Пурнăç çулĕ такăр мар


Хыткан вăрăм Микка ман çине хăмăр кусесемпе пăхса илчĕ. Тутине йăр сарса пуçне çĕрелле пĕкрĕ. «Çапса пăх-ха, урама тухсан кăтартăп ак», — тенĕнех туйăнчĕ. Ара, Миккаран хăраса пуян ачисем те какай куклипе кăна хăналаса тăратчĕç те. Ман аллăм çĕкленмерĕ. Ефрем Петровича кĕсех урăх яла куçса кайнă терĕç, Мăн Çырмана. Ун вырăнне çав ялтанах кӳпшек питлĕ, тачка туталлă, мăйăхлă, мăн саслă Семен Романчă вĕрентме тытăнчĕ. Ефрем Петровичĕ е ӳсĕр, е пачах килместчĕ. Ку учителе пĕлме çукчĕ: те ӳсĕр вăл, те урă. Ачасем унран хăратчĕç. Вăл вăрçмастчĕ, намăса кăна яратчĕ. Вĕрентме пуçличчен малтан алăсене партасем çине хуртаратчĕ, пӳрнесемпе чĕрнесене хура мар-и тесе тĕрĕслесе тухатчĕ. Шатра-кĕçĕ таврашĕ çук-и? Мĕн те пулин тупсан — пĕтрĕн вара. «Кĕçмек!» — тетчĕ. Пыйтă тупсан: «Мунчана кай», — тесе хăваласа яратчĕ. Урокне пуçличчен арăмĕпе мухтанса илетчĕ: «Ман арăм пекки тĕнчере те çук. Ылтăнпи! Анюк! Чыслă пурăнать. Апат аван пĕçерет. Ирхине эп тăриччен выльăх-чĕрлĕхе пăхма ĕлкĕрет. Аннене хисеплес пулать, арăма юратас пулать». Анчах, Семен Романчă та пире нумаях вĕрентеймерĕ. Ун вырăнне вара Гаврилова Ольга Кузьминична — çамрăк учительница ăс пама пикенчĕ. Ачасем алхасаççĕ, тăхтавра партăсем тăрăх чупса тусан кăларса тултараççĕ. Уроксем пĕтсен класпа класс, урампа урам чулпа персе çапăçаççĕ. Кеçех пире пионера илчĕç, хĕрлĕ галстук çыхрăмăр. Примерлă пулма тăрăшатпăр. Çапăçас йăлана манса класпа класс хушшинче чупас, сикес, кĕрешес енпе ăмăртусем ирттерме тытăнтăмăр. Мала тухаканнисене тетрадь, кăранташ паратчĕç. Пĕрре Ольга Кузьминична Хусанта тухакан «Шурăмпуç» журналта пичетленнĕ юмаха вуласа пачĕ. Эпир питĕ тимлĕн итлесе лартăмăр.

— Килĕшрĕ-и? — ыйтрĕ вĕрентекен.

— Питĕ килĕшрĕ, — хуравлатпăр.

— Апла пулсан эпир ăна сцена çинче выляса парăпăр.

— Мĕнле апла? — çăварсене карса пăрахрăмăр.

— Эсĕ — Иванов Димитрий — старикĕ пулăн, эсĕ, Никитина Ольга, карчăкĕ пулăн, питĕ чее тиллине Ефим Никитин вылĕ, — тет.

— Мĕнле старик? — çинçе сассипе ыйтать Митя.

— Хăвăн кукаçу пекки.

— Кукаçи пирĕн пысăк-çке тата мăн саслă.

— Эсĕ пĕчĕк старик пулăн. Хăйăлтатса калаçăн.

— Ман тилĕ мĕнле пулас-ха? — тетĕп эпĕ.

— Тӳнтерле кĕрĕк тăхăн та сывламасăр вырт. Çапла пуçланчĕ пирĕн спектакль лартасси.

Сассине улăштарас тесе пырпа хăйăлтатса калаçа-калаçа Митя сассăр пулса ларнă. Аран-аран калаçать, сăмаххисене çăтать, нимĕн те ăнланма пулмасть. Эпĕ аннен кивĕ кĕрĕкне илсе пытăм. Манăн пĕр сăмах та калас çук пулсан та пĕрех пăлханатăп.

Акă спектакль пырать. Митя, сухал вырăнне сӳс çыпăçтарнăскер, ман пата пычĕ те: «Ку вилĕ-и, чĕрĕ-и? — тесе вартан пĕррех тапрĕ. Эпĕ хырăма тытса: «Ой! Ой-ой!» — кăшкăрсах йĕрсе ятăм. Учитель мана айккинчен: «Ан макăр, ан макăр, эс вилнĕ вĕт. Сывламасăр вырт», — тесе юнать. Ачасем шав кулаççĕ. Кулас килнĕрен кулсан та, йĕрес килнĕрен йĕмеççĕ теççĕ çав ваттисем. Куракан халăх алă çупать. Эпĕ çаплах выртатăп.

— Тăр, — тет мана учительница. — Чăннипех тапмалла мар ĕнтĕ, — тесе вĕрентет Митьăна.

— Искусство требует жертв, — тет тепĕр учителĕ. Вăл ялта драма кружокне ертсе пырать иккен.

— Ну, пулас артистсем, ыран каçхине ялти клуба пырăр. Пысăк спектакль «Ялта» драма тăрăх лартатпăр. Сире валли те роль пулать, — тет пире çак учителех.

Ялти ра аслăраххисем час-часах спектакльсем лартатчĕç. Вĕсен спектаклĕсене питĕ курас килетчĕ, анчах пĕчĕккисене кӳртместчĕç унта. Спектакль пулать тенине илтсенех Мишша, Митя тата эпĕ уроксене туса пĕтерсенех аслисем а пухăниччен маларах кайса сцена хыçне пытанса лараттăмăрччĕ. Спектаклĕ пуçлансанах сцена айĕнчен тусанне пуçтарса кăштăртатса тухаттăмăрччĕ. Пĕрре çапла пире тытрĕç те «зайчики» тесе пĕтĕм халăх умĕнче намăслантарса кăларса яма тăчĕç. Юрать-ха хамăр учитель хута кĕчĕ. «Вĕсем шкул артисчĕсем, пысăккисене курса вĕренччĕр», — терĕ. Вара эпир малтах çĕре кукленсе ларса куртăмăр. Клуб тулли халăх, пăчă, сывлама та çук. Çурăм тăрăх тар юхать. Сцена çинче мĕн пулнине ĕненсех пăхатпăр... Спектакль пĕтрĕ. Халăх ал çупать. Учитель Мускавра тата Ленинградра ятарлă шкулсем пурри çинчен каласа пачĕ.

Пĕрре çапла, Микула кунĕ, çул çине çиме паранкă кукли, çӳхӳ-кăпăртмине сумкăсене чикрĕмĕр те, Мишша, Митя тата эпĕ килтисене пĕлтермесĕрех Вăрмар станцине утрăмăр. Пирĕн ялтан станцăна пилĕк çухрăм утмалла.

Станцăра хĕрлĕ карттус тăхăннă, хура тумтирлĕ çын перрон çине тухрĕ те чан çапрĕ. Çынсем билет илме касса текен çĕре черетленсе тăчĕç. Пирĕн укçа çук. Мĕнле çитмелле? Часах поезд Чашламаран чашлаттарса килчĕ. Çынсем ларма тытăнчĕç. Эпир те вĕсемпе пĕрле кĕрсе кайрăмăр. Пĕр кĕтессе йăпшăнса лартăмăр та сывламасăр тене пек пыратпăр. Нумай кайрăмăр-и, сахал-и — пирĕн вакуна хул çине хĕрлĕ явлăксем çыхнă çынсем кĕрсе тăчĕç те: «Приготовьте билеты!» — терĕç. Пирĕн билет тавраш çуккине пĕлсен тапсах кăларса ячĕç. Юрать-ха тĕрмене хупмарĕç. Çурран утас — ытла инçе. Ултçĕр утмăл çухрăм теççĕ. Тепĕр поездне кĕтес. Тепĕр виç-тăватă сехетрен Москва-Казань текенни килмелле. Часах поезд та çитрĕ. Хальхинче эпир хăюллах кĕрсе лартăмăр. Тенкелсем айне кĕрсе выртрăмăр. Сергач хулине çитсен ĕç шырама каякан тутарсем кĕрсе тулчĕç. Хăйсен ĕç хатĕрĕсене — пуртă-пăчкисене, ещĕкĕсене — эпир выртакан тенкелсем айне кӳртсе тултарчĕç. Халĕ пире кондукторсем те кӳраймĕç. Çапла эпир çывăрнă-çывăрман тенĕ пек тертлене-тертлене, темиçе поезд çине лара-лара Арзамас хулине çитрĕмĕр. Пире вакун урайне шăлакан кондуктор шăпăрпах хӳтерсе антарса хăварчĕ. Эпир вара малалла чугун çул тăрăх çурранах, шпалсене шутласах утрăмăр. Поездсем чашлатса-хашлатса иртсе каяççĕ. Пĕр вунă çухрăм утсан канма лартăмăр. Юлашки кукăльсене çисе ятăмăр. Малалла мĕнле пурăнмалла ĕнтĕ?

— Ыйткаласа пăхăпăр, — тетĕп эпĕ.

— Намăс, — тет Митя.

— Манран пулмасть, — тет Мишша.

Утатпăр малалла. Çăпатасем те сухалланса кайрĕç. Манăн та аттăн çăварĕ карăлсах кайрĕ. Пĕр станцине çитсен пралуксемпе çăпата-атăсене каркаласа çыхса хутăмăр. Ыйткаласа пăхма шутларăмăр. Пĕр киле кĕретпĕр. Сăхсăхса илетпĕр. Христарати парать-и?

— Кутран тапса ярать-и? — тет Мишша.

— Их-хи-хих! — тесе кулса ярать Митя.

— Вот дураки, — тесе калаççĕ вырăс майрисем.

— Ан култар, — тет Мишша Митяна.

— Вырăсла ыйтас пулать, — тет Митя.

— Подайте, христоради, подайте хыттипе çемçи.

— Сăхсăх, — тет Митя.

Чăх-чăх-чăх! кулатьМишша.

Пилĕк-ултă киле те кĕтĕмĕр пулĕ. Çур сумка тулчĕ.

— Валеçес, — тет Митя. — Анчах шурри мана.

— Мĕншĕн сана, — тет Мишша.

— Эсĕ хура Мишша, çавăнпа сана хурине паратпăр, — тет Митя.

— Хури-шуррине пайласа тăмăпăр. Епле çитес Мускава? — тетĕп эпĕ.

— Акă мĕн, — тет Митя. — Паровоз хцыççăнах почта вакунне кăкарнă. Вакун пусми çине хăпарса ларатпăр та вăшт кăна çитетпĕр Мускава.

Каланă — тунă. Хамăра пусма çине çыхса хутăмăр. Поезд тапранса кайрĕ. Çил вĕрет, паровозран тухакан тĕтĕм те пирĕн çине килет. Негрсенчен те хурарах пулса тăтăмăр пулĕ. Çапла пĕр станцие çитрĕмĕр те пире пĕр проводник асăрхарĕ.

— Эй, вы черти полосатые! — тесе кăшкăрать.

— Мĕн тет вăл? — ыйтать хура Мишша шурă шăлĕсене кăтартса.

— Шуйттан чĕпписем тет.

Пире часрах вокзала илсе кайрĕç те Мускава мар, Хусана ăсатрĕç. Мускавра шăпанасем пирĕнсĕрех нумай иккен. Хусана çитсен тăлăх-туратсемпе, çапкаланчăксемпе пĕрле кайса хупрĕç. Эпир виçсĕмĕр те пит çуманни пĕр виç куна кайнăччĕ пулĕ. Пӳлĕмĕнче вырăн таврашĕ мар, сĕтел-пуканĕ те çукчĕ. Кам мĕнле вырнаçаять, çапла урайнех кĕтессене вырнаçса тухрăмăр. Пĕр «шăпани» тата кăмака ăшне кĕрсе выртрĕ. Хăйсем унта та кунта мĕнле çаратса çӳрени çинчен мухтанса каласа пама тытăнчĕç. Кусенчен пирĕн мĕнле те пулин тарас пулать.Часах пире питсене çутарса апат çитерме илсе кайрĕç. Шăв-шав тăрать. Пĕр-пĕрин апатне туртса илеççĕ, хыпаланаççĕ. Тутар ачи, Акрам текенскер, пурне те хăратать. Вăл тытать те икĕ алăпа çӳле çĕклесе хăй урлă çĕклесе çапать. Е пĕр-пĕр ачан апатне туртса илет. Иккĕмĕш кун кăна пурăнатпăр пулин те, темшĕн çак ачана Митя килĕшмен. Митя патне пычĕ те кăкăрĕнчен ярса тытрĕ. Чей ĕçме панă канфетне туртса илчĕ.

— Ефим, пулăш! — тесе кăшкăрса ячĕ Митя. — Çĕпĕр чышки вăйĕпе!

— Кăтарт-ха çавна пĕрре, — терĕ Мишша та.

Эпĕ тутар ачи Акрам патне пытăм та сылтăм аллине тытса сулахай урапа унăн сылтăм урине пусрăм. Сылтăм алăпа пĕррех чышрăм, вăл çĕре тӳп персе анчĕ. Апи тесе кăшкăрса ячĕ.

— Аха, çав кирлĕ сана, — терĕ апат валеçекен тутар хĕрарăмĕ. Ачасенчен те нихăшĕ те унăн хутне кĕрекен пулмарĕ. Тĕлĕнчĕç кăна. Митя çав кунах тухса тарнă.

Тепĕр кунне эпир те унтан тухса тартăмăр. Ялта пире «Москвичи» теме пуçларĕç. Атте ун чух мана пахча тавра чĕн пиçиххипех хăваларĕ.

— Çапкаланчăка тухас тетĕн-им? — тесе чылайччен ятларĕ.

Нумай-и, сахал-и вăхăт иртрĕ, эпĕ Вăрмарти «Единство» фабрика çумĕнчи ФЗУна вырнаçрăм. Пурте ултă класс пĕтернисемччĕ, эпĕ кăна тăватă çул вĕреннĕ. Паллах, мана вĕренме хĕн пулнă. Кашни кунах — хĕлле те, çулла та — юр-çумăр витĕр калла-малла тăхăр çухрăм таран утмаллаччĕ. Анчах вĕренсе пĕтереймерĕм. Пĕр сĕтелпе пĕр тенкел туса юлнăччĕ. Ĕçленĕ чух рубанокне те çĕклеймест тесе кăларса ячĕç. Атте вара манран пурпĕрех вĕренесси пулмасть тесе Вăрмар поселокне ĕне кĕтме кĕрĕшрĕ.

Комсомола кĕтĕм. Пионер вожатăйĕ туса хучеç. Кĕр çитрĕ. Пире ĕне кĕтнĕшĕн укçа пачĕç. Атте мана атă илсе пачĕ, пальто çĕлеттерчĕ. Каччă пулса тăтăм. Улаха тухма пуçларăм. Хăнана килнĕ Кив Вăрмар хĕрне, Санюка юратса пăрахрăм. Çăлтăрсем çине пăхса сăвăласа çырусем çырма пуçларăм. Тусăм Митя та Санюка юратса пăрахнă. Вăййа тухсан Санюка алăран та вĕçертместĕм. Вăйăра чупнă чухне те ытти каччăсенчен хытăрах чупаттăм. Ĕне кĕтĕвне пăхнă чух пăвансемпе вăрăм тунасем выльăхсене тапăнсан лешсем хӳрисене тăратсах ялалла вирхĕнетчĕç. Мĕн чухлĕ пăру хыççăн чупман пуль. Ак ăçта кирлĕ пулнă ман тренировка! Сая кайман! Хăрахла та, лапталла вылянă чухне те — ялан малта пулнă. Пирĕн ялта чи вăйлă выракан хĕр пурччĕ. ана Кишĕр Марукĕ тетчĕç. Çавăнпа ăмăртса пăхасчĕ теттĕм. Пирĕн кукамай та вăйлă выратчĕ. Çавăнтан вĕрентĕм пулмалла. Микка пичче пĕр кĕлте тунă вăхăтра икĕ кĕлте тăваттăм. Ялта ĕçре маттуррисене ытларах юратаççĕ те — мана Санюк мĕншĕн юратнă-ши? Хытă чупнăшăн-ши, вăйлă ташланăшăн-ши, маттур ĕçленĕшĕн-ши? Кăн-кăвак куçлă, сап-сарă çӳçлĕччĕ вăл. Купăста пуç тетчĕç мана. Санюка вара чипер Санюк тетчĕç. ана курсан чĕлхене çухататтăм. Аллине тытса пăчăртанă чух чĕрене ырă пулса каятчĕ, вăл юратупа тулатчĕ.

Мĕншĕн юратнă-ши эп Санюка? Унăн куçĕ, тути-çăварĕ, çепĕç калаçни, йăл кулни, пĕвĕ-сийĕ, утни-чупни, çăмăл ташлани — йăлтах килĕшетчĕ мана. Унăн кĕпе арки пырса лексен те чуна ырă пулса каятчĕ. Чечек çине пăхсан та унăн сăнĕ курнатчĕ. Пирĕн яла Санюк хăнана килсен Кантур пĕви патĕнче, хапха кутĕнче, шурăмпуç тухичченех лараттăмăр. Шапасем юрлани, хур-кăвакал шывра чăмпăлтатни, Куку Ваççисен пахчинче шăпчăксем юрлани пурте пире илĕртетчĕ. Санюк питне чуптуса илеттĕм, тутине чуптума хăяйман. Санюк вара: «Хăçан çак пĕвере сан кĕпӳсене чӳхĕп-ши?» — тесе ассăн сывласа илетчĕ кăна.

— Вăхăт çитсен, вĕренсе тухсан, салтака кайса килсен, — тесе хуравлаттăм.

Санюк вунтăватă çулта кăна, анчах калаçма пĕлет. Ирех хĕр пулса çитнĕ, каччăсене илĕртет, миçе каччă юратман-ши ăна?

Урасене шаккаса кĕрсе кайрăмăр улаха. Лампа çунать. Хĕрлĕ, шурă, сарă, кăвак — кашта çинчи чăхсем пек лараççĕ хĕрсем сак çинче.

Сарă чечек хушшинчи мăкăнь пек туйăнчĕ мана хăна хĕрĕ Санюк. Ман чĕрене тем йăш пырса чикрĕ. Улахран эпĕ ăсатрăм ăна. Чуптума çех хăяймарăм. Вăл ялтан кайсан сăвăласа çыру çырса ятăм. Часах унран çыру илтĕм.

«Сăвăласа çырма пĕлместĕп. Эс мана килĕшетĕн. Эп те сана юрататăп. Тем чул курас килсен те вĕçсе пыма çунат çук».

1929 çулта пирĕн ялта колхоз турĕç. Мĕн кăна юптармарĕç пулĕ. «Пĕр хурантан çимелле, арăмсем пĕрле пулмалла...» Клуб умне радиоаппаратура çаксан хĕрарăмсем сăхсăхса иртсе каятчĕç. Унта хĕрлĕ шуйттан кĕрсе ларнă, ăна итлесе çылăха ан кĕрĕр тесе калатчĕç. Колхоза кĕрес пулĕ тесен: «Эсĕ унта ĕçлесе курнă-и», — тетчĕç.

— Алă тăратса çат-çат алă çупса ларнипех тыр-пул туса илеймĕн. Унта пилĕке авас пулать, чăм тара ӳкес пулать, сахалтарах çывăрмалла. Машина-трактор туянас пулать, — тетчĕç.

— Пыйтăпа туянăпăр-и машинне?

— Патшалăх пулăшать. Кивçене парать.

— Çĕпĕрех каймалла мар-ши? — тет Еймелле Мишши.

— Ĕçлемесен унта та тырри пулмасть.

— Пĕрлешсе ĕçлесен савăнăçлăрах ĕнтĕ, — тет атте.

— Ют арăмсем çине пăхма-и? — тет анне.

— Пĕччен Михаля пек пурăнмалла-и? — тет атте. Тăватçĕр килтен вăтăрăшĕ колхоза кĕчĕç. Колхоза кĕменнисене хĕстере пуçларĕç. Налуксем хучĕç. Колхоза кĕнисене чи лайăх çĕрсене касса пачĕç. Ирĕксĕрех пурте тенĕ пекех колхоза кĕчĕç. Сахун Сантăрне пуян тесе раскулачить туса Çĕпĕре ăсатрĕç. 1929 çулта чиркĕве хупса ятарласа пахча-çимĕç ӳстерме вĕрентекен шкул уçрĕç. Митя, Мишша, Михала тата эпĕ çав шкула вĕренме кĕтĕмĕр. Пирĕн яла вĕрентме Сергей Васильевич Ялавин писатель те килнĕччĕ. Вăл литературăна вĕрентнĕ май кружок та уçнăччĕ. Ачасем сăвăсем, юптарусем çырма пуçларĕç. Сергей Васильевич хăй çырнă «Кам кама» пьесине вуласа пачĕ. Вара спектакль лартма шутларăмăр. Мана кулак ачи рольне пачĕç.

Спектакль курма халăх нумай пухăнчĕ. Сергей Васильевич сцена çинче хамăра мĕнле тытмаллине вĕрентсех тăрать. «Ан пăлханăр, — тет. — Алăсемпе ан çапкаланăр».

Хăтана пырсан авалхи чăваш йăлипе апата лартаççĕ. Спектакльте эпĕ, пылака юратаканскер, тӳрех çăвара премĕк хыпатăп, канихветне хĕве чиксе тултаратăп. Халăх кулать, алă çупать. Тепĕр кунне мана ялта «артист» теме пуçларĕç. Сергей Васильевич та: «Эсĕ театр валли çуралнă», — терĕ.

Пурнăçра хăв вырăнна тупни çур телей теççĕ. Аттепе анне çех артист пулма пиллемерĕç. Эпир Мишшапа Ленинграда театр шкулне вĕренме кĕме заявлени панине пĕлсен атте сура-сурах вăрçрĕ:

— Артист ĕçĕ ĕç пулать-и вара вăл? — терĕ.

— Эй, турă, манран та камит çуралчĕ-ши вара? — тесе анне те пĕççине шарт çапать. Сергей Васильевич кăна ман хута кĕчĕ: «Сирĕн ывăлăр Ефим хăй çулне тупнă». Савнă хĕрĕм Санюк вара: «Эсĕ, артист пулас çын, хулара хăв валли майра тупса ярăн та мана пăрахăн», — тесе хурланчĕ. Кĕçех вăл Сĕнтĕр ачипе, Саньккапа, çӳреме пуçланине пĕлтĕм. Халĕ ăна «икĕ хут Санькка теме пуçларĕç. Эпĕ те тепĕр хĕрпе, Чупай Таиçĕпе, паллашрăм.

Пĕрре çапла Хура Мишшапа Василий Иванчă патне улаха кайрăмăр. Хĕрсем ĕçĕсене пăрахсах почтăлла выляççĕ. Лайăх астăватăп, хăна хĕрĕнчен, Чупай чиперккинчен, çыру илтĕм. Унта: «Эсĕ мана килĕшетĕн. Эпĕ сана юрататăп», — тесе çырнă. Эпĕ те ăна хирĕç çаплах çырса ятăм. Часах ун патне çывăха пырса лартăм. Улах пĕтсен ăна ăсатма тухрăм. Аллине чăмăртатăп, Санюк пек туйăнать. Хăй тăрă, симĕс чакăр куçлă, çепĕç калаçать. Хăйсем патне улах курма пыма чĕнет. Тепĕр эрнеренех Мишшапа иккĕн Чупай ялне хăнана кайрăмăр. Мишшан Чупайра тăванĕ пур иккен. Вĕсен çитĕнсе çитнĕ каччă пур. Павăл ятлăскер. Вăл пире Чупай ялĕнчи улахсене кăтартса çӳремĕ пуçларĕ. Ялĕ пысăк, тăватçĕр киле яхăн. Чукун çулĕ хĕрринчех. Пĕр улаха пыратпăр. Хĕрсем ĕçлеме пăрахаççĕ. Малтан каччисем сиксе тăрса ташлаççĕ, унтан хĕресене чĕнсе кăлараççĕ. Мунчана кĕретпĕр. Кунта та яшсем лараççĕ иккен. Хĕрсем ĕçлеме пăрахрĕç кăна, краççын лампине лап сӳнтерсе лартрĕç. Унтан Чупай ачисем мунча чулĕпе вăркăнтарма пуçларĕç. Аран тухса тартăмăр.

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5 6 7 ... 11

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Геннадий (2020-04-05 19:08:59):

Питĕ кăсăкланса вуласа тухрăм . Пуçламăшне "Т.А. " журналта вуласа вĕçне шыраса кунти страница çитрĕм . Пур !

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: