Çăлтăр


Тахçан сĕм авал та мар, халĕ те мар пурăннă тет пĕр вăрманта пĕр кĕтӳ лаша. Вĕсен хуçи пулман тет. Лашасем хăйсене май пурăннă тет. Çуллахи шăрăх кунсенче тарăн варсем тăрăх çӳресе ем-ешĕл курăка çивĕч шăлĕсемпе хырса çинĕ, вăй-халне çирĕплетнĕ, çырма тĕпĕнче шăнкăртатса юхакан тăрă шыва ĕçсе ăшĕсене пусарнă. Хĕлле вара йывăç тураттисене кăшланă, шурă юра качăртаттарса çинĕ.

Пĕр хĕвеллĕ те лăпкă çурхи кун çак кĕтӳри пĕр Шурă лаша хăмланă тет. Хушка тихи вара питĕ шухă пулнă тет. Вăл кунран-кун çирĕпленсе, тĕрекленсе пынă тет. Унăн çак тĕнчере мĕн пуррине питĕ пĕлес килнĕ тет, çак вăрмантан тухса курас килнĕ тет.

Пĕррехинче çапла çак тиха кĕтӳрен уйрăлса кайнă тет. Чылайччен вăрман тăрăх çĕтсе çӳренĕ хыççăн пĕр йывăç айне канма выртнă тет те çывăрсах кайнă тет.

Çак вăрман хĕрринче пĕр чухăн хресчен çĕр ĕçĕпе ĕçлесе пурăннă тет тата вăрмана сунара çӳренĕ тет. Курнă тет хайхи çак тихана, тытнă тет те пысăк витене хупса лартнă тет. Çамки çинчи шур паллине кура тихана Çăлтăр тесе чĕнме пуçланă тет. Çăлтăр хăвăртах алла хăнăхнă тет, хресчене хуçалăхра пулăшма пуçланă тет. Хресченĕ Çăлтăра юратса пăхнă тет: сĕлĕ, урпа çитернĕ тет. Анчах та Çăлтăр хăйĕн тăванĕсемсĕр питĕ тунсăхласа çитнĕ тет. Пĕр ирхине вăл карта урлă сикнĕ тет те вăрманалла çил пек вĕçтернĕ тет. Пуçне ухса, çилхине вĕçтерсе чупнă тиха. Тискер чĕр чунсем тапăнасран хăлхине тăратсах итленĕ тет, асăрханса çӳренĕ, хăйĕн кĕтĕвне шыранă.

Нумай çӳренĕ-и çак тиха, сахал-и, пĕр каçхине хăйĕнчен инçех те мар лаша мĕлкисене асăрханă та савăннипе кĕçенсе янă. Кĕтӳри лашасем каçхи шăплăха сирсе тулхăрма пуçлана. Шурă лаша хăйĕн ывăлне паласа илнĕ, Çăлтăр патне вĕçтерсе çитнĕ. Ытти лашасем таркăн тихана тӳрех паласа илнĕ тет, пур енчен те сырса илсе мĕн курни-илтнине каласа пама ыйтнă тет. Çăлтăр вĕсене шурăмпуç киличченех хăй ăçта çĕтсе çӳрени çинчен тĕпĕ-йĕрĕпе каласа панă. Лешсем хăлхисене тăратсах итленĕ тет. Çынсемпе пурăнма лайăхраххине ăнланнă тет хайхисем. Пурте пĕрле пухăнса хресчен патне кайма шутланă тет.

Леш хресченĕ те Çăлтăра çухатсан канлĕхне çухатнă тет. Ăçта кăна çитмен пуль, камран кăна ыйтман пуль хăйĕн çĕнĕ тусĕ çинчен, анчах никам та ăна пулăшма пултарайман. Шанчăкне те çухата пуçланă ĕнтĕ вăл. Телейĕ вара юнашарах пулнă. Çăлтăр пĕччен мар, пĕр кĕтӳ лаша ертсе килнĕ. Паян кунчченех вара лаша хресченĕн çывăх тусĕ пулса юлнă тет.

Çавăн пекех пăхăр

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


оксана тайкина (2010-11-10 15:02:16):

маттур эс анатолий! мана пите килешре.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: