Парăм
Июль уйăхĕнчи пĕр сулхăнрах кун уй урлă каякан урапа çулĕпе пĕр çамрăк çын утрĕ. Вăл фуфайкăпа, ваткăллă шăлаварпа, ботинкăпа. Кивĕ вараланчăк карттусне вăл вăрман хĕрринче çырмана вăркăнтарса хăварчĕ.
Пĕвĕпе вăл вăтам, те кутамкки йывăр пулнипе пĕшкĕнерех утнăран — хăй кăшт курпунтарах пек курăнать. Çырă çӳçĕ çăра. Сăн-пичĕ, хĕвелпе, тарпа пиçĕхсе, хуралса, кĕреленсе ларнă, хытăрканă: çамрăклăх тĕсĕ сахал юлнă. Сăмса çунаттисем тĕлĕнчен те, куç пакăлтисенчен те йĕрсем анаççĕ. Куçĕ хăмăр, куç харши — хура та çăра.
Унăн пит-куçĕнче темĕнле чăтăмлă, пайтах хура-шур курнă тӳрккес кăмăлсăр пуçне урăх нимĕн те сисĕнмест. Вăл пит-куç тĕрлĕ шухăш-туйăмсенчен питĕ сайра улшăнать пулас.
Чăн та, çамрăк çын, тавралăха сăнакаласа пычĕ пулин те, кунти тавралăх ун чунне епле хускатни унăн тӳрккес пит-куçĕнчен нимĕн чухлĕ те палăрмарĕ.
Çӳлте тăрисем юрлани те, чанасем чанкăлтатса вĕçе-вĕçе иртни те, курăк ăшĕнче çил чаштăртатни те — уншăн ниме те пĕлтермеççĕ курăнать. Ярпайса хăпарнă çуртри те, сĕткене кĕрсе пыракан ыраш уйĕ те — ун кăмăлне хускатмарĕç.
Вăл çывăхри ял çине çеç темĕн ĕмĕтленсе, анчах ним чухлĕ те хĕпĕртемесĕр пăхрĕ. Çав вăхăтрах хăй епле ерипе утсан та яла çывхарсах çитни ăна хăратрĕ те, вĕчĕрхентерчĕ те.
Вăл тĕрмерен таврăннă.
Ял патне çитсен ун çулне çатан карта пӳлсе хучĕ. Хапхи кунтан пулмарĕ иккен. Анатарах-ши, тăварах-ши? Вăл кунта тăватă çул пулман. Ун чух уй хапхи пекки çак тĕлтеччĕ.
Хапхи тăварахра юлчĕ иккен. Çамрăк çын каялла таврăнса вĕрлĕк хапхаран кĕчĕ те ял урамĕпе анаталла утрĕ.
Урам тăрăх ĕлĕк хăй хăнăхнă таран утсан вăл тĕлĕнсе чарăнса тăчĕ. Вĕсен килĕ хăш тĕлерехчĕ-ши? Çак çĕнĕ çурт-и?
Тăватă çул каяллах çĕнĕ çурт лартас пирки, анчах укçа çитменни çинчен калаçатчĕ ашшĕ. Чăн та, çурт лартнă пулас вăл. Çапла... Ку вĕсен килĕ тĕлех. Акă икĕ йăмраран пĕрне каснă, тункати ларать. Теприн тăррине иртсе пĕтернĕ — çуркунне выльăхсене касса çитернĕ пуль ĕнтĕ. Анчах çурчĕ пĕлтĕр-кăçал лартнăскер теме çук — пĕр виç-тăват çул çитнĕ ĕнтĕ ăна.
Çамрăк çын вырăсла хапха умĕнче чарăнса ăна епле уçмалли пирки шухăшласа тăчĕ. Юпа шăтăкĕнчен тухса тăракан çаврака авăрлă тимĕре шалалла та, аялалла-çӳлелле те пусса пăхрĕ — хускалмарĕ. Вара çамрăк çын урăх авăр шыра пуçларĕ. Самайран тин вăл хапха юпи çумĕнчи шăтăка асăрхарĕ те аллине чиксе ярса алла лекнĕ сăлăпа шутарчĕ, вара сарлака та тусанлă, выльăх тислĕкĕ шăрши кĕрекен кил хушшине кĕрсе тăчĕ. Ăна хирĕç никам та тухмарĕ. Тĕттĕм çенĕкре вăл чылайччен алăк хăлăпĕ шырарĕ — ун аллине е пĕрене мăкĕ, е чăлан алăкĕ, алăк тăпси, е шакăлчи кĕрсе кайрĕ. Хăлăпа шыраса тупсан — çамкине алăк сули хысакки çумне вăйлăн шанлаттарса —вăл пӳрте кĕрсе тăчĕ. Пуçĕ ыратнипе унăн куçĕ хуралса килчĕ, тĕтреленчĕ. Тӳррипе каласан, пуçа алăк çумне çапăнтарни ăна хăюлăх çеç кĕчĕ, чун пăлханăвне сирчĕ. Тĕпелтен карчăк кăштăртатса тухрĕ. Урлă сак çине тăсăлса выртнă старик тăрса ларчĕ.
— Саша!.. Ывăлăм...
Çамрăк çын хăйне хирĕç килекен карчăка куçĕ тĕтреленнипе курмарĕ те — ăна сассинчен çеç уйарчĕ. Вăл — чăваш йăлипе — амăшне те, ашшĕне те нихăçан алă парса е ыталаса курман, çавăнпа та вăл хăйĕн кăкри çине пуçне чикнĕ карчăка икĕ хулпуççинчен çеç тытрĕ.
— Ну, ну, анне... ан йĕр.
— Ах, ывăлă-ăм... — карчăк çак сăмахран тӳрех чарăнми макăрăва куçрĕ. — Тĕнче хурлăхне курса çӳреме кăкăр ĕмĕртсе ӳстертĕм-ши сана?
— Ну, ну, амăшĕ. Ну, ну... Чарăн, чарăн. Ĕнтĕ таврăннă, таврăннă. Куççульне тепре валли хăвар.
Саша чунне амăшĕшĕн ытларах та эрлĕк пусрĕ, анчах вăл шăлне çеç çыртрĕ, амăшĕнчен уйрăлчĕ те ашшĕне алă пачĕ. Ашшĕ çемçелсе каймарĕ, ывăлне алă парсанах чĕлĕмне шырама пикенчĕ.
Саша кутамккине хучĕ, фуфайкине хыврĕ, кĕпине хыврĕ. Амăшĕнчен çăвăнма шыв ыйтрĕ. Ашшĕ, 59—60 çулсенчи ватă, текех алăкăн-тĕпелĕн çаврăнкаларĕ.
— Карчăк, мур, ара, чĕлĕм ăçта ман?
— Чĕлĕмĕ... Эй, уй тăмани! Çăварăнтах-çке.
Саша кĕпе супăнĕпе алшăлли илсе кил хушшине тухрĕ, амăшĕ ун хыççăн витрепе шыв йăтса пычĕ. Саша майкине хывса карта çине çакрĕ, ывçине курка айне йĕкĕрлесе тытрĕ.
— Ку кайăкне лере турĕç-им?
— Мĕн? — амăшĕ çине пăхрĕ Саша.
Амăшĕ ывăлĕн кăкăрĕ çинчи тушпа ӳкернĕ ăмăрт кайăк çине кăтартрĕ.
— Лере, анне.
— Çынна ан кăтартах.
Амăшĕ каллех нăшăклатма тапратрĕ, тутăр кĕтессипе куçне шăлчĕ.
— Ма çапла телейсĕр пултăмăр-ши... Шуйттан аташтарчĕ пуль çав.
Саша чĕнмерĕ, çăвăнса пĕтерчĕ те таса кĕпе ыйтрĕ. Амăшĕ Сашăн тăватă çул каяллахи майкипе кĕпине илсе тухрĕ, тĕрмене кайиччен икĕ эрне малтан çеç туяннă костюмне арчаран кăларчĕ. Майкипе кĕпи тăвăрлансах ларнă, кĕлеткене пăчăртасах тытрĕç, костюмĕ çеç, малтанах кăшт аслăрах та вăрăмрах пулнăскер, чухах пулчĕ. Тулашри кăкăр ум кĕсйинчен тăватă çул каяллахи Канаш кинотеатрăн билечĕ тата тепĕр автобус билечĕ тухрĕ. Кусене курсан Сашăн чунне ирĕксĕрех ырату пăчăртаса тытрĕ. Анчах вăл куна пит-куçĕнчен палăртмарĕ.
Амăшĕ апат лартрĕ, сăра ăсса кĕчĕ. Çăмарта хăпартни, çатма çинче тăпăрчăпа, ешĕл хăвăл суханпа хутăш пĕçернĕ кукăль, уйран.
Саша чĕнмесĕрех çирĕ. Амăшĕ текех нĕшкесе кăмака сакки çинче ларчĕ. Ашшĕ сĕтел умне тенкелпе вырнаçрĕ, хушăран хушă вăл Сашăна ним чĕнмесĕрех сăра тултарса пачĕ. Вăл сăра пирки çеç сăмах тукаласа калаçрĕ.
— Сăри сăра темеллех мар... Хăмла шывĕ çеç, тата ватăлчĕ ĕнтĕ, тăр шыв ĕçесрен пырĕ.
Кайран вăл Саша çисе тăраннă чух çапларах каларĕ:
— Çĕнĕ çурт лартрăм. Кив пӳртне пĕчĕклетрĕм. Кивви — эсĕ авлансан — пире карчăкпа иксĕмĕре юрĕ.
Саша та пирус тивертсе ячĕ.
— Выртса кан çул çинчен, — терĕ амăшĕ вырăн сарса хурса.
Саша пиншакне хывса, аллинчи пирусне пăрахмасăрах урисене кăшт кравать хĕрринчен кăларса, месерле тăсăлса выртрĕ.
Ашшĕ текех чĕлĕм туртрĕ. Саша пирусне туртса пĕтерсе тĕпне пăрахрĕ те икĕ аллине пуç айне хурса, маччаналла пăхса выртрĕ. Вăл çапла выртнипех, çул çинче утса ĕшеннĕскер, часах ним туйми çывăрса кайрĕ, çĕрĕпе те вăранмарĕ, тепĕр енне те çаврăнса выртмарĕ, ирпе хăй каçхине мĕнле выртнă пекех вăранса кайрĕ. Вара çурăм çинчи ӳт-тирте юн çывăрса ларнине, çурăм туйми пулса ларнине сисрĕ. Тата ӳт çинче ăçта пăхнă унта лаптăкăн-лаптăкăн шурă-хĕрлĕ мăкăрăлчăксем, кĕçĕтекенскерсем, тухса тулнине асăрхарĕ: çĕрле ăна хăнкăласем хытă тапăннă пулас.
Саша физзарядка туса шăм-шакне çемçетрĕ, çăвăнчĕ.
Ашшĕпе амăшĕ таçта тухса кайнă, Саша валли сĕтел çине алшăллипе витсе пĕр чашăкра уйран, тепринче чăмăрла çĕрулми, ывăс çине çăкăрпа симĕс сухан шăлĕсем хăварнă.
Саша пӳртрен тухрĕ те крыльца çинче чарăнса тăчĕ.
Урамра автансем авăтни илтĕнет. Таçта лаша тулхăрать. Урапасем лăчăртатаççĕ. Такам усал сăмахсемпе лашана вăрçать.
Саша пăлтăр картлашки çинчен анса хапханалла утрĕ, хапхана уçиччен вăл кăшт тăхтаса тăчĕ, унтан хуллен, вăрă тунă пек асăрханса, хапхана кăшт уçрĕ те вырăнтан тапранмасăрах урамалла пăхрĕ. Урамра инçех те мар пĕр çын курăнса кайсан хапхана каялла хупса хучĕ, унăн сăн-пичĕ асаплăн туртăнса илчĕ. Аллипе вăл çамкине сăтăрса илчĕ те çамки тарласа кайнине сисрĕ.
Саша ерипе пахчаналла утрĕ. Анчах кунта та вăл такамран шикленсе утрĕ. «Мĕншĕн çав териех шикленетĕп-ха эп çынсенчен?» — шутларĕ вăл, анчах хуравне шырамарĕ. Пахчаран тухрĕ те хыт суха ани урлă каçса йӳçлĕхлĕ улăх хĕррипе вăрманалла утрĕ. Хăй, никам та курмарĕ-ши тенĕ пек, темиçе хутчен каялла çаврăнса пăхрĕ. Вăрмана çитсе кĕрсен тин «кунта эпĕ пĕчченех ĕнтĕ» текен шухăш лăплантарчĕ ăна.
Чылайччен çӳрерĕ вăл йывăçсем хушшипе. Симĕс çулçăсен сулхăнĕ, шăпчăк юрри, чĕрĕрех уçă сывлăш унăн кăмăлне тултарчĕç. Анчах тепĕр авăкран вăл хăйне çав тери пĕччен пек, çĕр çине хăй çеç тăрса юлнă пек туйрĕ. Унтан вăл сăртлă уçланкăри симĕс курăк çине ларчĕ. Чылайччен вăрман тулашса шавланине, хумханакан йывăç тăррисем хушшинче хĕвел ярăмĕсем вылянине пăхса ларчĕ, вара куç йăмăхма, ылмашма тытăнчĕ.
Ларсан-ларсан темиçе хутчен вăл хăй çине хыçалтан такам шăтарасла пăхнă пек туйса вартах каялла çаврăнчĕ — никама та курмарĕ. Çак тăван тавралăх, ачаран выляса ӳснĕ вырăн, ăна халь çав тери ют пек, сивлек пек. Кунта ларнăçемĕн кăмăл лăпланма мар, пачах урăхла, чун пăшăрханма, ыратма тытăнчĕ. Ăшра каллех хыçалтан такам пăхса тăнă пек канăçсăр сисĕм хускала пуçларĕ. Çав вăхăтрах хыçра турат шартлатрĕ. Саша вартах çаврăнчĕ. Хальхинче ăна, чăн та, йывăçсем хушшинче шурă мĕлке курăнса кайрĕ. Ку çынах пулчĕ иккен — темĕнле хĕрарăм иртсе кайрĕ. Шурă тутăрлă, тĕрĕллĕ платйĕллĕскер. Саша тата тепĕр вунă-вунпилĕк минут хускалмасăр вăрман тăрри хумханнине пăхса ларчĕ, ĕшентерекен шăрăх, çумăр умĕнхи пек, ыйхăпа, ӳркевпе пусрĕ. Хыçалта туратсем чăштăртатрĕç. Саша каялла çаврăнса пăхрĕ те тĕлĕнсех кайрĕ: ăна каллех паçăрхи шурă тутăр, тĕрĕллĕ платье курăнса кайрĕ. Вăл Саша çине паçăртанпах çапла хыçалтан пăхса тăнă ахăр... Çак шухăш пуçа пырса кĕрсен Саша ура çине тăчĕ. Вара сисмесĕрех вăйăрханма тытăнса килелле утрĕ. Улăхра ăна васкасах вăрманалла утакан учитель, Саша тĕрмене каяс çул çеç ку ялти шкула ĕçлеме килнĕскер, Семенов, хирĕç пулчĕ. Саша унпа тĕлме-тĕлех пулас мар тесе аякран пăрăнса иртрĕ. Семенов хăй вара Саша çине чарăнсах пăхса тăчĕ. Саша киле васкарĕ.
Килте ашшĕ те, амăшĕ те пурччĕ.
— Ăçта пултăн? — ыйтрĕ ашшĕ.
— Çӳрерĕм, — тавăрчĕ Саша.
Ашшĕ кăштах чĕнмесĕр тăчĕ. Вăл пысăк калаçу пуçарма сăмах шыраса ăшталанни сисĕнчĕ.
— Ну, малашне мĕнле пурăнас тетĕн ĕнтĕ? — ыйтрĕ вăл сасартăк.
— Пĕлместĕп.
— Мĕн, е каллех кайса мĕн те пулин çаратса сутасшăн? — кĕтмен çĕртен персе ячĕ ашшĕ.
Саша чĕтренсе илчĕ, нимĕн те шарламарĕ. Çапах та çак сăмах хыççăн кăшт çăмăлрах пек туйăнчĕ ăна. Унсăрăн кăмăла, чĕлхене тем çыхса тăнă пекехчĕ. Унпа, киревсĕр çынпа, кунта питĕ ăшшăн калаçнă пек туйăннипе ăнланма çук ырату чуна касса тăратчĕ.
— Ĕçлес пулать! — терĕ ашшĕ. — Механизатор хамăр колхозра та кирлĕ. Правление кай, трактор е комбайн ил. Унтан... авланма та юрать. Çурт паратăп... Сан валли лартрăм.
— Юрĕ, — терĕ Саша пĕчĕк ача пек килĕшсе, унтан вăл çапла ыйтрĕ: — Эсĕ ху халĕ те сельпорах ĕçлетĕн-и?
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...