Элек
Каçĕ ырă та лăпкă. Кун пек ăшă, тӳлек, чуна тата ӳт-пĕве ачашшăн лăпкакан çуллахи каçсем юлашки çулсенче сайра пулаççĕ. Çанталăкĕ те саманине кура улшăнса пырать пулас. Хĕвел пăхнă чухнех, ахăр самана пуçланнă пек, таçтан хура пĕлĕтсем капланса килеççĕ. Çил çĕкленет, куç курми çавăрттарма пуçлать.
Нинăн чун-чĕринче те паян канлĕ мар. Утать вăл урам тăрăх пуçне усса. Нимĕн те савăнтармасть ăна халĕ. Мĕншĕн кайрĕ-ши вăл клуба пĕрех хут? Питех каяс та килместчĕ çав. Ун пуçĕ çине те хура пĕлĕтсем сасартăках йăтăнса анчĕç ав халĕ.
Калăн, çанталăк ун шухăшне вăрттăн итлесе тăнă тесе. Кĕмсĕр-кĕмсĕр, шатăр-шатăр турĕ те — тӳперен витререн тăкнă пек лӳшкеме пуçларĕ. Пӳрте тарса кĕнĕ çĕре хĕр çийĕнче пĕр йĕпенмен вырăн та юлмарĕ.
Васканипе Нина алăксене шаплаттара-шаплаттара хупрĕ пулас, сас-чĕве çивĕч туякан амăшĕ ялтах сиксе тăчĕ вырăнĕ çинчен.
— Темех пулман пулĕ те? Мĕн эс алăксене сан умăнта айăпа кĕнĕн хĕнетĕн?
— Ой, анне, каçар, — пырса ыталарĕ хĕрĕ амăшне. — Çумăр лӳшкет тулта. Витĕрех йĕпентĕм.
— Ну, юрĕ-çке. Тумна хăвăртрах улăштар, атту шăнса пăсăлатăн. Пылпа чей ĕçме ан ман.
— Юрĕ, юрĕ, анне. Çумăрĕ сивех мар-çке. Эпĕ вăл алхасса кайиччен киле çитнĕччĕ ĕнтĕ. Çанталăкĕ те каварлă вара. Наян çине виç кун малтан тумлам ӳкет теççĕ те, ман çине пĕр тумлам та ӳкменччĕ-çке. Эпĕ вара юлашки кунсенче кахаллансах кайнăччĕ, — ахăлтатсах кулса ячĕ Нина.
Марье аппа ку сăмахсене илтмĕш пулчĕ-ши е чăнахах та илтмерĕ-ши, хирĕç чĕнмерĕ. Пĕлинччĕ амăшĕ савнă хĕрĕн чунĕ мĕнле ĕсĕкленине. Кăшкăрса йĕрес вырăнне ахăлтатса кулчĕ-çке вăл халь.
...Клубра, уяв каçĕнче, Нина ăна ташша чĕнчĕ. Çак сап-сарă çӳçлĕ, кăн-кăвак чакăр куçлă, салтак тумне те улăштарман каччă Нинăн ĕмĕтри принцĕччĕ. Ачаранах саватчĕ вăл ăна. Кăмăлланă-ши Юра хĕре? Калама йывăр. Нумаях тĕл пулман вĕсем.
Çав шурă ташă хыççăн каччă хĕртен пĕр утăм та уйрăлмарĕ тесен те йăнăш пулмĕ. Чĕлхи-çăварĕ япшар. Çамрăклах ялтан тухса кайса хулара вĕреннĕ, ĕçленĕ каччă хăйне тыткаланипе те, тумланнипе те ытти ял çамрăкĕсенчен сисĕнмеллех уйрăлса тăрать. Куштан мар Юра, анчах та хăйне хăй хисеплени, юратни куç кĕретех.
Нина та, хулара вĕреннĕскер, студентсем хушшинче тăватă çул пурăннăскер, ял хĕр ачисенчен уйрăларах тăрать: ăс-тăн енчен те, тумтир тĕлĕшĕнчен те. Интереслĕччĕ икĕ çамрăка пĕр-пĕринпе. Мĕн çинчен кăна калаçмастчĕç-ши вĕсем тĕл пулнă вăхăтсенче. Юра института вĕренме кĕме ĕмĕтленетчĕ.
— Атте чĕрĕ пулнă пулсан эпĕ те куçăмлă майпах аслă пĕлӳ илнĕ пулăттăм та, — хурланарах каларĕ вăл пĕррехинче.
Нина аслă пĕлӳ илменччĕ-ха. Вăл педагогика училищине пĕтернĕччĕ, анчах та пединститута куçăмсăр майпа вĕренме кĕнĕччĕ ĕнтĕ.
Пĕр каçхине вăл клубра Юрăна курмарĕ. Чĕри теме сиснĕн çуйхашрĕ. Хĕрĕн куççулĕ тухрĕ. Ыйтуллăн пăхрĕ вăл савнă тусĕн юлташĕ çине. Коля çакна сисрĕ пулас, самантрах хĕр çумне çитсе тăчĕ. Куçĕсем темле чеен пăхаççĕ.
— Нина, мĕн эс куçна алăк çинчен илместĕн? Çук сан савни паян клубра. Çук. Ялта та çук. Хăнара вăл паян. Кӳршĕ ялта. Пĕр-пĕр чипер пикене килне ăсатать пуль, — те шӳтлесе, те савăнса елпĕрчĕ каччă. Тен, савăнать те-и. Пĕр-икĕ çул каялла Коля Нина хыççăн çӳретчĕ, анчах та хĕр унăн юратăвне йышăнмарĕ.
— Мана та чĕнчĕ Юра хăйпе пĕрле — эпĕ килĕшмерĕм, — пырса тытрĕ Нинăна алăран каччă. — Мĕнле чăтас-ха манăн сана курмасăр? Сан сăну яланах ман куç умĕнче.
— Коля, мĕнле намăс мар сана?! Эсĕ Юрăн юлташĕ-çке! — карт туртса илчĕ хĕр аллине.
— Намăс мар тетĕн-и? Эх, калăттăмччĕ те сана, — алне сулса пăрăнса утрĕ каччă.
«Мĕн каласшăн-ши Коля?» — мĕлтлетсе илчĕ шухăш.
Лешĕ тем аса илнĕн кăштах чарăнса тăчĕ те каялла çаврăнса Нина патне пычĕ.
— Атя пĕрер çаврăм вальс çаврăнса илер. Сан пек илемлĕ, çаврăнăçуллă ташлакана тĕл пулман эпĕ.
— Каçар, ташлас килмест манăн паян.
Коля та салтакран таврăннă кăçал. Вĕсем Юрăпа шкулта та, техникумра та пĕрлех вĕреннĕ, çар çыннисен ретне тăриччен пĕр хулара пĕрлех ĕçленĕ.
Çамрăксем ташă çеммипе çаврăннă хушăра хĕр клубран тухса шăвăнчĕ.
Утать Нина кĕрхи сивĕ çанталăкпа çапăçса. Сивĕ çил шалтан шала кĕресшĕн хыпалать. Тӳпе йĕпе юра шеллемесĕр тăкать. Утмалăх пур. Пылчăкĕ те тăрăшсах атă çумне çыпăçать. Калăн урисем çине кире пуканĕсем çакса янă тесе. Йывăрлансах çитрĕç.
«Эх, ял пурнăçĕ. Атте-аннесем ĕмĕр тăршшĕпех çапла нушаланса пурăнаççĕ вĕт», — шутласа илчĕ хĕр.
Тĕрĕс те. Çирĕм пĕрмĕш ĕмĕре кĕтĕмĕр. Ялсенче пурпĕрех пĕç таранах пылчăк çăрăлать. Кăкăр çапсах мухтанатпăр та, пурнăç шайĕ ытти çĕршывсемпе танлаштарсан хыçалтан тăваттăмĕш-пиллĕкмĕш вырăнта сĕтĕрĕнсе пырать.
Килĕ патне çывхарса пыратчĕ ĕнтĕ хĕр.
— Нина, чарăнсамччĕ, тархасшăн. Ытла хăвăрт утатăн-çке, аран-аран хуса çитрĕм, — пырса тăчĕ ун умне Юра.
Хĕр чĕнмест. Чĕри кăкăртан сиксе тухас пек тапăртатать.
— Мĕнпе айăпа кĕтĕм-ши эпĕ çак чипер пирĕшти умĕнче? Айăпа кĕнĕ пулсан чĕркуçленсе каçару ыйтатăп, — лап ларчĕ каччă пылчăк çине чĕркуçленсе.
Нина Юрăран эрех шăрши кĕнине туйса илчĕ. Вăл, хăй пурнăçĕнче пĕр тумлам эрех те ĕçсе курманскер, ĕçнĕ çынна тӳсме пултараймасть.
— Тăр, ан упăтелен. Шăлаварна мĕн турăн? Хăв çумастăн вĕт. Аннӳн асапланма тивет.
— О-о-ошибаешся! — тăсарах евитлерĕ каччă. — Эпĕ салтака кайиччен икĕ çул çурă студент пурнăçĕпе пурăннă, ĕçленĕ. Кам çуса панă тет мана? Виçĕ çул салтак пăттипе чыхăннă, — çĕклерĕ вăл сылтăм аллине.
— Маттур! — йĕкĕлтерех хуравларĕ хĕр. — Сан пек пысăк «подвиг» тăвакан сайра пирĕн таврара.
— Эс куна ăнланмастăн. Эпĕ ӳснĕ вăхăтра эсĕ пешком под стол ходила, — вырăсла-чăвашла перкелешрĕ Юра. Тăватă çул аслăрах-çке вăл Нинăран.
Пăрахса кĕресшĕн хĕр киле — каччă вĕçертмест.
— Эсĕ кĕрсен эпĕ сирĕн пӳртĕр умне выртатăп та шăнса вилетĕп. Юрататăп эпĕ сана, Нина. Юра-а-а-ататăп. Çара кайиччен эпĕ сана асăрхаман паллах, аслăраххисем çине пăхнă. Салтакран таврăнсан сана пĕрремĕш хут клубра курсан куç хуралса килчĕ. Чăваш хĕрĕсем хушшинче эпĕ сан пеккине курман. Илемлĕ çех мар, сăпайлă та. Кун пекки вара сайра пулать. Хĕр пуçне пĕксе итлет.
Каччă малалла калаçрĕ:
— Ялти çамрăксенчен ыйткаласа пĕлтĕм те, эсĕ никампа та тĕл пулманнине каларĕç. Тиркет вăл пурне те терĕç. Тен, эсĕ мана ташша чĕнмен пулсан эпĕ сан патна пыма та хăйман пулăттăм. Илемлĕ, сĕтеклĕ чечек çумне вĕлле хурчĕсем те, сăпсасем те ушкăнĕпех сырăнаççĕ. Сан çумна питех сырăнаймăн. Ав мĕнле чăркăшса пăхатăн эсĕ. Коля ăсаткаланине каларĕç-ха. Хăйĕнчен илтмен. — Çапла каларĕ те каччă Нинăна ыталаса илсе чуптурĕ.
Çат! Шăплăха çурса янăраса кайрĕ Юрăна парнеленĕ çупкă сасси. Хĕр туртăнчĕ те вĕçерĕнсе картишне чупса кĕчĕ.
— Юрататăп сана! Юрататăп! — илтĕнчĕ хыçалта.
Юрлатъ, савăнать хĕр чĕри. Юрăна çилленни те, иккĕленӳ те таçта кайса кĕчĕç. Савать, юратать ăна çак каччă.
Тепĕр ирхине Нина икĕ витрепе шыв çĕклемелли кĕвенте йăтса калиткене уçрĕ. Урата урлă ярса пуснăччĕ кăна — çулне Юра пӳлсе хучĕ.
— Эсĕ ăçта кĕретĕн? Кам чĕннĕ сана кунта?! — кăшкăрнă пекех каларĕ хĕр каччăна кĕвентепе кăкăрĕнчен тĕртсе.
— Элле сирĕн пата çыннăн килме те юрамасть-и?
— Юрать. Анчах санăн — çук.
— Эпĕ мĕнпе çынлăхран тухрăм-ши? — салхуллăн пăхрĕ Юра хĕре куçран. — Ăнлан: ман санпа калаçмалли пур. Халех. Атя çăл патне пĕрле утар, çула май калаçăпăр.
Шыв патне утмалăх пур.
— Нина, — лăпкăн пуçларĕ каччă, — манăн паян кăнтăр хыççăн Çтерлĕне тухса каймалла. Кольăпа пĕрле каятпăр. Телеграмма илтĕмĕр — çак кунсенче ĕçе тухмасан пирĕн ĕç вырăнĕсем çухалаççĕ. Салтакран таврăнсан канма виçĕ уйăх анчах параççĕ.
— Кунтарах юлма çук-им вара санăн?
— Ун пирки анне те пĕрмай сăмах пуçарать. Култăм-ха ĕнер: «Анне, кам вырăнне лартасшăн-ха мана? Караç Алюшĕ вырăнне конюха-и? Е Микуль Петĕрĕ вырăнне ферма выльăхесене апат турттарма-и? Ун чухне вĕсем ĕçсĕр юлаççĕ-çке», — терĕм. «Ара, çав», — тет. Технолога вĕреннĕ-çке эпĕ. Ман валли ялта ĕç çук. Сан валли вара хулара ĕç туллиех. Шкулĕсем те, ачисем те çителĕклех.
Нина чĕри çуйханса илчĕ: «Мĕн çинчен каласшăн-ха каччă?»
Чĕнмест хĕр. Ĕнтĕ вĕсем халь çăл патнелле те утмаççĕ, чарăннă та калаçса тăраççĕ. Пурне те пĕлме, курма юратакан ял карчăкĕсем кашни чӳречеренех тинкереççĕ пуль.
— Мана сансăр пуçне ялта пĕр хĕр те килĕшмест. Санпа пĕрлешмесен эпĕ урăх ял хĕрне качча илес çук. Анне те ялан сан пирки ырăпа калаçать. Кӳршĕ Марье аппа та. Пурте сана мухтаççĕ. Паян тата хреснанне çав юррах юрлать. Ма чĕнместĕн, Нина?
— Мĕн калас-ха ман? Итлетĕп эпĕ. Эсĕ вара мĕн каларăн вĕсене?
— Шӳтлесе ирттертĕм: «Ытла мухтавлă пулсан ма хăвăрăн ывăлăрсене илсе памастăр?» — терĕм. «Вăл пирĕн пеккисем çине пăхмасть», — хуравларĕç ассăн сывласа. Тен, эсĕ ман пеккисене те пăхмастăн? — Юра пăлханса кĕсйинчен пирус пачки туртса кăларчĕ. Пĕр пирусне тивертрĕ те çийĕнчех сӳнтерчĕ. — Эпĕ вĕт чаплă йăхран-çемьерен мар, аттесĕр ӳснĕ. Пирĕн кил-çурт та кермен пеккисен шутĕнче мар. — Çапла каларĕ те каччă пуçне усрĕ.
Сăмах пине çитрĕ тейĕн. Шăп.
— Ара, эпир çăл патне шыв илме каяссине мансах кайрăмăр пулас. Асаннерен лекет-çке мана. Вăл пирĕн урăх шывран вĕретнĕ чее ĕçмест.
— Уттарар эппин. Эпĕ çулла таврăнатăп. Эсĕ мана кĕтсе пурăнасса кăштах шанатăп.
— Пурнăç кăтартĕ-ха унта. Эх, кур-ха, хура кушак çул урлă чупса каçрĕ.
Çав вăхăтра вĕсене хирĕç килекен чараксăр чĕлхеллĕ Маюк аппа курчĕ. Çăлран шыв çĕклесе килекен хĕрарăм витрисене çĕр çине лартрĕ те тутăрне сирсе хăлхисене «авăрларĕ». Хăлхи мăкарах ун. Мĕн калаçнине илтмесĕр юлсан кĕçĕр çывăраймасть-çке.
— Атя утар хăвăртрах. Маюк аппа валли калаçмалăх пулчĕ ĕнтĕ. Кирлĕ-кирлĕ мара веçех хушса пăтратĕ.
Çамрăксем çăл патнелле утрĕç.
— Тьфу! — лачлаттарса сурчĕ ялти йĕвенсĕр хĕрарăм. — Намăс-симĕсĕ те çук! Кăнтăр варринчех пĕтĕм ял умĕнче ыталашса çӳреççĕ! — янрашрĕ вăл. — Мĕн тупнă-ши çак хĕр çумĕнче? Çип-çинçе! Шуранка! Ялта парка, пичĕсенчен юн пĕрехекен хĕрсем мĕн чухлĕ! Эп хам тата мĕнлескер пулнă! Эпĕ-и?! Эпĕ-и?! Эпĕ ялта чи сапăр, чи чаплă хĕр пулнă! Мана-и?! Мана-и?! Мана таврари ялсем мухтанă!
«Мĕн мухтамалли. Качча каймасăр икĕ арçынтан икĕ ача çуратрăн-çке», — шутларĕ Нина ăшĕнче пăлханса.
— Ман умрах икĕ хут чуптурĕç вĕт! — илтĕнчĕ хыçрах.
— Пурăнма ырă ят хăвармасть ку, — пуçне пĕкрĕ Нина. — Эсĕ те пулин мĕн чăрмантарса çӳретĕн-ши кăнтăр кунĕнче.
— Маюк аппа тесе урама тухма хăрамалла-и вара манăн? Ун çăварĕ хапхаран та хапха. Хапхана çăрапа питĕрме пулать. Маюк çăварне — çук. Ан пăшăрхан, ăслă çынсем итлес çук вăл сӳпĕлтетнине.
* * *
Малтанласа çырусем тăтăшах килетчĕç. Туйăмĕсем çинчен çине-çинех пĕлтеретчĕ каччă. Çĕнĕ çул уявĕ ячĕпе те, Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен уявĕнче те парнесем килчĕç Нина валли. Францире хатĕрленĕ духие хĕр хăй ĕмĕренче пĕрре те курманччĕ. Питĕ сайра пулакан хаклă япала-çке вăл. Мăя çакмалли колье мĕне тăрать тата. Чăнласах юратать пулас Юра хĕре.
— Нина, калама аван мар-ха та, Коля калама хушманччĕ те-ха, — чĕтрекен сассипе пуçларĕ пĕррехинче хĕр тантăшĕ Марина. Юлашки вăхăтра вĕсем Кольăпа тĕл пулкалатчĕç. Халĕ çыру çӳретеççĕ пулас.
— Хушман пулсан ан кала.
— Те каласан аван, те каламасан. Юрлаççĕ вĕт-ха пĕр юрăра: «Енчен манăн чĕре лăплансассăн çывăх тантăш чĕри ĕсĕклет», — тесе.
— Хăвăн ирĕкӳ ĕнтĕ.
— Каласах пуль. Атту тек чĕре ыратса çӳрет.
— Ан асаплантар чĕрӳне. Кала атя.
Каласа пачĕ Марина. Юрăн Çтерлĕ хулинче савнийĕ пур иккен. Салтака кайичченех çӳренĕскер. Вырăс хĕрĕ тет. Çыхăнăвĕсем те вĕсен арлă-арăмлă пекех пулнă иккен. «Вĕçерĕнеймест пуль унран Юра», — тет-мĕн Коля.
— Ĕнтĕ пулин, пултăрах, — кулам пекки турĕ Нина. — Ман упăшка мар-ха вăл. Тĕнче хĕсĕр мар. Пирĕн валли те хĕвел пăхĕ.
— Вăт маттур. Коля пĕлсен ятлать ĕнтĕ мана. Вăл калама хушманччĕ.
— Коля пĕлмест. Пĕлес те çук, — ыталарĕ Нина тантăшне.
«Тен, кĕвĕçнипе çех персе янă ку сăмаха. Пур каччă та каçармасть хăйне тĕртсе янине. Коля та хăйпе çӳременшĕн мана тав тăвас çук», — лăплантарасшăн пулчĕ хĕр хăйне.
* * *
Çулла çитрĕ. Çырусем, сайрарах пулин те, килсех тăчĕç. «Кĕт, август уйăхĕнче таврăнатăп, питĕ тунсăхлатăп», — тесе çырать каччă. Марина мĕн пĕлтернине Нина Юрăна пĕр сăмахпа та асăнмарĕ. Чăтăмлăхĕ ун икĕ çын валли те çитет. «Пурнăç кăтартĕ-ха», — шутларĕ хĕр. Урăх каччăсене те çывăха ямарĕ.
Пĕр ирхине вăл лавккана пырса кĕчĕ.
— Ара, Нина ним пĕлмесĕр кĕтсе пурăнать вĕт ăна, — пырса кĕчĕ хăлхана Марина амăшĕн сасси.
— Хуп çăварна, — кăлт тĕкрĕ ăна тепĕр хĕрарăм аяк пĕрчинчен хĕр упраç еннелле пуçĕпе сĕлтсе.
Шăпăрт пулчĕç пурте. — А-а-а! Нина иккен, — елпĕрсе кулчĕ Юрăсен кӳрши. — Пирĕн кин пуласси.
— Туман тихан пилĕкне ан авăр-ха, инкесем, — евĕккĕн тавăрчĕ хĕр. — Сирĕн кин пулассисем пайтах пуль тĕнчере. Çăкăр кирлĕччĕ мана, — терĕ унтан васкаса. Çăкăра илчĕ те тапса сикрĕ лавккаран.
«Эх, анрашка! Анне ĕнер кăна пĕр кăмака çăкăр пĕçерсе кăларчĕ-çке!» — ятларĕ вăл хăйне. «Амăшне те пĕлтернĕ иккен Марина, - тĕлĕнчĕ Нина. — Тепĕр тесен — пĕлччĕр пурте. Çынран аван мар, паллах. Каччă пăрахнă хĕр пултăм иккен».
Чунĕ ĕсĕклет хĕрĕн: ĕмĕтленнĕ ĕмĕчĕ ырă тĕлĕк пек кăна пулчĕ-ши вара? Юрăпа Нинăн юратăвĕ ултав çăмхи анчах пулса тăчĕ-ши?
Каçхине вăл клуба кайрĕ. Килте хуйхăрса ларнипе мĕнех тăвайăн.
— Нина, Нина, нарисована картина, — илтĕнчĕ хыçра палланă сасă.
— Коля? Эсех-и вара ку? — тĕлĕнсе пăхрĕ хĕр. — Хăçан таврăннă эсĕ?
— Ĕнер, хаклă çыннăм, ĕнер.
— Хăçантанпа хаклă çын пултăм-ха саншăн? — калаçăва шӳте çавăрчĕ Нина.
— Пулнă. Есть. Пулатăн. Ма Юра пирки нимĕн те ыйтмастăн тата? Салам сана унран. Чăматана кĕреймерĕ те саламĕ, çавăнпа пуйăс хыççăн чупать. Çурри манра, çурри — çул çинче.
— Тавах. Мана мĕн илсе килни те çитет, — пăрăнса утасшăнччĕ хĕр.
— Килет вăл. Килет. Ĕçре тытса чарчĕç ăна.
Сисет Нина: темĕн пытарать Коля. Куçне тартатъ. Вĕсен çумне Марина пырса тăчĕ.
— Салам, юлташăм. Юлашки вăхăтра сана курма та çук. Пусма ларакан чăх пекех, ăшă йăвунтан тухмастăн пулас.
— Сессирен анчах таврăнтăм. Экзаменсем хыççăн пуç сĕрĕм тивнĕ пекех кашлать.
Коля туртма тухрĕ пулас. Иккĕшĕ юлсан Марина Нинăна хулĕнчен тытрĕ те айккинелле пăрчĕ.
— Асту, ан ӳк, — асăрхаттарчĕ вăл шăппăн. — Мĕнле йывăр пулсан та тĕрĕссине пĕлмеллех. Уйрăлайман Юра леш вырăс хĕрĕнчен.
Халĕ майрипе пĕрле яла таврăннă. Пĕрлешме пĕрлешмен вĕсем. «Эп ăна качча илместĕп, Нинăна çех юрататăп», — тесе калать тет Юра. Хăй çапах унран пăрăнаймасть тет, лешĕ пĕрмай йĕрлет тет ăна.
— Куçа уçнăшăн тавах, — терĕ те Нина кăшкăрса йĕрсе ярасран хăраса клубран тухса чупрĕ...
Ĕсĕклет хĕр. Унпа пĕрле унăн çутă ĕмĕчĕ ĕсĕклет...
* * *
Клуба çӳреме пăрахрĕ Нина. Чĕмсĕрленчĕ. Пуçĕпех ĕçе путрĕ.
— Хĕрĕм, кĕçех отпуск вăхăчĕ те иртсе каять. Ниçта тухмасăр пурăнатăн. Пăвари мăн акку патне кайса килмесне пĕрех хут. Пĕрер эрне пурăн унта. Сергей Хусантан отпуска килнĕ терĕ мăн акку. Пĕрле Пăва тăрăх çӳрĕр. Кинона, ташă каçне кайма пулать.
— Кайсан та юрать пуль. Сергее тахçантанпах курман. Пăва та улшăнса, илемленсе кайнă теççĕ. Курса килес.
Пĕр эрне пурăнчĕ Нина тăванĕсем патĕнче. Çак вăхăтра унăн тунсăхĕ те сĕвĕрĕлчĕ пек. Сергейăн тус-юлташ нумай. Хĕрсем те каччăсем те пур вĕсем хушшинче. Уйрăм пӳртре пурăнаççĕ мăн аккăшĕсем. Кӳршĕрех тепĕр чăваш çемйи тĕпленнĕ. Тĕлĕнмелле, икĕ çемьере те шăкăлтатса чăвашла калаçаççĕ. Пĕрпĕриншĕн алăкĕсем яланах уçă. Пĕр çемье тейĕн çав.
Хусанта Сергейпа пĕр заводра ĕçлекен Андрей та отпускра иккен. Авиаци институтне пĕтернĕ вĕсем. Инженерсем.
Тĕлĕнмелле сăпай, теветкел çак каччă. Йăмăкĕ вара пачах урăхла. Хушса анчах тăрать: «Андрей, илсе кил», «Андрей, кайса хур».
— Нина, эсĕ Андрее килĕшрĕн пулас. Пит нумай вăхăт ирттерекен пулчĕ вăл пирĕн патăмăрта. Амăшĕ те кăмăлланă сана, хĕрне илсе парасчĕ ывăлăма», — текелет.
— Ун валли хула хĕрĕсем те çителĕклех пуль-ха, — куларах тавăрчĕ хĕр.
Сассинче савăнăç илтĕнчĕ. Нинăна та Андрей килĕшет. Каччă алăк уçса кĕмессерен хĕр умне Юра сăнарĕ тухса тăрать. Иккĕнтан утаççĕ вĕсем ун патнелле. Иккĕшĕ те çывăх пек...
Пурăна киле Юра сăнарĕ таçта тĕтрелĕхре çухалчĕ. Майĕпен-майĕпен ирĕлсе пычĕ те пăч çĕтрĕ.
Нинăна килне ăсатма Сергейпа пĕрле Андрей та пычĕ. Автобус тапранса кайиччен вăхăт пур-ха.
— Киосксене тĕрĕслесе тухам-ха. Хаçат-журнал пăхкалам, — пăрăнса утрĕ Сергей.
Иккĕшĕ çеç юлсан çамрăксем пĕр вăхăт шăп тăчĕç. Чĕлхисене çăтса ячĕç тейĕн. Сăмаха Андрей пуçларĕ.
— Нина, хирĕç пулмăн-ши çак паллашăва малалла тăсма? — тĕмсĕлсе пăхрĕ каччă хĕре куçран.
«Эй турăçăм, мĕнле лăпкă, çутă кӳлĕ пек таса та тарăн Андрей куçĕсем. Çак таса кӳлĕре çăтмах вырнаçнă пуль», — шутласа илчĕ хĕр. Унтан именерех хушса хучĕ:
— Пĕр-пĕрне курсан пăрăнса иртмĕпĕр ĕнтĕ. Мăн акка мĕнле пурăннине те пĕлес килет ман, Сергей çинчен те пăлме хавас.
— Апла кăна-и?
Акă автобус та çитсе чарăнчĕ.
— Тепре куриччен, Андрей. Чипер юл, Сергей тăванăм. Туйна чĕнме ан ман, — питĕнчен чăпăрт чуптуса илчĕ хĕр иккĕмĕш сыпăкри пиччĕшне.
Андрей хăй сисмесĕрех хĕре ачашшăн çупăрларĕ: «Мана пулинччĕ çак пике».
Андрей Хусантан çырусем çырма пуçларĕ, çине-çине шăнкăравларĕ. Туйăмĕсем çинчен пĕр сăмах та каламасть, анчах мĕн чул çепĕçлĕх ун сассинче.
— Юра таврăннă яла, — алăка уçсанах кăшкăрнă пек пĕлтерчĕ хĕр тусĕ Марина. — Эсĕ клуба тухманнине пĕлсен мана ирĕксĕрлесе тенĕ пекех сирĕн пата ячĕ. Пӳрт умĕнче тăрать вăл. Хăй питĕ салху.
— Майрипех таврăннă-и? Тен, ман пата та майрипех килчĕ пуль. Тухса паллашмалла мар-ши? — Унтан кăштах пуçне пĕксе тăчĕ те сассине хăпартсах каларĕ: — Çулĕ такăр пултăр. Ман куç тĕлне урăх ан пултăр.
* * *
Вăхăт шăвать. Унтанпа пилĕк çул иртсе кайрĕ. Нина Андрее качча тухрĕ. Ывăл ача ӳсет вĕсен. Йăнăшмарĕ хĕр çак каччăпа мăшăрланса. Туслăх, килĕшӳ, ăнлану хуçаланать вĕсен çемйинче.
Нинăн хĕр тусĕ Марина Кольăпа пĕрлешрĕ. Вĕсем Çтерлĕ хулинче тĕпленчĕç. Юра та Çтерлĕрех пурăнать, анчах та Нина ун çинчен нимех те пĕлмест. Маринăпа çыру çӳретмест вăл. Пĕрре каланăччĕ амăшĕ Юра майра хĕрĕпе пĕрлешнине. Ачи çук тет вĕсен.
Амăшĕ чирлесе ӳкнине пĕлтерчĕç те, Нина Хусантан яла кайма пуçтарăнчĕ. Пăрăнтăк станцине пуйăс çĕрле çитрĕ, çутăличчен вокзалта ларма тиврĕ.
Кунта тирпейсĕр, сивĕ. Стена çинчи штукатурка катăла-катăла ӳкнĕ. Кĕтессем ăшă çитейменнипе хуралнă. Йĕри-тавра эрешмен карти. Мĕнех тăвайăн, чăтмалла. Урăх ниçта та каяймăн çĕр хута.
Нина сумкинчен «Тăван Атăл» журнал кăларчĕ те вулама пикенчĕ. Кăмăллать вăл çак журнала. Унсăр пуçне Хусанта тухса тăракан «Сувар» тата Шупашкарта пичетленекен «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçатсене çырăнса илет.
Вокзалта Нинăпа пĕр ватă хĕрарăмсăр пуçне урăх никам та çук.
Акă алăк хытă шаплатса хупăнчĕ те, Нина шартах сиксе пуçне çĕклерĕ. Вокзала пĕр патвар арçын кĕрсе тăчĕ. Çурăм хыçне кутамкка çакнă. Хăй вăрăм хура сухаллă, пичĕ-куçĕ кӳпшек. Тумтирĕ шутсăр чаплă мар. Арçын сывлăх сунчĕ те Нина ларакан сак çине пырса вырнаçрĕ. Çак çын хĕрарăма нумай вăхăт хушши усă курнă хыççăн кирлĕ мартан кăларса ывăтнă япалана аса илтерчĕ. Вăл ăшĕнче кулса илчĕ.
— Чăвашла вулама юрататăн-и, Нина! — сăмах хушрĕ арçын. — Нина, Нина, нарисована картина.
— Коля, эсех-и ку? Ăçтан йăтăнса антăн эсĕ ман телее? Атту кунта темле, чуна çӳçентерет. Яла та пĕрле кайма майлăрах. Ак анне чирленĕ те, йыхрав ячĕç.
— Да-а-а. Ватăлса пыраççĕ аннесем. Эпĕ те яла таврăнатăп. Тен, яланлăхах та.
— Мĕнле яланлăхах? Марина вара? Ачусем?
— Уйрăлнă эпир Маринăпа. Чĕмпĕре куçса килсен нумай ачашламарĕ вăл мана. Хам айăплă: çемьерен ытла черккене юратрăм пулас.
— Питĕ шел.
— Ан шелле эсĕ мана, Нина. Эпĕ пурин умĕнче те айăплă. Марина умĕнче те, сан умăнта та, Юра умĕнче те, ял-йыш умĕнче те. Элекçĕ эпĕ, Нина. Элекçĕ. Юра пирки элек сараканни эпĕ пултăм. Нимĕнле майра та пулман унăн. Сана юратнипе пулса тухрĕ ку. Эпĕ сана Юрăран маларах асăрханă, юратнă. Юрататăп та. Анчах та эсĕ ман юлташа суйласа илтĕн. Тавăрас шухăш çуралчĕ, ăмсану, кӳлешӳ ăс-тăна, куçа хупласа хучĕç. Ухмахах тухса кайрăм. Юра вăхăтра таврăнманни вăл института вĕренме кĕнипе çыхăннăччĕ. Сан валли кĕтмен парне тăвасшăнччĕ вăл.
Пĕр чĕнми итлет Нина.
— Ма шăпăрт ларатăн? Кăшкăр, вăрç мана, çупса яр. Эпĕ санран веçех тӳсме хатĕр.
— Халь тин нимех те тăваяс çук. Шăпа çапла пулчĕ пуль. Турă çапла çырнă пуль.
Çапла каларĕ те хĕрарăм пысăк сумкине çĕклесе алăк патнелле утрĕ. Çаврăнса пăхмарĕ вăл. Пăхнă пулсан çак патвар арçын куççульпех макăрнине курнă пулĕччĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...