Ирхине ултă сехетре «Ракета» кафере ĕçлекен Лида Симакова повар ĕçе килсен каçхи хуралçă алăк уçса кĕртменнипе тĕлĕнсе шаках хытса тăчĕ.
Повар кафере каçхи хуралçăра студентсем тăнине пĕлет. «Çĕр каçа вĕренсе ларнă та ку çын халĕ хуп турттарать ĕнтĕ», — тесе шутларĕ вăл тимĕр алăк умĕнче ун-кун пăхкаласа тăраканскер. Кнопкăна пусса тепре шăнкăравласан тин алăка уçрĕ хуралçă.
— Каçарăр, часах уçаймарăм, — терĕ каçхи хуралçă шалтан тухакан сасăпа.
— Мĕн тумалла, киле каймалла мар-ши тесе те шутланăччĕ. Чим-ха, сан сăну та улшăннă, чирлесе ӳкмерĕн пулĕ те? — ыйтрĕ Симакова кăштах кукăрăлса, сулахай аллине сылтăм енчен тытса тăракан çамрăка курсан.
— Чирлемен-ха, — сăмаха тăсса хуравларĕ хуралçă, — тулĕк сывланă чух кăкăрта тем ыратать.
— Чирлемен пулсан кăкăрта ыратас çук.
— Суранлантăм пулас...
— Мĕнле суранлантăн? — те тĕлĕнсе, те пĕлес килнипе ыйтрĕ повар.
Иртнĕ каç кафере мĕн пулса иртнине каласшăн пулмарĕ вăл, сылтăм аллипе кăна суланçи турĕ.
— Кăкăрта ыратать терĕн, апла манăн «Васкавлă пулăшу» чĕнес пуль.
— Кирлĕ мар, — терĕ хуралçă, — ыратни кăштахран хăех иртсе кайĕ.
— Темле çав, — иккĕленчĕ повар, — хăй тĕллĕн иртсе кайĕ-ши? «Васкавлă пулăшу» кирлĕ мар пулсан травмпункта кайса пăх эппин.
— Ăçта вăл, травмпункт тени?
— Кунтан инçех мар, Энгельс урамĕнче Строительсен медсанчаçĕ пур. Çавăнта пĕрремĕш хутра вырнаçнă травмпункт. Кайса пăх унта, — тесе ăсатрĕ повар каçхи хуралçăна каферен.
Урама тухсан хуралçă темиçе утăм турĕ те чарăнса тăчĕ. Хĕллехи сывлăша çăтма хăтланчĕ — пултараймарĕ, кăкăрта сылтăм енче касса ыратса илчĕ.
Хăй те ăнланмарĕ: темшĕн-çке вăл повар сĕннĕ травмпункта мар, «Гагарин урамĕ» чарăнăва çитсе тăчĕ. Троллейбус килсен аран-аран тенĕ пек унта кĕрсе ларчĕ.
Иртнĕ каç хăйне хĕнесе хăварни çинчен общежитие çитичченех шутларĕ. «Мĕн тума уçса кĕртрĕм-ши çав пĕли-пĕлми çынна?» — ӳкĕнчĕ вăл. Лешĕ кафене кĕрсе тĕрĕслеме шутларĕ пулас. Вăл унăн çулне пӳлсе хучĕ. Хайхи вăйлă тĕксе янипе кайса ӳкрĕ, хăйне те ӳкерес тесе уринчен ярса тытрĕ. Урине ку вĕçертсе аякран, сылтăм енчен виç-тăватă хутчен тапса хăварчĕ. Ыратни иртсе каять пуль тесеччĕ, каймарĕ иккен, ир енне пушшех вăйланса пычĕ. Шикленсе ӳкрĕ, кун пек ыратнипе занятие мĕнле каймалла?
Ярославски урамĕнчи ял хуçалăх институтĕнче (ун чухне вăл академи пулман) вĕренекен студентсем ирхине занятие кайса пĕтнĕ те, вăрăм коридорсем пушансах юлнă. Шултăрканă урай хăмисем каллĕ-маллĕ çын утнипе чĕрĕклетни те, шăна вĕçни те илтĕнмест. Тепĕртакран тин общежити коменданчĕ тĕрĕслесе çӳрет. Кухньăсенче таса-и, чӳрече кантăкĕсем ванман-и, пăрăхсемпе ăшăтмалли батарейăсенчен шыв сăрхăнмасть-и, пӳлĕм алăкĕсене питĕрсе хăварнă-и студентсем, алăк хăлăпĕсем вырăнтах-и — ĕçе килсен пурне те тĕрĕслесе тухать комендант.
Тăваттăмĕш хутра тĕрĕслесе çӳренĕ чухне тăватçĕр çирĕм тăваттăмĕш пӳлĕмĕн алăкне питĕрмен пек туйăнчĕ. Çакна курсан комендант кăмăлсăрланчĕ.
«Алăка питĕрсе каймалли çинчен миçе хут асăрхаттармалла-ха вĕсене?» — тарăхсах кайрĕ вăл çав пӳлĕм патне пырса.
Пӳлĕме кĕрсен сылтăм енчи кравать çинче хутланса выртакан çын патне пырса тăчĕ. Лешĕ сисрĕ çакна, çаврăнса выртма хăтланчĕ, анчах пултараймарĕ. Пуçне кăшт çĕкленĕрен сăнран палласа илчĕ ăна комендант.
— Степанов, ма занятисенче мар, ӳсĕр мар пуль те эсĕ?
— Ӳсĕр ма-ар, — хуравларĕ Степанов текен студент аран-аран.
Кăкăрта хытă ыратнипе ахлатса илчĕ.
— Мĕн пулнă сана, Степанов, ма ахлататăн?
— Сывлама та çук, кăкăрта пит ыратать.
Урăх ыйтса-туса тăмарĕ комендант, çынна васкавлă пулăшу кирлине ăнланса, хăй тĕллĕн мăкăртаткаласа, пӳлĕмрен васкаса тухса утрĕ.
Тепĕр çур сехетрен шурă халатлă икĕ çамрăк (практикантсем пулас) Степанова общежитирен наçилкке çине вырттарса илсе тухрĕç.
«Васкавлă пулăшу» больницине илсе çитерчĕç ăна. Аялти хутри пĕр пӳлĕме илсе кĕрсен кушетка çине вырттарчĕç.
— Тăрса ларма пултаратăн-и? — ыйтрĕ сĕтел хушшинче ларакан арçын врач.
— Кăштах пулăшсан пултаратăп пуль.
Тăрса ларма, унтан пилĕк таран хывăнма çамрăках мар медсестра пулăшрĕ.
— Мĕн чăрмантарать, мĕн ыратать, çамрăк çыннăм? — терĕ врач ун патне пырса тăрса.
Степанов ăçта мĕн ыратнине пĕлтерчĕ. Врач малтан чĕрине итлерĕ, унтан юн таппине тĕрĕслерĕ.
— Ай-уй, кам çав тери хĕнесе тăкнă сана? — терĕ врач сылтăм аякĕнче талккишпе кăвакарнă вырăнсене курсан.
— Ĕçре... паллакан студент урапа темиçе хут тапрĕ.
Врач кăвакарна вырăнсене пусса пăхма пуçласан Степанов ыратнине тӳсеймесĕр кăшкăрса ячĕ.
— Рентген пӳлĕмне илсе кай, — хушрĕ врач медсестрана.
Рентгенпа тĕрĕсленĕ хыççăн медсестра çине-çинех икĕ укол турĕ, мăйран пуçласа пилĕк таран бинтпа хытă çавăрса çыхрĕ.
Кун хыççăн Степанов хăйне киле ярасса кĕтнĕччĕ. Вăл шутланă пек пулмарĕ, киле ярас вырăнне виççĕмĕш хута илсе хăпартса пĕр палатăна вырнаçтарчĕç.
Уколсем тунă хыççăн ыратни кăштах лăпланнă пек пулчĕ, сывлама çавах йывăр-ха.
Кăнтăрла çитеспе, занятие каяйманшăн пăшăрханса выртнă вăхăтра, постра ларакан медсестра ун патне палатăна палламан арçынна ертсе пычĕ, хăй тӳрех тухса кайрĕ.
Çине шурă халат уртса янă, сулахай аллине хура папка тытмă çын ăна сăнаса пăхрĕ малтан, унтан кравать пуçĕнче тăракан пукана илсе ун çумнерех пырса лартрĕ.
— Паллашар санпа, — терĕ çакскер папкине чĕрçи çине хурса. — Эпĕ — следователь, хушаматăмпа Плотников пулатăп.
«Следователь» тенине илтсен Степановăн чĕлхи çухалчĕ тейĕн, пĕр сăмах та чĕнеймерĕ. Кам чĕннĕ ăна кунта, мĕн тума килнĕ вăл? — ăнланаймарĕ Степанов.
— Мĕнле лекрĕн больницăна?
— «Васкавлă пулăшу» машинипе илсе килчĕç.
— Вĕсем ахальтен илсе килмен пуль сана?
— Сывланă чухне кăкăрта пит ыратать, çавăнпа илсе килчĕç кунта.
— Врач мĕн терĕ?
— Сылтăм енче икĕ аяк пĕрчи хуçăлнине пĕлтерчĕ.
— Да-а, ку шӳт мар, кала-ха, кам хĕнесе сусăрлатрĕ сана? — ыйтрĕ следователь кравать çинче выртакан çынна куçран шăтарса пăхса.
Следователь тăруках çапла ыйтни вунсаккăрти каччăн шухăшне пăтратса ячĕ. Тĕрĕссине калас — юлташĕсенчен аван мар, тĕрĕс мар каласан хăйне айăпласран хăрамалла.
Кам хĕненине ирĕксĕрех каласа пама тиврĕ.
— Паллах, хам та айăплă-ха, кафене уçса кĕртмелле пулман ăна.
— Ун пирки — урăх калаçу. Вăл çыннăн хушаматне-ятне пĕлетĕн-и?
— Пирĕн факультетра вĕренет вăл, Корольков хушаматлăскер, ятне пĕлместĕп. Пĕр общежитире пурăнатпăр.
— Хальччен мĕнле хутшăну пулнă сирĕн хушăра?
— Вăл аслă курсра вĕренет те, пĕр-пĕринпе калаçсах та кайман.
— Хирĕç тăмарăн-и?
— Тăма-и унта, вăл мана тĕксе ячĕ те эпĕ кайса ӳкрĕм, хăйне те ӳкересшĕн пулса уринчен ярса илтĕм. Вĕçерĕнчĕ те мана тапса пĕтерчĕ.
— Урине мĕн тăхăннăччĕ Корольков, миçе хут, ăçтан тапрĕ?
— Хулăн тĕплĕ пушмакпаччĕ вăл, сахалтан та виçĕ-тăватă хутчен тапрĕ.
— Явап тыттарма кăмăл пур-и ăна?
— Пĕлместĕп, малтан шутласа пăхмалла.
— Апла эсĕ ăна каçарма та хатĕр пуль эппин?
— Каçарма шутламастăп.
— Санăн ирĕк, анчах кун пек ĕçшĕн саккун никама та каçармасть. Сипленекенсен палатинчен тухсан Плотников врач пӳлĕмне утрĕ. Василий Константинович травматолог следователь Степанов пациент пирки калаçма килнине пĕлсен унăн чир историне, рентгенӳкерчĕксене кăларса хучĕ.
— Акă курăр, — терĕ врач, — кунта икĕ аяк пĕрчи хуçăлни уççăн курăнать. Шалти органсем сиенленмен пулас, ӳкерчĕкре паллă мар. Темиçе кун хушши ăна врачăн пăхса тăмалла, çавăнпа стационара хутăмăр.
— Миçе кун тытма пултаратăр ăна кунта?
— Шăмăсем сыпăнса пирченме сахалтан та виçĕ эрне кирлĕ. Çамрăк организм унăн, часах вăй илсе ура çине тăрасса шанатпăр.
— Сирĕн шутпа, вăл мĕнле суранланма пултарнине калама пулать-и?
— Темле суранланма та пултарнă. Сирĕн ыйтăва судмедэксперт кăна тĕрĕс хуравлама пултарать.
Следователь ыйтнипе Василий Константинович кăмăлпах мар пулин те, Степановăн суранĕ пирки справка çырса пачĕ, уйрăм заведующийĕ патне кĕрсе хăех алă пустарчĕ.
Халĕ Корольковпа, пулас агрономпа, курса калаçма шутларĕ следователь.
Ăçта шырамалла ăна? Институтра занятире-и вăл е общежитире? Алăри сехечĕ çине пăхса илчĕ те ку вăхăтра килтех пуль тесе общежитие çул тытрĕ.
Общежитие çитсен алăка хирĕç стена çумĕнче сĕтел хушшинче ларакан кинеми патне пырса Корольков ăçта пурăннине ыйтса пĕлчĕ.
Вăл пынă çĕре кирлĕ çын шăпах хăйĕн пӳлĕмĕнче пĕчченех ларатчĕ. Плотников хăй камне, ун патне мĕн тума килнине пĕлтерсен çыннăн пичĕ шуралса кайрĕ. Кравать çинче стена çумне тайăнса ларнăскер çавах салтак пек вăр-вар ура çине сиксе тăчĕ те тăхăнса тумланма пуçларĕ.
— Паспортна илмеллеччĕ, — терĕ следователь коридора тухсан.
— Кĕсьерех вăл манăн, яланах пĕрле чиксе çӳретĕп.
Вахтăра ларакан кинеми следователь Корольков студента хăйпе пĕрле илсе кайнине курсан тĕлĕннипе пуçне çавăркаласа ларса юлчĕ.
Çулĕ инçех мар, шалти ĕçсен пайне çуранах утрĕç вĕсем. Корольков хăйне тытса кайма паçăрах кĕтнĕ пек, çул çинче пĕр сăмах шарламарĕ.
— Мĕн пирки илсе килнине чухлатăн пулĕ, — терĕ следователь ĕç вырăнне çитсе вырнаçса ларсан.
— Ăнланаймарăм-ха, саккуна пăсман, кунта илсе килме сăлтавĕ те çук пек туйăнать.
— Пур çав, сăлтавсăр суран та сурмасть теççĕ. Илтнĕ-и çапла каланине?
— Ăна илтнĕ-ха, анчах çавах ăнланаймарăм.
— Кĕçĕн курсра вĕренекен Степанов студента иртнĕ каç мĕншĕн хĕнерĕн?
— Кам пирки каларăр — ним те ăнланмарăм.
— «Ракета» кафене кĕрсе каçхи хуралçăна хĕнени çинчен пĕлес килет манăн. Мĕншĕн хĕнерĕн ăна?
Корольков иртнĕ каç пулса иртнĕ ĕç-пуç çинчен паян ирхине тăрсанах шутлама пуçларĕ. Анчах следователь хăйне чĕнтерессине те, кун пек ыйту парасса та кĕтмен. Сĕм çĕрле кафене кĕнине пытарма çуккине ăнланчĕ, унта пулнине тунмарĕ.
— Хĕнемен ăна, ун çине алă çĕклеме те шутламан.
— Кафене çĕрле мĕншĕн кĕнине, унта мĕн пулса иртнине тĕпĕ-йĕрĕпе каласа пама ыйтатăп санран. Малтанах асăрхаттаратăп: тĕрĕссине каламасан вăл кайран пурпĕрех çиеле тухать.
— Мĕн пытармалли пур, хырăм выçса кайнипе çулпа иртсе пынă чух кĕрсе тухма шутларăм унта.
— Кафе çĕрле ĕçлеменнине пĕле тăркачах кĕме шутларăн-и?
— Çутă салонра кантăк стена витĕр хамăр студент уткаласа çӳренине курсан кĕтĕм. Ют çын пулсан патне те пырас çукчĕ-ха. Пытăм та алăка шаккарăм. Паллакан хуралçă уçса кĕртессе шанса пытăм.
— Унăн хушаматне те пулин пĕлетĕн-и хăть?
— Пĕрремĕш курсра вĕреннине çеç пĕлетĕп. Пĕр общежитире пурăннăран кашни кунах тĕл пулнă. Вăл мана кĕртесшĕн пулмарĕ, калаçкаларăмăр та кĕртрĕ кайран. Кафене кĕрсен çимелли ыйтрăм. Вăл мана çимелли юлманнине пĕлтерчĕ. Ăна шанмасăр кухньăна кĕрсе тĕрĕслеме шутларăм. Хуралçă унта кĕртес мар тесе ман çула пӳлсе хучĕ, эпĕ ăна тĕкрĕм те вăл урайне ӳкрĕ. Чăн та çимелли нимĕн те тупăнмарĕ.
— Хуралçă эсĕ тухса кайнă чухне ура çине тăнăччĕ-и?
— Выртсах юлчĕ пулас. Кухньăра нумай тăман эпĕ, ун-кун пăхкаларăм та тӳрех тухса кайрăм.
— Миçе сехетре çитрĕн общежитие?
— Çурçĕр çитменччĕ-ха, общежитие кая юлса çитрĕм, паллах.
— Ĕнер мĕн чухлĕ ĕçнĕ?
— Нимĕн чухлĕ те, эпĕ ĕçекен çын мар.
Следователь ăнлантару хутне çырса пĕтерсен Королькова тыттарчĕ.
— Вуласа тух та алă пус, — терĕ вăл.
— Тĕрĕсех çырнă пек туйăнать. Хушмалли-кăлармалли те çук.
— Апла пулсан кайма пултаратăн.
Следователь çапла каласан лăштах сывласа ячĕ Корольков.
— Кайма юрать терĕм-çке, ма каймастăн? — терĕ следователь Корольков хăйне тĕлĕннĕ куçпа пăхса тăнине курсан.
— Мĕнле калас, следователь патĕнчен хăтăлса тухма йывăр тенине илтнĕ те, ĕненес те килмерĕ.
— Йывăр преступлени тунă çын çапла шутлама пултарать. «Следователь çапла каларĕ пулсан, — шутларĕ вăл коридора тухсан, — леш студенчĕ йывăрах суранланман пуль-ха». Чунра çавах лăпкă мар. Мĕн тумалла, кампа калаçса пăхмалла?
Ирхине занятие кайиччен вăл студентпа курса калаçманнишĕн халĕ ӳкĕнчĕ. Ăна курса каçару ыйтмаллаччĕ. Халĕ акă следователь хăй патне илсе пырса калаçрĕ унпа. Мĕнле хăтăлмалла ку пăтăрмахран?
Общежитие çитсен вахтертан Степанов ăçта пурăннине ыйтрĕ.
— Вăл мĕн тума кирлĕ пулчĕ?
— Ыйтса пĕлес тесеччĕ, — текелерĕ Корольков.
— Çук вăл, — тӳрккессĕн хуравларĕ кинеми, — ирхине «Васкавлă пулăшу» килсе илсе кайрĕ ăна.
— Акă мĕнле иккен, — текелесе Корольков урама тухрĕ.
Степанов хăйне хĕнени çинчен милицие евитлеме пултарайман пек туйăнчĕ. Апла пулсан ăна хĕненине, унтан та ытларах вăл хĕненине следователь ăçтан пĕлме пултарнă-ха?
Степановпа хăйĕнпе тĕл пулса калаçмасăр ку ыйтăва татса парайманнине ăнланчĕ Корольков. Тен, следователь ăна та шыраса тупнă? Тупнă пулсан Степанов мĕн каласа панă ăна?
Степанова шыраса Корольков хулара икĕ больницăна çитрĕ. Чирлисен, больницăра выртакансен списокĕнче хăйне кирлĕ çын хушаматне тĕл пулаймарĕ. Юлашкинчен «Васкавлă пулăшу» больницине кайрĕ. Вăл пынă тĕле шурă халатлă мăнтăркка хĕрарăм кантăк алăка питĕрме хăтланса тăратчĕ. Корольков тилмĕрсе тенĕ пек ыйтсан тин вахтер чирлисен списокне пăхма ирĕк пачĕ. Травматологи уйрăмĕнче выртакансен хушшинче Степанов хушамата шыраса тупсан тинех чун пырса кĕнĕ пек туйăнчĕ.
Тĕл пулса калаçма май килмерĕ Степановпа. Ахалех тухса утрĕ вăл больницăран. Корольков хăй больницăра выртса курманскер, унта каçхине çичĕ сехет иртсен çынсене кĕртменнине пĕлмен. Ыран тепре килсе кайма шутласа утрĕ Корольков.
Пухнă материалсене илсе Плотников следстви уйрăмĕн пуçлăхĕ пăтне кĕчĕ. Пуçлăх çийĕнчех вуласа тухрĕ те следователе каялла пачĕ.
— Ним иккĕленмесĕрех уголовнăй ĕç пуçар та малалла ĕçле, — терĕ пуçлăх. — Свидетель çук пулсан тӳрремĕн мар доказательствăсем ытларах пуçтар.
— Ăнлантăм, — терĕ те следователь пӳлĕмрен тухрĕ.
Мĕн тăвăн, саккунпа йĕрки çапла-çке, малтан курса калаçнă çынсене халĕ допрос тума тивет унăн.
Малтан Симаковăран пуçларĕ. Ун патне ĕçе кайрĕ следователь. Повар малтанхи кăтартăва çеç çирĕплетрĕ, урăх нимĕн те хушса калаймарĕ.
Çав кунах Ярославски урамĕнчи общежитие тепре кайрĕ Плотников. Малтан коменданта допрос тума шутларĕ. Лешĕ киле кайма пуçтарăннă-мĕн те следователь хăй патне килнине курсан тăпах чарăнса тăчĕ.
— Чăрмантарнăшăн каçару ыйтатăп, — терĕ следователь, — сирĕнпе калаçмалли пурччĕ.
— Тархасшăн, — тесе питĕрнĕ ĕç пӳлĕмĕн алăкне уçрĕ комендант. Антонина Васильевна Кормилицына кăмăллă калаçакан çын пулчĕ. Кĕçех пенсие тухма хатĕрленнĕскер, кунта комендант пулса икĕ çул ĕçленине пĕлтерчĕ.
Çĕнĕ шăпăр çĕнĕлле шăлать теççĕ. Кормилицына та ку общежитире хăйне май йĕрке туса хунă. Общежитие каçхине вунпĕр сехет иртсен кĕртме юрамасть. Ялтан вĕренме килнĕ çамрăкăн кая юлса килсен ăçта каймалла-ха? Вĕсем валли ятарласа журнал пур кунта. Кая юлнисен хушаматне, вĕсем общежитие миçе сехетре килнине вăхтер çав журнал çине çырса хурать.
— Пирĕн общежитире çирĕп йĕрке, — пĕлтерчĕ комендант, — кам та пулин кая юлса е ӳсĕр килекенсем çинчен çийĕнчех деканата пĕлтеретпĕр.
Плотников комендантран çав журнала ыйтса илчĕ те тӳрех хыçалтан пăхма пуçларĕ. Юлашкинчен çырнинче, иртнĕ каç Корольков студент общежитие çурçĕр иртсен тин кĕнине çырса хунă вахтер. Допрос тунă чухне следователь çакна та палăртма манмарĕ.
Антонина Васильевна сăнласа панине шута илсен, Корольков студент пăсăк çын мар темелле: ĕçмест, туртмасть, общежитире ӳсĕр çӳренине никам та çак таранччен курман. Корольковпа Степанов хушшинче мĕнле хутшăну — ăна комендант пĕлмест. Вăл каланă тăрăх, аслă курсра вĕренекенсем кĕçĕн курсрисемпе хутшăнсах та каймаççĕ. Асăннă студентсен хушшинче иртнĕ каç мĕн пулса иртнине пачах пĕлмест вăл. Степанов хăйне кам хĕненине каламан ăна; ун çинчен унран хăй те ыйтман. Студент кравать çинче асапланса выртнине курсан «Васкавлă пулăшу» станцине шăнкăравланă.
Тепĕр кунне следователь патне вахтерпа студентсем — темиçе çын пычĕç. Плотников кашнинпех тĕплĕн калаçрĕ.
Вахтер каласа панă тăрăх Корольков общежитие çурçĕр иртсен тин килнĕ, кая юлнин сăлтавне юлташĕ патĕнче пулнă тесе ăнлантарнă.
Степанов ирхине ĕçрен килнине вахтер курман, вăл вăхăтра вестибюльте урай çунă пулнă. Ерçейменнипе Степанов общежитие кĕрсе кайнине асăрхаман та. Ирхине наçилккапа илсе кайнине çеç курса юлнă.
Корольковпа пĕрле пурăнакан студентсем те нимех те калаймарĕç. Вăл пӳлĕме кĕрсе выртнине вĕсем сисмен те иккен — çывăрнă пулнă çав вăхăтра.
Тăватçĕр çирĕм тăваттăмĕш пӳлĕмре пĕрремĕш курсра вĕренекен студентсем пурăнаççĕ. Следователь вĕсене уйрăмшарăн допрос турĕ.
— Степанов ĕçрен килнĕ чухне ыттисем вăранманччĕ-ха. Эпĕ тăрса ларнăччĕ. Степанов сăнран асаплă курăннине, аллине кăкăр çине тытса пырса кĕнине курсан мĕн пулнине пĕлес килчĕ. Чирлесе ӳкнĕ пуль тесе шутланăччĕ. Хăй каланă тăрăх, аслă курсра вĕренекен Корольков ун патне ĕçе кĕрсе хĕнесе хăварнине пĕлтерчĕ, — терĕ Егоров хушаматлă студент.
— Мĕншĕн хĕненине каламарĕ-и?
— Каларĕ вăл, Корольков кафене кĕрсен çимелли ыйтнă тет унран. Пурне те допрос туса пĕтернĕ хыççăн Плотников инкек тӳснĕ çын патне больницăна кайрĕ.
— Корольков сана хĕнесе сусăрлатнă пирки уголовнăй ĕç пуçарма тиврĕ, — пĕлтерчĕ следователь кравать çинче ярт тăсăлса выртнă çынпа юнашар пукан çине пырса ларсан.
Çак хыпар Степанова тивĕçтермерĕ пулас, ун çине кăмăлсăр пăхса илчĕ.
— Унсăр май çукчĕ-и?
— Ниепле те май килмест, мĕншĕн тесен вăл тунă преступлени — куç умĕнчех. Аяк пĕрчисене хуçман пулсан татахчĕ-ха. Ăна явап тыттарасси санран та, унран та килмест. Санăн мĕн пулса иртнине тĕрĕс çеç каласа памалла. Тĕрĕссине каламасан е калас теместĕн пулсан сана явап тыттарма пултараççĕ. Акă çак тĕлте хăвна асăрхаттарни çинчен алă пус, — пӳрнипе тĕллесе кăтартрĕ Плотников.
Допрос туса пĕтерсен иккĕшĕ ахальлĕн кăна калаçрĕç.
— Вăл сан пата килсе кайрĕ пуль-ха, — терĕ следователь ытахальтен тенĕ пек.
— Пĕрре килсе кайрĕ, — пытармарĕ Степанов.
— Мĕн çинчен калаçрăр?
— Нимех те, каçару ыйтрĕ манран. Малтан шăмă хуçăличчен тапса пĕтерчĕ, кайран килчĕ те каçару ыйтать.
— Эсĕ мĕн шутлатăн?
— Ăна каçарма кăмăл çук.
— Вăл сан пата тепре те пыма, ӳкĕтлеме те, тем те шантарма пултарать. Çакăнтан асăрхануллă пулмалла санăн. Манса ан кай: ăна пула эсĕ кунта асапланса выртатăн, ăна пулах занятисене те çӳрейместĕн. Корольков сана ӳкĕтлеме хăтлансан çаксем пирки лайăхрах шутласа пăх, — асăрхаттарса хăварчĕ Плотников Степанова.
Степанова хĕнесе сусăрлатнă пирки уголовнăй ĕç пуçарни çинчен Королькова хăй патне чĕнтерсен пĕлтерчĕ следователь. Çакна пĕлсен пуçне усрĕ студент, пĕр хушă чĕнмесĕр ларчĕ.
— Апла хупса лартаççех ĕнтĕ мана, — терĕ вăл пĕр кана ларсан.
— Уголовнăй ĕç пуçарнăшăн тӳрех пуçна ан ус, шалти органсем чиперех пулсан, шăмă хуçăлнишĕн çеç хупмасан та пултараççĕ. Хăвăнтан нумай килет. Ĕçе судра пăхса тухнă чухне хальччен судпа айăпланманнине, преступлени тунăшăн ӳкĕннине — пурне те шута илеççĕ.
— Тĕксе янишĕн ӳкĕнетĕп, анчах та эпĕ ăна хĕнемен.
— Апла вăл мĕнле çав териех сусăрланма пултарнă-ха?
— Ăна хăй кăна пĕлет-тĕр.
— Ман шутпа, тĕксе янипе аяк пĕрчисем хуçăлмаççĕ. Ку ыйтăва, паллах, эксперт кăна татса пама пултарать. Степанова хĕнемен пулсан мĕншĕн ун патне больницăна каçару ыйтма кайрăн?
— Хам тĕксе янипе сусăрланса больницăна лекрĕ пуль тесе кайрăм. Мĕн ыратать, мĕнпе пулăшма пултаратăп-ши тесе шутланăччĕ, вăл пур манпа калаçасшăн та пулмарĕ. Калаçма та йывăр пуль ăна, тăрса та лараймарĕ. Постра ларакан медсестраран та ним те ыйтса пĕлеймерĕм.
Допрос туса пĕтерсен протокол хутне следователь Королькова тыттарчĕ. Васкамасăр, тимлĕ вуласа тухрĕ ăна Корольков.
— Хушмалли е кăлармалли çук-и?
— Тĕрĕсех çырнă пек туйăнать. Кайма юрать-и? — терĕ вăл следователе куçран пăхса.
— Чим-ха, — терĕ следователь, — халĕ чармалли майлă мера йышăнмалла.
— Мĕн япала вăл? — ăнланаймарĕ Корольков.
— Вырăсла ăна «мера пресечения» теççĕ, урăхла каласан сана киле ярассине татса памалла.
Ура çине сиксе тăнă çын тăруках пукан çине ларчĕ, пичĕ тĕксĕмленчĕ. «Пурте çак çынран килет халĕ, вăл мана суд пуличчен хупса хума та пултарать вĕт, — шутласа илчĕ Корольков.
Ăшра шиклĕх çуралнипе сăмах та калаймарĕ, следователе ыйтуллăн пăхса ларчĕ. Çак вăхăтра вăй пĕтсе килнине туйрĕ, аллисем лĕнчĕрех усăнчĕç.
— Мĕнле шутлатăн, Корольков, сана шанса киле яма юрать-и?
Следователь çапла ыйтсан тин чун пырса кĕнĕ пек туйăнчĕ.
— Ю-юрать, паллах, — тытăнчăклăн хуравларĕ вăл.
— Следстви вĕçлениччен манран ыйтмасăр хулара ниçта та кайма юрамасть, — асăрхаттарчĕ следователь, — ыйтмасăр кайсан чармалли мая улăштарма тивет.
— Яла кайма та юрамасть-и?
— Каларăм-çке, ыйтмасăр яла кайма та юрамасть.
Корольков самаях сехĕрленсе, чĕтрекен урасемпе тăрса тухса кайрĕ следователь пӳлĕмĕнчен.
Корольковран пилĕк çул аслă аппăшĕ шăллĕне курас тесе общежитие пынăччĕ. Пĕрле пурăнакан студентсем ăна следователь чĕнтернине пĕлтерчĕç те, шăллĕпе тĕл пулса ыйтса пĕлмесĕр тухса кайма шутламарĕ. Студентсене чăрмантарас мар тесе аялти хута, вестибюле анса ларчĕ. Çур сехет ытла кĕтсен тин çитрĕ шăллĕ. Кĕтнĕ çын общежити алăкне уçсанах ун патне чупса пычĕ аппăшĕ. Шăллĕ тин кăна больницăран тухнă çын пек курăнать: пичĕ-куçĕ шурса кайнă, вăй пĕтсе килнĕ чухнехи пек ура çинче аран тăрать.
Çакна курсан ырă маррине ăнланчĕ аппăшĕ, хăй те шикленсе ӳкрĕ.
— Борис, мĕн пулнă сана, сăнран та палламалла мар улшăннă эсĕ?
— Инкек килсе тухрĕ ман ума, — кĕскен çеç хуравларĕ шăллĕ.
— Айта, ларар-ха çакăнта, — тесе хулран çавăтса стена çумĕнче речĕпе ларт-са тухнă пукансем патне ертсе кайрĕ аппăшĕ шăллĕне. — Мĕн пулнă, йĕркипе каласа пар.
Корольков аппăшне хăйне уголовнăй йĕркепе явап тыттарассине пĕлтерчĕ.
— Çакă кăна çитменччĕ пирĕн пурнăçра. Халĕ мĕн тума шутлатăн?
— Следователь судчен ниçта тухса кайма юраманни çинчен асăрхаттарса алă пустарчĕ те киле ячĕ. Кайран тем тăваççĕ — пĕлместĕп. Эсĕ манран аслăрах, как-никак министерствăра ĕçлетĕн. Çак пăтăрмахран хăтăлма пулăш мана. Следователь адвокат тытма сĕнчĕ.
— Кун пирки шутласа пăхăп, эсĕ ытлашши ан пăшăрхан, тен, ĕç-пуç йĕркеллех иртсе кайĕ-ха.
— Адвокат тытма укçа кирлĕ паллах, хамăн пĕр пус та çук, Атте-аннерен ыйтсан мĕнле-ши?
— Кун çинчен вĕсене пĕлтермесен лайăхрах пек туйăнать. Укçи-тенки пирки ан шутла, хамах саплаштарма тăрăшăп.
Аппăшĕпе шăллĕ нумайччен калаçса ларчĕç, тĕрлĕ ыйту сӳтсе яврĕç. Степанов виçĕ эрне ытларах выртсан больницăран тухрĕ. Следователь вăл тухнă кунах травматологи уйрăмне унăн чир историне илме кайрĕ. Больницăн вăрăм коридорĕнче сиплекен медсестрана тĕл пулчĕ:
— Эсĕ Степанов пациента астăватăн-и? — ыйтрĕ следователь хăйне хирĕç килекен çамрăк медсестрапа танлашсан.
— Астăватăп-çке, паян çеç тухрĕ вăл больницăран.
Калаçса ларма вĕсем процедура пӳлĕмне кĕчĕç.
— Мĕнле аманни-сусăрланни çинчен пациентран йышăнакан врач ыйтать. Пирĕн, сиплекен медперсоналăн, тивĕçĕ мар вăл. Пĕррехинче укол тутарма пырсан Степанов эпĕ ыйтмасăрах хăйне паллакан студент темле кафере хĕненине пĕлтерчĕ, — терĕ Оля ятлă медсестра.
— Мĕншĕн хĕненине каламарĕ-и?
— Унпа эпĕ кăсăкланман.
— Куншăн та тав сана, — тесе тухрĕ Плотников процедура пӳлĕмĕнчен. Степановпа пĕрле выртнисенчен пĕри çеç, çуркуннеренпе сипленекен çын, тăрса юлнă.
— Кунта килсенех хăйне темле студент хĕненине каланăччĕ вăл, — терĕ аллă çулсенчи арçын Степанов пирки ыйтсан.
Следователь ĕç вырăнне çитсен папкăран Степановăн чир историне кăларчĕ, пăхкаласа ларчĕ. Хăйне йышăнакан врача та ĕçре паллакан студент темиçе хутчен аякран урапа тапрĕ тесе пĕлтернĕ. Лешĕ «...со слов избит на работе знакомым» тесе çырса хунă.
«Ку ĕçпе свидетель çук пулсан та, тӳрремĕн мар доказательствăсем тем чухлех, — шутласа ларчĕ вăл, — судпа медицина экспертизине кăна туса пĕтермелли юлчĕ».
Чир историпе паллашса судмедэксперт умне мĕнле ыйтусем тăратмалли çинчен шутласа ларнă хушăра алăка такам шаккарĕ.
— Алăк уçа, кĕрĕр! — терĕ Плотников хыттăнрах шаккакан çын илттĕр тесе. Пӳлĕме çирĕм пилĕк-вăтăр çулсене çитнĕ хĕрарăм кĕрсе тăчĕ.
— Эсир ĕçпеччĕ пуль-ха ман пата, — терĕ следователь хăй çине ыйтуллă куçсемпе пăхса тăракан çынна.
— Ĕçпеччĕ, — пĕлтерчĕ килнĕ çын именчĕклĕн. Следователь ăна сĕтел пуçĕнчи пукан çине пырса ларма сĕнчĕ.
— Итлетĕп сире, — терĕ следователь тăп-тăп пӳллĕ, кăвак куçлă, çырă çӳçлĕ хĕрарăм хăйпе хирĕç пырса ларсан.
— Эпĕ финанс министерствинче ĕçлетĕп, — пĕлтерчĕ хайхи çын. Ĕненмелле пултăр тесе-ши, паспортне кăларчĕ те следователь умнерех шутарса хучĕ.
— Апла эсир Корольковăн аппăшĕ пулатăр. Мĕн кăсăклантарать сире?
— Шăллăма мĕншĕн айăпланине пĕлес тесе килтĕм сирĕн пата.
— Ун çинчен сире хăй те каласа панă пуль-ха, мĕнле статьяпа айăпласси каярах паллă пулĕ.
— Вăл пулас агроном, ăна пилĕк çула яхăн вĕрентсе патшалăх нумай тăкакланнă. Тĕрмене хупсан кама мĕнле усă пама пултарать вăл? Нивушлĕ суда çитермесĕр май çук çак ĕçе пĕтерме?
— Кун пирки хам та шутласа пăхнă, ĕçне пĕтерме ниепле те май килмест пулмалла.
— Мĕншĕн? Нивушлĕ нимле май та çук?
— Юлташла суда ярса параймăн кун пек ĕçе, коллективра юсанма алла пама та вăхăчĕ юлман, мĕншĕн тесен вĕсем паян-ыран вĕренсе тухаççĕ те, коллектив саланса каять. Коллективра юсанма сахалтан та çулталăк кирлĕ. Шăллу хальччен судпа айăпланман. Ĕçе унта пăхса тухнă чухне пурне те шута илеççĕ.
— Прокурор патне кайса калаçсан мĕнле-ши?
— Кайма пултаратăр, паллах, анчах вăл сире пулăшасса шанас килмест.
— Сирĕн пата телефонпа шăнкăравлама юрать-и? — ыйтрĕ хĕрарăм юлашкинчен.
Плотников ăна ĕçри телефон номерне пĕлтерчĕ.
— Ĕç хыççăн шăнкăравласан вырăнлăрах пулать, — терĕ вăл хĕрарăма пӳлĕмрен ăсатнă май.
Корольков аппăшĕ кайсанах судпа медицина экспертизине ирттерме постановлени çырчĕ те Плотников экспертсем патне тухса кайрĕ. Унтан таврăнсан район прокурорĕ телефонпа шăнкăравласа хăйĕн патне пыма хушрĕ. Прокурор патне çитме урама тухсан çул урлă кăна каçмалла.
Тепĕр пилĕк минутран следователь Корольковăн ĕçне прокурор сĕтелĕ çине пырса хучĕ.
— Паян ман пата Корольковăн аппăшĕ килсе кайрĕ, — терĕ прокурор следователь пырса хунă ĕç листисене уçкаласа. — Сирĕн шутпа, мĕн тума пулать çак ĕçпе?
Дмитрий Васильевич Васюков юнăçлă çын мар — ăна лайăх пĕлет Плотников. Вăл мĕн шут тытнине турех ăнланчĕ.
— Суда ямасăр ниепле те май çук, — терĕ вăл куçлăх çийĕн пăхакан çынна туррĕн хуравласа.
— Корольков хăйĕн айăпне йышăнать-и?
— Йышăнмарĕ ку таранччен, йышăнас пек те туйăнмасть.
— Апла пулсан ĕçе судра пăхса тухчăр. Доказательствăсем çителĕклĕ пулсан нумай тытса ан тăр ку ĕçе, хăвăртрах вĕçлеме тăрăш, — тесе Корольков ĕçне каялла тыттарчĕ следователе.
Корольковăн аппăшĕ следователь каланине манман курăнать, ĕç вĕçленнĕ тĕле телефонпа шăнкăравларĕ.
— Итлетĕп сире, — терĕ вăл трубкăна тытса хăй патне кам шăнкăравланине пĕлсен.
— Итлетĕр пулсан питĕ лайăх, сирĕнпе калаçма та кăмăллă.
— Эсир мĕн каласшăнччĕ?
— Ĕç хыççăн калаçса ларма сире хам пата чĕнесшĕн. Тем ан шутлăр, эпĕ пĕчченех пурăнатăп. Эсир пынă çĕре сĕтел хатĕр пулать.
— Каçарăр та, эсир мана такампа пăтраштартăр курăнать. Эпĕ — следователь, çавна ан манăр, Королькова! — хыттăнах каларĕ вăл.
— Следователь те çынах-çке, унăн та чĕри те, чунĕ те пулмалла.
— Урăх каламалли çук пулсан трубкăна хуратăп. Енчен те ыйту-мĕн сиксе тухсан ман пата ĕçе пыма пултаратăр.
Корольковăн аппăшĕ следователе сутăн илме май çуккине ăнланчĕ пулас, трубкăра унăн сасси урăх илтĕнмерĕ.
«Ку çын пуç çине хăпарса лариччен ĕçе хăвăртрах суда ямалла», — шутларĕ Плотников трубкăна хурсан.
Икĕ эрнерен судмедэксперт панă заключение алла илчĕ следователь. Эксперт вăл тăратнă ыйтусене пурне те хуравланă. Степанов ура çинче тăнă çĕрте тӳрем вырăна ӳксе аяк пĕрчисем хуçăлма пултарайманнине татăклăн хуравлани ытларах кăмăла кайрĕ.
«Халĕ тин Корольков хăй айăпне йышăнмасăр тăма пултараймĕ», — шутларĕ вăл заключенипе паллашса тухсан.
Королькова айăплама тăратнă постановлени çырчĕ те ик-виç хут вуласа тухрĕ. Çавăрăнăçуллă çырнă пек туйăнчĕ ăна, вулаттармалла та алă кăна пустармалла. «Айăпне йышăнмасан Степановпа иккĕшне куçа-куçăн тăратма тивет паллах», — шутларĕ Плотников.
Апрель уйăхĕ çывхарса килчĕ. Агрономи факультетĕнче юлашки курсра вĕренекен студентсем хĕрсех патшалăх экзаменне тытма хатĕрленеççĕ.
Корольковăн алла кĕнеке тытса вуласан та пуçа кĕмест. Аппăшĕ те нимпе те пулăшма пултарайманнине пĕлсен пушшех кулянса ӳкрĕ.
— Адвокат тытрăм, çăлăнма май пур пек туйăнать, — терĕ аппăшĕ тепре килсен. — Малтан çуррине, ĕç-пуç лайăх вĕçленсен тепĕр çуррине тӳлеме калаçса татăлтăмăр.
— Мĕн чухлĕ ыйтать — туртăнса ан тăр, кайран, хам ĕçлеме пуçласан, тӳлесе тататăп сана, — шантарчĕ шăллĕ. Кама тытнă вăл, мĕн чухлĕ тӳлемелле — шăллĕне кăсăклантармарĕ.
Следователь Королькова тăхăр сехете чĕнтернĕччĕ, ун вырăнне Степанов килчĕ.
— Корольков ма килмерĕ? Малтан ăна допрос тумаллаччĕ, айăпне йышăнмасан сире куçа-куçăн тăратасшăнччĕ.
— Курман ăна. Эпĕ повестка илтĕм те тӳрех кунта килтĕм.
— Ну юрĕ эппин, кăштах кĕтсе пăхар ăна, — тесе следователь ытти ĕçсемпе аппаланма пикенчĕ.
— Манăн сире пĕлтермелли пур, — терĕ Степанов кăштах ларсан.
— Кала, итлетĕп, — терĕ следователь пуçне çĕклемесĕрех.
— Корольков мана хĕнемен, кафере эпĕ хам ӳксе сусăрлантăм.
— Ну-у, — тĕлĕннипе пуçне çĕклерĕ Плотников, — апла каласа пар мĕнле суранланнине.
Следователь çамрăк çын шӳтлеменнине ăнланчĕ те, пуçне çĕклесе ун енне çаврăнчĕ, тимлесех итлеме пуçларĕ.
— Корольков каферен тухса кайсанах тăрса алăка питĕртĕм те хушма пӳлĕме кĕтĕм. Эпир, хуралçăсем, унта канатпăр, семинар занятийĕсене те унтах хатĕрленетпĕр. Манăн çитес семинара хатĕрленмеллеччĕ ун чухне. Тĕлнех лампочка çунса кайнă та, çавна улăштарма шутларăм.
— Лампочкине ăçтан тупрăн? — суйнине тăрă шыв çине кăларас тесе ыйтрĕ следователь. Степанов çухалса каймарĕ:
— Çав пӳлĕмрех, шкафра шыраса тупрăм, — хуравларĕ вăл.
— Кала малалла, итлетĕп.
— Пукан çине пукан лартса хăпарса тăтăм. Темлерен çӳлти пуканĕ шуçса кайрĕ те, сисмесĕрех çĕре персе антăм. Сылтăм аяк пĕрчине выртакан пукан çине ӳксе сусăрлатнă эпĕ, Корольков хĕнемен мана.
— Уголовнăй ĕçе пуçариччен кун çинчен мĕншĕн каламарăн?
— Вĕренме килсенех вăл, аслă курсра вĕренекенскер, мана хытах кӳрентернĕччĕ. Ăна мĕнле тавăрас-ши тесе кĕтсе пурăнтăм. Больницăна лексен тин тавăрма тинех меллĕ самант çитрĕ тесе шутларăм.
— Хăвна Корольков хĕненине пĕр мана çеç каламан эсĕ.
— Кам ыйтнă — пурне те çапла хуравланă.
— Кала-ха Степанов, малтанхи кăтартусене улăштарма кам ыйтрĕ санран?
— Никам та, — хуравларĕ Степанов хăюллăнах следователе куçран пăхса.
— Хăвна хĕнесе айăпа кĕнĕ çынна явап тыттарассинчен хăтарма шутларăн апла?
— Тепре калатăп: хĕнемен вăл мана, тĕксе çеç ячĕ. Вăл тĕксе янипе аяк пĕрчисем хуçăлман манăн. Айăпсăр çынна айăплас килмест.
— Допрос тунă чухне тĕрĕс мар каласан хăвна явап тыттарасси пирки асăрхаттарнине астăватăн-и?
— Ăна манман-ха, лайăх астуса юлнă.
— Халĕ хăвна явап тыттарма пултараççĕ.
— Хăвăрăн ирĕк, хуть те мĕн тăвăр...
Степанов кайсан Плотников уйрăм пуçлăхĕ патне кĕчĕ.
— Корольков ĕçне суда ярасси пулмасть, — терĕ вăл пусăрăнчăк кăмăлпа.
— Доказательствăсем çителĕклех тенĕччĕ, мĕншĕн ярасшăн мар?
— Шар курни малтанхи кăтартусене улăштарчĕ, халĕ вăл мана Корольков хĕнемен, хăй тимсĕрлĕхĕпе суранланнă тесе ĕнентересшĕн.
— Ун пек ĕçе суда яраймастăн, паллах, вĕçлеме тивет ăна.
Плотниковăн уйăх çурă ĕçлени кăлăхах пулчĕ, ĕçе вĕçлени çинчен постановлени çырма ларчĕ. Çырса пĕтеричченех ун патне Корольковпа тепĕр çын кĕрсе тăчĕç.
— Вăхăтра çитейменшĕн каçарăр, — терĕ Корольков, — адвоката кĕтсе ларма тиврĕ.
— Эпĕ Корольковăн адвокачĕ, — терĕ пĕвĕ-сийĕпе пысăках мар, тулли кĕлеткеллĕ арçын сĕтел çине ордер кăларса хурса.
— Кăштах тăхтăр-ха, — терĕ следователь çак хута пичетлесе пĕтерем малтан. Килнĕ çынсем вăл машинкăпа пичетленĕ хушăра шăпăртах кĕтсе ларчĕç.
Вунă-вунпилĕк минутран пичетленĕ хута хăй вуласа тухрĕ те Королькова тыттарчĕ. Адвокатпа пĕрле вуласа тухрĕç ăна.
— Ăнланмалла çырнă-и? — ыйтрĕ следователь.
— Питĕ тĕрĕс, ăнланмалла çырнă, — хуравларĕ Корольков савăнăçлăн. Ытахальтен тенĕ пек адвокат суда ямасăр вĕçленĕ ĕçе пăхкаласа тухрĕ те постановлени çине унпа паллашни çинчен алă пусса следователе тав туса тухса кайрĕç.
Вĕсем кайсанах Плотников ĕçе тĕрĕслеме прокурора кайса пачĕ, Пурăна киле çав ĕç манăçа тухнăччĕ, анчах пĕррехинче аса илме тиврĕ.
Пĕрре кĕрхи кун кăнтăр апачĕ вăхăтĕнче, Ленин палăкĕ хыçĕнчи паркра сап-сарă тум тăхăннă çăкасем çине пăхса киленсе çӳренĕ чухне, ун патне темле хĕрарăм пырса тăчĕ.
— Палларăр-и мана, следователь юлташ? — терĕ çакскер.
— Аса илтĕм, йăнăшмастăп пулсан эсир Корольковăн аппăшĕ пулма кирлĕ.
Шăллу мĕнле пурăнать, ĕçлеме ăçта ячĕç ăна?
— Ярославль облаçĕнчи пĕр яла янăччĕ, — вăрăммăн сывларĕ хĕрарăм, — анчах сарăмсăр вилсе выртрĕ.
Корольков мотоциклпа çапăнсан больницăна та илсе çитереймен ăна, çул çинчех пурнăçран уйăрăлнă.
— Ытла та шел, — терĕ следователь, — вĕренсе тухсан ĕçлеме те ĕлкĕреймерĕ иккен. Мĕн тăвăн, пурнăçра пур чухне те пирĕнтен килмест çав.
Вĕсем вăрăм сак çине пырса ларчĕç.
— Пилĕк çула яхăн вĕрентсе мĕн чухлĕ тăккаланмарăмăр-ши? Кайран çав пăтăрмахран хăтăлас тесе адвоката та, Степановне хăйне те тӳлесе укçа шыв пек юхса кайрĕ.
— Степанова малтанхи кăтартусене улăштарма адвокат вĕрентрĕ пулĕ.
— Халĕ тин пытарма кирлĕ мар, эсир пĕлнĕ пекех каларăр. Ун пек килсе тухасса кам кĕтнĕ-ха? Пĕр-ик çула хупнă пулсан, тен, вилместчĕ те пуль.
— Кăлăхах тăкакланнă, йĕркеллĕ адвокат тытнă пулсан судра саккунлă майпа хӳтĕлесе ирĕкрех хăварма пултарнă ăна. Степанова та ахальлĕн хăвармарĕç — судпа айăпласа пысăк штраф тӳлеттерчĕç.
— Пĕлетĕп, — терĕ хĕрарăм, — пурнăçра пуриншĕн те тӳлемелле иккен.
— Тата саккуна пăхăнса пурăнмалла, — хушса хучĕ следователь.