Çавраҫил :: Улттӑмӗш сыпӑк
Мулла алкумĕнче сарă сăран атă çинчен тăхăннă калушне хыврĕ, пӳрте васкамасăр кĕчĕ. Икĕ аллипе питне икĕ енчен шăлнă пек туса, янахĕ айĕнче пĕрлештерчĕ, кăкăрĕ тĕлĕнче тытса тăчĕ, пуçне кăштах тайса: «Исенмĕсĕс»— терĕ.
— Абдул бабай, иртĕр-ха, иртĕр. Ларăр. Эпĕ халех хăйне чĕнсе килетĕп, — тесе, ачисене тумлантарса тăракан Тарье пӳртрен тухрĕ.
Мулла алăк патĕнчен кăштах тĕпеле иртсе ларчĕ. Ун патне Вова чупса пычĕ.
— Мулла тете, эсĕ ма сăхсăхмастăн? — ыйтрĕ вăл.
— Эпĕ пуп мар-çке, çавăнпа, — ăнлантарчĕ Абдул бабай.
— Мĕншĕн пупсем вăрăм çӳçлĕ, мулласем ӳстермеç-çĕ? — хăнана куçран пăхрĕ ача.
— Пупăн ӳстермелле, муллана юрамасть.
— Мĕншĕн юрамасть?
— Аллах çапла хушнă.
— Кам вăл аллах?
— Аллах вăл çӳлте, пĕлĕт çинче.
— Пĕлĕт çинче те пӳрт пур-и?
— Аллахăн пӳрчĕ çук.
— Апла вăл ăçта пурăнать? Хĕлле сивĕ мар-и ăна? — тĕпчерĕ Вова.
— Сивĕ мар. Вăл сывлăшра пурăнать.
— Сывлăшра? — тĕлĕнчĕ ача. — Ӳкмест-и? Унăн çуначĕсем пур-им?
Вова татах тем-тем тĕпчетчĕ пулĕ, пӳрте ашшĕ килсе кĕни чăрмантарчĕ.
— Абдул килнĕ иккен-ха. Эпĕ хуртсем патĕнче айланма пуçланăччĕ те, — хăнана алă тытрĕ Сахар.
— Килтĕм-ха, Сахар. Шухăшларăм-шухăшларăм та сан патнах килес терĕм.
Тарье кĕчĕ. Сахар ăна сăмавар лартма хушрĕ.
— Килмесĕр, ара. Курман-илтмен çынсем мар.
— Инкек, пысăк инкек килсе çапрĕ ĕнер.
— Ара-çке. Кун пек пысăк пушара ваттисем те ас тумаççĕ, — муллапа пĕрле хаш! сывласа илчĕ кил хуçи.
— Нимсĕр тăрса юлтăм. Мечĕт те çунса кайрĕ ав, — хуçа çине пăхрĕ мулла. — Эпĕ санран ăс илме тесе килтĕм-ха. Эсĕ пурне те пĕлетĕн.
— Тĕнчере пурне те пĕлсе çитерме çук, Абдул. Япалан майне пĕлме пулать.
— Çав майне çав, майне.
— Ку тĕлĕшпе, Абдул, сана çын вĕрентни кирлĕ мар. Майне-шайне эсĕ манран лайăх чухлатăн.
— Тем, Сахар, ĕнерхи пушар хыççăн çухалсах кайрăм. Лаша мĕнле вилни халĕ те куç умĕнче тăрать. — Мулла пуçне усрĕ.
Тарье тĕрленĕ ывăс çине сăмавар килсе лартрĕ, чей куркисем майлаштарчĕ.
— Чей хатĕр, Сахар. Ларса ĕçĕр, — терĕ вăл ăшшăн.
— Абдул, айта-ха, лар-ха.
— Паян чей те ĕçмен. Ĕçер-ха. Чей вăл пуçа ĕçлеттерет, —тесе, мулла сĕтел хушшине куçса ларчĕ, тӳпеттейне хывмарĕ. Çакна асăрхасан, Вова ашшĕ патне чупса пычĕ, вăрттăн:
— Атте, мĕншĕн вăл сĕтел хушшинче калпакне хывмастъ? — тесе ыйтрĕ. Сахар ывăлне пӳрнипе юнаса кăтартрĕ:
— Чăш-ш! Вон. Выляма тухăр. Хĕвел пăхать.
— Пахчана тухма юрать-и?
— Юрать, юрать. Анчах вĕллесем патне çывăха ан пырăр. Мунча патĕнче выльăр, — хушрĕ ашшĕ.
— Юрать, атте. Мунча патĕнче выльăпăр, — тесе, Вова ыттисене те ертсе тухса кайрĕ.
— Çакă вăл ман ĕнерхи çавраçил мечĕт умне пăрахса хăварни, — савăнăçлă каларĕ хуçа.
— Чĕрĕ ача, чĕрĕ. Вăл мана ыйтусем парса тăна ячĕ. Чей тултарчĕç. Муллапа лавккаç хушшинче ĕçлĕ калаçу пуçланчĕ.
— Эсĕ, Абдул, çуртна страховать тунă ĕнтĕ, паллах, — пуçларĕ Сахар.
— Ана тунă-ха. Ĕçĕ нумай пулать.
— Укçа пулсан, ĕçĕ вăл тем мар.
— Ĕçĕ кăна мар вит-ха, Сахар. Халĕ самани кансĕр. Япалисене тупма йывăр.
— Кăна тĕрĕс калатăн. Кăчухне пĕр тимĕр пăта тупма та çĕр пĕлĕш кирлĕ, — мулла шухăшне çирĕплетрĕ хуçа.
— Вăт, вăт, çавă çав. Шăпах çав ыйтупа каçрăм та эпĕ сан пата. Санăн çĕр пĕлĕш мар, пин те пур. Пăвара та, Хусанта та, Чĕмпĕрте те.
— Пĕлĕшĕсем пур-ха вĕсем. Анчах качухне питĕ хăрама пуçларĕç. Япалисем ĕлĕкхи пек пĕр çын аллинче мар, çĕр çын алли витĕр тухаççĕ. Кашнинех тĕртес пулать. Пĕр пус япала çĕр пуса ларать.
— Пин пуса ларсан та çурт лартасах пулать. Урамра пурăнма май çук. Мечĕте те тумалла. Унсăрăн мĕнле? Ана тума эпир укçа тупатпăр. Ытти ялсенчи мечĕтсем те, Хусан та пулăшаççĕ. Пире япалисене тупса паракан çын кирлĕ. Ана вара пĕр эсĕ çеç пултаратăн. Ăнлантăн-и? —хуçа çине чеен пăхса илчĕ мулла.
— Вăл çаплах-ха. Ăнланатăп, Абдул. Йывăр пулать. Авă, советсем контроль тума пуçларĕç. Ăçтан илтĕн, мĕн хакпа илтĕн? Хутусене кăтарт теççĕ. Кунта мĕн хака сутатăн теççĕ. Хам тĕллĕн пĕр утăм тума памаççĕ, — юриех ӳстерсе каларĕ лавккаç.
— Çапла пуль, çапла пуль. Анчах, Сахар, эсĕ пĕрех пултаратăн. Эп сана пĕлетĕп. Çав майĕ текеннине пĕлетĕн. Çынпа калаçма пĕлетĕн. Тавай, тытăн-ха. Пирĕн ял валли мечĕт лартса парсан, сана тутарсем çĕр çинчи аллах вырăнне хурĕç.
Чылайччен калаçрĕç вĕсем. Калаçса татăлчĕç-татăлчĕçех. Мулла Сахара укçа мĕн чухлĕ кирлĕ, çавăн чухлĕ пама пулчĕ. Лавккаç вара хĕç тимĕр, пăта, кĕленче тата ыттине те тупса пама тăрăшăп терĕ. Юлашкинчен мĕн калаçни çилпе ан вĕçтĕр тесе, пĕр-пĕрин аллине чăмăртарĕç.
Мулла кайма тесе тăнăччĕ, анчах тем аса илчĕ те чарăнчĕ:
— Мансах кайнă. Эсĕ пĕлместĕн пуль-ха, — вăл кăштах тăхтаса тăчĕ, унтан:— Сирĕн ялти коммунистсем камсем терĕç-ха çав, Казаковпа Степанов терĕç-и çав, —тесе хучĕ.
— Пур ун пеккисем. Мĕн тума кирлĕ пулчĕç-ха вĕсем? — ыйтрĕ Сахар.
— Ирех пирĕн яла каçнă. Халăха пухнă. Ленин патне çыру çырнă, тет. Тевлешпе Степанов Ленин патне каяççĕ, тет, — пĕлтерчĕ мулла.
— Ленин патне? Ленин халь вилес пек чирлĕ выртать. Мускавра та мар...
— Çапла, тет, çав. Пирĕн ухмахсем такта чей, чăвашсем шăрттан парса яраççĕ, тет. Кучченеç. Шăрттанне лайăх типĕтсен, тата виçĕ кунран каяççĕ, тет.
Сахар шалтах аптăраса тăчĕ.
— Мĕн тума, мĕнле ыйтупа каяççĕ вĕсем ун патне? Пĕлтĕн-и?
— Çав пушар пиркиех ĕнтĕ. Пулашу ыйтса пăхасшăн, тет. Ăсатсах яр-ха, Сахар. Унта сан усал хĕрача пур, — терĕ мулла, кайма хатĕрленсен.
— Мĕнле усал хĕрача? — тĕлĕнчĕ Сахар.
— Паçăр, кĕнĕ чухне, чутах йытăпа туллаттармарĕ. Сахар аптăраса тăчĕ.
— Леш, Хветут хĕрĕ пулчĕ пулмалла. Ана манăн йытă тулланăччĕ. Çавăншăн ĕнтĕ. Тавăрасшăн. Сăнчăртан вĕçертсе яратăп, тет.
— Ахаль хăратнă вăл сана. Чипер кай-ха эппин. Мулла алăкран тухса çухалчĕ.
Çăкар пулсан — çын пурăнать
Крыльца çине пĕр ушкăн тутар пухăнса тăнă. Хăйсем шăпăртах пуçĕсене уснă. Вĕçĕ-хĕррисĕр чĕлĕм мăкăрлантараççĕ. Сахар вĕсене пурне те паллать. Пурте ĕнер нимсĕр-мĕнсĕр тăрса юлнă çынсем, Çапла-çке вăл этем. Пӳлмере тырă, кĕсьере укçа пур чухне ним çинчен те шухăшламасть, хăйне ирĕклĕ тытать, савăнăçлă туять. Пӳлме пушансан, кĕсье якалсан, пуçĕ усăнать, вара кăмăл екки те, савăнăçĕ те пĕтет, çын куçĕнчен те пăхаймасть, татăк çăкăршăн та ӳксе пуç çапма хатĕр, мĕскĕне çаврăнать. Халĕ крыльца çинче тăракансемех, акă, çуркунне эрех ĕçсе иртĕнчĕç, вăйĕсене ниçта чикейменнипе çапăçса пĕтрĕç, ĕнер акатуйĕнче кĕрешрĕç, темле кăна çапăçса каймарĕç, хăйсене чăн-чăн паттăрсем пек тытрĕç. Паян, ав, çав çынсемех пуçĕсене уснă та пĕр-пĕрне сăмах хушмасăр чĕлĕм мăкăрлантараççĕ. Вĕсене халь пурте хăратать: карланкăран выçă пăвса тытасси те, çурт-йĕрсĕр юлнăран тĕнче тăрăх сĕтĕрĕнсе çӳресси те, çие тăхăнасси те...
Сахар, шухăша кайса, сутă сĕтелĕпе çӳлĕксем хушшипе каллĕ-маллĕ утма пуçларĕ. Тен, малтан Сергейпе канашласа пăхмалла? Вăл ача мар ĕнтĕ тек.
Сахар картишне тухрĕ, подвал алăкне уçса, ывăлне чĕнчĕ.
— Мĕн, атте? — ыйтрĕ Сергей шалтан.
— Атя-ха манпа. Сăмах пур.
Сахар урăх нимĕн те каламарĕ, тӳрех пахчана тухрĕ. Мунча патĕнче ăна ывăлĕ хăваласа çитрĕ. Йăмралăх хĕррипе утрĕç. Сергей темшĕн сехĕрленсе ӳкрĕ. «Мĕн пулнă-ши аттене? Темле йывăр шухăш канăç памасть пулас ăна. Мĕн-ши?»— шухăшласа пычĕ ывăлĕ.
Сахар йĕтем патне çитрĕ. Вăрăм капан патĕнче чарăнса тăчĕ. Ана урасем çине лартнă. Капла шыв-шурпа йĕпенсе çĕресрен те, шăши касасран та шанчăклă. Хĕл каçнă капана тул енчен хăмăртарах хура тĕс çапнă. Самаях пысăк вăл. Тăршшĕ çирĕм метр, сарлакăшĕ — вуннă, çӳллĕшĕ те лутра мар. Ашшĕ сылтăм аллине ывăлĕн хулпуççийĕ çине хучĕ, шухăша кайса, куçĕнчен пăхрĕ. «Пĕркун Советра çак çĕкĕрт пирки сăмах пулчĕ. Пĕр уншăн кăна пин пăт хучĕç. Пин пăт. Е эпĕ урăхла май тупсан? Мĕн калĕç мана уншăн? Вара... Вара налукран хăтарĕç те, тыррине кайран хамах пухса илĕп. Кăçал мар пулсан, тепĕр çул. Ку тата аван пулать. Льгота пекки парăп...»
— Кала-ха, Сергей, миçе ритван кĕнĕччĕ çакăнта? — ыйтрĕ вăл капан çинелле пăхса.
— Лăпах çĕр ритван, атте, — тавăрчĕ ывăлĕ.
— Апла кунтан миçе пăт тырă тухĕ?
— Пин пăтран кая мар.
— Эппин, ыран çапма пуçлатпăр.
— Ыран? Çапма? — тăруках тавçăраймарĕ ывăлĕ.
— Ара çав. Пушар вăхăтĕнче çунса кайнă тутарсене çаптаратпăр. Тыррине те хăйсенех валеçĕпĕр. Кайран, кĕркунне, хамăрах каялла тавăрса парĕç.
Сергей чунĕ савăнăçпа тулчĕ. Çапах та ырă çын унăн ашшĕ. Капла, тен, ăна комсомола та илме пултарĕç. Вăл çавăнтах ĕнер каç Хрестук каланă сăмахсене аса илчĕ. «Çак капана çаптармалла та, тыррине выçă юлнă тутарсене валеçсе памалла», —тенĕччĕ хĕр.
— Ку питĕ тĕрĕс, атте. Вĕсем ĕмĕр тăршшĕпех тав тăвĕç пире, — хĕпĕртесех килĕшрĕ ывăлĕ.
— Эсĕ мĕн çапса пĕтеричченех кунта пул. Кам миçе пăт илнине йăлтах çырса пырăн. Ăнлантăн-и?
— Паллах.
Тепĕртакран ашшĕпе ывăлĕ каялла утрĕç. Лавккана кĕчĕç.
Крыльца çинче тăракан тутарсем саланмаççĕ çеç мар, хутшăнсах пыраççĕ. Халĕ вĕсен тата тепĕр ушкăнĕ çывăхри йăмра айне пухăннă. Кашниннех пĕр шухăш: пĕри пĕр пăт, тепри çур пăт та пулин кивçен ыйтса илесшĕн. Анчах пĕр-пĕрин çине пăхса илеççĕ, нимĕн те шарламаççĕ, хăраççĕ. Авă мĕн чухлĕн килсе тулнă вĕсем! Епле-ха Сахар çавăн чухлĕ çынна кивçен парса çитертĕр? Анчах юта кам патне кайăн? Тевлешпе Степанова Ленин патне яраççĕ вĕсем. Анчах Ленин хăй чирлĕ тет. Темле пулса пĕтет унта. Ку вăл шыв çине сенĕкпе çырнăпа пĕрех. Çĕн тырра тухма тепĕр икĕ уйăхран кая мар кĕтмелле. Унччен çимесĕр пурăнаймастăн-çке. Выçлăх çул вилмен те, халĕ выçă вилсен, ытла мăшкăл.
Сахар майĕпен крыльца çине утса тухрĕ. Пурте ун çинелле пăхаççĕ. Мĕскĕннĕн пăхаççĕ çав куçсем.
— Темскер каласшăн пулас эсир, тăвансем? Мĕншĕн пухăнтăр? — пĕлмĕш пулса тӳлек сасăпа ыйтрĕ хуçа.
Çынсем каллех пĕр-пĕрин çинелле пăхкаласа илчĕç. Çав хушăра Тевлеш ыттисен умне маларах тухса тăчĕ. Сахартан лаша туяннă чух вăл унпа мăкăричне те юнашарах ларса ĕçнĕччĕ, çывăх çынпа сăмахланă пекех шăкăл-шăкăл калаçнăччĕ. Апла вăл ăна ятламĕ-ха, тен, ăнланĕ те.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...