Синкер :: Улттӑмӗш сыпӑк


Ванькка шăвăçпа сăрнă лара уçрĕ те, шăшисем ан тапăнччăр тесе, çăнăха та, вирпе пăрçана та унăн пӳлмисене ячĕ, унтан, кутамккине хулпуççинчен çакса, пӳрте кайрĕ. Кутамккара, салтак шăкăр-макăрне шутламасан, пĕр кулачпа сахăр катăкĕсем кăна юлнăччĕ. Ыттине çул çинче çисе ямах тиврĕ.

Ванькка çенĕк алăкне туртрĕ. Шалтан питĕрнĕ иккен. Тĕлĕнмелле... Ванькка чăмăрĕпе алăка виççĕ-тăваттă тӳнлеттерсе илчĕ, пăртак тăнласа тăчĕ. Шалта сас-чӳ илтĕнмерĕ. Мĕн амакĕ? Питĕрĕннĕ-тĕк, çын пулмаллах. Сехĕрленнипе чĕре хăлха илтмеллех туклатма тытăнчĕ, кĕскен кастарнă çӳç йăшăлл! турĕ. Нивушлĕ Тарье выççа тӳсеймен?.. Ванькка алăка вăйпах шанлаттарчĕ. Тинех такам кăштăртатса тухнă пек туйăнчĕ.

— Кам унта? — илтĕнчĕ вăйсăр сасă. Чирлĕ карчăк сасси.

— Эпĕ ку, Ванькка! Отпуска килтĕм! — кăшкăрчĕ Телегин, килте ют çын пулĕ те, сасăран тӳрех паллаймĕ тесе.

Çенĕк алăкĕ шăлт-шалт! уçăлчĕ, унтан типсе-хăрса кайнă кĕлетке курăнчĕ. Чим, карчăк мар, Тарье-иç ку!

— Ванькка тете, эс таврăнтăн-и? — туртăнчĕ вăл пиччĕшĕ патне, çавăнтах пичĕпе ун кăкăрĕ çине лаплатрĕ. — Ах, тете! Таврăнтăн...

Тăварлă куççуль гимнастеркăна та, аялти кĕпене те витĕрех йĕпетрĕ. Йĕпетрĕ кăна мар, ӳте касса-çурса тухрĕ тейĕн.

— Ну, ну, йăмăкăм, ма йĕрен, савăнмалла халь! — йăпатрĕ Ванькка Тарьене. — Атя, пӳрте кĕрер, кунта сулхăнрах пек.

Пӳрте кĕрсен, вăл йăмăкне айккинчен кăшт пăхса илчĕ. Паллама çук ăна! Чăн-чăн карчăк пекех ырханланса-пĕкĕрĕлсе кайнă. Куçĕ кăна, пысăкскер, пушшех çавракаланнă пек, пушшех çулăмлăрах пек. Çӳçĕ тата, амăшĕнни пекех çăра та вăрăмскер, çивĕтленĕскер, пилĕкрен аяларахах тăсăлать...

— Мĕн, çав тери начарлантăм-им? — вăтанса ыйтрĕ те Тарье сулăнса кайрĕ, ӳкесрен асăрханса, хăвăртрах сак çине ларчĕ.

— Ничево-о, аптрамăпăр! — йăпатрĕ ăна Ванькка, хулпуççинчен лăпкаса, çавăнтах кутамккара мĕн пуррине аса илчĕ те: — Чей вĕрет-ха, — терĕ. — Чим, эс лар, эп хамах...

Часах вăл вучахра пĕчĕк хуранпа, иртнĕ çулла типĕтсе хунă cap çип утине ярса, шыв вĕретрĕ, унтан сĕтел çине чăваш çăкăрĕ пысăкăш кулач, сахăр кăларса хучĕ.

— Атя, сĕтел хушшине лар, кăшт çырткалар, — терĕ йăмăкне.

Тарье, хăй куçне хăй ĕненмен пек, шанк хытса кайрĕ, унтан хăпăл-хапăл пырса ларчĕ, пиччĕшĕнчен тем тери вăтанчĕ пулин те, çăвар ăшчиккине вĕри чейпе пĕçерте-пĕçерте çиме тытăнчĕ. Ванькка тыткăнра чухне выçăхнă хыççăн пăртак çинипех епле асапланнине аса илчĕ те, йăмăкĕ валли тепĕр чĕл касса, кулача сентре çине кайса хучĕ.

— Шеллет тесе ан шутла, тăруках нумай çиме юрамасть сана, тепĕртакран татах касса парăп, — ăнлантарчĕ хăй.

Пăртак лăплансан, Ванькка ялти пурнăç çинчен ыйтса пĕлме тытăнчĕ. Хĕл каçа Экеçре çын нумай вилнĕ иккен. Çураки те нушаллă иртет. Нумайăшĕ вăрлăх çитменнипе аптăрать, ним акма çуккипе çĕре Кăтра Симуна, Някак Çӳппине тата ытти пуянсене туса илес тыррăн чĕрĕкĕшĕнех çулталăклăха парать.

— Пирĕн хамăрăн ĕç-пуç еплерех тата? — ыйтрĕ Ванькка.

Тарье пуçне усрĕ.

— Виçĕ çурпилĕк ахалех выртать, — терĕ шăппăн, унтан йĕрсех ячĕ: — Тӳсеймерĕм, пичче, вăрлăхлăх тырра веçех çисе ятăм... Виçмине Симун пичче килме пулнăччĕ. Пирĕн çĕр çине вăл çĕрулми лартасшăн...

— Ну-шшă, çу-ук! — сиксе тăчĕ Ванькка. — Хам кунта чухне çĕре çынна парса лармăпăр-ха... Эс, йăмăкăм, ан кулян. Ыранах акса пăрахăпăр. Ик çурпилĕк валли вир пур манăн, теприне пăрçа сапăпăр.

— Эс вăрлăх илсе килнĕ-и? — савăнса кайрĕ Тарье.

Пăрçапа вир вăрлăхлăх марччĕ те-ха...

— Илсе килтĕм, йăмăкăм, илсе килтĕм, — терĕ Ванькка. — Кала-ха, çĕрулми тĕлĕшпе еплерех тата? Вăл та пĕтнĕ-и?

Тарье каллех пуçне айăплăн усрĕ.

— Вăл та питĕ сахал тухрĕ пĕлтĕр, — ăнлантарчĕ вара. — Укçа кирлĕччĕ те, кĕркуннех пăртак сутма тиврĕ. Ыттине... хĕл каçа çисе ятăм... Вăрлăхлăх улмана кĕçĕн кăрлач уйăхĕчченех упраса пурăнтăм, кайран тӳсеймерĕм... Çимелли урăх нимĕн те çукчĕ... Каçар, тете.

— Ну, юрĕ, юрĕ. Ху чĕрĕ — çавă чи пахи. Халь ĕнтĕ майĕпен ура çине тăрăн... Матви пиччесем мĕнле пурăнаççĕ тата?

— Ыттисем пекех, япăх пуль. Эп кайса çӳремен, — йăвашшăн хуравларĕ Тарье.

Апат çинĕ хыççăн ăна ыйхă пуса пуçларĕ ĕнтĕ, вăл анаслама тытăнчĕ, хупăнакан куçне аран-аран уçкаласа ларать.

— Эппин, çывăрар, — сăмаха вĕçлерĕ Ванькка.

Тепĕр кунне вăл пĕчченех виçĕ çурпилĕк çĕре кайса акрĕ, самаях ĕшеннине пăхмасăр, çĕрулми пахчипе мĕн тумалли çинчен калаçса пăхмашкăн каçпа Çăпата Матви патне тухса утрĕ.

Лаптевсен те пурнăçĕ самай хĕсĕнсе çитнĕ курăнать. Матвипе арăмĕ шăрпăк пекех ырханланса кайнă. Юрать-ха вĕсен хĕрĕ Улька, пĕлтĕр кăна педтехникумран вĕренсе тухнăскер, ялта учительре ĕçлет. Ăна паракан çăнăхпа кăна яшка юркаласа пурăнаççĕ-мĕн Лаптевсем. Анчах, çитменнине, учительсене те çăнăх юлашки икĕ уйăхра пач паман иккен. Кайран пĕтĕмпех тивĕçтерме пулнă тет-ха та, хырăм паянах ыйтать-çке.

— Темех мар, халăхпа пĕрле пурăнса ирттерĕпĕр, — терĕ Улька лăпкăн.

Вăл Ванькка пынă чухне килтехчĕ, тетрадьсем тĕрĕслесе ларатчĕ. Шурса кайнă, Тарьерен те ытларах ырханланнă, алли хĕрлĕ кăранташа та вăйлăн пусса çыраймасть; чун хавалĕпе кăна тытăнса пурăнать пулас, епле тӳсет тулĕк...

Ăна хĕрхеннипе Ваньккан чунĕ тăвăнса-тăвăнса çитрĕ. Ара, саншăн хаклăран та хаклă çын çапла нушаланнине лăпкăн пăхса лармашкăн ăçтан хал çитерĕн.

— Матви пичче, кӳр-ха пĕр михĕ, эп сире çиччас çăнăх илсе килсе паратăп, — сиксе тăчĕ Ванькка. — Нумаях мар та, пăртаклăха çитĕ.

— Эс, Ванькка, пирĕншĕн ан пăшăрхан, йăмăкна пăх, — вăйсăррăн хирĕçлерĕ Матви.

— Эй, ара, тăватă пăт илсе килтĕм эпĕ, халлĕхе Тарьене виçĕ пăт та çитет, — ăнлантарчĕ Телегин.

— Атте, кивçенле илер эппин, — терĕ Улька. — Каярах параççех мана, ун чухне татăлăпăр...

Çур сехет те иртмерĕ, Ванькка пĕр пăт çăнăх йăтса та килчĕ. Матви килйышĕ самантрах чĕрĕлчĕ. Унăн арăмĕ вучаха вĕлтрен яшки пĕçерме çакрĕ, унта пĕр çăмарта, хайхи кăштах çăнăх ячĕ. Пурте, паян чипер апатах çиессе шанса, самай хавасланчĕç.

Çак хушăра Ванькка кил хуçипе кирлĕ сăмаха тапратрĕ.

— Паян тырă акрăм, Матви пичче, — каласа кăтартрĕ вăл. — Çĕрулми вара пач юлман. Тем тумалла — йăлтах аптриш.

— Çĕрулми вăрлăхĕ вăл хамăран та çук-ха, — ĕнсине кăтăрт-кăтăрт хыçрĕ Матви. — Ман кăна-и — çур ялăн çук. Мурăм станцийĕнче вăрлăхлăх улма параççĕ терĕç. Вулăс Советĕнче хут тутармалла тет те. Тулĕк инçе-çке, мĕнле кайса илмелле ăна? Лашапа унта çити çӳреес çук. Чугун çулпа тес — темиçе пăтшăн вакун тытаймăн... Эх-ха-ха-ай, çав пĕчченшер пурнăçа пулах нуша куратпăр та çав!

— Ара, Матви пичче, мĕншĕн уйрăмшар пурăнмалла пирĕн, — хĕрӳллĕн ăнлантара пуçларĕ Ванькка. — Эп ĕнтĕ юлашки вăхăтра, хĕсметрен запаса тухма хатĕрленнĕ май, малашнехи пурнăç çинчен ытларах та ытларах шухăшлатăп. Вара çакăн пек шут тытрăм: ӳлĕм пирĕн ушкăнпа ĕçлесе пурăнмалла. Ав, революциччен те, кайран та ниме ушкăнĕпе ĕçлесе пăхрăмăр. Çăмăлрахчĕ-çке. Пирĕн çав çулпалах каймалла. Унсăрăн хресчене халь те, влаç хамăрта чухне те, çăмăл килмĕ. Çанталăк, ав, ялан пĕр мар, кăмăлне те унне пĕлсе пĕтереймĕн. Ушкăнпа вара нушана, йывăра çĕнтерме çăмăлрах.

— Тĕрĕс калан-çке те, ачам. Хăçан таврăнăн-ши салтакран? Сансăр пуçне пирĕн йыша пĕр чăмăра пĕрлештерме пултаракан çын та çук халь ялта.

— Ма çук? — хĕрсех хирĕçлерĕ Ванькка. — Эс ху тата, Матви пичче?

— Эй, эпĕ ĕнтĕ, ачам, — алă сулчĕ Матви, — йăшнă çын. Куç курмасть тата. Хвершăлсем калаççĕ, траххум сан теççĕ...

