Вĕçкĕнсем


Вăл кун эпир, хамăр-урамри ачасем, Йăлăм вăрманне кайăксем мĕнле пурăннине, вĕсен йăлисене пĕлме ятарласах кайма калаçса татăлтăмăр. Анчах ман тĕле пĕр инкек сиксе тухрĕ: пĕррехинче эпĕ вăрманта компас çухатса хăвартăм. Компассăр вăрмана кайма хăрушă. Ăçтан пĕлетĕн, килтен тухса кайнă вăхăтра çанталăк уяр, вăрмана пырса кĕрсен, пĕлĕтсем хупласа илме, асар-писер сиксе тухма пултарать. Çӳре вара çĕтсе вăрманта. Çавăнпа эпĕ ку кун вăрмана кайма килĕшмерĕм. Ачасен компас нихăшĕн те пулмарĕ, компас туянсан, тепĕр кун кайăпăр, терĕм.

— Хэй, хăравçă эс, — витлерĕ мана Геша. — Пĕлĕтлĕ çанталăк чух вăрманта çил хăш енчен вĕрнине пăхса кăна çӳре, нихçан та çĕтсе каймастăн, — терĕ.

Кайрĕç. Лёва, Миша, Витя. Ертсе пыраканни — Геша. Эпĕ, вĕсем манран кулчĕç пулин те, пачах кӳренмерĕм, хам ăшра: «Кайăрах, мухтанакан хăйĕн килĕнче те алăк тупайман, теççĕ», — терĕм. Вăлта илтĕм те Атăл хĕррине кайса лартăм.

Пулă та питех туртмарĕ вăл кун. «Çанталăк пăсăласса ку», — пулăçсем сăнаса пынине аса илтĕм эпĕ. Çапла вĕсем, пулăсем, мĕнле çанталăк пулассине барометр пекех сисеççĕ. Çапах та эпĕ пĕр шӳрпелĕх тытрăм-тытрăмах: 7 уланкă, 9 кăртăш, 3 вĕт çупах, 2 хĕç пулă.

Ирхине çанталăк уярччĕ. Çил хĕвеланăç енчен вĕретчĕ. Кăнтăрла иртенпе çурçĕре куçрĕ те, тӳпене хура пĕлĕтсем килсе хупласа илчĕç. Пуçларĕ çумăр! Каçчен те чарăнмарĕ.

Тĕттĕм пулчĕ. Эпĕ ăшă пӳртре канлĕн кăна тутлă пулă шӳрпи çисе ларатăп. «Ман туссем ăçта-ши? Вăрмантан чиперех таврăнчĕç-ши е çумăр айне пулса исленчĕç-ши?..» — аса илтĕм хайхисене.

Шăпах çак вăхăтра Витян амăшĕ пырса кĕчĕ. Унтан Лёвăн шăллĕ — Коля, Мишшăн ашшĕ. Пурте: «Пирĕн ачасем ăçта?» — тесе ыйтаççĕ.

— Пĕлместĕп, — терĕм эпĕ. — Вĕсем вăрмана кайрĕç. Халĕ те таврăнмарĕç-им-ха ?

— Çук, нихăшĕ те таврăнмарĕç, — хуравларĕç вĕсем. Паллах, хăраса хыпса ӳкрĕç çак ачасен ашшĕ-амăшĕсем. Темĕн те пĕр шухăшларĕç.

— Вăрманта çĕтсе кайрĕç-ши?

— Атăл урлă каçнă чух путса вилмерĕç пулĕ те…

— Çумăр айне пулнăскерсем вăрман хуралçи пӳртĕнче ăшăнса лараççĕ-ши?.. — ун пек те, кун пек те тупсăмĕ тупăнмарĕ.

Тепĕр кунне кăнтăрла иртсен тин килсе çитрĕç çак ачасем. Паллах, çĕтсе çӳренĕ.

«Çанталăк уяр мар чух вăрманта çил хăш енчен вĕрнине пăхса кăна çӳре, нихçан та çĕтсе каймастăн», — терĕç. Çилĕ хĕвел-анăçĕнчен çурçĕре куçса вĕсене «улталанă», киле мар, вăрмана, тата шаларах илсе кайнă. Çумăрпа витĕрех исленнĕскерсем вара йĕпе шăшисем пек пĕр-пĕрин çумне лăпчăнса вăрмантах çĕр каçнă. Тепĕр ирхине кăмпа татма пынă çынсем çул кăтартса янипе тин киле таврăнчĕç.

Вĕçкĕнсем. Вăрманта çӳреме кирек мĕнле çанталăк чух та компас кирлех иккенне халь ăнланчĕç-ши?

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: