Хĕвеллĕ çумăр


— Чăвашлине те тавăрса пама ыйтатăп, — кăшт чăрсăртараххăн хушса хучĕ Шангин.

— Пултараймаспăр, — терĕ редактор. — Эпир ку алçырăвĕпе питĕ нумай ĕçленĕ... Мĕн чухлĕ тăкак патшалăха!..

— Анчах эпĕ тин çеç ĕçе тытăннă-ха, — пĕр курнăçланмасăр хуравларĕ çамрăк агроном. — Пурăнса пăхар, ĕçлесе пăхар, мĕн юсамалли-хушмалли хăех курăнĕ. Çĕнĕ материал пухăп... Çĕнĕ тĕслĕхсем...

— Срокĕ, срокĕ хăçан? — хăйĕнни çине тăрать редактор. — Вăраха тăсас марччĕ... Унсăр пирĕн план пуçхĕрлĕ вăркăнать. Теми те питĕ кирлĕ тема... Эрози...

— Çапла, вăраха тăсас марччĕ, — килĕшрĕ çамрăк автор. — Эрози — хăрушă япала...

Кĕнеке издательствинче ĕç çакăн пек татăлни Микулайăн пăлханнă кăмăлне самаях лăплантарчĕ. Чăн та, ăçта-ха унта кĕнеке кăлармалăх материал? Колхозра хăй тĕллĕн пĕр уйăха яхăн ĕçлесе пăхнă хыççăн çамрăк агроном «эрози ыйтăвне» тарăнрах илмеллине курчĕ. Студентăн практикăри сăнавĕсем вĕсем — тĕпренчĕк кăна. Уруков калашле, тĕшши сахал, кипекки ытлашшипех.

Ан тив, Шангин халлĕхе колхозра нимĕнех те туса ĕлкĕреймен пултăр, анчах вăл нумай япалана ăнланчĕ. Чи кирли — пур ĕçе те чунпа тытăнмалла. Чунпа ĕçлетĕн — чул çинче те тулă ӳстеретĕн. Пĕр тытăнсан, каялла ан чак, аяккалла ан пăрăн, ĕмĕтленнĕ ĕмĕте тем пулсан та çит! Сăмсаран юн кайтăр — эс малаллах ăнтăл! Сана çул çинче такăнтаракансем те, усал сунакансем те, сиен тăвакансем те тупăнĕç, эсĕ нимрен те ан хăра, никама та ан парăн!..

Микулайăн Шупашкарта паян пĕр ĕç те ăнмарĕ-ха. Институтра кирлĕ çынна тĕл пулаймарĕ. Юлашки курссенчи студентсем, вĕренсе пĕтерсе, алла диплом илнĕ те колхозсене ĕçлеме кайнă. Кĕçĕн курссем экзаменсем тытаççĕ, вăтаммисем — практикăра. Кĕнеке издательствинчен те Микулай, тĕрĕссипе, нимсĕрех тухрĕ. Ăна хăйĕн клеенка хуплашкаллă тетрачĕсене çеç тыттарса ячĕç чăвашла куçарнă алçырăвне памарĕç. «Патшалăх тăкак тӳснĕ» имĕш. Çапах та малтанхи ăнăçман ĕçсемшĕн Микулай пăшăрханмарĕ. Пĕтĕм пурнăç — умра!..

Кĕнеке издательствинчен тухсан, вăл Карл Маркс урамĕпе тӳрех анаталла уттарчĕ. Шупашкартан кайнăранпа уйăх та иртмен-ха, анчах хула питĕ улшăннă пек туйăнать. Ĕнтĕ аслă урамсене кăна мар, кĕçĕннисене те, авалхи ансăр тăкăрлăксене те йăлтах тикĕслетсе асфальт сараççĕ. Хăлтăр-халтăр йывăç çуртсене сӳтсе, хула тулашнелле куçараççĕ. Вĕсен вырăнне речĕпех пысăк чул çуртсем купала-купала лартаççĕ. Ăçта пăхнă унта — пĕлĕтелле кармашнă çӳллĕ крансем. Вĕсене пĕр çĕре пухсан, сĕм вăрман пулĕччĕ.

Урамра икĕ енĕпе те вĕçĕмсĕр халăх хĕвĕшет. Пурте шукăль тумланнă. Уйрăмах хĕрупраç. Пăхатăн та, куç алчăрать. Акăш-макăш чечеклĕ çипуç. Нейлон та капрон, перлон та лавсан... Калăн, пĕтĕм хими пирĕн хитре хĕрсемшĕн тăрăшать. Хăшпĕр пикисем, çӳçĕсене йĕтĕн сӳсĕнчен те хытăрах шуратса, пуç тӳшше утă капанĕ пек купала-купала лартнă.

Ĕç вăхăчĕ. Урамра çынсем лăк-тулли. Вĕсене куратăн та хулара никам та ĕçлемест, пурте парксемпе çăка аллейисен сулхăнĕнче уçăлса кăна çӳреççĕ тесе шутлатăн. Анчах апла мар тăр-çав. Хула çĕрле те çывăрмасть. Пин-пин çын фабрикăсемпе заводсенче каçхи сменăра ĕçлет. Кăнтăрла вĕсем канаççĕ, уçăлса çӳреççĕ. Атăл леш енне каçаççĕ. Тен, тӳр пилĕксем те çук мар-тăр вĕсен хушшинче... Ялти пекех, хулара та тĕрлĕ çын пурăнать. Хула йышĕ ĕнтĕ ялтинчен нумай пысăкрах, çавăнпа ĕçсĕр янкамассем те кунта ытларах пулма пултараççĕ.

Çук-ха, Микулайăн халь ун çинчен шухăшлас килмест. Ăна тĕп хуламăр куç умĕнчех улшăнни, çĕнелни, капăрланни, илемленни савăнтарать. Хула улшăннă май, çынсен сăн-сăпачĕ те улшăнать, тасалать, çуталать. Микулай аслă урампа малтан малалла утать. Сăнать, шухăшлать. Утнăçемĕн ун куçĕ тĕлне хитререн те хитререх хĕрсем киле-киле тухаççĕ. Вĕсене хăй ăссĕн вăл ырă сунса, телей сунса ăсатать. Хитре сăн-сăпатлă çын çĕр çинче хитре кăна пурăнма тивĕç...

Шангинăн республикăри «Сельхозтехника» кантурне кĕрсе тухмалла, унтан вĕсен базине çитмелле. Шупашкара тухса килес умĕн колхоз механикĕ Иван Ермолаевич «ăна комбайнсемпе тракторсем валли запаслă пайсем пăхма хушрĕ, списокне те çырса пачĕ. Алшăлли вăрăмĕш хут.

— Çырмалли татах та пур, — терĕ механик, питĕнчи тарне пиншак çаннипе шăлса. — Чи кирлĕ пайсем...

— Мĕнлисем-ши? — пĕлесшĕн пулчĕ агроном.

— Кунта хăшпĕрисен пуçне улăштармалла, — пĕр кулмасăр хуравларĕ механик, хăйĕн çамкине шаккаса кăтартса. — Калăпăр, Кариньков пеккисен... Хатар таврашĕн...

Агроном кулса ячĕ. Колхоз механикĕ хăйĕн шӳтлĕ сăмахне яланах çапла кĕтмен çĕртен пат çавăрса хурать. Хăй нихçан та кулмасть.

— Çук-тăр çав, кун пек ĕçре «Сельхозтехника» пулăшаймĕ, — терĕ агроном, пуçне пăркаласа. — Вĕлтрен милĕк пăсмĕччĕ!..

Вĕлтрен милĕк тенĕрен, вăл ялта кăна мар, хулари хăшпĕр пуçлăх валли те питĕ кирлĕ, «Сельхозтехника» кантурĕнче колхоз механикĕн вăрăм списокне алла та тытса пăхмарĕç.

— Мĕн эсир куç уçăлман кушак çури пек пăн-пан перĕнкелесе çӳретĕр? — терĕç кунта çамрăк агронома. — Мĕнпур запаслă пайсене эпир «Сельхозтехникăн» районти уйрăмĕсене ярса паратпăр. Унта шырăр, унта туянăр.

— Çук-çке-ха районта, çук! — вĕриленме тытăнчĕ Шангин. — Тепĕр чух сирĕн базăра чи кирлĕ пайсем тĕрлĕ ăпăр-тапăр айĕнче йăваланса выртаканччĕ.

Микулай кунта хăй сăмахне мар, Иван Ермолаевич сăмахне каласа хучĕ. Именнипе хайхи хĕрелсе кайрĕ.

— Тĕлĕнмелле! — терĕ сĕтел хушшинчи куçлăхлă çын. — Эсир, хисеплĕ юлташ, çамрăклах базăсем тăрăх йĕрлесе çӳреме хăнăхнă пулас... Каплах çӳресен, инçете кайма пултаратăр... Инçете... Инçете...

Çапах та базăна çитмесĕр Шангин тӳсеймерĕ. Юрать-ха, ӳркенмерĕ вăл. Ахаллĕн колхоза пушă алăтпах таврăнатчĕ. Складри ăпăр-тапăр хушшинче Микулай вĕрçĕнĕ ещĕксем курах кайрĕ, «Маяк» колхоз ячĕпе агрохими лабораторийĕ валли Мускавран ярса панă хатĕрсем эрне каярах çитнĕ иккен. Кун çинчен колхоза пĕлтермен. Темшĕн-çке тата «Союззооветснаб» вĕсене «Сельхозтехника» кантурĕ урлă ярса панă. Е чугун çул çыниисем пăтраштарнă-ши? Çул çинче унашкал мыскарасем час-часах пулаççĕ.

— Юрĕ, капла та аван, — терĕ агроном, — питĕ вăхăтлă!.. Анчах паян илсе каяймастпăр. Машина çук. Ырансене юри килĕпĕр.

Май килнĕ чух вăл Иван Ермолаевич списокĕнче кăтартнă хăшпĕр запаслă пайсене те тупса тухрĕ. Вĕсене хаçатпа чĕркесе рюкзака чикрĕ те институт общежитийĕ патнелле хăпарчĕ. Ăннă чух чиперех ăнать вăл ĕç-пуç тени!.

Общежитире, пĕр пĕчĕк пӳлĕмре, Униççе аппа пурăнать. Çуртра пĕр чĕрĕ чун çук пулсан та, Униççе аппа яланах хăй вырăнĕнче. Вăл — техничка, «швейцар», хуралçă. Тĕлĕнмелле çын Униççе аппа. Институтран вунă-вунпилĕк çул каярах вĕренсе тухнисене те, халь вĕренекеннисене те вăл сăнран паллать, ятран пĕлет. Кашнинех, тăван ывăлне кĕтсе илнĕ пек, кĕтсе илет.

— Ай-уй, Микулай килнĕ-çке! — терĕ вăл, Шангина коридорта аякранах палласа. — Тем, пит йывăр кутамкка йăтнă. Çула пуçтарăнатăн-им?

— Колхоз валли кучченеç, Униççе аппа, — кулкаласа хуравларĕ Микулай. — Вăхăтлăха сан патна кĕрсе хурасшăнччĕ...

— Э-эй, ара, мĕн калаçмалли! Хур, хур... Эп кунтах пулатăп.

Микулай общежитире нумай тытăнса тăмарĕ. Хулана килнĕ-килнех ĕнтĕ унăн магазинсене те кĕрсе пăхас килет.

«Çак Униççе аппапа Кĕтерук кинемин тем пĕр пекки пур, — хăй ăссĕн шухăшласа илчĕ Микулай урампа утнăçемĕн. — Çеçпĕл каларăш, чăваш арăмĕсем... Хутне те лайăххăн вĕренеймен вĕсем... Культура тивлечĕ тенине те тутанса пăхайман... Çапах та мĕн тери пысăк тараватлăх вĕсен чĕринче! Мĕн тери ырă кăмăл!.. Мĕн тери пархатарлăх, çынлăх!»

Микулай, универмага çитсе, Кĕтерук кинемипе Униççе аппа валли парнелĕх пĕрер тутăр илме шут тытрĕ. Пĕр-пĕринчен инçетре пурăнсан та, ан тив, вĕсен пуçĕнче иккĕшин те пĕр пек тутăрсем пулччăр. Ан тив, çав тутăрсем куçа курăнми тӳлĕмпе вĕçе-вĕçĕн çыхăнса тăччĕр. Çавал шывĕ Атăл шывĕпе пĕрлешнĕ пек.

«Чим, анне валли те парне туянас, — аса илчĕ Микулай магазин алăкĕ умĕнче. — Виçĕ карчăкăн пĕр пек тутăр пултăр. Епле маннă-ха эпĕ тăван аннене? Тырă вырма тухиччен хам çуралнă яла кайса курмаллах пулать. Пушă алăпа аван мар...»

Универмага кĕрсен, Микулай тӳрех тутăр таврашĕ сутнă çĕре пымарĕ, магазинăн икĕ хучĕпех пăхса çаврăнчĕ. Уйрăмах ăна хатĕр тумтирсем илĕртрĕç. Микулая ĕнтĕ унта-кунта тухса çӳреме сумлă костюм кирлĕ. Хĕллехи пальти те питĕ кивелнĕ, арки шерепеленсех тăрать. Çулла çуна хатĕрле тенине манмалла мар çав. Укçи пур-ха унăн. Колхоз леш «подъемнăй» текеннине тӳлерĕ, кĕçех пĕр уйăх ĕçленĕшĕн шалу тухмалла. Костюмĕпе пальтине паянах туянмасан та, пăхса хуни пăсмасть.

Костюм хыççăн костюм виçет Микулай, пальто хыççăн пальто. Пĕри тепринчен ятуллăрах. Пурне те çĕнĕ модăпа çĕлетнĕ. Тумланас тесен, питĕ шукăль тумланма пулать ĕнтĕ. Шел, кăшт хаклăрах. Ытла йӳннине Микулайăн туянас килмест, хакли валли — укçи хĕсĕкрех.

— Юрĕ, ĕлкĕрĕпĕр-ха... Тавтапуç! — терĕ вăл, костюмсем сутакан чиперкке хĕр патĕнчен пăрăнса.

Анчах малалла пĕр утăм та ярса пусаймарĕ, пăчă магазинта йĕп-йĕпе тара ӳкнĕскер, вырăнтах шăнса хытрĕ. Ун умĕнче Шура Шугаева тăра парать. Лешĕн те кушакăнни евĕр симĕс куçĕсем сасартăк чарăлса кайрĕç. Пĕр кĕтмен тĕлпулу.

— 0, Николай! Коля! — сцена çинчи пек, кĕç тăнсăр пулса ӳкенçи янкăштарса ячĕ Шура ачаш сассине. — Хăçантанпа курма-а-ан!..

Микулай ним шарламасăр пăрăнса кайма тăчĕ. Шура ун çулне пӳлчĕ.

— Çилленме кирлĕ мар, Коля, — чĕвĕлтетме тытăнчĕ чиперкке хĕрарăм. — Эпир туссем пулнă....

— Пулнă-тăр... — мăкăртатса илчĕ Микулай, хăйĕн çунакан хура куçĕсене Шурăран тартса. — Астăваймастăп...

Микулай каллех Шурăран пăрăнса кайма тăчĕ, анчах лешĕ каллех ун çулне пӳлчĕ. Çакна çывăхри пĕр-икĕ майра лайăхах асăрхарĕç, хайхи сăнамалăх мăйĕсене хитре пикепе каччă еннелле чăхсем пек чалăштарчĕç. Чее Шура вара сăмахне урăх çĕрелле çавăрчĕ.

— Уй-хир сывлăшĕ питĕ усăллă сана, Николай, — йăл та йăл кулкаларĕ Шура. — Епле хытă пиçнĕ хĕвелпе!.. Крымпа Кавказра та кун пек хитре тĕс кĕрес çук.

— Крымпа Кавказ пире валли мар, — сиввĕн тавăрчĕ Микулай.

— Ах, Коля, эс çаплах çилленетĕн, — шăнкăрч сассипе кулса илчĕ Шура. — Крымпа Кавказсене каясси кăçал пирĕн те пулаймарĕ... Игорь мана отпуск укçипе мутон кĕрĕк туянса парас терĕ, — пĕр намăса пĕлмесĕр мухтанма тытăнчĕ хайхи çак чиперкке, ун «юррине» вара Микулай «интересшĕн» вĕçне çитиех итлесе пăхма шутларĕ: — Тĕлĕнмелле çын — ман упăшка! — терĕ чиперкке. — Эп сире паллаштарам-ха. Ав унта вăл, черетре тăрать. Кĕрĕкĕсене складран илсе хăпартайман-ха. Кĕçех хăпартмалла... Игорь!... Игорь!.. — пĕтĕм зал урлă янкăштарса кăшкăрчĕ Шура — Игорь, кил-ха кунта!.. Игорь!..

Шангин черет еннелле çаврăнса пăхрĕ: унта ытларах хĕрарăмсем тăраççĕ. Вĕсен хушшинче Микулай сарлака хул-çурăмлă, сарă кăтра çӳçлĕ арçынна тӳрех уйăрса илчĕ. Тĕрĕссипе, Микулай куçĕ тĕлне çав арçыннăн сарлака хул-çурăмĕпе сарă кăтра çӳçĕ те мар-ха, чи малтан унăн пуç тӳпинчи çап-çутă çаврашки лекрĕ. Слон шăмминчен якатса тунă бильярд шарне кĕртсе лартнă тейĕн Шура упăшкин пуç тӳпине. Пĕр сăмахпа, чăн тӳперен кукшаланма тытăннă çав этем...

Унччен те пулмарĕ, Шурăпа Микулай патне питĕ кĕрнеклĕ арçын пырса тăчĕ. Мăнттай кӳлепине кура мар хăй çав тери çăмăл уткалать.

— Паллашăр, — халь-халь ирĕлсе каясла ейĕлсе илчĕ Шура. — Ку — манăн студент чухнехи юлташ, Николай Шангин... Спорт ăмăртăвĕсенче яланах пĕрлеччĕ... Ку — ман упăшка, Игорь... Йăл та йăл кулать Шура, кулнă май çăварĕнче икĕ енчен шĕвĕркке икĕ асав шăл туха-туха ларать. Çăткăн!..

Шангин çак камите текех тӳссе тăраймарĕ.

— Ăшаласа çи хăвăн кукша упăшкуна! — терĕ те вăл çӳлти хутран аялти хута вăркăнчĕ. Хыçалта Шура упăшки: «Что такое? Ничего не понимаю, Шурочка!» — тени çеç илтĕнсе юлчĕ.

Микулай хăй парнелĕх илме ĕмĕтленнĕ пуç тутрисене те илеймерĕ, «Урăх магазинта туянăп, — терĕ вăл, — ан тив, кунта мутон кĕрĕк патне вĕсем черет тăччăр! Вĕсем — хăйсене тĕнче илемĕ тесе шутлакансем!»

Çамрăк агрономăн çурăмне пиншак витĕрех тар тапса тухнă иккен. Пичĕ тăрăх та шăпăртатсах тар юхать. Хăйĕнчен хăй йĕрĕнчĕ Микулай, малтанхи самантра ниçта кайса кĕме аптăрарĕ.

«Тăмсай! — терĕ вăл юлашкинчен хăйне çамкаран çапса. — Шыва кайса кĕмелле!.. Шупашкара килнĕ пек чух епле-ха Атăл хĕррине анса курмăн?»

Вăл питне-куçне сăмса тутрипе шăлкаларĕ те Атăл хĕрринелле уттара пачĕ. Çапах та магазинта тарăхни хăвăртах иртеймерĕ.

«Хитре, — шухăшлать çамрăк агроном, çăка речĕсен сулхăнĕпе анаталла утнă май. — Шура халь те питĕ хитре... Магазин витринине кăлар та тăрат... Чĕрĕ манекен!.. Çиĕнче темĕнле питĕ çӳхе кофта... Йăлтах витĕр курăнать... Пăхма та именмелле... Хĕрлĕ кешемиртен çĕлетнĕ ансăр юбки çинçе пилĕкĕпе тăпăлкка тулли ӳтне сывлăш тухмалла мар таччăн пăчăртаса тăрать... Пĕр сăмахпа, унăн мĕнпур тивлечĕ — урамра, çын куçĕ умĕнче».

— Намăссăр! — сасăпах вăрçать Микӳлай. Иртсе пыракан çынсем ун çине кăна пăхаççĕ, е сыпнă, е ăсран тайăлнă теççĕ пулас.

Микулай ăна-кăна асăрхамасть, хăй шухăшĕпех суйланса утать. «Чунне мар, чи малтан сăнне куратпăр, — тет вăл. — Сăнĕ илемлĕ — самантрах ирĕлме тытăнатпăр. Эх, мĕн тери суккăр пулнă эс, Шанкă Микулайĕ! Хитре сăн-пит витĕр хура çĕлен чунне курма пĕлмен. Çавна пула...»

Мĕн «çавна пула»?.. Шухăша кунтан маларах ирттерме шикленчĕ Микулай.

Анчах кам пĕлмест-ха ун шухăшне? «Çавна пула» паян Çавал хĕрринче пĕр мĕскĕн чун хĕн курса пурăнать, «çавна пула» Микулай хăй те лăш курмасăр асапланать. «Суккăр пулнă...» Тĕрĕсех çав! Чунĕпе те, сăнĕпе те чăн-чăн илемлĕ хĕре Микулай вăхăтра уйăрса илеймен. Кăмăлланă çав хĕре, туртăннă ун патнелле, çапах та... пуç мими тахăш мăкăлĕпе ăна «ял хĕрĕ» тесе шутланă. Николай Шангин хăй хула каччи имĕш. Эх, айван, айван!.. Халь, акă, чавса кукрашки çывăх та çавăрса çыртма çук.

Хăй илме ĕмĕтленнĕ виçĕ парнене Микулай площадьри пусма-тавар магазинĕнче туянчĕ. Мăкăнь вăрри сапнă пек пăчăр-пăчăр вĕтĕ тĕрĕллĕ шурă патис тутăр Микулайăн амăшне те, Кĕтерук кинемие те, Униççе аппана та питĕ килĕшмелле.

Атăл хĕррине çитеспе Микулайăн кăмăлĕ лăпланчĕ. Универмагри тĕлпулу ăна ĕнтĕ путишле мыскара пек кăна туйăнать. Яла таврăнсан, кун çинчен вăл, акă, Ермолаева е Урукова кула-кулах каласа кăтартĕ.

«Урамра вăтăр градуса яхăн вĕри, вырăн-вырăн асфальт шăранать, пуç тӳпи яп-яка кукшаланнă ватă инженер хайхи хăйĕн çамрăк арăмĕ валли мутон кĕрĕк туянать. Арăмĕ теме те çук-ха ăна, çав çеçтехе. Хĕрĕ тесен — татах хăть. Упăшкинчен вăл, тупата, пĕр çирĕм пилĕк çул кĕçĕнрех. Тупăннă мăшăр!..»

Çук, çук! Çĕлен пек авкаланакан çинçе пилĕклĕ хура хĕр ятне Николай Шангин тек ĕмĕрне те асăнмĕ. Ан тив, çунса кĕллентĕр вăл каçса иртнĕ малтанхи юрату кĕперĕ!.. Анчах пулнă-ши вĕсен хушшинче юрату? Чăн-чăн юрату вырăнне ĕмĕтре «куç ултавĕ» кăна янкăрланса çуталман-ши? Тем пулсан та, хăйне ĕнерхи кунпа çыхса тăнă пăява Микулай ĕнтĕ яланлăха касса татрĕ. Иртнĕ кунăн çути çук, ăраскална унта ан шыра, пурĕпĕрех тупаймастăн... Малалла лайăхрах тинкер!..

Атăлăн чăнкă çыранĕпе таçта çитиех шурă карлăк чĕнтĕрленсе-эрешленсе каять. Кунтан кунĕн-çĕрĕн çын татăлмасть, Микулай та самантлăха чарăнса тăчĕ. Чавсипе карлăк çине тĕренсе, куçĕпе Атăл анлăшне ытамларĕ. Ĕмĕр пăхса тăр — пăхса тăранаймăн. Анчах Микулайăн Атăл ырлăхĕпе киленесси вăраха пымарĕ.

■ Страницăсем: 1... 25 26 27 28 29 30 31 32 33 34 35 ... 38

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: