Çавраҫил :: Пиллӗкмӗш сыпӑк
Хăналăха тееççĕ.
ПУРТЕ:
Карăш ятăм пахчана
Кăвак чечек пуçтарма.
Эпĕ тухрăм çак вăййа
Хам савнипе савăнма.
Çавăн пек тата темиçе çаврăм юрланă хыççăн Кавал йĕкĕчĕсем, вăйă картинчен тухса, ункăланса тăчĕç. Яшма йĕкĕчĕсем те çапла турĕç. Халĕ пĕр-пĕринпе ăмăртса ташлама хатĕрленеççĕ, Иван кăкăрĕ çине шуса аннă пурçăн тутăрне каялла ывăтрĕ, хут купăсне çăмăллăн кăна çӳлелле çĕклесе, пĕр-икĕ хутчен нăйăклаттарса илчĕ, унтан ташă кĕвви калама пуçларĕ. Яка Элюк кĕттермерĕ, вăрăм çӳçне аллипе хыçалалла шăлса, çав самантрах ташша ячĕ. «Ташланă чух Элюкăн ури çĕре перĕнмест тесе шӳтлеççĕ хăш-пĕрисем. Йĕкĕтсем ташлаççĕ, ача-пăчасем йĕри-тавра чупкаласа çӳреççĕ, хĕрсем вăйă калаççĕ.
Урапи тусан тустарать,
Ялĕ пасар пуçтарать.
Ай-хай лайăх хĕр вăййи
Пĕтĕм çынна пуçтарать.
Ещĕк-ещĕк юнашар,
Хăшĕ иçĕм çырли-ши?
Ушкăн-ушкăн сар йĕкĕт,
Хăшĕ мана çырни-ши?
Иван тăруках чарăнчĕ, йĕри-тавра пăхкаласа илчĕ, унтан йĕкĕтсем çине кăмăллăн пуçне сĕлтрĕ те, тепĕр хут калама пуçларĕ. Хуткупăсĕпе пĕрле хăй те юрласа ячĕ:
Эй, çил вĕрет, çил вĕрет те,
Çил çĕклентерсе ярать...
Ыттисем ун юррине çавăнтах ярса илчĕç, çĕкленӳллĕ юрласа ячĕç.
Хăй чĕрипе чăтаймасăр,
Йĕрсе юрласа ярать.
Пирĕн урам анаталла,
Шуса анать пĕр çуна.
Эп урампа иртнĕ чухне
Йĕрсе юлать хĕрача.
Шавлать, кĕрлет, янăрать ешĕл улăх. Юрлаççĕ, ташлаççĕ, савăнаççĕ çамрăксем çурхи йывăр ĕçсене вĕçленĕ хыççăн.
Шăпах вăйă-кулă хĕрсе çитнĕ вăхăтра, кĕтмен-туман çĕртен:
— Пуша-ар!.. Пуша-ар!.. — тенĕ хăрушă сасă янăраса кайрĕ.
Улăх шăпăртах пулчĕ. Пурте Тутар Яшми еннелле пăхрĕç. Ял варринче хура хăмăр тĕтĕм мăкăрланать, ун витĕр вут чĕлхисем курăна-курăна каяççĕ.
— Пушар сӳнтерме, юлташсем! Пурте пушар сӳнтерме! — илтĕнчĕç унтан та кунтан пăлханчăк сасăсем.
Улăхри темиçе çĕр çамрăк тутар ялĕ еннелле чупрĕ.
Сасартăк Тутар Яшми хирĕ пуçланакан сăрт çамкинчен тем çӳллĕш çавраçил пĕтĕрĕнсе тухрĕ, уй урлă каçса, тăвалла тăсăлса хăпаракан вăрăм урама çавăрттарса кĕчĕ, çул çинчи çӳп-çапа, кантрасем çине типме çакнă кĕпе-йĕме, улăм витнĕ пӳрт тăррисене хăй ытамне тытса илсе, таçта хăямата çити вĕçтерсе кайрĕ, пĕр хушă ĕшеннĕ пек пулса, вĕсене хăйĕн ытамĕнчен тирпейсĕррĕн сапаласа пăрахса хăварчĕ те, каллех вăя кĕрсе, хăй çулĕ çинчи çĕнĕ япаласене тулама пуçларĕ.
Акă вăл, çулне улăштарса, тĕтĕмпе мăкăрланакан çурт патне ывтăнса çитрĕ, ун çине талпăнса кĕрсе, ăна тустарма тытăнчĕ, çунакан çурт çинчен çĕршер вутпуççи ытамласа илсе, ял тăрăх сапаласа тăкма тапратрĕ, тăкса пĕтерчĕ те, каллех асар-писеррĕн ахăрашса кайрĕ.
Чăваш Яшми ачисем Палас урлă пуринчен малтан чупса каçрĕç. Пĕчĕк пулин те, вĕсем те витресемпе шыв йăтнă. Чи малта Кукша Антунпа Вова ыткăнса пыраççĕ. Антунĕ — малта, Вова унран пĕр çич-сакăр утăм кайра чупса пырать. Пушар сӳнтерме хыпаланса, ачасем çавраçил хăйсем çинелле ахăрса килнине туймарĕç те, Антунĕ чупса иртсе кайрĕ-ха, Вова шăпах çавраçил варрине лекрĕ, çил турткаласа лăскама пуçласан вара аллинчи витрине лаштах кăларса ӳкерчĕ. Вăл çавраçил хăйне куçа курăнман аллисемпе çатăрласа тытнине, çĕр çинчен çĕклесе хăй ытамне çавăрса илнине, тусанпа, çӳп-çаппа пĕрле сывлăшра пĕтĕрме пуçланине сиссе те юлаймарĕ.
— Пĕтрĕ! Пĕтерчĕ ачана! — тесе çухăрашса, пушар сӳнтерме чупакан çынсем çавраçил хыçĕнчен ыткăнса хăвалама пуçларĕç. Теприсем, ним тума пĕлмесĕр, пĕр вырăнта хытса тăчĕç — çавраçил вĕçтерсе пыракан ачапа çĕнĕрен те çĕнĕ килсенче хыпа-хыпа каякан çуртсем çине куçĕсене чарса пăхрĕç, пĕлĕтелле тинкерсе, çӳлти турăран пулăшупа çăлăнăç ыйтрĕç. Анчах çавраçил никама та итлемест, никамран та хăрамасть. Акă вăл: пăхăр, курăр, ак эп мĕнлескер тенĕ пек, Вовăна пӳрт çӳллĕш улăхтарса кайрĕ те сасартăк çулне пăрса, тӳрех мечĕт еннелле пĕтĕрĕнсе вирхĕнчĕ. Хыççăн чупакан çынсем, ним тума пĕлмесĕр, чарăнса тăчĕç. Нумайăшĕ, ача мечĕт стенине пырса çапăннине курас марччĕ тесе, пĕлĕтелле пăхса сăхсăха-сăхсăха илеççĕ е кутăн çаврăнса тăраççĕ. Акă Вова мечĕт çывăхĕнчех ĕнтĕ. Вăл халь-халь унта çапăнса пашалу пек лĕштĕр пулать те, ӳчĕ çĕре лаплатса ӳкет. Анчах... анчах çак хăрушă самантра тем пулчĕ — Вова, юмахри куçа курăнман кавирпе вĕçсе аннă пек, ерипен аялалла ярăнса анчĕ те шăпах мечĕт никĕсĕ умне тăсăлса выртрĕ. Ахăрса-уласа пыракан тискер çавраçил, çӳллĕ мечĕте çапăнса, лĕштĕрех пулчĕ — çакăнпа унăн çулĕ вĕçленчĕ.
Çынсем сехри хăпнипе Вова çывăхне пыма та хăраса тăнă хушăра унта Сахар чупса çитрĕ. Пичĕ çинче этем сăнĕ те çук: вăл йăлтах шурса-кăвакарса кайнă. Акă ĕнтĕ пĕшкĕнсе хăлхине ывăлĕн кăкăрĕ çине хучĕ, чĕри тапнине итлеме тăчĕ, анчах çак самантра сарă хулăн çӳçĕ тусăлнă, сăнне те, тăнне те çухатнă Тарье чупса çитрĕ те, ывăлĕпе упăшки умне тăсăлса ӳксе, пĕтĕм çын чĕрине ыраттармалла хăрушă сасăпа:
— Эй, турă! Мĕнпе çырлахтараймарăмăр-ши сана?! — тесе кăшкăрса ячĕ.
Сахар ывăлне ерипен çĕклесе хăй çумне çупăрласа тытрĕ, никама ним сăмах каламасăр килĕ еннелле хыпаланса утрĕ.
— Сахар!.. Сахар... Чĕрех-и хăть? Чĕрĕ-и тетĕп?! Эх, ачам!.. Ачам мĕнлескерччĕ!.. — кăшкăрса йĕрсе пычĕ Тарье хыçалтан. Анчах хуçа çаплах сăмах чĕнмерĕ. Палас урлă каçса, вĕллесем хушшинче курăнми пулчĕ.
Усал чух ялан çапла вăл. Халĕ те тĕлĕнмелле лăпкă çанталăк тăнă хушăрах асар-писер çил талпăнса тухрĕ. Çавраçил сапаласа хăварнă вутпуççисем, çав çилпе амаланса, çĕнĕрен çĕнĕ килте пушар кăларма пуçларĕç. Халăх ним тума аптăранă. Пĕр çĕре чупса çитсе шыв сапать кăна — тепĕр çĕрте çурт-йĕр шатăртатса çунма пуçлать.
Пушар вăйлансах пычĕ. Вăл хирелле каякан вăрăм урамран мечĕт урамне те сиксе ӳкрĕ. Тӳпере пĕтĕм ял çийĕн тĕтĕмпе хутăш хĕрлĕ кăвак вут чĕлхисем явăнаççĕ. Пӳрт тăррисем, кĕлетсем лашлата-лашлата ишĕлеççĕ, вĕсен айĕнчен сывлăшалла ывтăнса çĕкленекен вутпуççисем, çил ытамне лексе, татах такам валли хуйхă-суйхăпа инкек шыраса, таçталла вĕçсе çухалаççĕ.
Тури Яшма енчен пĕр пушар лаши вĕçтерсе килни курăнса кайрĕ. Хĕрлĕ çӳçлĕ хуçа, урапи çине хăпарса тăнăскер, сулахай аллипе тилхепе тытнă, сылтăммипе çине-çинех лашине ăшалантарса пырать. Урапи çинчи насуспа пичĕке темле кăна сирпĕнсе юлмаççĕ. Акă вăл çунакан пĕр çурт патне вăркăнса çитрĕ, лашине аранах вут ăшне кĕртсе ямарĕ — юрать-ха, пĕр правуртарах арçын чĕлпĕртен тытса чарма ĕлкĕрчĕ.
— Тăвансем, пулăшăр! — кăшкăрчĕ те вăл, хăй çавăнтах насус пырне сӳтме пуçларĕ. Тăватă-пилĕк арçын насус патне улăхса тăчĕ. Пичĕке çăварне уçрĕç те, çавăнтах хуçине пăсăрлантарма пуçларĕç.
— Эх, йĕксĕк Ваççукĕ, шыв ăçта!? Пичĕкӳ пушах-иç сан!
— Ĕмĕр тăршшĕпех çывăрса пурăнать, анкă-минкĕ!
— Пички çеç мар, пуçĕ те ун пуш-пушах!
— Мĕнле пушах?! —хыпăнса ӳкрĕ пушарник. Вăл çавăнтах лашине каялла çавăрса Палас хĕррине вĕçтерчĕ. Ун хыçĕнчен пуш пичĕке тăнкăртатса пычĕ.
Халĕ ĕнтĕ çунакан çуртсен çывăхне те пыма çук: çĕр-çĕр аллă метртах тӳсме çук пĕçертет. Кӳршĕ ялсенчен килсе çитнĕ пушарниксем те нимĕн те тăваймаççĕ. Пичкери шыва брезент пыршă витĕр пĕр-пĕр айккинерех çунакан çурт çине сапкаласа пĕтереççĕ те, вĕрие тӳсеймесĕр, насусĕсене аяккарах туртса каяççĕ. Пур пек пусăсенче шыв та юлмарĕ. Паласа çитме ик çĕр - виç çĕр метр каймалла. Тĕрĕссипе, ĕнтĕ ăна çунакан çуртсем патне çĕклеме те пăрахнă: пĕрех усси çук. Витре шыв та халĕ вĕри çатма çине çу тумлатнă пек çеç.
Çӳçĕ-пуçĕсем тусăннă хĕрарăмсем ухмаха тухнă пек çухăрса йĕреççĕ, пуçĕсене çĕклесе, пĕлĕтелле пăхаççĕ. «Элле пĕсмелле, элле пĕсмелле» тесе, типсе кайнă тутисене çуласа илеççĕ. «Эй, алла, кӳрсегĕс, булăшсагăс бĕзге»1 тесе, турăран пулăшу ыйтаççĕ. Хăраса ӳкнĕ пĕчĕк ачасем амăшĕсене кĕпе аркинчен е аллисенчен ярса тытнă та, вĕсем те пĕрлех йĕреççĕ. Пысăкраххисем çитĕннисемпе пĕрле пур пек чăх-чĕпне, хур-кăвакалне картишĕнчен хăваласа кăларма, кил-çуртри япалисене мĕнле те пулин илсе тухма васкаççĕ.
Нурулла пушар пуçлансанах вырăнĕ пеккине хул хушшине хĕстерсе Палас хĕррине кайса пăрахрĕ те хăй çынсене пулăшма чупрĕ. Нумай тăрăшрĕ вăл. Çунакан çуртсене кĕрсе кайса пĕчĕк ачасене, арчасене, тӳшек-минтерсене çĕкле-çĕкле тухрĕ. Хăй йĕп-йĕпе тара ӳкрĕ. Ял çыннисем ăна шывпа пырса сапаççĕ те, вăл каллех çунакан çурта кĕрсе кайса мĕн те пулин йăтса тухать.
Ун патне лайăх çи-пуç тăхăннă çын чупса пычĕ те:
— Нурулла, манăн лаша витере, тархасшăн кăларма пулăш, — тархасларĕ вăл.
Нурулла калаçса-туса тăмарĕ, çунакан хапха витĕр карташне кĕрсе кайрĕ, вите алăкне уçса, унта персе кĕчĕ. Йĕвен чĕлпĕрĕнчен ярса илсе, янавара тулалла сĕтĕрме пуçларĕ. Анчах лаши урисемпе каялла тĕревленчĕ, витерен нимпе те тухасшăн пулмарĕ. Нурулла тăруках çаврăнса, ăна ик-виçĕ хутчен чĕлпĕрпе сӳсе илчĕ, унтан кĕлеткинчен аллисемпе тĕртме пуçларĕ, анчах чĕтреве ернĕ выльăх вырăнтан та тапранмарĕ. Нурулла чĕлпĕрне çаплах вĕçертмерĕ, витерен сирпĕнсе тухрĕ, аван мар сăмахсемпе ятла-ятла, янавара ирĕкелле сĕтĕрчĕ. Унччен те пулмарĕ, лаша вите алăкĕнчен сирпĕнсе тухрĕ, çын аллинчен вĕçерĕнсе, çунакан хапха патне вăркăнса пычĕ, тăпах чарăнчĕ, хартлатса илчĕ, унтан, хӳрине тăратса, картиш тавра чупма пуçларĕ. Хуçи: бах! бах! тесе, аллисене ун еннелле тăсрĕ, анчах урса кайнă янавар çаврăнса та пăхмарĕ. Нурулла, тепĕр хут чĕлпĕртен ярса тытасшăн пулса, темиçе хутчен те ăна хирĕç тăчĕ, анчах çук, тытаймарĕ. Картиш тавра виçĕ хут чупса çаврăннă хыççăн лаша каллех хăй вити умĕнче чарăнса тăчĕ, тепĕр хут хартлатса илчĕ, çунакан витене хуллен, лăпкăн кĕрсе кайрĕ. Нурулла каллех унта ыткăнчĕ — ĕлкĕреймерĕ: çак самантра айван янавар хырăмĕ шартлатса çурăлни илтĕнчĕ. Ку вăл шăпах йытти Хрестука туланă мулла лаши пулчĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...