Шăрттан


Патша апачĕ,

сар шăрттан!

Сан мухтаву ăçта вырнаçĕ?

Чăваш енче мĕн авалтан

çу варринче така пусаççĕ.

Кам курнă выльăх усраса,

мана каламĕ вăл: суеçĕ.

Сăра туса,

пуçтарăнса

ушкăнĕпе шӳрпе çиеççĕ.

Вара шăрттан тума пуçлаççĕ.

Çемçе те тутлă какайне

вĕтетнĕ хыççăн тултараççĕ

шуратнă хырăмлăх ăшне.

Кинемисем майне пĕлеççĕ, —

ан кĕтĕр сывлăш та тултан.

Сĕвем çиппе туртса çĕлеççĕ

сана, мăн хырăмлă шăрттан!

Çатма çинче ташша вĕреннĕ.

Пулса эс курнă тамăкра.

Виç хут лартса,

виç хут пĕçернĕ

сана вĕри кăмакара.

 

Чăваш апачĕ,

сар шăрттан,

хăна сĕтелĕн çут хĕвелĕ!

Сана пĕр татăк тутансан,

хама туятăп ик чĕреллĕн.

Мухтав сана,

апат патши!

Санра пурах хăватлă техĕм.

Çисе пăхсан сана ват çын,

нихçан кăлармĕ тек пĕр эххĕм.

Шăрттан тесен кам пуç çĕклемĕ?

Шăрттан курсассăн çук анас.

Савса çиет уй-хир ĕçченĕ.

Сана министр та хавас.

 

Типтерлĕ çи,

ытла ан иртĕх.

Çиме пĕлмерĕн —

кайĕ ят.

Сана тиркеймĕ кутăн критик.

Поэт вара —

каçсах каять.

 

Кама савса хăна туман?

Лартман-ши чыслăн кам умне?

...Асилтерет мана шăрттан

чăвашăн ырă кăмăлне.

Авал шăпи чăвашăн çĕтнĕ.

Чунне хĕн пынă таптаса.

Миçе хутчен çунтарнă, ĕнтнĕ, —

хытман вăл пурпĕр чул пулса.

Ĕмĕчĕпе çунса телейлĕн

хĕрарăм çакнă апатне.

Тутлантармашкăн янă тейĕн

вăл хăйĕн кăмăл турамне.

Çавна çиен этем шăртланмĕ.

Хавассăн çиçĕ сăн-сăпат.

Мухтав сана,

чăваш шăрттанĕ,

нихçан йăлăхтарми апат!

Çавăн пекех пăхăр

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Ярмат (2016-08-01 17:08:51):

Чăвашăн чи сумлă апачĕсенчен пĕрне, шăрттана, сумлас туйăмне палăртать автор. Чăн та, шăрттана халĕ сайра хутра кăна курма пулать. Пĕçерме те манса пыраççĕ паян кун.

 

Ярмат (2016-08-01 17:44:47):

Сумлă ялти туй кĕрекисенче кăна курма пулать.

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: