Йăмра хăвăлĕнчи тĕлĕнтермĕш
Верăпа Лиза юнашар килсенче пурăнаççĕ. Иккĕшĕ те пĕр класра вĕренеççĕ. Хĕр ачасем пĕр-пĕринпе питĕ туслă, яланах пĕр-пĕрне пулăшаççĕ. Паян та вĕсем ытти чухнехи пекех урама выляма тухрĕç. Ялти ачасем ял хĕррине пуçтарăнаççĕ. Унта пĕрле вăйăсем выляççĕ. Ял хĕрринче пысăк йăмралăх пур, унта тахçанхи йăмрасем тем пысăкăш сарăлса лараççĕ.
— Атьăр пытанмалла вылятпăр паян, — терĕ Петюк.
Ачасем хаваспах килĕшрĕç. Нинука шыраканни турĕç. Ачасем йăмралăха кĕрсе сапаланса пĕтрĕç. Верăпа Лиза ватă йăмра хăвăлне кĕрсе ларчĕç. Йăмра хăвăлне кĕрсен малтанах тĕттĕмччĕ, анчах нумай та вăхăт иртмерĕ, вĕсен куç умне çап-çутă уçланкă курăнса кайрĕ. Хĕр ачасем хăйсем ăçта лекнине ăнланса илеймерĕç. Тавраллипе вăрман, кайăксем юрлаççĕ, хĕвел хĕртсе пăхать.
— Петя! Оля! Ачасем!
Хирĕç никам та сас памасть. Хĕр ачасем вăрманалла кĕрсе кайрĕç. Нумай та утмарĕç вĕсем, вăрман хĕррине çитсе тăчĕç. Çывăхрах çуртсем курăнса кайрĕç. Патнерех çывхарса пынăçемĕн çынсем утса çӳрени курăнать. Тавраллипе тĕлĕнмелле капашлă çуртсем лараççĕ. Вĕсем çап-çаврака, тем пысăкăш. Машинăсем сывлăшра вĕçсе çӳреççĕ. Урамсенче ытларах йăмра йывăççи лартса тухнă.
— Ăçта лекрĕмĕр эпир? — пĕр-пĕрин çине пăхса ыйтрĕç хĕр ачасем.
— Сывлăх сунатăп! Эпĕ — Мария. Эсир камсем?
Хĕр ачасем сисмен вăхăтра вĕсем патне пĕр ача пырса тăнă иккен.
— Эпир Верăпа Лиза. Кала-ха, Мария, ăçта эпир?
Вĕсем Марийăна хăйсемпе мĕн пулса иртнине каласа пачĕç.
— Эсир 3 050 çула лекнĕ! Ан хăрăр, сире кунта никам та усал тумасть. Мария хĕр ачасене хăйĕн килне илсе кайса хăналарĕ, хăйĕн çинчен каласа кăтартрĕ. Вăл та Верăпа Лиза пекех шкулта вĕренет.
— Кала-ха, Мария, мĕншĕн сирĕн урамсенче ытларах йăмра йывăççисем ӳсеççĕ? — интересленчĕç Верăпа Лиза.
— Мĕн ĕлĕкрен Чăваш ялĕнче йăмра йывăççисем ӳснĕ. Вăл чăваш халăхĕн йывăççи, асамлă йывăç.
— Тупрăмăр! Акă вĕсем! — Нина сасси янăраса кайрĕ Верăпа Лиза хăлхинче. Вĕсем иккĕшĕ те тĕттĕм хăвăлта лараççĕ.
— Тухăр! Эпĕ сире шыраса ывăнтăм паян, еплерех вырăна пытаннă вĕсем! — кăшкăрать Нина.
Çак куна хĕр юлташсем нихăçан та манмĕç. Хăйсемпе мĕн пулса иртнине вĕсем никама та каласа памĕç, мĕншĕн тесен вĕсене никам та ĕненмĕ. Çапах та ку ĕç вĕсемпе пулса иртнĕ.
Асамлă та тĕлĕнтермĕш йывăç иккен вăл йăмра!
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...