Çăлтăр


Куртăм çăлтăр тӳпере

Çутатать вăл пĕлĕте

Калаçать манпа пĕрле

— Çутă çăлтăр, — ыйтрăм эпĕ. —

Мĕн кĕтет мана малта?

— Эсĕ хăв кĕтетĕн мĕн,

Мĕнле ĕмĕт сан чунра?

Çавă пулĕ тăрăшсан

Ĕмĕтлен эсĕ ялан.

Çирĕп пул кăмăлупа

Тăрăш, пурăн юратса,

Шкулта вĕрен тăрăшса.

— Çăлтăр, тавтапуç сана

Эсĕ пул ялан манпа.

Çавăн пекех пăхăр

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Энтри (2008-11-22 21:31:28):

Куртăм çăлтăр тӳпере

 

Çутатать вăл пĕлĕте

 

Калаçать манпа пĕрле

Ăнланма йывăр предложенирен пуçланать сăвă, малалла вуласан çăлтăрпа калаçни курнать. Анчах та 'калаçать манпа пĕрле" тени вырăсла янрать, чăвашла "манпа калаçать" темелле.

Чарăну паллисене тĕрĕс лартманни, автор калас шухăша ăнланассине йывăрлатать.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемсĕр | Шухăшĕ: мухтамаллах   мар

 

Admin (2008-11-22 21:42:32):

Сăвви чăнах та пулсах çитеймен пулĕ. Якатмалла.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемсĕр | Шухăшĕ: мухтамаллах   мар

 

Саша (2008-12-29 18:25:00):

Алеша çырнă сăвва хурламалла тесе шутламастăп, мĕншĕн тесен ача вырăсларах пулни тӳрех курăнать.Сывлăх,ăнăçу сана,Леша

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: мухтамаллах   мар | Содержанийĕ: вăтам

 

Елен (2011-03-31 13:35:49):

Алеша çырна сăвă япăх мар тесе шутлатăп.Çыракансен йышĕ нумайлантăрччĕ. Çырна май якалать.Тен,Леша малтанхи утăмсем тăвать-ха.Ăнăçу сана,Алеша!

Чĕлхе илемлĕхĕ: чаплах   мар | Шухăшĕ: мухтамаллах   мар | Содержанийĕ: вăтам

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: