Пĕлĕтсем лутраланчĕç


Сашăна курасшăн пулнă хăна сăпайлăскер иккен. Вăл хăй малтан алне тăсрĕ.

– Паллашар эппин. Эдуард.

– Саша…

– Пирĕн районти комсомол райкомĕн секретарĕ, – хушса хучĕ Петров.

Григорьевăн чĕлхи çыхланчĕ. ăçтан калатăр-ха вăл хăй те хуларах юлма ĕмĕтлĕ пулнине, яла вара хăйĕн хĕр-юлташĕ хыççăн çеç кайма килĕшнине? Çук, куна шарлама кирлĕ мар. Ял пурнăçĕ ютă мар уншăн, хăнăхнă-ха.

– Сире тĕпчев институтне хăварасшăн пулнине те пĕлетĕп, – хăна шахвăртарах калаçма пуçларĕ. – Эсир комсомолăн факультетри бюро членĕ те пулнă иккен. Аван. Общество ĕçне хăнăхни милĕке мунча умĕн пĕçерниех, часах çаралмĕ çулçăран.

Кĕçех калаçу юхăма май кайрĕ. Райком секретарĕ Юра Петровсен тăванех иккен, пушă вĕçнерех тивет пулсан та тăванах. Малтан ял хуçалăх институчĕ пĕтернĕ, агрономра ĕçленĕ. Халĕ вара тăваттăмĕш çул комсомол лавне туртса пырать, паллах, сăрталла ĕнтĕ.

– Ижендеевăпа та калаçса пăхăр-ха, ытла хăрасах ан ӳктĕр вăл, – сыв пуллашнă май ыйтрĕ секретарь. – Çамрăк специалистсем хĕл варринчи хĕвел пек пирĕншĕн. Сивĕрен вара хăрама кирлĕ мар, çур кунне çитетех…

Вăл Сашăпа Лида юлташлăхĕ çинчен те пĕлет пулмалла. Петров ĕçĕ ĕнтĕ ку…

– Чипер юлăр.

– Август уйăхĕччен эппин. Кĕтетпĕр. Саша çутă пӳлĕмрен ансăр коридора тухрĕ. Унăн ăшĕнче темĕн хускалчĕ пулмалла. Мĕн-ши вăл? тен, ăнсăртран килсе тухнă паллашу пăлхатрĕ-ши?

3.

Лидăсен хваттерĕнче ашшĕ çеç пулчĕ. Сергей Иванович, ырă та кăмăллă арçын, хулара пысăк вырăнта ĕçлет. Яштака та вăрăм пӳллĕ, ал хурсийĕ пуслăх пек. Сасси вара çемçен илтĕнет, баритон пулма кирлĕ.

– Салам, Саша, салам, – шӳтлерех пуплерĕ кил хуçи, хăна аллине ыратмаллах чăмăртаса. – Шел, Лида иртенпех таврăнмарĕ-ха.

– Каçарăр чăрмантарнăшăн, – каччă пӳлĕмрен тухма шутланăччĕ çеç, ăна çирĕп алă çатăрласа та тытрĕ.

– Э, çук, хăнасене капла яма хăнăхман эпир.

Атя, иртсе лар. Чей ĕçĕпĕр.

Йĕкĕт хăйне хăюсăррăн тытни хуçана татах та астарса ячĕ.

– Мĕнле-ха капла, ман хĕре хăв аллунтан вĕçертрĕн? Мĕн, вăл качча каяймасăр Донна Роза пек ват хĕре юлтăр тетĕн-и?

Каччă кил хуçи шӳтне ăнкарчĕ пулмалла, тинех сывлăш çавăрса илчĕ.

– Малтан ялти шкула кайса миллионерша пултăр-ха, вара калаçма та юрать.

– Наука кандидачĕн арăмĕ ялта пулни килĕшетех-ши?

– Кандидачĕ хăй те яла каять.

Иккĕшĕ те харăсах кулса ячĕç. Çакă шӳт вĕçленнине пĕлтерчĕ. Сергей Иванович сĕтел çине эрех кăларса лартрĕ, çыртмаллисем хурса тултарчĕ. Саша малтан турткаланма та пăхасшăнччĕ, анчах та шарламарĕ. Кил хуçин ăшĕ çунать пулас, тем каласшăн пек курăнать. Паллах, калаçăвĕ Лида çинчен ĕнтĕ.

– Пĕлетĕн-и, Александр, – кил хуçи ку таранччен каччăна Саша тесе çеç чĕннĕччĕ, халĕ вара урăхларах каларĕ, – манăн хĕр пӳртри çеçке пек çитĕнчĕ, амăшĕ вара – хăвăртрах ӳстĕр тесе-ши – пылакпа шăварчĕ.

Сергей Иванович тултарнă черккине ӳпĕнтерчĕ те пĕр кана хускалмасăр-чĕнмесĕр тăчĕ, унтан: а-ах, тесе, хăяр татăкĕ çыртрĕ.

– Пĕлетĕн-и, Александр, – калаçăва çĕнĕрен пуçларĕ вăл. – Пӳртре ӳснĕ çеçке сивĕрен те, çилтен те хăрать-çке. Шăрăх çанталăкра та типсе ларасси инçе мар.

– Хăнăхтарма кая юлман-çке-ха, – Саша умĕнчи арçын мĕн каласшăн пулнине кăштах ăнкарчĕ пулмалла.

– Тоттă кая юлман. Çавăнпа пуçларăм та çак сăмаха. Пулăш эс ăна, пĕтĕм шанчăк сан çинче.

– Сергей Иванч, эсир пĕлетĕр-çке… – каччă: «Эпир ĕмĕрхи юлташсем» тесшĕнччĕ, анчах та хăю çитереймерĕ. Кил хуçисемшĕн вăл хĕрĕн пĕрле вĕренекенĕ мар, савнийĕ пулнине аса илчĕ (епле-ха çак таранччен суйса пурăннă вĕсем ватă çынсене, пĕтĕмпех Лидăна пула?). Саша пырĕнчи чăмакне аран çăтса ячĕ, хуллен, çав хушăрах ирĕксĕртен тенĕ пек каласа хучĕ: – манăн ăна пулăшмаллах.

Кил хуçи хăйĕн черккине тултарчĕ. Ку хутĕнче хăна та тĕппипех ĕçрĕ.

– Хĕрĕме те хулара хăварма май пурччĕ. Хам шăнкăравласа калаçрăм комисси председателĕпе, епле пулсан та ялах ярăр, терĕм.

Акă камăн уяр аçи çапрĕ иккен Лидăпа Сашăна! Нивушлĕ ашшĕ хăйĕн хĕрне япăх тума пултарать? Тен, чăнах та пӳлĕм чирĕнчен сыватасшăн пулнă-ши? Мĕншĕн чире кайнă хыççăн тин хыпăнса ӳкнĕ-ха вăл? Чир-чĕртен малтанах сыхланса юлма пулать-çке?

Лида ашшĕ каччă шухăшĕн йĕрне тупрĕ пулмалла.

– Амăшĕ çапларах вĕрентрĕ. Пĕртен пĕр ача-çке. Мĕн айăпа кĕрет – ун хӳттине. Ачашласан кушак та хӳрине тăратать теççĕ. Халь ашшĕ айăплă – унăн педагог ăсталăхĕ çук имĕш!

Сергей Иванович пăлханса кайрĕ, эрехĕ те пуçа кайрĕ пулмалла.

– Амăшĕн хĕвĕнче выртма çуратрăмăр-ши вара Лидăна, – кăштахран кил хуçи Сашăна çурăмĕнчен лăпкаса илчĕ. – Сана вара хам ывăла юратнă пекех хисеплетĕп. Тен, Лида сана тивĕç хĕр те мар пулĕ...

– Сергей Иванович…

– Ан пăркалан. – Саша тĕрĕсне, Лидăпа вĕсем çывăх юлташсем çеç пулнине каласшăнччĕ – хăю çитереймерĕ.

– Кала-ха, мĕн юратмалли пур çав ачаш хĕр çумĕнче? Ху та туйма тивĕç çакна.

– ???

– Тоттă çав, – ку сăмаха кил хуçи килĕштерет пулас, ăна туллин те пусса каларĕ вăл. – Мĕншĕн юратнине пĕлместĕн. Тен, юрату тени çук та вăл, э? Хэ-хэ-хэ. Эсĕ лăплан, лăплан. ăнлантар-ха мана, мĕн вăл юрату?

– Икĕ чĕре пĕр-пĕрин енне туртăнни…

– Мĕне пула, мĕне кура туртăнаççĕ, э?

– Ман шутпа, чун-чĕрене, ăс-тăна пула. Енчен те çак икĕ критерийĕн сумми хĕрĕн те, каччин те пĕр пулсассăн – юрату çуралать.

– Тоттă çав. Сан халь Лидăна юратас пулсан ăс-тăн енчен катăкрах, чун-чĕререн чухăнрах пулмалла, ăнлантăн-и?

Сергей Иванович, тавлашура çиеле тухнишĕн пĕр савăнса та пĕр хурланса илчĕ. Ара хăйĕн хĕрне кам телейлĕ тăвасшăн мар-ха! Мĕн тăвăн, Саша хăйĕн хĕрĕнчен чылай ăслăрахне те, ырă кăмăллăрахне те курать вăл, вĕсен хушшинче хăçан та пулсан тарăн вар варăнасса та туйсах тăрать. Пĕле тăркачах шала кĕртсе яма кирлех-ши ĕçе? Анчах та епле-ха пӳлĕмри чечекпе, вăл сивĕ те çиллĕ тăрăха кайсан кам хӳтĕлет ăна? Мĕншĕн хăйĕн хĕрне ялах ярасшăн пулчĕ-ха? Çынсем пачах та урăхла хăтланаççĕ, хӳтĕлеççĕ пепкисене. Лайăхах пурăнаççĕ пек, хулара та. Мар, пурнăç тутине ялта, тăван килтен инçетре лайăхрах тутанĕç. Хăйĕншĕн, пуласлăхшĕн кирлĕ пулĕ ку.

Çапла шухăшсем тĕтĕрчĕç кил хуçин пуç мимине. Çав вăхăтра Саша та ăс-тăн хĕлĕхĕсене карăнтарчĕ. Мĕнле-ха капла, Сергей Иванович хăйĕн хĕрне хăй хурлать-çке? Еплерех пуçланса кайнăччĕ-ши вĕсен туслăхĕ? Пĕррехинче, ун чухне иккĕмĕш курсраччĕ пулас, Сашăна группа пухăвĕнче питĕ хытă пăскăртнăччĕ, уявра ыйтмасăрах килне кайнăшĕнччĕ-ши – халĕ лайăх астумасть те ĕнтĕ. Ун чухне айăплă каччă хутне Лида Ижендеева çеç кĕчĕ. Çакăн хыççăн пуçланчĕ те ĕнтĕ вĕсен юлташлăхĕ. Кинона кайрĕç, унтан Лида килне çитсе курчĕç – кайрĕ вара хăйĕн йĕрĕпе туслăх кустăрми. Пухусенче-мĕнсенче Лида хăюллăччĕ, экзаменсем çитсен – Саша. Çапла пĕр-пĕрне хӳтĕлесе те пулăшса пынă ĕнтĕ.

– Эй, ытла кулянсан чĕресенче çу юлмĕ. Тыт черккӳне, дипломна çуса тасатар, – Сергей Иванович каллех хавасланчĕ, хăнана тулли черкке тыттарчĕ.

– Сирĕн сывлăхăршăн, Сергей Иванч!

Кĕçех Лида çитрĕ. Вăл хăйĕн пӳлĕмне питĕрĕнсе ларчĕ те пĕр сăмах та чĕнмерĕ. Саша, кăмăлсăрланса, общежитинелле уттарчĕ.

4.

Çăкаяль илемлĕ ял. Чăваш ялĕ лаштра йăмраллă пулаканччĕ. Кунта вара – те вăрман хĕррине вырнаçнăран-ши, те ял вăтăрмĕш çулсенче çеç пуçланса кайнăран – ытларах вăрман йывăçĕсем: хурăн, хурама. Чи нумаййи вара – çăка. Çак йывăç ял сăнне çепĕçрех те ырă кăмăллăрах тунăн туйăнать. Ахальтен мар ĕнтĕ çавра çулçăллă çăка ĕмĕрех чăваш хĕрарăмĕн, хĕрĕн символĕ пулнă.

Çăкаяль пысăк ял. Кунта хăй вăхăтĕнче вăрман завочĕ пулнă иккен. Çавă пухнă та ĕнтĕ тĕрлĕ енчи чăвашсене пĕр вырăна. Каярах, вăрман иксĕле пуçласан, кӳршĕ ялпа пĕр хуçалăх, «Пĕрлешӳ» ятлă колхоз туса хунă. Халĕ Çăкаялĕ те çав колхозăн тĕп усадьби. Вăтам шкул, культура çурчĕпе библиотека, уйрăмах столовăй та пур. Кĕскен каласан – паянхи чăн-чăн чăваш ялĕ.

Çăкаяль лапам вырăнта ларать. Виçĕ енчен вăрман хӳтти, кăнтăралла вара хир уçăлса выртать. Çак тăрăха çурçĕр çилĕ те, шăрăх кунсем те хăратаймаççĕ. Аслă вăрман Çăкаяль хăйĕн хӳтлĕхĕпе çеç мар, кĕрекипе те савăнтарать. Ку енче харпăр хăйĕн утарне тытасси йăлана кĕнĕ. Çăкаяль нӳхреп-кĕлечĕ хĕл каçа кăмпапа та пылпа, пахча çимĕçпе те мăйăрпа йăтăнать. Картасенче пăлан пек ĕнесем кавлесе тăраççĕ.

Çуллахи Çăкаяль татах та илемлĕрех. Уйрăмах çăка çеçке ларнă вăхăтра. Çăка чечек ывăтсан вăрман витĕр курăнать, сăмсана пыл шăрши кăтăклать, вăрман сулхăнĕ чуна уçăлтарать. Кĕрсе пашлататăн çапла, çӳллĕ курăк хушшине, тӳпенелле пăхса киленетĕн. Тавралла кайăк-кĕшĕк юрри пин-пин шăнкăравăн чĕнкĕлтетет, хăлху патĕнчех шăрчăк чĕриклетет, тӳпере вара… тӳпе кăн-кăвак, çӳлте-çӳлте шурă та кăтра пĕлĕтсем ярăнаççĕ, акăшран вĕçсе юлнă тĕкĕн курăнаççĕ. Куçна хупатăн та инçетре, уйăх кукринчен çакса янă йĕс шăнкăрав сассине илтетĕн. Санăн ĕмĕтӳнти пирĕшти кунталла килет иккен. Ярăнса утса пынă чух ярăм шăрçанăн курăнать, ыткăнса чупса пынă чух ылтăн шăрçанăн курăнать. Пичĕ-куçĕ тухья çинчи кĕмĕл тенкĕ пек, пĕр пичĕ уйăх та теприйĕ – хĕвел. Кĕлеткийĕ – тăпăл-тăпăл тул кĕлти пек, ытам тулли, куç тулли. Пĕкĕ евĕр куç харшийĕсем тӳпе сăнне çапнă куçсене харшаласа, авăнса тăраççĕ. Уçă сасă – пĕкĕ çинчи шăнкăрав. Юмах тĕтрине сиретĕн те асамлă пирĕшти вырăнне Çăкаяль хĕрне куратăн. Мĕн туса çӳрет-ши пĕр-пĕччен, мĕн çинчен юрлать-ши çак пике?

 

Аслă вăрман хĕрри – улăхлăх,

Çил тивмесĕр ӳснĕ вăл.

Çыр хĕрринчи çырлалăх,

Хĕвел тивмесĕр ӳснĕ вăл.

Атте-аннен кĕçĕн ачи эп,

Куçăхмасăр ӳснĕ эп.

Аттемĕн савнă ачи эп,

Арчи тĕпĕнчи мулĕ эп.

Аннемĕн ачаш чунĕ эп,

Çӳпçи тĕпĕнчи пирĕ эп,

Аслă пӳртĕн çурри эп,

Кĕçĕн пӳртĕн тулли эп…

 

Çумранах юрласа иртет сарă хĕр. Курăка хускатмасăр выртатăн, хăратăн пике куç умĕнчен ĕмĕрлĕхех иртесрен, çухаласран шикленетĕн.

Эй, Çăкаяль! Эсĕ илемлĕ те тулăх. Анчах санăн кинӳсем татах та чипертерех иккен!

* * *

Алина, аслă улăхра çӳресе ĕшеннĕскер, ялалла пăрăнчĕ. Савăнăçлă, киленӳллĕ ĕшенӳ. Паянхи кун хĕршĕн ĕмĕр асăнмалăх юлĕ – çут çанталăк илемĕпе куçа куçăн курнăçса калаçнăшăн мар, çанталăк лăпкăлăхĕшĕн мар, пачах та урăххи – паян Алина хăйĕн тантăшĕсемпе пĕрле… Эх, сывлăш çавăрса илмесĕр калама та çук-çке. Паян Алина хăйĕн аллине аттестат илчĕ, вунă çул вĕренсе пĕтерни çинчен, ачалăх сукмакĕнчен пурнăçăн анлă çулĕпе утма ирĕк панă документ!

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5 6

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


ivashva (2009-04-13 21:58:50):

Пите килешре. Ман валли( эпе пулас журналист) веренмелли чылай. Челхи пуян щещ мар, калама щук илемле

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: