Сикчевлӗ кун-ҫул :: Пӗрремӗш пайӗ


Пуш уйăхĕн çурринче кăнтăртан ăшă çил вĕрме пуç ларĕ. Тӳпене талккишĕпех карса илнĕ пĕлĕтсем чăл-пар сирĕлчĕç те сар хĕвел çĕр питне хăй ăшшипе çупăрла пуçларĕ. Сывлăш тем вăхăтра улшăнчĕ — çуркунне шăрши сăмсана кӳ кĕрет. Çак куна кĕтнĕ пекех, ав, хура кураксем те вĕçсе килнĕ, шкул тавра лартса тухнă йăмрасем çинче ăмăртсах кранклатаççĕ.

Уроксем вĕçленсен Кирюк шкултан тухрĕ çеç тулти çанталăк ун ӳт-пĕвне темле хăват кĕртрĕ, кăмăлĕ те çав тери çĕкленсе кайрĕ — çак самантрах мĕнле те пулсан ырă ĕç туса хурас килчĕ. Хăйĕнчен инçех те мар Маюк йывăр сумкăпа килнелле утать. Пĕр савăнăçлă каçра çав хĕре пĕрремĕш хут танци тума илсе тухнăччĕ вăл.

Хĕрĕ сăн-сăпачĕпе ыттисенчен тĕксĕмтереххипе палăрса тăрать: тĕм хура куçĕсем Кирюк çине пăхнă чух хĕм сапнăн ялкăшаççĕ, кулнă чух пичĕсем илемлĕн путăкланаççĕ, тикĕс ларса тухнă шăлĕсем чăлт шурă. Калаçма та çепĕççĕн калаçать. Унпа танци тума та çăмăл. Çапах та вăл чăваш çынни пек çутă сăнлă мар, Кавказ халăхĕ пек тĕксĕм питлĕ. Çак хĕр те ун пекех 11-мĕш класра вĕренет, анчах тепĕр класра. Кутăнлашса тăмарĕ вăл Кирюк танцине чĕнсен, шăкăлтатса калаçрĕ йĕкĕтпе вальс çаврăмĕсенче. Çавăнтанпа Кирюк, çук-çук та Маюк çинчен шухăшлать. Ниушлĕ юрату хĕлхемĕ чĕрере чĕрĕлчĕ, тесе те шутлать. Тата çав юратуран вăл шикленет те. Мĕншĕн тесен Кирюк пĕвĕпе Маюкран палăрмаллах лутрарах. Хĕр хăйĕнчен шăл йĕресрен хăраса пурăнчĕ çак вăхăтчен — калаçма та вăтанчĕ. Паян, ак, çав именӳллĕх таçта çĕтрĕ, хăй ялăн тепĕр вĕçĕнче пурăнсан та Маюка кăнтăр кунĕнчех килне ăсатма хăюллăх вăранчĕ кăмăлĕнче. Хуса çитрĕ хĕре вăл.

— Пар сумкуна, эп йăтса пырам ăна, — терĕ вăл хĕр куçĕнчен пăхса.

— Эсĕ сăвăç майлах рифмăлатса калаçма пуçланă-няк? Хура курак сăхса илчĕ-и элле?

— Никам та мана сăхман. Сан чуну, ӳт-пĕвĕ çутçанталăк улшăннине, сăмсу çуркунне шăршине туймаççĕ-им? Пăх-ха сенкер тӳпене, сар хĕвел уçлăх пики евĕр ялкăшать. Вăл такамра та ырă туйăм çуратать, темле пуклак чĕлхене те çивĕчлетет, ăсра çепĕç сăмахсем çуратать. Тата… тата хĕрсем çине ăшă куçпа пăхтарать...

— Чим-ха, чим, йышлах-и вара санăн çав хĕрсем? Пурин çине те ăшшăн пăха-пăха куçусем шарса каяççĕ пуль. Ун пек чухне куççуль те юхать тата. Чунтан юратакан хĕр пĕрре çеç пулать вăл.

— Хĕрсем çине тесе эпĕ пур йĕкĕтсем пирки каларăм-çке. Паллах, чун савни пĕрре çеç пурнăçра…Вăл.., вăл маншăн — эсĕ пек, — пат татрĕ те Кирюк пичĕ вута лекнĕн пĕçерсе кайрĕ.

— Халь çеç куç хыврăн-и вара ман çине е тахçантанпах шăл хăйраса пурăнан?

— Савăнăçлă каçра танци тунине манман пуль? Çавăнтанпа сан илемлĕ сăну ман куç умне тухкаласа тăрать. Çакна сана уççăн калама хăюллăх çитмерĕ халиччен…

Маюк пĕр авкана чĕмсĕрленчĕ. Хĕр Кирюк сăмахĕсене ăсĕнче тишкерчĕ куран, вăхăт-вăхăт вăл йĕкĕте тĕсесе сăнарĕ те хашлатса сывларĕ. Татах чĕмсĕр пычĕ-ха. Кирюк çине тепре пăхса илчĕ те:

— Кая юлнă эсĕ, каччă. Çав савăнăçлă каçран мана хамăр касăри Кавĕрле ăсатрĕ. Хăюллăх унра пахучĕпех. Çав каçах вăл мана ирĕксĕрлесе тенĕ пекех чуп турĕ. Тата анне те ăна çав тери мухтать. «Яштака та патвар, чăн-чăн кĕреш пек ӳссет. Нумай хĕр чунне йăшкаттарĕ вăл, нумайĕшĕн пуçне çавăрĕ», — тет. Анне çак сăмахсене ахальлĕн каламасть. Куçсене кам çине ывтарах пăхмаллине систерсе тĕкет. Эсĕ, Кирюк, ан çилен ман çине. Тата эпĕ саншăн чун савни пек кăна пулсан пуш сăмах çаптарар мар. Сан сăмахусем уçăмлă, вĕсем чун-чĕререн тухнине туятăп. Санра чăнлăх çăлĕ кал-кал тапнине сисетĕп. Атя-ха малтанлăха çывăх юлташсем пулар. Кавĕрлене пăрахса санпа çӳреме тытăнсан ял-йышра «Маюк каччăсене алса тулĕ пек ылмаштарса тăрать», — текен сăмах самантрах сарăлĕ.

Кавĕрле ирĕксĕрлесех чуп турĕ тенине илтсен Кирюка кĕвĕçӳ йĕппи вирлех тирсе илчĕ. Ара вăл халиччен пĕр хĕре те чуп туса курман, паçăр çеç çĕкленсе кайнă кăмăлĕ пачах пусрăнчĕ, анчах та сӳрĕклĕхе хĕре вăл кăтартмарĕ, йĕкĕлтешлĕ сăмахсен айне пытарчĕ.

— Чуну ирĕлсех кайрĕ пуль Кавĕрлен пылак тутисем санăннипе пĕрлешсен. Чĕрӳ те кăлт-кăлт тапса илчĕ тĕр-ха? Вăйлах юрататăн пулĕ-ха Кавĕрлене?

— Каларăм вĕт-ха сана, ирĕксĕрлерех тухрĕ çав хăтлану, — тарăхса кайрĕ Маюк. — Тата кам эсĕ маншăн следователь евĕр ыйтусем пама? Пĕр-ик танци тунипех мана тĕпчеме ирĕк çуралчĕ-и санра?

— Вил, анчах юратусăр хăвна ан чуп тутар текен сăмахсене темле кĕнекере вуланăччĕ…

Кирюк хăй калас тенине вĕçне çитереймерĕ. Шурса кайнă Маюк ун аллинчи сумкине туртса илчĕ те çурчĕн крыльци еннелле чупсах кайрĕ. Сасртăк çаврăнчĕ те:

— Кампа чуп тума юранине санран ыйтăп тепринче. Тата хĕр чухне хĕрĕх тус текен ваттисен каларăшне асăнта тыт. Эс килĕштерни эпĕ те сана кăмăлланине нимĕн чухлĕ те пĕлтермест!.. Эсир, йĕкĕтсем, кирек хăш хĕре те хăвăр суйласа иленĕ пек шутлатăр. Аташатăр эсир! Эпир, хĕрсем, ĕмĕр çулташне пĕрчĕн-пĕрчĕн суйласа илетпĕр, суйласа илменни пырса çулăхсан яхăна та ямастпăр! — терĕ те ваштах кĕчĕ алăкĕнчен.

Тинĕсри тăвăл евĕр çĕкленчĕ пăлхану Кирюк кăкăрĕнче. Çук, Маюка кӳренмерĕ вăл. Мĕн килне çитиччен хăйне тарăхса пычĕ. Ара ытла та кăнттам калаçрĕ-çке вăл хĕрпе. Маюк çывăх юлташсем пулар тесе сĕнчĕ вĕт. Мĕншĕн тӳрех килĕшмерĕм-ха? Кӳлешме пуçларăм… Апла эпĕ ăна чăнахах юратса пăрахнă пек пулса тухать-çке капла. Çак хăтлану çурхи çанталăк чуна темле хăват кĕртнипе сасартăкран çуралнă кăмăл çĕкленĕвĕ çеç вĕт. Маюк патне ман чĕптĕм те юрату туйăмĕ çук. Халь вăл ман пирки тем начаррине те шухăшлĕ. Епле те пулсан сăлтав тупмалла унпа мирлешме. Анчах мĕнлерехне. Майне-шывне пуçĕ ăсласа кăлараймарĕ. Кайран шутласа тупăп-ха тесе килне кĕчĕ.

— Ăçта çĕтсе çӳрен эсĕ çак таранччен! Кӳршĕ Çинук паçăрах килчĕ, эсĕ — çук.

— Кукамай, тулта çуркунне хăй шăршине сарнă, çутçанталăкпа киленсе мăрантарах утрăм килелле.

— Ан суй мана, Çинук хăй куçĕпе курнă эсĕ Шур кассинчи Яхруç хĕрĕн, Маюкăн сумкине йăтса ăна ăсатнине.

— Ну вăл Çинука, ну эп ăна! — тарăхса кайрĕ Кирюк. — Хăш вăхăтра вăл пурне те курма ĕлкĕрет. Пăр тустарап-ха ăна — мĕн курнине веçех сана евитлесе ан тăтăр.

— Çăварна уçнă ан пултăр Çинука вăрçма. Çав Яхруç хĕрне ăсатма çӳриччен Çинукпа туслашасчĕ, çав Яхруç элекне пула аçу пăрахса кайрĕ, кӳршĕ ялти пĕр матка патне киле кĕнĕ теççĕ. Чуна шăнăçайми мăшкăла пулах аннӳ чирлерĕ, сыватмăшрах выртса тухрĕ. Сăмах вĕçтерсе ан тăр халĕ, апатлан та вите çинчи юра тасат.

— Юрĕ, кукамай, халех тухатăп, манăн пит çиес те килмест, юрне тасатса антарсан апатланăп.

 

* * *

Кирюксемпе кӳршĕллĕ пурăнакан Хĕлип Элеçейĕпе Кĕтерне тăватă ача çитĕнтернĕ — ик ывăл та икĕ хĕр. Аслисем тĕнчене саланнă, кĕçĕнни, Çинук, кăçал 11 класс пĕтерет. Пускилсем Хĕлипсен çемйипе туслă, килĕштерсе пурăнаççĕ, вĕсем хăйсенчен самай аслипе сума сăваççĕ. Çинук та Кирюкпа мĕн ачаран юлташлă. Çак касăра хăйпе выляма пĕр çуларахри хĕр ачасем çуккипе кӳршĕсен хĕрĕ Кирюкран пĕр утăм та юлмасть. Арçын ачасем клайла вылянă чух хĕрпĕрчи вĕсем çине ăмсанса пăхса тăрать, кам та пулсан шара тĕксе пыракан ачана юри такăнтарса ӳкерсен пĕчĕк Çинук самантрах лаптăка сиксе тухать те çинçе сассипе янрашма тытăнать:

— Эсĕ, Мăккăль, мĕншĕн Энтипе ура хурса ӳкертĕн?! ӳкермен пулсан вăл кăлая сирĕн хапхăра çапса кĕртеччĕ!..

— Шĕмпĕлкке, эсĕ судья-им? Тăр шăпăрт çеç пăхса е пуканесемпе выляма кай. Çĕт хатĕр куçран!

— Эсĕ, Мăккăль, Çинука ан тапăн, эпĕ те куртăм эсĕ ура хунине. Эсĕ пиртен аслипе санăн каварлă ĕç тума та ирĕк пур тесе шутлатăн-и? Чыссăр эсĕ, мухлёвкă тăван.

Кам чыссăр? Эпĕ-и? Çичас сăмсунтан хĕрлĕ шĕвек юхтарап, — автан пек сиксе кĕчĕ вăл Кирюк çине.

Кирюкĕ те маххă памасть, тапăнаканни çапма тесе аллине сулса янă чух кӳлепине велт айккинелле пăрчĕ те ал лаппин тӳрттĕшĕпе нăчăк тутарчĕ ĕнсинчен, шапа пек аллисене сарса лач ӳкрĕ симĕс курăк çине Кирюкран ик çул аслăрах Мăккăль.

— Халех чарăнăр! Автан пулмалли чĕпĕсен кикирĕкĕсем ӳссе çитеймен, вĕсемсем çавах çуначĕсемпе çапа-çапах пĕрне-пĕри сăхаççĕ. Эсир те вĕсен хăраххисем. Эпĕ те ыран кăлай патаккипе килетĕп, эпĕ те шарла выляма хутшăнатăп. Такăнтаракан пулсан çав патакпа çурăм тăрăх лекĕ. Хĕр ачана хирĕç тавăрма аллăрсем çĕкленмĕç тесе шутлатăп. Эп сире пурсăра та тĕрĕслĕхпе выляма вĕрентĕп.

Çав каçах, тĕттĕмленеспе килне таврăнсан, Çинук ашшĕне йӳнретме тытăнчĕ:

— Атте, кăлай патакки тупса пар-ха, ытти ачасем выляççĕ, эпĕ пăхса тăраканни кăна…

Çак сăмахсене илтсен амăшĕ малти пӳртрен пысăках мар карттон коропкине йăтса тухрĕ.

— Кур-ха, хĕрĕм, еплерех чаплă парне туянтăм сана валли, пăхса ытараймăн, — терĕ коропка уçнă май Çинука тинкерсе. Чăнах та унта çав тери илемлĕ Барби пукане выртать. Хĕр ăна аллине илсе веçех çавăркаласа пăхрĕ, аллисене хутлатса пуканене ача евĕр йăтса у-у, у-у текелесе уткаласа çӳрерĕ. «Ачи» пĕр сас та кăларманран унпа выляс туртăм пачах сӳнчĕ.

— Кирлĕ мар мана чĕрĕ мар пукане. Макăрма та, кулма та пĕлмест. Миçе ыйтрăм сиртен купăста йăранĕсем хушинчен пĕчĕк ача тупса кĕме. Вăт унпа вылянă пулăттăм, макăрма тытăнсан ачашласа лăплантарнă пулăттăм, вăл кулнă чух эпĕ те кăлтăртатса кулăттăм. Итлемерĕр мана. Купăста йăранĕсем хушшинче хамăн пĕчĕк йăмăкăма е унта шăллăма тупăп тесе упаленсе шырарăм, алăсене темле курăксемпе вĕтелесе-пĕçерттерсе, чиктерсе пĕтернисĕр пуçне нимĕн те тупаймарăм. Ултавçăсем эсир.

— Çук, улталамастпăр эпир сана. Купăста йранĕсем хушшинче ӳссе çитĕннĕ, мăрăшăланнă арçынпа хĕрарăм çеç ача тупаççĕ.

— Апла, маншăн пĕчĕк шăллăм е ймăк çук-тăк, атте, халех кăлай паткне тупса пар!

— Ах Тур, хĕрĕм, капла эсĕ чăн-чăн арçури пек çитĕнетĕн вĕт. ӳссе çитĕнсен, качча тухсан, мăшăрупа иксĕр купăста йăранĕсем хушшинче хăвăр пепкĕре тупса кĕрсен эсĕ ăна пиелеме те пĕлмĕн.

— Мĕн вăл арçури, — тĕлĕннĕн ыйтрĕ Çинук.

— Ну, мĕнле калас, санра çурри арçын ача, çурри — хĕр ача.

— Эпĕ арçури-тĕк мана Кикçин тесе ят хумалла пулнă.

— Ку тата мĕне пĕлтерет, — шалтах тĕлĕнчĕç Элекçейпе Кĕтерне.

— Ну, Кикĕ Крюк тенине, Çинĕ — Çинука пĕлтерет.

— Итле-ха, хĕрĕм, хĕрарăмăн хăйĕн тивĕçĕсем пур, арçыннăн — хăйĕн. Хĕрарăм çурт ăш-чикне тирпейре тытать, кĕпе-йĕм çăвать, алса-чăлха çыхать чашкă-тиркĕ çăвать тата çурт хушшинчи ытти ĕçсене тăвать. Арçын вăрманта вутă касать, кăвайт вакласа парать, витерен тислĕк тасатса кăларать ытти йывăр ĕçсене пурнăçлать.

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5 6 ... 11