Михаил Федорович Акимов 1884 çулта Хусан кĕпĕрнин Пăва уесĕнчи (халĕ Тутар Республикин Теччĕ районĕ) Таяпара чухăн хресчен кил-йышĕнче çуралнă. 1899 çулта ялти пуçламăш шкул, ун хыççăн вăл Кăнна Кушкинчи икĕ сыпăклă шкулта вĕренет. 1901 çултан пуçласа Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕренет. 1905 çул вĕçĕнче, ăна шкултан «политика тĕлĕшĕнчен шанчăксăр» тесе кăларса янă хыççăн вăл «Хыпар» хаçатра ĕçлеме тытăнать. Хаçата хупсан, Акимов нотариат кантурĕнче, каярахпа адвокатра ĕçлет. 1914 çулта ӳпке чирĕпе вилет.
Литературăра Акимов ытларах 1906-1907 çулсенче палăрать, калавсем çырать («Кĕтӳ пухăвĕ», «Шӳт туни»), статьясемпе очерксем пичетлет («Хальхи кунсем», «Эпĕ Патшалăх пухăвĕ çинчен шухăшлани», «Çитмен пурнăç», «Улпут чапĕ — хресчен йывăр кунĕ»). Унăн «Ялти пурнăç» пьеса та пур.
Автор вырăсларан куçарас енĕпе те чылай ĕçленĕ: Н.Т. Телешовăн «Нуша» калавне 1907 çулта уйрăм кĕнекен пичетлесе кăларнă, М.Е. Салтыков-Щедрин юмахĕсемпе калавĕсене те куçарнă. 1907 çулта вăл «Пурне те кирлĕ сăмахсем» ятпа кĕнеке кăларнă.
Хайлавĕсем
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...
There are two stages to our service that...
If you're reading this, it means your co...