Хулара
Ку чух хула урамĕнче куратăн
Ыйткалакан çине ыйткалакан.
Паян та акă урампа пыратăп, —
Ларать яка асфальт çинче такам.
Ача тытса ларать пĕччен хĕрарăм,
Хура пит-куçлăскер, сăнран чипер.
Ик-виçĕ вак укçа çеç асăрхарăм
Чĕрçи çинче, пăхса илсен çакскер.
Питне-куçне юрпа сапать çил хумĕ,
Ачи çинчи утиялне сирет.
Çӳхе те кивĕ унăн тумĕ-юмĕ,
Питех ансат каймашкăн чир-чĕре.
Чылайăш инкене асăрхамаççĕ,
Пăхмаççĕ çаврăнса ачи çине.
Хĕç пек çӳхе ыйткалакан хутаçĕ, —
Мĕскер кĕтет ыран мĕскĕнсене?
Пĕлместĕп эпĕ. Хуравне кам парĕ?
Кĕсье ман хамăн та çӳхе те-ха, —
Чăваш поэчĕ хăй те чухăн мар-и? —
Чунпа этем пулса юлни паха.
Асфальт çинчи хĕрарăмăн сăн-пичĕ
Пăртак çуталчĕ эпĕ чарăнсан.
Мĕн панине вăл пархатарлăн илчĕ,
Тасалтăм хам та çут сăнне курсан...
Трамвай килет. Пăртак ларса пырсассăн
Çĕн ушкăн кĕчĕ вирхĕнсе шала.
Чĕркуçленсе ларсах кăларчĕ сасă —
Ку пулчĕ тӳпеттейлĕ пĕр малай.
Ача куçĕсемпе мала тинкерчĕ,
Мăн çын пек, асăнса Аллах ятне,
Кĕлле пикенчĕ — пысăк мар-и терчĕ! —
Çӳрет çапла, шкула çӳрес чухне.
Çĕршыв — ыйткалакан... Мĕскер кĕтетпĕр?
Пĕтме çеç парас марччĕ пĕр-пĕрне.
Ыйткалакан пулса пырса кĕретпĕр
Виçпинлĕхĕн пĕрремĕш ĕмĕрне.
Ку килĕшет-и, çук-и — пирĕн Чăнлăх, —
Аркатрĕ тейĕн çĕршыда çĕмрен.
Этем чысне пĕрре ас тивнĕ халăх
Халь çĕкленес пулать ун çĕнĕрен.
22.01.2000
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...