Чăваш йăмри
Пурăннă пĕр ялта арçын ача. Ăна Алтуй тесе чĕннĕ. Алтуй амăшĕпе çеç пурăнать. Кăçал ашшĕ çухалнăранпа шăп та виçĕ çул çитрĕ. Аттесĕр питĕ йывăр çав пурăнма, питĕ кичем. Ача ашшĕне пĕрмаях аса илет. Унăн сăнне куç умĕнчен ямасть вăл, хăçан та пулин тĕл пуласса шанать.
Пĕррехинче Алтуй урамран питĕ салху кăмăлпа кĕчĕ. Шывланнă куçĕпе амăшĕ çине пăхрĕ те:
— Анне, мĕншĕн атте пире пăрахса кайнă? Вăл пире юратмасть-им? — терĕ.
Верук аппа ывăлне питĕ хĕрхенчĕ. Виçĕ çул каялла пулса иртнĕ инкек çинчен Алтуя каласа пама шутларĕ.
— Ывăлăм, сана аçу питĕ юрататчĕ. Вăл сана нихăçан та пăрахмĕччĕ, анчах… — Варук аппа йывăррăн сывласа илчĕ. — Пĕрре эпир сан аçупа пĕрле вăрмана кăмпа татма кайрăмăр. Пураксене тултарнă хыççăн кил еннелле утаттăмăр. Пĕр çӳллĕ йăмра патне çитсен чарăнтăмăр. Ун пысăк çурăкĕ тĕлĕнтерчĕ пире. Кăмпа çук-ши тесе санăн аçу çав çурăк патне çывăхах пычĕ. Акă тĕлĕнтермĕш! Йывăç çурăкĕ тăсăлчĕ те ăна ярса илчĕ. Эпĕ вара ним туса та ĕлкĕреймерĕм. Аçу куçран çухалчĕ. Нумай шырарăмăр эпир ăна, анчах тупаймарăмăр. Эпĕ вара час-часах çав йăмра патне çӳрерĕм, пĕр-пĕр кун аçу йăмра çурăкĕнчен тухмасть-ши терĕм.
Алтуя амăшĕн калавĕ юмах пек туйăнчĕ. Çĕрĕпе çывăраймарĕ вăл. Хăвăртрах çав йăмрана курас килчĕ унăн. Чăнах та асамлă-ши вăл?
Алтуй паян автансемпе пĕрлех вăранчĕ. Вăл хăвăрт тумланчĕ те вăрманалла ыткăнчĕ. Йăмра патне çитсе тăчĕ. Унăн çурăкне тин тухакан хĕвел шевли çутатать. Алтуй çав çурăка кĕрсе каясшăн, анчах мĕн кĕтет-ши ăна унта, амăшне тăлăха хăвармасть-ши вăл? Ашшĕне курас килни çĕнтерчех. Алтуй йывăç çурăкне кĕрсе çухалчĕ.
Алтуй тĕлĕнмелле илемлĕ вырăна лекрĕ. Унта пĕтĕм пĕчĕкки пысăк, пĕтĕм пысăкки пĕчĕк. Акă Алтуй умне темĕнле робот пырса тăчĕ. Ăна Аклей тесе чĕнеççĕ. Аклей çак асамлă вырăна лекекенсене кĕтсе илекен. Алтуй ăна çак çĕр-шыва мĕн тĕллевпе килнине каласа пачĕ. Аклей те ачана асамлă йăмра çинчен пĕлтерчĕ. Çак тĕнчере пĕр йăмра икĕ енлĕ пулнă. Пĕри хĕвел çутинче вăй илнĕ. Пĕтĕм тавралăха, чĕр чуна тата этеме ырлăх парса тăнă, анчах хĕвел ансанах хăйĕн ырă вăйне çухатнă. Вара тепĕр йăмри хуçаланма пуçланă. Вăл тĕттĕмре усал вăйсене пулăшса тăнă. Алтуйăн ашшĕ хĕвел ансан пынă иккен йăмра çурăкĕ патне. Çавăнпа вăл халĕ йамран усал тĕнчинче тыткăнра. Ăна çалас тесен çав усал йăмрана касса ямалла. Анчах каçхине ăна çентерме май çук.
Алтуй хĕвл тухасса кĕтсе илчĕ. Аклей панă хĕçне илчĕ те йăмра патне çул тытрĕ. Анчах мĕнле касмалла-ха йăмрана? Пĕтĕмпех кассан ырри те вилмĕ-ши? Ача йăмрана тимлĕ пăхса çаврăнчĕ. Йăмран хăш-пĕр турачĕсем хĕвел çутине чăтаймасăр хуралса ларнă иккен. Алтуй вара йăмран хăш тураттине касмаллине ăнланса илчĕ. Тĕлĕрекен туратсене касса пĕтерсен йăмра тата илемлĕрех ешерме пуçларĕ. Ун çумĕнче Алтуйăн ашшĕ курăнса кайрĕ. Ача ашшĕ патне чупса пычĕ, хăйĕн савăнăçне пытармарĕ вăл.
Алтуйпа ашшĕ ырă кăмăллă Аклейпа сывпуллашрĕç те хăйсен тĕнчине васкарĕç. Вĕсем тухсанах çав йăмран çурăкĕ таçта кайса кĕчĕ. Халĕ йăмран ырă енĕ çеç хуçаланать кăнтăрла та, каçхине те…
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...