1
Майĕпен, питĕ майĕпен ирĕлет кăçал юр. Пĕлтĕр май уявĕ тĕлне çуртрисене акса пĕтернĕччĕ. Кăçал ак ака уйăхĕн иккĕмĕш çурри пуçланчĕ, хирте мар, мехпаркра та трактор сасси илтĕнмен-ха. Йĕри-тавра куç ывăтсан та ака-суха хăçан пуçланасси пăхса та курăнмасть. Кăçал мăнкунĕ те кая юлса килет теççĕ, уй-хир ĕçĕсем унччен те пуçланаймаççĕ пулĕ. Çанталăкĕ те самани майлă çаптарма пуçларĕ мар-и? Çур аки хăçан пуçланасси, ăна епле ирттересси пирки шавлама мар, калаçакан та çук. Унччен-и? Унччен вырма вĕçленсенех çитес çуркуннене хатĕрленме тытăнатчĕç, юсав мастерскойĕсенче сӳтмеллине сӳтетчĕç, пухмаллине пухатчĕç, тимĕр те хурçă шăн! та шан! сас паратчĕ паркра, унта та кунта сварка çути куçа шартаратчĕ. Ĕç вĕресе тăратчĕ. Акан 22-мĕшĕ иртсе кайрĕ-ха. Аслăраххисем çак куна В.И.Ленин çуралнă кун пулнипе кăна мар, пĕтĕм çĕршывĕпе субботник ирттернипе те астуса юлнă. Акарисем хирте тар тăкатчĕç, юлнисем кунта йĕрке тăватчĕç, тирпейлетчĕç, унта та кунта йăваланса выртакан тимĕр-тăмăра тиесе кирлĕ çĕре ăсататчĕç. Кăçал вара, çав куна аса илсе те пулин, килсе куракан та пулмарĕ...
Çакнашкал шухăшсемпе тул çутăласса аранах кĕтсе илнĕ Хĕлил пичче колхозăн — тĕрĕссипе халь ăна мĕнле сăмахпа палăртса каламаллине пĕлекен те çукран унчченхиллех «колхоз» теççĕ-ха — юлашки темиçе трактор ларакан парк тăрăх тепре, халĕ ĕнтĕ кун çутипе, васкамасăр утса çаврăнчĕ те мастерскойăн пĕр кĕтессинче хуралçă валли ятарласа тунă пĕчĕк çеç пӳлĕме ăшăнма кĕчĕ. Пуçра çĕлĕк, урара калушлă çăм атă пулсан та самаях ĕнтĕркеттерет çамрăк мар çынна, çавăнпа та кĕре-кĕре ăшăнма килтенех хĕстерсе килнĕ вут пуленккисене тимĕр кăмакана пăрахкаласах тăрать хуралçă. Кунти пур пек йывăç та хăма таткисене тахçанах çунтарса пĕтернĕ ĕнтĕ. Кĕр сухи тăвакан Максимов Элексантăр аякри хирти вăрман тăрăхĕнченех пĕр хурăнпа хапха юпи тачкăш тиреке туратти-мĕнĕпех сĕтĕрсе килнĕччĕ. Хĕл каçа хăйĕн кунтах упранакан шăн пуртипе пĕчĕккĕн каскаласа çунтарчĕ çавсене хуралçă...
Çапла, хуралçи пур-ха мехпаркра, анчах хуралламалли юлманпа пĕрех ĕнтĕ. Çаратма май пуррине тахçанах вăрласа пĕтернĕ. Юлашки вăхăтра тимĕр-тăмăра пама плугсемпе культиваторсене, сеялкăсене сӳтме тытăнчĕç. Çакна кăнтăр кунĕнчех тăваççĕ. Ял вĕçĕнче гаражран аякра мар пурăнакан Хĕлип пичче кăшкăрса хăраткаласа ярать тепĕр чух. Çыннисем те хăрами пулса çитнĕ халь. Вĕсене чарма пултаракан, тĕрĕссипе, чарма тăрăшакан та çук ялта. Ял администрацийĕ пур-ха. Унтисем йĕркеллех ĕçлеççĕ. Укçине те самаях тата вăхăтра илсе тăраççĕ. Анчах администраци пуçлăхне, ыран-паян пенсие кайма хатĕрленекен Архипов Эрхипе, колхозри лару-тăру ним чухлĕ те кăсăклантармасть. Ялтилле каласан, кун пирки виççĕ выртса пĕрре те тĕлленмест вăл. Уншăн халăхран хырçă та хулăн укçи ытларах хăйпăтса пултăр. Халăхран сĕт пухассипе çӳлтисем панă план пурнăçлантăр. Ял администрацийĕн ĕçне-хĕлне районти тӳре-шара çак кăтартусем! тăрăх хаклать. Ытти вара — тĕрлĕрен хут та справка çырса парасси. Ку чухне! тата кашни хут таткишĕнех укçа тӳлеттерме тытăнчĕç. Пĕрлешекен ик-виçĕ мăшăра кăшт уяв сĕмĕ парса регистраци тăваççĕ, тĕнчене килекен пĕр-икĕ пепке ятне çырса хураççĕ, çаплах пурнăçран Турă хушнипе е хăй ирĕкĕпех уйрăлнисен ячĕсене хуратаççĕ. Уйрăм участковăй милиционер çук. 150 киллĕ ялта, тен, вăл кирлĕ те мар тăр. Тĕрĕсрех каласан, халиччен килех пулман, паянхи лару-тăрура вара кашни урамра пĕр милиционер тытни те ытлашши пулас çук. Ара, хамăр пурăнакан çуртсене ток парса тăракан алюмини пралука тăрăхĕ-тăрăхĕпе касса кайни пĕрре мар пулчĕ. Ток çӳрекен пралука мĕнлерех хăпарса касмаллине те шутласа тупаççĕ вĕт-ха çав тĕслĕ металл вăррисем! Лини çине пралук татăкĕ ывăтса замыкани тутараççĕ иккен, вара пĕр хăрамасăр хăпарса касаççĕ. Кӳршĕ ялтан участковăй килсе ун-кун пăхкаласа çаврăниччен пăралук тĕркине кирлĕ çĕре ăсатнă е йытăпа шыраса тупмалла мар пытарнă. Унччен мехпаркăн кашни кĕтессинче çутă çунатчĕ, халĕ юпа вĕçĕнчи изоляторсем ват çын çăварĕнчи кукăр чĕлĕм пек кăнтарса тăраççĕ. Юпасене çыхăнтарнă пралуксене тахçанах каса-каса кайнă. Çутă пралукне тапăнни шутсăр тарăхтарать ял халăхне, «токта çапмасть çавсене!» тесе ылханакан та сахал мар. Пĕри кăнса выртрĕ-ха. Нумай пулмасть нефть уçлакан насуссем патне пыракан пралуксене каснă чухне ток çапнипе персе аннă терĕç. Ĕçсе çитмен ăна. Картне ларман. Лавккара темли те пур. Укçасăр памаççĕ. Ĕçкĕçсемпе калаçмаççĕ те лавкка хуçисем. Вĕсенчен укçа илеймесне пĕлсех тăраççĕ. Эрех чурин çулĕ-йĕрĕ, майĕ-шывĕ пĕрре: тĕслĕ металл. Авă вăл, пуç тăрринчех. Хăпар та касса антар. Хăпараççĕ, касаççĕ. антараççĕ. Тепĕр чух хăйсем те пралук çыххипе çĕре шаплатаççĕ...
Хĕлип пичче хăйĕн савнăçлах мар шухăшĕсенчен аранах уйрăлчĕ. Анчах вĕсен вырăнне çавăнтах урăххисем, килти ĕç-пуçпа çыхăннисем йышăнчĕç. Ара, тул çутăлса çитрĕ-çке. Килте тепĕр «гараж» пур. Выльăх-чĕрлĕх усраканни. Унта та кĕтеççĕ кил хуçине. Кăçал тем мурне каярах юлса пăруланă ула ĕни темиçе хут та сас парса систерчĕ ĕнтĕ: сумалла, çитермелле, ĕçтермелле. Улашка сĕтлĕ пулчĕ. Хĕсĕр юлса кăтартман. Вăл та, хуçи пекех, ватăлать пулас. Ара, вун пĕр пăруларĕ-çке. Улăштармалла ĕнене, çамрăклатмалла. Çавăнпах тынине те хĕл каçарчĕç. Анчах леш чупман пулас. Хускатни-мĕнĕ те паллă мар. Ытла кая юлсан кăна. «Ĕнепе пĕр вăхăталла пенсие каятпăр эпир», — шӳтлекелет тепĕр чухне Хĕлил пичче, хулари хĕрĕпе кĕрӳшĕ хăнана килсен. Пенсие кайма хутсем хатĕрлеме çăмăлрах пултăр тесе çӳрет вăл гаража каçхи хурала. Хакĕ-шывĕ те çук темелле. Хут çине çырса пыни пур ĕнтĕ. Ĕç хакне кăшт тырăпа, арпа-улăмпа саплаштарса хăтланаççĕ. Укçа илсе курни çук. Юрать, газпа çутăшăн тӳлеме хĕрĕ пулăшать.
Хăй хыççĕн алăка çăрапа питĕрсе аппаланакан хуралçă машина сасси илтĕннипе пуçне айккинелле пăрчĕ: Краснов бригадир иккен. Тахçан вĕсем К-700 çинче пĕр-пĕрне улăштарса ĕçленĕ вăхăт та пулнă. Колхоз юхăнма пуçласан парăмсене саплама трактор хыççăн трактор сутма пуçларĕç. Укçа ытларах пултăр тесе çĕнĕреххисене чи малтан сутса ячĕç. Инкек Хĕлип пиччепе Куçтаран та пăрăнса иртмерĕ. Вĕсен тракторне хулари пĕр банк умĕнчи парăмшăн леренех килсе илсе кайрĕç. Тирпейлĕ хуçасем хăйсем ĕçлекен трактора юратса пăхрĕç, кăшт чăхăмлама хăтлансанах юсаса та сиплесе тăчĕç. Хăватлă тракторпа ĕçлеме кăмăллăччĕ. Йывăр пулчĕ хăйсене виçĕ çул çăкăр çитернĕ трактортан уйрăлма. Çакăн хыççăн аллăран иртнĕ Хĕлип пиччене хурала лартрĕç, Куçтана вара хулана тухса кайнă механик вырăнне сĕнчĕç. Пур-çук техникăшăн мĕн уйрăм инженер та механик тытмалли пулнă ĕнтĕ? Халĕ Константин Краснов инженер та, механик та шутланать, вăлах колхозри пĕртен-пĕр бригада бригадир те.
— Ан питĕр-ха кабинетна, Хĕлип пичче. Кĕрсе ларсах калаçмаллисем пур, — «Москвичран» пуçне кăларса сасă пачĕ бригадир.
— Кĕмелле пулсан — кĕрĕпĕр, — тимĕр алăка çын хĕсĕнсе кĕмелĕх хăйăрса уçрĕ хуралçă. — Эс манман иккен-ха мехпарк тĕлне, — шӳтленçи пулчĕ çĕр хута хăйпе хăй калаçса йăпаннă çын.
— Эсĕ манăн, мĕнле калас та, штатра тăман заместитель вĕт-ха, помощник Филипп Спиридонович?
— Тавах çапла чысланăшăн. Иксĕмĕр пĕр трактор çинче ĕçленĕ чух эс ман помощникчĕ, — шӳтлеме пĕрре те хирĕç маррине систерчĕ «заместитель».
Бригадир тӳрех механизаторсем тахçан саваламан хулăн хăмасенчен çапкаласа тунă, картла выляма лайăхрах пултăр тесе çиелтен шуç тимĕрпе сăрнă сĕтел умне каска пуканĕ çине ларчĕ. Ларма кирлĕрен хуралçă ăна кăмака çăварне халиччен те чикмен-ха. Бригада хуçи шалти кĕсйинчен тăрăхла икке хуçлатнă тетрадь кăларчĕ. Малтан ăна тикĕслесе якатас шутпа сĕтел çинче сăтăркаларĕ, вара пуçне йывăр пек туйăннă çăмлă çĕлĕкне сĕтелĕн пуш кĕтессине хывса хучĕ.
— Та-а-ак, — терĕ бригадир юлашкинчен, — та-ак, мана техника пирки юлашки точнăй даннăйсем кирлĕ.
— Кунта пуç ватса тăмалли ним те çук пирĕн, — пурне те пĕлекен çын пек татăклăн каларĕ хуралçă. — Эп пăру кĕтĕвĕ кĕтме кайсан, унта-кунта пăрăнса е выртса юлмарĕç-ши тесе, сехетсерен шутласах тăрап. Кашнинчех çав 35 пăру тухать. Çак мехпаркра мĕн пуррине те çав пăрусем пек куллен шутланă эп. Хăть шутла, хăть ан шутла. Кĕçтук тусăм, паян пирĕн «Çĕнĕ Çăлтăр» колхозăн пĕр «Алтай», икĕ Дт тата икĕ «Беларусь». Кусем ура çинче тăраканнисем, кусма пултараканнисем. Виçĕ тĕш тырă комбайнĕ пур: икĕ «Колос» та пĕр «Нива». Çăк турттармалли икĕ машина та пур теççĕ, анчах вĕсем ман территорие килсе кĕмен. Шоферĕсем килĕсенчех тытаççĕ пулмалла. Куна эс манран лайăхрах пĕлме тивĕçлĕ.
— Пĕлеп, пĕлеп, Хĕлип пичче, — тетрадь пичĕсене уçкаларĕ бригадир. Эс тракторсем пурте ура çинче терĕн-ха та, анчах пĕр «беларуçăн» хăрах кустăрми çук мар-и пирĕн?
— Çапла, кустăрма вырăнне каска çине тĕрĕннĕ вăл. Кунта ман айăпăм çук. Тăр-кăнтăрла кăларса кайнă. Эп сана хам кăнтăрлахишĕн яваплă пулмасан та, çийĕнчех пырса каларăм. Иккĕн акт пекки те çыртăмăр, алă пусрăмăр, председателе аллинченех тыттартăмăр. Участковăй тепĕр кун килчĕ, шăршлакаласа çӳрерĕ, анчах тупса килсе пани пулмарĕ. Çав Марат Махмутович, леш участковăй пекки ĕнтĕ, хайхи кустăрмана хăйсен ялĕнчи пĕр фермер патĕнче тупнă текен хыпар кĕчĕ ман хăлхана. Тупнă пулсан килсе памалла е вăррине хăйне леçтермелле. Килте тытмалла мар. Халь кайри пĕр кустăрма мĕн хакне пĕлетĕн-и?
— Кирлĕ чухне пĕр болта çур литрла илетпĕр те... Пĕлеп канешнă.
— Илсе килтермелле, паянах леçтермелле ман пата. Атту — сутса та ярĕ. Хакне кăшт чакарсан фермерсем туянаççĕ ăна. Эс — пирĕн инженер, эс — пирĕн механик, — бригадира тапăнмах пуçларĕ хуралçă. — Укçа вăл милици çыннине те кирлĕ.
— Юрать-ха астутартăн. Эп вăл урапа пирки мансах кайнă.
— Эп вара кашни сӳре пăти таран пĕлсе тăрап, — кăшт мухтанса илес килчĕ! курăнать хуралçăн. — Эп 25 çул тракторист пулнă. Паркра ура пусман вырăн юлман. Ăçта мĕн выртни-тăнине пĕлнĕ. Шел, халь пĕр тимĕр татки те тупса илме çук. Тасатмаллипех тасатрĕç. Эс болт пирки тĕрĕсех асăнатăн-ха. Ăçта кайса кĕрĕн? Кирлĕ тĕк ăна та çур литр парса илме тивет.
— Филипп Спиридонович, — хальхинче те хуралçа ашшĕ ячĕпех сумларĕ бригадир, — эс кунта кашни сӳре шăлĕ таранах пĕлеп терĕн-ха. Чăннипе пирĕн сӳресем миçе юлнă? Хыçалтан кăкармалли ытти инвентаре те шутласа тухар-ха.
Ашшĕ ячĕпе чĕнни ват çын чĕрине çемçететех çав. Малалла вăл каллех лăпкăн та васкамасăр сăрхăнтарчĕ.
— Сӳре тени икĕ агрегатлăх ĕнтĕ пирĕн. Пĕр культиватор. Акакан агрегат валли виçĕ сеялка. Кăшман сеялки те пур. Куккурус акмаллине хăвăр сутса. Кирлĕ мар вăл пире терĕр. Кирлĕ мар, паллах. Ферма çук — выльăх çук. Выльăх пулмасан силосĕ те, кукурузĕ те кирлĕ мар. Эх, Хрущевчĕ çакăнта! Кукурузăна мĕнлерех чыс-хисеп тума вĕрентĕччĕ вăл! — хăй сисмесĕрех каллех чĕрре кĕрсе калаçма тытăнчĕ хуралçă.
— Вĕрентекеннисем халь те пур, Хĕлип пичче.
— Вĕрентсе çитереймеççĕ çав. Экономика теççĕ, рынок теççĕ. Пĕтĕм пурнăç шавлă пасара çаврăнчĕ. Тем те сутаççĕ, тем те илеççĕ. Пасар тенĕ çĕрте спекулянчĕ те, кĕсье вăрри те çук мар пуль. Чăн-чăн хуçа кăна курăнмасть. Тĕнче пек пысăк çĕршывра та, чăх кучĕ пек пирĕн ялта та çавах. Манăн Витали тете ултă яла пĕрлештерсе тăракан колхоза 30 çула яхăн ертсе пычĕ. Чăх ферминчен çăмарта вăрлани те пулман. Сысна çури пирки каламалли те çук. Пилĕк çул тăршшĕ фермăра çичĕ ама тытса аппаланчĕç, сыснисен йышĕ пурпĕр çав çиччĕрен çӳлелле хăпармарĕ. Иккĕн пăхса хăтланчĕç. Элле сысна çури тухса ӳкессе кĕтсех тăчĕç вăррисем. Пĕр çура ӳстерни те пулмарĕ. Паян пирĕн Чулкаса таврари пĕтĕм хурах килсе тĕпленнĕ тейĕн. Ăçта пырсан та пурте вăрттăн-вăрттăн тем сăнаççĕ, тем шăршлаççĕ. Пурпĕрех мĕн те пулин тупаççех çаклатса каймаллине. Килти пахчана карталанă чухне, çирĕпрех пултăр тесе, алюмини юпасем лартнăччĕ. Çавсене те кăларса кайрĕç!
— Эс вăл юпасене ху та кунтан çаклатса кайнă-ха. Вăрăнне вăрă вăрлать тени çакă пулать те ĕнтĕ, — кирлĕ мар çулпа кĕрсе кайнă хуралçа чарасшăн пулчĕ бригадир. — Эпир санпа мĕн чухлĕ техника пуррине шутлаттăмăр, эс вара ху пахчунти юпасене шутлама тытăнтăн.
— Эп хамăн территорире, хăвăрла каласан, мехпаркра мĕн пуррине веçех каларăм сана. Çырса пымаллаччĕ. Леш юпасене эп нефтяниксенчен сăмакунпа улăштарса илнĕччĕ. Пĕр юпи — çур литр.
— Эпĕ веçех çырса пытăм. Санăн кунта пĕр Т-40 тухмарĕ такки. Ман унчченхи отчетра пулнă вăл, — хыпăнса ӳкнĕ пек пулчĕ бригадир-механик.
— Э-э-эй, Куçта тусăм, Куçта тусăм! Эсĕ те çапла манса каякан пултăн иккен! Ара вăл трактора хăвăр çăмăл машинăпа улăштартăр вĕт! Халь мĕнпе ярăнса çӳрен? Сахрун трактор вырăнне панă «Москвичпа» мар-им? — сăмахсене бригадира куçран пăхса сăрхăнтарчĕ Хĕлип пичче.
— Чăнах çапла турăмăр çав, — ним чухлĕ те хĕрелмерĕ пуçлăх пичĕ, — эп унччен те вăл тракторпа çăмăл машина вырăннех усă курнă. Хир-хир тăрăх çӳресе вар-хырăмпа пилĕк-çурăма сахал мар лăсканă. Инженер та механик, бригадир пуçпа ман çуран çӳремелле-им? Мана темиçе çулхи ĕç укçи шучĕпе панă вăл трактора. Эппин, ĕçлесе илнĕ. Халь çакăншăн ӳкĕнсе пĕтерейместĕп.
— Ма тата?
— «Ма тата» тет, — тĕлĕненçи пулчĕ хуралçăн тахçанхи ĕçтешĕ. — бензин хакĕ уйăхсерен хăпарса пынине пĕлсе тăратăн. Хакла ларать мана çемçе ларкăч, питĕ хакла. Арăм килте сысна çăвăрлаттарать, эп çура сутса бензин илсе çунтарап. Вăт шутла, Хĕлип пичче. Юрĕ техника пирки отчет пур тейĕпĕр. Эсĕ çак хута алăк çине тул енне çыпăçтарса хур-ха. Пăтапа-мĕнпе лектерĕн-и унта, анчах алăк çумĕнче пултăр çак хут. Тен, кам та пулин килсе тухĕ. Халăха пĕлтермен тейĕç тата. Вулаччăр, пĕлсе тăччăр, — терĕ те бригадир тетрадьне унчченхи пекех хуçлатса чикрĕ, çĕлĕкне тăхăнса васкасах тухса та кайрĕ. Кайма тесе паçăрах ура çине тăнă хуралçă çĕнĕрен каска çине ларчĕ, те алăпах, те урапа кукăрткаласа çырнă хута пуçăн та кутăн çавăркаларĕ. Шап-шурă та яп-яка хут çинче темиçе сăмах кăна: «Суббота собрани пулать. Повестка дня: 1. Весенний сев. 2. Выборы председателя. 3. Разнăйсем. Начало ирхи 11 сех.» Вуласа тухсан хуралçă сисмесĕрех кулса ячĕ: «Çакăн пек хитре хут çине те лайăхрах çыраймаççĕ иккен» текелесе хутăн тепĕр енне çавăрса пăхрĕ. Палланă сăн-çке кунта! Тахçан КПСС Центральнăй Комитечĕн секретарĕ пулнă М.С.Горбачев хăйĕн такама та килĕшмелле сăнĕпе çуталса ларать.
2
— Кĕпĕр-р-рр! пухăнчĕ ял халăхĕ Культура çуртне. Колхозра ĕçлекенсем çеç мар, хăйсене фермер текеннисем те килнĕ. Никам чĕнмесĕр-йыхăрмасăрах. Вунă çын ытла вĕсем, колхозран уйрăлса тухнисем. Хăйсен çĕр лаптăкне те, йыша тивĕçекен хăш-пĕр техникăна та илсех уйрăлнă. Ĕçлеме кашни хăй тĕллĕн ĕçлесе аппаланать. Виççĕшĕ кăна вăйĕсене пĕрлештернĕ. Валерий Ванюшин пуçарăвĕпе пĕрлешнĕ вĕсем. Çавăнпах пуль ĕçĕ те ыттисеннинчен аванрах пырать. Виçĕ çемье 20 гектар çĕр çинче чакаланать. Тулăпа урпа акаççĕ, сахăр кăшмане çитĕнтереççĕ, çĕр улми лартаççĕ. Иртнĕ çул пĕр гектар купăста тата çавăн чухлех хĕвел çаврăнăш çитĕнтернĕ. Тупăшĕ-мĕнĕ пирки калаçса каймаççĕ. Вăрттăнлăхра тытаççĕ пулсан кăна. Тăкакĕсене саплаштарса пыраççĕ пулмалла. Кăшманпа хĕвел çаврăнăшĕнчен тупăш та илнĕ тесе калаçакансем те пур. Кăшманшăн сахăр нумай илнĕ тесе калаçрĕç, 30 михĕ таранах илнĕ имĕш. Хĕвел çаврăнăшĕнчен çу çаптарнă. Çуне Ванюшкин килтенех сутса пĕтерчĕ. Малашне çак культурăсене ытларах акма палăртать иккен. Çĕр сахалли чăрмантарать. Валерипе юлташĕсем ял çыннисене колхозран уйрăлма, хăйсем патне пĕрлешме чĕнеççĕ. Пайĕсемпе ĕнтĕ. Халăха илĕртес тесех кĕркунне çынсене улăм-арпа таврашне йӳнĕрех хакпа сутса хăтланчĕç. Хăш-пĕрисем уйрăлса тухма хут çырнă тесе те калаçкалаççĕ. Тен, пулас пухура вĕсен ыйтăвĕсене те пăхса тухĕç. Ав, Ванюшкинĕ парад тумĕпех килнĕ, орден-медалĕсене те çакнă. Пурне те хăй çине пăхтарасшăн ĕнтĕ. Пăхаççĕ те. Алă тытсах сывлăх сунаççĕ. Валерий Ванюшин çирĕм пиллĕкри каччă. Вăтам шкул хыççăн профтехучилищĕре механика вĕреннĕ. Салтакра танк водителĕ пулнă. Таврăннă хыççăн кăшт колхозра ĕçлесе аппаланкаларĕ. Кĕсьене ним те кĕменнине кура тытрĕ те контракт йĕркипе Чечняна тухса кайрĕ. Тăватă уйăха. Хальхинче орден-медаль çаксах таврăнчĕ. Танк ротин командирĕ пулнă иккен. Пĕр çапăçура боевиксем танка вут хыптарнă. Ванюшин сержант çухалса кайман, контузи пулнă майора çунакан танк ăшĕнчен илсе тухнă, вилĕмрен çăлса хăварнă. Çакăншăн чăваш каччине «Паттăрлăхшăн» орденпа наградăланă. Каярахпа ун çумне «Хăюлăхшăн» медаль хутшăннă. Юбилей медалĕсемсĕр те хăварман запасри сержанта. Нимĕн те калаймăн: паттăр салтак пулнă Валерий Ванюшин. Ял çыннисем хисеплеççĕ ăна. Паллах, Валерий вĕсене контрактпа Чечняна кайма агитацилемест, хăйсен пайĕсемпе «Ванюшин» фермер хуçалăхне хутшăнма ӳкĕтлет, кĕркунне туй тумалăх укçа-тенкĕ хатĕрлеме май пуррине те систерет...
Пуху пуçланиччен 10-15 минут пек юлсан клуб умне шурă «Волгăпа» «Мерседес» умлă-хыçлă пырса чарăнчĕç. «Волгăран» тухнă патвар арçынна Чулкассем çийĕнчех палласа илчĕç: район администрацийĕн пуçлăхĕ Урал Батырович Вахитов пулчĕ ку. Иномаркăран тухнă сăран шăлаварпа сăран куртка тăхăннă хура куçлăхлă чиперккене паллакан-пĕлекен пулмарĕ-ха. Куçлăхсăр пулсан, тен паллама та пулатчĕ пулĕ. Кевти-кĕлеткипе тыткаларăшĕсем тахçан пĕлекен çынăнни пекех. Кунашкал тумпа курнине астăвакан пулмарĕ. Хура сăран çи-пӳç хĕрĕн яштака та пиçĕ ӳт-пĕвне унти кашни тĕмескепе путăк палăрмаллах çат тытса тăрать. Тум çинче урлă та тăрăх выртакан «çиçĕмсем» тата вĕсен чӳхенсе тăракан ункисем пике хусканăвĕсемпе килĕшӳллĕн чӳхенсе те ялкăшса илеççĕ. Хура тумлă хĕрĕн — клуб умĕнчисем ăна хĕр тесех шутларĕç — çăкăр пĕçерме тесе хĕрӳ хутнă кăмака умне анчахрах турчăкапа туртса купалантарнă юман кавар пек ялкăшакан çӳçĕ ял çыннисенчен чылайăшне, уйрăмах трактористсене, кĕркунне сухаласа хăварнă уйра çуркунне вут тĕртнĕ улăм урине аса илтерчĕ.
Сăмах май каласан, çӳллĕ кĕлĕллĕ аттисем те çӳç тĕсĕпе пĕр килеççĕ. Алăкне питĕрнĕ хыççăм ăна тепре туртса пăхрĕ те хаклă машина хуçи, хура куçлăхне куçĕ çинчен илсе халăха пуç тайрĕ, «пурне те ырă кун та сывлăх сунатăп» тесе чăн чăвашла саламларĕ, вара ватăраххисемпе калаçма та пуçланă Урал Батыровичпа юнашар пырса тăчĕ, кунти ватăсене уйрăммăн тепĕр хут пуç тайрĕ. Халĕ ăна пурте тенĕ пек палласа илчĕç. Çапла, ку вăл тахçан колхозри паллă сухаçă пулнă, халĕ пур-çук техникăна пухса лартнă мехпарк хуралçин Филипп Спиридонович Петровăн хĕрĕ Галина Филипповна пулчĕ. Чылайранпа хулара пысăк вы-рăнта ĕçлесе пурăнакан ял хĕрĕ ашшĕпе-амăшĕ патне час-часах килсе çӳрет, анчах çакнашкал чаплă машинăпа килнине халиччен никам та курманччĕ-ха. Çаплах вăл пухăва мĕн шутпа килнине чухласа илекен те пулмарĕ. Анчах тепĕр çур сехетренех пĕтĕмпех уçăмланчĕ.
Хăйĕн ятне çулсерен тенĕ пек, тĕрĕсрех каласан, çĕнĕ председатель суйламассерен, улăштарса тăнă колхозăн хальхи председателĕ икĕ уйăха яхăн ĕнтĕ больницăра выртать. Хăй каланă тăрăх, хуçалăха лачакаран сĕтĕрсе кăларассишĕн кунĕн-çĕрĕн чупнипех чире кайнă иккен вăл. Ял халăхĕ вара урăхларах çаптарать: колхозăн юлашки мулне хăра-хăра вăрланипех чĕре чирне кайнă Иван Маркелович. Вырма валли солярка кирлĕ тесе фермăри юлашки ĕнесене пуçтарса эрменсене тиеттерсе ячĕ. Тĕрĕс, лешсем пĕр-икĕ цистерна килсе панине курчĕç трактористсем, анчах тек килсе çӳрени пулмарĕ. Ытти укçа ăçта кайса кĕнине пĕлекенсем те, пĕлме тăрăшакан та пулмарĕ. Хут тăрăх вара пĕтĕм укçа соляркăпа бензин туянма кайса пĕтнĕ пек килсе тухать. Комбайнерсемпе трактористсем нефтяниксенчен тулă парса туяннă соляркăпа ĕççи ирттерни çинчен сăмах кăларчĕç. Туллине комбайнран тӳрех темçе машина таранах ăсатнă. Куракан-тăвакан пулман. Тулă парса янă комбайнер çăварне, паллах, укçан пăкăланă. Ферма пĕтсен Иван Маркелович пысăк пăрăхсене çурса тунă тимĕр куритесене те ваклаттарса тимĕр-тăмăра ăсаттарчĕ. Паян пĕр вите кĕтессинче 20 пуçа яхăн пăру усранă пек калаçаççĕ. Паянчченех кăçал çуркунне ака-суха ĕçĕсене мĕнле ирттерме шутлани çинчен пĕлекен те, калаçакан та пулмарĕ. Çав хĕл каçнă 20 пăрăва сутса ярĕç-ши?
Пуху ирттерес нуша каллех Краснов бригадир çине тиенчĕ. Тĕлĕнмелле пек килсе тухать: председательсем килеççĕ те каяççĕ, Куçта çаплах бригадир ĕçĕсене туса пырать. Пĕр вăхăтрах председатель заместителĕ те шутланать иккен хăй. Çавăнпа та халăх вырнаçса ларсанах паян та пуху тилхепине хăй аллине илчĕ. Пуху ирттере-ирттерех хăш-пĕрисемшĕн йывăр пек туйăнакан çак чăрмавлă ĕçе те хăнăхса çитрĕ. Мĕн хыççăн мĕн тумаллине ял администрацийĕн пуçлăхĕнчен кая мар пĕлет. Кăлавине Архип Архипович темелле-ха, анчах çын тени вăл тем те шутласа кăларма пултарать çав. Сăмахĕсем пĕр пек ан илтĕнччĕр тесе ял пуçлăхне пурте Эрхип Архипович тесе сумлаççĕ.
— Шăплантăмăр-и, юлташсем?! — те ыйтса, те асăрхаттарса сăмах хушрĕ пуху председателĕ президиума суйланисем сĕтел хушшине вырнаçсан. — Нумай сăмах вакласа лараймăпăр. Паян-ыран хире тухмалла пулать, анчах калаçмаллине калаçасах пулать. Мĕнле ыйтусем тăнине эп пĕлтерӳрех кăтартнă, тепĕр хут аса илтерсе тăмастăп. Пирĕн пухăва район администрацийĕн пуçлăхĕ Урал Батырович Вахитов тата хамăр ялтах ӳссе çитĕннĕ, колхозра ĕçленĕ, халĕ хулара ĕçлесе пурăнакан Галина Филипповна Антипова хутшăнаççĕ...
— Пирĕн Антиповсем çук ялта, — сăмах çукран сăмах тăвасшăн пупчĕ тахăшĕ. — Хĕр чухнехи хушамачĕ Петрова унăн, — çийĕнчех çырлахтармалли хурав пачĕ пуху ертӳçи. Эп тӳрех Урал Батыровича сăмах паратăп. Вăл лару-тăрăва веçех уçăмлатĕ.
Бригадир вăр-вар пулни район пуçлăхне килĕшрĕ.
— Юлашки пилĕк çул хушшинче эпир сирĕнпе пĕр-пĕрне йăлăхтарсах çитертĕмĕр, — сӳрĕкреххĕн пуçларĕ сăмахне район ертӳçи. — Çуллен, тепĕр чух çулталăкра икĕ хутчен те председатель улăштаратпăр. Пĕрне кăларатпăр; çавăнтах тепĕрне суйласа та лартатпăр. Пилĕк çулта ултă председателе çитрĕмĕр. Председатель улшăнать, лару-тăру улшăнмасть. Лешсем май пур таран çаратаççĕ те — тухса тараççĕ. Хăшне тытса хупаççĕ. Ку ак, хальхи председателе калап, Борис Николаевич пек, больницăран тухаймасть. Манăн сире татах председатель тупса памалла-и? Райцентртан та илсе килсе пăхрăмăр. Ялта вăтам шкул пур. Аслă пĕлӳ илнисем те çук мар. Аслă-тăнлă та пултаруллă çамрăксене хăвăр ялтан хăвалатăр, е ĕçлеме май паманран хăйсемех пăрахса каяççĕ. Агрономсем те, инженерсем те пурччĕ сирĕн. Халь ялта çавсенчен пĕри те çук. Хăшĕсем çурçĕре тухса кайрĕç, хăшĕсем хулана куçрĕç. Ирĕксĕрех тахçан СПТУ пĕтернĕ Константин Сергеевич Краснова йăлăнатпăр. Вăл сирĕн бригадир кăна мар, пĕр вăхăтрах инженер та, механик та. Нумай чухне председатель ĕçĕсене те вăлах туса пырать. Çапах та пĕтсе çитнĕ колхозăн урине хуçма памарĕ çак таранччĕ. Хăвăр алăри пин çурă гектар çĕре район пулăшнипе актарса-выртарса пĕтерес килет-ха. Тепĕр 500 гектарне арендăна панă. Паян юлашки хут калап: малашне район енчен пулăшасси пĕтрĕ. Пулăшнин усси çук. Патшалăх та ура çинче çирĕп тăракан хуçалăхсене кăна пулăшма хушать. Çĕре арендăна панинчен хăвăра нимĕн усси те пулмарĕ. Хамăр вăрлăха акнă, хамăр техникăпа пухса çапнă теççĕ те арендаторсем, веçех хăйсем патне турттарса каяççĕ. Эпир те хирĕçлеймесшĕр: пирĕншĕн пулсан çĕр пушă ан вырттăр! Çĕршĕн налог тӳлентĕр. Кам акнипе кам вырни тек кăсăклантармасть мана. Тепĕр хут калап: çĕр пушă ан вырттăр. Капла та сирĕн 300 гектар ытла çĕр вун-вун тĕрлĕ çум курăк ĕрчетсе выртать. Унăн вăрлăхĕ хамăр республикăра кăна мар, Оренбург уй-хирĕсене варалама та çитмелле. Тахçан республикипе кĕрленĕ, çĕршыва социализмла ĕç геройĕ çитĕнтерсе панă колхоз çапла юхăнса çитни, ыйткалакана тухни чи малтан хăвăрă, Чулкассене шухăшлаттармалла. Хăвăра валли çăкăрлăх та ĕçлесе илейместĕр. Сирĕн вăрлăх валли тесе хăварнă тырă пек тырра кӳршĕ колхозсем фуража яраççĕ. Отход акса пурăнатăр. Мĕн тырри, мĕн тухăçĕ пултăр çӳп-çапран? Хăвăр çапăçа-çапăçа уйрăлса тухнă «Шуçăм» колхозран вĕренесчĕ сирĕн. Паянчченех пĕр юрă сирĕн: колхоз çука юлнăшăн председатель айăплă. Председатель кăна мар, хăвăр та айăплă. Пĕрле вăрланă колхоз мулне, пĕрле çаратнă колхоза. Урăлса кураймарăр, тĕнче çине тăрă куçпа пăхаймарăр. Уйрăлу савнăçĕпе ĕçме тытăнтăр паянчченех ĕçетĕр. Урпа акса пĕтеретĕр — ĕçкĕ сирĕн, кăшман акнă — хиртех праçник. Ака ĕçне апла-капла вĕçлекелесен вара — сабантуй! Эрнипе кĕрлетĕр. Фермăрисем те аптраса тăмарĕç: лагере куçаççĕ — ĕçкĕ тăваççĕ, каялла килеççĕ — каллех курка шаккаççĕ, алă çавăрса юрлаççĕ. Пĕр вăкăр сутса эрех илнĕ, тепĕрне пусса шашлăк тунă. Уйрăлнă чухне хăвăра лекнĕ пуянлăх пĕтиччен çапла юрласа та ташласа пурăнтăр. Вăл çитмерĕ — тĕрлĕ банксенчен кивçен илсе пĕтертĕр...
— Ма район хуçисем чарман? — ура çине тăрсах ыйтанçи пулчĕ скотник пулнă май тепĕр чух икшер вăкăр та пуснă, çулла та папаха тăхăнса шур лашипе хир тăрăх кустарса çӳренĕ Чапай Петĕрĕ. Кăкăрĕ умне бинокль çакса çӳрени те пулнă ун. Бинокльне колхоз туянса панă: выльăх çухаласран бинокльпе тĕрĕслесе тăма. Çӳллĕ сăрт çине хăпарать те выльăхсем ăçталла сулăннине урхамах çинчен кăна пăхса тăрать. Кайран ӳсĕр пуçпа çухатнă бинокльне. Ял кĕтĕвне кĕтекенсем тупнă та паман тесе сăмах тухнăччĕ. Чапай Петĕрĕн шурă урхамахĕ те хурана кайрĕ. Фермăра ĕçленĕ савăнăçлă вăхăтсене аса илтерме юлташĕсем çыпăçтарса янă «Чапай» хушма ят çеç тăрса юлчĕ. Леш ĕçсе çитсен пĕррехинче кăкăр çапсах: «Эп — Чапай», — тесе каланă пулать. Малтан Чапай Петĕрĕ тетчĕç, каярах кĕскетрĕç: «Чапай» теççĕ пĕр сăмахпа.
— Хушамату Чапаев-и-ха сан? — скотник пулнă çынна пӳрнипех тĕллерĕ Урал Батырович.
— Çапла, Чапай, — тӳрленерех тăчĕ лешĕ.
— Вăт, кала-ха мана, Чапаев юлташ, «Шуçăм» колхозран уйрăлсанах сирĕн фермăра ĕне выльăх миçе пуç пулнине астăватăн-и?
— Как астумасть тет? Паянхи пек астăватăп! Малти витере сăвакан ĕне шучĕ 125 пуçчĕ, хыçалтинче — 130. Икĕ тул картара самăртакан вăкăрсен шучĕ 350 пуçчĕ. Ку цифрăсене эпир хамăрăн кашни пуху-канашлурах асăнаттăмăр. Варлам Упрамович заведующи пирĕн çавăн чухлĕ выльăх тесе мухтанма юрататчĕ. Хăй те кунтах-ха. Астăватăн пуль.
— Эп хам та лайăх астăватăп! — шĕвĕр пӳрнине тăратрĕ район пуçлăхĕ, мĕншĕн тесен хăвăр ялта уйрăм колхоз тăвассишĕн чупнă вăхăтра ман кабинета пыра-пыра пĕрре мар пуççапрăр, хăвăр патра мĕн пуррине пĕтĕмпех хăварма ыйтрăр. Хăвартăмăр. Хăвăра куçнă пурлăха кăтартса çырнă акт манра халь те пур. Эп ăна вуласа тăмăп, çакна кăна калăп: 800 пуç ытла ĕне выльăхчĕ сирĕн «Шуçăмран» уйрăлнă чухне! Паян таçта пĕр кĕтесре 20 пуç пăру пур тесе калаçатăр. Вĕсене те пулин халăхран кĕркунне тырă памалла пухнă теççĕ. Техника пирки каламалли те çук. Сирĕнни чухлĕ техника паян районти пĕр СПКра та çук. Автомашина кăна 30 ытлаччĕ. Гусеницăллă трактор çирĕме яхăнччĕ. Ăçта паян çав техника? Ăçта çав ĕнесем? Чăх чĕппи те çук сирĕн? Йышлă йĕке хӳре те ял тăрăх килĕрен саланнă. Хăвăн шур ăйăру ăçта, Чапаев юлташ?
— Руководство виноват!
— Эс ăçта пултăн? Мĕн пăхрăн? Задом стоял, ничего не видал! тесшĕн-им? Урăлмасăр ĕçнĕ эс, çавăнпа хăвăн шурă лашусăр та тăрса юлнă. Социализмла ĕç геройĕ чапа кăларнă хуçалăха 4-5 çул хушшинче хырса хыпрăр. Мана клуб умĕнчи унăн палăкĕ умĕнчен иртме намăс пулчĕ паян. Тупата, куçа хупса иртрĕм. Хăвăр мĕнле иртсе çӳретĕр-ши? Çĕр йăтайми намăс! Мана та, район пуçлăхĕ пулнă çынна, сире пулах пит хĕретме тивет. Тепре калап: айăпĕ хăвăрта. Малашне мĕнлерех пурăнма шутлатăр? Хăть çавна калăр-ха мана. Çуркунне çитрĕ. Мĕн акма, мĕнпе акма шутлатăр? — калас тенине каласа пĕтерчĕ те Урал Батырович малтанхи вырăнне кайса ларчĕ.
Эрхип Архипович сăмах панипе трибуна умне бригадир тухрĕ.
— Çуркунне ытла та кая юлчĕ кăçал, — умри халăх çине тинкерчĕ паян хуçалăхри пĕртен-пĕр ертӳçĕ, — çакна май ака ĕçĕсем те кая юлса пуçланаççĕ. Вăхăт пит хĕсĕк пулать. Эрне хушшинче хамăрăн пин гектар ытла лаптăка шуратса хăвармалла. Унсăрăн çăкăр мар, салма яшки те çиеймĕпĕр. Хамăр вăйпа, хамăр техникăпа кăна ĕç тухас çук. Район пулăшмасть. Урал Батырович мĕн каланине хăвăр илтрĕр, — трибунăна ик айккинчен çатăрласа тытса, ыйтуллă куçĕсене пĕрре залăн пĕр енне, тепре тепĕр енне ывăтса калаçать Краснов. — Çĕнĕ техника вунă çул ытла пĕр единица та туянни çук. Турра шĕкĕр, пĕлтĕр пур пеккинчен пĕрре те вăрлаттарман та, сутман та. Куншăн та савăнатăп. Пĕр кустăрманĕ вăрланăччĕ, ĕнер кӳрсе пачĕç. Халичченех вăрлăх пур тесе тăтăмăр. Пуррине, чăнах та, пур вăрлăх пекки. Шăтаслăхĕ питĕ начар. Акма юрамасть терĕç. Урпа вăрлăхĕ аптрамасть. 300 центнер тулă вăрлăхĕ кирлĕ. Укçасăр никам та памасть. Мĕн тăватпăр? Кам мĕнле уйлать? — халăх çине тата ӳпĕнерех тинкерчĕ бригадир. Залра шăпах. Йышлă халăх сывламасть тейĕн.
— Мĕн пиртен ыйтса тăратăр? — ура çине тăрам пекки турĕ юлашки 5 çул хушшинче халăхпа пĕрле пилĕк кун та ĕçлесе курман Япшар Ваççа. — Мĕн тумаллине руководство хăй пĕлекенччĕ. Колхоза пĕтерме пиртен ыйтса тĕмарăр, халь ыйтанçи пулатăр. Халăхпа канашласа ĕçленĕ пек тăватăр...
— Эпĕр колхоза пĕтернĕ чух эс ăçта пултăн, Ваççа пичче? Ялтахчĕ вĕт. Ма чармарăн пире? Ĕçсем чиперех пынă вăхăтра та итлеттереймерĕм эп сана пĕр—пĕр ĕç тума. Халь вара санпа калаçмалли те çук. Çаплах колхоз пумилкки тăван.
— Çапла, хамăрăн унчченхи перетовой колхоза аса илсе ĕçеп эп, — кăкăрне çапма хăтланать малта пынă колхозшăн тунсăхлама тытăннă Япшар. — Эп «Шуçăм» патриочĕ! Сирĕн «Çĕнĕ вăхăт», «Çĕнĕ пурнăç», «Çĕнĕ Çăлтăр» ятлисем çырлахтармарĕç мана. Ахалех ĕçлерĕмĕр. Хресчене как положенă тӳлеме пуçлăр — ырантан ик çанна тавăрап. Эп — механизатор широкого профиля, — хăй сисмесĕрех ик аллине ик еннелле сарчĕ Япшар. Яка тăхăнса çӳренĕрен мар, путлĕн урăлса курман çыннăн мĕн тумтирĕ пултăр ĕнтĕ? Ĕç пирки калас тăк, ун килĕнче çенĕк алăкĕ те виççĕмĕш çул ĕнтĕ пĕр тăпса çинче çакăнкаласа тăрать.
— Япшар пичче, лар-ха вырăнна, тархасшăн. Эп сиртен канаш та сĕнӳ кĕтетĕп, эс манран турех укçа ыйтан. Тен, камăн та пулин ĕçлĕ сĕнӳ пур? — аранах лăплан тарчĕ бригадир анлă профиллĕ механизатора.
— Мана виç сăмах калама юрать-и? — ыйтрĕ парад тумĕпех килнĕ запасри салтак.
— Ма юрамасть тет, юрать, паллах.
— Эп сирĕн колхоз членĕ мар-ха та.
— Пĕр ĕçех тăватпăр, Краснов юлташ. Пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлени кирлĕ пире. Пĕр-пĕринне вăрлани мар. Хăв шухăшна трибуна çинченех евитлеме пултаратăн. Кирлĕ канаш, ырă сĕнӳ илтме эпир нихçан та хирĕç мар.
— Колхозсене кăна мар, фермерсене те йывăр ку чухне, — майĕпен пуçларĕ Ванюшин. — Каçарăр мана, тархасшăн, унчченхи колхозсене халь мĕнлерех сăмахпа палăртмаллине пĕлсе пĕтерейместĕп. СПК-сем, ООО-сем тата темлисем те пур. Эп вара унчченхиллех колхоз тесшĕн, Колхозсем йывăр лару-тăрăва кĕрсе ӳкнĕшĕн район ертӳçисене айăплас шухăшăм çук. Вĕсем те пирĕн тарăхаççĕ ялсем куçумĕнче япăхса та пĕтсе пынишĕн. Мускав ял пирки манчĕ. Эсир телевизорпа пĕр-пĕр ял, колхоз е совхоз пирки передача курнă-и? Эпĕ те курман. Унта халь тырă ӳстерекен мар, çăкăр çĕртекен хуçаланать. Сериалсем темиçешер çулталăка тăсăлаççĕ. Хăшĕ-пĕри çав сериал текеннине пăхса пĕтереймесĕрех çут тĕнчерен каять. Хамăрăн та вăрă-хурахсем çинчен кино хыççăн кино кăларма тытăнчĕç. Хăйсене «çăлтăр» текен хĕр упраç экран çинчен çухалмасть. Тăхăнма тумтирĕсем те çук пек экран çине çарамасах тухма пуçларĕç. Йĕм вырăнне йĕм кантри вĕсен. Çавсем çине пăхса çемйи-çемйипе сурчăк çăтмалла пулса ан тухтăр тесшĕн эп. Сĕтел çинче çăкăр пултăр тесе фермер ĕçне кӳлĕнес терĕм. Чечняра контрактпа икĕ хут пулса килтĕм. Çав укçапа кăшт техника пекки туянтăмăр. Колхозсенчен ĕнтĕ. Киввине. Икĕ çул ĕçлерĕм — ăнтарни пулмарĕ-ха. Тăкаксене аран саплаштаркаларăмăр. Кивĕ техникăна запас пайсем кирлĕ. Соляркăпа бензин хакĕ вĕçĕмсĕр ӳсет. Удобренисĕр тухăç илме çук. Пирĕн хирсене ултă çул пĕр тонна тислĕк кăларман. Халь ĕнтĕ тислĕкĕ те çук. Анчах йывăрлăхсене парăнма шухăшăм çук-ха ман. Мускаври пуçлăхсем ял енне ăшă куçпа пăхма тытăнасса шанатăп. Хам енчен эп Краснов бригадира çапла каланă пулăттăм: пĕрле ĕçлемелле пирĕн, пĕр-пĕрне пулăшмалла. Манăн икĕ трактор. Çĕр нумай мар. Тракторпа пулăшма пултаратăп. Ку пулăшушăн мана укçа мар, кăшман вăрлăхĕ кирлĕ пулать. Кăшман вăрлăхне сахăр завочĕ урлă та туянма пулать-ха, анчах вăл куншăн эп кăçал ӳстерсе паракан кăшманран тытса юлать. Сахăрпа. Манăн вара малтан мала кивçене кĕрсе пыма шут çук. Ун пек çулпа каяс тăк, парăмран ĕмĕрне те тухаймастăн. Ик çул хушшинче пĕтĕмпех ăнланса çитрĕм. Фермерпа колхоз пĕр-пĕринпе ĕçлесе татăлма та май тупатпăр. Ял çыннисене анкарти сухаласа пама та пултаратăп. Çакăншăн вĕсем ман пата пырса ĕçлесе татăлма пултараççĕ. Сахал-и хресченĕн ĕç?..
Трибунăпа юнашарах ларакан Галина Филипповна çамрăк фермер сăмахĕсене ун çинчен куç илмесĕр тăнларĕ. Тахçан ашшĕн пиччĕшĕ Виталий Спиридонович каланă сăмахсем аса килчĕç. Вăл тырă акса тăвас ĕç пирки пĕлсе калаçакан, ĕçе пĕлсе тăвакан çамрăка çапларах хаклатчĕ: «Ку ачаран çăкăр шăрши кĕрет, ĕç шанса пама юрать». Валерий пирки шăпах çапларах пĕтĕмлетӳ тăвас килчĕ унăн. Калаçма та шухăшласа калаçать. Килĕшӳллĕ тумланнă. Унăн йăрăс пӳ-сине хальхи салтаксен çи-пуçĕ илемлĕрех, тата та йăрăсрах кăтартать. Мăйăх-сухал та çук. Çӳçне те вăрăм ӳстермен. Салтак йăли-йĕркинчен пуçĕпех хăтăлса та çитеймен пулас-ха хăй. Кăшт палăрмалла хĕрлĕ сăн çапнă пичĕ тап-таса ун. Пĕр хура пăнчăпа пӳрлешке те курăнмасть. Хĕрсен пичĕ пек яп-яка. Кăвак куçĕсемпе умри çынсем çине вăтанчăклăн пăха-пăха илет. Галина Филипповна шучĕпе, çынран вăтанма пĕлни чăваш хĕрĕ-каччине хăйне майлă илем те кӳрет. Йышлă çын умĕнче сăмах каланăран çапла пуль теме те пулать çакна. Ăнсăртран кĕмсĕрт тенĕ пек, фермера итлесе ларнă май Галина пуçне кĕтмен шухăш пырса çапрĕ: «Акă кама шанса памалла колхоз тилхепине. Çамрăк, вăй-хал тапса тăрать. Хресчен пурнăçĕпе ĕçне-хĕлне чухлани те сисĕнет. Икĕ çул фермер пулса ăна-кăна ăша хывни курăнсах тăрать. Пĕлĕвĕ мĕнле-ши? Тепĕр тесен, вĕренме кая юлман-ха Валерий Ванюшин. Хушамачĕ мĕнле янравлă хăйĕн! Ячĕ те хушамачĕпе килĕшуллĕ...»
Фермер хыççăн тухса калаçакансен сăмахĕсем хула майрине пит кăсăклантармарĕç. Халĕ унăн пĕтĕм шухăшĕ ял çыннисемпе ял чĕлхипе калаçнă çамрăк çинче пулчĕ. Унăн пĕр тăхтаса тăмасăрах хăйĕн шухăшне район пуçпăхне пĕлтерес килчĕ. Блокнотĕнчен таса страницине татса илчĕ те ун çине васкасах çырма тытăнчĕ, вуласа-туса тăмасăрах хут таткине Урал Батырович умнелле шутарчĕ. Лешĕ çакна çеç кĕтнĕ тейĕн, çавăнтах унта пĕртен-пĕр сăмах çырчĕ те ăна аялтан туртрĕ, каялла хăна умнĕ куçарчĕ. Пĕр сăмах вуларĕ унта Галина Филипповна: предлагайте!
Калаçакан чылай пулчĕ. Сăмахпа пурте хуçалăха çĕклессишĕн çаптараççĕ. Ĕçлĕпĕр, тăрăшăпăр теме именеççĕ-ши, хăйсене хăйсем шанмаççĕ? Ĕçрен пĕрре писнĕ халăха тепре çавна тавăрттарма йывăр çав. Ĕçлемесĕр те пурăнма май пуррине ăнланса илчĕç пулас. Унта та кунта çăкăр татăкĕ шыракан бомжсем те пурăнаççĕ. Пĕрре те ăмсанмалла пурнăç мар. Тара ӳксе ĕçлекен çын вара урăхларах пурăнать паян, унăн пурте пур: гаражра — машина, кĕсьере — телефон, банкра — укçа. Пӳртре телевизор кăна мар, компьютер та курăнма пуçларĕ. Çакна кашниех курать, пĕлет, анчах нумайăшĕ ĕç патне туртăнмасть...
Пухăва ертсе пыракан Краснов хула хăнине сăмах парсан вăл мĕн каласса чăтăмсăррăн кĕтнĕ халăх эстрада çăлтăрне чысланă пек алă çупма тытăнчĕ.
— Çупмасан та юрĕччĕ, — аллипе сулкалашрă Галина Филипповна чарăнăр тархасшăн, эп юрăç мар. Сăмах каласшăн кăна тухрăм сирĕн ума. Чыс-хисепшĕн тавах. Малалла паян хам мĕншĕн сирĕн пухăва килнин сăлтавне хыпарлам. Эп çак ялта çуралнине пĕлетĕр. Атте, Филипп Спиридонович Петров (ку сăмахсем хыççăн чылайăшĕ сылтăм енче чӳречепе тĕлме тĕл ларакан хуралçă енне çаврăна-çаврăна пăхрĕ) 30 çул тракторпа ĕçлерĕ. Паян та вăйĕ çитнĕ таран тăрăшать-ха. Анне — пенсире. Кунтах вăтам шкул пĕтертĕм, «Шуçăм» колхоз направленийĕпе ял хуçалăх институтне кайса кĕтĕм, ăна хĕрлĕ дипломпа пĕтертĕм, экономист пулса тăтăм. Колхозра тĕп бухгалтер пулса ĕçлеме тытăнтăм. Икĕ çул ĕçлене хыççăн экономиста лартрĕç. «Шуçăм» экономика тĕлĕшĕнчен вăйлă аталаннă хуçалăхчĕ. Колхозниксем ĕç укçи вăхăтра илетчĕç. Пурнăç вĕресе тăратчĕ. Тăхăр вуннăмĕш çулсен пуçламăшĕнче асар-писер самана тапранса кайрĕ. Арпашăнсах пĕтрĕмĕр. Перестройка! Демократи! тесе кăшкăрашма тытăнтăмăр. Кашни хăйĕнне çухăрать, хăй тăвас тенĕ пек тутарма тапаçланать. Колхозра, пирĕнинче кăна мар, ыттисенче те, уйрăлу чирĕ, бригади-бригадипе уйрăлса тухса уйрăм колхозсем туса хурас чир тапранчĕ. Пире те килсе çапрĕ çав чир. Чулкассен хамăр уйрăм колхозпа пурăнма тытăнтăмăр. Мана хам ĕçре ĕçлеме памарĕç, мĕншĕн тесен бухгалтер вăл нумай пĕлет. Ытла нумай пĕлекен специалистсем кирлĕ пулма пăрахрĕç, ытларах пуçлăхсем майлă çаптаракансем хисепе тухрĕç. Тек кунта ĕçлеме май пулманнипе хулана тухса кайрăм, конкурсра çĕнтерсе завод бухгалтерине ĕçе вырнаçрăм. Халĕ унта тĕп бухгалтер ĕçĕсене туса пыратăп. Экономика наукисен кандидачĕ. Пасар экономики текен япала вăл яла кăна мар, хула пурнăçне те вăйлă пырса çапрĕ. Пирĕн завод тек хула харпăрлăхĕ мар. Унăн тĕп хуçисем — лере, Мускавра, — аллипе айккинелле кăтартсах ăнлантарчĕ трибуна çинчи хĕрарăм. Завод çĕнĕрен вăй илчĕ. Унта пин çын ĕçлет. Ĕçшĕн лайăх тӳлеççĕ. Упăшка бизнес енĕпе тăрăшать. Строительство материалĕсем сутакан магазин тытатпăр.
Сăмах май каласах хăварам. Эпир таварсене тӳрех вĕсене туса кăларакан вырăнта туянатпăр. Çавăнпа хаксем те йӳнĕрех. Шиферпа цемент çеç мар, пăта таранах çапла. Сире те хамăр магазина ырă сунсах кĕтетпĕр, — терĕ те Галина Филипповна, ик аллине ик еннелле сарса, шап-шурă шăлĕсене çиçтерсе, илемлĕн кулса илчĕ. Ахăртнех ку хăйне майлă реклама та пулчĕ. Çапла, трибуна çинчен вăл тата та илемлĕрех курăнать. Шурă çеçкеллĕ кăвак пурçăн тутăрне мăйĕ тавра яваласа янă. Пысăк хура куçĕ залри çынсене малти ретрен пуçласа кайрисем таранах вĕçĕмсĕр хыпашлать. Калăн, вĕсем мĕнле ларнине, мĕнле сывланине хăй çине еплерех пăхнине курсах мĕнлерех ыйтусем канăç паманнине, мĕн асаплантарнине тавçăрса илме тăрăшать.
— Эп мĕншĕн çак трибуна умне тухнă-ха? — хăйĕнчен хăй ыйтнă пек каласа хучĕ Галина Филипповна.
— Пире курма! — çийĕнчех янрарĕ нихçан хушша-хуппа кĕмесер юлман Япшар сасси.
— Ку та тĕрĕс! — çухалса каймарĕ трибуна çинчи. — Тăван ял çыннисемпе тĕл пулса калаçмаллах манăн, вĕсен пурнăçĕпе интересленмелле. Пытармасарах калатăп: унччен чи малтан ĕç пирки шутласа, ĕç туса пурăннă ял паян мана ытла та мĕскĕннĕн курăнать. Чăнах, мĕскĕн çыннах аса илтерет вăл. Ытларах ĕçкĕ пирки шутланăн туйăнать. Килмессерен куç умĕнчен ӳсĕрсем каймаççĕ. Тепĕр чух ир-ирех ял урамне тухса уçăлса çӳрес йăла та пур ман. Хĕллехи вăхăтра тул çутăлса çитичченех ялта пĕр çутă та çук. Ниçта пĕр сасă илтĕнмест. Ĕçе васкакан çын ури айĕнче юр кăчăртатмасть. Ача чухнехисем асран каймаççĕ. Юрĕ, яла çут çанталăк газĕ çитни вăл — пин ырлăх. Унччен уяр та сивĕ каçсенче ферма, клуб тата шкул котельнăйсен мăрйисенчен тĕтĕм юпаланса хăпаратчĕ. Шăп ирпе ултă сехетре ферма енчен сасартăк хыттăн кĕрленĕ сасă илтĕнсе каятчĕ. «Куля тете ĕне сумалли агрегата хускатрĕ, ирхи сăвăм пуçланчĕ. Сехетĕре тĕрĕслĕр», — теттĕмĕр. Пире те, аслă классенче вĕренекенсене, эрнере пĕрре, Ирина Ильинична фермăна практикăна илсе каятчĕ. Эпир, хĕр ачасем, шурă халатсем тăхăнса, ĕне сума хăнăхаттăмăр. Арçын ачасем тислĕк хыратчĕç, ĕнесене силос салатса паратчĕç. Пĕтĕм витипе тутлă силос шăрши тăратчĕ. Килĕштереттĕмĕр çакна. Дояркăсемпе скотниксем эпир пынăшăн савăнатчĕç, тав тăватчĕç, ăшă сăмахсемпе ăсатса яратчĕç. Савăнăçлăччĕ эпир. Пурăнас, вĕренес, ĕçлес кăмăл та пысăкчĕ. Хальхи çамрăксем çапла ĕçленине курман. Алла сăра кĕленчи тытса урампа шавласа утнине вара пĕрре мар курнă. Мана леш, унчченхи ӳкерчĕк, килĕшет. Эп паян та хамăн унчченхи юлташсемпе çапла ĕçлесе пăхăттăм. Çук çав, иртрĕç вăл вăхăтсем. Ĕçлесе тесен ферми çук. Ялта тракторĕ-машини те, выльăхĕ-чĕрлĕхĕ те кирлĕ. Вĕсемсĕр ял-ял та мар. Унăн илемĕ те çук. Çакнашкал ыйтусем канăç памаççĕ мана çакăнта тĕнчене килнĕ, ӳснĕ çынна. Акă мĕн хистерĕ сирĕн умăра тухса калаçма. Ăнлантăн-и, Япшар тете?
— Мĕн ăнланмалла марри пур вара кунта? Канешнă ăнлантăм.
— Колхоза кам пĕтернине мансан та юрать, — малалла калаçрĕ хăна. — Малашне ăна чĕртесси пирки шутласчĕ. Çав шухăшпа килнĕ эп кунта.
— Шухăшпа шур пӳрт лартаймастăн, — хальхинче те лăпкăн лараймарĕ Япшар.
— Пĕрле шухăшланă, канашланă хыççăн, паçăр ху каланă пек, çанă тавăрсах ĕçе тытăнма та юрать, Япшар пичче.
— Ĕçшĕн тӳлесен тытăнатпăр. «Шуçăмра» ман пек трактористсем акара кăна вуншар пин таран ĕçлесе илеççĕ. Кĕрхи ака вăхăтĕнче те çапла. Пирĕн светшăн тӳлеме те укçа çук.
— Эсĕ, Япшар, укçине парас пулсан та светшăн кайса тӳлеместĕн, кивçене кĕрсе илнĕ сăмакуншăн кайса тӳлен. Юлнипе тепĕр кĕленче чиксех каян, — хăйне те чĕпĕтсе илчĕ бригадир.
— Эп сăмаха вĕçлейменччĕ, каласа пĕтерме парăр-ха, тархасшăн, — зал çине тинкерчĕ хăна.
Тинех чи кирлине каласса туйса пулас, çынсем кĕрлесе ларакан телевизор кнопкине пуснă пекех шăп пулчĕс.
— Паçăр Урал Батырович чĕрене витермелле каласа хучĕ, унчченхи председатель палăкĕ умĕнчен иртме намăс мана терĕ. Ăна намăс пулсан пире мĕнле-ши? Эп сирĕншĕн калаймăп, хамшăн калатăп: намăс! Питĕ намăс мана. Вăл ман аттен тăван пиччĕшĕ, ялшăн ĕмĕр тăршшĕ чунне парса ĕçленĕ çын. Ун ĕçне халăх çавăнпа палăк лартса чысларĕ. Института кайма та мана направлени вăл пачĕ, колхоз шутĕнчен стипенди тулесе тăчĕ. «Ан ман, Галя, кайран ĕçлесе татăн!» — терĕ.
— Не отходя от кассы тенĕ пек-и?
— Çапла килсе тухать, парăма веçех татаймарăм, ĕçлеме памарĕç. Хампарăм пирки манман эп. Мăшăрăмпа та канашланă. Кăçал сире çур аки ирттерме пулăшас шут пур. Костя Красновпа тата сирĕн бухгалтерпа ларсах шутларăмăр. Эп сире çурхи ĕçсене ирттермешкĕн солярка, 300 центнер тулă тата 200 гектарлăх сахăр кăшман вăрлăхĕ туянма укçа парса пулăшатăп. Тен, калчасене апатлантарма им-çам туянмалăх та уйăрма май тупăп. Спонсор пулса мар, нимĕнле процентсăр-мĕнсĕр кивçен парса пулăшасшăн. Ыттине хăвăр пĕлетĕр. Мĕн-мĕн тата мĕн чухлĕшер акасси пирки пĕрле чухне калаçсан аванрахчĕ. Мĕнле культура тупăшлăрах пулнине хăвăр пĕлме тивĕçлĕ.
— Ял-ялĕнче ытларах кăшманпа хĕвел çаврăнăш акаççĕ, — илтĕнчĕ хĕрарăм сасси. — Пайти пур ун. Кун пирки председательпе агроном шутлаччăр.
— Ăçта вĕсем, председательпе агроном? — ура çине тăрсах калаçма пуçларĕ хуралçă. — Хуçа çынни вăл, пирĕн техника мĕнлерех-ха тесе, мехпарка пыра-пыра кайĕччĕ. Ыран-паян акана тухмалла, пирĕн хуçасен паркра ура йĕрри те çук. Пĕри больницăран тухаймасть. Кирлĕ хутсене те унта çитсе алă пустараççĕ. Агроном текенни, мана хĕллехи уйăхсемшĕн пурпĕр тӳлемеççĕ тесе, ялтан-яла тăванĕсем патне хăнана çӳрет. Хуçасăр кĕтӳ эпир. Ак Краснов çитсе курчĕ çак кунсенче парка.
— Çĕнĕ хуçа суйлас!
Тапранса кайрĕ вара председатель тавра калаçу! Мĕн кăна каласа хăртмарĕç-ши ăна? Отчетлă пухурах кăларса çапасшăн пулнă иккен. Лешĕн ĕç вырăнне пушатас килмен, малашне шăл çыртса ĕçе кӳлĕнме сăмах панă. Ĕçрен кăларса çапасран сехерленнипе чирлесе ӳкнĕ-мĕн. Çавăнтанпах больницăра выртат. Хăçан сывалса тухасси те паллă мар.
— Давайăр тепре улăштарса пăхар председателе, — çине тăчĕç ыйтăва хускатнисем. — Çур акине çĕнĕ хуçапа ирттерер. Манас мар: ĕç-пуç майлашăнса каясси тыр-пула мĕнлерех акса хăварнинчен килет.
— Кама лартма пулать председателе? Ну, кама?
Ял администрацийĕн пуçлăхĕ Эрхип Архипович майĕпен ура çине тăчĕ.
— Ялта çук ун пек кандидатура. Çав вăхăтрах пур та. Çамрăк. Вăй питти. Ял хуçалăх институчĕ пĕтернĕ...
— Кам? Кам?
— Хамăр умрах ларакан Галина Филипповнăна сĕнесшĕн эп.
— Ма хăвăн хĕре сĕнместĕн? Санăн та пур институт пĕтернĕ хĕрӳ! — тем хушса сиксе тăчĕ Хĕлип хуралçă.
— Манăн тухтăра вĕреннĕ. Ăçта курнă эс халиччен пĕр-пĕр тухтăра бригадира е прседателе суйласа лартнине? Администраци пуçлăхĕсем хушшинче те çук ун пекки.
— Сирĕн вăл алкашсене сиплекенни мар-и-ха, Эрхип Архипович?
— Çапла, нарколог текенни.
— Пире шăпах çавăн пекки кирлĕ те. Колхоза та тытса пырать, ĕçкĕçсене те сыватать.
— Пирĕн Япшаров иккĕ те сипленчĕ ĕнтĕ ун патĕнче, — ăна та сăмах хушма меллĕ самант килсе тухнăшăн хĕпĕртерĕ Чапай Петĕрĕ. — Малтан çулталăк еннех тытмарĕ курка-черкке. Иккĕмĕш хутĕнче виç уйăх та чăтаймарĕ — каллех шумел камыш пуçланчĕ. Ак эп тытап хама пĕр леченисĕр-мĕнсĕр. Вунă кун та пулать тутанманни. Вичук пăрахрĕ вĕт çапла. Пилĕк çул ĕçмест. Ĕçме те шутламасть. Туртма та пăрахрĕ.
— Чимĕр-ха, юлташсем, эпир каллех калаçакан çын сăмахне пӳлтĕмĕр. Темле йăла вăл пирĕн: кирек мĕн çинчен калаçнă чухне те ĕçкĕ çине кĕретпĕр те каятпăр, — тек чăтса тăраймарĕ пуху пуçлăхĕ.
Клубри халăх кунта ырă тĕллевпе килнĕ çын умĕнче аван мар пулнине ăнланса илчĕ пулас, самантрах çăвара шыв сыпнă пек пулчĕ.
— Манăн хамăн юратнă тата лайăх пĕлекен ĕç пур, — нимĕн пулман пек лăпкăн калаçрĕ Галина Филипповна. — Тĕрĕс ăнланăр: эп сире пулăшу сĕнни — колхоз тилхепине хам алла çавăрса илесшĕн пулни мар. «Кубанские казаки» фильмри вăхăтсем тахçанах иртнĕ. Чулкасра колхоза ертсе пырма пултаракан çын çуккипе килĕшес килмест ман. Пур ун пек çын! Пур!
— Кам? Кам? — темиçен харăс янратрĕç пĕр ыйтăвах.
— Эп сирĕн коллектив членĕ мар. Çавăнпа та ман кандидатурăсем сĕнме ирĕк çук пуль тетĕп.
— Эс камне кăна кала!
— Хăвăр умăрта тухса калаçнă Ванюшин пирки калатăп, — терĕ те хула хăни, трибуна патĕнчен пăрăнса хăй вырăнне ларчĕ. «Ыттине хăвăр пĕлĕр» тени пулчĕ ĕнтĕ ку.
Çынсене шухăшлама, пĕр-пĕринпе канашлама май пултăр тесе-ши, Краснов вунă минутлăха тăхтав пачĕ. Çынсем, чăнах та, фойерисем те, клуб умне пирус туртма тухнисем те, аллисемпе сулкалашсах калаçма тытăнчĕç. Халăх хушшинче майĕпен уткаласа çӳрекен Галина Филипповна çынсем мĕн пирки калаçнине татăкăн-кĕсĕкĕн пулсан та хăлхине чикме тăрăшрĕ. Çапла çав, калаçма сăлтав кăна тупса пар! Кайрĕ вара. Шалтисем те, тултисем те Ванюшин пирки ырласа калаçаççĕ. Шала кĕрсе ларсан вара пуху çĕнĕ вăйпа шавлама тытăнчĕ. Сăлтавĕ пур иккен. Чирлĕ председатель арăмĕ президиум сĕтелĕ çине пĕр кĕтмен çĕртен хут пырса хучĕ. Ăна чи малтан Урал Батырович вуласа пăхрĕ те Галина Филипповна умне куçарчĕ. Юлашкинчен çав хут пуху ертӳçин аллине лекрĕ.
— Халăха вуласа кăтарт-ха, — хушрĕ Урал Батырович.
Лешĕ кĕттермерĕ. «Çĕнĕ Çăлтăр» СПК членĕсен пĕрлехи пухăвне хутшăннисене. Колхоз председателĕнчен Иван Маркелович Аптрамановран. Заявлени. Чир шала кайнă пирки по собственному желанию председательтен хăтарма ыйтатăп». Алă пуснă, паянхи числона лартнă.
— Хăтаратпăр-и? — ыйтрĕ ертӳçĕ.
— Хăтармалла! — шавларĕ пуху. — Кăларатпăр та çĕннине суйлатпăр! Кандидатура пирки те сас-хура пулчĕ-ха кунта.
— Хăй мĕн тет-ха? — уççăн янрарĕ хĕрарăм сасси Ларина Татьяна пулчĕ иккен. Администрацири ĕçсен управляющийĕ. Вăл Ванюшина хăй çине пăхтарасшăн пулнийĕ çамрăксем пĕлеççĕ-ха. Тем тума та хатĕр уншăн. Фермер хуçалăхне йĕркелесе яма та чылай пулăшрĕ, сахал мар хут çырчĕ. Çулла кăшман калчисене сайралатма икĕ кун пынăччĕ. Фермер парăмра юлмарĕ ĕçленĕшĕн сахăрпа татăлчĕ. Паян та сас пачĕ Таня. Халь ун шухăшĕ уçăмлах мар-ха: те фермертах хăварасшăн Валерие, те председателе ларттарасшăн?
Валерий халăха кĕттерсе тăмарĕ, ура çине тăрсах пурте илтмелле евитлерĕ.
— Галина Филипповна каланă пек, манăн та паян кун хама килĕшекен ĕçĕм пур. Эп фермер пулнине пĕлетĕр. Иртнĕ çул самаях ăнтартăмăр эпир. Ăнтарни мĕнĕ — тунă тăкаксене пĕтĕмпех саплаштартăмăр. Сахăр вара чей ĕçмелĕх мар хамăра валли те юлчĕ. Çăкăрлăх та тырă пур пăртак. Çĕр сахал пирĕн пулсан тупăшĕ пирки те калаçма пулĕччĕ. Халăхĕ те пирĕн ни колхозра ĕçлесшĕн мар, ни фермера куçасшăн мар.
— Председателе кĕрсен санăн икĕ пин гектар еннех çĕр пулать, — кандидатурине хӳтĕлесе чи малтан сăмах хушрĕ Япшаров. — Эп сана тытăнса пăх тесе каламастăп, тытăн, ĕçле тетĕп. Тытăнса пăхаканнисем пулчĕç, ĕçлекенни кăна пулмарĕ. Хамăрăн пысăк колхоз чухнехи председатель Виталий Спиридонович каларăшле, санран пăртак çăкăр шăрши кĕрет. Килĕш, Валерий. боевиксенчен хăраманнине ĕçрен хăраса ан тăр!
— Ĕçрен эп нихçан та хăраман. Ĕçпе ĕçĕн уйрăмлăхĕ пур. Хăвăр пĕлетĕр, манан пĕлӳ сахалрах. Эпĕ те, Япшаров пекех, 82-мĕш номерлĕ СПТУ анчах пĕтернĕ.
— Зату опыт пур!
— Мĕн опычĕ-качки ĕнтĕ? Тракторпа ĕçленĕ. Танк çӳретнĕ — çавă çеç.
— Çавăн пекки кирлĕ те пире. Атту илсе килсе лартрĕç кунта пĕрре банкра укçа шутласа пенсие тухнă банкира. Укçа шутлассисĕр пуçне мĕн пĕлет. Лайăх шутларĕ пирĕн укçасене. Вăл таçти банксенчен кредит илнĕ укçана халь те тӳлесе пĕтерейместпĕр. Шутларĕ-шутларĕ те, пĕтĕрсе чиксе тухса та тарчĕ.
— ... Милици ярса тытрĕ те хупса та лартрĕ, — Япшарова пӳлсех сăвăлла-мĕнле хушса хучĕ Урал Батырович. — Подумай Валерий. Пĕлӳ çителĕксĕр пулсан вĕренме кая юлман-ха эс. Çамрăк. Ĕçленĕ хушăрах аслă шкул пĕтерекенсем сахал мар. Тепĕр тесен, диплом хăй тĕллĕн нимĕн те тумасть. Ĕçлемелле!
Тĕрĕссипе, Ванюшинăн тытăнса пăхас шут та çук мар. Анчах Япшаров мĕн терĕ-ха? «Тытăнса пăхмалла мар, ĕçлемелле» терĕ мар-и? Пухăва хирĕçлеме тепĕр сăлтав пур унăн.
— Юлташсем, калаçса вăхăт ирттерсе ларас мар, — терĕ вăл капла та ятулă çи-пуçне турткаласа. — Эп паян кун СПК членĕ те мар. Эппин, председатель пулма ирĕкĕм те çук пуль тетĕп.
— Ютран килнисем кунта членра тăнă тетĕн-им? — Валерие куçаранах керчĕ председатель ĕçĕсене хăйĕн ĕнси çинчен тахçанах илсе ывăтасшăн çунакан бригадир. — Халех алă йăттаратăп та члена йышăнтаратăп сана...
Çапла турĕç те. Колхозăн çĕнĕ ертӳçи Валерий Ванюшин пулса тăчĕ. Клуб пуçлăхĕн Валентин Николаевăн та халăха хăйĕн ĕçне кăтартас килет. Çакна вăл малтанах палăртса хунă курăнать. Унсăрăн Эрхип Архиповичпа Ларина Татьяна ĕç укçи ведомоçĕ çине алă пустармассерен хăйсенчен нумайрах сăптăрса илни çинчен астутарсах тăраççĕ. Çавăнпа та пуху хупăннă-хупăнман сцена çине баянне йăтса та тухрĕ. Çынсем вырăнĕсенчен тăрса та ĕлкĕреймерĕç. Тепĕр колхоза çитме васкакан Урал Батырович та, сцена çинчен анса, ыттисемпе пĕрле малти ретре вырăн йышăнчĕ. Унăн çĕнĕ председательпе калаçмалли те çук мар-ха. Пăрахса тухса кайма та аван мар. Чăваш юрри-ташшине итлеме-курма та юратать çамрăкрах чухне виçĕ çул чăваш ялĕнче председатель пулнă пушкăрт. Çак хушăра Валентин купăсне тăсса ячĕ те Басковăнне аса илтерекен сассипе шăрантарма та тытăнчĕ:
Пĕлĕчĕсем шăваç чарăнмасăр,
Ăшă çумăр килсе çăвинччĕ.
Шыв пек юхса иртет çамрăк ĕмĕр,
Çапла иртсе кайĕ теменччĕ...
Хăй тĕллĕн вĕреннĕ сăвăç, композитор тата юрăç çак юрра халăх умĕнче пуçласа юрлать. Премьера тет вăл ăна. Те хулари эстрада юрăçисенчен курса, ялтисем те ку чухне пĕтĕмпех хăйсем тума тăрăшаççĕ. Валентин та вĕсен шутнех кĕрет. Малтан пуçĕнче пулас юрă сăмахĕсем кĕшĕлтетме тытăнаççĕ. Çавсенчен юрра кĕме тивĕçлисене суйласа илет те хăй тĕллĕн ĕнĕрлесе çӳреме пуçлать. Пĕр çаврăм сăвăпа кĕвĕ майлашăнса çитсен вара купăсне тытать. Вăл халĕ халăх умĕнче пĕрремĕш хут янратнă юрă та çаплах çуралчĕ. Хăй шучĕпе, пурнăç, тăванлăх юрри пулчĕ вăл. Юрлама та васкамасăр, тăстарса, тăванлăха па-лăртакан ăшă туйăмпа юрламалла иккен. Шăпах çапла шăрантарать вăл ăна паян:
Ачамăрсем ӳсеç ик куç тулли,
Ывăл та пур пирĕн, хĕр те пур.
Кĕрекери вырăн сире валли,
Килсе кур-ха, тăван, килсе кур.
Итлекенсем çĕнĕ юрра вăрахчен алă çупса йышăнчĕç. Çĕнни татах пулчĕ паянхи концертра.
— Чулкасра пултаруллă çынсем çук тенине паян эсир хăвăр хăлхăрпа илтрĕр, — чăваш хĕрĕсен çи-пуçĕпе çиçсе те ялкăшса тухрĕ сцена çине концерта ертсе пыракан пике. — Манăн çакăнпа пĕрре те килĕшес килмест. Пур Чулкасра пултаруллă çамрăксем. Эпĕ халĕ сцена çине тухма чĕнекен çамрăк, вун пĕрмĕш класра вĕренекен Елена Елюкова — вĕсенчен пĕри. Вăл сире хăйĕн çĕнĕ сăввине каласа парĕ.
Сцена çине аллисемпе кăшт авăсса илсенех сывлăша çĕкленсе каяс акăш пек шурă хĕр вĕттĕн-вĕттĕн пусса тухрĕ. Халăх çывăхнерех пырсан тăпах чарăнчĕ, тӳрленсе тăчĕ, сенкер куçĕмпе умри çынсем çине ăшшăн пăхрĕ, анчах унта никама та курман пек сăнне ним чухлĕ те улăштармарĕ, кăкăрĕ палăрмаллах тарăннăн сывласа илчĕ те, сăвă сăмахĕсене алă хусканăвĕпе вăй пама тăрăшса, янравлă сассиле сăвă калама тытăнчĕ:
Чулкасри çуркунне
Чăтаймарĕ ăшша тек шур юр.
Çухалмашкăн тивет ăна та.
Йăтăнать çеç пăтранчăк шыв-шур
Шавласа, кĕрлесе аната.
Таврари уй-хирсем улача.
Час пĕркенĕç çи-пуç çĕннине.
Тапса тухрĕ ем-ешĕл калча
Ту питне те мăн çул хĕррине.
Сар хĕвел хĕрхенмест ăшшине.
Акана, тăвансем, акана!
Ав, тăри шăратать юррине,
Ун юрри те çĕре акăнать.
Çĕр тăрантнă пире ĕмĕрсем.
Вăй хурар та кĕтер ыррине.
Тулăх пулĕç ун чух çак хирсем,
Тырă пур тăк, пулать юрри те.
Юлашки сăмах хыççăн сăвăç, пăнчă лартнă пек, сылтăм аллипе сулса илчĕ ун пултарулăхне алă çупсах пахалакан халăха сăпайлăн пуç тайрĕ, шыв юхăм пек уттипе чаршав хыçне кайса çухалчĕ. Вăл куçран çухалсан тин тăна кĕнĕ пек пулчĕ Галина Филипповна. Акă епле пулса кайнă ун хĕ... Хĕрĕ мар-ха, Елена! Елюкова! «Урал юрри» хаçатра ун сăввисене вулакаланă. Хăй вулăнине пуçласа илтрĕ. Сăввине итлесе тăранмалла мар. Хăйне те пăхса ытарма çук. Нихçанхинчен хытă пăлханса ӳкрĕ çамрăк хĕрарăм. Хăй те ăнланаймарĕ-ха: те савăнса пăлханать вăл, те хурланнипе. Иккĕш те пĕрле хускатмарĕç-ши кăкăртан тухса тарасла тапакан чĕрине? Концерт вĕçленнĕ хыççăн унта хутшăннисем пурте сцена çине тухсан кăмăлĕ ик çунат ӳссе ларнă пек çĕкленне Галина Филипповна артистсем патне утса мар, вĕçсе тенĕ пек хăпарчĕ, тӳрех чун-чĕрине хускатнă сăвăçа ик аллипе ыталаса илчĕ.
— Маттур, хĕрĕм, маттур, ~ чĕвĕлтетрĕ çурăмĕнчен лăпкаса та пуçĕнчен шăлса! — Çапла, манăн хĕрĕм эсĕ, пирĕн хĕр, ял-йыш хĕрĕ, Чулкас хĕрĕ! Поэт сăвăшăн гонорар тӳленине илтнĕ-ха. Ку гонорарĕ манран пултăр, аллинчи укçана сăвăçа тыттарчĕ вăл. — Ял-йышăмсем, тăвансем, тĕлĕнмелле пултаруллă, ăслă-тăнлă çамрăксем ӳсеççĕ пирĕн ялта, тăван Чулкасра. Ялăмăр малашлăхсар мар. Пире ĕçре ура хуракан, такăнтарма хăтланакан нимĕнле тăшман та çук. Юлашки вăхăтра эпир хамăршăн хамăр тăшмана çаврăннă. Çакă пĕттĕрччĕ малашне. Унчченхи пекех килĕштерсе пурăнар, килĕштерсе ĕçлер. Кăнтăр кунĕнчех хапха тĕкĕлесе, алăка питĕрсе ларасси пĕттĕрччĕ. Эпир ача чухне пирĕн атте-аннесем çĕрле те çурт алăкне çаклатмасăр çывăрнă. Никам та çаратман. Кăçалхи çуркуннерен çĕнĕлле пурăнма, çĕнĕлле ĕçлеме тытăнар-ха, — калассине йăлтах каларăм тенĕн Галина Филипповна халăха пуç тайрĕ те хăйĕнчен хăварасшăн пулман Елюковăпа пĕрлех сцена хыçнелле кĕрсе кайрĕ.
3
Çĕнĕ шăпăр çĕнĕлле шăлать тени пур чухне те килсе пĕтмест иккен. Çĕнĕ ертӳçĕ, унчченхи пек, чи малтан хуçалăх ятне улăштарасси пирки чупкаламарĕ. Хуçалăхăн парăмĕсем çук тесе калаймăн. Пур. Сахалах мар. Электричествăшăн виçĕ уйăх тӳлемен. Пенси фончĕ умĕнче те парăм пухăнма пуçланă. Çакнашкал тата ытти тĕрлĕ парăмсенчен хăтăлассишĕнех председательсем ĕçе колхоз ятне улăштарнинчен, çĕнĕ пичетпе штамп тутарнинчен, çĕнĕ счет уçнинчен пуçланă пулсан, Ванюшин пурне те унчченхиллех хăварчĕ. Кун пирки халăха кĕскен ăнлантарса пачĕ: «Вăхăтра татăлса пыманшăн хамăрах айăплă. Манăн тĕллев: парăмсене парса татмалла та тек кивçене кĕмелле мар. Йĕркеллĕ хуçалăхăн кирек хăçан та пăртак запас пулмалла. Кивçене кĕрсе пурăнни — пурнăç мар».
Галина Филипповна халăх умĕнче панă сăмахне тытрĕ. Чулкассем çурхи акана ăнăçлах ирттерчĕç. Кĕлетри акма тесе хывнă вăрлăха сутма тиврĕ. Райхаçатри пĕлтерӳ тăрăх кӳршĕ ялсенчен киле-киле туянчĕç. «Чĕрĕ» укçапа илекен сахал пулчĕ, ытларах выльăхпа, çамрăк пăрусемпе улăштарчĕç. Çапла вара тĕрлĕ виçеллĕ хĕрĕхе яхăн пăру туянма май килчĕ. Халĕ ял çыннисен кулленхи калаçăвĕнче «пăру ферми» сăмах çаврăнăшĕ час-часах илтĕнме пуçларĕ. Чулкасри кăçалхи çуркунне тепĕр çĕнĕлĕхпе те асра юлчĕ: пĕрремĕш хут акаçăсене вĕри апат пулмарĕ. Кун пирки механизаторсем хăйсем хушшинче калаçса килĕшĕ иккен: «Апат килтен илсе çӳретпĕр, хамăра тивекен ĕç укçине тăкакламастпăр», — тенĕ. Ĕçшĕн вара акмаллине пĕтĕмпех акса пĕтерсен тӳлерĕç. «Шуçăм» тракторисчĕсем акара вуншар пин ĕçлесе илеççĕ теме юратакан Япшаров та пилĕк пине яхăн илнĕ терĕç. Ку вăл — çур уйăхра. Чăнах, ик çанă тавăрсах тытăннă пулать ĕçе анлă профиллĕ Семен Япшаров механизатор.
Пуху кунĕ пулса иртнĕ тепĕр ĕç те Чулкассене самаях шухăшлаттарчĕ. Тахçанхи председатель, Социализмла Ĕç Геройĕ Виталий Спиридонович Петров хăй Ленинпа пĕр кун çуралнине пытарса тăмастчĕ, çакăнпа кăшт мухтанас йăли те пурччĕ. Анчах ака-суха вăхăтĕнче нихçан та менелник туман. «Хам çуралнă куна эп колхозра çур аки вĕçленнĕ куна куçарма йышăнса хунă» тетчĕ кăшт шӳтлерех. Юлашки гектара акса пĕтернĕ тĕле хăй укçипе пĕр четвĕрт лавкка эрехĕ, пуçламан ыраш çăкăрĕпе шăрттан чикнĕ сумкăпа мехпарка пыратчĕ, унта пуррисене кашнинех хăй аллипе черкке сĕнетчĕ, шăрттан татăкĕ тыттаратчĕ. Сăмахĕ те çулленех пĕрреччĕ унăн: «Халиччен çăкăрлă пултăмăр, кăçал та çăкăрлă пулар», — тесе пурне те алă тытса тухатчĕ, ĕçшĕн тав тăватчĕ. Кăçал та ăна пухура темиçе те аса илчĕç. Кайран пухуран саланакан халăх никам чĕнмесĕр-тумасăрах ун палăкĕ умне пухăнма пуçларĕ. Тахăшĕ аса илнех иккен çак кунсенче унăн юбилейĕ пулнине. Палăк умне чĕрĕ чечексем те хунă. Галина Филипповна çакна палăк умне çитсен тин аса илнĕшĕн хăйне хăй ӳпкелесе илчĕ. Шкулта ĕçлекенсен ырă пуçарăвĕ пуль ку тенипе килĕшмех тиврĕ унăн. Вĕсене тав турĕ. Хăйне хăй тенĕ пек тепĕр пуху-митинг пулса иртрĕ палăк умĕнче. Çынсем ылтăн çăлтăрлă председателе аса илнипе пĕрлех ял çыннисен çав çулсенчи ĕçĕ-хĕлĕ, гектартан 50-шар центнер таран тĕш тырă çапса илни çинчен хавхалансах калаçрĕç. Çук, Чулкассем ĕç çине алă сулнă, ĕçпе чап илнисене манăçа кăларнă тесе калаймăн. Пĕлеççĕ, аса та илеççĕ. Кулленхи пурнăçра ĕç малашне те хăйĕн пĕлтерĕшне çухатмасса шанаççĕ. Ĕçлем текен çыншăн вара ĕç тени тупăнсах тăрать. Сахăр кăшманĕ 100 гектар йышăнмалла терĕç-ха. Çак техникăлла культурăна халĕ хăш-пĕр хуçалăхсенче алă вăйĕсĕр çитĕнтерме тăрăшаççĕ, чикĕ тулашĕнчен кӳрсе килнĕ вăрлăха ют патшалăхсенче туса хатĕрленĕ ятарлă сеялкăсемпех акаççĕ, çум курăксене хими вучĕпе унтарса тăраççĕ. Çаксене тума вара укçа-тенкĕ сахал мар каять. Кун пек тума кашни колхозах пултараймасть. Эппин алă вăйĕсĕр те май килмест-ха. Ванюшин председатель колхозра хĕрарăмсене валли ĕç пултăр тесе тăрăшрĕ. Ара, кăшман çитĕнтерме каякан укçа-тенкĕ ял халăхĕн аллине кĕни япăх-им? Ĕçĕ те, укçи те пулать. Тухăçа та колхоз вăйĕпех пухса илесшĕн çĕнĕ председатель. Çапла, ютран кӳртернĕ комбайнсем тутлă тымарсене туххăм пуçтарса параççĕ. Веçех памаççĕ çав. Пăхса ӳстернĕ кăшманăн пысăк пайне кăшман йышăнакан пунктра колхоз çине мар, хăйсен ячĕпе çыртараççĕ. Эппин сахăрне те машини-машинипех хăйсем илеççĕ. Кăшман ăстисем тăрăшни харама кайни куç кĕрет. Пĕр михĕ сахăра та айккинелле ярас килмест вĕсен. Шкул хăй тутлă тымарсене пилĕк гектар çинче çитĕнтерет. Кантур çынисемпе бюджет укçи-тенкине илсе тăракансем те уйрăм лаптăксем илнĕ. Тинрех пенсие тухнисем те темиçешер йĕр пулин те йышăннă. Сахăр халь «чĕрĕ» укçа вырăнĕнче çӳрет. Ăна валютăпа та танлаштараççĕ. Халăх та ĕçлесшĕн...
Çу уйăхĕн вĕçĕнчи канмалли кун Галина Филипповна мăшăрĕпех Чулкаса çитрĕ. Мунча валли Тольăпа кӳлĕренех шыв кӳнĕ хыççăн хăй пĕчченех уйне çитсе килме пулчĕ. Ашшĕ хĕрне кăçал кăшмана Çăллă вар леш енчи уя акни, паян шăпах калчасене сайралатма тытăнни çинчен пĕлтерчĕ.
Çу уйăхĕн вĕçĕ — ялта чи илемлĕ вăхăт. Уйрăмах укăлча тулашĕнче куç умне туллин тухса тăрать çак илем. Пĕтĕм тавралăх ем-ешĕл тум витĕннĕ. Тулă пусси хир çулĕн ик енĕпе ял вĕçĕнчен пуçласа Çăллă вар таранах тăсăлать иккен. Ниçта пĕр çум курăк асăрхамарĕ хула хĕрĕ. Тухса ĕлкĕреймен-ши е паха вăрлăх акнипе çапла-ши? Юлашки тĕрĕс пулнине пĕлмест мар ял хуçалăхĕ енĕпе аслă пĕлӳ илнĕ хула хĕрĕ. Вăрлăх таса — калча та таса. Патвар та вăл. Паха вăрлăх туянса пани хăй çимĕçне паратех эппин. Кăшман уйĕ ăçтарах вырнаçнине çак вăхăтра никамран ыйтмасăрах тупма пулать. Унта кăткă пек халăх хĕвĕшнине аякранах асăрхарĕ Галина Филипповна. Малтанах ун Чулкасра çакăн пек йышлă çын пурăннине ĕненес те килмерĕ. Çапла, кăшман уйĕнче паян ял çыннисем çеç мар, вĕсен хуласенчен килнĕ тăванĕсем те нумаййăн ĕçлеççĕ. Никам та çырман та йышăнман саккун тăрăх пулса пырать ку. Ялти тăванĕсене пулăшма килекенсем пулнă та, пурта. Канмалли кунсенче яланах çапла. Халăх йышĕ тăрук ӳссе каять. Хĕлле сисĕнмест çакă. Ун чухне ял çиннисен шучĕ чакать тени вырăнлăрах пуль. Ма тесен печчен пурăнакан ватăсенчен пĕри хулари тăванĕсем патĕнче хĕл каçать.
Галина Филипповнăн чи малтан шкул ачисем ĕçлекен лаптăка çитсе курас килчĕ. Шкул çулĕсенче хăй те кăшман уйĕнче сахал мар тарланă вăл, çавăнпа та вĕсем ăçтарах пулнине палăртасси те йывăр пулмарĕ. Авă, вăрман тăрăхĕпе юнашар пĕр-пĕринчен юлмасăр тата иртсе те каймасăр пĕр тикĕс ĕçлесе пыраççĕ вĕсем. Иномаркăна курсанах шкул ачисем те хăйсем патне кам килнине çийĕнчех тавçăрса илчĕç пулас, ĕçлеме чарăнсах пурте ун еннелле пăхаççĕ. Хăна машинине йывăç сулхăнне вырнаçтарчĕ те хыçалти ларкăч çинчен самаях курупка кăларса лартрĕ, ачасене хăй патне килме паллă пачĕ. Кĕшĕл! чупса çитрĕç тĕрлĕ тĕслĕ трико та футболка тăхăннă вĕренекенсем. Шавлă кайăк карти анса ларчĕ тейĕн çав вăрман хĕррине! Пĕлет хăна уйра ĕçлекен ачасене çак вăхăтра мĕн кирлине. Çавăнпа та çула май ял варринчи лавккана кĕрсе çак кученеçе туянмасăр тӳсеймерĕ вăл.
— Килĕр ман пата! — темшĕн аллине çупанçи турĕ хăна, — ирĕлсе кайиччен çак кучченеçпе хăналанăр! — савăнсах вĕренекенсене мороженăй салатса пама тытăнчĕ вăл, — пăртак канса та илĕр. Катмакпа пуç çĕклемесĕр чакаласси ĕсленине лайăх пĕлетĕп. Сирĕн пек чухне хам та сахал мар тарланă çак уйра: çумланă, сайралатнă, купаланă, кĕркунне кăшманне те тасатнă, — пĕрне те тепĕрне сăмахпа та, кучченеçпе хăналать «Мерседес» хуçи. Тем хушăра ачасемшĕн çывăхран та çывăх çын, çывăх юлташ пулса тăчĕ çак çамрăк хĕрарăм. Хăй такама шыранă пек, такама палласа илесшĕн пулнă пек, хĕр ачасем çинчен куç илмест Юлашкинчен тек чăтаймарĕ:
— Тем, Елюковăна курмастăп-ха сирĕн хушăра.
— Вун пĕрмĕшсем кăшмана çӳремеççĕ. Вĕсем экзаменсем тытаççĕ, — пĕр-пĕрне пӳлсех хуравларĕç тутлă çимĕçе ĕмекен, çуллакан, çиекен, чăмлакан ачасем. «Ара, хамăр вĕреннĕ чухне те çаплахчĕ-çке!» — тин аса илчĕ Галина.
— Кучченеç пурне те çитрĕ-и? — пĕлесшĕн пулчĕ вăл. — Хама валли те юлнă иккен-ха, терĕ те машина çумне таянсах пылак çимĕçе ачасенчен кая мар киленĕçпе çиме тытăнчĕ...
— Ачасем, ывăнмасăр ĕçлĕр! Кăшманĕ шултра пултăр. Сахăр пулсан малашне те мороженăй çийĕпĕр-ха, — терĕ пĕр кĕтмен çĕртен пурне те савăнтарнă хĕрарăм, машина ăшне вырнаçса. Пылак çимĕçпе сăйланă ырă çынна ачасем паянхи çанталăк пекех ăшă кулăпа ăсатрĕç.
Вар урлă каçиччен Галина машинине чарсах кăшман уйĕ çине тепре пăхса илчĕ. Çак 100 гектарлă лаптăк ăна халь кăткă тĕмине, шутсăр пысăк кăткă тĕмине аса илтерчĕ: пĕр хĕрринчен тепĕр хĕрне, пĕр вĕçĕнчен тепĕр вĕçне çити çын хĕвĕшет. Урайне пĕр тикĕс сапаласа янă пăрçа тейĕн: куçать, утать, чупать, йăшăлтатать. Ĕçлет эппин ял халăхĕ, пурăнать эппин Чулкас. Çак чĕрĕ ӳкерчĕк хĕрарăм ăшенче таçта шалта ăшă-ăшă туйăм, чĕринче çутă-çутă ĕмĕтпе шанчăк çуратрĕ. Çав вăхăтрах хăй кăна пĕлекен, чухлакан тунсăх туйăмĕ те хăй çинчен систерчĕ. Халех Елена Елюковăна курас, ăна хăй çумне пăчăртаса ачашлас, икĕ аллинчен тытса хĕр ачан тĕпсĕр кăвак куçĕн тарăнăшне путас килчĕ. Кăшман уйне çак тĕллевпех çитнĕччĕ вăл. Кĕтнĕ тĕл пулу пулса иртеймерĕ кунта. Ялти пухуран вара та курман ăна. Шутсăр курас килсен те. Каламалли пур. Ăс парса вĕрентес килни те хистет курнăçма. Йăнăш утăм тăвасран асăрхаттарас килет. Хăй шăпах ун ӳсĕмĕнче йăнăшрĕ мар-и? Халĕ çакăншăн, çав йăнăшшăн, те тарăхмалла, те савăнмалла — хĕрарăм хăй те пĕлсе çитереймест. Чылай çулсем иртнĕ, пурнăç чиперех майлашăнса кайнă хыççăн нимĕн тарăхмалли те çук пек. Пурпĕрех асăрхаттарас килет ун Еленăна.
Тырă пуссинчи тусанлă çулпа кашни шăтăк-путăка шутласа чупать ял еннелле таçти çĕршывра туса кăларнă машина. Хыççăн çĕкленекен шĕвĕ тусан часах каялла çул çине майĕпен лăпчăнать. Тата кам та пулин килсе хускатиччен-çĕкличчен ĕнтĕ. Пуçри шухăшсен çăмхи те çаплах. Тĕкĕнмесен сӳтĕлмест. Пĕр сӳтме пуçласан вара... Хирти кукăр-макăр та тусанлă çулпах танлаштарас килет ăна, шухăш çăмхине. Тусанлă, лакăм-тĕкĕмлĕ вырăнсем те пулнă çав çамрăк хĕрарăмăн хальлĕхе вăрăм та мар пурнăç çулĕ çинче...
... Экзаменсем пĕтнĕччĕ. Аттестат илесси кăна юлнă. Балра ташлама кĕпе те хатĕр. Вуннăн вĕренсе тухрĕç çав çул шкултан: ултă хĕрпе тăватă каччă. Инкеке-ши, телее темелле-ши, шăпах вĕренсе тухакансен балĕ пулмалли кун Костя Краснов салтакран таврăнса çитрĕ. Салтакран вăл Галина патне темиçе çыру та янăччĕ-ха. Анчах вĕренсе пĕтермесĕр юрату вăййине хутшăнмасса сăмах панă хĕр унăн пĕр çырăвĕ çине те хурав памарĕ. Çакă пулчĕ те каччăпа хĕр васкавлăн тĕл пулмалли сăлтав.
— Ма хуравламарăн ман çырусене? — хĕр умне çитсе тăчĕ Костя таврăннă кунах.
— Шкул пĕтермесĕр юрату çырăвĕсем çырса ларас килмерĕ, — татăклăн илтĕнчĕç Галя сăмахĕсем.
— Халь пĕтертĕн-и ĕнтĕ вĕренсе? — хĕре тӳрех ыталама хăтланчĕ салтак.
— Пĕтертĕм. Анчах аттестат илмен-ха. Паян илмелле. Сана та чĕнетĕп сыв пуллашу каçне, — пĕр шутламасăр-тумасăр персе ячĕ хĕр ача.
Виçĕ çул каярах кăна çак шкултан вĕренсе тухнă, паян кăна салтакран таврăн çамрăка пĕрле савăнма чĕннине хирĕçлекен пулмарĕ. Ара, пĕрле вĕренĕ шкулшăн, тус-юлташĕсемшĕн икĕ çул тунсăхланă салтака мĕнле чыс-хисеп тумăн-ха? Кĕрекере пĕрлех ларчĕç, юрларĕç, ташларĕç çамрăксем. Юлашкинчен шкул хыçĕнчи вăрмана та пĕрлех çитрĕç. Тантăшĕсенчен хăш вăхăтра тата ăçтарах татăлса юлнине те сисмерĕ ун чухне Галя. Ара, Костя утма та памасть, чарать ыталама, чуп тума тытăнать. Вăл, хĕрсемшĕн тунсăхласа çитнĕскер, юриех пӳлсе юлнă пулас. Чылай утнă-çӳренĕ хыççăн Костя сĕннипе çула урлă йăваннă парка ăвăс вулли çине ларса канма шутларĕç хĕрпе каччă. Ыталашса та чуптуса ларнă май вăрăм та çăра курăк ăшне епле шуса аннине хăйсем те сиссе юлаймарĕç апăршасем. Хĕрсемшĕн тунсăхланă салтак вĕри тутисене кăна мар, ик аллине те ирĕке ячĕ. Халиччен каччă ытамĕнче пулса курман Галина леш мĕнлерех шухăш тытнине тавçăрса илчĕ, анчах каярах юлчĕ: хĕрĕн икĕ ури хушшййĕ хĕсĕнсе кĕнĕ Костя кăшкăрма мар, сывлама та памарĕ, пĕр вăхăтрах аллисемпе те кала-ма çук пăравур ĕçлерĕ... Пулчĕ вара мĕн пуласси. Çамрăксен сассисем çывăхрах илтĕнме пуçласан тин сиксе тăчĕç хĕрпе каччă. Çул каллех шкул картишнелле выртрĕ. Çав каç салтак тек Галя çумне пырса çулăхмарĕ. «Çыру çырманшăн тавăртăм, тумаллине турăм, ĕмĕтĕме пурнăçларăм», — терĕ пулас. Тутлă эрех хăвачĕпе самаях минренĕ хĕр мĕн пулса иртни пирки пит шухăшласшăнах пулмарĕ. Ун шучĕпе, хăçан та пулин пĕрре каччăпа хĕр хушшинче пурса иртмеллех ун пекки. Çавă кăна. Нимĕнле усал ĕç те туман. Çавă кăна мар иккен. Каччăпа хĕр вăхăтсăр та ăнсăртран çывăхланни çамрăк хĕршĕн йĕрсĕр, пĕр паллăсар çухалмасть иккен. Хăй йывăр çын пулнине пĕлсен тин Галина пуçне ярса тытрĕ. Халĕ ĕнтĕ никампа калаçма та, канашлама та пĕлмерĕ. Костя та тек унпа тĕл пулусем шырамарĕ. Тĕрĕс, пĕррехинче клубран чĕнсе кăларчĕ хĕре ни ура ни ӳсĕр мар каччă, хăйпе пĕрле уçăлса çӳреме чĕнчĕ. Килĕшрĕ Галя. Тинех пĕтĕмпех каласа паратăп тенĕччĕ вăл ун чухне, анчах каласси пулмарĕ: пĕрремĕш тăкăрлăка çитсенех лешĕ хĕре, чуп тăвам пекки пулса, такамсен хӳми çумне йăвантарчĕ, вăрманта тутаннă кучченеçе аса илсе, тăпăлтармах тытăнчĕ. Сассăр чĕвсĕр тытăçу пуçланчĕ хĕрпе каччă хушшинче. Тем вăхăта Костян хăлха çунати хĕрĕн çăварне кĕрех кайрĕ, çивĕч шăлсем хушшине лекрĕ. Шатăрт тутарчĕ хĕр хăй мĕн тунине сисмесĕрех. Арçынла мар хăрушшăн çухăрса ячĕ Костя. Ура çине сиксе тăрса аллипе хăлхине ярса илчĕ.
— Пĕтертĕн хăлхана! — пĕшкĕнсе ларсах тем шырама тытăнчĕ хăй.
Çак вăхăтра тин Галя хăйĕн çăварĕнче темĕскер пуррине сисрĕ те ăна çавăăнтах сурса кăларчĕ. «Пуçтар хăлху пулсан!» — терĕ те килнелле çиçĕм пек вĕçтерчĕ...!
Суран ыратнипе, янахпа мăй таврашĕ пĕçере-пĕçере кайнипе каччă саманрах урăлнă пек пулса кайрĕ, клубалла чупрĕ. Ни кулма, ни макăрма аптранă тусĕсем, машина тупса, Костяна çавăнтах больницăна илсе кайрĕç, вăскавлă пулăшу тухтăрĕ патне илсе кĕчĕç, инкек пирки каласа пачĕç.
— Хăлха татăкне парăр-ха, — куллине пытараймарĕ тухтăр, — халĕх çĕлесе хурăпăр!
Каччăсем пĕр-пĕрин çине пăхса илчĕç.
— Костя, хăлху ăçта?
— Çук хăлха. Лерех юлнă. Тупаймарăм.
Машинле каялла яла çитме тиврĕ. Фарăсемпе çутатса, хăлха таткине курăк хушшинче шыраса тупрĕç, тепĕр çур сехетрен ыйхăлама пуçланă тухтăр умне тепĕр хут çитсе тăчĕç. Хăлха татăкне çĕлессипе операци чиперех иртрĕ.
— Ах, Константин, ах, Краснов, — терĕ тухтăр çамрăка хĕрхеннĕ пек пулса, — халĕ ĕнтĕ эс Краснов мар, Безухов пулса тăтăн. Пьер Безухов çинчен вуланă-и?
— Вуланă.
— Ыран ирпе врача килсе курăнма ан ман...
Хут çинчи Константин Краснов кут хыçĕнче хăйĕн чăрсăрлăхне пула Костя Безухов пулса тăчĕ. Хăлхине кам çыртса татнине хăй пурпĕрех никама та пĕлтермерĕ, такамсен чăрсăр йытти çине ячĕ... Хăлха çунатти хăй вырăнĕнче майĕпен ӳт илчĕ, анчах унчченхи пек тӳрĕ сыпăнмарĕ. Айккинелле кăнтарса тăракан пулчĕ, ĕмĕр асăнмалли паллă евĕр юлчĕ. Çакăн хыççăн хĕрсенчен шикленерех çӳреме пуçларĕ кукăр хăлха хуçи Костя Безухов. Вăхăта сая ямасăр вĕренме шутларĕ, Çтерлĕри совхоз-техникума кайса кĕчĕ. Вĕренсе килсенех пăртак тракторпа ĕçлерĕ те часах механика лартрĕç, каярахпа — бригадира. Халь ĕнтĕ темиçе çын ĕçне те туса пырать. Арăмĕпе пĕрле хĕрпе ывăл ӳстереççĕ. Тахçан çак çын Безухов хушаматпа çӳренине халь аса илекен те çук. Ара, ялти, колхозри пĕртен-пĕр пуçлăха кирлĕ мар çĕртен кӳрентерни ырри патне илсе çитерес çуккине пĕлсе тăраççĕ пулас. Хăйне майлă турă та, патша та вăл халь Чулкасра. Çакна та каласа хăварасшăн. Ялта хăйĕнчен тăван хĕр ӳснине Краснов-Безухов паян кунчченех пелмен те пĕлмест те. Пĕлесси те паллă мар. Пĕлекен те çук тени суйни пулĕччĕ. Хăйĕнсĕр пуçне тата икĕ çын пĕлет ялта Галинăн хӳхĕм хĕр ӳссе çитĕннине.
... Хăйĕн инкекне Галя хăйсене нихăш енчен те тăван тивмен, ветеринари фельдшерĕ пулса ĕçлекен Зинаида Николаевнăна каласа панăччĕ. Мĕншĕн шăпах ăна — хăй те пĕлмест. Хăйĕн чĕрин суранĕ пирки унăн кама та пулин пĕлтермелле пулнă-тăр çав. Меллĕ саманчĕ те килсе тухнăччĕ: ĕни чирлесе ӳкрĕ. Кĕтĕве ямарĕç. Тракторпа ĕçлекен ашшĕ ирпе ĕçе каяс умĕн арăмне хытарсах каларĕ:
— Ветеринарсене кайса калăр. Хăшĕ те пулин ĕнене килсе пăхтăр. Кайри ури çине пусайманнине куратăр вĕт. Ман ферма тăрăх çӳреме вăхăт çук...
Кăшман патне васкакан амăшĕ вара çак сăмахсене хĕрне каласа хăварчĕ.
— Комплекса Çинук аппу патне кайса кил. Ĕнене килсе пăхтăр. Кайри хăрах ури çине пусайманнине куран вĕт. Ман ферма тăрăх çӳреме вăхăт çук. Кăшмана чупмалла, халех автобус каять.
Зинаида Николаевна фермăрах пулчĕ. Пĕр-пĕр ĕçлĕ çын пек «вăхăт тупсан пырăп» тесе ăсатмарĕ вăл хĕре, унпа пĕрлех чирлĕ выльăха пулăшма çитрĕ. Хăйĕн пĕчĕк арчине те хăвармарĕ. Ĕнен урине ăшă шывпа çурĕ, укол тунă хыççăн Галина тухтăра пӳрте чей ĕçме чĕнчĕ. Турткаланса тăмарĕ Çинук аппа. Аллине супăньпе çурĕ те сумкки-мĕнĕпех чĕннĕ çĕре кĕчĕ. Сĕтел çине мĕн кирлине хатĕрлеме ĕлкĕрнĕччĕ ĕнтĕ. Гальăран вунă çул енне анчах аслăрах хĕрарăм хăйĕн ĕçĕ, килти пурнăçĕ çинчен пĕтĕмпех каласа пачĕ. Ĕçĕ килĕшет иккен. Ун ĕçĕпе фермăра ĕçлекенсем те, ял çыннисем те кăмăллă. Çакă савăнтарать ăна. Пĕлтĕр ту хушшинчен кӳрсе килсе лартнă çĕнĕ пысăк пӳрчĕ ăшă пулать иккен. Упăшки те, зоотехникра вăй хураканскер, ытти чылай арçын пек, ĕçкĕпе аташмасть, пирус туртмасть. Май çитнĕ таран телейлĕ пулма çамрăк мăшăра пĕр япала кăна çитмест: ача çук. Сăлтавĕ — Осип Олеговичра. Сипленсе те вĕрӳçĕ карчĕксем патĕйче те пулнă — усси-пайти кăна пулман. Халĕ ĕнтĕ пĕр пепке, тин çуралнине, усрама илесси пирки шутлаççĕ.
— Кунта хăратаканни пур çав, — чей куркине сĕтел çине лартсах малалла калать выльăх тухтăрĕ, — темле атте-аннерен çурални лекет. Чирлĕ-чĕрлĕ амăшĕнчен çуралнă пепке çирĕп сылăхлă çитĕнессе шанма çук. Алкашсемпе наркомансем сахал мар халь. Вĕсем те ача çуратмасăр пурăнмаççĕ пуль. Ытларах çавăн пекисем пăрахаççĕ те пепкисене. Çапла тем те шутласа каятăн та усрава илес шухăш сĕвĕрĕлет. Ашшĕпе амăшĕ иккĕш те çамрăк та ырă çынсемех пулнине пĕлес пĕр тăхтаса тăмасăр илсе таврăнмалла анчахрах тĕнчене килнĕ пĕр-пĕр чун пĕрчине, — чей куркине ӳпĕнтерсех хучĕ Зинаида Николаевна. — Çук вĕт, памарĕ хамăра ача чунĕ. Мĕн чухлĕ йăлăнсан та парас темерĕ. Питĕ кирлĕччĕ.
— Ак мана пĕр ыйтмасăрах пачĕ. Пĕр кирлĕ мар çĕртенех пачĕ, хăй те симесĕрех патлаттарса хучĕ Галя.
— Ан шӳтле-ха эс те пулин, Галя. Пиртен кулма ан хăтлан-ха. Эп санпа чун ыратнăран калаçатăп. Сан шӳтлесе пултăр. Вăтăра çитсе пыратăп-çке.
— Ил ман ачана усрава, — хальхинче хĕрарăм çине пăхмасăр каларĕ ĕнерхи шкул ачи.
— Паян çуратсан, тупата, паянах илсе кайăттăм, — кайма тесе пулас, ура çине тăчĕ ветеринар. Хăйĕн сăмахĕсенчен хăй тĕлĕннипе çавăнтах кулса та ячĕ.
— Чăнне калатăп, Çинук аппа. Йăнăшрăм эп. Улталантăм.
Зинаида Николаевна Галя çине пăхса тăчĕ-тăчĕ те вырăнне каялла лаках ларчĕ. Хăй çаплах хĕр çинчен куçне илмерĕ-ха. Те хĕрхенчĕ вăл умри хĕре, ăшра кăна ăмсанчĕ. Сăнĕпе нимĕн те палăртмарĕ.
Халĕ ĕнтĕ шӳтле-мĕнле калаçасси пĕтрĕ. Галя куркасене тепĕрхут чей тултарчĕ. Чылай калаçрĕç вĕсем. Вăрттăнлăх пирки Зинаида Николаевна упăшкисĕр пуçне никама та пĕлтерме юраманнине алă тытсах çирĕплетрĕç. Çапла варя Галя «таса хĕр», Çинук «йывăр çын» пулса уйрăлчĕç.
4
Иккĕн-виççĕн вăрттăн калаçнипех тĕнчере тăрук нимĕн те улшăнмасть. Пурнăç малаллах пырать. Амăшĕн варĕнче пепке те майĕпен чăмăртанать, аталанать ашшĕпе амăшĕ патне çутă тĕнчене тухассишĕн тапаланма пуçлать. Колхоз напраленийĕпе кайнă Чулкас хĕрĕ Галина Петрова Ĕпхури ял хуçалăх инстшутĕнче экономиста, колхоз укçи-тенкине шутлама вĕренет. Ĕнерхи салтак Костя Краснов Çтерлĕри совхоз-техникумра механик профессине алла илме тăрăшать.
Зинаида Николаевна çаплах колхоз выльăхĕсемпе ял çыннисен чĕрлĕхне сиплет. Анчах юлашки вăхăтра ялта ун пирки кĕç-вĕç анне пулма хатĕрленни çинчен сас-хура çӳрет. Ара, çуртне-йĕрне тĕпрен çĕнетрĕç, ача пирки шутлама та юрать терĕç пулас. Тепĕр уйăх çурăран вăтăра çитсе пыракан хĕрарăм хăйĕн малтанхи ачине Ĕпхӳ больницинче çулне кура мăр чиперех, çăмăллăнах çуратни, эрне иртсен Осип Олегович арăмĕпе хĕрне колхоз «Волгипех» илсе таврăнни çинчен ял халăхĕ чи пысăк çĕнĕлĕх вырăнне хурсах ир те каçчен калаçрĕ. Ара, мăшăрланнăранпа 6-7 çул та иртнĕ-çке. Лешсен явап хатĕр: «Çĕн çурт лартмасăр çуратас темерĕмĕр». Хĕрне Елена тесе çыртарнă иккен. Елюк Лена... Мĕнле килĕшет, çапла чĕнме пулать. Янравлă та. Хулара вĕренекен Галя студенткăна çĕнĕ кайăкăм хĕресне амăшĕ тунине те çийĕнчех пĕлчĕ ял халăхĕ. Хула чиркĕвĕнче тĕне кĕртнĕ-çке пепкине партире тăман ветеринарпа зоотехник. Ял çынни тенĕ ĕнтĕ. Лешĕ хирĕçлемен, институтран кăларса ярасран шикленмен пулать. Уншăнах кăларса та ярас çук пуль-ха. Кам камăн хĕресне амăшĕ те хĕресне ашшĕ пулнине пĕлсе пĕтер. Вĕсен ячĕ ниçта та çырăнмасть. Çавăнтанпах вăл Ленăна «хĕрĕм» тесе кăна тăрать иккен. «Ман хĕр ку» тенине те пĕрре мар илтнĕ. Пĕчĕк чун калаçма вĕренсе пынă вăхăтранпах хĕресне амăшне те «анне» тесех чĕнет-мĕн. Яла çитсенех васкать Галя хĕресне хĕрне курма. Теттесемпе, тутлă çимĕçпе савăнтарать хĕр пĕрчине. Халĕ вара ăна хĕр пĕрчи тесе калаймăн. Зинаида Николаевна лайăх пăхнипе чир-чĕр мĕнне пĕлмесĕр, сывлăхлă ӳсрĕ, хĕр шутне кĕчĕ тесен те юрать халь. Шăпах çакă, «хĕр шутне кĕни» канăç памасть те ĕнтĕ «хĕресне амăшне». Хам пек ан йăнăштăрччĕ, ан улталантăрччĕ тесе канăçсăрланать вăл. Ăна ялан куç умĕнче тытас килет. Анчах ун пек тума çук çав. Ак паян та Галина Филипповна ачасем ĕçленĕ çĕре Ленăна курасшăнах килнĕччĕ. Пулмарĕ унта. Шкул пĕтерсе тухакансем ĕçлемеççĕ иккен. Хăйсен вăхăтĕнче те çаплах пулнă. Тем манса кайнă кун пирки. Экзаменсене хатĕрленни те, консультацире пулни те питĕ кирлĕ шкул пĕтерекен çамрăка. Ленăна хулари пединститута кĕртес шут та пур-ха ун. Анчах Çинук аппапа Уçăп пичче хăйсен çулĕпе ярасшăн пулни те сисĕнет. Ял хуçалăх академине ярас пек калаçаççĕ. Çапла, халь аслă шкулсен ячĕсене те улăштарса пĕтерчĕç. Юлашки сăмаха Елена Елюкова сăвăç хăй калĕ. Елюкова хушма ята вăл редакцире ĕçлекенсем сĕннипе йышăннă иккен.
Выльăх çук тăк, ветеринарпа зоотехник валли те ĕç çук. Çинукпа Уçăп çухалса каймарĕç, хăйсен вăйĕпе лавкка уçрĕç. Ял çыннисене кирлĕ тавар кӳрсех тăраççĕ. Çинук лавккаран татăлмасть. Ăçта та пулин çитмелле пулсан ун вырăнне Лена йышăнать. Олег тавар кӳрсе тăрассипе ĕçлет. Лавкасăр пуçне Çинукпа Уçăпшăн акă мĕн пайталлă килсе тухрĕ: ял çынни выльăх чылай усрать халь. Выльăх та, çын пекех, чирлемесĕр пулмасть. Кам патне каймалла пулăшу ыйтма? Смирновсем патне чупаççĕ. Пулăшаççĕ упăшкипе арăмĕ. Ĕлĕкхи пек мар халь — укçалла. Самани çавнашкал. Укçи эмел туянма кирлине кашниех ăнланать. Смирновсем шутланă тăрăх, пысăк ялта выльăх тухтăрĕ валли ĕç яланах пур.
Смирновсен «Çинук» лавкки тĕлне çитсен Галина Филипповна сылтăмарах пăрăнчĕ те машинине чарчĕ. Лавккара никам та çук пулас. Лена лавкка умĕнчи ещĕк çинче кĕнеке вуласа ларать. Иномарка килсе чарăнсанах хĕр кĕнекине алăран ямасăрах машинăран тухнă амăшне ыталаса илчĕ.
— Анне! Анне! — чĕвĕлтетрĕ вăл пĕчĕккĕ чухнехи пекех ачашланса. —Паçăр эс иртсе кайнине куртăм эп. Чарăнмарăн, — юлашки сăмахне кӳреннĕ туйăмĕпе вăраххăн сăрхăнтарчĕ хĕр.
— Эсĕ те ытти ачасемпе пĕрле кăшман уйĕнче пулĕ тесе шутларăм эпĕ, унта васкарăм. Саншăн тунсăхланипех. Эс экзаменсем панине мансах кайнă эп.
— Тепĕр сехетрен консультацие çитмелле.
— Унччен вăхăт пур-ха, — савăннă пек пулчĕ Галина Филипповна, — ларсах калаçар-ха.
— Халăх кăшманра. Лавккана килекен сахал. Ирпе ĕçе кайнă чухне тĕрлĕрен шыв та сĕткен чылай туянаççĕ. Çанталăкĕ шăрăх та. Атте Çтерле шыв илме кайнă-ха. Анне фермăри пăрусене темле чиртен укол тумалла терĕ. Кĕтӳ хăваласанах унта тухса кайрĕ. Колхозăн хăйĕн ветеринар çук. Аттепе анне пулăшаççĕ. Ванюшкин ахаль тумăп тет. Аттене ĕççи вăхăтĕнче халăха эрех сутма хушман-ха вăл.
— Ванюшинăн унашкал ирĕк те пур-им? — юриех ыйтанçи пулчĕ Галина Филипповна.
— Мĕн ирĕкĕ пултăр? Мĕн те пулин сутма указ-приказ кăларсах чараймасть вăл. Сĕнме кăна пултарать. Мĕн сутма юранипе юраман таварсен списĕкĕ пирĕн. Кăçал капла та эрех питех ыйтмаççĕ. Унччен укçисем çук чухне кивçен ыйтса тарăхтаратчĕç.
— Ку сирĕншĕн майлах мар вара. Тавар çаврăнăш чакать, — сутуçсен хутне кĕнĕ пек каласа хучĕ хулара хăй те çак ĕçпе çыхăннă хĕрарăм.
— Ун вырăнне шыв, тĕрлĕрен сĕткен нумай илеççĕ. Чăнах, шыв пекех юхам шăрăхра шыв. Тепĕр чухне Ванюшин хăй, трактористсем валли тесе, темиçешер кĕленче иле-иле кайни те пулать...
Хĕрĕ çĕнĕ председатель ятне çине-çинех асăнни амăшне шухăшлаттармасăр тăма пултараймарĕ: «Юратса пăрахман-ши Лена çамрăк председателе?» Пулма та пултарать. Анчах кунта, Лена каланă пек, указ-приказпа хушма та, чарма та çук. Каччине тиркеймĕн. Çамрăк вăхăт пулас тăк, Галина ăна хăй те юратса пăрахмалла. Ленăшăн аслăрах курăнать Валерий. Ленăн халь вĕренесси çинчн шутламалла. Професси илмелле. Каччă пирки шутлама тăхтаса тăрсан та юрамалла. Анчах «ăна ан юрат, çакна юрат» тесе епле калăн-ха? Чĕре вăл кама суйламаллине хăй пĕлет.
— Ванюшин кĕркелет-им лавккана? — сылтăм аллипе хĕрне хăй çумнерех пăчăртарĕ амăшĕ.
— Иртсе çӳренĕ чух çула май кĕркелесе тухать. Тавар туянмах мар Туртмасть вăл. Ĕçмест. Пируспа эрех кăсаклантармаççĕ ăна.
— Эппин ма кĕркелет-ха?
— Ытларах атте пирки ыйтать вăл.
— Санпа кăсăкланмасть-и? — хĕрне пиçсе çитнĕ панулми пек питĕнчен чăпăрт тутарчĕ Галина Филипповна.
— Анне, унашкал чир ермен-ха мана, — пуçĕпе амăшĕн кăкăрне сĕртĕнчĕ сутуçă. — Çитменнине, Валерие кăсăклантараканни урăх пур.
— Кам-ха вăл?
— Таня Ларина. Администраци ĕçĕсен управляющийĕ. Шкулта вĕренне чухнех туслă пулнă вĕсем. Пĕр класра вĕреннĕ.
— Юрĕ, хĕрĕм, юрату темине эп ытахаль пек кăна хускатрăм.
— Тани вăл Валерие хăй çыпăçать. Ара, ун качча кайма çул çитнĕ-çке. Илес текенисем те пулчĕç ăна. Хăй тиркет. «Валерисĕр пуçне никама та качча тухмастăп» тенĕ пулать — амăшĕ хускатнă ыйту хăйĕншĕн те ют пулманнине систерчĕ Елена Елюкова.
Шăп çав вăхăтра Культура çурчĕн кĕтессинчен председателĕн çутă сарă «Жигулийĕ» яланхилле майĕпен шуса килсе тухрĕ.
— Çылăхсăр та çак Валери. Сăмах çинех килсе тухрĕ, — председатель манине çийĕнчех асăрхарĕ çамрăкки. Çавăнтах ятуллах выртакан кĕлине унтан кунтан турткаланçи пулчĕ, çамки çине усăннă çӳç пайăркине сиререх хучĕ. Председатель вырăн-вырăн таçта лексе шăйăрăлнă, лапчăннă, пĕлтĕр çулталăк çурăри пĕр вăкăр парса туяннă машинине иномаркăпа юнашар пырса тăратрĕ. Те юриех çапла турĕ. Машинăран вăр-вар тухрĕ те, малалла пĕр утăм та тумасăр, юнашар ларакан хĕресне хĕрĕпе хĕресне амăшĕ çине пуçне чалăштарсах пăхма тытăнчĕ.
— Çывăхарах килме хăратăн-им? — шăтарасла пăхнине тек чăтаймарĕ çамрăкки. — Никама та çыртмастăп. Кил, лар, кан.
— Ларса канмалăх ывăнман-ха, — малалла ярса пусрĕ председатель. — Эсир çапла юнашар калаçса ларнине пуçласа куратăп та тĕлĕнсех кайрăм: никам та сире хĕресне амăшĕпе хĕрĕ тесе калас çук. Йĕкĕрешсем темесен те аппăшĕпе йăмăкĕ теме пулать. Пӳсипе те, сăн-питпе те çав тери пĕрешкел вĕт-ха эсир!
— Килпетсĕр тесшĕн-и? — кулăпа çиçсе ыйтрĕ Галина, Ленăна хăй çумнерех пăчăртаса.
— Хăшĕ аслăрах, хăшĕ кĕçĕнрех пулнине те уйăрса илеймĕ пĕлмен çын.
— Иксĕмĕр те тĕксĕм ӳтлĕ, иксĕмĕр те ырханкка. Прическăсем пĕрешкел ĕнтĕ, — каччă умĕнче чĕмсĕр пулас мар терĕ Лена.
— Валерий, лар-ха ман вырăна, — ура çине палт çĕкленчĕ хула майри. Каччă кĕттермерĕ, хĕрпе юнашар пырса та вырнаçрĕ, такам аппаратпа ӳкерсе илме хатĕрленнĕ пек, ик аллине те урисем çине хучĕ, пуçне кăшт каçăртарах тытса малалла пăхрĕ. Ик аллине кăкăрĕ умне хĕреслетсе тытнă Галина вара пăхса тăчĕ-тăчĕ те:
— Сире те пиччĕшĕпе йăмăкĕ теме пулать, — тесе патлаттарса хучĕ. Виççĕшĕ те ахăлтатса кулса ячĕç.
— Малтан çак юнашар ларакан икĕ машина çине, вара Ленăпа ман çине пăхăр. Ленăпа иксĕмĕр пĕр-пĕринчен манăн кивĕ «Жигулийĕм» сирĕн çуталса ларакан машинăр пекех расна. Вăл вĕр çĕнĕ иномарка, эп — 20 çул чупакан улттăмĕш «Жигули». Эп ку машинăна, унта-кунта тухса çӳреме пырĕ-ха тесе, пĕр вăкăрпа улăштарса илнĕччĕ. Запас пайсем туянса тепĕр вăкăр укçи пĕтертĕм. Çуран чупни мар. Ман умри председатель Иван Маркелович хир тăрăх тепĕр чухне «Беларуçпе>> çӳретчĕ. Хăш чух райцентра та каятчĕ. Больницăна та «Беларуçпех» леçнĕччĕ. Те юри çапла айкашрĕ Иван Маркелович. Хăй чухăнлăхне кăтартма хăтланчĕ.
— Валерий, колхоза пуйтар, вара çакăн пекки çине ларса çӳретĕн, — амăшĕн машини çине тĕллесе кăтартрĕ Лена.
— Унашкалли пирки, йăмăкăм, пире ĕмĕтленме те намăс. — Эпир санпа вăл мĕн хак тăнине те пĕлместпĕр.
— Хакĕ пур ĕнтĕ. Самаях, — председатель сăмахне тимлĕхсĕр хăварас мар терĕ чаплă машина хуçи, — çавах туянакансем те çук мар. Хулара чылай кун пек машина. Ĕмĕтленме юрать. Ĕмĕтленмелле те. Ак паян уйра пулса куртăм. Çуртрисем пĕр тикĕс шăтса тухнă. Кăшман уйĕнче лаппипех халăх кĕшĕлтетет. Ĕçлесшĕн çынсем. Ĕçлеççĕ те. Пĕлсе ертсе пыни кăна кирлĕ. Тата, паллах, шалу памасан никам та ĕçлес çук.
— Тĕрĕс калатăр, Галина Филипповна, — ларнă çĕртен тăчĕ Ванюшин, — ахаль никам та ĕçлемĕ. Ак кăшман калчисене çак эрнере сайралатса пĕтереççĕ. Ĕçленешĕн çийĕнчех парса татасчĕ тетĕп. Мĕнпе тӳлес? Эсир куçарса пани пĕтрĕ.
— Сывлăх пулсан укçа пĕтмест, Валерий, — председатель умне пырса тăчĕ Галина. — Калча сайралатнăшăн мĕн чухлĕ кирлине лайăх шутласа пăхăр. Тупăпăр укçине. Халăх шанать халь сана. Улталама юрамасть. Улталса пурăнни сивĕтереть çынна ĕçрен. Хамăра коммунизм çурчĕ пирки мĕн чухлĕ улталаса та илĕртсе пурăнчĕç. Çавăн чух никĕсĕ пулать, çавăн чух кăшкарне хăпартса çитеретпĕр, çавăн чухне вара пурăнма куçатпăр тесе сахал улталанă-и? Çакă та сивĕтрĕ çынна ĕçрен. Асăрхарăн пуль, лавкка умĕнче чылайранпа тăратпăр, эрех-сăра хыççăн килекен пулмарĕ. Аллине сăра кĕленчи тытнă çын та курăнмарĕ урамра. Халăх ĕçре пулни çинчен калать ку. Ĕçрен уйăрмалла мар халăха. Куллен ĕç тупса памалла.
— Ĕç нумай, Галина Филипповна, арçынсен пĕр ушкăнне витесенчен пĕрне юсама хушасшăн-ха. Ĕнесĕр май килмест. Сĕт вăл — куллен килсе тăракан укçа. Утçи çывхарать. Хамăн косилка пур. Косилкăпа кĕме кансĕр вырăн нумай пирĕн! Халăха çавапа кăларасшăн. Кукуруза акман. Сенаж та пулмасть кăçал. Утă ытларах хатĕрлеме тăрăшмалла пирĕн. Çаранĕ пур. Тĕрĕс, акнă курăк çук. Нумай çул ӳсекеннисем кивелсе çитнĕ. Çĕнĕрен акмалла пулать.
— Валерий, пурне те тăрук тăваймастăн.
— Ăнланатăп, Галина Филипповна, — янахне сăтăркаларĕ председатель. -Тата кăшман калчине апатлантарас ман килет. Гектартан 300 центнер таран пухса илес пулсан, кăшманçăсене тӳлеме те, колхоз валли те пулать сахăр. Сахăр вăл халь — валюта. Хĕвел çаврăнăшĕнче те шанчăк пур, — хăйĕн шухăшĕ çинчен йăлтах пĕлтересшĕн Ванюшин председатель.
— Ырра ĕмĕтленме, шанма пăрахмалла мар пирĕн. Эс хавхаланнине те ырлатăп. Халăха та çапла хавхалантарма тăрăш. Пĕччен нимĕн те тăваймăн.Хам енчен эп пулăшма сăмах панă иккен — пулăшăп. Ĕçлекен, тăрăшакан çынна пулăшма та кăмăллă. Ан ман: ку чухнехи патшалăх хăй ĕнси çинче никама татымасть. Ĕçе ăнтаракансене çеç алă тăсса парать. Хулара та панкрута тухакан предприяти сахал мар, — терĕ те Галина Филипповна, калаçу вĕçленнине систерсе машина уççине çавăркалама пуçларĕ. «Ман каймалла» тениех пулчĕ ку.
— Утçи вăхăтĕнче тепре çитетĕп! — машина алăкне уçсах хыпарларĕ хĕрарăм.
5
Лачакана путнă колхозшăн тăван хĕрĕ укçа-тенкĕ тăкаклани Хĕлип старкне нумай шухăшлаттарчĕ. Юлашкинчен тарăхмах тытăнчĕ вăл. Хăй ку тĕлĕшпе мĕн шутланине хĕрне пĕлтермесĕр тек чăтса тăраймарĕ çаплах хуралçăра тăрăшакан ашшĕ.
— Хальччен чăтрăм, хĕрĕм. Хушша-хуппа кĕрес мар терĕм, — аякран пуçларĕ хуралçă — эс хăвăн укçуна пĕр усăсăр тăкакланă пек туйăнать мана.
— Усси-пайти пулĕ-ха, — ашшĕ пекех лăпкăн калаçма тăрăшрĕ Галя. — Майĕпен ĕнтĕ. Чĕпсене кĕркунне шутлаççĕ тенĕ пек.
— Кунта хăшĕ-пĕри сан чĕппӳсене шутлама тытăннă та ĕнтĕ, — уççăнрах систерчĕ ватă çын.
— Мĕнле? Кам? — тимлĕрех пулма тăрăшрĕ Галина.
— Акана тухсанах сисрĕм: сан укçупа туяннă солярка хăш-пĕр карланкине сăмакун пулса юхса кĕме тытăнчĕ.
— Ма ярса тытмарăн?
— Час тыттарĕç! Хăвна хăлха чикки парса хăварĕç.
— Мĕн, солярка сутаççĕ-и? — çакăн пек йывăр вăхăтра хăйсене пулăшма вырăна хуманни тарăхтарсах ячĕ Галинăна.
— Çаплах килсе тухать. Эпĕ çирĕм пилĕк çул хушшинче тĕрлĕ тракторпа тĕрлĕрен ĕç туса курнă. Кашни трактор тăкакне мĕн чухлĕ солярка кайнине, унпа мĕн чухлĕ ĕç тума май пулнине компьютерсăр-мĕнсĕрех шутласа пама пултаратăп. Пирĕн Куршанак Петĕрĕ кунне икшер заправка тума тытăнчĕ. Механизаторсене шансах пĕтменнипе эп кăнтăрла та мехпарк çинчен куç илсех кайман. Асăрхасах тăратăп. Лере, хирти вăрман тăрăхĕнче, ăна тракторлă пĕр-пĕр фермер е урăх çын кĕтсех тăрать. Трактортан трактора куçараççĕ вара соляркăна.
— Солярки кам аллинче-ха? — пĕлес килет Галина Филипповнăн.
— Хуçа пĕрре ĕнтĕ пирĕн мехпаркра — Краснов Куçта.
— Хăйне куç кĕрет улталанине сисмест-ши вăл?
— Каларăм-çке эп ăна, эс горючи таврашĕпе тимлĕрех пул терĕм.
— Пĕтĕмпех çырса пырап тет. Перерасход пулсан айăплинчен тытса юлап. Грамне вăрлаймĕç тет. Мехпарк таврашĕнче аçунтан мĕн те пулин пытарма хĕн. Вăл ăçта мĕнле гайкăпа болт выртни таранах пĕлет. Шел, халь çав тепĕр чух питĕ кирлĕ пулакан вак-тĕвек япала та таçта кайса кĕрсе пĕтрĕ. Унччен кашни чӳрече янахĕ çинчех купаланса выртатчĕç. Халь кăнтăрла хунарпа шыраса та тупма çук. Элле çав фермер текеннисем тултара-тултара кайса пĕтерчĕç. Çĕрле те, хурал çук чухне, кӳршĕ ялсенчен те килетчĕç ухтарма-шырама. Хурала никам килесшĕн мар. Бесплат ĕçлес килмест. Чун чăтманнипе килĕшрĕм. Халь кашни болтпа гайка хаклă. Укçа парса илсен питĕ сисĕнет çакă, — хĕрне укçа тăкакласран питĕ асăрхаттарас килет ашшĕн.
— Халь те вăрлаççĕ-и вара?
— Пĕрре вăрра вĕреннĕ çынна хăнăхнă йăлинчен пистерме хĕн. Ун хул хушшине мĕн те пулин хĕстермеллех, сумкине мĕн те пулин чикмелле. Çакăн хыççăн тин çăмăллăн утса каять вăл. Тракторисчĕсем пĕр-пĕринне çаратни çитмест-ха, ыттисем те шăршласа çӳреççĕ мехпаркра. Чапай Петĕрне калап-ха.
— Унчченхи скотник-и?
— Çавă. Парк еннелле иртнине чӳречеренех курса юлтăм. Унталла утакан сахал мар-ха. Çапах, чим-ха, терĕм, ма каять-ха ку парка терĕм. Чун чăтмарĕ. Çынни шанчăксăр. Çитсе килес терĕм. Тракторсене унта гараж умне речĕпе лартса тухнă-ха. Мастерской кĕтессинчен пуçа кăларса кăна пăхрăм. Ман Чапай леш анлă профиллĕ механизаторăн Япшаровăн тракторĕ патĕнче тем тăвать. Йăлт та йăлт пăхкаласа илет. Питă пăравур хăтланать. Ик аллипе умне темскер тытрĕ те, çаплах ун-кун пăхкаласа, эп пытанса тăнă кĕтесселле килет. Питĕ хăвăрт утать хăй. Хамран хăварман ал туйине çĕклерĕм те кĕтесрен килсе тухасса кĕтетĕп.
— Стоп! — кĕтмен çĕртен сикрĕм тухрăм умне ал туйи çĕклесе.
Ман Петĕр çавăнтах тĕшĕрĕлсе те анчĕ. Чĕри начар ахăр. Сăмах та чĕнеймест. Япшаров тракторĕн топливо аппаратурине сӳтсе илнĕ иккен ку.
— Ăçта илçе каятăн аппаратурăна? — туяпа хăмсарса ыйтатăп çакăнтан.
— Япшаров патне.
— Кам хушрĕ?
— Хăй хушрĕ, Япшаров.
— Кунта эп хуралçă иккенне, манран ыйтмасăр пĕр тимĕр татки те илсе тухма юраманнине пĕлетĕн-и?
— Эс çĕрлехи хуралçă. Кăнтăрла хурал çук кунта.
— Çавăнпа вăрра килтĕн-и?
— Вăрă вăл çĕрле çӳрет. Кăнтăрлахи вăрă — вăрă мар.
— Тăр уру çине. Ăçтан кăларса илтĕн, çавăнта кайса ларт. Унсăрăн ĕç кайма пултарать. Çак япала мĕн хак тăнине пĕлетĕн-и?
— Мана Япшаров хушнă, — хăйĕннех перет вăрă.
Аппаратурăна вырăнне лартса хăтланнă вăхăтра курах кайрăм: Чапайăн йĕм тĕпĕ йĕп-йĕпе. Тем хушăра пирĕн хыçа Япшаров пырса тăнă. Эпир сисмен.|
— Трактор çарататăр-и? — хăлхана çурасла янранă сасă иксĕмĕре те шарт сиктерчĕ. — Ман аппаратура кирлĕ пулчĕ-и сире? — тукмак пек аллисемпе иксĕре те çухасенчен çавăрса та тытрĕ. Силле-силле пĕр-пĕрин çумне шанлаттарать анчах урса кайнă Япшар. Эсир ку ĕçе каварлашса тытăннă. Кайрăмăр кантура! — терĕ те «Беларусь» кабинине аран шăнăçакан çын урам тăрăх тăкăлтатарса та кайрĕ. Утнă май эп хамăн та йĕм тĕпĕ йĕпеннине туйса илтĕм...
— Эс аппаратурине сӳтсе илме Чапая ху каланă-çке, — ĕç-пуç пирки ăнлантарам пекки пултăм эп. — Кунта ман айăп çук. Вĕçерт ман алла. Намăс ан катарт ял-йыш умĕнче, — май пулсан ун умне ӳксе пуççапма та хатĕр хам.
— Эп хушрăм-и сана трактор сӳтме? — хальхинче ĕнсинчен çавăрса тытнă Чапай Петĕрне силлесе илчĕ тракторист. Лешĕ шарламарĕ.
— Эсĕ, Петĕр шăллăм, аппаратурăна вăрласа кайма паманшăн тавтăвас вырăнне мана чăн-чăн вăрă пек урам тăрăх çӳретĕн. Эс пынă чухне эп Чапай илнĕ аппаратурăна каялла вырăнне ларттараттăмччĕ. Çапла-и, Чапай? Кала тĕрĕсне! çапла те!
— Эп сирĕнне ним те илмен, — шалт та палт тунма тытăнчĕ лешĕ. Иртсе пыракан çынна малтан ватти кӳсĕкпе тапăнчĕ, çавăнтах таçтан Япшарĕ килсе тухрĕ. Ну, илмен эп сирĕнне ним те! Илмен! Ман çумра сирĕн нимле запчаç те çук. Ним çукран тапăнатăр çынна! Трактор япали вăрлама ман трактор пур-им?
— Эс ăна сутма вăрласшăн, — парăнмасть Япшар. — Скотник чухне фураж сутса ĕçрĕн. Ферма пĕтсен трактор çаратма тытăннă. Мана 20 литр соляркăшăн сĕтĕрсе чуна илчĕç. Пин тенкĕ тӳлеттерчĕç...
Апат вăхăчĕ пулнăран-ши, кантур алăкĕ çинче çăра сакăнса тăрать. Япшарăн таçта васкамапла ахăр. Вăрăсене пĕчченех тăн кĕртес терĕ курăнать.
Чапая кĕске допрос турĕ:
— Ман трактор патне тепре пыратăн-и?
— Мĕн тăвап эп сан тракторупа? Ман лаша пур.
— Кала: трактор çывăхне тепре пыратăн-и?
— Нихçан та, — аллипе хĕрес хыванçи пулчĕ Чапай.
— Çухал куç умĕнчен! — терĕ те тракторист, Чапая ик аллинчен тытса ывăтса та ячĕ. Эп урса кайма пуçланă Япшарова лăплантарма тăрăшрăм, ĕç мĕнлерех пулса иртнине тĕпĕ-йĕрĕпе каласа патăм. Аранах ĕненчĕ пулас, манпа тек калаçса тăмарĕ, мехпаркалла йывăррăн таплаттарчĕ. Юлашкинчен çакна та калам: акана хутшăннисене ĕç укçи пачăç. Шутсăр савăннă халăх. Мана та пăртак лекрĕ. Аннӳне патăм. Унпа шӳтлесе те илтĕмĕр, хĕрĕмĕрĕн укçи колхоз касси урлă амăшĕн çуртне те çитрĕ терĕмĕр. Мĕнле пек?
— Эп сире нихçан та укçаран татăк тăман, — пĕрре те кӳренмерĕ Галина, — ку вара, мĕнле калас, пĕр пĕтĕм йĕркепе пулса иртнĕ ĕç ĕнтĕ.
— Вăю-халу сая ан кайтăр тетĕп-çке. Тек мана нимех те кирлĕ мар. Пӳртĕм-çуртăм нăклă-ха. Карта-хура та аптрамасть. Вăт аннӳне шыва çӳреме йывăртарах. Картишне пусă чавтарасчĕ те вăт... Картлă кĕвентепе шыв йăтса ватăлать аннӳ. Аллă пиллĕкре ĕнтĕ. Сăртри çăлтан пăрăхпа шыв ирттерме хăтланса пăхрĕç те майне килтереймерĕç. Пăчланчĕ ĕçĕ, укçа çук терĕç те алă сулчĕç.
— Атте, картишĕнчех пулать пусă. Тольăна калăп: пăхтăр, тĕрĕслетĕр, çăлне ăçтарах чавмаллине палăрттăр. Кирлĕ япаласем хатĕрлеме тытăнĕ. Ку пирĕншĕн проблема мар.
— Сирĕншĕн апла пуль те, аннӳпе маншăн — праблем çав, хĕрĕм, праблем...
— Юлашки ыйту, атте: Ванюшинран председатель пулас пек-и?
— Хамăн пичче, санăн мучу пек председателех пулĕ тесе калаймастăп, анчах çăкăр шăрши кĕрет ачаран. Халăхпа канашлать. Ваттисен сăмахне те хăлхана чикет... Кĕскен каласан, çуккине тупма, пуррине упрама тăрăшакан çын пек туйăнать Ванюшин...
— Кĕркуннеччен пурăнса пăхар-ха. Улшăнусем пулма кирлĕ, — ун шухăшĕпе килĕшнине пĕлтерчĕ Галина.
6
Тăват-пилĕк çул та пулать ĕнтĕ Чулкасра колхоз валли утă хатĕрлеменни. Манчĕç кунта утçи пирки. Кăçал Ванюшин аса илтерчĕ.
— Выльăх-чĕрлĕх тытман колхоз вăл ялти чи чухăн çынна аса илтерет, — тет председатель ял çыннисемпе калаçнă чухне. — Лашасăр-ĕнесĕр çынна ĕлĕкрен чыс-хисеп пулман. Чысĕ-сумĕ тарам-ха, выльăхсăр пурнăçа сыпăнтарса пыма хĕн. Выльăх çук — аш-какай, сĕт-çу çук. Ялта столовăй уçаймастпăр. Ака вăхăтĕнче те хирте ĕçлекенсене вĕри апат пулмарĕ. Малашне ферма пирки шутламах тивет. Эппин кунта чи малтан выльăх апачĕ хатĕрлес ыйту тухса тăрать. Халĕ кĕтӳ пекки чăмăртанса пырать. Хĕллене утă хатĕрлемех тивет.
Чулкас çĕрĕ — улăх-çаранпа пуян çĕр. Вар-васансенче, улăхра кĕтӳ кĕртмесен тĕрлĕрен курăк ашкăрса ӳсет. Вырăн-вырăн ашса тухаймастăн. Çаран валли уйăрнă лаптăксене кăçал кĕтӳ кĕрттермен. Çулмалли пур. Утă уйăхĕн çурринче çанталăк уяра кайрĕ. Улăх-çаран çеçкере! Правлени ларăвĕнче çапла йышăнчĕç: эрне хушшинче утă хатĕрлесе çитермелле. Кун хыççăн халăх харпăр хăй валли хатĕрлĕ. Вырмаччен утă ыйтăвне татса памалла. Вĕри апат хатĕрлеме те майне тупрĕç.
Утçи Чакăллă çырми тăрăхĕнчи улăхра пуçланчĕ. Çуркунне шыв илекен вырăнти курăка çеçкере чухне çулса тирпейлени лайăхрах. Кая юлсан ăна выльăх тиркеме пăхать. Тракторпа кĕрсе пулмасть — путать. Унта та кунта хăва тĕмĕсем, пĕччен хурăнсем пурри те чăрмантарать техникăпа усă курма. Пурпĕрех, халăха хавхалантарма тесе-ши, Ванюшин хăйĕн косилка çакнă тракторĕпе улăха чи малтан çитрĕ. Агрегатпа ăçтарах ĕçлеме май пуррине чухлать улăхра выляса та кĕтӳ кĕтсе ӳснĕ çамрăк. Утта малтанхи кунах 50 çава хутшăнчĕ. Çава туптакансем 4-5 çын килнĕ. Хăшĕ-пĕри çависене ялтах туптаттарнă-ха. Ĕлкĕрейменнисем кунта шаккаттарма тытăнчĕç. Улăхри ирхи илем çынсен ĕçлес кăмăлне çĕклет. Хăва тĕмĕсем хушшинчех ӳсекен тирек тăрринчен куккук çаваллă халăха хăйĕн никама йăлăхтарман юррипе кун каçах савăнтарма хатĕрри çинчен систерет: ку-кук! ку-кук! Пирĕн кунта пĕтĕмпех хатĕр тенĕ пек, сунталпа мăлатук калаçни илтĕне-илтĕне каять: тук-тук! Тук-тук-тук-тук! Тепĕр самантран ял çыннин чунне яланах çывăх пулнă çак сасăсем çумне харăс сулăнакан вуншар çава сасси хутшăнать: вăш-шт! Вăш-шт! Вăш-шт! Çапларах пуçланса кайрĕ кăçал утçи Чулкасра. Икĕ пысăк ушкăн харăссăн сулать çавасене. Арçынсем хăйсем карталаннă, вĕсенчен çӳлерехре — хĕрарăмсем. Ванюшин вара шăнкăртатса юхакан шыв урлă икĕ пысăк пăрăх хунă вырăнта каçнă та алăпа çулакан хĕрарăмсемпе тĕлме-тĕл пысăк мар каçалăк илнĕ. Çапла, кунта пысăк каçалăкпа ĕçлеме майĕ те çук. Тĕмсем тавра çаврăна-çаврана çулать Ванюшин. Уçăрах вырăнсенче вара тракторне пĕр кана тӳрех тытса пырать, хытăрах кĕрлеттерет. Анчах кун пекки вăраха пымасть.
Тепĕр кунне шурă тумлă халăх Ейлев кӳлли çывăхĕнчи çарана куçрĕ. Ку кулĕ паянчченех пушкăртсем 300 çул каярах панă ятпа çӳрет-ха. Паян пĕтĕм чăвашсемсем пурăнакан ялта малтан пушкăртсем çеç пулнă. Çуллахи вăхăтра вĕсем ялтан пĕтĕм выльăхĕ-чĕрлĕхĕпе çак таврана çу каçма килнĕ иккен. Çулла пурăнакан вырăна «ейлев» тенĕ пулать. «Çуллахи вырăн» тени ĕнтĕ. Кĕркуннепе каялла яла таврăннă. Кунти çап-çаврака та тарăн кӳлĕ тавра хутăш курăк ӳсет. Кӳлĕ çыранĕсем чăнках мар. Шăтĕк-путăк та çук. Лап-лап çĕр çырли ӳсет. Çăра та вăрăм курăк хушшинче çырла хăвăртах хĕрелмест. Çавăнпа çырла пуçтаракансем çарана таптаса ĕлкĕрмен-ха. Çулма лайăх. Çырли çук мар вара. Анчах йĕкеле аса илтерекен çимĕç шап-шурă-ха. Йĕпе курăк хушшинче хăмăрланса çĕрме пуçланисем курăнкалаççĕ. Лап-лап хăмăр мелке кăларма ĕлкĕрнĕ кил кăшкарĕпе ут кăшкарĕ ашкăрса ӳснĕ. Кĕскен калас тăк, çулма йывăрах мар кунта. Кӳлĕпе юнашар вăрăм вар тăсăлать. Варăн икĕ айккипе кӳлĕ таврашĕнчи пекех курăш ӳсет. Аялта, юр шывĕ вăрах выртнăран пулас, ытларах хăяхпа хутăш хăмăш кашласа ларать. Сарăхма мар, хытма та ĕлкĕрмен-ха. Сĕткенпе тулнă вăхăт. Çулма çăмăл. Вăхăтлă пухса илсен выльăх юратсах çимелле. Кунти çарана та çавапа çулма тиврĕ. Ванюшин кӳлĕпе вар хушшинчи тикĕс лаптăка тата варăн анат вĕçне кăнтăрлачченех çулса пăрахрĕ. Ĕçе вĕçленĕ хыççăн Ванюшин хăй тавра пуçтарăннă халăха çапла хыпарларĕ:
— Халь колхозăн выльăх йышлă мар. Икĕ кун çулнă курăка лайăх типĕтсе тирпейлесен çитмелле тесе шутлатпăр. Çулмалли вара Учук кӳллипе Виçĕллĕ вар таврашĕнче, Юманлăх йĕри-тавра чылай. Халĕ икĕ кун хăвăра валли çулма пултаратăр. Çапла-и, Константин?
— Çапла йышăнтăмăр. Икĕ кун хăвăр валли çулатăр та шăмат кун — субботник. Утта пухса турттарма тытăнатпăр. Унччен типме кирлĕ. Ăнланмалла-и? — калас тенине кĕскен пĕлтерчĕ бригадир.
— Ăнланмалла, — çависене йăтрĕç утăçăсем килелле утма хатĕрленсе.
— Малтан пĕрремĕш кун çулнине пухатпăр! — пăртакран тата хытăрах кăшкăрчĕ Краснов.
* * *
Константин, хĕвелпе пĕрлех вăраннăскер, каркаланса та саркаланса выртмарĕ, тӳрех тăрса тумланчĕ те, килĕрен кĕрсе тенĕ пек, пĕтĕм яла çаврăнчĕ, камăн кĕрепле, камăн сенĕк илмеллине, камăн хăйĕн лашине кӳлсе, пуслăхпа вĕрен хурса тухмаллине тепĕр хут аса илтерчĕ, фермăна турттаракан утта урана хывма ултă çынна каларĕ. Икĕ пуçĕнчен харăс купаласа пырĕç. Çавăнпа та каланă вырăна халăх пĕр тăруках пуçтарăнчĕ. Çулнă курăк тавăрмасăр-çавăрмасăрах лайăх типнĕ. Кунта вăрманти мар çав: хĕвелĕ те пĕçертеть, çилĕ те типĕтет. Çилшĕн те, хĕвелшĕн те уçă вырăн. Бригадир килнисене пурне те шута илчĕ, тумалли ĕçсен калăпăшне хăй пĕлнĕ пек шутласа палăртнă хыççăн çынсем пухăннă çĕре хутне аллинче тытсах пычĕ. Ванюшин та кунтах. Иккĕше кăшт калаçкаларĕç те бригадир аллине çĕклерĕ, шăпланма ыйтрĕ.
— Фронт работы çакăн пек пирĕн, юлташсем, — сассине хĕрхенсе тăмарĕ вăл. — Кунта çулса пăрахнă лаптăк пĕтĕмпе 33 гектар пулать. Паккуссем хулăн. Утă пур. Паян çакăнтине пухса урана хума вăй та çителĕклĕ пек. Кĕреплепе 30 çын, сенĕкпе — 37. Утта ферма паптне турттарса тăма 17 лавпа прицеп кăкарнă икĕ трактор пур. Ак, председатель те ашшĕн Т-25 тракторĕпех килнĕ. Услови çакăн пек. Утă турттаракансене хăйсен лашисемпе ĕçленĕшĕн пĕр урапа тип утă. Кам тракторпа — пĕр прицеп. Юлашки рейспа тиесе каяççĕ. Ĕç хакĕ çакă пулать. Ыттисене укçа çыратпăр. Эп кунта кам мĕн чухлĕ ĕç тунине до копейки çырса та шутласа пырап. Малалла калап. Кĕреплеллисем пурте малтан Ванюшин косилкăпа çулнине пуçтараççĕ. Вăй тăкса тунă утта пĕр тăкаксăр пухса илер. Эрем-шерем тăвас мар. Ăнланмалла тăк — ĕçлеме пуçлăр! Чимĕр-ха, манса кайнă: апатлану çакăнта пулать. Кăнтăрлана чарăннă тĕле Галина Филипповна çитеп тесе шăнкăравларĕ.
— Ур-р-а-а! — янратрĕç çамрăксем вăл килсен мĕн те пулин çĕнни пуласса сиссе.
Паян вара çамрăксем çулнă чухнехинчен нумайрах курăнаççĕ. Ку вăл канмалли кун пулнипе те çыхăннă-тăр. Тепĕр тесен, кашни çамрăках утă çулма пĕлмессе те пултарать. Паян вара яшсемпе хĕрсем пухăннă халăхăн çурри ытла. Администрацири ĕçсен управляющийĕ те такама шыранăн халь унта, халь кунта курăна-курăна каять. Утçи халăхĕ ĕç пуçлассипе хĕвĕшме тытăнсан Татьяна Ларина Ванюшин тракторĕн пĕр çын вырнаçакан кабинине йăпăр-япăрах кĕрсе ларчĕ. Тен, пĕрле ĕçлесси пирки Валерипе малтанах килĕшсе хунă пуль. Килĕшсен те, килĕшмесен те управляющи май пур чухне Валерипе юнашар пулма тăрăшнине пурте пĕлеççĕ. Кунта пăсăкки нимĕн те çук. Çамрăкпа çамрăк килĕштерсе ĕçленине ырламалла кăна. Урапа çинче тăма та ĕç йĕркине пĕлекен çын кирлĕ. Ларинăшăн вара ку — хăнăхнă ĕç. Вĕсен лаша пур. Утă-улăм тиеме кайнă чухне ашшĕ хăйпе пĕрле никама та мар, яланах Таньăна лартса каять. Майĕпен вĕренчĕ хĕр çунапа урапа çинче тăма. Утта пур енне те пĕр пек кăларса тиет. «Фермăри скотниксенчен кая мар пултарать Таня çӳлте тăма» тенине хăй хăлхипе те пĕрре мар илтнĕ хĕр. Каччăпа хĕре пĕр-пĕрин патне юрату туйăмĕ те туртать пуль.
Утçи халăхĕ тем хушăра улăх тăрăх сапса янă пăрçа пек сапаланчĕ. Тем хушăра унта та кунта пĕчĕк-пĕчĕк утă куписем, валемсем курăнма тытăнчĕç. Малтанах вĕсен шучĕ ӳснĕçем ӳссе пыратчĕ, анчах лавçăсем ĕçе тытăнсан тек ӳсесси пулмарĕ, пĕр шайрах тытăнса тăчĕ темелле. Пĕр сехет пек ĕçленĕ хыççăн пуслăхпа туртса çыхнă тăп-тăп лавсем ял еннелле пĕрин хыççăн тепри ăсанма пуçларĕç. Эппин ĕç-пуç Ванюшинпа Краснов шутланă пекех йĕркеленсе кайрĕ.
Константин улăх тулли хĕвĕшекен çынсем çине кăмăллăн пăхса тăрать. Çынсем ĕçе çапла карр тытăннине нумай пулать курманни. Авă, Кĕркури тетепе Клашук инке лапсăркка тĕм кутне икĕ пысăк хуран çакса янă. Пĕринче аш яшки вĕрет, тепринче — матрӳшке чейĕ пăсланать. Утçи вăхăтне правлени членĕсем хăйсем пĕрер така пама калаçса килĕшнĕччĕ. Паян хурана Ванюшинăн ик çулхи кастарнă таки чăммалла. Пĕлекенсем калаçнă тăрăх, вăл ăна туй валли тесе усранă пулать. Така хакне кĕркунне тырă парса саплаштараççĕ. Çапла, ĕç кăмăл пулсан майне-шывне тупма пулатех. Улăхри ĕçсемпе кăмăллă пулнă бригадир утта урана хывакансем патне фермăна та çитсе килме шутларĕ.
Ку чухнехи Чулкассем сехет çине пăхсах каймаççĕ. Сехет çыхасси те йăларан тухсах пырать темелле. Сехечĕсем çук мар пуль-ха. Шкап туртминче е ăçта та пулин çӳлĕк те сентре çинче выртаççех ĕнтĕ вĕсем. Пластмасса курупкаллу батарейкăпа ĕçлекен сехете таçта та сутаççĕ. Йӳнĕпех. Çумра сехет пулманнин сăлтавĕ вăл вăхăта хаклама пăрахнинче ахăр. Ĕçлемен çынна вăхăт кăсăклантармасть. Эппин, сехет çине пăхни те кирлĕ мар. Паян вара сехет тени чылайăшĕн пур пулмалла. Паçăр бригадир каланă вăхăт тĕлне çитсен, сенĕкĕ-кĕреплисене ĕçленĕ çĕрех хăварса, пĕтĕм улăха тутлă шăршă сарса паçăртанпа лăкăртатса вĕрекен хуран еннелле сулăнма пуçларĕç. Лавçăсем лашисене тăварса тăлларĕç. Ушкăнпа чухне ниçта та каймасть выльăх. Ĕçмелли пур. Выльăх та, çын пекех, йыша юратать çав.
Ĕç мĕнлерех пынине этемĕн кăмăлĕнченех пĕлме пулать. Пит-куçа çырма шывĕпе уçăлтарнă çынсем пĕр-пĕринпе ĕç пирки савнăçлăн калаçаççĕ. Лавçăсем хушшинче миçе леçни çинчен сăмахлани илтĕнет. Лере кашнин ĕçне шута илсе пыракан уйрăм çын та пур пулас. Кĕркури тетепе Клашук инке те аш ваклама тытăнчĕç. Шăпах çынсем хутаççи-сумккисенчен чашăк-тирĕк кăларма тытăннă вăхăтра ялта юлашки вăхăтра та лайăх паллакан машина, никам та ан систĕр тенĕ пек, пĕр сассăр çитсе чарăнчĕ. Чарăнни чарăнман машина алăкĕсенчен тăваттăн харăс тухрĕç. Пĕри машина хуçи Галина Филипповна пулчĕ-ха, тепри хут купăсне хăйĕнчен хăварман клуб пуçлăхĕ Валентин Николаев, артист тумĕпех килнисем Çтерлĕри филармонири «Сарпи» чăваш эстрада ушкăнĕн юрăçисем пулчĕç. «Сарпи» юрăçисем колхоз ура çинче çирĕп тăнă вăхăтра Чулкасра пĕрре мар пулнă. Валентин тӳрех купăсне тăсса ячĕ те пĕр-икĕ çавра «пушăлла» вылянă хыççăн купăс сасси çумне юрăçăсен сассисем, шыв юхăмĕ пек, хăйсене хăйсем пырса хутшăнчĕç:
Тăван яла таврăнсан,
Атте-аннене курсан
Манăн чунăм хĕпĕртет,
Юрă юрлассăм килет.
Эй, тăван, тус-тăван,
Ĕмĕр пĕрле пурăнар,
Ĕмĕр пĕрле пурăнар та
Хамăр йышпа савăнар...
Çук, артистсем кăна мар, вĕсемпе пĕрле Галина Филипповна та хутша юрлать иккен, унăн та вăйлă сасси лешсен сассипе килĕшӳллĕн янăрать. Ку тăрăхра иртнĕ ĕмĕрти 90-мĕш çулсенче сарăлнă, пĕтĕм Пушкăртстан чăвасен юратнă юрри пулса тăнă юрă улăх тăрăх сасă вăйлатмалли нимĕн турăсăр-мĕнсĕрех хăватлăн та чĕнӳллĕн янраса шăранчĕ. Пĕтĕм улăх юрлать тейĕн çав. Çапла, алла кашăк-чашăк тытнисем те хăйсем сисмесĕрех юрлама пуçларĕç. Халь кунта артистсен пĕчĕк ушкăнĕ мар, юрăçсен пысăк хорĕ çутçанталăк ытамĕнче ытарма çук концерт парать.
Эй, тăван, тус-тăван,
Ĕмĕр пĕрле пурăнар,
Ĕмĕр пĕрле пурăнар та
Хамăр йышпа савăнар...
Малтанхи юрă вĕçленсен купăсне чармасăрах Валентин урăх кĕвĕ çине куçрĕ. Итлекенсем халĕ вăл тăван ял çинчен хăй çырнă «Чулкас урамĕсем» юрра пуçласса сисрĕç. Лешĕ янратма та тытăнчĕ:
Чулкасăн урамĕсем,
Хулари пек çурчĕсем,
Сире савса юрлас килет
Урам тăрăх утнăçем.
Малалла никам паллă памасăрах юрăçпа пĕрле утăçăсем те, артистсем те пĕрле янратрĕç:
Çак Чулкас урамĕсем —
Ман чĕре суранĕсем.
Юрату та, ырату та
Нумай тӳснĕ пуль вĕсем...
Ĕçри халăха концерт курма нимĕнле клуб та, юрăçипе купăсçине сцена та кирлĕ мар иккен. Пĕрисен итлеме, теприсен юрлама кăмăл пулни çеç кирлĕ. Ешĕл улăхра, уçă сывлăшра кĕмсĕр-кĕмсĕр микрофонлă клубринчен илемлĕрех те меллĕрех-мĕн концерт пама та, курма та. Юрăпа юрă хушшинче кăшт тăхтав пулсанах, сирĕн пĕтрĕ пулсан хамăр пуçлатпăр тенĕ пек, çывăхри тĕмсем хушшинчен кайăксем юрлама пуçлани илтĕнме тытăнать. Хăй курăнман куккук та концерт хăйне килĕшни çинчен хыпар тума васкать: «шеп ку! шеп ку!» тенĕ пекех илтĕнет ун хаклавĕ. Тахçан хĕресне амăшĕпе юнашар пырса тăма ĕлкĕрнĕ Елена Елюкова та ыттисенчен юлас мар терĕ курăнать. Пĕр утăм çеç малалла тӳрĕ те, чĕвĕлти кайăксен сассине пӳлсех, кайăксеннинчен кая мар уçă сассипе калаçма пуçларĕ:
— Шкул пĕтернĕренпех ял çыннисемпе пĕрле тĕрлĕ ĕçре пулни, вĕсемпе калаçни тĕрлĕ шухăш çуратать. Хам курнине, мĕн шутланине ман хут çине çырса хурас йăла пур. Кăçалхи утçи кунĕсем, курнă ӳкерчĕксем чĕре варринех кĕрсе вырнаçрĕç пулĕ тетĕп. Çапла вара ял пурнăçĕнчи уйрăм ӳкерчĕксенчен çак сăвă çуралчĕ:
Ырă маншăн, ял çыннишĕн,
Хĕллехи çара хирте
Сас парса çуна шунийĕ,
Кăмака хĕрсе çуннийĕ,
Юр ашса утни хитре.
Лайăх маншăн, ял çыннишĕн,
Юр кайса пĕтсен хирте
Карăнса çĕр сывланийĕ,
Кушăхса вăл пăсланнийĕ,
Ал-ура ĕçре ырнийĕ,
Ĕç кал-кал пыни хитре.
Ырă маншăн, ял çыннишĕн,
Утă уйăхĕ çитсен
Улăхри сунтал сассийĕ,
Çавасем вăш-ваш каснийĕ,
Утă куписен ташшийĕ
Пĕр кĕвве хитре килсен...
Сăвă йĕркисем итлекенсен чун-чĕре хĕлĕхĕсене пыра-пыра сĕртĕнчĕç, вĕсене вăратрĕç пулас, артистсене сумланă пекех тăвăллăн алă çупса сумларĕç вĕш çамрăк сăвăçа. Галина Филипповна вара хĕресне хĕрне ыталаса тытрĕ те чуп туса илчĕ. Унтан ал тӳрчĕпе пит çăмартисене сăтăркаласа хĕрӳллĕ калаçма пуçларĕ:
— Ял-йышăмсем, тăванăмсем, пăхăр-ха, мĕн тери пултаруллă, талантлă ачасем çитĕнеççĕ пирĕн Чулкасра. Нивушлĕ çакăн пек ял çĕр пичĕ çинчен çухалать, Валентин чун-чĕринчен ярса илекен юрăсем кĕвĕлет. Чулкас хĕрĕ, «Сарпи» юрăçи Аля Кириллова, çав юрăсемпе республикăри чăвашсене савăнтарать. Анчах кăна вăтам шкул пĕтернĕ хĕрĕмĕр ял пурнăçне, умри çак чĕрĕ çут çанталăка сăвă йĕркисемпе ӳкерчĕксем тăва-тăва кăтартать. Аллине çава, сенĕк-кĕрепле тытнă çын яла пĕтме парас çук. Манăн та сире çăтма хатĕрленекен путлăхра хăвăртрах çăлăнса тухма пулăшас килет. Кӳршĕри Хурамал чăвашĕсем еплерех çĕкленсе кайнине, икшер хутлă керменсем лартма тытăннине куратăр пулĕ. Вĕсем те пĕтес патнех çитнĕччĕ, хăйсен ялĕнче çуралса ӳснĕ Владимир Владимирович пулăшнипе çĕнĕрен çĕкленсе тăчĕç. Манăн та сире пултарнă таран пулăшас килет. Эп Владимир Владимирович пек пуян мар çав. Чиркӳ лартса параймăп, тăрăллă пасар уçаймăп, çĕнĕ клуб çĕклеймĕп. Манăн пĕр тĕллев: çак колхоза, çак хуçалăха унчченхи шая çĕклесси. Эп кунта бухгалтерта ĕçленĕ, экономист пулнă. Кĕлет тулли тырă, карта тулли выльăх, гараж тулли трактор та машии пулнă пирĕн. Çаксем пулсан, ялта ĕçлесе пурăнма халь унчченхинчен темиçе хут çăмăлрах та, лайăхрах та. Халĕ, райкомран килсе, халăха валеçес тыра шăпăрпа шăлса элеватора леçтермеççĕ, фуражлăх тырра тиесе тухмаççĕ. Аслăраххисем ман сăмахсемпе килĕшеççĕ пулĕ тетĕп. Апла пулсан пĕрле, пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлер. Эп сире пулăшма хатĕр пулнине те ан манăр. Ман сире ăнăçу сунасси çеç юлать. Константин, Валерий, ман машинăра икĕ ещĕк... Çук-çук, эрех мар, тутлă шыв пулмалла. Апат антаракансем патне кăларса лартăр çавсене. Кашниех тутанса пăхтăр чей вырăнне. Ниме ячĕпе хăналани çакă пулĕ манăн.
— Тавтапуçах, Галя аппа! — унтан та кунтан янратрĕç çамрăксем. Ватăраххисем хушшинче «икĕ ещĕк пылак шыв вырăнне пĕр ещĕк сăра тата аванрахчĕ те çав» тени те илтĕнкелерĕ.
Хирте апат анать. Галина Филипповнăна та аш яшки антарса пачĕç.
— Эпир Ленăпа пĕр чашăкранах çиесшенччĕ, — хирĕçлерĕ Галина.
— Апла мар ĕнтĕ. Пĕтнĕ хуçалăх пулсан та хаклă хăна валли пĕр чашăкпа кашăк тупма пултаратпăр-ха, — чĕвĕлтетрĕ апат илсе пынă Татьяна Ларина. — Эсир хирте яшка çисе курман пуль-ха. Çисен шашлăк çинĕ пуль. Шашлăк кăна мар, килте тунă салма яшки те шутсăр тутлă хирте. Мĕншĕн тутлине калам-и?
— Кала-ха.
— Апат уçă вырăнта пысăк хуранпа пиçет. Тĕтĕм шăрши çапать. Çавăнпа тутлă вăл. Клашук инке те çаплах калать, йышлă апат яланах тутлă пиçет тет. Эппин, апачĕ тутлă пултăр терĕ те ĕçсен управляющийĕ пуçне илемлĕн тайрĕ, вучах патнелле утрĕ.
— Чипер хĕр Татьяна Ларина. Калаçма та пĕлет, — ăна ырламасăр чăтаймарĕ Галина. — Такам та юратмалла.
— Юратакансем те пур. Хăй суйлать каччăсене.
— Тĕрĕс тăвать! Хĕр упраçăн питĕ асăрхануллă пулмалла. Йăнăшма юрамасть. Йăнăшрăн иккен, пĕтĕм пурнăç арпашăнса кайма пултарать. Чим-ха, Лена хĕрĕм, сан юрату çинчен сăвă çук-им?
— Ку темăпа пĕр сăвă та çырса курман.
— Юрату çинчен çырман сăвăç çук теççĕ тата. Ма çырман-ха?
— Юратса курман. Маншăн тĕнчере юрату пур-и, çук-и — пурпĕрех. Эп хама канăç паман япала çинчен кăна çырнă. Улăхри çак илеме сăвва мĕнле кĕртмĕн-ха? Кашни паккус, валем те купа, кашни хăва тĕмĕ — хатĕр сăвă йĕрки. Йĕрке çумне йĕрке илсе хур та — сăвă çаврăмĕ хатĕр. Çак йĕркесенче юрату шăрши-марши пур-и? Паян кăна çуралчĕç пуçра. Хут çине те çырса хуман.
— Итлетĕп.
— Эсĕ «ман хĕр юратса пăрăхнă» тесе ан кул вара. Ку сăввăн халь пуçламăшĕ те, вĕçĕ те çук.
Асран каяс çук çуллахи кунсем,
Улăхра пĕрле утă çулнисем.
Пыл çăвать,
Пыл çăвать
Сан туту çине,
Ман тута çине
Пыл çăвать...
— Ой, Леночка, — курăк çине хăйпе юнашар тăсăлса выртнă хĕрне çинçе пилĕкĕнчен хăрах аллипе те пулин ыталаймасăр чăтаймарĕ амăшĕ.
— Мĕн пулчĕ, анне?
Нимех те мар. Пите ман енне туха.
Турăм.
Чăпăрт! тутарчĕ хĕрарăм хĕрĕн хăйĕн тутипе тĕлме-тĕл тăракан тутинчен.
— Тĕрĕсех: сан туту пыл тутиех калать!
— Санăн та!
— Пирĕн тутасем çине чăнах та пыл çунах эппин. Эс питĕ тĕрĕс асăрханă, Леночка.
Çак вăхăтра Татьяна Ларина амăшĕпе хĕрĕ умне сĕткен тултарнă пысăках мар крушкăсем пырса лартрĕ. Ытахальтен-ши, ыйтанçи пулчĕ:
— Сире яшка тата кирлĕ марччĕ-и?
— Тавтапуç, Танюша! Тăрантăмăр. Ку сĕткенне те ĕçсен тăраймăпăр та ĕнтĕ. Танюша, эсир ман артистсене çитертĕр-и?
— Хампа юнашар лартсах, — пулчĕ хурав.
— Куркасене тăрса ĕçер-ха. Вара пăртак уткаласа çӳрĕпĕр. Калаçăпăр. Тепра тахçан курап-ха сана, — калаçрĕ те калаçрĕ хĕресне амăшĕ.
Малтан вĕсем шыв хĕрне анса аллисене çурĕç, пичĕсене уçăлтарчĕç, вара шăнкăртатса юхакан шыв хĕррипе калаçа-калаçа утрĕç.
— Ыйтма юрать-и? — пынă çĕртен тăпах чарăнчĕ Лена.
— Тархасшăн, хĕрĕм.
— Пирĕн выпускной бăла санпа (сирĕнпе тесе калама ăна тахçанах чарнă) пĕрле пынă арçын ача камччĕ вăл? Хăйĕнчен ыйтма вăтантăм. Унччен курнине астумастăп.
— Пĕчĕкрех чухне курнă эс ăна. Пирĕн ывăл вăл. Шăллу пулать темелле пуль. Кăçал вуннă пĕтерчĕ. Сан пекех ялта пурăнать, ял шкулĕнче вĕренет. Паша ятлă. Павел. Санран пĕр çул кĕçĕнрех.
— Ма хулара пурăнмасть?
— Ялта асламăшĕ пĕччен. Ăна пулăшмалла. Асламăшне хулана чĕнетпĕр килĕшмест. «Эп унта виç кун та пурăнаймастăп», — тет. Хамăрпа пирĕн Катя хĕрĕм пур. Виççĕмĕш класа куçрĕ. Май килнĕ чухне çывăхарах паллаштарăп-ха сире пурсăра та. Эсир тăвансемех-çке. — «Тăвансемех» сăмаха палăртсах каларĕ хĕрарам.
— Шăллăмпа йăмăк пуррине эп халиччен те пĕлмен, — кӳреннĕн илтĕнчĕç Лена сăмахĕсем. — Хамăн вара çав тери чипер шăллăм та, йăмăкăм та пур. Эп вара хама пĕр-пĕччен пĕр ача тесе шутланă.
— Каçар, хĕрĕм, эп сана халичченех пĕчĕк ача вырăнне хунă, çавăнпа та йĕрĕпех каласа пани кирлех мар тесе шутланă. Халĕ пысăклантăн, пурнăç çулĕ çине тăма хатĕрленетĕн, ăнланакан пултăн. Эппин хам çинчен те, çемье çинчен те каласа пама юрать. Институт хыççăн эп кунти колхозрах бухгалтер пулса ĕçленине пĕлен-ха. Колхоза уйăрса та пайласа пĕтерсен, çĕнĕ пуçлăхсем мана килĕштерми пулчĕç, «сăмсуна кирлĕ мар çĕре чикетĕн» терĕç. Бухгалтер вăл укçа-тенкĕ енĕпе никам пĕлменнине те пĕлет. Хама кунта малашне пурнăç пулас çукине туйса хулана тухса кайрăм, химзавод бухгалтерине вырнаçрăм, ĕçленĕ хушăрах аспирантура пĕтертĕм, кандидат диссертацине хӳтĕлерĕм. Паян эп хулари чи пысăк заводăн тĕп бухгалтерĕ. Хуларах химипе технологи техникумне пĕтернĕ Тольăпа паллашрăм. Вăл çав заводрах мастерччĕ. Пĕрлешрĕмĕр, тăхар çул пĕрле пурăнатпăр...
— Чим-ха, анне, ăнланмалла мар килсе тухать. Тăхăр çул каярах пĕрлешнĕ, Паша вара...
— Ан васка, Леночка, мана та ан васкат, — тинех унран нимĕн те пытарма çуккине ăнланчĕ хĕрарăм. — Эпĕ Тольăн иккĕмĕш арăмĕ. Паша амăшĕ ывăлĕ икке кайсанах вилнĕ.
— Мĕнле?
— Вăл та Толя пĕтернĕ техникумрах пĕлӳ илнĕ, ун пекех мастерта ĕçленĕ. Урăх цехра. Аппаратчик айăпĕпе хăрушă взрыв пулнă. Аппаратчикпа мастер иккĕшĕ те вилнĕ. Тольăн ирĕксĕрех ывăлне яла хăйĕн амăшĕ патне леçме тивнĕ. Ялтах ӳсрĕ. Сан пекех ял ачи.
— Паша пĕрре те хула ачи пек мар çав. Вăтанчăк. Никампа та хутшăнса калаçма васкамасть. Килкелеççĕ кунта хула ачисем. Пуç тăрне хăпарса кайĕç.
— Эппин, килĕшет сана Паша?
— Килĕшнĕрен мар-ха, лайăх ача пулнăран калатăп.
— Вĕренме те тăрăшса вĕренет. Учительсем ырлаççĕ. Районти олимпиадăсене çулсерен хутшăнать. Математикăпа ăнать унăн. Республика шайĕнче ăмăртса курман-ха. Шухăшĕ пур вара.
— Халь йăлтах ăнланса илтĕм.
— Мĕн ăнланса илтĕн-ха?
— Паша сăнĕпе пĕрре те сан евĕрлĕ маррине.
— Ун вырăнне, хĕрĕм, эсĕ ман пек! — хыттăнах каласа хучĕ те хĕрарăм Ленăна ик аллипех ыталаса илчĕ, шăрăхпа хĕрелсе вĕриленнĕ питĕнчен темиçе хут чуп туса илчĕ. Çав вăхăтрах нихçан та ĕç пирки манман Краснов бригадирăн сасси те янраса кайрĕ:
— Хускалтăмăр, юлташсем!
Кĕшĕл-л! тапранчĕ халăх. Тек бригадирпа председатель ăнлантарса пани кирлĕ пулмарĕ. Лена та, амăшĕн ытамĕнчен вĕçерĕнсе, хăйсене кĕтекен паккуссем патнелле утакан хĕрсем хыççăн чупрĕ. Галина Филипповна машини патне пырса тăнă Красновпа Ванюшин патнелле утрĕ. Лешсен калаçмалли пур, ахăр. Пĕрре мар асăрханă Галина: хăйĕн çывăхне пыма пуçласанах Костя аллипе сылтăм хăлхине хыпашлама, сăтăркалама тытăнать. Çуллахи çав тĕттĕм каç ун асне ĕмĕр манăçми кĕрсе юлнă пулас. Хĕрарăм вара çакна курсанах пĕрĕхтерсе кулса ярасран хăйне аран тытса чарать. Хальхинче те çаплах пулчĕ: ытла лĕкĕрти хĕрарăм пек курăнас мар тесе, вăл аллипе çăварне хуплама хăтланчĕ, янах таврашне сăтăркаланçи пулчĕ. Ванюшин ун кăмăлĕ çĕкленӳллĕ пулнине пурпĕрех сисрĕ.
— Пирĕн Галина Филипповна савнăçлă-ха. Хирти яшка килĕшнĕ пулас.
— Тавтапуçах! — ирĕклĕнех кулса хуравларĕ лешĕ. — Ялтан кайнăранпа та паянхи пек тутлă яшка çисе курман.
— Председатель такин яшки пулчĕ ку, — хăлхипе «выляма» чарăнмарĕ бригадир.
— Сан такуна хăçан çийĕпĕр? — шӳт тени хăйĕншĕн ют пулманнине систерчĕ Галина Филипповна.
— Ман такана çулнă чухнех çисе янă.
— Пирĕн атте те правлени членĕччĕ пулас-ха. Калăп: ыран такине кĕтĕве ан ятăр.
— Пулчĕ те! — председателе куçран тинкерчĕ Костя Краснов. — Эпир санпа ыран валли аш тупасси пирки пуç вататпăр. Тавтапуç, Галина Филипповна, аса илтернĕшĕн, аçупа хам та калаçăп, — кăмăлĕ тулнă бригадир хăй сисмесĕрех аллине хăлхи патĕнчен илчĕ.
— Сирĕн мана мĕн те пулин каламалли пур пулас. Вăхăт ирттерсе тăрас мар, — терĕ Галина Филипповна.
— Пур çав, пур, — таçта тем ыратнă чухнехилле авкаланса илчĕ Ванюшин. — Сайралатнă, кăпкалатнă хыççăн кăшман калчи пăхса ытармалла мар ешерме тытăнчĕ. Выçса çитнĕ çĕр апат ыйтать. Каярах юлнă пулин те апатлантарас тетпĕр те çав.
— Паян тумаллине ырана хăварса ан пырăр эсир, вăхăтра тума тăрăшăр, — пулăшма хирĕç пулманнине систерчĕ Галя. — Агроном çук ĕнтĕ сирĕн?
— Эпир хамăр иксĕмĕр те агроном. Мĕнле удобрени мĕн чухлĕ кирлине шутласа хунă, ял хуçалăх управленийĕнчисемпе канашланă.
— Апла тăк, ыранах Мелеусри минераллă удобренисен заводне çитсе счет илсе килĕр, таврăннă май ман пата кĕртсе хăварăр. Эп укçа куçарăп. Тепĕр кунах илсе таврăнма, ĕçе тытăнма пултаратăр.
— Эп мĕн терĕм, Валерий, э? Эп мĕн терĕм? — хăлхи çинчен манса аллисемпе сулкаласа калаçма тытăнчĕ Краснов, — удобрени пулать терĕм-и? Галина Филипповна пулăшать терĕм-и? Халь ку ыйту татăлнă тесе шутлăпăр. Никитин Ваняна паянах каласа хурап: машинине хатĕрлетĕр.
— Ыйту татăлнă пулсан атя, тытăнар эпир те, — терĕ те председатель, хăнапа сывпуллашса, трактор патĕнче хăйне кĕтекен Татьяна Ларина патнелле васкарĕ. Çĕкленӳллĕ кăмăллă бригадир та утăçăсем патнелле сулăнчĕ, утсан-утсан, тем аса илнĕ пек пулса, каялла çаврăнса тăчĕ, Гальăна аллипе сулкаларĕ. Улăх тăрăх курса çӳренĕ артистсем те, таврăнма вăхăт çитнине туйса, сăрталла хăпарчĕç.