Юнтарнă пĕлĕт


Туянакансем çук мар. Куç илĕртмĕш япаласене тыта-тыта пăхаççĕ, енчĕкĕсенчен укçине кăлăраççĕ, шутлаççĕ...

Палатăсем аранах хыçа юлаççĕ. Умра — тĕлĕнтермĕш! Сутуçсем хăйсен шăкăр-макăр таварĕсене çĕр çинех (хăш-пĕри — чăнах ĕнтĕ, шăналăк сарнă) майласа хунă. Пасарăн лаптăкĕ пĕр пусăмлăх та усăсăр выртмасть иккен. Хуçисем хăйсен таварĕсенчен вăтаннăн кăшкăрашса сĕнмеççĕ, тăраççĕ çăварĕсене хупса чĕмсĕррĕн. Тĕрĕсех, мĕнле сăлтава пула çын хăлхине йӳçĕхтерес?

Çурхи шыв çийĕн юхакан пăр катрамĕ кукăра пырса тăрăннăн кап! чарăнса тăчĕ Янаш Паланов инженер. Куç тĕлне тĕлĕнтермĕш япала лекрĕ. Илĕртекенĕ — тĕнчери паллăран та паллă картина. Ăна хашакапа вырнаçтарнă.

— Хуçа, кала-ха, ку картинăна сутма мĕнле нуша хăвалать сана?

— Эх, ырă çыннăм, мĕн-ма çав териех тĕлĕнен? Укçа кирлĕ самантра хăвăн çумăнти арăмна та çĕрĕк çăпатапа улăштарăн, — шӳтлĕ-мĕнлĕ пуплерĕ сутуç.

— Апла пулĕ те-ха, ку ӳкерчĕк — чаплă художник ĕçĕ, — ĕнентересшĕн Янаш тĕрĕслĕхе.

— Камшăн мĕн хаклă. Тепĕр тесен кунашкал тĕссĕр картинăсене килĕштерместĕп.

— Хăй вăхăтĕнче мĕншĕн туяннă эсĕ ăна?

— Асаттен тупри вăл! — тет хайхискер ĕнентерме тăрăшса. — Хам пулсан кунашкал япалашăн кити-митти тăкакламăттăм. Вăл çамрăк чух морякра çӳренĕ. Ватăларах парсан та тинĕс тенине яланах ӳкерчĕксем тăрăх та пулин куç умĕнче тытас кăмăлĕ пысăк пулнă-тăр. Халĕ ĕнтĕ хăй леш тĕнчене куçнă. Картини никама та кăсăклантармасть.

— Санăн аслаçу, юлташăм, пысăк культурăллă çын пулнă. Ку картинăна вырăссен паллă художникĕ Айвазовский çырнă. Каланă пек, ку оригинал мар, фотоӳкерчĕк çеç, — ăнлантарма пикенчĕ Янаш. — Хакне кала, туянатăп.

Лешĕ пĕлтерчĕ. Вăл мăнаçланнăн пысăк хашакаллă картинăна пурне те курăнмалла пукан çумне тĕрентерчĕ.

— Ме, тыт!

Шăп çак самантра Янаш хыçра такам калаçнине илтех кайрĕ.

— Ай-уй! Ку «Бермудский треугольник»-çке! Ав, ав! Карап путать! Мачтисем çеç курăнаççĕ. Ах, мĕнле хăрушă! Тинĕс хумĕсем пĕлĕте çити çĕкленеççĕ. — Кăштах тăхтасан каллех мăкăртатрĕ: — Эй, Турăçăм, тинĕсе путасран хăтарах ăна.

Янаш пуçне сасă илтĕннĕ енне пăрчĕ те курчĕ: ун çумĕнче тăра парать вăрăм çивĕтлĕ палламан сарă хĕр. Вăл хайхи картинăна тинкерсе пăхать. Сасси пăшăрхануллă.

— Чиперук, ку картинăра «Бермуд виç кĕтеслĕхĕ» мар. Айвазовский ӳнерçĕ хăйĕн çакă картинине «Волна» ят панă. Чăвашла ăна «Хум» темелле пулĕ. Авторĕ Хура тинĕс хĕрринчи Феодоси хулинче çуралса ӳснĕ. Кунашкал хумсене çеç мар, тата вăйлăраххисене пайтах курнă-тăр. Курнă çеç те мар, пир çине ӳкернĕ.

— Хура тинĕсре çакнашкал хăрушла хумсем çĕкленеççĕ пулсан, паллах, лере, таçти-мурти тĕнче вĕçĕнчи океанра, асар-писер хумсем хĕвел патне çитеççĕ ĕнтĕ. Çавăнпа карапсем путаççĕ. Ку çеç-и, çав асар-писер хум ĕнтĕ сывлăшра вĕçекен самолетсене çăтать.

— Ай-уй! Мĕнле майпа пурне те пĕлен? — тĕлĕненçи пулчĕ Янаш.

Вĕсен куçĕсем йăлмакланчĕç те, каччăн чĕри тăлт-тăлт тапса илчĕ. Ара, пикен сайра тĕл пулакан куç: каснă лартнă юнтарнă пĕлĕт — ялтăркка.

— Мĕнле пĕлем мар? Журналсем вулатăп тăтăшах, — пуплерĕ пике. Вăл та тинĕс хумне ӳкернĕ картинăна туянакан йĕкĕте сăнарĕ: хура тутлă, сулахай пичĕ çĕвĕклĕ. Ку ăна нимĕн чухлĕ те пăсмасть, пăсма мар, темле хăйне май илем те парать. Темшĕн ăна, кăкăр çийĕн, кĕпе çухави уçăлнă вырăнта, матрос тельняшки курăнса тăракан çак çамрăк йĕкĕт çулталăкри йытă çури пек туйăнчĕ те унăн кăпăшка çӳçне тураса якатас, ачашлас килчĕ.

Сутăç рамăллă картинăна хутпа чĕркесе шпагатпа çыхрĕ, туянакана тыттарчĕ.

Халĕ ĕнтĕ текех пасар тăрăх çӳреймĕн иртен-çӳрене чăрмантарса, тата ăнсăртран мĕнпе те пулин лектерсе картинăна та ватăн.

Паланов пасар хапхи патнелле утрĕ. Тĕлĕнтермĕш хĕр пĕрчи унран шит те юлмасть. Янаш пикене мĕнле чĕннине те ыйтса тăмарĕ, хăй ят пачĕ ăна: «Юнтарнă пĕлĕт». Ытлашши чĕвĕлтискер ку хĕр.

— Мĕншĕн туянтăн çак картинăна?

— Тинĕсе, унăн вăйлă хумĕсене ытараймастăп.

— Эсĕ моряк-тăр?

— Тинĕсе юратма моряк пулни кирлĕ мар.

— Ух! Çав тинĕсе!.. Кураймастăп. Вăл çынсене путарать. Юлнисен пурăн вара кулянса, куççуль юхтарса. Эсĕ моряк мар-и тата?

— Мар терĕм-çке. Эпĕ — ГЭС инженерĕ. Çĕнĕ Шупашкарта пурăнатăп.

Чиперкке пĕлчĕ ĕнтĕ çын ăçталла çул тытнине. Вăл пĕр шит юлмасть, утать Янашпа юнашар. Çитменнине, шпагата ярса тытнă.

Тĕлĕнтермĕш «Юнтарнă пĕлĕт» Çĕнĕ Шупашкара каякан автобуса кĕрсе Янашпа юнашар ларчĕ. Юрать-ха, каçару ыйтма ăс çитерчĕ. Вăл хваттере те кĕресшĕн, килтисем ятламасан стена çумне çаксан картина çинчи тинĕс хумĕ мĕнлерех курăннине пăхасшăн.

— Чим-ха, эпир паллашма маннă. Мана Тунисса тесе чĕнеççĕ, — алне тăсрĕ вăл Янаш енне. Лешĕн вара ирĕксĕрех алне тытса ячĕпе хушаматне пĕлтерме тиврĕ.

Питех те кирлĕ ĕçе ăнăçлă вĕçленĕн самантлăха шăпăрт пулчĕç вĕсем. Чӳречерен пăхкаларĕç. Çул хĕррипе ӳсекен ешĕл çулçăллă йывăçсем вĕлт-вĕлт ирте-ирте юлаççĕ.

Хваттере пырать пĕччен йĕкĕт патне, халиччен курман-илтмен хĕр. Тен, юххаскер ку?

— Эсĕ, Тунисса, ĕçлетĕн-и, вĕренетĕн-и?

— Паянхи куна илсен — ирĕклĕ çын. Унччен университетра филологи факультетĕнче вĕреннĕ. Диплом ĕçне пиллĕкпе хакларĕç.

— Çăмăл тема лекрĕ пулĕ-и?

— Асту. Студентшăн çăмăл тема çук-тăр.

Тунисса калаçнă тăрăх çакна ăнланчĕ Янаш: университет ăна, ăна çеç те мар, хăй аркинчен антарнă нумай яш-кĕрĕме алăкне уçнă та кăларса янă. Чăн-чăн чăх чĕпписем. Никам та çунат айне илмен пирки çӳреççĕ шиплетсе. Шкулсен алăкĕсем вĕсемшĕн уçăласшăнах мар, пур çĕрте те вĕрентекенсем лăк имĕш. Ĕçлеме йышăнсан та кăмăл çук вĕсен ретне тăма — ĕç укçи ытла та сахал. Тата шкулсенче пур çĕрте тенĕ пекех филологсем çителĕклех.

Халĕ тин çеç асăннă сăлтавсене пула çӳрет-ха Тунисса ирĕклĕн.

— Уни-куни ĕçе кĕме васкамастăп, — тет хĕр. — Ара, хам юратнă ĕç патне тăма пилĕк çул хушши ахаль вĕрентĕм-и? Юрĕ, ĕçлеме васкам мар-ха, тăраниччен канам.

Умри çын ăна ĕненесшĕнех маррине туйрĕ. Вара сумкине йăпăр-япăр уçса хăйĕн дипломне туртса кăларчĕ те Янаша тыттарчĕ.

— У-у! Кунта сан шăкăрах «пиллĕк». Маттур, — мухтарĕ ăна йĕкĕт. Унтан тĕпченĕн ыйтрĕ: — Ăçта пурăнан эсĕ?

— Шупашкарта.

— Хăш урамра?

— Нихăш урамра та мар. Паян пĕрин, ыран теприн патĕнче. Юлташсем манăн нумай.

Кил хуçи хăнана тек ыйтусем пама чарăнчĕ. Картина валли вырăн шырарĕ вăл. Шухăш ăна самант кукашшĕ патне, яла, илсе çитерчĕ. Астăвать-ха, пĕррехинче вăл каскаласа йывăç хашак ăсталарĕ. Самай пысăкскерех пулчĕ. Сĕтел ещĕкĕсене, кĕнекесем хушшинче упранакан сăн ӳкерчĕксене пухрĕ те çав хашака лартрĕ. Ăна икĕ чӳрече хушшинчи стена çумне çакрĕ.

Янашăн икĕ чӳрече хушшинче кантăклă балкон алăкĕ.

— Дивана хирĕçле стена çумне çак, — сĕнӳ пачĕ Тунисса. — Ларакансене пăхма меллĕ.

Кил хуçи килĕшрĕ.

Тĕрĕсех, картина хăйĕн вырăнне тупрĕ темелле, ара, вăл çийĕнчех хĕвел пайăркисене илĕртрĕ хăй çийĕн йăл-ял выляма. Ăна пăхнăçемĕн хăвна тинĕс хĕрринче тăнăнах туятăн, унăн шавне илтетĕн, пĕлĕте çити çĕкленекен хумсем карапсене айккинчен айккинелле чалăштарнине ку-ратăн.

Урай çӳпĕленчĕ. Кил хуçи шăпăр илсе килчĕ. Шăласшăнччĕ. Анчах хăна ирĕк памарĕ. Çуса пӳлĕме уçăлтаратăп терĕ. Кам чартăр ырă ĕç тума? Тархасшăн.

Ку хĕр чăваш çемйинчех ӳснĕ-тĕр. Аллине варалассинчен хăрамарĕ. Тытрĕ те çурĕ. Çын туман ĕç мар. Урай хăмисем чăпăл тунă хыççăн çуталчĕç, чăлха вĕççĕн çӳреме кăмăла илĕртрĕç.

Хăна диван çине ларчĕ. Кантăр. Унăн куçĕсем картина çинче. Хăй хуйхăллă пек те. Калаçмасть. Мĕнле шухăш амаланать-ши ун пуçĕнче? Ăна хăйсĕр пуçне кам пĕлтĕр? Тен, каланă пек, пурнăçра пуласси тинĕспе çыхăннă?.. Ӳлĕмхин чӳречи çук витĕр пăхса курма. Унччен те пулмасть, ура çине яш! сиксе тăчĕ пике.

— Уттарас пулĕ, — терĕ вăл сăмса айĕн.

— Мĕншĕн апла сасартăк? — терĕ кил хуçи, шкапĕнче тем майлаштараканскер.

— Ара, хырăм хыр тăрне кайрĕ.

— И-и, уншăнах-и? Пире паçăрах апат кĕтет, — терĕ Янаш. Кухньăна кĕрсен вăл холодильника уçрĕ. Çăмарта илсе хĕре тыттарчĕ те ăна ăшалама хушрĕ. Хăй сăй сĕтелĕ хатĕрлерĕ. Сыр, колбаса, батон касрĕ, сарă çу та пур. Ĕнтĕ çăмарта хăпартни хатĕр. Ларчĕç апата.

— Пĕр япала çитмест-çке! — пĕçне аллипе çат! çапса илчĕ кил хуçи.

— Мĕн кирлĕ тата? — тинкерсе пăхрĕ сĕтел çине Тунисса.

— Акă çак! — терĕ Янаш холодильникран коньяк кăларса.

— Турă çырлах! Кун пек япалана ăша ямастăпах. Пурпĕрех сĕтел çинче ĕнтĕ тулли икĕ черкке. Чăпăрт сыпса памах тивет унăн, унсăрăн кил хуçи кӳренĕ мăн кăмăллă хĕр вырăнне хурса.

Апат хыççăн, пуçтарнă сĕтел-пукана хăй вырăнне шуçтарсан, иккĕш те пӳлĕме тухрĕç. Тунисса диван çине ларчĕ. Янаш чӳрече патне пырса урамалла пăхрĕ те шухăша кайса тăчĕ.

— Янаш, кил, ларсам манпа юнашар, — кăчăк туртрĕ ăна хĕр. — Темшĕн кичем пусасшăн.

— Апла пулсан мĕнле йăпатма пĕлем-ши сана? — текелесе хĕр çумне пырса ларчĕ те тӳрех ыйту пачĕ: — Санăн каччу ăçта пурăнать?

— Путех килĕнче.

— Килĕ ăçта, Шупашкарта-и?

— Мĕн ма çав териех пĕлесшĕн?

— Систересшĕн ăна: унăн савнине эпĕ юратрăм.

— Тĕрĕсех-ши? — йăпăштик кулса илчĕ чиперкке.

— Чăн сăмахăн суйи çук, — терĕ те Янаш хĕре ытамласа чуптуса йлчĕ.

Тĕлĕнтермĕш! Ăна хĕр çупкă туянтармарĕ. Кун хыççăн йĕкĕтĕн хăюлăх хутшăнчĕ. Мĕн пулĕ малалла? Ах, ăçти-çук хĕрĕ темерĕн. Çитменнине, çĕр выртма юлчĕ. Çук, çук! Кил хуçи тилмĕрес шутпа çăвар уçман. Тĕрĕсне тĕрĕсех каламалла: çук, çылăха кĕмерĕ. Качча каймасăр хĕрлĕхе çухатма килĕшмест имĕш. Унашкал пикене епле тивен.

Ирхине ӳйрăлчĕç. Янаш ĕçе, пике — таçта, хăй пĕлекен çĕре ĕнтĕ. Каçалапа Тунисса каллех килчĕ, çĕр выртрĕ. Тепĕр кун та, тата тепĕр кун та çаплах çывăрчĕ.

Пĕррехинче Янаш чиперккене ĕçе илсе кайрĕ. Шлюз витĕр пăрахут мĕнле шуса тухнине кăтартрĕ.

Пĕрле ĕçлекенсем тытăнчĕç лĕкĕртетме.

— Эсĕ, Паланов, сар кайăк тытнă-çке!

— Куçĕ мĕнле хитре!

— Манăн савнине ан пăхăр ăмсанса, — терĕ Янаш кулкаласа, — куç ӳкеретĕр.

— Авланатăн-и? Унсăрăн хам качча илетĕп ăна, — шӳтлерĕ çывăх юлташĕ.

— Çывхарма хăй кăна! — чăмăрне кăтартрĕ ăна Янаш.

— Ку хĕре вĕçертсен ухмах пулан, — терĕ татах лешĕ. Çакăн хыççăн Паланов, чăнах та, мăшăрланма шухăш тытрĕ. Ĕмĕте варана хăвармарĕ. Калаçу часах тапранчĕ.

— Тунисса, качча тух мана. Вăхăт çитнĕ авланма. Институт пĕтернĕ, çарта пулнă, хваттер пур, ĕçĕм-хĕлĕм мăй таран.

— Килĕшетĕп! — ача пек тринкки-тринкки сиккелесе илчĕ пике. Ĕнентерсе чуптурĕ.

Пĕр вырăн çине выртса çывăрчĕç. Çураçнă хĕр каллех парăнмарĕ. Янаш тулăксăрланма пултаратчĕ, анчах ăнланать, апла юрату илемĕ пăсăлать, тути-масипе те киленейместĕн. Пикен кăмăлĕпех килĕшме тивет. Çырăннă хыççăн чăн-чăн арăм ретне тăрасшăн вăл. Загса шăмат кун кайма килĕшрĕç. Çав кун аякра мар, хĕвелĕн мĕнпурĕ те тухăçран виçĕ хут хăпармалла.

Çураçнă хĕр Янаш патне таврăнмарĕ. Ку çеç-и? Тек пачах килмерĕ. Ăçта çухалчĕ? Мĕнле шухăш ун пуçĕнче? Тен, вăл чирлесе ӳкнĕ? Янаш кайĕччĕ уя патне, анчах ăçта пурăннине пĕлмест. Хĕр упраç тени чăн-чăн тилĕ. Чее, ара. Пулас упăшкине систермесĕр туя хатĕрленет ахăр. Загса пыма капăр кĕпе çĕлет пулĕ. Паллах, шурă пурçăнран. Йăли çапла: качча кайнă чух шурă кĕпе тăхăнсан хĕр хăй тасине пĕлтерет. Укçа ыйтмарĕ Янашран. Хăйĕн енчĕк тĕпĕ яка иккенне такам та чухлать. Ара, вăл уни-верситет тин çеç пĕтернĕ-çке-ха. Мăшăрĕн ашшĕпе амăшне пама парне кирлĕ тата. Хальлĕхе алă тутри тыттарсан та çырлахĕç. Тепĕр тесен, Янаш парнелĕх япаласене хăй укçипе туянма хатĕр.

Çитрĕç тĕпĕр-тĕпĕр кунсем. Пуçа черетсĕр-мĕнсĕр пин шухăш явăнса кĕрет. Сасартăк кăвак хуппи уçăлать каять. Янаш куç умĕнче — икĕ ылтăн çĕрĕ! Турă çырлах! Вăл ывăç тупанĕпе çамкине çатлаттарса илчĕ. Хăвăртрах туянмалла, хăй валли те, çураçнă хĕр валли те. Халиччен авланман та, пурне те астума хĕн. Çĕрĕсем кирлĕ çырăннă чух пĕр-пĕрин пӳрнине тăхăнтарма. Пӳрне ылтăн çĕрĕллĕ. Пĕлтерĕшĕ питĕ пысăк. Ун патне ютти çывхараймасть. Вăл ĕнтĕ хăйĕн чун-чĕрине урăххине, тепĕр тĕслĕ каласан, чи юратнă çынна парнеленĕ.

Загса каймалли кун çывхарнăçем çывхарать. Унччен хĕвелĕн мĕнпурĕ те тухăçран икĕ хут тухмалла. Вăхăт кĕске, ĕçĕ мăй таран. Юрать-ха холодильникра ĕçме-çиме туллиех. Ку çеç-и, укçа-тенки те сахал мар. Анчах хăй хатĕр-и-ха пикепе загс сĕтел умне пырса тăма? Шифоньер алăкне пырса уçрĕ. Курчĕ: унта çĕнĕ тум пачах çук. Эппин, туянма тивет. Лавккасем тăрăх çӳреме вăхăчĕ кĕске, кашни кун ĕçе тухмалла. Вара Янаш ирĕксĕрех пуçлăхсем умĕнче хăйĕн савăнăçне уçса пăчĕ. Кунашкал самантра кам хирĕç пултăр. Ирĕк пачĕç. Пилĕк кун ĕçе тухмасть. Сăлтавĕ: авланать.

Тухса кайрĕ вара пулас кĕрӳ лавккасем тăрăх. Чи малтанах икĕ ылтăн çĕрĕ туянчĕ. Хăйне пысăкраххи, тепри пĕчĕкреххи. Те виçеллĕ пулĕ ĕнтĕ ăна? Хыпăнса ӳкмерĕ, кайран улăштарма та пулать. Тепĕр çĕрте хăй валли хура костюм, шурă кĕпе, чăпар галстук, пушмак, носки туянчĕ. Киле таврăнсан йăлт тăхăнса пăхрĕ. Пурте юрăхлă. Тĕкĕрте хăйне килĕштерчĕ Янаш. Хура кăпăшка çӳçĕ çĕнĕ тумпа пĕр килсе пит-куçа, пӳ-сине илем парать.

Кĕтнĕ кун çитрĕ. Паланов ир-ирех вăранса çула тухма хатĕрленчĕ: Хăйĕн хăлхи шав сыхăра. Сасартăк алăка уçтарма шăнкăрав янăрать. Тен, загса пĕрле кайма Тунисса вĕçтерсе килет. Кĕтрĕ, кĕтрĕ, анчах усăсăр пулчĕ. Янаш пурпĕрех ăна тӳрре кăларать. Ара, хĕр упраç ăçтан ĕнтĕ илĕм-тилĕмпех вăранса ун патне килтĕр? Çулĕ те çывăх мар-иç.

Кухньăна кĕчĕ Янаш. Мĕн çимелле? Апат анмасть. Çапах та пĕр стакан вĕри кофе ĕçрĕ. Тĕкĕр кăчăк туртать ав. Ун умĕнче тумланчĕ те одеколон сирпĕтрĕ хăй çине. Юлашкинчен хăй çине пăхрĕ чăрлаттарса. Мĕнех, аптрамасть — чип-чипер яш каччă. Хура костюм, шурă кĕпе галстукпа ăна чăннипех те сăн кĕртет.

Вăл ĕнтĕ хатĕр венчете тăма. Хваттерне питĕрсе урама тухрĕ Янаш. Тухăçра хĕвел çĕкленме пикенет. Тӳпен çеçен хирĕ паян тăрă мар, хуçи çуса тасатман тăрă шывпа, тинĕсри пăр катрамĕ евĕр шурă пĕлĕт татăкĕсем ишеççĕ хĕвел çулне пӳле-пӳле.

Утрĕ Янаш Паланов автовокзал еннелле. Унччен те пулмасть, сулахай енчи карта çумĕнче ӳсекен сарлака çулçăллă хупах айĕнчен сикрĕ тухрĕ хура кушак. Вăл Янаш умĕнченех çул урлă каçса кайрĕ.

— Прис! — хăй те сисмерĕ Янаш — кăшкăрса ячĕ. Кушак самант куçран çухалчĕ. Тарчĕ мур илесшĕ. — Э-эх! Пулин. Ĕненместĕп. Мĕншĕн телей ан пултăр манăн?! Хĕр тиркеме эпĕ япăх каччă-и? Пĕвĕм-сийĕм хыр вулли — яштака.

Янаш Паланов ларнă машина часах çитес çĕре çитрĕ. Шупашкар хули ытла шавлă. Хула тăрăх çӳрекен автобусран тухсанах аллипе пиншакăн шалти кĕсйине хыпашларĕ докуменчĕсене терĕслеме. Тупрĕ: пурте йĕркеллĕ. Вара утрĕ те утрĕ, Карл Маркс урамне тухрĕ. Тротуарсем таса та яка. Вăл васкамасть. Палăртнă вăхăтчен сехет йĕппи икĕ хутчен çаврăнмалла. Правительство Çурчĕ умĕнчи аллейăна кĕрсе ларас шухăшлăччĕ Янаш. Çул урлă каçрĕ. Шăп çак вăхăтра троллейбус пырса чарăнчĕ. Унтан халăх тухрĕ палкаса. Ĕнтĕ малалла каякансем тытăнчĕç троллейбуса кĕме. Унччен те пулмасть, курах кайрĕ Янаш: черетре — Тунисса. Аллинче унăн — чăматан. Хыçĕнче — мичман тумне тăхăннă çын. Вăл Туниссана картлашкасем тăрăх хăпарма пулăшать. Чупса пычĕ Янаш. Анчах троллейбус алăкĕ хупăнма ĕлкĕрчĕ.

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5 6 7 ... 10

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: