Вĕлтĕрти вĕçевçĕсем
Йăлăмра çĕр çула яхăн ĕлĕк вăйлă пушар пулнă, çамрăк «хырсем веçех çунса-хăрса пĕтнĕ, вĕсен вырăнне вара ытти йывăçсем ӳссе ларнă, — терĕ Степан Лукич пĕррехинче.
«Чимĕр-ха, апла пулсан ытти йывăçĕсем унта мĕнле майпа ӳссе ларнă? Кам лартнă вĕсене, кам акса ӳстернĕ?..» — нумайччен канăç памарĕ мана çак шухăш.
Чăнах, эсир те шухăшласа пăхăр-ха. Кам лартса ӳстерме пултарнă?..
Паллах, Степан Лукич — вăрман хуралçи — ун çинчен те каласа пама пултарать ĕнтĕ, каллех ун патне кайса тархаслама тивет.
Кайрăмăр. Хальхинче пирĕнпе пĕрле пирĕн урамри тепĕр ача — Микиш та пычĕ. Ыт ахальтен пĕрер карçинкка илтĕмĕр; мĕн тупăнать: кăмпа пулсан — кăмпа, çырла тĕлне пулсан — çырла татăпăр, терĕмĕр.
— Ăна та пĕлес килет пулсан, сире паян каллех хампа пĕрле ертсе çӳреме тивет. — терĕ Степан Лукич.
Эпир çав тери савăнса кайрăмăр. Унпа пĕрле çӳресен, темĕн те пĕр курса пĕлетпĕр вĕт!
Степан Лукич пире малтан хыр вăрманĕ витĕр ертсе кайрĕ. Ку хырлăхра урăх йышши йывăçсем çук, ытти йывăçсене ӳсме кунта майĕ те çук, мĕншĕн тесен çĕрĕ тăр хăйăр. Çапах та ак тĕлĕнтермĕш! Хырсем айĕнче унта та кунта пăт та пат хурăн шăтса тухнă. Тепĕр çĕрте — вĕрене, çăка…
— Мĕне пĕлтерет ку? Ку хурăнсемпе вĕрене, çăка йывăçсене кунта кам лартнă? — ыйтрăмăр эпир Степан Лукичран.
— Никам та лартман, вăррисем хăйсемех вĕçсе килсе шăтнă, — терĕ Степан Лукич.
— Ăçтан вĕçсе килнĕ? Кунта, çывăхра хура вăрман çук-çке.
— Çапла, çывăхра вĕрене те, хурăн та çук. Инçетрен вĕçсе килнĕ вĕсем, — терĕ Степан Лукич.
— Мĕнле майпа?..
Степан Лукич тем каласшăнччĕ, ĕлкĕреймерĕ, шăпах çак вăхăтра хыр вăрманĕ çийĕн çавра çил иртсе пынине курчĕ. Ун хыççăн эпир те çӳлелле пăхрăмăр.
— Чим, кусем мĕнле кайăксем?..
Кайăксем çӳлте, хырсем çинче, вĕл-вĕл! вĕл-вĕл! вĕçсе çӳреççĕ. Пĕр кăйăкĕ аялалла аннăçем анчĕ те шăпах ман ума вĕлтĕрт! пырса ӳкрĕ.
— Ну, куртăн-и? — терĕ Степан Лукич.
— Мĕн?
— Акă, вĕрене вăрри вĕçсе килчĕ.
— Чăнах, вĕрене вăрри-çке ку! — алла тытсах пăхрăм эпĕ. Шăп та шай кайăк пек: икĕ çунатлă, çăп-çăмăл.
— Акă мĕнле майпа хăйсемех вĕçсе килсе шăтнă иккен ку вĕренесем, — тинех тавçăрса илчĕç Эрхиппе Микиш.
Кун хыççăн эпир вăрманта мĕнле йывăç тĕл пулнă, пуринне те вăррине тупса пухрăмăр. Тĕлĕнмелле ăслă тунă вĕсене çутçанталăк. Вĕçме, инçете кайса ӳксе шăтма, хунама-ĕрчеме кашни йывăç вăррине хăйне май çунатсем туса панă. Авăс, тирек, йăмра вăррисене пăхăр-ха. Мĕнешкел çăмăл çунатлă вĕсем, таçта çити вĕçсе кайма пултараççĕ. Хурăн, çăка, хырпа чăрăш вăррисен те пур ун пек çунатсем.
Юманăн вăрри — йĕкел, шĕшкĕн — мăйăр. Пилешпе паланăн — çырлисем. Вĕсем, çунатсăр пулин те, инçете кайса ӳксе шăтаççĕ. Мĕнле майпа тетĕр-и? Ак мĕнле.
Йĕкелпе мăйăр пек тĕшĕллĕ вăрăсене, пилешпе палан пек çырласене кайăксем питĕ юратса çиеççĕ. Пакша авă мăйăр пур вăрманта нихçан выçă лармасть, хĕл каçмалăх хатĕрлесе хурать. Пилешпе палан çырлине çимен кайăк çук та пуль. Йĕкеле, мăйăра, пилешпе палана та кайăксем хăйсен йăвисене илсе кайнă чух ӳкерсе хăвараççĕ те, çуркунне çак вăрăсенчен чип-чипер йывăç шăтса тухать.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...