Чулкасри çуркунне


— Тепĕр сехетрен консультацие çитмелле.

— Унччен вăхăт пур-ха, — савăннă пек пулчĕ Галина Филипповна, — ларсах калаçар-ха.

— Халăх кăшманра. Лавккана килекен сахал. Ирпе ĕçе кайнă чухне тĕрлĕрен шыв та сĕткен чылай туянаççĕ. Çанталăкĕ шăрăх та. Атте Çтерле шыв илме кайнă-ха. Анне фермăри пăрусене темле чиртен укол тумалла терĕ. Кĕтӳ хăваласанах унта тухса кайрĕ. Колхозăн хăйĕн ветеринар çук. Аттепе анне пулăшаççĕ. Ванюшкин ахаль тумăп тет. Аттене ĕççи вăхăтĕнче халăха эрех сутма хушман-ха вăл.

— Ванюшинăн унашкал ирĕк те пур-им? — юриех ыйтанçи пулчĕ Галина Филипповна.

— Мĕн ирĕкĕ пултăр? Мĕн те пулин сутма указ-приказ кăларсах чараймасть вăл. Сĕнме кăна пултарать. Мĕн сутма юранипе юраман таварсен списĕкĕ пирĕн. Кăçал капла та эрех питех ыйтмаççĕ. Унччен укçисем çук чухне кивçен ыйтса тарăхтаратчĕç.

— Ку сирĕншĕн майлах мар вара. Тавар çаврăнăш чакать, — сутуçсен хутне кĕнĕ пек каласа хучĕ хулара хăй те çак ĕçпе çыхăннă хĕрарăм.

— Ун вырăнне шыв, тĕрлĕрен сĕткен нумай илеççĕ. Чăнах, шыв пекех юхам шăрăхра шыв. Тепĕр чухне Ванюшин хăй, трактористсем валли тесе, темиçешер кĕленче иле-иле кайни те пулать...

Хĕрĕ çĕнĕ председатель ятне çине-çинех асăнни амăшне шухăшлаттармасăр тăма пултараймарĕ: «Юратса пăрахман-ши Лена çамрăк председателе?» Пулма та пултарать. Анчах кунта, Лена каланă пек, указ-приказпа хушма та, чарма та çук. Каччине тиркеймĕн. Çамрăк вăхăт пулас тăк, Галина ăна хăй те юратса пăрахмалла. Ленăшăн аслăрах курăнать Валерий. Ленăн халь вĕренесси çинчн шутламалла. Професси илмелле. Каччă пирки шутлама тăхтаса тăрсан та юрамалла. Анчах «ăна ан юрат, çакна юрат» тесе епле калăн-ха? Чĕре вăл кама суйламаллине хăй пĕлет.

— Ванюшин кĕркелет-им лавккана? — сылтăм аллипе хĕрне хăй çумнерех пăчăртарĕ амăшĕ.

— Иртсе çӳренĕ чух çула май кĕркелесе тухать. Тавар туянмах мар Туртмасть вăл. Ĕçмест. Пируспа эрех кăсаклантармаççĕ ăна.

— Эппин ма кĕркелет-ха?

— Ытларах атте пирки ыйтать вăл.

— Санпа кăсăкланмасть-и? — хĕрне пиçсе çитнĕ панулми пек питĕнчен чăпăрт тутарчĕ Галина Филипповна.

— Анне, унашкал чир ермен-ха мана, — пуçĕпе амăшĕн кăкăрне сĕртĕнчĕ сутуçă. — Çитменнине, Валерие кăсăклантараканни урăх пур.

— Кам-ха вăл?

— Таня Ларина. Администраци ĕçĕсен управляющийĕ. Шкулта вĕренне чухнех туслă пулнă вĕсем. Пĕр класра вĕреннĕ.

— Юрĕ, хĕрĕм, юрату темине эп ытахаль пек кăна хускатрăм.

— Тани вăл Валерие хăй çыпăçать. Ара, ун качча кайма çул çитнĕ-çке. Илес текенисем те пулчĕç ăна. Хăй тиркет. «Валерисĕр пуçне никама та качча тухмастăп» тенĕ пулать — амăшĕ хускатнă ыйту хăйĕншĕн те ют пулманнине систерчĕ Елена Елюкова.

Шăп çав вăхăтра Культура çурчĕн кĕтессинчен председателĕн çутă сарă «Жигулийĕ» яланхилле майĕпен шуса килсе тухрĕ.

— Çылăхсăр та çак Валери. Сăмах çинех килсе тухрĕ, — председатель манине çийĕнчех асăрхарĕ çамрăкки. Çавăнтах ятуллах выртакан кĕлине унтан кунтан турткаланçи пулчĕ, çамки çине усăннă çӳç пайăркине сиререх хучĕ. Председатель вырăн-вырăн таçта лексе шăйăрăлнă, лапчăннă, пĕлтĕр çулталăк çурăри пĕр вăкăр парса туяннă машинине иномаркăпа юнашар пырса тăратрĕ. Те юриех çапла турĕ. Машинăран вăр-вар тухрĕ те, малалла пĕр утăм та тумасăр, юнашар ларакан хĕресне хĕрĕпе хĕресне амăшĕ çине пуçне чалăштарсах пăхма тытăнчĕ.

— Çывăхарах килме хăратăн-им? — шăтарасла пăхнине тек чăтаймарĕ çамрăкки. — Никама та çыртмастăп. Кил, лар, кан.

— Ларса канмалăх ывăнман-ха, — малалла ярса пусрĕ председатель. — Эсир çапла юнашар калаçса ларнине пуçласа куратăп та тĕлĕнсех кайрăм: никам та сире хĕресне амăшĕпе хĕрĕ тесе калас çук. Йĕкĕрешсем темесен те аппăшĕпе йăмăкĕ теме пулать. Пӳсипе те, сăн-питпе те çав тери пĕрешкел вĕт-ха эсир!

— Килпетсĕр тесшĕн-и? — кулăпа çиçсе ыйтрĕ Галина, Ленăна хăй çумнерех пăчăртаса.

— Хăшĕ аслăрах, хăшĕ кĕçĕнрех пулнине те уйăрса илеймĕ пĕлмен çын.

— Иксĕмĕр те тĕксĕм ӳтлĕ, иксĕмĕр те ырханкка. Прическăсем пĕрешкел ĕнтĕ, — каччă умĕнче чĕмсĕр пулас мар терĕ Лена.

— Валерий, лар-ха ман вырăна, — ура çине палт çĕкленчĕ хула майри. Каччă кĕттермерĕ, хĕрпе юнашар пырса та вырнаçрĕ, такам аппаратпа ӳкерсе илме хатĕрленнĕ пек, ик аллине те урисем çине хучĕ, пуçне кăшт каçăртарах тытса малалла пăхрĕ. Ик аллине кăкăрĕ умне хĕреслетсе тытнă Галина вара пăхса тăчĕ-тăчĕ те:

— Сире те пиччĕшĕпе йăмăкĕ теме пулать, — тесе патлаттарса хучĕ. Виççĕшĕ те ахăлтатса кулса ячĕç.

— Малтан çак юнашар ларакан икĕ машина çине, вара Ленăпа ман çине пăхăр. Ленăпа иксĕмĕр пĕр-пĕринчен манăн кивĕ «Жигулийĕм» сирĕн çуталса ларакан машинăр пекех расна. Вăл вĕр çĕнĕ иномарка, эп — 20 çул чупакан улттăмĕш «Жигули». Эп ку машинăна, унта-кунта тухса çӳреме пырĕ-ха тесе, пĕр вăкăрпа улăштарса илнĕччĕ. Запас пайсем туянса тепĕр вăкăр укçи пĕтертĕм. Çуран чупни мар. Ман умри председатель Иван Маркелович хир тăрăх тепĕр чухне «Беларуçпе>> çӳретчĕ. Хăш чух райцентра та каятчĕ. Больницăна та «Беларуçпех» леçнĕччĕ. Те юри çапла айкашрĕ Иван Маркелович. Хăй чухăнлăхне кăтартма хăтланчĕ.

— Валерий, колхоза пуйтар, вара çакăн пекки çине ларса çӳретĕн, — амăшĕн машини çине тĕллесе кăтартрĕ Лена.

— Унашкалли пирки, йăмăкăм, пире ĕмĕтленме те намăс. — Эпир санпа вăл мĕн хак тăнине те пĕлместпĕр.

— Хакĕ пур ĕнтĕ. Самаях, — председатель сăмахне тимлĕхсĕр хăварас мар терĕ чаплă машина хуçи, — çавах туянакансем те çук мар. Хулара чылай кун пек машина. Ĕмĕтленме юрать. Ĕмĕтленмелле те. Ак паян уйра пулса куртăм. Çуртрисем пĕр тикĕс шăтса тухнă. Кăшман уйĕнче лаппипех халăх кĕшĕлтетет. Ĕçлесшĕн çынсем. Ĕçлеççĕ те. Пĕлсе ертсе пыни кăна кирлĕ. Тата, паллах, шалу памасан никам та ĕçлес çук.

— Тĕрĕс калатăр, Галина Филипповна, — ларнă çĕртен тăчĕ Ванюшин, — ахаль никам та ĕçлемĕ. Ак кăшман калчисене çак эрнере сайралатса пĕтереççĕ. Ĕçленешĕн çийĕнчех парса татасчĕ тетĕп. Мĕнпе тӳлес? Эсир куçарса пани пĕтрĕ.

— Сывлăх пулсан укçа пĕтмест, Валерий, — председатель умне пырса тăчĕ Галина. — Калча сайралатнăшăн мĕн чухлĕ кирлине лайăх шутласа пăхăр. Тупăпăр укçине. Халăх шанать халь сана. Улталама юрамасть. Улталса пурăнни сивĕтереть çынна ĕçрен. Хамăра коммунизм çурчĕ пирки мĕн чухлĕ улталаса та илĕртсе пурăнчĕç. Çавăн чух никĕсĕ пулать, çавăн чух кăшкарне хăпартса çитеретпĕр, çавăн чухне вара пурăнма куçатпăр тесе сахал улталанă-и? Çакă та сивĕтрĕ çынна ĕçрен. Асăрхарăн пуль, лавкка умĕнче чылайранпа тăратпăр, эрех-сăра хыççăн килекен пулмарĕ. Аллине сăра кĕленчи тытнă çын та курăнмарĕ урамра. Халăх ĕçре пулни çинчен калать ку. Ĕçрен уйăрмалла мар халăха. Куллен ĕç тупса памалла.

— Ĕç нумай, Галина Филипповна, арçынсен пĕр ушкăнне витесенчен пĕрне юсама хушасшăн-ха. Ĕнесĕр май килмест. Сĕт вăл — куллен килсе тăракан укçа. Утçи çывхарать. Хамăн косилка пур. Косилкăпа кĕме кансĕр вырăн нумай пирĕн! Халăха çавапа кăларасшăн. Кукуруза акман. Сенаж та пулмасть кăçал. Утă ытларах хатĕрлеме тăрăшмалла пирĕн. Çаранĕ пур. Тĕрĕс, акнă курăк çук. Нумай çул ӳсекеннисем кивелсе çитнĕ. Çĕнĕрен акмалла пулать.

— Валерий, пурне те тăрук тăваймастăн.

— Ăнланатăп, Галина Филипповна, — янахне сăтăркаларĕ председатель. -Тата кăшман калчине апатлантарас ман килет. Гектартан 300 центнер таран пухса илес пулсан, кăшманçăсене тӳлеме те, колхоз валли те пулать сахăр. Сахăр вăл халь — валюта. Хĕвел çаврăнăшĕнче те шанчăк пур, — хăйĕн шухăшĕ çинчен йăлтах пĕлтересшĕн Ванюшин председатель.

— Ырра ĕмĕтленме, шанма пăрахмалла мар пирĕн. Эс хавхаланнине те ырлатăп. Халăха та çапла хавхалантарма тăрăш. Пĕччен нимĕн те тăваймăн.Хам енчен эп пулăшма сăмах панă иккен — пулăшăп. Ĕçлекен, тăрăшакан çынна пулăшма та кăмăллă. Ан ман: ку чухнехи патшалăх хăй ĕнси çинче никама татымасть. Ĕçе ăнтаракансене çеç алă тăсса парать. Хулара та панкрута тухакан предприяти сахал мар, — терĕ те Галина Филипповна, калаçу вĕçленнине систерсе машина уççине çавăркалама пуçларĕ. «Ман каймалла» тениех пулчĕ ку.

— Утçи вăхăтĕнче тепре çитетĕп! — машина алăкне уçсах хыпарларĕ хĕрарăм.

 

5

Лачакана путнă колхозшăн тăван хĕрĕ укçа-тенкĕ тăкаклани Хĕлип старкне нумай шухăшлаттарчĕ. Юлашкинчен тарăхмах тытăнчĕ вăл. Хăй ку тĕлĕшпе мĕн шутланине хĕрне пĕлтермесĕр тек чăтса тăраймарĕ çаплах хуралçăра тăрăшакан ашшĕ.

— Хальччен чăтрăм, хĕрĕм. Хушша-хуппа кĕрес мар терĕм, — аякран пуçларĕ хуралçă — эс хăвăн укçуна пĕр усăсăр тăкакланă пек туйăнать мана.

— Усси-пайти пулĕ-ха, — ашшĕ пекех лăпкăн калаçма тăрăшрĕ Галя. — Майĕпен ĕнтĕ. Чĕпсене кĕркунне шутлаççĕ тенĕ пек.

— Кунта хăшĕ-пĕри сан чĕппӳсене шутлама тытăннă та ĕнтĕ, — уççăнрах систерчĕ ватă çын.

— Мĕнле? Кам? — тимлĕрех пулма тăрăшрĕ Галина.

— Акана тухсанах сисрĕм: сан укçупа туяннă солярка хăш-пĕр карланкине сăмакун пулса юхса кĕме тытăнчĕ.

— Ма ярса тытмарăн?

— Час тыттарĕç! Хăвна хăлха чикки парса хăварĕç.

— Мĕн, солярка сутаççĕ-и? — çакăн пек йывăр вăхăтра хăйсене пулăшма вырăна хуманни тарăхтарсах ячĕ Галинăна.

— Çаплах килсе тухать. Эпĕ çирĕм пилĕк çул хушшинче тĕрлĕ тракторпа тĕрлĕрен ĕç туса курнă. Кашни трактор тăкакне мĕн чухлĕ солярка кайнине, унпа мĕн чухлĕ ĕç тума май пулнине компьютерсăр-мĕнсĕрех шутласа пама пултаратăп. Пирĕн Куршанак Петĕрĕ кунне икшер заправка тума тытăнчĕ. Механизаторсене шансах пĕтменнипе эп кăнтăрла та мехпарк çинчен куç илсех кайман. Асăрхасах тăратăп. Лере, хирти вăрман тăрăхĕнче, ăна тракторлă пĕр-пĕр фермер е урăх çын кĕтсех тăрать. Трактортан трактора куçараççĕ вара соляркăна.

— Солярки кам аллинче-ха? — пĕлес килет Галина Филипповнăн.

— Хуçа пĕрре ĕнтĕ пирĕн мехпаркра — Краснов Куçта.

— Хăйне куç кĕрет улталанине сисмест-ши вăл?

— Каларăм-çке эп ăна, эс горючи таврашĕпе тимлĕрех пул терĕм.

— Пĕтĕмпех çырса пырап тет. Перерасход пулсан айăплинчен тытса юлап. Грамне вăрлаймĕç тет. Мехпарк таврашĕнче аçунтан мĕн те пулин пытарма хĕн. Вăл ăçта мĕнле гайкăпа болт выртни таранах пĕлет. Шел, халь çав тепĕр чух питĕ кирлĕ пулакан вак-тĕвек япала та таçта кайса кĕрсе пĕтрĕ. Унччен кашни чӳрече янахĕ çинчех купаланса выртатчĕç. Халь кăнтăрла хунарпа шыраса та тупма çук. Элле çав фермер текеннисем тултара-тултара кайса пĕтерчĕç. Çĕрле те, хурал çук чухне, кӳршĕ ялсенчен те килетчĕç ухтарма-шырама. Хурала никам килесшĕн мар. Бесплат ĕçлес килмест. Чун чăтманнипе килĕшрĕм. Халь кашни болтпа гайка хаклă. Укçа парса илсен питĕ сисĕнет çакă, — хĕрне укçа тăкакласран питĕ асăрхаттарас килет ашшĕн.

