Сикчевлӗ кун-ҫул :: Пӗрремӗш пайӗ
— Эпĕ те арçын ĕçне пултарап. Пĕркун Кирюк кăвайт тунине пăхса тăтăм та киле таврăнса аттен пăчăкине шыраса тупрăм. Вите пуçĕнчех кусла ларать, çавăнтах тĕрлĕ шертĕсене вите çумне тăратса хунă. Хулăнраххине йăтса кусла çине хума вăй çитмĕ тесе чи çинçине суйласа илтĕм. Якаччĕ вăл, темле картсем те пурччĕ ун çинче. Самантрах эпĕ ăна кăвайтăлăх пăчăкăпа касса вакларăм.
— Ăçта кайса кĕчĕ ман пилĕк метрлă виçе тесе пуçа вататăп, ăна пирĕн матур Çинук кăвайтта вакланă-мĕн. Уншăн ан пăшăрхан, хĕрĕм, виçине тепре те тăвăп, — тесе арăмĕ çине пăхрĕ, — Кĕтерне ача кăмăлне хуçар мар, кампа, мĕнле выляс тет çапла вылятăр. Çапла-и, Çинук? Халь тĕттĕмленчĕ ĕнтĕ. Ыран иртерех тăрса сана валли кăлай патакне эс тăнă çĕре ăсталаса та хурăп. Çак вăхăтра алăкран такам шăкăртаттарчĕ. Элекçей алăка уçсанах пӳрте Кирюк кĕрсе тăчĕ. Ун аллинче чăн-чăн кăлай патакки.
— Тыт, Çинук, кăна сан валли турăм. Ыран эсĕ те пуринпе пĕр тан кăлайла выльăн. Хĕр чиксĕр савăннипе Кирюка тав тума та манчĕ. Икĕ пĕчĕк чун савăнăçне пысăккисем тĕлĕнсе те ăмсанса пăхса тăчĕç: вĕсен куçĕсем умĕнченех хуйхă-шухăшсăр ачалăхĕ шуса иртрĕ.
* * *
Вăр-вар хырчĕ юра Кирюк. Васкаса ĕçленипе часах пăшăхрĕ, кăштах канса илме кĕреçи аври çине таянчĕ. Тӳпери хĕвел каç енне сулăннă пулин те ун хĕрӳлĕхĕ аванах-ха. Çаплах кăнтăртан ăшă çил тӳлеккĕн вĕрет. Тӳпере пĕр пĕлĕт татки те çук. Кирюк пуçĕнче вара вăштăр-ваштăр çил ачи ашкăнать, аса-илӳсене таçтан та вĕрсе çиеле кăларать, куçĕ умне, ак, амăш сăнĕ уçăмлăн тухса тăчĕ. Ашшĕ пăрахса каиччен амăшĕ сар хĕвел евĕр çиçсе çӳретчĕ, сăнĕнчен кулă татăлмастчĕ. Ашшĕ пăрахса кайсанах амăш кăмăлĕ кăмăскăланчĕ. Хăй хуйхине, чун пăшăрханăвне ывăлне, кӳрши-аршисене тем пекех кăтартас мар тесе тăрăшсан та ăш-чикне хура пĕлĕт хупласа тăни пурпĕрех çиеле тухатчĕ. Пĕрре мар курнă Кирюк амăшĕ вăрттăн куççуль юхтарнине. Кирюк ăна хăй пĕлнĕ пек лăплантарма пăхатчĕ.
— Аннеçĕм, пăрах-ха пăшăрханма, татăлнă троса каялла пĕрлештереймĕн. Тата вĕçсене çыхса хурсан та пысăк тĕвĕ юлать. Куççуль тăкса аттене каялла тавăраймăн. Атте пирки çаплах çунма та кирлĕ мар. Унăн чунĕ, кăмăлĕ ытла та çемçешке, çын сăмахĕпех хăвăр хушшăрти юратуран писни ăна чăн арçын пек кăтартмасть. Ман эсĕ ун çинчен, тем пек йывăр пулсан та ăна хăв чĕрӳнтен кăларса пăрах, ĕлĕкхи пекех савăнăçлă сăнпа çӳреме тăрăш.
— Манаймастăп вĕт-ха, ывăлăм, вăл каланă сăмахсем асран тухмаççĕ, хусканăвĕсем куç умĕнче тăраççĕ. Эсĕ шкул пĕтерсен сана аслă шкула яма ĕмĕтленеттĕмĕр. Халĕ эсĕ вĕренме каяс пулсан та эпĕ сана пĕччен хĕрарăм пулăшаймăп. Тата аслă пĕлӳ илесси ку чуне тӳлевлĕ.
— Кун пирки те хуйхăрма кирлĕ мар. Эпĕ аслă шкула вĕренме кĕретĕпех. Çитменнине тӳлевсĕр уйрăма. Укçа-тенкĕшĕн пăшăрханма кирлĕ мар — кăнтăрла вĕренĕп, каçпа вакунсем пушатма çӳрĕп е ăçта та пулсан хурала кĕрĕп. Санăн, анне, кăнтăрти курорта кайса килмелле. Тĕрлĕ çынсемпе калаçса пуçна пусса илнĕ шухăшсем сирĕлĕç, чуну та уçăлĕ.
— Тĕрĕснех калатăн-ха, ывăлм, Ваççа пăрахса кайнипе шухăшла-шухăшла çын масинчен тухса ӳкрĕм вĕт. Тĕнче пĕр Ваççа çинче кăна тытăнса тăмасть. Эпĕ вăтăр пиллĕерк çеç. Ыранах кантура кайса отпускă пама заявлени çыратăп, ыранах Шуршыва кайса прфсоюз комитечĕчен путёвка ыйтатăп. Тен ман телее пĕр-пĕр «çунакан» путёвка пулĕ. Тавта пуç сана, ывăлăм, паха канаш панăшăн.
Амăшĕ çак калаçу хыççăн пăрчăкан пек чупкаласа çӳре пуçларĕ.Ăнса пычĕ унăн веçех: кантур пин тенкĕ парса пулăшрĕ, Хура Тинĕс хĕрринчи пĕр санаторие путёвка та тупăнчĕ. Ик эрне ĕнтĕ вăл унта канать. Тата эрне çурăран киле таврăнмалла.
Ашшĕн кăмăлĕ çемçешке терĕ-ха вăл амăшне, анчах ун сăнĕ те Кирюк умĕнчех тăрать. Вăтам пӳллĕ, ырă сăн-сăпатлă, кăмăлĕ те унăн хивре марччĕ. Кил-çурт хуçалăхне те пĕлсе, пуç тавра тĕплĕн шутласа тытса пыратчĕ. Амăшĕ, ывăлĕ çине сассине хăпартса калаçнине Кирюк астумасть. Платниксен бригадинче вăй хунăран хăш-пĕр чухне хĕрĕнкĕрех таврăнкалани те пулнă. Амăшĕ кун пек чухне ятлаçам пекки пулатчĕ-ха, анчах хăйне тӳрре кăларма ашшĕ нихăçан та чăркăшланман. Кирюкпа та туслăччĕ вăл: пуртă-пăчкă тыткалама мĕн пĕчĕкрен хăнăхтаратчĕ. «ӳссе çитĕнсен, вĕренсе ăс пухсан эсĕ кам пулассине пĕлместĕп, анчах пуртă-пăчкăпа мĕн те пулин ăсталама пĕлни сан пурнăçна пăсас çук», — тетчĕ. Ашшĕ пулла çӳреме юрататчĕ, хăйпе пĕрле Кирюка та Тарса шывĕ хĕрне илсе каятчĕ. Пысăках мар юхан шыв хăй чĕлхипе шăнкăртатса саламланăн кĕтсе илеччĕ вĕсене. Çутçанталăк ырлăхĕнче киленеччĕ чун, йăпăрт-япăрт пуллисем те вăлтана çакланатчĕç. Ашшĕпе юнашар арçын ача çăтмах тăнăçлăхĕнчи пек туйăнатчĕ. Кăмăлне хăварса çемйине пăрахса каймаллах мĕн элекленĕ-ши Маюк амăшĕ Яхруç аппа? Кун пирки эпĕ нимĕн чухлĕ те кăсăкланман. Атте ик-виç кунтанах таврăнас пек туйяттăм. Виçĕ уйăх тулчĕ ĕнтĕ, ашшĕ çаплах çук-ха. Мĕн ăна çав тери кӳрентернĕ-ши? Юра тасатса пĕтерсен кукамайран ыйтса пĕлетĕпех.
Кирюк тата вăр-вартарах ĕçлесе вите, лупас ай тăррисене часах юртан тасатса пĕтерчĕ те картишне анчĕ, шăлаварне çыпçăннă йĕпе юртан тасалса пӳртне кĕчĕ.
— Куамай, вите, лупас ай тăррисем тап-таса, халь апат пар мана, — терĕ хывăннă май. Анчах хирĕç нимĕнле сас-чӳ те пулмарĕ. Кукамăш лавккана çăкăр илме кайнă пуль. Газ плити çинчен ашпа шаритленĕ çĕр улми илсе сĕтел хушине ларчĕ. Хырăмĕ уçă сывлăшра аванах чăрланă — çатма çинчи шарккăвăн çуррине самантра пушатрĕ те тутлă чей ĕçсе апата тĕплерĕ. Çак вăхăтра кукамăш те лавккаран çитрĕ.
— Кукамай, сан хушăвна пурнăçларăм!
— Маттур! Халь урокăсене тума лар.
— Вĕсем ниçта та тармĕç-ха, ман санран ыйтса пĕлмелли пур-ха… Тен, кăштах калаçса ларар.
— Мĕн çинчен-ши, эпĕ, ватăлса йӳтенĕскер, сан ыйтуна хуравлама ăс çитерейĕп-ши, мăнукăм? Эсир, хальхи çамрăксем, ăс-тăн енĕпе ытла та мала ӳкнĕ вĕт.
— Ыйтăвĕ кăткăс мар, мĕншĕн мана Яхруç аппан хĕрĕ, Маюк, çине пăхма юрамасть? Ашшĕ-амăшĕсен киревсĕр хăтланăвĕсемшĕн вĕсен ачисем айăплă мар тесе шутлатăп эпĕ.
— Çав Яхруçа аппа тесе чĕнме ан хăй! — çилленнипе шурсах кайрĕ ват çын.
— Тивĕçлĕ мар вăл аппа тесе хисепленине. Вĕсен йăхĕнче пĕри те путлĕ çын пулман. Ку вăл вăрăма каякан калаçу. Халь вĕренме лар, ыран шкултан таврăнсан Яхруç йăхĕ çинчен каласа парăп.
— Пыр та калаç, Шекспирăн «Ромеопа Джульетта» хайлавĕнчи пĕрне-пĕри курайман Монтеккипе Капулеттисен çемйисем пекки Тăрнапуç ялĕнче те пур иккен, — тĕлĕнчĕ Кирюк.
— Темскер-тепĕр ан сӳпĕлтет, урокăсене ту! — хирĕçлеме май çукла тавăрчĕ ват хĕрарăм.
Тархаслама хăймарĕ вара Кирюк кукамăшне, сумкинчен кĕнеки-тетрачĕсене кăларчĕ те киле парса янă ĕçсене тĕплĕн тума тытăнчĕ.
* * *
Элекçейпе Кĕтерне Çинук арçын ачасен вăййисене хутшăннине хăйсен тимлĕхĕнчен кăларса пăрахрĕç. «Шкула çӳреме пуçласан хăех хĕр тантăшĕсен енне сулăнĕ-ха. Вăл усал ĕç туса çӳремест вĕт.» — терĕç.
Анчах хĕрĕ кăлай вăййисенчен час-часах хăйне ятламалли сăлтавсем тупса килетчĕ çав. Пĕр ырă каç Хĕлипсем патне Пӳлме касра пурăнакан Кĕçтин Эрçюкĕпе Кулини урамранах ятлаçса кĕчĕç.
— Эсир хăвăрăн чарусăр хĕрĕрĕре лăплантармасан эпир сире суда пвратпăр, — ахăрашать Эрçюк. — Вăл пирĕн Кавĕрлене çурăмĕнчен кăлай патаккипе пĕр шелсĕр çапнă, çурăмĕ веçех кăвакарса тухнă. Чăн-чăн арçури ӳсет вĕт сирĕн!
— Ăна эпир хамăр та лайăх туятпăр-ха, — хутшăнчĕ калаçăва Кĕтерне. — Пирĕн касăра хĕрĕмĕре выляма ун çулĕсенчи хĕр ачасем çук. ĕнтĕ Барби текен пукане те илсе патăм, вăл пурпĕрех арçын ачасен вăййисене чупать. Пире тата купăста йăранĕсен хушшинчен ймăк е шăллăм тупса парăр тесе йӳнретет. Элексейпе тăрăшса та пăхрăмăр, анчах ачасем çуратас вăхăт пирĕн иртрĕ пулас, — тем çухатнăн тарăннăн хашлатрĕ Кĕтерне.
— Эй, ан та кала ĕнтĕ Кĕтерне. Çирĕм-вăтăр çул каярах ял урмĕсенче нумай ача-пăча хĕвĕшетчĕ. Халĕ касăсенче пĕр-ик хĕр ача та пĕр-ик ывăл. Эпĕ Эрçюка тепрер ача çуратар тетĕп, вăл пур ялан халь пурнăç йывăррипе тавăрать, — упăшкине кӳреннĕн сăмахлать Кулине. — Эпĕ хам хĕрарăм иккенне те манма пуçларăм. Те ĕнтĕ хĕрарăмах иккенне чухлама кӳршĕри хусах Пракух патне кайкаласа çӳремелле ĕнтĕ…
— Çӳреттерĕп сана! — сассине хăпартрĕ Эрçюк. — Хамăн ĕçе пуçарса янăранпа аванах тĕреклентĕм. Пулаççĕ пирĕн ачасем татах та. Пирĕн пӳрĕт асат хуçнă çын евĕр курăнать вĕт. Кирпĕчĕ пек блокĕсене хамах ăсталатăп, çĕнĕ çурта çĕклеме йывăрах пулмĕ.
— Апла ман эсĕ çĕнĕ çурт лартичченех чăтмалла-им? Капла та йывăрланнă хĕрарăмсем çине кĕвĕçсе пăхатăп.
— Çитĕ-ха сана, Кулине. Нумайăн-и вĕсем хырăм йăтса çӳрекенсем — виç-тват çулта çак пысăк ялта пĕр-ик туй пулать. Халь ачасене çав кăлай вăййинчен епле майпа пистермелли çинчен калаçар, кăлайне вĕт йывăçран касса кăларса çавракалатнă. Сывлăшпа вĕçсе пынă чух куçран пырса тивертсен пур ачу та суккăра юлма пултарать.
— Ун пирки пуçа ватма та кмрлĕ мар, — хутшăнчĕ калаçăва Элексей — футбол пӳскине çеç туянса памалла. Вăл сăрантан, пит-куçран лексен ыраттарĕ, пысăк сиен кӳмĕ.
— Вăт ку тĕрĕс шухăш, Элексей тете. Ыран ман район центрне, Шуршыва каймалла, туянса килетĕпех çав пӳскене.
— Пӳске туяннипе ĕç вĕçленмест-ха, хапхисене лартса памалла, анчах эпĕ фотболăн тӳремĕ мĕн сарлакăш, мĕн тăршшĕ пулмаллине пĕлместĕп, — хашлатрĕ Элексей çавна та чухламаннишĕн кулянса, — ачасемшĕн чăн-чăн парне пултăр ĕнтĕ.
— Ку темех мар. Ман кӳршех вĕт физкультура учителĕ, унран ыйтса пĕлĕп.
Çак вăхăтра пӳрте Çинук кĕрсе тăчĕ. Шурса кайнă, сăмси айĕнче юн юхнă йĕрсем курăнаççĕ. Хĕр ача тӳрех амăшĕ патне пырса пуçне ун чĕрçийĕ çине хучĕ те ĕсĕклеме пуçларĕ.
— Ну, лăплан, пĕр ĕсĕклемесĕр мĕн пулнине каласа пар. Кавăрле те, ав, вырăн çинчех ахлатса выртать тет.
Çакна илтсенех Çинук ĕсĕклеме пăрахрĕ, пуçне çĕклесе Эрçюкпа Кулине çине айăпа кĕнĕн пăхрĕ. Унтан нăшăклатса илчĕ те:
— Чиперех выляттăмăр, эпĕ чи малта кăлая çапса-тĕксе пыратăп. Кавĕрлесен хапхи те инçе мар. Пĕр-ик утăмран кăлая хапхана çапса кĕртетĕпех тесе çунатланса чупатăп. Çав вăхăтра Кавĕрле патакĕпе такăнтарчĕ те эпĕ çĕре сăмса çинех вăйлă ӳкрĕм. Сиксе тăтăм та юн кайнине пăхмасăрах Кавĕрлене çурăмă тăрăх калай патакĕпе çапрăм. Вăйлах та çапасшăн марччĕ, такăнтарма юраманни асĕнче юлтăр тесе çеç… — Тепĕр хут нăшăклатса илчĕ те: — Эсир мана каçарăр ĕнтĕ, — тесе пуçне амăш чĕрçи çине чикрĕ.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...