«Нăйкăшма, макăрма...»
Нăйкăшма, макăрма
Эп килмен çĕр çине.
Йăлкăшма, савăнма
Тухнă çын хушшине.
Пурăнма, ăнтăлма
Вĕрентетчĕ анне.
«Ыратсан та кулма тăрăш», — тетче куллен.
Туссемпе тăвансем
Ал парсан инкекре
Çын усал суннисем
Çухалаççĕ сĕмлĕхре.
Ырлăхра-хурлăхра
Ярас марччĕ ята.
Лăпкăн çеç ватлăхра
Пурăнасчĕ ялта.
снег (2015-02-13 15:14:57):
Питĕ лайăх сăвă.Вулама та çăмăл, шыв пек юхать. Çамрăксемшĕн те паха.
Маргарита (2016-06-22 14:54:52):
Пурăнма, ăнтăлма
Вĕрентетчĕ анне.
«Ыратсан та кулма
тăрăш», — тетчĕ куллен.
Туссемпе тăвансем
Ал парсан инкекре
Çын усал суннисем
Çухалаç сĕмлĕхре. Автор варианчĕ çапларах... Хак панăшăн тавах!