Пĕр самант шăпăртах пулчĕç. Телегин куç хĕррипе Улька мĕнле ĕçленине пăхса ларчĕ. Çивĕтне хыçал енне пĕр чăмăра çавăрса çыхнăскер, вăл пуçне кăшт чалăштарнă та тетрадьре мĕн çырнине васкамасăр вулать. Йăнăш курсан, кăранташпа паллă тăвать, тетрадьне хупса хурсан, хаш! сывласа илет. Пĕртте тĕкĕнме кирлĕ мар тетрадь лексен, унăн пичĕ çуталать, хура куçĕ кăмăллăн йăлкăшать... Пĕр шутласан, ĕненес те килмест: Ваньккапа пĕр класа çӳренĕ хĕрача — ялти чи чухăн çын ачи — халĕ хăй хутла вĕрентет. Ванькка вара, иккĕмĕш класрах шкула çӳреме пăрахнă Ванькка, ăна кĕтсе авланмасăр пурăнать. Хĕрлĕ Çар командирне, нумай вĕреннĕ Никифоров Давида юратнăскер, ахаль хĕрлĕ армееца, хресчене кăмăллас çук ĕнтĕ вăл текех. Çапах теме, пулма пултарайманнине те, шанас килет. Совет влаçĕн çулĕсенче чухăн хресчен хĕрĕ учителе тухрĕ-тĕк, мĕншĕн-ха вăл хресчен ывăлне юратма пултараймасть? Çитменнине, Ванькка та пурнăçра ăна-кăна самай куркаланă, ял çынни пĕлмен нумай япалана пĕлет. Малашне, тен, вăл та вĕренĕ-ха, çынна тухĕ...

 

Çук-ха, халь ун çинчен шухăшламалли самант мар. Çураки пырать. Çĕрулми лартма вăхăт çитнĕ. Вăрлăхĕ çук. Пур тет, ав, таçта инçере...

— Матви пичче, енчен эпир, калăпăр, ниме ушкăнĕ... пĕрле пухăнăпăр та, çын ярса, çĕрулми пурин валли те вакунпах илсе килĕпĕр, э? — сĕнчĕ Ванькка.

Матви ăна-кăна пуç тавра çавăрттаркаларĕ те пăртак хавасланчĕ.

— А мĕн, тен, ĕç тухĕ? — терĕ, унтан арăмне хушрĕ: — Чуп-ха, чĕнсе кил... — кама-кама йыхрав тумаллине каласа тухрĕ çавăнтах. — Çав тери вашнă сăмах те... Яшкине эпир хамăрах пăхкалăпăр.

Часах Матвисен килне Кĕсен Петти ывăлĕ Мишша, çатăлти ашшĕ пек мар чĕмсĕр те лăпкă çамрăк (Телегин унчченрех вăл Тарьене кăмăлланине сиснĕччĕ-ха), каярах Кĕсен Петти хăй те (тахçан вăл Кашкăр Микули çумĕнчен хăпма пĕлместчĕ, лешне тытса кайсан, ăна-кăна тавçăрса илчĕ курăнать те, мул хуçисемпе халлĕхе çыхланмасть-ха), Кăртти Йăванĕ, пĕрремĕш тĕнче вăрçипе граждан вăрçи вăхăтĕнче арçынсăр юлнă кил хуçи хĕрарăмсем тата ялти активист, вулĕçтăвком членĕ Шикки Ваççи килчĕç. Çапла пурĕ вуникĕ çын пухăнчĕ.

— Ялйыш, — терĕ вĕсене Матви, — Ванькка салтакран курма килнĕ те, ав, ăслă шухăш сĕнет. Пирĕн каллех ĕлĕкхи ниме ушкăнне пĕрлешмелле тет.

— Ара, Матви кум, эс çаншăн чĕнтĕн-и пире? — шанчăк сĕвĕрĕлнĕ евĕр каларĕ тахăшĕ. — Эп хыпаланап çав... Кун пирки каярах та пуплешме пулатчĕ. Ниме шухăшĕ-и халь. Улма лартмалла, тĕпсакайĕнче çерçи çăмарти пысăкăш паранкă пĕр витре пулинччĕ...

— Ниме ушкăнĕн ĕçне шăпах вăрлăх кӳрсе килнинчен пуçламалла пирĕн, — ăнлантарма тытăнчĕ Телегин, паçăр Матви пиччене каланă шухăша уçса пачĕ.

— Тĕрĕс калан, Ванькка тусăм! — хавхаланса кайрĕ Шикки Ваççи. — Ыранах тухса каймалла вăрлăх патне. Сана асли тăвăпăр. Вулăсра ирех хут тутар та, Шăхран станцине тухса вĕçтер. Вулĕçтăвкомра каланăччĕ, вакун çавăнта илмелле тенĕччĕ.

— Ия, ия, — килĕшрĕç ыттисем те, çăлăнăç курăннăран самантрах хавасланса кайнăскерсем. — Васкас пулать, аттуш çĕр типет.

Кунашкал хĕрӳлĕхе кĕтменскер, Телегин аптраса ӳкрĕ.

— Ăнланăр-ха эсир, — хирĕçлеме хăтланчĕ вăл, — эп хĕсметри çын, отпуска çеç килнĕ. Ахаль те тăватă куна кая юлтăм ĕнтĕ. Чаçе çитме тата икĕ кун кирлĕ.

Çапли çаплах ĕнтĕ, хĕсмет вăл хĕсметех. Анчах вакунпа Мурăма çити кам кайса килме пултарать? Матви тес, ватă ĕнтĕ вăл, куçĕ те курмасть. Шикки Ваççине хăйне ярас — хăрах алăллăскер, мĕнех тăвайĕ вăл. Кĕсен Петти, каламасăрах паллă, ку ĕçе пултараяс çук. Унăн ывăлĕ Мишша ытла çамрăк. Кăртти Йăванĕ вара ватă. Хĕрарăмсем тесен, вĕсенчен нумайăшĕ ку таранччен пăравус та курман-ха, вырăсла та пĕр сăмах пĕлмеççĕ. Вĕреннĕ çын тесе, Улькана ярас — унăн шкулта ĕçлемелле. Тиесси-пушатасси те хĕрарăм ĕçĕ мар.

Апла та, капла шухăшласа пăхрĕç, Ваньккасăр пуçне ку ĕçе тума пултараканни никам та тупăнмарĕ.

— Итле-ха, — сĕнчĕ ăна Шикки Ваççи, — атя, ыран вулăса токумĕнт тума пĕрле каяр. Çар комиссарĕ патне кĕрĕпĕр. Тен, пирĕн нушана ăнланса, сана отпуск тăсса парĕ, э? Хăвах куран: сансăр май çук.

Телегин хăйне рота командирĕ отпускран темиçе кун каярах çитсен те юрать тенине аса илчĕ те килĕшрĕ. Çапла татăлсан тин пурте лăпланчĕç. Унтан каллех ниме ушкăнĕ çинчен сăмах тапратрĕç.

— Ниме вăл лайăх япала-ха, чăваш ăн мĕн авалтан пыракан йăли, — терĕ Матви. — Çапах, вăт, аптриш. Хамăра кирлĕ чухне, пурнăç хĕсĕк чухне аса илетпĕр ăна, йĕркеллех пурăннă чухне каллех манатпăр. Темле шанчăклă мар... Ялан пĕрле ĕçлесе пурăнмалла тăвасчĕ, э?

— Эп те мĕн чухлĕ шутламан-ши кун пирки, — терĕ Кăртти Йăванĕ. — Чăнах, çуракинче, вырмара пулăшкалатпăр пĕрне-пĕри. Кайран каллех кашни — çӳпçинчен уйрăлнă хупăлча. Матви кум калашле, ялан пĕрле пулмалла тăвасчĕ, ача.

— Мĕнле вăл — ялан пĕрле? — ăнланмарĕ Кĕсен Петти. — Хайхи леш коммунисмă текеннине тăвасшăн-и? Песплат пурăнмаллине? Апла пулсан, эп хаваспах килĕшмелле...

Пурте кулса ячĕç. Арçынсен калаçăвне тимлесе ларакан Улька сасси вĕсен ахăлтатăвĕ хушшинче тинкĕл шăнкăрав пек илтĕнчĕ.

— Коммунизмччен, юлташсем, пăртак пурăнмалла-ха, — терĕ Улька. — Аттепе Шиков вара, ман шутпа, урăххи çинчен — кооператив çинчен калаççĕ. Пĕлетĕр-и, çавăн пек пĕрлешӳсем, ăнланмалларах каласан, юлташлăхсем пур. Çынсем пĕр-пĕр ĕçе пĕрле тума килĕшеççĕ те пая кĕреççĕ. Ĕçлеççĕ вара. Тупăшне кайран пĕрле пайлаççĕ.

— Во, эпир те вăрçăччен çавăн пек тума шутланăччĕ, — аса илтерчĕ Ванькка. — Астăватăр-и, хăшне хăй ĕçленине, хăшне лашипе усă курнине шута илсе тӳлерĕмĕр юлашкинчен.

Шухăшĕ ку хресченсене килĕшрĕ-ха, мĕншĕн тесен ăна пурте чи тĕрĕсси тесе шутларĕç.

— Çапах тĕлĕнмелле япала-ха, — пурпĕр иккĕленчĕ Кăртти Йăванĕ. — Сăмахпа яка тухать те, чăннипе темле пулĕ çав. Ун пек тесен, кам мĕн чухлĕ ĕçленине, мĕнпе пулăшнине питĕ тĕплĕн шута илсе пымалла-çке. Çитменнине, ĕç те вăл тĕрлĕ пулать. Пĕри çĕр чавĕ, тепри — хуралта анасласа ларĕ... Ĕç-пуçа пĕлсе йĕркелесе пыракан çын кирлĕ кунта. Тӳрĕ чунлă, ăслă, хутла пĕлекен çын кирлĕ. Çавăн ертсе пымалла ниме ушкăнне.

— Ара, Ванькка-иç вăл! — терĕ Матви. — Каснă-лартнă çавă. Урăх кам кирлĕ тата пире?

Ку шухăша пурте ырларĕç.

— Каларĕ-çке: хĕсметре терĕ, — аса илтерчĕ çак самантра пĕр хĕрарăмĕ.

— Вара мĕн? Çыннин кăçал пурпĕр таврăнмалла, — çине тăчĕ Шикки Ваççи. — Тен, Ванькка, хĕсмете çитсе те ĕлкĕреймĕн, каялла тухса килмелле те пулĕ... Ун чухне... Улька, мĕн терĕн-ха? Кăператив-и? Вăт çавна йĕркелемеллипех йĕркелесе ярăпăр. Халь вара, тусăм, кайиччен çăлса хăвар пире, тархасшăн, çитсе кил çав Мурăма...

Çапла сăмах татрĕç те саланчĕç. Улька Ваньккана ăсатма тухрĕ.

Çĕрлеччĕ ĕнтĕ. Уйăх тепĕр май çаврăннă. Тӳпе тасалса çитнĕпе пĕрех. Тĕллĕн-тĕллĕн кăна сурăх тирĕ пысăкăш кăтра пĕлĕт таткисем курăнкалаççĕ. Кăнтăрла кăнтăр-хĕвелтухăçĕнчен сулхăн кӳрсе тăнă çил те лăпланнă. Эппин, çанталăк уяр тăрасса. Эх, лайăх кунсем-çке! Шăпах çавнашкал кунсенче лартмалла та ăна, çĕрулмине!

Анчах Ваньккан, темшĕн, çав питех те кирлĕ ĕç çинчен шухăшлас килмест. Пин-пин çăлтăр айĕнче Улькапа юнашар вĕсем пекех шăппăн çунса-ялкăшса тăрас килет халĕ. Хĕр ăшшине, çав ăшăпа пĕрле пĕтĕм ӳт-пĕве ыррăн витерекен тӳлеклĕхе туять вăл. Яланах, ĕмĕрĕпе туйса пурăнĕччĕ те çав...

— Ванькка, ун чухне хăш вăхăтчĕ? — ыйтрĕ сасартăк Улька.

— Хăçан... ун чухне?

— Эсир Давидпа шурă поляксен тыткăнĕнчен тарнă чухне. Каласа пар, тархасшăн, мĕнле пулчĕ çав синкер?

«Ара, мĕн курнине, мĕн пĕлнине тахçан ах пĕтĕмпе каласа патăм сана», — тесшĕнччĕ Телегин, хĕре куçран пăхрĕ те — хăяймарĕ. Тӳпери çăлтăр пекех йăлкăшнăн туйăнчĕ унăн куçĕ, çав вăхăтрах Улька хăвăрт-хăвăрт сывлама тытăнни илтĕнчĕ... Каласа пачĕ вара Ванькка, çавна май çулталăк каялла пулса иртнĕ хăрушă ĕçе хăй те тепре аса илчĕ. Пĕтĕмпех, пĕр саманта манса хăвармасăр. Ара, ăçтан манăн. Вăл кун асран нихăçан та тухаймĕ ĕнтĕ.

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5 6