— Халь те вăрлаççĕ-и вара?

— Пĕрре вăрра вĕреннĕ çынна хăнăхнă йăлинчен пистерме хĕн. Ун хул хушшине мĕн те пулин хĕстермеллех, сумкине мĕн те пулин чикмелле. Çакăн хыççăн тин çăмăллăн утса каять вăл. Тракторисчĕсем пĕр-пĕринне çаратни çитмест-ха, ыттисем те шăршласа çӳреççĕ мехпаркра. Чапай Петĕрне калап-ха.

— Унчченхи скотник-и?

— Çавă. Парк еннелле иртнине чӳречеренех курса юлтăм. Унталла утакан сахал мар-ха. Çапах, чим-ха, терĕм, ма каять-ха ку парка терĕм. Чун чăтмарĕ. Çынни шанчăксăр. Çитсе килес терĕм. Тракторсене унта гараж умне речĕпе лартса тухнă-ха. Мастерской кĕтессинчен пуçа кăларса кăна пăхрăм. Ман Чапай леш анлă профиллĕ механизаторăн Япшаровăн тракторĕ патĕнче тем тăвать. Йăлт та йăлт пăхкаласа илет. Питă пăравур хăтланать. Ик аллипе умне темскер тытрĕ те, çаплах ун-кун пăхкаласа, эп пытанса тăнă кĕтесселле килет. Питĕ хăвăрт утать хăй. Хамран хăварман ал туйине çĕклерĕм те кĕтесрен килсе тухасса кĕтетĕп.

— Стоп! — кĕтмен çĕртен сикрĕм тухрăм умне ал туйи çĕклесе.

Ман Петĕр çавăнтах тĕшĕрĕлсе те анчĕ. Чĕри начар ахăр. Сăмах та чĕнеймест. Япшаров тракторĕн топливо аппаратурине сӳтсе илнĕ иккен ку.

— Ăçта илçе каятăн аппаратурăна? — туяпа хăмсарса ыйтатăп çакăнтан.

— Япшаров патне.

— Кам хушрĕ?

— Хăй хушрĕ, Япшаров.

— Кунта эп хуралçă иккенне, манран ыйтмасăр пĕр тимĕр татки те илсе тухма юраманнине пĕлетĕн-и?

— Эс çĕрлехи хуралçă. Кăнтăрла хурал çук кунта.

— Çавăнпа вăрра килтĕн-и?

— Вăрă вăл çĕрле çӳрет. Кăнтăрлахи вăрă — вăрă мар.

— Тăр уру çине. Ăçтан кăларса илтĕн, çавăнта кайса ларт. Унсăрăн ĕç кайма пултарать. Çак япала мĕн хак тăнине пĕлетĕн-и?

— Мана Япшаров хушнă, — хăйĕннех перет вăрă.

Аппаратурăна вырăнне лартса хăтланнă вăхăтра курах кайрăм: Чапайăн йĕм тĕпĕ йĕп-йĕпе. Тем хушăра пирĕн хыçа Япшаров пырса тăнă. Эпир сисмен.|

— Трактор çарататăр-и? — хăлхана çурасла янранă сасă иксĕмĕре те шарт сиктерчĕ. — Ман аппаратура кирлĕ пулчĕ-и сире? — тукмак пек аллисемпе иксĕре те çухасенчен çавăрса та тытрĕ. Силле-силле пĕр-пĕрин çумне шанлаттарать анчах урса кайнă Япшар. Эсир ку ĕçе каварлашса тытăннă. Кайрăмăр кантура! — терĕ те «Беларусь» кабинине аран шăнăçакан çын урам тăрăх тăкăлтатарса та кайрĕ. Утнă май эп хамăн та йĕм тĕпĕ йĕпеннине туйса илтĕм...

— Эс аппаратурине сӳтсе илме Чапая ху каланă-çке, — ĕç-пуç пирки ăнлантарам пекки пултăм эп. — Кунта ман айăп çук. Вĕçерт ман алла. Намăс ан катарт ял-йыш умĕнче, — май пулсан ун умне ӳксе пуççапма та хатĕр хам.

