Синкер :: Улттӑмӗш сыпӑк
Телегина «хураха кăлармалли» никĕсе татах та çирĕплетме, Ольга Матвеевнăпа «ăнсăртран» тĕл пулса калаçма татăклă шут тытсан кăна Крапивин канăçлă çывăрса кайрĕ.
...Тепĕр виçĕ кунтан Иван Телегинăн тĕрмерен «тарма» вăхăт çитрĕ. Ристансен пĕр ушкăнне Атăл хĕрринчен вутă турттарма илсе тухнăччĕ. Ĕçĕ ку ирĕксĕрех пайланса ĕçлемеллискер: пĕрисем сулăпа килнĕ кĕрешсене çырана кăлараççĕ, теприсем татса сыпăлаççĕ, виççĕмĕшсем татнă сыпăсене лав çине тиеççĕ, тăваттăмĕшсем вĕсене тĕрме картишне турттараççĕ. Çавна май, паллах, пур çĕре те хурал куçĕ çитерме кансĕр... Çапла чиперех ĕçлетчĕç, хайхи кăнтăрлахи апата кайма тесе ристансене строя тăратрĕç те, пĕр çын çитмест. Тĕрĕслесе пăхрĕç — Иван Телегин çук. «Мĕн çăвар карса тăнă эсир, услапсем? Телегин ăçта? Тартрăр эппин! Халех пурсăра та хуптарăп!» — кăшкăрашрĕ хураллакансен аслийĕ, аптăраса ӳкнĕ конвоирсене ятласа. Çавăнтах пĕрне тĕрме начальникĕ патне чуптарчĕ, хуларан тухакан çулсене хуптарма ыйтрĕ, темиçе конвоир пристань таврашĕнчи урамсене çитсе çаврăнчĕç. Анчах капан çине ӳкнĕ йĕпе ăçтан тупăн...
Телегин тĕрмерен «тарнине» пĕлсен, тепĕр ир Крапивин утлă резервран пĕр взвод илчĕ те çула тухрĕ. Тревогăпа тăратнăскерсем, милиционерсем пит пуплешмерĕç. Васильев хушаматлă кĕçĕн милиционер кăна, халап-шӳт кала-кала, юлташĕсене култарма тăрăшрĕ, каярах, лешсем пит хаваслах маррине сиссе, вăл та шăпланчĕ. Стройра çӳреме хăнăхнă утсем малти урхамах хыççăн хăйсемех кирлĕ чухне юртăпа та, сиккипе те пычĕç.
Мăн Çавал юханшывĕн хĕррине çитсен, арман хуçи пӳртĕнче кăнтăрлахи апат турĕç. Утлă резерври милиционерсем, тĕпрен илсен, — çамрăк халăх. Çанталăк япăхланчĕ пулин те, апатлансан, лашасене çитерсе шăварсан, вĕсене хаваслă чун кĕчĕ тейĕн.
Йĕпхӳ çукаланине пула пӳртре те çенĕкрех канаканскерсем, пĕр-пĕринчен тăрăхлама, шӳтлеме-кулма тытăнчĕç.
Тахăш самантра Крапивин патне Васильев пычĕ.
— Начальник юлташ, эпир паян пысăк ĕçе тухнă пулас? — ыйтрĕ вăл. — Тен, çав Калюк йĕрĕ çине ӳкнĕ? Кăнтăралла взводпах кайнăран калатăп-çке.
Сĕтел хушшинче хут тишкерсе ларакан Крапивин арман хуçи çине пăхса илчĕ. Лешĕ, хăй ĕçĕпе аппаланнă пек курăнма тăрăшса, начальник мĕн каласса самаях кăсăкланса кĕтет пулас, пуçне кирлĕрен пăрнă пек туса, сулахай хăлхине ун еннелле кăнтарчĕ. Тепĕр тесен, кунашкал калаçу кама кăсăклантармĕ, Калюк ятне илтсен, халĕ кашни чăваш шартах сикĕ.
— Эсир, кĕçĕн милиционер юлташ, шикленместĕр пулĕ те? — хуравлас вырăнне куларах ыйтрĕ Крапивин.
— Эпĕ-и? — Васильев хĕрелсе кайрĕ. — Эпĕ, сăмах май, Вăтам Азире басмачсемпе çапăçнă. Кунта та милицие хурахсемпе кĕрешес тесе кĕтĕм. Шел, Чăвашра халиччен пысăк ĕçех тупăнмарĕ-ха. Ыйтасса вара пĕлес килнипе çех ыйтрăм. Пĕлме юрамасть-тăк, каçарăр...
Чăнахах кӳренчĕ пулас ку çамрăк, ав, пичĕ хĕрелчĕ, ăслă кăвак куçĕ мăч-мăч тăвать. Кĕскен кастарнă шурă çӳçĕ те пулин, вирелле тăнăн курăнаканскер, ку çыннăн кăмăлĕ туртăнкă иккенне палăртасшăн тейĕн... Çук, басмачсемпе çапăçнă хыççăн милицие кĕнĕскерĕн, мулкач чунĕ мар унăн, ăсĕ те пур. Кăмăл туртăнкă пулни вара, мĕнех, тепĕр чухне самаях кирлĕ.
— Каçарăр, эпĕ сире кӳрентерес теменччĕ, — йăл кулчĕ Крапивин. Тимлесех итлекен хуçа енне куç хĕррипе пăхса илчĕ те хушса хучĕ: — Хальхинче Калюка мар-ха, унран темиçе хут хăрушăраххине тытмалла пирĕн. Иван Телегин тарнă тĕрмерен.
Васильев çамкине пĕркелентерсе илчĕ.
— Тĕрмерен темле Телегин тарнине илтнĕ-ха. Хама та Етĕрне çулĕ çине ăна тытма кăларнăччĕ. Анчах вăл... çав тери хăрушă преступник пулнине пĕлмен, — айăплăн хуравларĕ вăл. — Каçарăр та, мĕншĕн Калюковран та тискер вăл?
Ахаль чухне Крапивин унашкалли çинчен ют çын умĕнче пуплешес çукчĕ, халĕ вара пикенсех ăнлантарчĕ:
— Калюков вăл ахаль хурах кăна. Эпир ăна пурпĕр тытăпăр. Телегин вара — Совет влаçĕ умĕнче тахçанах айăпа кĕнĕ çын, ку таранччен чип-чипер пытанса пурăнма пултарнă. Унашкал çынсем ахаль хурахран вуншар хут хăрушăрах... Ну, çитĕ палкаса, кала ачасене, çула тухма хатĕрленччĕр.
«Ку çамрăка тĕплĕнрех тĕпчесе пĕлмелле. Басмачсемпе çапăçнăскер, пирĕн ĕçре пысăк усă кӳме пултарать», — шухăшларĕ хăй Васильев тухсанах. Тӳррипе, пирвай вăл ăна ыттисенчен уйăрманччĕ. Ара, вăтам пӳллĕ, хытанкарах çамрăк кăна вăл. Çиелтен пăхсан, çемçе кăмăллă пек туйăнать Васильев. Хĕвел лекмен шурă ӳт, тăрăхларах типшĕм пит, тăрмаланчăк сарă çӳç, каçăр пĕчĕк сăмсапа кăвак куç... Мĕн хăюлăх палли пултăр вĕсенче? Анчах Крапивин çынна пĕрре пăхсах хак пама тахçанах пăрахнă ĕнтĕ. Кĕреш пек тĕреклĕ çын хăравçă пулнине, сăнран хăюллă марри вара тепĕр чух пысăк харсăрлăх кăтартнине пĕрре кăна мар асăрханă вăл...
Çул çинче, ăнсăртран тенешкел, Крапивин Васильевпа тата пĕр-иккĕ калаçкаласа илчĕ. Ку çынна пысăкрах ĕç шанса пама юранине ăнланчĕ вăл.
Вăрнарта отряд çĕр каçма шут тытрĕ. Ара, пылчăклă çулпа утса, лашасем ывăнса çитрĕç ĕнтĕ. Ку района тин çеç йĕркеленĕ те, административлă пайăн пĕр взвод йышăнмалăх вырăн та, лашасем валли вите те çукчĕ-ха. Шупашкартан килнĕ юланутçăсене çавăнпа икшерĕн-виçшерĕн тĕрлĕ çĕре вырнаçтарса тухрĕç. Пай начальникĕ сĕннипе, Крапивин çĕр каçма угрозыск агенчĕ Варламов патне кĕчĕ. Калюковпа унăн хурахĕсем района, Утар ялне пыра-пыра кайнине сăнаса тăмашкăн начальник ăна хушнă-мĕн. Крапивин ăна хурахсен ушкăнне вырнаçмашкăн Телегина яни, ĕç чиперех ăнса пырсан, унпа ăçта, мĕнле, хăçан çыхăнмалли çинчен каласа кăтартрĕ. Эшкерĕн тĕп вырăнĕ хăш тĕлтине пĕлменскер, вăл Ванькка валли çыхăну майĕсем чылай районсенче туса хума тăрăшрĕ... Пысăках мар пăлатна Варламов Крапивина килĕшрĕ. Пăхма ытла вăш-вашах та мар пек, çапах темле тăнăçлăх сисĕнет унра. Унашкал çынсем ĕçе тĕплĕн тăвакан, çавăнпа шанчĕ ăна Крапивин. Анчах калаçнинчен унăн опыт çукки палăрчĕ. Чее тăшмана вара хăюлăхпа та ăспа кăна витереймĕн, ăна çĕнтермешкĕн пĕлӳпе чеелĕх те кирлĕ. «Васильевпа темиçе милиционера кунтах хăвармалла, — шухăшларĕ Крапивин. — Тем тесен те, Вăрнар тăрăхĕ — Калюков çуралса ӳснĕ тăрăх. Ăна пуринчен ытла кунта тытма май пур пек туйăнать. Унчченхи хыпарсене шута илсен, вăл Утара çемйи патне пырса çӳрекелет. Эппин, ку районта вăй ытларах кирлĕ. Хăйне тытма пултарасса чухлакан Калюков, паллах, килне пĕччен çӳремест... Тата Васильева вăрттăн ĕçсем тума хушсан аванрах, Варламова кунта пурте пĕлеççĕ...»
Çĕр каçма Крапивин Васильева та хăй патне чĕнтерчĕ. Виççĕшĕ çур çĕр иртичченех калаçса выртрĕç вара.
Крапивин тепĕр ир Вăрнарта утлă резервăн пĕр отделенине хăварчĕ те ытти милиционерсемпе çула тухрĕ.
Йĕпреçе çитрĕ. Кунта та вăл кирлĕ çынсемпе калаçрĕ, хурахсем район территорийĕнче ăçта-ăçта куçса çӳренине сăнама, май пулсан, çийĕнчех тытма, вĕсене пулăшакансене тупса палăртма хушрĕ. Вăй çителĕклĕ пултăр тесе, кунти милици пайне те пĕр отделени уйăрса пачĕ.
Административлă пай начальникĕ Йĕпреçре халлĕхе çукчĕ-ха. Начальник заместителĕ Демин вара пултаруллă çын, оперативлă лару-тăрăва лайăх курса тăрать, Аслă Каçалран тинтерех куçса килнĕ пулин те, кашни ялти активистсене тата совет саккунĕсене юратсах кайман граждансене ятран пĕлет вăл.
«Çапла, Александровпа Орлов пек паттăрсем халăхăмăр лăпкă пурăнтăр тесе пуç хураççĕ пулин те, вĕсен вырăнне милицие пултаруллă, вĕреннĕ, ĕçе лайăх пĕлекен, хастар çынсем килсех тăраççĕ. Çу-ук, кивĕ тĕнче юлашкисем нумай иртĕхеймĕç, шалçи тулатех вĕсен. Чăвашра та, çĕршывăн ытти кĕтесĕсенче те ĕмĕрлĕхех тĕп тăватпăр вĕсене», — шухăшларĕ Крапивин.
Кăнтăрла иртсен Филимон Петрович пĕрле юлнă отделенипе Экеçе кайса килме шут тытрĕ. Тăван яла — сакăр çул иртсен... Хальхи самана виçипе шутласан, пĕр ĕмĕр ку!
Çапла, çак хушăра тăван яла çитсе курмашкăн Крапивинăн сăлтав тупăнмарĕ. Хăюлăх та çитеймерĕ пулĕ... Сăпани куçĕ тĕлне пулмашкăн. Хăй Веня вилĕмĕшĕн ун умĕнче айăплă маррине пĕлет-ха вăл, лайăх пĕлет. Çапах таçта шалта урăх шухăш та йăшăлтатать: «Тен, Веня Хĕрлĕ Çартан тарса хураха тухнăшăн эсĕ те айăплă? Тен, сана пула уйрăласшăн марччĕ вăл мăшăрĕнчен?..» Çав вăхăтрах, темшĕн-çке, Сăпание курас, унăн тарăн куçĕнчен пăхса илес килетчĕ. Тата тахçан, ĕмĕрте пĕрре пулни — ăшă-ăшă та ачаш-яка ӳт кăкăра сĕртĕнни халĕ те асран туха пĕлмест...
Анчах халĕ Крапивинăн апла-капла шухăшласа тăма юрамасть. Ĕç, пысăк ĕç хушать ăна Экеçе кайса килмешкĕн.
Тăван ял... Ăçта кăна çитсе курман Крапивин, халăхри пек каласан, Вĕлтрен Хĕлимунĕ хăйĕн ĕмĕрĕнче — яппун вăрçинче те пулнă, кайран, Кашкăр Микулине пула чăваш çĕрĕнчен тухса кайсан, Хусанта, пĕрремĕш тĕнче вăрçи фронтĕнче, Петроградра, Мускавра, каллех граждан вăрçи фронтĕнче революци ĕçне туса пынă, — çапах кĕркунне тĕксĕм, хĕлле çутă, çуркуннепе çулла вара ем-ешĕл çак Экеç асран нихăçан та тухман, темле асамлă вăйпа туртсах тăнă хăй патне. Туртмасăр. Çак ялта-çке ăна амăшĕ чун панă, çак ялта пулнă унăн пĕрремĕш юратăвĕ. Синкерлĕ юрату. Каланăччĕ ĕнтĕ, шăпах халь Телегина çунтаракан Улькан аппăшĕ Альтюкчĕ çав хĕр. Калюков хурахĕсем вĕлернĕ Матви пиччен хĕрĕччĕ. Тăлăх ӳснĕ Хĕлимун ялти çĕрме пуян Кашкăр Микули ывăлĕ Алюш вырăнне яппун вăрçине кайса нушаланнă вăхăтра çав Алюшĕ шăпах вăйпа качча илнĕ ăна, вара мĕскĕн хĕрарăм тӳсеймерĕ, Хĕлимун таврăнсан-ха, пĕвене сиксе вилчĕ. Çавăншăн Кашкăрсене хĕрлĕ автан ярса тавăрнипех ĕнтĕ Хĕлимунăн кайран тĕнче касса çӳреме тиврĕ. Юрать, вăрçăра пĕрле пулнă юлташĕ пулăшнипе, вăл ун чухне ырă çынсем тĕлне пулчĕ, вĕсем пулăшнипе, большевиксемпе явăçса кайрĕ, пурнăçăн тĕп тымарне ваккисенчен уйăрма вĕренчĕ, тĕрĕс çул çине тухма пултарчĕ... Çапах юрату хĕлхемĕ пач сӳнчĕ теме çукчĕ çав. Ăна тепĕр тĕлĕнмелле хĕр, каярах Веня арăмĕ пулса тăнăскер, амалантарса ячĕ. Нумаях та хĕмленмерĕ çав çулăм, анчах аса ĕмĕрлĕхех кĕрсе юлчĕ курăнать. Çавăнпах-и, тен, урăх хĕрарăм тупасси çинчен ку таранччен шухăш та пырса кĕмен Крапивин пуçне. Арçын хăюлăхĕ, юмахри сарпике илемĕ, сунар кайăкĕн çине тăраслăхĕ пурччĕ çав тĕне кĕмен чăваш хĕрарăмĕнче Сăпанире. Темле килсе тухрĕ-çке, хăйне вунсаккăрмĕш çулта чекистсен ушкăнĕпе Хĕвелтухăç фронтне ярсан, каярах, тепĕр çулхине, Хуралам çывăхĕнчи хурахсен ушкăнне пĕтерме тиврĕ Крапивинăн. Унăн пуçĕ Сăпани упăшки пуласса кам пĕлнĕ... Тепĕр тесен, тӳррине тӳрех каламалла: пĕлнĕ пулсан та, Крапивин, паллах, хăйĕн тивĕçне пурĕпĕр пурнăçлатчĕ... Çавăнтанпа ĕнтĕ Филимон Петрович тăван ялта пулса курман. Сакăр çул. Пĕр ĕмĕр...
Экеç сăнĕ çак хушăра чылай улшăннă. Чиркӳ тӳртумĕнчи шкулпа библиотека çуртне вунсаккăрмĕш çултах, революци хыççăнхи пĕрремĕш çулах, туса лартнăччĕ-ха. Унран инçех те мар тата виçĕ пысăк пӳрт пур халĕ. Пĕрин çине «Вулав çурчĕ» тесе çырнă. «Апла, библиотекăна унта куçарнă-ха. Ун вырăнне шкулта çĕнĕ класс уçнă ĕнтĕ», — тавçăрса илчĕ Крапивин. Тепĕр çурчĕ кооператив лавкки-мĕн. Ăна, тен, юриех ял пуянĕсем Кăтрасем мĕн ĕлĕкрен тытакан лавккана хирĕç лартнă. Кооператив лавкки хыçĕнче, çăл çырми çумĕнче, вунă кĕтеслĕ ампар пур. Вăл та, паллах, уйрăм çыннăн мар, ялти ялхуçалăх юлташлăхĕн пулма кирлĕ. Кăшт аяларах ултă кĕтеслĕ тепĕр пысăк çурт ларать. Унăн пĕр пайĕнче — ялхуçалăх юлташлăхĕн правленийĕ, тепринче вулăс Советне пĕтернĕ хыççăн тин çеç йĕркеленĕ ял Совет ĕçтăвкомĕ вырнаçнă. Милицин утлă отрячĕ шăпах ĕнтĕ çав çурт патне çитсе чарăнчĕ.
Угрозыск çыннисем Телегина шыраса çӳренине пĕлсен, ял Совет председателĕ Шиков шалт аптăрарĕ.
— Ара, ăна нумаях пулмасть кăна сирĕн çынсем тытса кайрĕç-çке, — тĕлĕнчĕ вăл, пĕртен-пĕр аллине сарса.
— Çаплаччĕ те, шел, тĕрмерен тухса тарчĕ, мур ачи, — кăмăлсăррăн каларĕ Крапивин.
Председатель çав-çавах тĕлĕнме пăрахмарĕ.
— Кай, Урапа Ванькки преступник тесе пĕртте калас килмест манăн, — терĕ вăл, ахаль чухне чăл-чал вылянакан куçĕпе çирĕп пăхса. — Ара, Филимон Петровчă, эс ăна ху та лайăх пĕлетĕн-иç. Хреснай ывăлу-çке вăл. Ванькка Матви пиччене вĕлерес ĕçе хутшăннă тесе калас килмест ман. Вĕсем-çке-ха иккĕшĕ, ваттипе çамрăкки, революцичченех пĕрле пулнă. Пулăшу ушкăнĕ тунăччĕ эпир вĕсемпе, ниме ушкăнь теттĕмĕр. Çавăншăн Матви пичче тĕрмере ларса тухрĕ, Ваньккана пĕтĕм халăх умĕнче вырттарса çаптарчĕç. Хальхи ялхуçалăх юлташлăхĕ те ялта вĕсенчен иккĕшĕнчен пуçланчĕ. Халăхшăн тăрăшакан çынсемччĕ вĕсем, иккĕшĕ те акăш-макăш ырă кăмăллăскерсемччĕ. Нивушлĕ çавнашкал çын укçашăнах Совет влаçĕн тăшманĕ пулса тăнă-ши?
Крапивин Шикова аван пĕлет. Çирĕп кăмăллăскер вăл. Пĕрремĕш тĕнче вăрçинчен хăрах алăсăр таврăнсан та пуçне усмарĕ. Вунсаккăрмĕш çултанпах ял Совет ĕçтăвкомĕн пуçĕ, каярах — вулĕçтăвком членĕ, халĕ каллех — ял Совет председателĕ. Теприсем çак хушăра чиновнике тухаççĕ, аслисене çеç çăвартан пăхса пурăнма вĕренеççĕ. Ку вара, акă, хăй мĕн шухăшланинех калать. Телегина тытса хупнă, лешĕ кайран тĕрмерен тарнă тенине илтсен те ăна усалпа асăнмасть. Маттур. Çапах сыхлăх — сыхлăхах, Крапивин председателе ăшра кăна мухтарĕ, сăмахпа вара хăйĕннех печĕ.
— Пĕлетĕн-и, — ăнлантарчĕ вăл, Шикова типшĕм питĕнчен ăшшăн пăхса, — Матви пиччене вĕлерес ĕçе Телегин хутшăннă-ши, хутшăнман-ши — эпир ăна, чăннипе, кăтартса парайманччĕ-ха, следстви кăна пуçланăччĕ. Вăт, следстви вăхăтĕнче Телегин тыткăнра пурăнни çинчен сăмах кĕрсе кайрĕ те, çынна тем пулчĕ: путлĕн нимĕн ăнлантараймасть, пăркаланать... Сехĕрленсех ӳкрĕ хайхи. Кайран тата, авă, тара панă. Ахальтен мар-тăр. Шыратпăр халĕ ăна. Атя-ха, луччă Телегинсем патне кайса килер. Тен, йăмăкĕ пĕлет вăл ăçтине? Тен, Ванькка хăй те килĕнчех, пытанса пурăнать?
— Эй, ача, тем те пулĕ çав, — пĕчĕк пуçне пăркаларĕ Шиков. — Эппин, атьăр, кайса пăхар, Анчах, темĕн, килĕнчех-ши вăл. Ачи ухмах мар, ун пек çĕртен тарнă-тарман яла персе çитĕ-ши, ненай...
Ытти милиционерсене ял Советĕнчех хăварса, Крапивин Шиковпа пĕрле Телегинсем патне тухса утрĕ. Çула май вĕсем кооператив лавккине кĕчĕç. Крапивинăн туртмалли пĕтнĕччĕ те, вăл унта пĕр пачка «Смычка» пирус туянчĕ. Каялла тухма тесе тăнăччĕ çеç, лавккана стайлă хĕрарăм килсе кĕчĕ. Сăпани... Хура сатин сăхман, тутарсен хĕрле аттине тăхăннă вăл, пуçне хĕрлĕ чечеклĕ хура тутăр çыхнă. Ун айĕн ал туни хулăнăш мăшăр çивĕт пилĕк таран усăнса тăрать. Пĕвĕ, çамрăк чухнехи тейĕн, çурта пек яштака. Сăнран та ăна вăхăт палли тĕкĕнни сисĕнсех каймасть. Пичĕ кăна хĕр чухнехинчен кă-ăшт туллирех. Ытти — пăртак каçăр сăмса, мăкăрăларах тăракан тута, тарăн та пысăк кăвак куç — тахçан юлашки хут курнă чухнехи пекех. Тата хĕрарăм ăн пĕтĕм сăнĕнчен, пĕтĕм кĕлеткинчен темле куçа курăнман, анчах чуна витерекен асамлă çутă çапса тăрать тейĕн. Тепĕр тесен, вăтăр саккăрти хĕрарăмăн çапла пулмасăр...
— Филимон Петрович, эсирех-и ку? — тĕлĕннĕн ыйтрĕ Сăпани кăкăртан тухакан хулăнрах сассипе.
— Эпех, Сăпани, эпех, — кăмăллăн хуравларĕ ăна Крапивин.
Вăл кăкăрта сасартăк ăшă-ăшă, кăмăла ырă-ырă пулнине туйрĕ. Çавăнпах-и, тем пек тăрăшсан та, хăйне чараймарĕ, йăлл кулса илчĕ. Иккĕшĕ пĕр-пĕринпе уйрăлман та, Крапивин унăн упăшкине тытман та тейĕн çав.
— Паçăр милицисем утпа анса кайрĕç. Эсир пултăр пулĕ-çке. Халь те пăрахман-и çав ĕçе? — те ытахальтен çеç, те шеллесе, те хурласа каларĕ Сăпани.
— Пăрахаймарăм çав, — йăл кулла халĕ те сӳнтереймесĕр калаçрĕ Крапивин. Кулли вырăнсăр иккенне те тавçăрса илчĕ ĕнтĕ хăй, çапах... Сăпани пач тарăхмасăр, курайманнине пĕртте палăртмасăр пуплешни те, темшĕн, чуна çăмăллатать.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...