Уяртас умĕн


Вăл кун эпир — анне, Марина аппа, эпĕ — иртен пуçласа каç пуличченех анкартинче ĕçлерĕмĕр. Хăяр, купăста, помидор лартрăмăр. Шăнкăрчсем вара ыр курчĕç! Эпир чавнă çĕрте кунĕпе хурт-кăпшанкă пуçтарчĕç. Хăнăхса çитрĕç те пачах хăрами пулчĕç, хурт-кăпшанкисене пирĕн умранах илсе каяççĕ. Ун пек чух вĕсем çине куçпа ан пăх кăна, курманçи пул. Хăйсем çине куçпа пăхнине юратмаççĕ, тӳрех асăрхаса аяккалла тараççĕ.

Тислĕклĕ çĕрте хурт-кăпшанки питĕ нумай. Шăнкăрчăсем пухаççĕ-ха, манăн ытти кăйăксене те çитерес килет. Анчах ытти кайăксем пырса çиме мар, пирĕн енне çаврăнса та пăхмаççĕ. Çерçи ăман таврашне апат тесе шутламасть, кураксем уйран, тракторсем сухаланă çĕртен çĕклесе килеççĕ. Чĕкеçсем… У-у!.. Вĕсем çĕр çине ларса хурт-кăпшанкă пухнине эпĕ нихçан курман. Паян та авă иртенпех таçта пĕлĕт тӳпинче, çӳлте-çӳлте, пăнчă пек çеç курăнса вĕлтлетсе çӳреççĕ. Эпĕ чĕкеçсем çине ытарайми пăхса тăнине курсан анне те:

— Тĕлĕнетĕп çав чĕкеçсенчен: чĕпписене хăш вăхăтра, мĕнпе тăрантарса ӳстереççĕ-ши вĕсем? Кунĕпе вĕçсе çӳреççĕ, ларса канма пĕлмеççĕ, — терĕ.

Ас ту, пули-пулми çĕре лартăн эс чĕкеçе. Телефон пралукĕ çине тесен, нотă паллисем пек шăкăри ларса тухаççĕ, сĕрме купăсна тыт та, кĕвĕ кала. Çуркунне вĕçсе килсенех хăмла шăччи çине те ларса юрă шăрантаратчĕç, халь, чĕпписем тухнăранпа, эпĕ вĕсем ун пек юрланине карманпа пĕрех. Паян та авă çӳлте вĕçсе çӳреççĕ-çӳреççĕ те чĕпписем патне чул муклашки ӳкнĕ пек вĕлт! анаççĕ, пăхатăн, вĕсем каллех пĕлĕтре!

«Мĕн хăтланаççĕ кусем? Чĕпписем патне анса пăхса çеç каяççĕ-ши? Капла чĕпписем выçсах вилĕç», — шухăш пырса кĕчĕ мана.

— Анне, — терĕм эпĕ, — çав чĕкеç чĕпписене çăкăр та пулин хурса парам-ха.

— Хурса пар, халех хурса пар, — хушрĕ анне те.

Чĕлĕ çăкăр касса тухрăм, пусма тăратрăм та пӳрт карнисĕ çумне хăма татки çапса, çăкăрне тĕпретсех хурса патăм. Йăвине хурса парсан, пĕчĕк чĕпĕсем манран хăранипе пушшех çимĕç, кунтан чĕкеçĕсем хăйсем илсе парĕç, терĕм.

Пĕр сехет пăхса тăтăм, икĕ сехет… Ку хушăра чĕкеçсем темиçе хут та килсе кайрĕç, анчах çăкăр енне çаврăнса та пăхмарĕç.

Çăкăра тиркеççĕ пуль тесе, тулă, кантăр вăрри сапса патăм. Вĕсем çине те çаврăнса та пăхмарĕç. Çерçисем, авă, таçтан инçетренех курса пĕр кĕтӳ вĕçсе килчĕç те тем хушăра тулăпа кантăр вăррине кăна мар, çăкăрне те пĕр тĕпренчĕк юлмиччен çисе ячĕç.

Кун хыççăн урăх нимĕн те хурса памарăм. Çерçисене тăрантарнинче мĕн усси, вĕсем çав-çавах кантăр ани çине кайса сăтăр тума пăрахас çук. Чĕкеçсем мĕн юратнине пĕлместĕп.

«Мĕн парсан çийĕç-ши?..» — шухăша кайрăм халь.

Пирĕн анкартинче лапам вырăнта, пысăк лакăм пур. Çуркунне çав лакăма шыв тулса юлать те çуллахи шăрăхсемчченех тăрать. Карта апат-çимĕçне эпир кашни çулах çак лакăмри шывпа шăваратпăр. Пирĕн кӳршĕсем те çавăнтанах илсе шăвараççĕ. Акă халь те Унтри пичче шыв ăсма пычĕ те:

— Çанталăк уяра каять. Ку лакăмри шыв пĕтсен, ăçтан çĕклĕпĕр? — терĕ.

— Çанталăк уяра каяссине эсир ăçтан пĕлетĕр? — ыйтрăм эпĕ.

— Чĕкеçсенчен, — терĕ Унтри пичче.

— Чĕкеçсенчен?!.

— Авă, ăçта çити çӳлте çӳреççĕ, — хушса хучĕ Унтри пичче.

— Чĕкеçсем çӳлте вĕçни çанталăк уяра каяссине пĕлтерет-им вара?

— Питĕ тĕрĕс пĕлтерет, — терĕ Унтри пичче. — Анчах çанталăкĕ улшăнассине ăна чĕкеçсем мар, шăна-пăвансемпе вăрăм тунасем сисеççĕ.

— Шăнасем? Вăрăм тунасем?!. — пушшех нимĕн те ăнланса илейместĕп-ха эпĕ.

— Çапла, пит час сисеççĕ. Çанталăк çумăра каяс умĕн сывлăшра пăс нӳрĕкĕ нумай пулать. Шăна-пăвансен, вăрăм тунасен, ӳпресен çунаттисем çав нӳрĕкпе йывăрланаççĕ те, вĕсем вара çӳле хăпараймаççĕ, çĕр çийĕнчех вĕçсе çӳреççĕ. Çанталăк уяра каяс чух сывлăшра нӳрĕк çук, ун чух вара çунаттисем çамăлланнă шăна-пăвансене вăш-вăш вĕрнĕ çил те çĕклесе каять. Чĕкеçĕн апачĕ — шăна-пăван, вăрăм туна, ӳпре… Чĕкеç, «çил çунатлăскер», вĕсене вĕçнĕ чух питĕ ăстан тытса çиет. Çавăнпа шăна-пăвансем, вăрăм тунасемпе ӳпресем ăçта, чĕкеç те çавăнта, — ăнлантарса пачĕ Унтри пичче.

Акă мĕн çитерсе ӳстерет иккен чĕкеç хăйĕн чĕпписене. Унтри пичче ун чух пĕр чĕкеç çу каçипе мĕн чухлĕ шăна-пăван тытса çини çинчен те каласа пачĕ. Нумай, миллионшар тытса çиет. Тĕлĕнмелли те çук: мĕншĕн тесен чĕкеç вăл питĕ хăвăрт вĕçет.

«Чĕкеçе çунатти тăрантарать», тенĕ ваттисем. Тĕрĕс каланă.

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: