Çавраҫил :: Улттӑмӗш сыпӑк
Казаков малалла каларĕ:
— Юлташсем, эпир, эрне каялла, тутарсемпе чăвашсен представителĕсем туса, Степановпа Тевлеш юлташсене хамăрăн юратнă çулпуç Владимир Ильич Ленин патне ятăмăр. Эпир вĕсене çапла хушса ăсатрăмăр: «Ленин йывăр чирлĕ пулсан, курса чăрмантарма ан тăрăшăр, тутарсен пысăк хуйхи çинчен те ан пĕлтерĕр, хăвăр кучченеçсене парăр та, чăвашпа тутар халăхĕнчен салам каласа, хăвăртрах сывалма сĕнĕр, вара каялла килĕр», — терĕмĕр. Пирĕн юлташсем чăнах та çапла çеç тăвасшăн пулнă, анчах ĕçсем кĕтмен çĕртенех урăхла çаврăнса кайнă. Сăмах Михаил Степанович Степанова паратăп. Вăл сире хăй каласа патăр, — тесе, Казаков айккинерех пăрăнса тăчĕ. Степанов ун вырăнне йышăнчĕ.
Халăх каллех кĕрĕлтеттерсе алă çупма пуçларĕ.
— Юлташсем, Владимир Ильич Ленинпа куçа-куçăн тăрса калаçнă хыççăн çаплах лăпланса çитейместĕп-ха эпĕ, — пуçларĕ Степанов.
— Ан пăлхан!
— Йăлтах йĕркипе каласа пар!
— Малтанах, юлташсем, Ленин сире пурне те, тутарсене те, чăвашсене те пысăк салам калама хушрĕ, пĕр-пĕринпе килĕштерсе, алла-аллăн тытăнса, социализм çулĕпе пĕр пăркаланмасăр çирĕп утма хушрĕ.
— Ур-ра!
— Ур-р-р-ра! —кăшкăрма пуçларĕç унта та кунта. Ывăç тупанĕсем çурăлас пек алă çупрĕç.
— Чăн та, Ленина курасси çăмăл пулмарĕ пире... — хулленрех пуçларĕ Степанов.
— Хытăрах кала!
— Хытăрах! Илтĕнмест! — çавăнтах кăшкăрса ячĕç аякрараххисем.
Пурте лăпланса çитсен, Степанов тепĕр хут пуçларĕ:
— Ленина курасси çăмăл пулмарĕ пире. Вăл йывăр чирлĕ. Ун патне патшалăха кирлĕ ĕçсемпе те хутран-ситрен çеç кĕртеççĕ. Çавăнпа та эпир Ленина курасси çинчен шухăшлама та пултараймарăмăр темелле. Эсир хушса янине çеç мĕнле пурнăçлар-ши, кучченеçсемпе çырăва парса хăварсан та аванччĕ тетпĕр. Сăмах май каласан, унта пирĕнни пек те мар, тем тĕрлĕ кучченеçпе пыракансем те пур. «Пирĕн кучченеçсене Ленин хăй çимест, яслисене, тăлăх ачасен çурчĕсене парать», — теççĕ. Пĕрремĕш кун пирĕн нимĕнле ĕç те тухаймарĕ. Тепĕр кунне вара ир-ирех Горкăна кайрăмăр. Кăнтăрлаччен ахаль çапкаланса çӳрерĕмĕр. Пăхатпăр хайхи, — пирĕнтен аякра та мар çăмăл машина килсе чарăнчĕ. Пăхатăп та, унтан Ленин мăшăрĕ Надежда Константиновна Крупская туха парать. Мĕн пулать те мĕн килет терĕм. Тевлеш бабая пăрахсах, машина патне ыткăнтăм. «Надежда Константиновна, эпĕ Чĕмпĕртен. Каçарăр та, пĕр минутлăха та пулин чăрмантарма юрать-и сире?»—тетĕп. Надежда Константиновна ман çинелле кăн! пăхса илчĕ. «Чĕмпĕртенех-и?»— тесе ыйтать. «Ну, Чĕмпĕртенех мар та, ун çывăхĕнчен. Чăвашсемпе тутарсем пире Владимир Ильича çак кучченеçе килсе пама хушрĕç», —тетĕп. Хам çавăнтах ун еннелле хул хушшинчи хутаçа тăсатăп. Надежда Константиновна ăна илчĕ те лăпкă сасăпа: «Тавтапуç, çамрăк çын. Ентешсене Владимир Ильичран та, манран та салам кала», —терĕ. «Надежда Константиновна, Владимир Ильича хăйне курма пулмĕ-ши. Питĕ кирлĕ ыйтупа калаçмаллаччĕ те», — тетĕп хайхи, кăштах хăюланса. «Темĕн çав, пулмасть те пулĕ. Врачсем чараççĕ. Ăна халь кĕнеке те вулаттармаççĕ. Талăкра пĕр сехете сада уçăлма кăлараççĕ-ха ĕнтĕ — çавă çеç. Сывă пулăр. Тавтапуç. Владимир Ильича каласа парăп сирĕн çинчен», — терĕ те Надежда Константиновна, ерипен утса, икĕ хутлă çурта кĕрсе кайрĕ. Мĕн тумалла-ха ĕнтĕ текелесе, Тевлеш бабайпа иксĕмĕр . ним тума аптăраса тăратпăр. Киле каймалла пуль, Тевлеш бабай тетĕп. Ватă çын — тăватă çын тесе тĕрĕсех каланă çав. «Тăхта-ха, чиперех хăлхана кĕчĕ пулсан, эпĕ Ленин пĕр сехетлĕхе сада уçăлма тухать тенĕ пек илтрĕм», —тет мана Тевлеш бабай шухăша кайса. «Ара-çке. Надежда Константиновна хăй çапла каларĕ», —çирĕплететĕп эпĕ. «Апла пулсан, тăхтаса пăхар кирлĕ вăхăтчен. Кĕтсе илер Ленин сада тухасса. Капла кайнипе, таврăнсан, çынсене мĕн тейĕпĕр, мĕн каласа кăтартăпăр?»— хăйĕннех перет Тевлеш бабай. «Кĕртмеççĕ унта, хурал пур», —тетĕп çакна. «Хурал мар, хурах тăтăр та, пĕрех кĕретпĕр. Эрне пурăнатпăр, уйăх пурăнатпăр та, Ленина курмасăр каймастпăр», — тет бабай. Пурне те каласан, сăмахĕ нумай кунта, юлташсем. Тен, кирлех те мар...
— Кирлĕ!
— Йăлтах калăр! — илтĕнчĕç сасăсем.
— Ывăнтăн пулсан, эппин, Тевлеш бабай каласа кăтарттăр!
— Калăттăм та, этем йĕркеллĕ калаçа пĕлместĕп-çке эпĕ, — хаш! сывласа илчĕ Тевлеш,
— Пире хитре калани кирлĕ мар, ху пек кала эсĕ! Мĕнле пулнă пек.
— Каласа кăтарт, бабай, кала, — çавăнтах хавхалантарчĕ Степанов ватă тутара.
— Мĕн калам-ши! Ара, хам куçпа хам куртăм эпĕ Ленина. Хам чĕлхепе хам калаçрăм унпа садра. Шĕвĕр пӳрнипе кăчăк туртсах чĕнсе илчĕ пире хăй патне. «Ентешсем-и? Килĕр-ха. Мĕн пăрăнса çӳретĕр?»— тет çемçен кулкаласа. Ара çав, арăмĕ Надежда Константиновна каланă ĕнтĕ ăна пирĕн çинчен. Хăй вăл Ленинпа юнашарах ларатчĕ. Вĕсем патĕнче пĕр хĕрача чупса çӳретчĕ. Пытăмăр, хайхи, Михаляпа. Эпир ăçтан, мĕнле майпа кунта килсе тухнă пирки ыйтса пĕлчĕ. Мухтарĕ пирĕн кучченеçсене, чăваш шăрттанне питĕ ырласа калаçрĕ. «Мана кунта ун пеккинех çитермеççĕ», —тет хăй çаплах кулкаласа. Унтан пирĕн такта чее мухтама пуçларĕ. «Техĕмлĕ чей, рехмет, бабай», —тет. — Тевлеш пурин çине те пăхма тăрăшрĕ. — Илтетĕр-и, тап-таса тутар чĕлхипе: «рехмет, бабай», — терĕ. Çапла калаçкаланă чухне ун патне хĕрача пырса тăчĕ те, Ленин ăна арки çине çĕклесе лартрĕ. «Бабай, пур-и-ха санăн çакăн пек мăнуку?»— тесе ыйтать манран Ленин. Эпĕ самантлăха ним калама аптăрарăм. Шухăшласа пăхăр-ха эсир, Ленин-çке ман мăнуксем çинчен ыйтать. «Пур, Ленин юлташ, пĕрре те мар, пиллĕк таранах пур», —тетĕп. Ленин ман çине пăхрĕ те — кулать. «Якшы, якшы», — тет. Вара ыйтса пĕлме пуçларĕ. «Мĕнле пурăнатăр? Тăвар, шăрпăк, краççын, супăнь пур-и? — тет. Вĕсене ăçтан туянатăр? — тет. — Çăкăр енчен мĕнле?»—тет. Шухăшласа пăхăр-ха, юлташсем, Ленин... — Тевлеш çанă вĕçĕпе куçне шăлса илчĕ. — Эпĕ калаймастăп, каласа пар-ха малалла, Михаля, —терĕ те чĕтрекен сасăпа, айккинерех пăрăнса тăчĕ.
— Тевлеш бабай Ленин умĕнче те макăрса ярас вĕçнех çитрĕ. Хам каласа патăм вара ăна Тутар Яшминчи пушар çинчен. Казаков юлташ пичет хурса панă документсене те кăтартрăм. Ленин питĕ тимлесе итлерĕ, документсене пăхкаласа ларчĕ. «Мда-а, тăшмансен ĕçĕ мар-и ку?»—тет, тарăн шухăша кайса. Вара, кĕсйинчен блокнот кăларса, тем çырма пуçларĕ, унтан, листине çурса илсе, мана тыттарчĕ. «Çак хутпа хăвăрăн тĕп хулана, Шупашкара, çитĕр, çамрăк çын. Пулăшма тивĕçлĕ вĕсем сире», —терĕ. Унтан алă пачĕ. «Чăвашсене те, тутарсене те манран пысăк салам калăр. Маттур, ĕçчен халăх. Аван пĕлетĕп вĕсене эпĕ», — терĕ. «Владимир Ильич, хăвăртрах сывалма сунатпăр сире, чăвашсемпе тутарсем».
Надежда Константиновнăпа иксĕре те хамăр пата хăнана пырса курма чĕнсе ячĕç», —терĕмĕр эпир. «Сывалам кăна, пыратпăр», —терĕ Ленин юлашкинчен.
— Çаплах каларĕ-и?
— Чăнах-и?
— Апла килеççех пуль,;— илтĕнсе кайрĕç савăнăçлă сасăсем.
Пурте тăвăллăн алă çупрĕç.
Степанов айккинерех пăрăнса тăчĕ. Ун вырăнне Казаков йышăнчĕ.
— Юлташсем, Степановпа Тевлеш бабай Ленин панă хутпа тӳрех Шупашкара кайнă, унта пирĕн правительствăна пушар пирки тĕплĕн каласа панă. Халĕ Тутар Яшминчи ĕçсем пирки тĕплĕнрех пĕлме Шупашкартан икĕ юлташ килнĕ. Вĕсене хамăр нушасем пирки йăлтах каласа памалла, тен, пулăшĕç те. Кăçал, акă, çурхи шыв Лаптев Хветутăн çурт-йĕрне ним юлмиччен юхтарса кайрĕ. Граждан вăрçинчен таврăнайман юлташсен йывăрпа пурăнакан çемйисем те пур пирĕн. Вăт çав юлташсем ял Советне заявленисем çырса парăр, — терĕ те Казаков, сăмахне çапла вĕçлерĕ. Юлташсем, Степановпа Тевлеш бабай Мускава Владимир Ильич Ленин патне кайса килсе питĕ ырă ĕç турĕç. Эппин, хăвăрăн ятпа вĕсене чĕререн тав тума ирĕк парăр мана.
Халăх чылайччен алă çупрĕ. Казаков вара паянхи паттăрсене пĕтĕм халăх умĕнче алă парса чуптурĕ. Юлашкинчен каллех халăх енне çаврăнчĕ те:
— Юлташсем, сывă пултăр Владимир Ильич Ленин! — тесе кăшкăрчĕ. Пур енчен те «Сывă пултăр Владимир Ильич Ленин!» тесе кăшкăрни янăраса кайрĕ. Пурте алă çупрĕç.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...