Улпут чапĕ — хресчен йывăр кунĕ
Улпут çĕрĕсем нумай çĕрте хресченсем хĕлле улпутран час-часах çулла тырă ĕçлесе памалла укçа илеççĕ. Теçеттинине сухаласа, сӳресе, акса пама, хыт суха тума, вырса-турттарса пама вĕсем 5 тенке килĕшеççĕ. Çулла, ĕç вăхăтĕнче, кĕрĕшсе ĕçлесен, вĕсем 10-15 тенкĕ илме пултарĕччĕç. Улпутсем, тен, çапах та уссине курайман-и? Уссине курнă-и, курман-и, анчах процентне кăна 100-200 тенкĕ илсе пурăннă. (Процент вăл ак мĕнле: хĕлле эсĕ улпутран 1 тенкĕ илнĕ иккен, уншăн ăна çулла çав хака икĕ е виçĕ тенкĕлĕх ĕç ĕçлесех паран.) Хресченсем ăна-кăна пăхман, вĕсем ĕçе тĕрĕс туса пурăннă. Мăнтарăн хресченĕ, вилет те ĕçлет улпута. Камăн та пулса сасартăк сиен пулса тăрсан анчах хăй тума пулнă ĕçе тăваймасть. Лаши вилет — сухаласа параймасть; çемйи, арăмĕ вилет — выраймасть.
Тырă пулса çитрĕ. Улпутăнне вырма чĕнме килнĕ. Хресченĕн хăйĕн те çĕр ĕç пулĕ. Кăна та тумалла, тепĕрне те тумалла. Улпут чĕнет. Йĕрет те каятъ хресчен. Çуллен-çул çапла пулса пырать. Хресченĕн хăй хирĕнче темĕн чухлĕ ĕç тăсăлса выртать. Аки-сухи те вăхăтлă тăвăнмасть, тырри-пулли те вăхăтлă пуçтарăнмасть. Анчах çак ĕç пурте законлă. Улпут пур ĕçе те закон тăрăх тăвать. Вăл закона аван пĕлсе тăрать.
Анчах ку япала ĕлĕк пулнă. Халĕ саманасем урăхла пула пуçларĕç. Халĕ улпутсем хăйсен аван çуртĕнче ларнă чух час-часах шухăша кая пуçларĕç. Пире вăл мĕн шухăшлани те паллă. Унăн шухăшĕсем ак мĕнле: «Кахал хресчен халăхĕ вăрана пуçларĕ. Пире пĕтĕмпех сиен тăвать, ĕçе пымасть. Укçа — сирĕн, ĕç — пирĕн. Хĕрарăм пуçне кунне пĕр тенкĕ, арçын пуçне икĕ тенкĕ парăр. Унсăрăн ĕçе пымастпăр. Ĕç хаклă, епле тăвас тетĕр, çапла тăвăр. Унтан йӳне пымастпăр». Улпута çак сăмахсем час-часах аса килеççĕ: Хресченĕ те усал-мĕн. «Эсир ют патшалăхсене çӳресе, ĕçсе-çисе укçа пĕтерме шеллеместĕр пулсан, пире те тивĕçлине тӳлеме ан шеллĕр», — тет хресчен. Чăнах та, вĕсем хак хурас телĕшрен йăнăшмарĕç. Улпута вăл малтан тĕлĕкре пек туйăнчĕ пулĕ. «Мĕн тăвас? — тет тĕп улпут йăхĕ. — Тĕп тăвас тет хресчен пире». Улпутăн халăхпа килĕштереймесен, начальниксем патне каймасан, кам патне каяс? Кайрĕç вара пирĕн улпутсем хăйсен хуйхи-суйхисене каласа пама. Исправник патне те пыраççĕ, становая та кайса калаççĕ. Урядникне те асран ямаççĕ. Кам пуянрах, чинлăрах — вăл тата аслăраххисем патне те каять. Министр Столыпинне те йăлăхтарчĕç пулмалла. Пурте: «Çак инкекрен хăтарăр пире, хресчен хур тăвать. Çаратать, хур тăвать!» — теççĕ.
Россияра стражниксем, урядниксем, полицейскийсем хăнтăла пек ĕрчесе кайрĕç. Акă вĕсем ушкăнĕ-ушкăнĕпе ялсене халăха лăплантарма, улпут пурлăхне сыхлама кайрĕç. Кирек камăн та ыратать. Казаксемпе кайсан шанчăклăрах. Начальникĕсем те ку çулсенче темĕншĕн çарсăр çӳреме юратсах каймаççĕ.
Вĕсем яла пырса кĕчĕç. Ялта хресченсем вĕсене çăкăр-тăварпа хирĕç тухса илеççĕ. Çав тĕрлĕ кăмăллă кĕтсе илекенсене епле пăшалпа перес.
— Кам сирĕн кунта ĕç пуçласа яраканни? Кам халăха хĕтĕртет? Çулпуçĕ, кил кунта!
— Пирĕн ун пек çынсем çук. Пирĕн апла хăтланмаççĕ, — тет халăх.
Улпучĕ, е ялти пуян, май килсен пупĕ те, паллăрах хресченсен ятне çырса кирлĕ çынна парать. Халĕ халăха лăплантарма пынă пуçлăх хресченсен ячĕсене хут тăрăх вуласа чĕнет.
— Çавăтса килĕр кунта Иванова, Петрова, Егорова, Павлова, Сидорова! — тет.
— Вĕсем айăплă мар. Ĕçе эпир халăхпа турăмăр. Илсе каяс пулсан, пире пурсăмăра та илсе кай! — тет халăх.
Халăха лăплантарма пынă çынсене çак сăмахсенчен урăх нимĕн те кирлĕ мар. Вĕсем вара ăна-кăна пăхмасăр пеме, хĕçпе касма, нухайкăпа хĕнеме тытăнаççĕ. Кашни кун тенĕ пекех Россия патшалăхĕнче айăпсăр юн юхать. Тăкăнать мăнтарăн хресчен юнĕ. Мĕнле ĕçпе вăл çав йывăр айăпа лекрĕ-ши?
Анчах пур çĕре те салтаксем е казаксем çитми пулчĕç. Стражниксем нумайăшĕ киле пăрахса каяççĕ. Казаксем те ухмаха тухрĕç пулмалла. Начальниксем пеме хушсан та пересшĕн мар. Тăраççĕ юпа пек. Нумай çĕрте улпутсем хресчен хушшине хăйсем анчах тăрса юлчĕç. Анчах вĕсен кăмăл ытла та пысăк. «Ларнă çĕрте пĕтин пĕтĕ, хресченсем ыйтнине парас çук», — теççĕ нумайăшĕ. Хăшĕ-хăшĕ салтаксем тивĕçменнине пĕлсен, хресченсемпе епле те пулса килĕшме тăрăшасçĕ. Вĕсем пĕр теçеттине тырă пуçтарса панăшăн хресченсем ыйтнă хака пачĕç. 10 тенкĕ, ĕлĕкхине пăхсан, ытла та хаклă. Мĕн тăвас? Халăх йӳне килĕшмест. Хресчен ĕçлет — чунĕ савăнать, Пилĕк-çурăм ыратни те ахалех ыратмасть. Вăл тивĕçлине илет. Ĕлĕкхин пек пĕр-ик тенкепех ĕç туса памасть. Тăрăшни ахаль мар: хресчен ир те ĕçлет, каçа та юлать. Ĕнтĕ хирте çĕмелсем, купасем кăна лараççĕ. Хресченсем ĕçлесе пĕтерчĕç. Вĕсем улпут кантурне укçа илме каяççĕ.
— Сире теçеттине ĕçленĕшĕн икĕ тенкĕ, — тет улпут.
Мĕнле икĕ тенкĕ? Эпир вунă тенке килĕшсеттĕмĕр-çке!
— Э-э! Сире вунă тенкĕ тесе вунă тенкех парĕç тесе шухăшлатăр пулмалла! Вунă тенкĕ! Ухмахсем!
— Епле ĕнтĕ ку ĕç? Пĕлтĕр те теçеттинине виçшер тенке ĕçлесеттĕмĕр-çке?
— Пĕлтĕр виçшер тенкĕччĕ, кăçал икшер тенкĕ... Улпут картишне вăл вăхăтра казаксем е драгунсем килсе ĕлкĕреççĕ. Вĕсем кӳршĕ ялта хăйсен ĕçне пĕтернĕ. Халĕ улпута пулăшма килсе çитрĕç...
Нушаллă хресчен халăхĕ! Сана икĕ тенкĕрен ытла лекес çук-мĕн. Эсĕ тĕрĕслĕхе шыраса хăна тивĕçлине ыйтас пулсан, çак улпут картишĕнчи çĕрĕк навус санăн куççулӳпе çăвăнса тасалмалла пулĕ.
Çапла ĕнтĕ пирĕн Россияри улпут чапĕ! Ăна начар, мухтава тухман улпутсем тăваççĕ. Тĕп аслă пулса пурăннă улпут ăрăвĕ тăвать. Чăнах та, икĕ тăван, А.Д. Никифоровпа Н.Д. Никифоров, улпутсем хушшинче тахçанах чаплисем марччĕ-и вара?
Мухтав сана Россияри улпут! Эсĕ чапла тухнине этем те каласа пĕтерес çук! Санăн таса тум-тирӳ нимĕнпе те вараланман! Эсĕ таса!
Мăнтарăн хресченĕ, эсĕ тӳс. Нумайлăха мар, çапах та тӳс! Санăн та ĕрет çитĕ! Эсĕ те хăçан та пулса çапла праçник тăвăн!
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...