Хуйхă
Хĕвеллĕ ăшă çу кунĕ. Скверта çамрăк мăшăр çӳрет. Арçынĕ хура куçлăхпа. Хĕрарăмĕ ăна хулран çаклатнă. Кĕçех эп ларакан хыçлă вăрăм сак çине пырса ларчĕç.
Эпĕ вĕсем калаçнинчен пĕлтĕм: ку хĕрарăм хура куçлăхлă арçын арăмĕ. Нина ятлă.
— Кам та пулин пур-и ку сак çинче? — ыйтрĕ унран упăшки.
— Пур. Санпа юнашарах, сылтăм енче, çамрăк арçын ларать, — пĕлтерчĕ ăна арăмĕ.
Хура куçлăхлă арçын ман енне вăрт çаврăнчĕ:
— Эсир студент мар-и? — тесе ыйтрĕ.
Сăмах май эп ăна хам çыравçă пулни çинчен каларăм. Хура куçлăхлă арçын хăпартланса кайрĕ. Унтан ассăн сывласа илчĕ те:
— Ман çинчен мĕн те пулин çырма пулмасть-ши? — терĕ.
Вăл эпĕ мĕн каласса кĕтмерĕ, калаçăвне малалла тăсрĕ:
— Эпĕ çирĕм пĕррере. Çулталăк каялла шоссе çулĕ çинче авари тӳсрĕм. Сĕм суккăр пулса юлтăм. Юридици факультетĕнче юлашки курсра вĕренеттĕм. Пурнăç çинчен эп нихăçан та çакнашкал шухăшласа курман. Аттепе анне пысăк ĕçре лараççĕ. Нинăпа пĕрлешичченех манăн виçĕ пӳлĕмлĕ хăтлă хваттер, ют çĕршывра туса кăларнă çăмăл автомобиль, сотовăй телефон — тĕрĕссипе, пурте пулнă. Уйăха та çутçанталăкран укçалла илес пек туйăнатчĕ мана...
Çӳллĕ çуртсем хыçĕнчен пысăк хура тачка пĕлĕт шуса тухрĕ. Çумăр пăт-пат ӳккелеме пуçларĕ. Эпир уйрăлтăмăр.
Кайран та çак хура куçлăхлă арçын çинчен эпĕ чылай шухăшласа пурăнтăм. Аптранипе: «Хуйхă хă вăн хул хушшинчех вăл», — терĕм.
Шухăшсем
Are you fully utilizing the potential of...
Every day, websites like chuvash....
Get more leads for your chuvash...
Your website, chuvash...
Are you maximizing the potential of your...
Your website, chuvash...
Every day, websites like chuvash....
I recently tried https://killakush...
Тĕлĕнмелле çырнă...
Сахал сăмахсемпех питĕ тарăн шухăшсем уç...