Тăри
Хĕвел пĕçертет
Пĕлĕт çинчен;
Тар-юн юхать
Хулпуççинчен.
Уяр кунта
Вĕри, тип хирте
Хресчен ĕçлет,
Тыр-пул тăвать.
Лаши начар,
Суха туртмасть,
Хып-хытă тăпра
Вансах каймасть.
...........................
Тырри çитмест,
Выльăх начар;
Пуян пĕлмест
Сан хуйхăна!
Ачи-пăчи
Çăккăр ыйтать;
Пуян хуçи
Укçа ыйтать.
Ырхан лаши,
Вăл та пĕлет
Сан хуйхăна,
Пурнăçуна!
Ах, кам сана
Хуйхăран кăларĕ,
Сан пуç-ăсна
Телей парĕ?!
Ак, пăх... итле!
Таçта, çӳлте
Тăри сасси
Илтĕнет-çке!
«Тăри-тăр-тăр-тăр!
Тăри-тăр-тăр-тăр!
Хура халăх, тăр!
Ĕçчен халăх, тăр!
Эс хуйхăрма пăрах!
Эс макăрма пăрах!
Тăри-тăр-тăр-тăр!
Тăри-тăр-тăр-тăр!»
Тăри, сан сассу
Таçтан, çӳлтен
Халăх хуйхине
Сӳрсе* анать!
Халăхпа пĕрле
Эс те макăран,
Таçта çӳлте
Хуйха куран!
Кĕмĕл сассу –
Йĕрĕ сасси,
Эс халăхăн
Пĕчĕк тусĕ!
Хирти сухаç
Куççуль тăкса
Сана итлет,
Пит савăнса!
Хуйха манса
Сиксе тăрать,
Хатăр юрласа
Суха тытать.
Юрла, тăри,
Пĕлĕт çинче,
Хĕпĕртет, тăри,
Эс çĕр çинче!
Ĕç халăхĕн
Юрăçĕ-çке,
Ун хуйхине
Эс пĕлен-çке!
Юрла, тăри,
Вĕç-вĕç, тăри!
Сан юрруна
Эп те итлеп!
Эп те ĕççын
Ачи пулап,
Санпа пĕрле
Эп те макăрап.
Юрла, тăри,
Юрла, юрла,
Хуйха-суйха
Юрăпа хăвала!
Тăри, тăр-тăр-тăр!
Тăррр-тăр-тăр-тăр!
Хура халăх, тăр!
Ĕçчен халăх, тăр!
Эс хуйхуна пăрах!
Эс макăрма пăрах!
Тăри-тăр-тăр-тăр!
Тăри-тăр-тăр-тăр!
--------
* сĕвĕрт, сĕвĕрĕлтер
Шухăшсем
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...