
— Сăмаху тӳрре тухманнине астумастпăр, ача, — текелерĕç аслăрах çулхи арçынсем.
— Эппин, халĕ те шансах тăрăр: хурахсене тытса пĕтересси пирки пĕртте ан иккĕленĕр. Ку тĕлĕшпе эпир мĕн кирлине пурне те тăвăпăр. Анчах тӳрех калам: ĕçĕ ку çăмăл мар. Калюк эшкерĕ самай йышлă. Унăн тĕп хурахĕсем кăна куçса çӳреççĕ, çапах вĕсем çав тери пысăк сиен кӳреççĕ, мĕншĕн тесен вĕсене вырăнта пурăнакан хурахсем çул кăтартаççĕ, хăрушлăх çинчен систереççĕ, пытанма пулăшаççĕ тата ытти те. Çитменнине, вĕсене такамсем вĕрентсе, ăс парса тăни сисĕнет. Çапла майпа Калюк вăрă-хурахĕсемпе вĕсене вĕрентекенсем, эрешмен карта çавăрнă пек, пĕтĕм чăваш çĕрне карса илнĕ. Каларăм ĕнтĕ, шел пулин те, ялсенче Калюкова пулăшса тăракансем те пур-ха. Хамăр Экеçех илер. Ăçтан пĕлнĕ хурахсем юлташлăх кассинче укçа пуррине? Çав укçа ăçта упраннине? Паллах, вĕсене такам пĕлтернĕ. Экеçсенченех.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...