Атăл
Тух, тăванăм, итле, мĕнле юрă
Янăрать паян Атăл çинче.
Хумсем çийĕн, сăртсем-тусем урлă
Сарăлать çакă юрă инçе.
Ӳснĕçемĕн ӳсет уçă сасă,
Тулăх Атăл мăнаçлăн шăвать.
Куççуль мар, ирхи юрă хавасĕ
Ейӳлет ман Тăван çĕршыва.
Ку вăл — ирĕклĕ халăх телейĕ,
Ĕмĕр кĕтнĕ тулли çуркунне.
Çĕршыв тăрăх Çĕн Кунăн хĕвелĕ
Сапать хăйĕн таса ылтăнне.
Аслă Атăл, мухтавлă мăн Атăл,
Ывăт, ывăт хумна çӳлерех!
Темиçе пин-пин çул пурăнса та
Эс курман хальхи пек ĕмĕре.
Аслă шыв, вăрăм ĕмĕрлĕ Атăл,
Санăн иртнĕ кунна тĕпчеме
Паянхи çырантан эп пăхатăп
Ĕнерхи тĕксĕм пурнăç тĕпне.
Пирĕн ĕмĕр çыранĕ пит çӳллĕ...
Çакăнтан иртнине тинкерсен,
Эп куратăп ак — юн та куççулĕ
Çершыв тăрăх выртать кӳлленсе.
Унта — пурнăç, тутăх çурла пек,
Касать шелсĕррĕн выçă пыртан.
Унта — антăхнă Атăл бурлакĕ
Чул çинче чун тухас пек выртать.
Унта — йывăррăн йынăшнă сасă,
Унта — Çĕпĕр те сăнчăр, тĕрме...
Пĕрре мар халăх тытăннă харсăр
Çав тискер тĕрмене çĕмĕрме.
Атăлпа килнĕ тăвăл пек Разин,
Пугачев килнĕ вут кăларса.
Чăваш халăхĕ — паттăр пăлхавçă
Вĕсемпе тухнă юнлă вăрçа.
Улпутсен шур парикĕсем тăрăх
Кашнинчех сикнĕ хĕрлĕ автан.
Патша тытăмĕ — çĕрĕк те хăрăк,
Вăл чĕтреннĕ, кисреннĕ шалтан.
Нимĕнле мур жандармĕн атти те,
Нимĕнле каторга та пăяв,
Нимĕнле çулăмпа çунтарни те
Авайман пирĕн çирĕп вăя.
Патша урнă, жандармĕ те сикнĕ,
Шăрчĕ тăнă вĕсен вирелле.
Пирĕн паттăрсене пайтах чикнĕ,
Çĕре чикнĕ вĕсем чĕрĕлле.
Пире янă пайтах Атăл тăрăх,
Мăйран çакнă та — кай сулăпа! —
Кăкăрсем çине «таркăн» та «вăрă»
Тесе çырнă хура смалапа.
Анчах çук, тĕнчере нимĕскер те
Хуплайман пĕр таса чăнлăха;
Нимĕнле юнлă-вутлă тискерлĕх
Хуçайман ман тăван халăха.
Атăл тулчĕ, хăватлăн çĕкленчĕ
Талпăнса улăпла пĕвĕпе.
Пусмăр çурчĕ чĕтренчĕ, кисренчĕ,
Кĕç арканчĕ мĕнпур тĕпĕпе.
Халăх тăчĕ, хăюллăн каларĕ:
— Аслă Атăл, калла ан чаках!
Вут-Октябрь çĕршыв тăрăх кайрĕ
Тасатса çĕр çинчи пылчăка.
Паян тух ак, итле, мĕнле юрă
Янăрать аслă Атăл çинче.
Хумсем çийĕн, сăртсем-тусем урла
Сарăлать çакă юрă инçе.
Суккăр мар, кунта çĕнĕ кеслеçĕ
Кĕвĕлет хăйĕн çĕн кĕввине.
Халăхсем ăна чун пек итлеççĕ,
Юрă пур тĕнчене илтĕнет.
Бурлак мар, çĕнĕ ĕмĕр Этемĕ
Çĕн телейшĕн ĕçлет пикенсе.
Пăрахут шăвать акăш пек меллĕн,
Çуйхашаççĕ ĕçчен буксирсем.
Тулăх Атăлăн чăнкă çыранĕ
Юмахри пек чечен ешерет.
Кунта пурнăç яланлăх вăраннă,
Ларса тухнă ялсем йĕркерен.
Куçĕсем вĕсен халĕ таса çеç;
Хĕвелпе çиçĕнсе ирхине,
Вĕсем кăмăллăн, ăшшăн пăхаççĕ
Атăлри анлă тĕкĕр çине.
Аслă Атăл, мухтавлă мăн Атăл,
Ывăт, ывăт хумна çӳлерех!
Темиçе пин-пин çул пурăнса та
Эс курмам хальхи пек ĕмĕре.
Аслă шыв, чӳхенместен эс вĕттĕн
Юмаху сан сукмак та ансат.
Акă эс Мускава пырса кĕтĕн
Шухă çамрăклăх пек хумханса.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...