Хула
Ялта —
авван хулла.
Кунта —
хытарт хула,
кунта —
ял мар — хула.
Хутран хута
хутлан,
Пулан ху та —
«Вутлан»!..
Хулан
сăн-пит ула.
...Сулатăн пит
алла...
...Юхан шыва юхма
Епле чаран,
Ухмах?!
Таптанакан асфальт
Юрлать, итле,
бас... альт...
Урам —
юхан шу пак,
Ик еннипе
купа —
Чул çурт купи.
Пур çурт —
Çап-çут.
Пур çурт —
Улт хут.
Пур çурт
ларать ту пак,
Пур çурт
кăларать труба...
Хулан
çилхи хушка,
Аял —
чулпа
гранит,
Шăмми-шакки
хурçран,
Çийĕ —
тимĕр ани.
...Сăвăç чĕлхи
хушка,
Хулан чунне
уçма!
Эх!..
«Сомах çонатти
Омра çонать-и»?!...
..........................................
Пĕлте тренен
труба,
— савут труби
Хыçать пĕлт çийĕне
Хура тĕтĕмпе,
Çӳлле
тек туртăнать
хвел туртăмпе.
Хула
кашлать
шавпа,
Хула ташлать
хумпа,
ĕç хумĕпе.
Хулан чĕри —
савут,
савут —
хулан мими.
Хутлантăр-и çĕр хут,
çĕр хут
хулан çемми.
Хулан хăват —
магнит,
туртат хăй çаврăмне.
Хула хăвать
гранит
тĕнче умне.
* * *
Ялта
авван хулла,
кунта —
хытарт хула,
кунта ял мар
— хула!
Шухăшсем
Striving to raise your website tr...
Get more leads for your chuvash...
Ever thought how chuvash...
Ready to unleash a flood of websi...
Get more leads for your chuvash...
What if chuvash...
Ready to drive your website succe...
What if chuvash...
Get more leads for your chuvash...
Ready to maximize your website tr...