Пурнăç хакĕ


Ирхине ултă сехетре «Ракета» кафере ĕçлекен Лида Симакова повар ĕçе килсен каçхи хуралçă алăк уçса кĕртменнипе тĕлĕнсе шаках хытса тăчĕ.

Повар кафере каçхи хуралçăра студентсем тăнине пĕлет. «Çĕр каçа вĕренсе ларнă та ку çын халĕ хуп турттарать ĕнтĕ», — тесе шутларĕ вăл тимĕр алăк умĕнче ун-кун пăхкаласа тăраканскер. Кнопкăна пусса тепре шăнкăравласан тин алăка уçрĕ хуралçă.

— Каçарăр, часах уçаймарăм, — терĕ каçхи хуралçă шалтан тухакан сасăпа.

— Мĕн тумалла, киле каймалла мар-ши тесе те шутланăччĕ. Чим-ха, сан сăну та улшăннă, чирлесе ӳкмерĕн пулĕ те? — ыйтрĕ Симакова кăштах кукăрăлса, сулахай аллине сылтăм енчен тытса тăракан çамрăка курсан.

— Чирлемен-ха, — сăмаха тăсса хуравларĕ хуралçă, — тулĕк сывланă чух кăкăрта тем ыратать.

— Чирлемен пулсан кăкăрта ыратас çук.

— Суранлантăм пулас...

— Мĕнле суранлантăн? — те тĕлĕнсе, те пĕлес килнипе ыйтрĕ повар.

Иртнĕ каç кафере мĕн пулса иртнине каласшăн пулмарĕ вăл, сылтăм аллипе кăна суланçи турĕ.

— Кăкăрта ыратать терĕн, апла манăн «Васкавлă пулăшу» чĕнес пуль.

— Кирлĕ мар, — терĕ хуралçă, — ыратни кăштахран хăех иртсе кайĕ.

— Темле çав, — иккĕленчĕ повар, — хăй тĕллĕн иртсе кайĕ-ши? «Васкавлă пулăшу» кирлĕ мар пулсан травмпункта кайса пăх эппин.

— Ăçта вăл, травмпункт тени?

— Кунтан инçех мар, Энгельс урамĕнче Строительсен медсанчаçĕ пур. Çавăнта пĕрремĕш хутра вырнаçнă травмпункт. Кайса пăх унта, — тесе ăсатрĕ повар каçхи хуралçăна каферен.

Урама тухсан хуралçă темиçе утăм турĕ те чарăнса тăчĕ. Хĕллехи сывлăша çăтма хăтланчĕ — пултараймарĕ, кăкăрта сылтăм енче касса ыратса илчĕ.

Хăй те ăнланмарĕ: темшĕн-çке вăл повар сĕннĕ травмпункта мар, «Гагарин урамĕ» чарăнăва çитсе тăчĕ. Троллейбус килсен аран-аран тенĕ пек унта кĕрсе ларчĕ.

Иртнĕ каç хăйне хĕнесе хăварни çинчен общежитие çитичченех шутларĕ. «Мĕн тума уçса кĕртрĕм-ши çав пĕли-пĕлми çынна?» — ӳкĕнчĕ вăл. Лешĕ кафене кĕрсе тĕрĕслеме шутларĕ пулас. Вăл унăн çулне пӳлсе хучĕ. Хайхи вăйлă тĕксе янипе кайса ӳкрĕ, хăйне те ӳкерес тесе уринчен ярса тытрĕ. Урине ку вĕçертсе аякран, сылтăм енчен виç-тăватă хутчен тапса хăварчĕ. Ыратни иртсе каять пуль тесеччĕ, каймарĕ иккен, ир енне пушшех вăйланса пычĕ. Шикленсе ӳкрĕ, кун пек ыратнипе занятие мĕнле каймалла?

Ярославски урамĕнчи ял хуçалăх институтĕнче (ун чухне вăл академи пулман) вĕренекен студентсем ирхине занятие кайса пĕтнĕ те, вăрăм коридорсем пушансах юлнă. Шултăрканă урай хăмисем каллĕ-маллĕ çын утнипе чĕрĕклетни те, шăна вĕçни те илтĕнмест. Тепĕртакран тин общежити коменданчĕ тĕрĕслесе çӳрет. Кухньăсенче таса-и, чӳрече кантăкĕсем ванман-и, пăрăхсемпе ăшăтмалли батарейăсенчен шыв сăрхăнмасть-и, пӳлĕм алăкĕсене питĕрсе хăварнă-и студентсем, алăк хăлăпĕсем вырăнтах-и — ĕçе килсен пурне те тĕрĕслесе тухать комендант.

Тăваттăмĕш хутра тĕрĕслесе çӳренĕ чухне тăватçĕр çирĕм тăваттăмĕш пӳлĕмĕн алăкне питĕрмен пек туйăнчĕ. Çакна курсан комендант кăмăлсăрланчĕ.

«Алăка питĕрсе каймалли çинчен миçе хут асăрхаттармалла-ха вĕсене?» — тарăхсах кайрĕ вăл çав пӳлĕм патне пырса.

Пӳлĕме кĕрсен сылтăм енчи кравать çинче хутланса выртакан çын патне пырса тăчĕ. Лешĕ сисрĕ çакна, çаврăнса выртма хăтланчĕ, анчах пултараймарĕ. Пуçне кăшт çĕкленĕрен сăнран палласа илчĕ ăна комендант.

— Степанов, ма занятисенче мар, ӳсĕр мар пуль те эсĕ?

— Ӳсĕр ма-ар, — хуравларĕ Степанов текен студент аран-аран.

Кăкăрта хытă ыратнипе ахлатса илчĕ.

— Мĕн пулнă сана, Степанов, ма ахлататăн?

— Сывлама та çук, кăкăрта пит ыратать.

Урăх ыйтса-туса тăмарĕ комендант, çынна васкавлă пулăшу кирлине ăнланса, хăй тĕллĕн мăкăртаткаласа, пӳлĕмрен васкаса тухса утрĕ.

Тепĕр çур сехетрен шурă халатлă икĕ çамрăк (практикантсем пулас) Степанова общежитирен наçилкке çине вырттарса илсе тухрĕç.

«Васкавлă пулăшу» больницине илсе çитерчĕç ăна. Аялти хутри пĕр пӳлĕме илсе кĕрсен кушетка çине вырттарчĕç.

— Тăрса ларма пултаратăн-и? — ыйтрĕ сĕтел хушшинче ларакан арçын врач.

— Кăштах пулăшсан пултаратăп пуль.

Тăрса ларма, унтан пилĕк таран хывăнма çамрăках мар медсестра пулăшрĕ.

— Мĕн чăрмантарать, мĕн ыратать, çамрăк çыннăм? — терĕ врач ун патне пырса тăрса.

Степанов ăçта мĕн ыратнине пĕлтерчĕ. Врач малтан чĕрине итлерĕ, унтан юн таппине тĕрĕслерĕ.

— Ай-уй, кам çав тери хĕнесе тăкнă сана? — терĕ врач сылтăм аякĕнче талккишпе кăвакарнă вырăнсене курсан.

— Ĕçре... паллакан студент урапа темиçе хут тапрĕ.

Врач кăвакарна вырăнсене пусса пăхма пуçласан Степанов ыратнине тӳсеймесĕр кăшкăрса ячĕ.

— Рентген пӳлĕмне илсе кай, — хушрĕ врач медсестрана.

Рентгенпа тĕрĕсленĕ хыççăн медсестра çине-çинех икĕ укол турĕ, мăйран пуçласа пилĕк таран бинтпа хытă çавăрса çыхрĕ.

Кун хыççăн Степанов хăйне киле ярасса кĕтнĕччĕ. Вăл шутланă пек пулмарĕ, киле ярас вырăнне виççĕмĕш хута илсе хăпартса пĕр палатăна вырнаçтарчĕç.

Уколсем тунă хыççăн ыратни кăштах лăпланнă пек пулчĕ, сывлама çавах йывăр-ха.

Кăнтăрла çитеспе, занятие каяйманшăн пăшăрханса выртнă вăхăтра, постра ларакан медсестра ун патне палатăна палламан арçынна ертсе пычĕ, хăй тӳрех тухса кайрĕ.

Çине шурă халат уртса янă, сулахай аллине хура папка тытмă çын ăна сăнаса пăхрĕ малтан, унтан кравать пуçĕнче тăракан пукана илсе ун çумнерех пырса лартрĕ.

— Паллашар санпа, — терĕ çакскер папкине чĕрçи çине хурса. — Эпĕ — следователь, хушаматăмпа Плотников пулатăп.

«Следователь» тенине илтсен Степановăн чĕлхи çухалчĕ тейĕн, пĕр сăмах та чĕнеймерĕ. Кам чĕннĕ ăна кунта, мĕн тума килнĕ вăл? — ăнланаймарĕ Степанов.

— Мĕнле лекрĕн больницăна?

— «Васкавлă пулăшу» машинипе илсе килчĕç.

— Вĕсем ахальтен илсе килмен пуль сана?

— Сывланă чухне кăкăрта пит ыратать, çавăнпа илсе килчĕç кунта.

— Врач мĕн терĕ?

— Сылтăм енче икĕ аяк пĕрчи хуçăлнине пĕлтерчĕ.

— Да-а, ку шӳт мар, кала-ха, кам хĕнесе сусăрлатрĕ сана? — ыйтрĕ следователь кравать çинче выртакан çынна куçран шăтарса пăхса.

Следователь тăруках çапла ыйтни вунсаккăрти каччăн шухăшне пăтратса ячĕ. Тĕрĕссине калас — юлташĕсенчен аван мар, тĕрĕс мар каласан хăйне айăпласран хăрамалла.

Кам хĕненине ирĕксĕрех каласа пама тиврĕ.

— Паллах, хам та айăплă-ха, кафене уçса кĕртмелле пулман ăна.

— Ун пирки — урăх калаçу. Вăл çыннăн хушаматне-ятне пĕлетĕн-и?

— Пирĕн факультетра вĕренет вăл, Корольков хушаматлăскер, ятне пĕлместĕп. Пĕр общежитире пурăнатпăр.

— Хальччен мĕнле хутшăну пулнă сирĕн хушăра?

— Вăл аслă курсра вĕренет те, пĕр-пĕринпе калаçсах та кайман.

— Хирĕç тăмарăн-и?

— Тăма-и унта, вăл мана тĕксе ячĕ те эпĕ кайса ӳкрĕм, хăйне те ӳкересшĕн пулса уринчен ярса илтĕм. Вĕçерĕнчĕ те мана тапса пĕтерчĕ.

— Урине мĕн тăхăннăччĕ Корольков, миçе хут, ăçтан тапрĕ?

— Хулăн тĕплĕ пушмакпаччĕ вăл, сахалтан та виçĕ-тăватă хутчен тапрĕ.

— Явап тыттарма кăмăл пур-и ăна?

— Пĕлместĕп, малтан шутласа пăхмалла.

— Апла эсĕ ăна каçарма та хатĕр пуль эппин?

— Каçарма шутламастăп.

— Санăн ирĕк, анчах кун пек ĕçшĕн саккун никама та каçармасть. Сипленекенсен палатинчен тухсан Плотников врач пӳлĕмне утрĕ. Василий Константинович травматолог следователь Степанов пациент пирки калаçма килнине пĕлсен унăн чир историне, рентгенӳкерчĕксене кăларса хучĕ.

— Акă курăр, — терĕ врач, — кунта икĕ аяк пĕрчи хуçăлни уççăн курăнать. Шалти органсем сиенленмен пулас, ӳкерчĕкре паллă мар. Темиçе кун хушши ăна врачăн пăхса тăмалла, çавăнпа стационара хутăмăр.

— Миçе кун тытма пултаратăр ăна кунта?

— Шăмăсем сыпăнса пирченме сахалтан та виçĕ эрне кирлĕ. Çамрăк организм унăн, часах вăй илсе ура çине тăрасса шанатпăр.

— Сирĕн шутпа, вăл мĕнле суранланма пултарнине калама пулать-и?

— Темле суранланма та пултарнă. Сирĕн ыйтăва судмедэксперт кăна тĕрĕс хуравлама пултарать.

Следователь ыйтнипе Василий Константинович кăмăлпах мар пулин те, Степановăн суранĕ пирки справка çырса пачĕ, уйрăм заведующийĕ патне кĕрсе хăех алă пустарчĕ.

Халĕ Корольковпа, пулас агрономпа, курса калаçма шутларĕ следователь.

Ăçта шырамалла ăна? Институтра занятире-и вăл е общежитире? Алăри сехечĕ çине пăхса илчĕ те ку вăхăтра килтех пуль тесе общежитие çул тытрĕ.

Общежитие çитсен алăка хирĕç стена çумĕнче сĕтел хушшинче ларакан кинеми патне пырса Корольков ăçта пурăннине ыйтса пĕлчĕ.

Вăл пынă çĕре кирлĕ çын шăпах хăйĕн пӳлĕмĕнче пĕчченех ларатчĕ. Плотников хăй камне, ун патне мĕн тума килнине пĕлтерсен çыннăн пичĕ шуралса кайрĕ. Кравать çинче стена çумне тайăнса ларнăскер çавах салтак пек вăр-вар ура çине сиксе тăчĕ те тăхăнса тумланма пуçларĕ.

— Паспортна илмеллеччĕ, — терĕ следователь коридора тухсан.

— Кĕсьерех вăл манăн, яланах пĕрле чиксе çӳретĕп.

Вахтăра ларакан кинеми следователь Корольков студента хăйпе пĕрле илсе кайнине курсан тĕлĕннипе пуçне çавăркаласа ларса юлчĕ.

Çулĕ инçех мар, шалти ĕçсен пайне çуранах утрĕç вĕсем. Корольков хăйне тытса кайма паçăрах кĕтнĕ пек, çул çинче пĕр сăмах шарламарĕ.

— Мĕн пирки илсе килнине чухлатăн пулĕ, — терĕ следователь ĕç вырăнне çитсе вырнаçса ларсан.

— Ăнланаймарăм-ха, саккуна пăсман, кунта илсе килме сăлтавĕ те çук пек туйăнать.

— Пур çав, сăлтавсăр суран та сурмасть теççĕ. Илтнĕ-и çапла каланине?

— Ăна илтнĕ-ха, анчах çавах ăнланаймарăм.

— Кĕçĕн курсра вĕренекен Степанов студента иртнĕ каç мĕншĕн хĕнерĕн?

— Кам пирки каларăр — ним те ăнланмарăм.

— «Ракета» кафене кĕрсе каçхи хуралçăна хĕнени çинчен пĕлес килет манăн. Мĕншĕн хĕнерĕн ăна?

Корольков иртнĕ каç пулса иртнĕ ĕç-пуç çинчен паян ирхине тăрсанах шутлама пуçларĕ. Анчах следователь хăйне чĕнтерессине те, кун пек ыйту парасса та кĕтмен. Сĕм çĕрле кафене кĕнине пытарма çуккине ăнланчĕ, унта пулнине тунмарĕ.

— Хĕнемен ăна, ун çине алă çĕклеме те шутламан.

— Кафене çĕрле мĕншĕн кĕнине, унта мĕн пулса иртнине тĕпĕ-йĕрĕпе каласа пама ыйтатăп санран. Малтанах асăрхаттаратăп: тĕрĕссине каламасан вăл кайран пурпĕрех çиеле тухать.

■ Страницăсем: 1 2 3 4

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: