Аякри ыр тăванăм
Инçе çул вăрăмне тиркемесĕр
Хыпалантăм хыпар пулсанах.
Тăвансем, чăтаймарăм килмесĕр,
Курас теттĕм сире тахçанах.
Ай, тăван, аякри ыр тăванăм,
Мĕнле пĕлтĕн чĕнме хăнана.
Ай, тăван, аякри ыр тăванăм,
Эсĕ ман чĕрере яланах.
Капланан кăмăла пытармасăр,
Иртнипе хальхине те картса,
Тăвансем, калаçар асăнмалăх
Малашри кунçула палăртса.
Ай, тăван, аякри ыр тăванăм,
Куç тулли ытарми ытамра.
Ай, тăван, аякри ыр тăванăм,
Эсĕ, хаклă пире никамран.
Тăванпа тăвана тăвар каснă,
Тĕп килтен илсе кайнă катса.
Аякри те килти пекех хаклă
Пĕр-пĕрне пăрахми юратсан.
Ай, тăван, аякри ыр тăванăм,
Тĕл пулса калаçни пин ахах.
Ай, тăван, аякри ыр тăванăм,
Нихăçан та пире ан пăрах!
1995, утă, 12
Михалкка
Шухăшсем
I have a question, can you contact me at...
I have a question, can you contact me at...
Hello, I spent a few minutes on c...
Hello, I just visited chuvash...
Тискер ĕç-пӳç пĕтĕм илеме , тĕнчене пăса...
я не знаю чувашский а хоть и кто занет ...
НУРНАТПАР-ХА ТЕСЕ ПЁРИ КАЛАНА вара ...
Мĕнле пулнă, çаплипех тăрать, заблокиров...
Тархасшăн çак ухмахсен шухăшĕсене тасатă...
Сергей Юшков - Етĕрне районĕнчи Атликаси...