Çитейĕ-ши черет?
Пирĕн пӳрт кивеле пуçларĕ, юсама çĕнĕ пура пураламалла. Пĕренине вăрмантан хамăр колхоз тракторĕпе турттарса килсе хутăм-ха, платниксем çукки касать акă.
Эхчĕ, эпир ачарах чухнеччĕ! Пирĕн ялта миçе платинкчĕ! Пĕринчен тепри ăстаччĕ, вĕсен ырă ячĕ çĕр çухрăма çити сарăлнăччĕ. Ĕçлетчĕç çав хăйсем те — тар кăларса, вăй парса — шăрçа çыххи пек шăрантарса хăпартатчĕç пӳртсене.
Шел çав, питĕ шел, Пахумкка мучи вилнĕ хыççăн пирĕн ялта пĕр платник те юлмарĕ. Çук, тĕрĕс мар калатăп пулас-ха. Халĕ пирĕн ял çыннисем кашни хăй пĕлнĕ пек платник темелле. Кам ӳркенменĕ хăй килĕнче хăех каскалать. Анчах çын патне кĕрĕшсе каймаллисем мар çав вĕсем. Эпĕ пур, амутьке, çамрăк чух темшĕн вĕренесшĕн пулмарăм çав ĕçе. Акă халь чуп, шыраса çӳре. Ăçта кăна çитмерĕм-ши ĕнтĕ ун пирки? Çапла шыраса çӳресе, пĕррехинче, Çĕнçырмана çитсе кĕтĕм.
Акă хайхи, ял хĕрринчех пĕр çĕнĕ пӳрт курах кайрăм. Тин кăна туса пĕтернĕскер. Тем ăмсанса, лăнкăрт çăтрăм сурчăка. Камсем, мĕнле çынсем ĕçленĕ-ши ĕнтĕ кунта?
Шыв ĕçмелле тесе сăлтав тупса, юри кĕтĕм çаксем патне. Çĕнĕ пӳрт çинчен куçăма илейместĕп.
— Ĕнер кăна пĕтерсе кайрĕç-ха. Кăмака купаласси юлчĕ ĕнтĕ, — ман шухăша сисрĕ кил хуçи.
— Камсем кайрĕç? Ăçта кайрĕç? — хамăн инкекĕме систерес марччĕ тесе, ерипен шăвăнтарса ыйтрăм çакăнтан.
— Платниксем кайрĕç.
— Платниксем? Сирĕн ялта платниксем те пур-и?
— Хамăр ялта çукрах çав. Пуррисем колхозра, строительство бригадинче, ĕçлеççĕ. Ерĕçмеççĕ вĕсем. Çапла. Хальхи çамрăксем темшĕн вĕренесшĕнех мар вăл ĕçе.
— Эсĕ тата вĕсене ăçтан тупрăн?
— Уйкаса кайса тупрăм. Пĕчĕк ял пулсан та, платниксем чылай унта. Таçта, таçта аякка кайса та ĕçлеççĕ вĕсем.
Чунăм лăштах пулса кайрĕ мар-и. Пĕр платникĕн ятне те пулин пĕлесчĕ тесе, пӳрт хуçипе калаçатăп та калаçатăп, ăна та кăна ыйтатăп.
— А эс унта пурне те шыраса ан çӳре, — ăс пачĕ вăл мана. — Вĕсен унта пĕр аслă пуçлăхĕ пур. Бригадир пекки. Вопше Михаля, теççĕ ăна, çавăн патне кăна кай.
— Епле тĕл пулма пулать-ши ăна? Килте хăçан пулать-ши вăл?
— Каларăм-çке, ĕнер каçпа кăна пирĕн патран кайрĕç тесе. Паян килтех пулмалла вĕсем. Пурте питĕ мухмăрлаччĕ.
Пӳрт хуçи, мана тем систерсе, вĕсем патне хăвăртрах кайма хушрĕ:
— Эп те хăшкăлса пĕтрĕм вĕсемпе. Тинке тухрĕ, — терĕ.
Уйкас пирĕнтен çывăхах мар, вунă-вуникĕ çухрăмра. Пулин, çывăхра мар пултăр. Эх, эпĕ мĕнле хĕпĕртенине пĕлесчĕ сирĕн! Пĕр тăхтаса тăмасăр, Çĕнçырмаран тӳрех Уйкаса чавтартăм.
Кăнтăрлана çитрĕм çакăнта. Çынсенчен ыйтса, Вопше Михали тĕлне ваштах шыраса тупрăм. Телейĕм пурах-мĕн-ха, вăл килте. Вăтам çулсенчи тăлпан кĕлеткеллĕ çын. Шăрт сухаллă. Çаврака, лапша пит-куçлă. Тин кăна çывăрса тăнă пуль-ши, те мухмăрла-ши — куç айĕсем хăмпăланса тăраççĕ.
Эпĕ хам мĕн ĕçпе килнине каласа парсан, пирусне васкамасăр чĕркеме пуçларĕ.
— Вопше, платникрен ĕнер каçпа анчах таврăнтăмăр-ха, — пирусне чĕртсе, тутлăн тутанса ĕмрĕ вăл. — Кирлех пулсан, вопше, сирĕн пата та пыма пулать. Вăт, толькă, темле-ха çав, вопше.
«Эх, капла ăнăçса пырать пулĕ-ха» — тесе савăнма пуçланăскер, каллех сасартăк хăраса ӳкрĕм.
— Мĕншĕн темле-ха?
— Вопше, пура пурасси пĕччен тумалли ĕç мар-ха та вăл.
— Ку тĕрĕс, чăнах та. Пирĕн пӳрт пĕчĕкех мар, ултă метр çурлă пĕренесемпе пĕччен-иккĕн ĕçлеймĕн ĕнтĕ.
— Юлташсем тупма çуках-и вара? — ӳкĕтлеме тытăнтăм çакна.
— Юлташсем-и? Вопше, шыраса пăхсан тупма пулать пуль те...
Тархасласан-тархасласан, кăмăлĕ уçăлчĕ:
— Атя-ха, эппин, Натнях патне кайса пăхар, — терĕ.
Натнях текенни Насаркка ятлă пулчĕ иккен, Вошпе Михалинчен нумай çамрăкрах, хăйне çăмăллăн тыткалать,
— Ха, апла-и? — пуçне ялт! çĕклесе пăхрĕ вăл. — Эп хам натнях пыма хатĕр. Тулĕккĕш вăт... иккĕн мĕнле-ха? Пура тени вăл тăватă кĕтеслĕ-çке?
— Урăх платниксем çук-и-мĕн?
— Пур пуль те-ха, сире темле кирлĕ-çке?
Тархасласан-тархасласан, каллех манпа килĕшрĕç.
— Атьăр-ха апла Начеку патне çитсе килер, — терĕç.
Начеку Нямаçĕ тата çамрăкскер пулчĕ. Шăчă пек çинçешке те вăрăм. Ку вара пĕрре те туртăнса тăмарĕ:
— Эсир килĕшсен, эп — на чеку! — тесе татса хучĕ.
Пирĕн сăмах вĕçне çитрĕ.
— Вопше килĕшетпĕр эппин. Теприне, тăваттăмĕшне, эпĕ хамăн кĕрĕве чĕнĕп. Яснă? — ыйтрĕ Михала.
«Ачи макра ан пултăр», — теççĕ кун пек чухне, эпĕ те малтанах ĕç хакĕ пирки калаçса пăхма шутларăм.
— Эй, çук. Малтан пырса курар-ха, — терĕ Михала. — Вопше, ĕçне курмасăр хакне хума çук.
— Хăçан пыратăр?
— Ыран ирех çитĕпĕр.
— Ăхă, натнях, ыранах пыратпăр.
— Пырăр çав, пырăр.
— Эпир — начеку!
— Ĕçлемеллех пыратăр-и?
— Килĕшрĕмĕр пулсан, вопше, ĕçлемеллех пыратпăр ĕнтĕ.
Хĕпĕртесе, çăмăллăн сывласа таврăнтăм киле. Каç пулнă çĕре çитрĕм те арăма каласа патăм. Ыран ирпе тутлăрах апат пĕçерме хушрăм ăна.
Тĕпĕр кун ирпе, чăнах та, пуртти-сависене хутаççа чиксе çурăмĕ хыçне кутамккаласа çакнăскерсем, çутăлнă-çутăлман çитрĕç çавсем. Тăваттăн. Вопше Михали кĕрӳшĕ пуринчен те çамрăкраххи. Кĕверки тесе чĕнеççĕ хăйне.
«Пĕр бригада. Пурте вăйпитти. Чипер ĕçлесен кусем пирĕн ĕçне нумая ярас çук», — кăмăл туллин шутларăм хам ăшăмра. Пĕренесене кăтартса çӳрерĕм. Ăçта мĕн-мĕн тумаллисене каларăм.
Калаçсан-калаçсан, кашни кĕтессе çĕр аллăшар тенкĕ, пĕтĕмпе ултçĕр тенкĕ памалла килĕшрĕмĕр. Паллах, авалтан пыракан йăла ĕнтĕ, апат хуçаран.
Çук-ха, платниксен кăмăлĕ кунпалах уçăласшăн пулмарĕ. Пĕрене çине канса ларчĕç те темĕн мăкăртатаççĕ. Ĕçлеме пуçăнмаççĕ.
Мĕн çитмест-ши кусене, терĕм.
— Тата мĕн кирлĕ? — пырса ыйтрăм аптăраса.
— Ăна пирĕн ученик пĕлет, — пуринчен малтан каласа ячĕ Начеку Нямаçĕ.
Вопше Михали кĕрӳшне, Кĕверкине, хăйсем хушшинче «ученик» теççĕ иккен.
— Платник ĕçĕ, ай-яй, çăмăл мар-çке? Пĕренесем, ав, мĕн мăнтăрĕш йăтăнса выртаççĕ, — терĕ вăл, эпĕ унран тата мĕн кирлине ыйтсан.
— Ну, кала эсĕ, мĕн кирлĕ?
— Апат умĕн апат антармалли!
Кĕверки йĕкĕлтӳллĕн, шăллăн кулса илчĕ.
— Çавна пĕлместĕн пулать. Аппетит уçаканни, теççĕ ăна. Ывăннă шăмшака канлĕх параканни.
Ăнлантăм. Ĕçмелли кирлĕ иккен вĕсене. Кашни апат умĕн кашнине пĕрер стакан, тет.
Ханша е сăмакун тесен, ку ĕçпе эпир хамăр аппаланмастпăр-ха. Вĕсене вĕретмелли майсене те пĕлейместпĕр.
«Ученик» Кĕверки юнтарсах пăрахрĕ. Çивчĕ пурттине пĕрене çине кач! касса лартрĕ.
— Эппин эп... каятăп! — терĕ пат татса. — Мĕн, тип çăварпа ĕçлеме эп каçоннăй çын штоль? Ман валли ĕç таçта та пур.
— Эс кайсан, эп те на чеку! — сиксе тăчĕ Начеку Нямаçĕ. — Манăн та урасем пур. Вĕренпе кăкарса хуман.
— Вопше, пĕри кайсан, тепри юлас çук ĕнтĕ, — йăраланкаласа илчĕ Михала. — Ну, мĕн тăватпăр, калăр хăвăртрах? Кăлăхах мĕн вăхăт ирттерсе ларас?
Эп каллех хăраса ӳкрĕм. Ним мар пăрахса кайма пултараçсĕ вĕт кусем! Мĕн тăвăн, хăйсемне хăйсем хуçа. Килĕшрĕм. Хăйсене те çаплах каларăм:
— Апат умĕнхи пулать, ĕçлеме тытăнăр, — терĕм.
— Вот капла аван! — сиксе тăчĕ Кĕверки, — Атъăр апла, тапратар!..
Вĕсем ĕçлеме тытăнсан, эпĕ укçа илтĕм те, хам халиччен нихçан ура йĕрĕ туман çĕре, çырма хĕрринчн Урçа Наçтаççи патне çул тытрăм. Çапла-çапла, тесе хама мĕн кирлнне каласа патăм ăна.
— Э, çук, ваккăн-тĕвеккĕн хăтланмастăп эп, манпа пач та калаçасшăн пулмарĕ Наçтаç.— Мана курттăмăн сутни усăллă.
— Эпĕ сахал илес теместĕп. Курттăмăн тени мĕскер пулать вара вăл? — ыйтрăм çакăнтан.
— Ваккăн-тĕвеккĕн, пĕчĕккĕн сутмастăп! Вăл манăн икĕ хут юхтарни. Спирт пек таса. Чăн-чăн спирт. Мĕн чух кирлĕ сана?
— Ну, пĕр четвĕрт-и, чейникпе-и унта, çитĕ халлĕхе.
— Эппин, кӳр укçуна...
Çапла, самай хаклă тӳлесех, ирхи апат валлиех, пĕр чейник «домашний спирт» туянса килтĕм хам нихçан пулман çĕртен, Урçа Наçтаççи патĕнчен. Вăт ăçта илсе çитерчĕ мана хамăр ялта платниксем пулманни!
Тулли чейнике курсан, вĕсем савăнсах кайрĕç:
— Эхе! Тиха тупăнса килчĕ-ха эппин! Кĕçенме те юрĕ! Пит якшă! Ничава! — чĕлхипе илемлĕн чаклаттарса илчĕ Начеку Нямаçĕ.
Кĕçех ирхи апат вăхăчĕ çитрĕ. Аиат умĕн кашнине пĕрер стакан ĕçтертĕм.
— У-ух! Ава-ан! — кашниех ырларĕ Урçа Наçтаççи им-çамне.
«Ырлаççĕ. Апла чиперех ĕçлĕç-ха», — тин лăпланса çитрĕм платниксем пирки.
Икĕ кун ĕçлесе пилĕк йĕрке пĕрене хучĕç вĕсем. Пӳрт юсамалăх çур пурана яхăн пулчĕ ĕнтĕ ку. Каç пулас умĕн Вопше Михалн ман пата пычĕ.
— Кĕçĕр киле каяс тетпĕр-ха, — терĕ вăл. — Вопше, ыран, шăматкун, мунча хутса кĕрес тетпĕр. Ыран, шăматкун, вопше, мунча хутса кĕмелли кун. А вырсарннкун, вопше, ху пĕлен, общи канмалли кун. Тунтикун килетпĕр.
Ыттисем те асли хутне кĕчĕç.
— Ахă, натнях килетпĕр! — пуçне сулла-сулла илчĕ Натнях Насаркки.
— Эпир — на чеку! — чеç пачĕ Начеку Нямаçĕ. «Ученик» Кĕверки кăна сассăр йăл-йăл кулкаласа тăчĕ. Каçхи апат çинĕ хыççăн Вопше Михади каллех ман пата пычĕ. Куçран йăлăнса пăхрĕ.
— Табак илмелĕх те юлмарĕ. Ну, вопше, пăртак укçа кирлĕ пире.
— Укçа? Халех-и?
— Ну, вопше, мĕн чухлĕ те пулин. Авансăм.
Вопше Михали сылтăм аллине ман еннелле тăсса пӳрнисемпе пĕтĕр-пĕтĕр-р! пĕтĕртеттерсе кăтартрĕ. Хăй çаплах куçран тилмĕрсе пăхса тăчĕ.
Кăмăлăм каллех вĕсем еннелле çаврăнчĕ. Хĕрхенес те килнĕ пек туйăнчĕ вĕсене. «Сирĕн ĕçсем ăнса пыччĕр, эппин», — тесе, кашнине вуншар тенкĕ кăларса тыттартăм. Вĕсем укçана йăпăр-япăрах шалти кĕсйисене чиксе хучĕç.
Çакăн хыççăн мана тав турĕç те, пуртти-сави-мăнĕпех хатĕрленсе, пирĕн килтен васкаса тухса кайрĕç.
— Хатрисене мĕншĕн хăвармастăр? Хăвăра йăтса çӳресси вĕт? — тĕлĕннĕ пек пултăм эпĕ.
— Мăкалнă-ха вĕсем. Вопше, хăйраса килмелле пулать, — терĕ Михала.
Хайсенне хăйсем пĕлеççĕ пуль ĕнтĕ. Сахал мар ĕçлесе çӳренĕ пуль, терем, урăх ним те каламарăм.
Тунтикун ман арăм, кăвак çутăллах тăрса, платниксем валли апат пĕçерсе хатĕрленĕ.
Кĕтетпĕр, кĕтетпĕр, — хĕвел тухса тӳпене те çитрĕ, апат та паçăрах сивĕнсе кайрĕ, — пирĕн платниксем çаплах килмеççĕ те килмеççĕ. Кун каçипе кĕтсе те эпир вĕсене кĕтсе илеймерĕмĕр.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...