Çитейĕ-ши черет?
Мĕн пулчĕ-ши, килĕсенче темскер чăрманмалли тупăнчĕ-ги?
Ах-ух, хайхи, — тунтикун хыççăн ытларикун иртсе кайрĕ, ытларикун хыççăн юнкун... Пирĕн платниксене çĕр çăтрĕ пулинех. Хăйсем килме мар, сас-хури те илтĕнмест.
Аптăрарăм. Çывăх çул пулмасан та, хам кайса пăхам мар-ши, терĕм. Иййа, пирĕн платниксен хăйсен ялĕнче шăрши-марши те çук иккен.
— Ăçтан тупайăн вĕсене? Таçти хăямата та çитеççĕ те, — йĕплĕн кулкаларĕ ял çыннисенчен пĕри. — Сан пата та çитнĕ-и-ха вĕсем?
— Хам шыраса тупрăм, — пӳрт пурама тытни çинчен каласа патăм ăна.
Ял çынни татах тем каласшăн пулчĕ те, кулнинех ирттерсе ячĕ.
— Пире шарласа тăмаççĕ çав. Таçталла тухса каяççĕ. Эпир ним те пĕлместпĕр, — калаçасшăн та пулмарĕ манпа Вопше Михали арăмĕ, старикĕ пекех хутаçланнă куçлăскер.
Нимсĕрех, ним пĕлмесĕрех таврăнтăм киле.
Татах тепĕр виçĕ кун кĕтрĕмĕр. Платниксен, çаплах сас-хура çук. Мĕн пулчĕ капла? Мĕн тĕлне пултăмăр? Татах тепре кайса пăхма шутларăм.
Вопше Михали килĕнчен мана хирĕç пĕр хĕрарăм макăрса тухрĕ.
— Пĕтрĕм! — икĕ алла шарт та шарт! çапса илчĕ ман умра. — Куç умĕнче вĕт-ха! Куç умĕнче улталарĕç!
— Мĕн пулчĕ тата апла тери?
— Хам ухмахăмпа хам пĕтрĕм мар-и? Хам ухмаха пула. Ых, тульккă-ăш! Нихçан ăс кĕрсе çитес çук мана. Мĕн пулчĕ ку капла, мĕн пулчĕ?
— Мĕн пулчĕ тетĕп çав? — татах ыйтрăм хĕрарăмран.
— Платниксем мар-и! Çак платниксем, намăссăрсем, чике тăршшĕ лартса кайрĕç.
— Мĕн турĕç?
— Икĕ эрне иртрĕ унтанпа. Пӳрт пурама пырса кĕрешрĕç. Шăп çурри таран пурарĕç те таçта çăвана пăчланчĕç. Халь çĕнĕ платниксем тытас тетĕп, пĕр пуçăннă çĕре пыракан çук, çынсене мĕншĕн пӳлес, теççĕ. Ну вĕт, шутла-ха эсĕ! Хăйсем ыйтрĕç те, кашни апатра пĕрер стакан ханша тупса ĕçтертĕм. Иттуш, ăна сахал, теççĕ, икшер стакан пама ыйтаççĕ. Вара, пĕл-ха эс тата! Пит тархасласа, йăлăнса ыйтрĕç те, ĕç пĕтичченех аллăшар тенкĕ парса ятăм. Табак илме укçа çук, терĕç те. Эй-яй-яй!
Ку хĕрарăм хуйхи те шăп та манăнни пекех пулчĕ иккен. Чаплă платниксем ун патĕиче ман патăмринчен маларах ĕçлеме тытăннă-мĕн. Мĕнле эрехмет ку, чăнах та?
Киле ку хутĕнче те ним пĕлеймесĕрех таврăнтăм.
Аптранă кăвакал кутăн чăмнă тенĕ. Мĕн тĕрлĕ анăраса шутласа пăхмарăм пулĕ-ши эпĕ те. Платник ĕçне вĕренменшĕн çĕрти-çӳлтине хăвармасăр ятларăм. Тем тĕрлĕ шухăш пырса кĕрет пуçа. Платниксем, чăнах та, кашни ялта сахалланса пыраççĕ. Ку вăл пурнăç аталанăвĕнчен килет пулĕ-ха, тетĕп. Апла-тăк, уйрăм çынсем валли пӳрт лартса парас ĕçе мĕнле те пулин коопераци системипе йĕркелеме май çук-ши, тетĕп. Е ăна пĕр-пĕр строительство организаци енĕпе туса пына май килмест-ши, тесе пуç вататăп. Халĕ патшалăх строительство материалĕсене уйрăм çынсене валли те çителĕклĕ таранах тăратать-çке-ха. Мĕншĕн пур-çук платниксене, шабашник-шарлаттансене ирĕхтерсе ямалла?
Вăхăт иртсе пырать. Кĕçех акă утă çулма тухмалла пулать. Эпĕ унччен пӳрте юсаса пĕтерес теттĕмччĕ. Пурăнсан-пурăнсан, платниксем Хыçалкасра тенĕ хыпар пырса кĕчĕ хăлхана. Ниме кĕтсе тăмасăр унта тухса яплаттартăм. Яплаттарăн, ял кулли вĕт-ха ку капла!
Тĕл пулакансенчен ыйткаласа, Хыçалкасра пĕр çын çĕнĕ пӳрт лартма тытăнни çинчен пĕлтĕм. Кайрăм ун патне. Пӳртне мăкласа лартнă кусем, ĕнтĕ тăррине туса витмелле. Анчах ĕçлекен никам та çук. Ниçта пĕр çын курăнмасть.
— Хăшхăлтăм ĕнтĕ, ах турă, хăшкăлтăм! — терĕ ку çын та. — Пӳрт мăкланăран вара виçĕ кун иртрĕ-ха, виçĕ кунта пĕр пуртă йĕрри тумарĕç.
— Ăçта тата, киле-мĕне кайса килес терĕç-им?
— Кăйман-ха, кунтах-ха. Тĕлĕнтереççĕ çав ку Уйкас тамашисем, ан та пыр. Малтан чиперех калаçса татăлтăмăр, кайран, çурри ĕçлесен, тем чĕмери тытрĕ çаксене. «Йӳнĕ», — терĕç, хак ӳстерсе пама ыйтрĕç. Пăрахса та кайрĕç, ачам. Ĕнтĕ пӳртне тутарасах тетĕп-çке. Тытăнни хăçан пулать! Хальхине виççĕмĕш хут килчĕç ĕнтĕ вĕсем ман пата. Халь те туса пĕтермесен — тĕнче кулли! Ханшине те куркапа мар, мĕн кирлине ĕçчĕр те ĕçлеччĕр тесе, витрипех лартса патăм çавсене. Пит лайăх «ĕçлеççĕ», акă, кур!
— Ăçта вĕсем?
— Сарайĕнче, сулхăнта çывăраççĕ.
— Канас терĕç-и?
— Пит лайăх канаççĕ. Май çук ӳсĕр, куçĕсене уçса пăхаймаççĕ. Тăраççĕ те — мухмăр уçма ял тăрăх кивçене шыраса çӳреççĕ. Паракан пур, тупса килеççĕ-килеççех. Вара каллех — сарайне. Тем курас ĕнтĕ кусемпе.
Калаçрăмăр та çакна пĕлтĕм: Уйкас платникĕсем ку çын патĕиче тахçанах, çăва тухнă-тухман килсе ĕçе пуçăнна-мĕн.
— Кайса кĕрĕшмеллисем тата çавăнта-çавăнта пур-ха тесе юмахлăнине хам илтрĕм, — каласа пачĕ мана Хыçалкас çынни.
Епле чее иккен-ха! Вĕсем малтан кайса кĕрĕшеççĕ-мĕн те, кайран вара черечĕпе ĕçлесе çӳреççĕ.
Килнĕ-килнех тесе, эпĕ вĕсемпе куçа-куçăн калăçса пăхасшăнччĕ. Анчах вилес сысна пек харлаттарса çывăракан ӳсĕрсене ниепле те вăратаймарăм.
Мĕн тумалла ĕнтĕ ман? Вăхăт иртет. Кĕркуннĕччен çитейĕ-ши ман черет?..
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...