Чĕрĕ тĕвĕ
1
Упа пек мĕкĕрсе ямалăх
чĕре тени кӳтсе çитсен
сĕтел урисене чăрмалăн
пушмакăн пуçĕпе ирччен.
Вăй пĕтĕ те — йăваш та сапăр,
Йĕркеллĕ пулăн ирхине.
Кашни сăмах хура шăна пек
ӳтри кашни тар шăтăкне
çӳçентермешкĕн пуçласассăн —
нимех те мар. Нимех те мар.
Мĕн пур ӳт-пӳ сурать пулсассăн —
ыратнине кăшт чакарма
ӳт-пӳ калăпăшне чакар эс.
Пуçна аллусемпе хĕстер.
Шăлна çырт. Чăмăртан та — лар эс.
Саватăн канлĕхе? Чипер!
Вăл тирĕкри шӳрпе пек — канлĕх,
тăкмасăр утас тен пулсан,
утту — кăштăртатса пымалăх
асăрхануллă пултăр сан.
Е ӳт-пĕвӳ тачка та лĕнчĕр,
çемçе те сĕлпĕр пулмалла, —
çĕре ватса чулсем чĕтреччĕр
ун айĕнче — ку ӳт, паллах,
чĕвен тăмасть вăл. Карăнмаççĕ
шăнăрĕсем. Вĕри хĕмсем
ӳтре чĕлтĕртетçе хыпмаççĕ.
Симметри саккунне сиссе
хăех тепĕр енне куçать вăл —
шĕвек ӳт-пӳ. Куçать — юлхав.
Хăй те сисмесĕрех упрать вăл
турилккери лăпкăлăха.
Ху канлĕхне çапла тирпейлĕн
упраканскер! Утту пĕртте
ан улшăнтăр, ялан илемлĕ,
этем утти пек тӳрĕ те
сулмаклă пултăр, ан чĕтретĕр
тесен — эс тух çынсем патне,
пĕлтер — ăшра мĕн кӳтнине те
ӳте туртса ыратнине
мĕн пур саспа!
Анчах çынсем
алла — ал пама мар тытаççĕ,
сан аллуна каллех вĕсем
ал таппине тытса пăхма çеç
пырса хыпашлĕçĕ тесен —
ан тух!..
Килĕсенче тирпейлĕн
сан ал таппи шăпланасса
кĕтекенсем — сăпайлăн, меллĕн
шур перчеткисене хывса
ан пусчăр сан енне пĕр утăм,
ан çулăхчăр тесен — ялан
сан хăвăн ирĕклĕ те çутă,
илемлĕ, çӳллĕ пулмалла!
2
Такам каланă: пурнăç — тĕлĕк...
Çук! Эп — ун чĕрĕ çутинче!
Шĕлепке мар, хăлхаллă çĕлĕк
пасартăр манăн пуç çинче —
кашни утăмранах тирпейлĕн
хывас пулсассăн та ăна —
эп йăнăшмăп: чăн-чăн чĕреллĕ
чăн-чăн çынна, гражданина
чыслатăп — ят-шывне пĕлмесĕр!
Енчен те эпĕр йăнăшсан —
хăш чух хисепĕмĕр чĕресĕр
мĕлкесене тивес пулсан —
Руç талккишпе — сенкер те хулăн
юр айĕнче — вĕриленсе —
тапаççĕ — итлĕр! — ыратуллăн
пирче пуçланă чĕресем.
Çапла, куллăрсене пытарăр:
эсир илтместĕр вĕсене.
Смоленск тăпри шăлса хăварнă
салтак чĕри сас панине
вун виçĕ çул тăнлатăп эпĕ.
Енчен эп шăпланас пулсан —
вăл çиллĕн тапнине илтетĕп.
Канать вăл — ман чĕре тапсан.
3
Тĕнче Пуррин çути эс — маншăн.
Куçа çак çутă шартнă чух,
кун-çулăмра калас сăмахшăн
санран кирли эп тупас çук.
Сан йышунта пăшăлтататăп
çакна эп хурлă ăшăмра.
Пĕр саншăн çеç айван курнатăп
кичем, талпас калаçура,
ĕçме сĕнсен «тавсси» теетĕп
çак йыш пĕлмен-курманнине...
Шавра эп — шăплăха итлетĕп,
«Кама калам чун хурлăхне?..»
Анчах — итлер-и халь ак манăн
кӳрше — çак вăрăм йĕкĕте, —
кирек хăш вăхăтра каланă
кирек мĕнле сăмахĕ те
хăть камшăн та çемçе те лайăх,
юравлă тухтăрччĕ тесе,
тутисене ялан сăпайлăн
ачаш ача пек йĕпетсе,
хăй те туймасăр пур эртелшĕн
пĕччен тертленекен этем —
вăл — кайăксем пек алăсемшĕн
ĕçме сĕнет. Ĕçер-и, тен?
Анчах — ун пек алсем курман эп.
Хĕл варринче ĕне кӳлсе,
тĕл-тĕл кĕренленсе хуралнă,
кӳтсе тăртаннă алăсем
пĕрре те кайăксем пек марччĕ.
Çил — витеретчĕ шăм-шака.
Хул-çурăм сурнинчен чухлатчĕç
хĕрарăмсем çанталăка.
Пĕр авăртан пăтавккана та
çав çул тулатчĕç улмасем.
Шăн çĕр çыпăçнипе ытла та
шултăраланнăччĕ вĕсем.
Каçарăр та — унта курсаттăм
çара алăсене, хура
Алăсене çеç!..
Эй, хăватăм,
шалти сăваплă ăнкăрав,
чун илтĕвĕ! — упра чĕр халлĕн
тăван асапăн сассине!
Мĕнле сăмах пусарĕ халĕ
асри салху сăмахсене?
Ăру ахлатнă пек, тапранчĕ
анне юрри ман асăмра, —
çĕкленчĕ... Ӳкрĕ те аманчĕ
Садра... Чунра... Кунти йышра.
Каларĕ тейĕн: ăшăнаймĕç
шăнса пăрланнă кайăксем...
Асра та халь çамрăкланаймĕç
тăван хĕр-арлăх сăнĕсем.
Чун кăлăпăшĕ пек упранĕ
çак юрă, шăппăн ыратса,
ăна тăнланă май, сăнланĕ
асри куç курăмне шартса,
выç ял... Выç кĕр... Асри,—
мĕн пурĕ, —
ялан — выç сăн пек хураскер.
Вил тĕслĕ — Çеçпĕлĕн «шыв-юрĕ»
ун кайăкне пытарнăскер...
4
Тĕнче Пуррин çути эс — маншăн..
Ашра анчах çакна калам.
Кунта эп — урăхла сăмахшăн.
Ан тив, эп сирĕнпе пулам
яка хут укçасем тултарнă
йăп-йăпăркка кĕсье тĕпне
ирĕксĕртен пырса çакланнă
тусанлă пăхăр вырăнне, —
мĕн пур саспа янрасчĕ унăн —
нимпе те çапăнмалăх çук.
Салху ирпе лăс çумăр çунăн,
контрабассем сĕрленĕ чух —
ан тив, пулам эп чĕмсĕр çекĕл,
тум-тир çеклийĕ вырăнне, —
плащпа кашне те явлăк çех-и —
пулать çакмашкăн ун çине
плащран кăшт йывăр япала та.
Ĕшенмĕ аллăм — йывăра
çакмаççĕ алăран нихçан та.
Ача чухне эп Атăлра
ула кушак çури курсаччĕ.
Тем çакнăччĕ ун мăйĕнчен.
Тинкертĕм — чул хура курнатчĕ...
5
Питех сухал та тĕксĕмлетнĕ,
çапах та камшăн та пулсан
пулас килет алла вĕрентнĕ
упа çури пек хушăран.
Эп хам вăя шанми пулсассăн,
вĕчĕхӳ çеç юн таппинче
хĕрхӳн йӳçмешкĕн пуçласассăн,
ӳт-тир сисмелĕх пит çинче
вĕри куçсен мускулĕсем
йывăрланса туртăннине те
туймалăхах пулса çитсен —
епле пулин те, кам патне те
пулин — каçпа е ирхине —
сăлтавсăр-мĕнсĕрех кĕресчĕ,
вĕри вителĕкӳ çине
çил шăнтнă пуçăмпа ӳкесчĕ.
Сан аллусен вĕрилĕхне
туясчĕ çеç... Вара — çитет те:
каллех пĕлетĕп — эс шанан.
Эс маншăн Атăл та; анне те,
çĕр-шыв пек кирлĕ эс мана.
1954–1956, Мускав
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...