— Эп хушрăм-и сана трактор сӳтме? — хальхинче ĕнсинчен çавăрса тытнă Чапай Петĕрне силлесе илчĕ тракторист. Лешĕ шарламарĕ.

— Эсĕ, Петĕр шăллăм, аппаратурăна вăрласа кайма паманшăн тавтăвас вырăнне мана чăн-чăн вăрă пек урам тăрăх çӳретĕн. Эс пынă чухне эп Чапай илнĕ аппаратурăна каялла вырăнне ларттараттăмччĕ. Çапла-и, Чапай? Кала тĕрĕсне! çапла те!

— Эп сирĕнне ним те илмен, — шалт та палт тунма тытăнчĕ лешĕ. Иртсе пыракан çынна малтан ватти кӳсĕкпе тапăнчĕ, çавăнтах таçтан Япшарĕ килсе тухрĕ. Ну, илмен эп сирĕнне ним те! Илмен! Ман çумра сирĕн нимле запчаç те çук. Ним çукран тапăнатăр çынна! Трактор япали вăрлама ман трактор пур-им?

— Эс ăна сутма вăрласшăн, — парăнмасть Япшар. — Скотник чухне фураж сутса ĕçрĕн. Ферма пĕтсен трактор çаратма тытăннă. Мана 20 литр соляркăшăн сĕтĕрсе чуна илчĕç. Пин тенкĕ тӳлеттерчĕç...

Апат вăхăчĕ пулнăран-ши, кантур алăкĕ çинче çăра сакăнса тăрать. Япшарăн таçта васкамапла ахăр. Вăрăсене пĕчченех тăн кĕртес терĕ курăнать.

Чапая кĕске допрос турĕ:

— Ман трактор патне тепре пыратăн-и?

— Мĕн тăвап эп сан тракторупа? Ман лаша пур.

— Кала: трактор çывăхне тепре пыратăн-и?

— Нихçан та, — аллипе хĕрес хыванçи пулчĕ Чапай.

— Çухал куç умĕнчен! — терĕ те тракторист, Чапая ик аллинчен тытса ывăтса та ячĕ. Эп урса кайма пуçланă Япшарова лăплантарма тăрăшрăм, ĕç мĕнлерех пулса иртнине тĕпĕ-йĕрĕпе каласа патăм. Аранах ĕненчĕ пулас, манпа тек калаçса тăмарĕ, мехпаркалла йывăррăн таплаттарчĕ. Юлашкинчен çакна та калам: акана хутшăннисене ĕç укçи пачăç. Шутсăр савăннă халăх. Мана та пăртак лекрĕ. Аннӳне патăм. Унпа шӳтлесе те илтĕмĕр, хĕрĕмĕрĕн укçи колхоз касси урлă амăшĕн çуртне те çитрĕ терĕмĕр. Мĕнле пек?

— Эп сире нихçан та укçаран татăк тăман, — пĕрре те кӳренмерĕ Галина, — ку вара, мĕнле калас, пĕр пĕтĕм йĕркепе пулса иртнĕ ĕç ĕнтĕ.

— Вăю-халу сая ан кайтăр тетĕп-çке. Тек мана нимех те кирлĕ мар. Пӳртĕм-çуртăм нăклă-ха. Карта-хура та аптрамасть. Вăт аннӳне шыва çӳреме йывăртарах. Картишне пусă чавтарасчĕ те вăт... Картлă кĕвентепе шыв йăтса ватăлать аннӳ. Аллă пиллĕкре ĕнтĕ. Сăртри çăлтан пăрăхпа шыв ирттерме хăтланса пăхрĕç те майне килтереймерĕç. Пăчланчĕ ĕçĕ, укçа çук терĕç те алă сулчĕç.

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5 6 7 8

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Миккалай (2018-08-29 17:37:25):

Повесть геройĕсене ытлашши нумай калаçтарать автор. Литературăра автор сăмахĕсем те пайтах пулмалла пек. Пĕтĕмешле илсен, лайăх повесть.

 

Петров Николай (2018-08-30 09:22:06):

Повеçре хăш-пĕр çĕрсенче вулакан шанмалла мар пулăмсем пур.

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: