Çавраҫил :: Пиллӗкмӗш сыпӑк
— Эпĕ сана комсомола кĕртесрен хăрать пулĕ-ха вăл, — кулса илем пек турĕ Хрестук. —Тата эсĕ çук çын хĕрне юратса пăрахасран та сехри хăпнă. — Хĕр ура çине тăчĕ. — Пĕлетĕн-и, Сергей, эпĕ халĕ ялти чи пуян хĕр...
Йĕкĕт те тăчĕ. Хрестук çине тĕлĕнсе пăхрĕ.
— Мĕн?
— Сахар тете мана тем те парнелерĕ паян. Акă, курăн, ыран вăл инкеке лекнĕ тутарсене те пулăшĕ. Хам пулсан та çаплах тумалла. Ак, çак капана çаптармалла та, тыррине выçă юлнă çемьесене памалла. Каяр пулĕ, Сергей. Аван мар. Сахар тете курĕ те тем калĕ. Шикленетĕп эпĕ унран.
— Атте кăмăллать сана.
— Çавăнпа хăратăп та. Каяр.
— Паян эпир лайăххăн калаçаймарăмăр та.
— Паян калаçса пĕтерсен, ыран валли сăмах юлмасть.
Вĕсем, йăмрасем патĕнчен утса иртсе, мунча патне çитрĕç. Сад тавра çаврăнса, урама тухрĕç.
— Ырă каç пултăр эппин, Сергей, — тесе, Хрестук йĕкĕте тахăш самантра питĕнчен чуптуса илчĕ те çил вĕçтерсе кайнă пекех куçран çухалчĕ.
Сергей ӳт-пĕвĕ тăрăх темле пĕтĕм чуна кăмăллатса яракан ăшă варкăш чупса иртрĕ.
Улахра
Петр Петрович Анюк патне Паласкас урамĕпе мар, пахчасем хыçĕпе кайрĕ. Кунти чăвашсем пахча вĕçне, анкартипе юнашар, кантăр акаççĕ. Нумай пулмасть шăтса тухнă кантăр каçсерен уйрăмах ăша кăтăклантаракан шăршă сарать. Петĕр çав шăршăпа чыхăнса икĕ хутчен хытах апчхулатса илчĕ.
Анюк хуняшшĕпе хунямăшĕ ялта хисеплĕ çынсем. Вĕсен пĕртен-пĕр ывăлĕ Элекçей те маттур йĕкĕтчĕ. Анчах ним тума та çук, хăйĕн телейĕ пулмарĕ çав — вăрçă хирĕнчен таврăнаймарĕ. Ашшĕпе амăшĕ халь уншăн çав тери кулянаççĕ. Кинĕ, Анюк, çамрăк та чиперскер, ĕмĕрне пĕччен пурăнса ирттереймĕ ĕнтĕ: е пăрахса кайĕ, е пĕр-пĕр хусаха киле кĕртĕ теççĕ. Киле кĕртес çынĕ йĕркесĕр пуласран, хăйсене сумран кăларасран хăраççĕ вĕсем.
Петĕр пахчаран урама тухрĕ, Анюксен килĕнче çутă пуррине курсан, хавасланса кайрĕ, чӳрече патне пырса, кантăка хуллен шăкăртаттарса шаккарĕ. Кĕçех чӳрече каррин аял вĕçĕ уçăлчĕ те, унта Анюк курăнса кайрĕ. Вăл пуçне сĕлтрĕ те, вара çав самантрах лампа çути лап! сӳнчĕ. Алкум алăкĕ уçăлни, йытă вĕрсе яни, «Шарик, шăп!» тени, ăна тем пăрахса пани илтĕнчĕ. Анюк калинкке алăкне уçрĕ. Вĕсем пӳрте кĕчĕç.
— Мĕншĕн сӳнтертĕн? — ыйтрĕ Петĕр.
— Çынсем курĕç те, аван мар терĕм. Тата хам та сире курăнма вăтанатăп, — ăшшăн кулкаласа пăшăлтатрĕ Анюк.
— Эпĕ вара юри сана курасшăн кĕтĕм. Тĕпел кукринчи чӳречине лайăх кар та, çавăнта çут, — сĕнчĕ Петĕр.
Анюк итлерĕ. Петĕр те унта кĕчĕ. Çамрăк хĕрарăм паçăрах хатĕрленĕ ĕçме-çимеллине сĕтел çине пырса лартрĕ, пĕр вăтанса та именсе, çепĕç те ачаш чĕлхепе:
— Ларсамăр, Петр Петрович, ан тиркĕр, — терĕ Анюк икĕ стакана аншарли тултарчĕ, пĕрне кĕтнĕ хăнине сĕнчĕ. Петĕр ытти чухне çак шĕвеке нихçан та ĕçес çукчĕ, анчах вăл хĕрарăм кăмăлне хăварма юраманнине те аван пĕлет.
— Сан сывлăхушăн, эппин, Анюçăм, — тесе, Петĕр унăн стаканĕпе шаклатса илчĕ, хăйне хăй ирĕксĕрлесех ĕçсе ячĕ. Анюкĕ стаканне тытнипех тăчĕ-ха. — Эсĕ тата мĕн? Ма ĕçместĕн? — ыйтрĕ хăна, именчĕклĕн пуçне чиксе тăракан ытарайми хĕрарăм çине пăхса.
— Петр Петрович, нихçан та ĕçмен эпĕ ку япалана. Каçарăр.
— Юрĕ, хистемĕп. Эсĕ мана хăналарăн пулсан, эппин, эпĕ те парăмра юлам мар. Çăкăр-тăвар хире-хирĕç тенĕ пек пултăр. — Петĕр кĕсйинчен коньяк кĕленчине кăларса уçрĕ те сĕтел хĕрринчи таса стакана чăпах тултарчĕ. — Кил-ха, Анюçăм, çакна ĕçсе пар эппин. Куна юрать, — сĕнчĕ Петĕр, Анюка халиччен никам та «Анюçăм» тесе чĕнменччĕ-ха, çавăнпа та унăн сăнĕнче вăтанни те, савăнни те сисĕнчĕ.
— Ытлашши хăватлă мар-им ку? — хăна çине чеен пăхса илчĕ хĕрарăм.
— Ан хăра. Ку япала пирĕн Раççейре чи лайăххи, — тесе, Петĕр тепĕр стакан тултарчĕ, Анюк стаканĕпе шаклатрĕ. — Ну, сан сывлăхушăн эппин!
Анюк кăштах пăрăнчĕ те тутанса пăхрĕ, унтан тин ĕçрĕ, çур стаканне каялла лартрĕ.
— Малтанлăха капла та юрать, — Петĕр хăй те çур стаканне çеç сыпрĕ, вилка çине ăшаланă шăрттан татăкĕ тирсе, Анюка сĕнчĕ. — Çырт, акă.
Анюк халиччен кун пек япала курманччĕ. «Авă мĕнле иккен вĕсем, ырă çынсем. Хĕрарăма чыслама та пĕлеççĕ», — тесе шутларĕ вăл. Хăйĕн пичĕ те ĕçнипе, те вăтаннипе, те урăх шухăшпа хĕп-хĕрлĕ хĕрелсе кайрĕ.
— Пăхатăп та сан çине, пиçсе çитнĕ анис улми пекех эсĕ, Анюçăм. Кил-ха, ларар-ха юнашар. — Петĕр ăна аллинчен тытрĕ. Хăйне арçын алли лексен, Анюк шартах сиксе илчĕ, тата ытларах хĕрелсе кайрĕ, аван мар, аван мар тесех, хăнапа юнашар ларчĕ.
— Петр Петрович, сирĕн арăмăр пур-çке. Пĕлес-тăвас пулсан...
— Мĕн арăмĕ пултăр вăл ман? Эпĕ ăна юратса илменнине пĕлетĕн-тĕр ĕнтĕ.
— Ăçтан пĕлем-ха эп. Вара юратмасăрах авлантăр пулать-и? —хăюланчĕ Анюк.
— Хам мар, çынсем авлантарнă мана.
— Ун пек те пулать-и? — тĕлĕнчĕ Анюк.
— Мĕн тăвас тетĕн, пулать çав. Аслисем е уйрăлса тухнă, е качча кайса пĕтнĕ. Захар Петрович салтакраччĕ. Ватă аттепе анне килĕнче эпĕ, кĕçĕнни, пĕчченех юлнă.
— Тепĕртаках ĕçер-ха, Анюç, итлеме кăмăлу пулсан, йăлтах каласа парăп. Тен, мана ăнланăн, хĕрхенекен пулăн. Тĕрĕссипе, тĕнчере сан пекех тăлăх эпĕ. Чĕре пĕр-пĕччен манăн. Кил-ха эппин...
— Ӳсĕрĕлсе кайăп та...
— Усĕрĕлместĕн, чунăм. Эпĕ сан илемӳшĕн, сан ырлăхушăн ĕçетĕп. Килĕшрĕмĕр-и?
— Эпĕ сирĕн пек çавăрса калаçма пĕлместĕп те... Турă пулăр, аплах ан пăхăр, вăтантаратăр. Сирĕн сывлăхшăн пултăр эппин.
Вĕсем тепрер сыпкăм ĕçрĕç.
— Ун чухне эпĕ пурĕ те вун улттăра çеç пулнă, — пуçларĕ Петр Петрович. — Пĕчĕк çеçчĕ. Ак çакăн пек сăмса шăлайман ача. — Петĕр аллине тăсса кăтартрĕ. — Авлантаратпăр, хĕр пăхма каятпăр теççĕ. Лаша та кӳлсе тăратнă. Эпĕ тарса пытантăм хайхи. Аслăк тăрринчи улăм ăшне кĕрсе выртрăм. Шырарĕç пулмалла. Тупаймарĕç. Вара хĕрне хăйсемех илсе килнĕ, мансăр пуçнех туй пекки туса ирттернĕ. Эпĕ аслăк çинче чăхсем çăмарта тăвасса çеç кĕтсе выртатăп. Çăмарта ĕçетĕп те — каллех улăм ăшне...
— Кай, Петр Петрович, ахаль култаратăр пулĕ эсир, — тесе, Анюк сасăпах кулса ячĕ.
Çак самантра Петĕр сылтăм аллипе Анюка çинçе пилĕкĕнчен ачашшăн çупăрласа тытрĕ те хăй çумнерех чăмăртарĕ. Хĕрарăм чĕтресе илчĕ, анчах хирĕçсе тăмарĕ. Тен, çак вăхăтра вăл Петĕр юмахне текех итлесшĕн те пулмарĕ пулĕ...
— Турăшăн-хĕвелшĕн те суймастăп. Виççĕмĕш кунне çăмарта илме тесе йăраланса тухатăп та, пăхатăп, атте тăра парать. «А-а, таркăн, эсĕ кунта-и-ха, — тесе, хăлхаран çатăрласа илчĕ те аслăк çинчен сĕтĕрсе антарчĕ. — Тасалкала. Кин кăмакаран çăкăр та кăларчĕ, апат та пĕçерчĕ», —тет. Анне тухса тăчĕ. Ху пĕлетĕн, вăл пирĕн тĕреклĕ хĕрарăмччĕ. Эпĕ аннене пăхнă. Хайхискер пычĕ те мана пĕчĕк ачана çавăтнă пекех пӳрте тăнкăртаттарса илсе кĕрсе кайрĕ. «Акă вăл, кин, санăн упăшку. Паллашăр», тет. Пăхатăп та, ман умра хам аннерен кăшт кăна çамрăк хĕрарăм тăра парать. Хăраса ӳкрĕм. Тарма тăтăм. Каллех аттепе анне ярса тытрĕç. Вĕсене ман валли арăм мар, хăйсемшĕн ĕçлекен хĕрарăм кирлĕ пулнă. Çавăнпа ача-пăча таврашĕ çук манăн, Анюçăм. Эх, мĕншĕн хăй вăхăтĕнче курман-ши сана эпĕ?
— Эсир авланнă чухне эпĕ ача кăна пулнă çав.
— Кĕтеттĕм ӳсиччен. Тем тусан та авланмастăмччĕ.
— Сана эпĕ няньăпах усранă пулăттăм. Тепĕр тесен, халĕ те кая юлман-ха эпир, Анюç. Ача-качка çук. Вăл ватă— Петĕр çавăнтах юнашар вут-кăвар пек вĕри Анюка ыталаса илчĕ, хăй çумне пăчăртарĕ. Çамрăк хĕрарăм хăй те сиссе юлаймарĕ, темле асамлă вăя парăнса, ачаш та вĕри аллисемпе хăнана ыталаса илчĕ. Петĕр чĕпкуç лампине вĕрсе сӳнтерчĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...