Виçĕ çыншăн


— Аранах тупрăм сана, — клуб пуçлăхĕн пӳлĕмне кĕнĕ-кĕменех калаçма пуçларĕ выльăх самăртакан комплекс зоотехникĕ Илья Петрович Башлыков, — тăваттăмĕш кун ир те каç сăнатăп клуб алăкне — çăра. Аван мар, Меркури шăллăм, халăхран аван мар! Ĕçлемесĕр укçа илсе выртать теме пултараççĕ. Эсĕ комплекса артистсем илсе пыратăп тесе евитленĕ те, ĕçлекенсем тек минретеççĕ: «Хăçан килет Меркури концертпа?» — теççĕ.

— Вăт ман пуçа та эсĕ минретни кăна çитместчĕ, — умĕнчи журнала айккинелле кăмăлсăррăн сирчĕ клуб хуçи. — Пĕлетĕн-и, Башлыков юлташ, эпĕ паян кун, çак самантра пĕччен виçĕ çын ĕçне туса пынине? Сана, хăв лавна кăна туртакана, калама çăмăл: «Аранах тупрăм» — теме. Пĕр кут та пĕр пуç сан — унталла та ирĕк, кунталла та чару çук. Эх, ман вара...

Килнĕ çын ăнланмасăр хулпуççине сиктеркелерĕ.

— То-тă çав. Пĕлместĕр. Калаçма тесен вара... — Меркури кĕç-вĕç ӳксе вилес çын пек питĕ эрленсе каларĕ ку сăмахсене.

— Мĕншĕн-ха тăрук виçĕ çыншăн пилĕк авмалла?

— Лару-тăру çапла хушать. Мĕнле вăхăтне манса ан кай. Пасар экономики текен саманара пурăнатпăр. Эсĕ комплекс пуçлăхĕсенчен пĕри. Ĕçе ытлашши çын йышăнса тултармалла маррине те пĕлетĕн. Кашнинех тӳлемелле.

— Ку тĕрĕсех ĕнтĕ, — лăпланнă пек пулчĕ Илья Петрович. — Хамăрăн та штата чакарасси пирки шутламалла-ха. Ĕçлекеннисем самăртма хупнă вăкăрсенчен ытларах пулса кайрĕç.

— Вăт ку — урăхла калаçу, — ик аллине ик çунат пек сарчĕ Меркури. — Библиотекарь вĕренме кайрĕ — ĕçне хам çине илтĕм, техничка декрета тухрĕ — урай мунчалине йышăнмалла пулчĕ. Çавăнпа та вăхăт çитмест, Илья Петрович, вăхăт...

— Укçине тӳлеççĕ-и хăть? — виçĕ çыншăн тарлакана хĕрхенсех кайрĕ Башлыков.

— Библиотекăрĕнне çуррине илетĕп. Техничкăшăн арăм ячĕпе пĕтĕмпех парса пыраççĕ-ха... Ĕç укçара çеç тăрать-им, Илюк тетей? Чи малтан ĕçшĕн çунни кирлĕ... Чим-ха, тетей, эс хăçан килтĕн вара клуба?

— Малтанхинче тунтикун килнĕччĕ.

— Пĕлмесĕр çӳретĕн иккен. Вăл кун эп библиотекарьшĕн каннăччĕ.

— Ытлари кун та хупăччĕ клуб.

— Вăл кун ман хамăн, клуб пуçлăхĕн, саккунлă канмалли кун.

— Кану кунĕсенче культура вучахĕсем уйрăмах хĕрӳ çунаканччĕ-ха тесе вырсарникун çитсе пăхрăм —çулăм мар, тĕтĕм шăрши те çук.

— Вырсарни кун эп техничкăшăн каннă. Виçĕ çыншăн ĕçлетĕн пулсан виçĕ çыншăн канма та тивет. Канмаллисем пĕр кун килмеççĕ пирĕн. Ара, культура вучахĕ куллен уçă пулмалла теççĕ-çке... Халь ак медпункт хуçи отпуска каять, ун вырăнне хама хăварма ыйтса пăхас тенĕччĕ те — медицина пĕлĕвĕ çук. Опаснăрах. Йăнăш укол парса, çынна леш тĕнчене ĕмĕрлĕхех турпохода ярас килмест. Эс кунта укçа пирки те асăнтăн-ха... Укçашăн... тьфу, ĕçшĕн çунса, хамăн та кĕл пулас килмест. Энциклопедире чакалансан, кăшт тĕшмĕртетĕп пуль-ха укол тума та... Вара канмалли тăватă...

— Атя ырантан ман пата комплекса, — персе ячĕ тарăхма пуçланă зоотехник.

— Канмалли кунĕ хăçан унта сирĕн?

— Канмалли кунĕ çук-ха хальлĕхе.

— Э-э, апла юрамасть. Вăт юнкунсенче канмалла пулсан, шутласа пăхма юратчĕ. Мĕн, эрнере тăватă кун фермăра ĕçлейместĕп-и?

— Ун пек çын кирлĕ мар мана. Юрĕ, хăçан çитесшĕн концертпа?

— Пымаллах пĕрре, шутсăрах пымалла, анчах та алă çитмест мар-и, Илюк тете...

Башлыков алне сулса уттара пачĕ комплексалла.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


8 906 3766094 (2018-05-22 00:32:04):

Ăста çырать манăн çывăх пĕлĕш Санькка Пичче! Вуланăçемĕн пить-куç савăнăçлăн ихĕрнине туйса лахалаттарса та ятăм. Кулăшла тесен - кулăшлах пултăр тесе çырнă. Тав тăватăп. Çырма пĕр кун кăна ларман пулмалла..Хытă "якатнă" калава. Ку сценарипе мультфильм та туса пулать.Сценка кăтартсан та пурне те кулмалла пулать. Башлыковĕ те чисти Чеховăнни пекех хушамат енчен. Вĕçне кулăшларах пултăр тесе кăшт урăхлатни пăсмĕччĕ

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

8 906 3766094 (2018-05-22 00:36:37):

Клуб пуçлăхĕн те хушамачĕ "çыпçăнсах" ларнă. Кам та пулсан хăй çине илтĕр тесе çырнă ĕнтĕ, ахаль кулăш мар. Ăнланса илейсен - тем пекехчĕ!!!

 

Миккалай (2018-08-29 17:54:45):

Кун пек хайлавсене "Кулăшла калав" мар, Шӳтлĕ калав тесен тĕрĕсрех пулмалла пек. "Кулăшла калав" тени автор вулакана вăйпа култарма тăрăшнă пек. Авторĕ кунта шӳтлет кăна,вулаканĕ куласси вара авторĕ çивĕч шӳт тунинчен килет...

 

Влад Маскай (2019-05-11 01:50:46):

Миккалай, эс шӳтпе-кулăша тарăн ăнланакан çын пекех каласа хутăн. Пĕрер режиссĕр мар-ши ку текен шухăш та мĕлтлетрĕ пуçра сан çинчен. Сахăрпа чей ĕçнĕ чух кăшманран-и, тростникран-и - питех ыйтса тăмастпăр ĕнтĕ - ярăнтаратпăр, тутлă шарку хыççăн. Çавăнпа, ытлашши тиркешер мар. Лайăх, пысăк ăсталăхпа çырнă калав çак. Авторне тепĕр хут калап тав сăмахне. Тав сана, çыравçăмăр!

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: