Асамлă Йăмра
Пурăннă тет ĕлĕк-авал пĕр хан. Вăл хуйхă мĕнне ăнланма пачах пĕлмен, мĕншĕн тесен унăн пурнăçĕ ялан пыл та çу çеç пулнă. Хан питĕ хаяр та çăткăн иккен. Çынсен нуши ăна нихăçан та кăсăклантарман тет. Пуяс шухăшĕ ăна пĕр май канăçсăрлантарнă. Унăн çĕр çинчи мĕн пур пуянлăха хăйĕн тăвас килнĕ. Хайхи хан вăрманта пĕр ватă Йăмра пурри çинчен илтет. Ку Йăмра ытти йывăçсем пек мар, асамлă тет. Ырă та чунĕпе таса çынсен ĕмĕчĕсене пурнăçланă.
Пĕррехинче хан тарçисене чĕнсе илет.
— Илтнĕ-и эсир Асамлă Йăмра çинчен? — ыйтать хан тарçисенчен.
— Илтмен, — теççĕ лешсем.
— Тăмсайсем! Çав Йăмра çинчен кам мĕн пĕлнине ыйтса пĕлĕр! — çиллине пытараймасăр урнă пек кăшкăрать хан.
— Юрать, часах ыйтса пĕлĕпĕр, — теççĕ хан патĕнче ĕмĕрех ĕçлесе пурăнакансем.
Тарçисем, Йăмра çинчен пĕлекенсене тупас тесе çӳресе хăшкăлса çитнĕскерсем, хан патне çитеççĕ те çапла калаççĕ:
— Тупрăмăр, пирĕн хуçа, — теççĕ ывăннăскерсем.
— Ну! Мĕн тума пултарать çав Асамлă Йăмра?! — сурчăкне сирпĕтсе тата ытларах тарăхса çухăрать хан.
— Мĕн ыйтакансен ĕмĕчĕсене пурнăçлать, — айăпа кĕнĕ çынсем пек пуçĕсене çĕрелле пĕксе калаççĕ лешсем.
— Ăçта ӳсет çак йывăç? — татах тĕпчет хан.
— Пĕлместпĕр, — теççĕ тарçăсем хул пуççисене çӳлелле йăтăнтарса-антарса, шикленсе.
— Мĕнле ним ăнланманскерсем эсир! Ăçта ӳснине пĕлĕр! — тет часах пĕлесшĕн çунакан хаяр хан.
— Итлетпĕр хан, çак самантрах пĕлĕпĕр, — тенĕ хана парăннă тарçăсем.
Тарçăсем каллех хушнă ĕçе тума тăнккаççĕ. Пĕлекен çынна тупса Асамлă Йăмра çинчен тархасласа ыйтаççĕ те хан патне васкавар таврăнаççĕ.
— Калăр хăвăртрах мĕн хушнине! — чăтăмсăррăн перкелешет хан сăмахĕсемпе.
— Вăрманта, — тата ытларах ятласран хăраса калаççĕ тарçисем.
— Хăш вырăнта ӳснине ыйтрăр-и? — çиллине шăнăраймарсăр вĕчĕрхенсе тулхăрать хан.
— Çук, ыйтман, — теççĕ.
— Эх! Эсир те çав! Хăш вырăнта ӳснине ыйтрăр! — кăшкăрать çăткăн хан.
Чунĕпе хана парăннă тарçăсем, кашни хушнă ĕçе тума вĕреннĕскерсем, Асамлă Йăмра хăш вырăнта ӳснине ыйтса пĕлсе хана унта ертсе кайнă. Вăрманта Йăмрана шыраса тупнă. Хăйĕн вăрттăнлăхне пĕлесрен хан тарçисен шăрши-марши ан пултăр кунта тесе туххăмрах хăваласа янă.
— Йăмра, эсĕ çынсен ĕмĕчĕсене пурнăçлама пултарнине илтрĕм, — йăвашшăн калаçнă хан. — Кăтартсамччĕ мана эсĕ хăвăн ăсталăхна?
— Мĕн кирлĕ вара сана манран? — ыйтнă Асамлă Йăмра.
— Мана укçа çеç кирлĕ! — хыттăн хуравланă хан хăвăртрах пуяс шухăшпа.
Хан çапла каланă хыççăнах Асамлă Йăмран çулçисем пĕр-пĕрин çумне перĕнсе кăмăлсăррăн чăштăртатма пуçланă… Çав самантрах хан çеçенхир варрине çитсе тăнă, унта вăл пĕр-пĕччен пулнă. Ку вырăнта вăл мĕн чухлĕ пулнине пире никам та татса калаймĕ. Выçса вилесрен унăн хирти юхан шыва ĕçме тивнĕ, хурт-кăпшанкăпа тăранма тивнĕ. Çапла хан нумай асапланса çӳренĕ, пурăнас килми те пулса çитнĕ. Сывлăхĕ хавшанă, начарланса кайнă. Унăн кĕлетки шăмă çине ӳт хурса янă пек çеç тăрса юлнă.
Асаплă кунсем малалла шунă. Темле майпа ун умне çĕтĕк-çатăк тумлă пĕр хĕрарăм килсе тухнă. Унпа пĕрле тата икĕ арçын ача пулнă. Çаксен те çимелли нимĕн те пулман, çавăнпа вĕсем пĕрле пурăнма калаçса татăлнă. Çиме юрăхлă япала хăшĕ малтан шыраса тупнă, ăна пĕрле пайласа çинĕ. Нушаллă пурнăçра çур еннелле пĕр арçын ачи чирлесе вилнĕ тет. Çак ачашăн хĕрарăмпа пĕрле хан та кунĕн-çĕрĕн макăрнă, чунтан куляннă. Нумай хушă йĕнĕ хыççăн хан лăпланнă. Вара тӳрех хăйне темле вăй пĕр минутранах Асамлă Йăмра ӳснĕ вăрмана илсе çитернине тавçăрса илнĕ.
— Хан, эсĕ халь укçасăр çынсем мĕнле асапланнине туйрăн-и? — тесе ыйтнă та Асамлă Йăмра самантрах куç умĕнчен çухалнă.
Асапланса пĕтнĕ хан аран-аран тăван килне çитнĕ. Ханăн типсе-хытса ларнă сăн-питне, кĕлеткине курнă тарçисем питĕ хытă тĕлĕннĕ, куçĕсем çамки çинех хăпарса ларнă. Хуçи нумай хушă ăçта çухалса çӳренине ыйтма та хăяйман, айăпланасран шикленнĕ, хăравçă мулкачла чĕтренĕ.
Çапла вара, хан тепĕр куннех хăйĕн мĕн пур пуянлăхне чухăнсене валеçсе панă. Ханăн тĕлĕнтермĕш ырă ĕçне çӳл тӳперен курса тăнă Çутă Çăлтăр тути йăл кулнă.
Галина Зотова (2013-07-22 07:39:07):
Юмах кăмăла кайрĕ. Динарăна ăнăçу сунатăп!