— Аранах тупрăм сана, — клуб пуçлăхĕн пӳлĕмне кĕнĕ-кĕменех калаçма пуçларĕ выльăх самăртакан комплекс зоотехникĕ Илья Петрович Башлыков, — тăваттăмĕш кун ир те каç сăнатăп клуб алăкне — çăра. Аван мар, Меркури шăллăм, халăхран аван мар! Ĕçлемесĕр укçа илсе выртать теме пултараççĕ. Эсĕ комплекса артистсем илсе пыратăп тесе евитленĕ те, ĕçлекенсем тек минретеççĕ: «Хăçан килет Меркури концертпа?» — теççĕ.
— Вăт ман пуçа та эсĕ минретни кăна çитместчĕ, — умĕнчи журнала айккинелле кăмăлсăррăн сирчĕ клуб хуçи. — Пĕлетĕн-и, Башлыков юлташ, эпĕ паян кун, çак самантра пĕччен виçĕ çын ĕçне туса пынине? Сана, хăв лавна кăна туртакана, калама çăмăл: «Аранах тупрăм» — теме. Пĕр кут та пĕр пуç сан — унталла та ирĕк, кунталла та чару çук. Эх, ман вара...
Килнĕ çын ăнланмасăр хулпуççине сиктеркелерĕ.
— То-тă çав. Пĕлместĕр. Калаçма тесен вара... — Меркури кĕç-вĕç ӳксе вилес çын пек питĕ эрленсе каларĕ ку сăмахсене.
— Мĕншĕн-ха тăрук виçĕ çыншăн пилĕк авмалла?
— Лару-тăру çапла хушать. Мĕнле вăхăтне манса ан кай. Пасар экономики текен саманара пурăнатпăр. Эсĕ комплекс пуçлăхĕсенчен пĕри. Ĕçе ытлашши çын йышăнса тултармалла маррине те пĕлетĕн. Кашнинех тӳлемелле.
— Ку тĕрĕсех ĕнтĕ, — лăпланнă пек пулчĕ Илья Петрович. — Хамăрăн та штата чакарасси пирки шутламалла-ха. Ĕçлекеннисем самăртма хупнă вăкăрсенчен ытларах пулса кайрĕç.
— Вăт ку — урăхла калаçу, — ик аллине ик çунат пек сарчĕ Меркури. — Библиотекарь вĕренме кайрĕ — ĕçне хам çине илтĕм, техничка декрета тухрĕ — урай мунчалине йышăнмалла пулчĕ. Çавăнпа та вăхăт çитмест, Илья Петрович, вăхăт...
— Укçине тӳлеççĕ-и хăть? — виçĕ çыншăн тарлакана хĕрхенсех кайрĕ Башлыков.
— Библиотекăрĕнне çуррине илетĕп. Техничкăшăн арăм ячĕпе пĕтĕмпех парса пыраççĕ-ха... Ĕç укçара çеç тăрать-им, Илюк тетей? Чи малтан ĕçшĕн çунни кирлĕ... Чим-ха, тетей, эс хăçан килтĕн вара клуба?
— Малтанхинче тунтикун килнĕччĕ.
— Пĕлмесĕр çӳретĕн иккен. Вăл кун эп библиотекарьшĕн каннăччĕ.
— Ытлари кун та хупăччĕ клуб.
— Вăл кун ман хамăн, клуб пуçлăхĕн, саккунлă канмалли кун.
— Кану кунĕсенче культура вучахĕсем уйрăмах хĕрӳ çунаканччĕ-ха тесе вырсарникун çитсе пăхрăм —çулăм мар, тĕтĕм шăрши те çук.
— Вырсарни кун эп техничкăшăн каннă. Виçĕ çыншăн ĕçлетĕн пулсан виçĕ çыншăн канма та тивет. Канмаллисем пĕр кун килмеççĕ пирĕн. Ара, культура вучахĕ куллен уçă пулмалла теççĕ-çке... Халь ак медпункт хуçи отпуска каять, ун вырăнне хама хăварма ыйтса пăхас тенĕччĕ те — медицина пĕлĕвĕ çук. Опаснăрах. Йăнăш укол парса, çынна леш тĕнчене ĕмĕрлĕхех турпохода ярас килмест. Эс кунта укçа пирки те асăнтăн-ха... Укçашăн... тьфу, ĕçшĕн çунса, хамăн та кĕл пулас килмест. Энциклопедире чакалансан, кăшт тĕшмĕртетĕп пуль-ха укол тума та... Вара канмалли тăватă...
— Атя ырантан ман пата комплекса, — персе ячĕ тарăхма пуçланă зоотехник.
— Канмалли кунĕ хăçан унта сирĕн?
— Канмалли кунĕ çук-ха хальлĕхе.
— Э-э, апла юрамасть. Вăт юнкунсенче канмалла пулсан, шутласа пăхма юратчĕ. Мĕн, эрнере тăватă кун фермăра ĕçлейместĕп-и?
— Ун пек çын кирлĕ мар мана. Юрĕ, хăçан çитесшĕн концертпа?
— Пымаллах пĕрре, шутсăрах пымалла, анчах та алă çитмест мар-и, Илюк тете...
Башлыков алне сулса уттара пачĕ комплексалла.