Тытатăп та манатăп сана,
Анчах мĕнле манмалла-ши сана?
Р. Сарпи
1
Шухă каччăсем улахран киле ирхи кӳлĕм таврăнаççĕ. Хĕр ытамĕнче йĕкĕте ыйхă тутлă пулĕ çав. Тута хăпарса тухиччен чуптуса тул çутăлса килнине сисместĕн те ĕнтĕ. Мăнтарăн яшлăхĕ, тем те тӳстерет.
Хĕвел тухăçра хăйĕн лампине йăлтăр-р çутрĕ. Пĕлĕтпе çĕр пĕрлешнĕ аякри тăрăхра вара çур кăшăла вырнаçнă пĕлĕт хĕп-хĕрлĕ хĕрелчĕ.
Атăл хĕрринчи тăкăрлăкра халăх хĕвĕшме тытăнман-ха. Кунта кăнтăрла та çын сахал çӳрет, ара, çĕнĕ урамра мĕн пурĕ те ик-виç çурт çеç.
Тута хĕрри хура мăкпа витĕннĕ Янаш Паланов такамран шикленнĕн унталла-кунталла тинкерӳллĕн пăхкаларĕ. Унччен те пулмасть, таçтан муртан сикрĕ тухрĕ ума пĕр çамрăк йĕкĕт. Ун çине куç айĕн пăхса йăл-л кулнăн туйăнчĕ. Мĕн-ма пит чĕвен тăрас? Юрату çынпа мĕн виличчен пĕрле пурăнать.
Вăрăпа тытăнасран хăранăнах Янаш йĕри-тавралла шикленсе пăхкалать. Хĕвелĕ те мăшкăллать ахăр, унсăрăн пĕлĕт татăкĕсем хушшипе ăна тинкермĕччĕ. Вăл те кулать, те юнать?
— Çылăхлă эпĕ, çылăхлă, — мăкăртатать Янаш сăмса айĕн. — Тепĕр тесен, эпĕ çав териех айăплă та мар. Пурнăçăма Тунисса чиперкке айăн-çийĕн пăтраштарать.
Кĕтрĕ, кĕтрĕ Паланов юратнă пикине. Кунсем иртрĕç те иртрĕç. Вăл, мур илесшĕ, таврăнмарĕ. Мĕн тумалла?
Туниссана манас шутпах авланчĕ, ара, ĕмĕр пĕччен пурăнаймăн. Мĕн усси? Пурпĕрех ăш çунтармăш пуçран тухса ӳкмест. Халĕ çылăха кĕнĕ сăлтавĕ те унпах çыхăннă.
Кĕтмен çĕртен тенĕн пĕр йĕкĕт хирĕç пулса иртрĕ. Вăл йăл кулнăн туйăнчĕ Янаша. Кӳренчĕ. «Çынран кулсан хăвăн кутна çыпăçать тенĕ ваттисем», — мăкăртатрĕ вăл.
Йĕкĕт куçран çухалчĕ, шухăшсем каллех пуçа сырăнчĕç. Унăн халĕ тата урăх хĕрарăмпа ача çуралчĕ. Кун пирки арăмĕ Лида пĕлмест-ха. Иккĕмĕш хут ăна килтисем çухатрĕç. Малтанхи хут виçĕ талăк киле таврăнманччĕ. Сăлтавĕ тӳрре кăлараканни тупăнсаччĕ ун чухне. Арăмĕ кӳренмен, анчах ăна шыраса Лида ăшне хыптарнă.
— Турра шĕкĕр. Тупăнтăн! — тесе вăл упăшкине алăк уçса хваттере кĕрсенех пырса ыталарĕ. — Эсĕ шыва путрăн пулĕ тесе сехĕрлентĕм. Шыраман вырăн, ыйтса пĕлмен палланă çын хăвармарăм.
— Аплах пăшăрханма кирлĕ марччĕ, — тӳрре тухма пикеннĕччĕ вăл. — ГЭС умĕнчи шыв тарăнăшне виçсе пăхма тиврĕ. Çӳрерĕмĕр вара Атăл тăрăх. Каçар, начальник питĕ хăвăрт кăларса ячĕ те сана систереймерĕм.
Арăмĕ ĕненчĕ. Ара, упăшки ГЭС инженерĕ-çке-ха. Вăл халĕ мăшăрĕ киле тĕрĕс-тĕкел таврăннăшăн савăнчĕ. Ун чухне пуçри ырă мар шухăшсем чиперех сирĕлчĕç. Хĕпĕртенипе ыталасах чуптурĕ ăна.
Ку хутĕнче Янаш пилĕк кун киле таврăнман. Арăмне мĕн каласа суймалла? Ара, суеç тени — янă кăмрăк. Вăл путмасть, çӳрет çиелте ишсе. Чăннине пĕлтерме тиветех ахăр. Мĕнле пытарма хăймалла кун пеккине. Унăн çĕр чăмăрĕ евĕр пысăк савăнăç: ача çуралчĕ. Хăйĕн ачи! Иртнĕ хутĕнче Шерпикене ача çуратмалли çурта ăсатнăччĕ. Хальхинче вара çав çуртра, тĕлĕнтермĕш, Янаша кап! тыттарчĕç пиеленĕ пĕчĕк çын! Темле ура çинче тытăнса тăма вăй çитерчĕ. Унччен те пулмасть, çумри хĕрарăм пепке питне витнĕ чăлт шурă кипкине сирчĕ те ăшшăн пуплерĕ:
— Ывăлăм, эсĕ мана таçтанах палласа илетĕн. Эпĕ — аннӳ. Санăн аçу та пур. Халĕ эсĕ шăпах унăн аллинче.
Янаш шартах сикрĕ.
Пепке, ашшĕне палласа илес тенĕн, тĕлĕнтермĕш, куçне яриех уçрĕ. Пичĕ çинче самант икĕ пĕчĕк çăлтăр йăлтăртатса илчĕ. Анчах тем килĕшмерĕ пĕчĕк этеме, тытăнчĕ нăйкăшма. Янаш хăраса ӳкрĕ.
— Шерпике, ме-ха, хăвах тыт папака, — терĕ вăл ача амăшне. — Ман алăра канлĕ мар-тăр ăна.
— Кӳр-кӳр, — терĕ Шерпике аллине тăсса. Вăл пепкине сыхланса тытрĕ, унпа ачашшăн пуплерĕ: — Ывăлăм, сана нăйкăшни пĕртте килĕшмест. Эсĕ пулас паттăр...
Анне алли ылтăн сăпка тесе ахальтен каламан пулĕ çав халăхра. Ача шăпланчĕ. Вăл куçне хупнă, паппа тăвать.
Амăшĕпе ачине Янаш киле таксипе илсе таврăнчĕ. Хваттерĕ иккĕмĕш хутра. Виççĕн тан кĕчĕç пӳлĕме. Сывлăш йывăрланнă, ара, темиçе кун кунта кĕрсе тухакан пулман. Шерпике ачине диван çине вырттарчĕ те чӳречесене уçса ячĕ. Шурă-шурă çеçкепе капăрланнă çамрăк çĕмĕрт çакна çеç кĕтнĕ тейĕн. Вăл тавралăха систермесĕр кармашрĕ те çепĕç турачĕсене чĕтрентерсе пăхрĕ уçă чӳречерен. Курчĕ: ав вăл — тĕнчене тин çеç килнĕ пĕчĕк этем! Йăл кулать, тĕлĕкĕнче амăшне курать ахăр. Çамрăк çĕмĕрт чăлт! сапрĕ хăйĕн тутлă шăршăллă духине. Пӳлĕмре ĕнтĕ сывлăш уçă. Кăмăл çĕкленӳллĕ.
Шерпике савăнăçлă. Унăн хваттерĕнче икĕ хăна — икĕ арçын. Тĕлĕнет, хĕпĕртет. Нумаях пулмасть вăл уй варринчи тăлăх йывăç пек пĕр-пĕччен пурăнатчĕ-çке-ха. Халĕ унăн çемье пур, ăна апат çитересшĕн. Пурин те хырăм выçнă. Часах ав çатма чăшăлтатрĕ те.
Пӳлĕмри сĕтел майĕпен сăйпа тулчĕ. Паллах, хĕрлĕ эрехсĕр мар. Унăн хăнисем — пĕр-пĕрне шутсăр юратакан «хĕрпе каччă». Сĕтел хушшине вырнаçрĕç вĕсем. Капла куçран куçа пăхма меллĕ. Черккесем тăп-тулли. Янашпа Шерпике ура çине тăрса вĕсене алла тытрĕç. Часах икĕ алăри черккесем пĕр-пĕринпе перĕнчĕç те пӳлĕмре шăнкăрав евĕр çепĕç сасă илтĕнчĕ: чăнк-чанк!
Ĕçиччен малтан ваттисен йĕркипе сăмах тытмалла. Ăна, паллах, Янаш пуçлать:
— Сана, Шерпике, тĕнчене йĕкĕт парнеленĕшĕн чун-чĕререн тав туса саламлатăп! Вăл Тăван çĕршыва юрăхлă çын пулса ӳстĕр, ашшĕ-амăшне хисеплетĕр.
— Эпĕ те, Янаш, сан сăмахусемпе килĕшетĕп, — терĕ Шерпике. — Ывăлăм, илтсем, пурнăçунта эпĕ — чи çывăх тусу. Сана чунтан юрататăп. Ман юрату ĕмĕре тăсăлĕ.
Черккесене татах шаккарĕç. Ĕçрĕç çӳçенкелесе. Вара пуçланчĕ апат. Пĕр кана алăри вилкăсем кăна вылянчĕç. Ача нăйкăшни илтĕнчĕ, çавăнтах шăпланчĕ те.
— Шыва кĕресшĕн пулĕ-ха эсă, ывăлăм, — пуплерĕ Шерпике. — Тӳс кăшт. Сĕтел хушшинчен тухма ирĕк пар.
— Тутлă апатшăн тав, пăрчăканăм, — ура çине тăчĕ те Янаш алă пачĕ Шерпикене.
— Тиркеменшĕн савăнтартăн, — терĕ кил хуçи.
— Яланах эсĕ пĕçернине çиесчĕ ман. Шерпике ăшшăн кулчĕ кăна.
— Туртса ярам-ха эпĕ, — текелесе уçă чӳрече еннелле утрĕ Янаш.
Янаш пируса ĕмме тытăнчĕ. Çăвартан вĕрсе кăларнă ункăллă-ункăллă тĕтĕмĕ кантăк умĕнче ӳсекен çамрăк йывăçсем тăррисенчен сĕртĕнсе сапаланать.
Шухăшсем çакна çеç кĕтнĕ пулас. Пуçа кĕрсе вĕсем чуна хускатаççĕ. Янаш ваштах йăмраллă яла çитрĕ те ав. Акă асламăшĕпе аслашшĕн килĕ. Пӳртре асламăшĕ пĕчченех, вăл уйран уçлать. Тĕпелти сак çинче вĕри кăмакаран тин çеç кăларнă çавра çăкăрсем. Сĕтел çинчи чей чашкинче çу кăпăкĕ. «Мăнукăм, — тет асламăшĕ, — вĕри çăкăр сăмсипе çу пуçса çи-ха».
Хăй тĕллĕн йăл-л кулса илчĕ Янаш. «Сана, асанне, пĕр-пĕр хамăн чăн-чăн ывăлăма пырса кăтартăп-ха. Тульăк унччен пурăн. Эсĕ ăна çавăтса тухăн пӳрт умĕнчи çерем çине. Чуптăр çара уран...»
— Атте!
Янаш çак сасса илтрĕ те шартах сикрĕ. Вăл çаврăнса тăчĕ. Каллех сасă янрарĕ.
— Атте, килсем мана чăпăл тума.
Янаш чĕннĕ çĕре çывхарчĕ. Тĕлĕнтермĕш курав: сак çинче шыв янă валашка. Ун тĕпĕнче — шурă тутăр. Диван çинче кипкесенчен сирнĕ çарапакка ача выртать. Вăл çинçешке урисемпе кулăшла тапкаланать.
— Ай-уй, — тĕлĕнет Янаш, — ача ытла та пĕчĕккĕ!
— Часах ӳсетĕп эпĕ, атте! — тет амăшĕ пепке каланăн.
— Шывĕ ăшă-и-ха?
— Лĕп пулма кирлĕ. Чавса чиксех тĕрĕслерĕм, — унтан Шерпике ачана алла илчĕ. Чи малтан питне çурĕ, вара валашкана вырттарчĕ.
Амăшĕ пепкипе çаплах евĕклĕн пуплет: «Няням, шывран хăрама кирлĕ мар. Шыв çыншăн питĕ хаклă япала. Эпир ăна ĕçетпĕр, унпа çăвăнатпăр. Пире вăл сывлăх парать. Пысăк юхан шыва кĕрсен ишме пĕлмелле. Ӳссен эсĕ те шывра пулă евĕр ишĕн. Атăл урлă та ним мар ишсе каçăн-ха. Ӳс кăна. Илтрĕн-и? Шывран ан хăра, унăн тусĕ пул. Халĕ çăвăннă хыççăн канлĕ паппа тăвăн».
Янаш валашка умĕнче сехĕрленсе тăрать.
— Шерпике, пепкемĕре тирпейлĕ тыткала, — асăрхаттарать. — Асту, ан ӳкерех.
Ача амăшĕ чунтан савăнать, кăмăлĕ çĕкленӳллĕ. Ара, вăл çуратнă ачана хĕрхенекен, юратакан çын пур-çке-ха тĕнчере. Унтан çинçе сасăпа, ывăлĕ пек пулса каларĕ: «Атте, ывăçласа шыв сап ман çине».
Акă тамаша! Янашшăн нихăçан ĕçлемен ĕç ку. Вăтăр çула çитсе те пепкене шыва кĕртсе курман. Шикленет пулин те ухатапах кĕрĕшрĕ хушнă ĕçе тума. Малтан аллине кайса çурĕ. Вара валашка умне пĕшкĕнчĕ те йĕкĕрлесе тытнă таса аллипе шыв ăсрĕ, ача çине чаш-ш! сапрĕ. Хăй шутсăр сехĕрленчĕ пĕчĕк çын çари-и! çухăрса ярасран. Кăлăхах. Пепке хирĕçленине нимпе те систермерĕ.
— Ăмăрт кайăкăм, çитĕ сана рехетленсе, — тет Шерпике пепкине, — ыран каллех валашка пĕвере ишĕн, — çапла калаçкаласа ачине шывран кăларчĕ.
— Сивĕ мар-и ăна? Асту, ан шăнтах, — пăшăрханать Янаш. Вара вăл Шерпике хушнипе пепкене çăмламас ал шăллипе витет. Халĕ ĕнтĕ диван çине вырттармалла. Типтĕр. Кайран тин ятарласа сарнă шурă кипке çине куçарчĕç ăна. Пиелесен, ашшĕ-амăшне тĕлĕнтермĕш, пулчĕ тăчĕ — пукане. Васкасах тата ăна утиялпа чăркемелле, унсăрăн шăнать.
Пепкене ыйхă пусать. Ашшĕпе амăшĕ савăнăçлăн кулаççĕ. «Ах, паттăр!» — тееççĕ. Йĕрмешет. Хырăм выççи канлĕх памасть мар-и.
— Юрĕ, халех ĕмĕн, — текелесе Шерпике диван çине ларса ачана кăкăр çумне тытать. Пĕчĕк этем тилмĕрттермест, тытăнчĕ нăчлаттарма. Амăшĕ вăтанчăк хĕрарăм. Вăл кăкăрĕ çине шурă тутăр витрĕ.
— Маттур, пурăнăç çынни, — мухтать пепкене Янаш хыпалансах ĕçе тытăннăшăн мухтаса.
Унтан вăл ачана чăпăл тунă шыва кайса тăкрĕ, валашкине типĕтме стена çумне сĕвентерсе хучĕ. Çапла айкашнă май килти ачисем аса килчĕç. Вĕсене ваннăйра çăвать. Пĕррехинче мунчана та илсе кайнăччĕ ывăл ачине. Вăхăт иртнĕçем ку та ӳсет, ăна та лешсем пекех çăвĕ.
Ĕнтĕ çывăракан ачине амăшĕ хăй кравачĕ çине хучĕ. Иккĕшĕ диван çине юнашар ларчĕç.
— Ачана мĕн ят хурăпăр? — терĕ Янаш шухăшлăн.
— Ун валли тахçанах ят шухăшласа тупнă.
— Мĕнле?
— Эливан, — терĕ мăнаçлăн Шерпике. — Чĕнессе Ива тесе чĕнĕпĕр.
— Хурламастăп. Ива! Ива! — ачашшăн умлă-хыçлă каларĕ Янаш. — Ыран ывăлăмăр валли сăпка туянатăп.
Шерпике ним те шарламасть. Вăл — шухăшра. Ывăлне Эливан ят пачĕ. Сăлтавсăр мар-çке-ха. Хальлĕхе иртнĕ кунсем пирки шарламарĕ, ӳлĕме хăварчĕ.
...Савнă каччă пурччĕ унăн — ялти пускил çамрăкĕ — Эливан. Пĕрле ӳснĕ, вăтам шкул пĕтернĕ. Шупашкар хулине пĕрле кайнă. Вăл паха çурт-йĕр лартас ĕмĕтлĕччĕ. Çавăнпа та техникума вĕренме кĕчĕ. Шерпикен ĕмĕчĕ пачах урăхла. Пĕчĕккĕллех хаçата шкул пурнăçĕ çинчен çырса тăма хăнăхрĕ. Усерехпе ĕмĕт çуралчĕ — журналист пулас. Университета илчĕç ăна. Халĕ вăл хаçат редакцийĕнче ĕçлет.
Шерпикен юратнă каччи Эливан шăпи телейсĕр пулчĕ. Ăна, техникумра вĕренекенскере, çара илчĕç. Чечня вăрçине лекрĕ. Пĕр çыру çеç çырчĕ вăл унтан. Ашшĕ-амăшĕ часах хурлăхлă хыпар илтрĕ. Кĕçех килне тупăк илсе килчĕç. Пытарчĕç вара ăна ял масарĕ çине.
Унтанпа темиçе çул иртрĕ. Хуйхă-суйхă пайтах çунтарчĕ Шерпике ăшне. Качча кайма тĕллев лартман вăл. Анчах ун ячĕпе ача çуратма ĕмĕт тытнă. Халĕ ĕнтĕ кĕтни çумра: ача çуралчĕ. Ăçтан ĕнтĕ ывăлне ун ятне ан патăр?! Ялан асра тытнине пĕлтерет ку, тата унăн ĕмĕрĕ тăсăлнине, тепĕр майлă каласан — манманнине те систерсе тăрать.
Пурнăç паянхи кун тумхахлă-ха. Паллă мар пачах, ача хăйĕн ашшĕ çумĕнче ӳсĕ-ши? Пĕрле кун кунлас вăхăтсем ытла та ула-чăла. Ара ăна «атте» тесе чĕнекенсем татах та пур. Халĕ Янаш хăйĕн чăн-чăн ывăлне мĕншĕн Эливан ят панине те чухламасть. Пĕлсен, тен, кӳренĕ те-ха. Тепĕр тесен, вăл ăнланма тивĕç, çав териех айван çын мар. Чи пахи — ачи хăйĕн.
Хĕвел вăл тухать те анать. Кунсем ăсанаççĕ каялла таврăнмасăр. Янашпа Шерпике ачине саккун йĕркипе ят хучĕç.
Тĕлĕнтерет çак пурнăç. Тĕнчене çын килнĕ пурăнма. Эсир — ашшĕ-амăшĕ. Эппин, туса парăр ăна йĕркеллĕ ӳсмелли майсем. Хальлĕхе ăна, пĕчĕкскере, мĕнпурĕ те хырăма тăрантма тӳттӳ тата паппа тума сăпка кирлĕ. Аталан ĕнтĕ — пĕчĕк няня.
Темиçе кун иртрĕ. Янашăн киле каймалла. Ăшĕ çунать çыннăн. Вăл сĕм вăрманта çул тупаймасăр аташса çӳрет. Пуçра сухăрлă шухăшсем кăна. Каллĕ-маллĕ уткаланă хыççăн аптранипе ачана кăкăр ĕмтерекен Шерпике çумне пырса ларчĕ.
— Ан пăшăрхан, — терĕ ăна Шерпике. — Ку таранччен эсĕ мĕнле пурăннă, малашне те сан урапу ĕлĕкхи йĕрпех чупĕ.
— Йăнăшан, хаклă юратăвăм, — сăмах хушрĕ Янаш. — Пурнăç улшăнчĕ. Тĕрĕсех, умра юплĕ-юплĕ çул. Йăнăшма юрамасть, пĕртен-пĕр çул суйласа илмелле. Улталансан хăшĕ те пулин юсанайми аманать.
Çак самантра Ивăна тем юрамарĕ, хирĕнсе илчĕ те увва-увва йĕрмĕшрĕ.
— Чухлатăн-и, чунăм, вăл мана кăларса ярасшăн мар, — пуплешрĕ Янаш. — Сирĕн мана йышăнмах тивет.
— Пирĕн кунашкал килĕшӳ пулман, — сăмах хушрĕ ача амăшĕ. — Санăн хăвăн çемье пур.
— Кунта манăн тăван ывăл — пĕртен-пĕр ывăлăм. Ăна мĕнле расна усрас?
Шерпике ачине вырттарчĕ те çумрах тăракан Янаша ыталарĕ. Вара иккĕшĕ те ытарайми пăхрĕç паппа тăвакан ачана.
— Ырă тĕлĕк кур, ывăлăм, — терĕ Янаш.
Унăн ашшĕпе амăшĕ ыталаннипех алăк еннелле утрĕç. Уйрăлма йывăр. Юлашки хут чуптурĕ те Янаш аранах алăк уçса тухрĕ.
Утать, утать... Ытахальтен пуçне çӳлелле каçăртрĕ те кура пачĕ: тӳпе юнтарнă пĕлĕтпе карăннă. Куç умне Тунисса пикене килсе тăратрĕ. Турă ăна парнеленĕ çак тӳпен пĕр пайне. Куçне, юнтарнă пĕлĕт тĕслĕскерне, çиçтерсе пăхатчĕ Янаш çине. Ăçта кайса çухалчĕ-ши? Пурăнатех пулсан хăш тĕлти тинĕс хумĕ лăпкакан çыран хĕрринче кун кунлать-ши? Ăна мичманпа троллейбуса кĕрсе ларнине хăй куçĕпе курчĕ-çке. Янаш тăкăрлăка çитсен тунката выртнине курчĕ те ун çине ларчĕ. Куç умĕн иртеççĕ Туниссапа паллашни, ăна çухатни...
2
Чи малтан Янаш Паланов çав вутăшпа ăçта тĕл пулнине пĕлесчĕ... Тупата, юри шухăшласа кăлараяс çук. Кинора мар. Ташлама çӳремен. Хулара, ялти пек, хĕл кунĕсенче хĕр упраç улах лармасть, çу кунĕсенче те ешĕл çеремлĕ урама вăййа тухмаççĕ, темиçе ял çамрăкĕ вăрман уçланкине аслă вăййа пухăнмасть. Хула çамрăкĕсен пĕр-пĕринпе паллашасси самай кансĕр. Вĕсем акă тĕл пулнă, паллашнă. Çапах та ăçта? Пасарта! Çук, çук, вĕсем (Янаш та, Тунисса та) суту-илӳпе çыхăнман. Чăнах та ĕнтĕ хальхи вăхăтра хăш-пĕр хĕр упраç пасарта тем сутать, туянать. Анчах Тунисса ун йышши мар. Вăл таса чунлă пике. Суту ĕçĕнче тупăнатех çынна чике таран лартасси е пилĕк таран юшкăна путасси.
Янаш Паланов çар хĕсметĕнчен таврăнсан Шупашкар ГЭСĕнче инженерта ĕçлеме тытăнчĕ. Унтанпа икĕ уйăх çеç иртнĕччĕ-ха, çийĕнчи тельняшкине те хывма ĕлкĕреймен. Вăл тата институт пĕтерсен виçĕ çул Тинĕс Çар флочĕн çыранти службинче тăнă. Таврăнсан çывăх юлташ тупма та ĕлкĕреймен. Чи ырри — хваттер пачĕç. Ăна тирпейлесе вăхăт самай иртрĕ. Килти ĕç патне ал пымасть. Пĕррехинче тунсăх ăна тĕп хулана илсе çитерчĕ. Урамсенче яланхиллех халăх хĕвĕшет. Ытахальтен вăл лавккасене кĕчĕ, тухрĕ. Çӳлĕкĕсем çинче тавар лăках. Анчах ним туянма та кăмăл çук. Каллех — урама. Çынçем хыççăн утрĕ те утрĕ Янаш. Ăçта куçать ку халăх? Умра кĕтменни — пасар. Шалта — хурт вĕлли! Хĕвĕшет халăх, сĕрлет. Сисмерĕ те Паланов, хăй те чăмрĕ çав юхха. Ир-тет речĕпех карнă палатăсем умĕн. Лавккаçисем сĕнеççĕ хăйсен таварĕсене туянма. Ăна хальлĕхе ним те ним те: ни кĕпе-йĕм, ни калуш-пушмак, пусма-пурçăн кирлĕ мар.
Туянакансем çук мар. Куç илĕртмĕш япаласене тыта-тыта пăхаççĕ, енчĕкĕсенчен укçине кăлăраççĕ, шутлаççĕ...
Палатăсем аранах хыçа юлаççĕ. Умра — тĕлĕнтермĕш! Сутуçсем хăйсен шăкăр-макăр таварĕсене çĕр çинех (хăш-пĕри — чăнах ĕнтĕ, шăналăк сарнă) майласа хунă. Пасарăн лаптăкĕ пĕр пусăмлăх та усăсăр выртмасть иккен. Хуçисем хăйсен таварĕсенчен вăтаннăн кăшкăрашса сĕнмеççĕ, тăраççĕ çăварĕсене хупса чĕмсĕррĕн. Тĕрĕсех, мĕнле сăлтава пула çын хăлхине йӳçĕхтерес?
Çурхи шыв çийĕн юхакан пăр катрамĕ кукăра пырса тăрăннăн кап! чарăнса тăчĕ Янаш Паланов инженер. Куç тĕлне тĕлĕнтермĕш япала лекрĕ. Илĕртекенĕ — тĕнчери паллăран та паллă картина. Ăна хашакапа вырнаçтарнă.
— Хуçа, кала-ха, ку картинăна сутма мĕнле нуша хăвалать сана?
— Эх, ырă çыннăм, мĕн-ма çав териех тĕлĕнен? Укçа кирлĕ самантра хăвăн çумăнти арăмна та çĕрĕк çăпатапа улăштарăн, — шӳтлĕ-мĕнлĕ пуплерĕ сутуç.
— Апла пулĕ те-ха, ку ӳкерчĕк — чаплă художник ĕçĕ, — ĕнентересшĕн Янаш тĕрĕслĕхе.
— Камшăн мĕн хаклă. Тепĕр тесен кунашкал тĕссĕр картинăсене килĕштерместĕп.
— Хăй вăхăтĕнче мĕншĕн туяннă эсĕ ăна?
— Асаттен тупри вăл! — тет хайхискер ĕнентерме тăрăшса. — Хам пулсан кунашкал япалашăн кити-митти тăкакламăттăм. Вăл çамрăк чух морякра çӳренĕ. Ватăларах парсан та тинĕс тенине яланах ӳкерчĕксем тăрăх та пулин куç умĕнче тытас кăмăлĕ пысăк пулнă-тăр. Халĕ ĕнтĕ хăй леш тĕнчене куçнă. Картини никама та кăсăклантармасть.
— Санăн аслаçу, юлташăм, пысăк культурăллă çын пулнă. Ку картинăна вырăссен паллă художникĕ Айвазовский çырнă. Каланă пек, ку оригинал мар, фотоӳкерчĕк çеç, — ăнлантарма пикенчĕ Янаш. — Хакне кала, туянатăп.
Лешĕ пĕлтерчĕ. Вăл мăнаçланнăн пысăк хашакаллă картинăна пурне те курăнмалла пукан çумне тĕрентерчĕ.
— Ме, тыт!
Шăп çак самантра Янаш хыçра такам калаçнине илтех кайрĕ.
— Ай-уй! Ку «Бермудский треугольник»-çке! Ав, ав! Карап путать! Мачтисем çеç курăнаççĕ. Ах, мĕнле хăрушă! Тинĕс хумĕсем пĕлĕте çити çĕкленеççĕ. — Кăштах тăхтасан каллех мăкăртатрĕ: — Эй, Турăçăм, тинĕсе путасран хăтарах ăна.
Янаш пуçне сасă илтĕннĕ енне пăрчĕ те курчĕ: ун çумĕнче тăра парать вăрăм çивĕтлĕ палламан сарă хĕр. Вăл хайхи картинăна тинкерсе пăхать. Сасси пăшăрхануллă.
— Чиперук, ку картинăра «Бермуд виç кĕтеслĕхĕ» мар. Айвазовский ӳнерçĕ хăйĕн çакă картинине «Волна» ят панă. Чăвашла ăна «Хум» темелле пулĕ. Авторĕ Хура тинĕс хĕрринчи Феодоси хулинче çуралса ӳснĕ. Кунашкал хумсене çеç мар, тата вăйлăраххисене пайтах курнă-тăр. Курнă çеç те мар, пир çине ӳкернĕ.
— Хура тинĕсре çакнашкал хăрушла хумсем çĕкленеççĕ пулсан, паллах, лере, таçти-мурти тĕнче вĕçĕнчи океанра, асар-писер хумсем хĕвел патне çитеççĕ ĕнтĕ. Çавăнпа карапсем путаççĕ. Ку çеç-и, çав асар-писер хум ĕнтĕ сывлăшра вĕçекен самолетсене çăтать.
— Ай-уй! Мĕнле майпа пурне те пĕлен? — тĕлĕненçи пулчĕ Янаш.
Вĕсен куçĕсем йăлмакланчĕç те, каччăн чĕри тăлт-тăлт тапса илчĕ. Ара, пикен сайра тĕл пулакан куç: каснă лартнă юнтарнă пĕлĕт — ялтăркка.
— Мĕнле пĕлем мар? Журналсем вулатăп тăтăшах, — пуплерĕ пике. Вăл та тинĕс хумне ӳкернĕ картинăна туянакан йĕкĕте сăнарĕ: хура тутлă, сулахай пичĕ çĕвĕклĕ. Ку ăна нимĕн чухлĕ те пăсмасть, пăсма мар, темле хăйне май илем те парать. Темшĕн ăна, кăкăр çийĕн, кĕпе çухави уçăлнă вырăнта, матрос тельняшки курăнса тăракан çак çамрăк йĕкĕт çулталăкри йытă çури пек туйăнчĕ те унăн кăпăшка çӳçне тураса якатас, ачашлас килчĕ.
Сутăç рамăллă картинăна хутпа чĕркесе шпагатпа çыхрĕ, туянакана тыттарчĕ.
Халĕ ĕнтĕ текех пасар тăрăх çӳреймĕн иртен-çӳрене чăрмантарса, тата ăнсăртран мĕнпе те пулин лектерсе картинăна та ватăн.
Паланов пасар хапхи патнелле утрĕ. Тĕлĕнтермĕш хĕр пĕрчи унран шит те юлмасть. Янаш пикене мĕнле чĕннине те ыйтса тăмарĕ, хăй ят пачĕ ăна: «Юнтарнă пĕлĕт». Ытлашши чĕвĕлтискер ку хĕр.
— Мĕншĕн туянтăн çак картинăна?
— Тинĕсе, унăн вăйлă хумĕсене ытараймастăп.
— Эсĕ моряк-тăр?
— Тинĕсе юратма моряк пулни кирлĕ мар.
— Ух! Çав тинĕсе!.. Кураймастăп. Вăл çынсене путарать. Юлнисен пурăн вара кулянса, куççуль юхтарса. Эсĕ моряк мар-и тата?
— Мар терĕм-çке. Эпĕ — ГЭС инженерĕ. Çĕнĕ Шупашкарта пурăнатăп.
Чиперкке пĕлчĕ ĕнтĕ çын ăçталла çул тытнине. Вăл пĕр шит юлмасть, утать Янашпа юнашар. Çитменнине, шпагата ярса тытнă.
Тĕлĕнтермĕш «Юнтарнă пĕлĕт» Çĕнĕ Шупашкара каякан автобуса кĕрсе Янашпа юнашар ларчĕ. Юрать-ха, каçару ыйтма ăс çитерчĕ. Вăл хваттере те кĕресшĕн, килтисем ятламасан стена çумне çаксан картина çинчи тинĕс хумĕ мĕнлерех курăннине пăхасшăн.
— Чим-ха, эпир паллашма маннă. Мана Тунисса тесе чĕнеççĕ, — алне тăсрĕ вăл Янаш енне. Лешĕн вара ирĕксĕрех алне тытса ячĕпе хушаматне пĕлтерме тиврĕ.
Питех те кирлĕ ĕçе ăнăçлă вĕçленĕн самантлăха шăпăрт пулчĕç вĕсем. Чӳречерен пăхкаларĕç. Çул хĕррипе ӳсекен ешĕл çулçăллă йывăçсем вĕлт-вĕлт ирте-ирте юлаççĕ.
Хваттере пырать пĕччен йĕкĕт патне, халиччен курман-илтмен хĕр. Тен, юххаскер ку?
— Эсĕ, Тунисса, ĕçлетĕн-и, вĕренетĕн-и?
— Паянхи куна илсен — ирĕклĕ çын. Унччен университетра филологи факультетĕнче вĕреннĕ. Диплом ĕçне пиллĕкпе хакларĕç.
— Çăмăл тема лекрĕ пулĕ-и?
— Асту. Студентшăн çăмăл тема çук-тăр.
Тунисса калаçнă тăрăх çакна ăнланчĕ Янаш: университет ăна, ăна çеç те мар, хăй аркинчен антарнă нумай яш-кĕрĕме алăкне уçнă та кăларса янă. Чăн-чăн чăх чĕпписем. Никам та çунат айне илмен пирки çӳреççĕ шиплетсе. Шкулсен алăкĕсем вĕсемшĕн уçăласшăнах мар, пур çĕрте те вĕрентекенсем лăк имĕш. Ĕçлеме йышăнсан та кăмăл çук вĕсен ретне тăма — ĕç укçи ытла та сахал. Тата шкулсенче пур çĕрте тенĕ пекех филологсем çителĕклех.
Халĕ тин çеç асăннă сăлтавсене пула çӳрет-ха Тунисса ирĕклĕн.
— Уни-куни ĕçе кĕме васкамастăп, — тет хĕр. — Ара, хам юратнă ĕç патне тăма пилĕк çул хушши ахаль вĕрентĕм-и? Юрĕ, ĕçлеме васкам мар-ха, тăраниччен канам.
Умри çын ăна ĕненесшĕнех маррине туйрĕ. Вара сумкине йăпăр-япăр уçса хăйĕн дипломне туртса кăларчĕ те Янаша тыттарчĕ.
— У-у! Кунта сан шăкăрах «пиллĕк». Маттур, — мухтарĕ ăна йĕкĕт. Унтан тĕпченĕн ыйтрĕ: — Ăçта пурăнан эсĕ?
— Шупашкарта.
— Хăш урамра?
— Нихăш урамра та мар. Паян пĕрин, ыран теприн патĕнче. Юлташсем манăн нумай.
Кил хуçи хăнана тек ыйтусем пама чарăнчĕ. Картина валли вырăн шырарĕ вăл. Шухăш ăна самант кукашшĕ патне, яла, илсе çитерчĕ. Астăвать-ха, пĕррехинче вăл каскаласа йывăç хашак ăсталарĕ. Самай пысăкскерех пулчĕ. Сĕтел ещĕкĕсене, кĕнекесем хушшинче упранакан сăн ӳкерчĕксене пухрĕ те çав хашака лартрĕ. Ăна икĕ чӳрече хушшинчи стена çумне çакрĕ.
Янашăн икĕ чӳрече хушшинче кантăклă балкон алăкĕ.
— Дивана хирĕçле стена çумне çак, — сĕнӳ пачĕ Тунисса. — Ларакансене пăхма меллĕ.
Кил хуçи килĕшрĕ.
Тĕрĕсех, картина хăйĕн вырăнне тупрĕ темелле, ара, вăл çийĕнчех хĕвел пайăркисене илĕртрĕ хăй çийĕн йăл-ял выляма. Ăна пăхнăçемĕн хăвна тинĕс хĕрринче тăнăнах туятăн, унăн шавне илтетĕн, пĕлĕте çити çĕкленекен хумсем карапсене айккинчен айккинелле чалăштарнине ку-ратăн.
Урай çӳпĕленчĕ. Кил хуçи шăпăр илсе килчĕ. Шăласшăнччĕ. Анчах хăна ирĕк памарĕ. Çуса пӳлĕме уçăлтаратăп терĕ. Кам чартăр ырă ĕç тума? Тархасшăн.
Ку хĕр чăваш çемйинчех ӳснĕ-тĕр. Аллине варалассинчен хăрамарĕ. Тытрĕ те çурĕ. Çын туман ĕç мар. Урай хăмисем чăпăл тунă хыççăн çуталчĕç, чăлха вĕççĕн çӳреме кăмăла илĕртрĕç.
Хăна диван çине ларчĕ. Кантăр. Унăн куçĕсем картина çинче. Хăй хуйхăллă пек те. Калаçмасть. Мĕнле шухăш амаланать-ши ун пуçĕнче? Ăна хăйсĕр пуçне кам пĕлтĕр? Тен, каланă пек, пурнăçра пуласси тинĕспе çыхăннă?.. Ӳлĕмхин чӳречи çук витĕр пăхса курма. Унччен те пулмасть, ура çине яш! сиксе тăчĕ пике.
— Уттарас пулĕ, — терĕ вăл сăмса айĕн.
— Мĕншĕн апла сасартăк? — терĕ кил хуçи, шкапĕнче тем майлаштараканскер.
— Ара, хырăм хыр тăрне кайрĕ.
— И-и, уншăнах-и? Пире паçăрах апат кĕтет, — терĕ Янаш. Кухньăна кĕрсен вăл холодильника уçрĕ. Çăмарта илсе хĕре тыттарчĕ те ăна ăшалама хушрĕ. Хăй сăй сĕтелĕ хатĕрлерĕ. Сыр, колбаса, батон касрĕ, сарă çу та пур. Ĕнтĕ çăмарта хăпартни хатĕр. Ларчĕç апата.
— Пĕр япала çитмест-çке! — пĕçне аллипе çат! çапса илчĕ кил хуçи.
— Мĕн кирлĕ тата? — тинкерсе пăхрĕ сĕтел çине Тунисса.
— Акă çак! — терĕ Янаш холодильникран коньяк кăларса.
— Турă çырлах! Кун пек япалана ăша ямастăпах. Пурпĕрех сĕтел çинче ĕнтĕ тулли икĕ черкке. Чăпăрт сыпса памах тивет унăн, унсăрăн кил хуçи кӳренĕ мăн кăмăллă хĕр вырăнне хурса.
Апат хыççăн, пуçтарнă сĕтел-пукана хăй вырăнне шуçтарсан, иккĕш те пӳлĕме тухрĕç. Тунисса диван çине ларчĕ. Янаш чӳрече патне пырса урамалла пăхрĕ те шухăша кайса тăчĕ.
— Янаш, кил, ларсам манпа юнашар, — кăчăк туртрĕ ăна хĕр. — Темшĕн кичем пусасшăн.
— Апла пулсан мĕнле йăпатма пĕлем-ши сана? — текелесе хĕр çумне пырса ларчĕ те тӳрех ыйту пачĕ: — Санăн каччу ăçта пурăнать?
— Путех килĕнче.
— Килĕ ăçта, Шупашкарта-и?
— Мĕн ма çав териех пĕлесшĕн?
— Систересшĕн ăна: унăн савнине эпĕ юратрăм.
— Тĕрĕсех-ши? — йăпăштик кулса илчĕ чиперкке.
— Чăн сăмахăн суйи çук, — терĕ те Янаш хĕре ытамласа чуптуса йлчĕ.
Тĕлĕнтермĕш! Ăна хĕр çупкă туянтармарĕ. Кун хыççăн йĕкĕтĕн хăюлăх хутшăнчĕ. Мĕн пулĕ малалла? Ах, ăçти-çук хĕрĕ темерĕн. Çитменнине, çĕр выртма юлчĕ. Çук, çук! Кил хуçи тилмĕрес шутпа çăвар уçман. Тĕрĕсне тĕрĕсех каламалла: çук, çылăха кĕмерĕ. Качча каймасăр хĕрлĕхе çухатма килĕшмест имĕш. Унашкал пикене епле тивен.
Ирхине ӳйрăлчĕç. Янаш ĕçе, пике — таçта, хăй пĕлекен çĕре ĕнтĕ. Каçалапа Тунисса каллех килчĕ, çĕр выртрĕ. Тепĕр кун та, тата тепĕр кун та çаплах çывăрчĕ.
Пĕррехинче Янаш чиперккене ĕçе илсе кайрĕ. Шлюз витĕр пăрахут мĕнле шуса тухнине кăтартрĕ.
Пĕрле ĕçлекенсем тытăнчĕç лĕкĕртетме.
— Эсĕ, Паланов, сар кайăк тытнă-çке!
— Куçĕ мĕнле хитре!
— Манăн савнине ан пăхăр ăмсанса, — терĕ Янаш кулкаласа, — куç ӳкеретĕр.
— Авланатăн-и? Унсăрăн хам качча илетĕп ăна, — шӳтлерĕ çывăх юлташĕ.
— Çывхарма хăй кăна! — чăмăрне кăтартрĕ ăна Янаш.
— Ку хĕре вĕçертсен ухмах пулан, — терĕ татах лешĕ. Çакăн хыççăн Паланов, чăнах та, мăшăрланма шухăш тытрĕ. Ĕмĕте варана хăвармарĕ. Калаçу часах тапранчĕ.
— Тунисса, качча тух мана. Вăхăт çитнĕ авланма. Институт пĕтернĕ, çарта пулнă, хваттер пур, ĕçĕм-хĕлĕм мăй таран.
— Килĕшетĕп! — ача пек тринкки-тринкки сиккелесе илчĕ пике. Ĕнентерсе чуптурĕ.
Пĕр вырăн çине выртса çывăрчĕç. Çураçнă хĕр каллех парăнмарĕ. Янаш тулăксăрланма пултаратчĕ, анчах ăнланать, апла юрату илемĕ пăсăлать, тути-масипе те киленейместĕн. Пикен кăмăлĕпех килĕшме тивет. Çырăннă хыççăн чăн-чăн арăм ретне тăрасшăн вăл. Загса шăмат кун кайма килĕшрĕç. Çав кун аякра мар, хĕвелĕн мĕнпурĕ те тухăçран виçĕ хут хăпармалла.
Çураçнă хĕр Янаш патне таврăнмарĕ. Ку çеç-и? Тек пачах килмерĕ. Ăçта çухалчĕ? Мĕнле шухăш ун пуçĕнче? Тен, вăл чирлесе ӳкнĕ? Янаш кайĕччĕ уя патне, анчах ăçта пурăннине пĕлмест. Хĕр упраç тени чăн-чăн тилĕ. Чее, ара. Пулас упăшкине систермесĕр туя хатĕрленет ахăр. Загса пыма капăр кĕпе çĕлет пулĕ. Паллах, шурă пурçăнран. Йăли çапла: качча кайнă чух шурă кĕпе тăхăнсан хĕр хăй тасине пĕлтерет. Укçа ыйтмарĕ Янашран. Хăйĕн енчĕк тĕпĕ яка иккенне такам та чухлать. Ара, вăл уни-верситет тин çеç пĕтернĕ-çке-ха. Мăшăрĕн ашшĕпе амăшне пама парне кирлĕ тата. Хальлĕхе алă тутри тыттарсан та çырлахĕç. Тепĕр тесен, Янаш парнелĕх япаласене хăй укçипе туянма хатĕр.
Çитрĕç тĕпĕр-тĕпĕр кунсем. Пуçа черетсĕр-мĕнсĕр пин шухăш явăнса кĕрет. Сасартăк кăвак хуппи уçăлать каять. Янаш куç умĕнче — икĕ ылтăн çĕрĕ! Турă çырлах! Вăл ывăç тупанĕпе çамкине çатлаттарса илчĕ. Хăвăртрах туянмалла, хăй валли те, çураçнă хĕр валли те. Халиччен авланман та, пурне те астума хĕн. Çĕрĕсем кирлĕ çырăннă чух пĕр-пĕрин пӳрнине тăхăнтарма. Пӳрне ылтăн çĕрĕллĕ. Пĕлтерĕшĕ питĕ пысăк. Ун патне ютти çывхараймасть. Вăл ĕнтĕ хăйĕн чун-чĕрине урăххине, тепĕр тĕслĕ каласан, чи юратнă çынна парнеленĕ.
Загса каймалли кун çывхарнăçем çывхарать. Унччен хĕвелĕн мĕнпурĕ те тухăçран икĕ хут тухмалла. Вăхăт кĕске, ĕçĕ мăй таран. Юрать-ха холодильникра ĕçме-çиме туллиех. Ку çеç-и, укçа-тенки те сахал мар. Анчах хăй хатĕр-и-ха пикепе загс сĕтел умне пырса тăма? Шифоньер алăкне пырса уçрĕ. Курчĕ: унта çĕнĕ тум пачах çук. Эппин, туянма тивет. Лавккасем тăрăх çӳреме вăхăчĕ кĕске, кашни кун ĕçе тухмалла. Вара Янаш ирĕксĕрех пуçлăхсем умĕнче хăйĕн савăнăçне уçса пăчĕ. Кунашкал самантра кам хирĕç пултăр. Ирĕк пачĕç. Пилĕк кун ĕçе тухмасть. Сăлтавĕ: авланать.
Тухса кайрĕ вара пулас кĕрӳ лавккасем тăрăх. Чи малтанах икĕ ылтăн çĕрĕ туянчĕ. Хăйне пысăкраххи, тепри пĕчĕкреххи. Те виçеллĕ пулĕ ĕнтĕ ăна? Хыпăнса ӳкмерĕ, кайран улăштарма та пулать. Тепĕр çĕрте хăй валли хура костюм, шурă кĕпе, чăпар галстук, пушмак, носки туянчĕ. Киле таврăнсан йăлт тăхăнса пăхрĕ. Пурте юрăхлă. Тĕкĕрте хăйне килĕштерчĕ Янаш. Хура кăпăшка çӳçĕ çĕнĕ тумпа пĕр килсе пит-куçа, пӳ-сине илем парать.
Кĕтнĕ кун çитрĕ. Паланов ир-ирех вăранса çула тухма хатĕрленчĕ: Хăйĕн хăлхи шав сыхăра. Сасартăк алăка уçтарма шăнкăрав янăрать. Тен, загса пĕрле кайма Тунисса вĕçтерсе килет. Кĕтрĕ, кĕтрĕ, анчах усăсăр пулчĕ. Янаш пурпĕрех ăна тӳрре кăларать. Ара, хĕр упраç ăçтан ĕнтĕ илĕм-тилĕмпех вăранса ун патне килтĕр? Çулĕ те çывăх мар-иç.
Кухньăна кĕчĕ Янаш. Мĕн çимелле? Апат анмасть. Çапах та пĕр стакан вĕри кофе ĕçрĕ. Тĕкĕр кăчăк туртать ав. Ун умĕнче тумланчĕ те одеколон сирпĕтрĕ хăй çине. Юлашкинчен хăй çине пăхрĕ чăрлаттарса. Мĕнех, аптрамасть — чип-чипер яш каччă. Хура костюм, шурă кĕпе галстукпа ăна чăннипех те сăн кĕртет.
Вăл ĕнтĕ хатĕр венчете тăма. Хваттерне питĕрсе урама тухрĕ Янаш. Тухăçра хĕвел çĕкленме пикенет. Тӳпен çеçен хирĕ паян тăрă мар, хуçи çуса тасатман тăрă шывпа, тинĕсри пăр катрамĕ евĕр шурă пĕлĕт татăкĕсем ишеççĕ хĕвел çулне пӳле-пӳле.
Утрĕ Янаш Паланов автовокзал еннелле. Унччен те пулмасть, сулахай енчи карта çумĕнче ӳсекен сарлака çулçăллă хупах айĕнчен сикрĕ тухрĕ хура кушак. Вăл Янаш умĕнченех çул урлă каçса кайрĕ.
— Прис! — хăй те сисмерĕ Янаш — кăшкăрса ячĕ. Кушак самант куçран çухалчĕ. Тарчĕ мур илесшĕ. — Э-эх! Пулин. Ĕненместĕп. Мĕншĕн телей ан пултăр манăн?! Хĕр тиркеме эпĕ япăх каччă-и? Пĕвĕм-сийĕм хыр вулли — яштака.
Янаш Паланов ларнă машина часах çитес çĕре çитрĕ. Шупашкар хули ытла шавлă. Хула тăрăх çӳрекен автобусран тухсанах аллипе пиншакăн шалти кĕсйине хыпашларĕ докуменчĕсене терĕслеме. Тупрĕ: пурте йĕркеллĕ. Вара утрĕ те утрĕ, Карл Маркс урамне тухрĕ. Тротуарсем таса та яка. Вăл васкамасть. Палăртнă вăхăтчен сехет йĕппи икĕ хутчен çаврăнмалла. Правительство Çурчĕ умĕнчи аллейăна кĕрсе ларас шухăшлăччĕ Янаш. Çул урлă каçрĕ. Шăп çак вăхăтра троллейбус пырса чарăнчĕ. Унтан халăх тухрĕ палкаса. Ĕнтĕ малалла каякансем тытăнчĕç троллейбуса кĕме. Унччен те пулмасть, курах кайрĕ Янаш: черетре — Тунисса. Аллинче унăн — чăматан. Хыçĕнче — мичман тумне тăхăннă çын. Вăл Туниссана картлашкасем тăрăх хăпарма пулăшать. Чупса пычĕ Янаш. Анчах троллейбус алăкĕ хупăнма ĕлкĕрчĕ.
— Тунисса-а! — кăшкăрчĕ Янаш.
Алăка шаккарĕ. Кăлăхах. Сас памарĕç. Троллейбус тапранса малалла ыткăнчĕ. Хĕр анса юлмарĕ.
Урасем тымар янăн тапранаймасăр тăчĕ Янаш пĕр вырăнта. Пуçĕнче пин шухăш явăнать. Çынсем каллех пуçтарăнчĕç. Ăçта каяççĕ? Ăна тĕрткелеççĕ пĕри те тепри. Шухăшсен хыпкăчи аранах лăш-ш пулчĕ. Вара вăл тăп-тап пускаласа пăрăнчĕ айккинелле. Ăçта каяс? Ленин палăкĕ йыхăрнăн утрĕ вара ун патнелле. Унтан пăрăнса аллейăналла кĕрсен йывăçсен айĕнчи саксене асăрхарĕ. Пырса ларчĕ вара пĕрин çине. Умра чечек йăранĕсем. Куçа илĕртеççĕ вĕсем хĕвел пайăркипе чĕлтĕртетсе. Вĕсен çийĕнче хĕрлĕ, кĕрен, чакăр, сарă, шурă сараппан. Чечек çунатне лăпкă çил сĕртĕнсе чӳхерĕ ахăр, унсăрăн таврана тутлă шăршă сарăлмĕччĕ. Вĕсен пурах-тăр асамлă вăй.
Янаш пуçне ынатлă шухăш пырса кĕчĕ. Чарăнура тин çеç курни тăн амакĕ, куç суйи пулмарĕ-ши? Юратнă пики ăна, тен, паçăртанпах загсра кĕтет? Пит-куçа вĕри юн çапрĕ. Сиксе тăчĕ те чечексен тыткăнĕнчен вăркăнса тухрĕ. Урамра халăх хĕвĕшет. Акă мыскара. Çанталăк палăрмаллах тĕттĕмленчĕ. Атăл енчен тӳпенелле хура пĕлĕт катрамĕ йывăррăн йăраланса хăпарать. Паллах, хăй çине çумăр касмăкĕ лартнă. Унччен те пулмасть, хура пĕлĕт хуçи тăсса ячĕ çутă хĕççине! Эх! Суллать йăр-яр-р, йăл-ял! Таçта, аякра, тем шартлатса кисренчĕ. Вара пăрçа сапнăн пăтти-патти ташласа иртрĕç çумăр пĕрчисем. Ĕнтĕ тӳнчĕ шыв катки! Эх! Йăтăнчĕ! Унта та кунта пĕчĕк кӳлĕ. Çийĕсенче куçланнă хăмпăсем ишеççĕ.
Янаш аран-аран çынсем хыççăн пĕр çурт крыльцине кĕрсе пытанчĕ. Тăнăçем ăшра вут чĕрĕлчĕ, тытăнчĕ хĕмленсе çунма. Лере ăна çураçнă хĕрĕ кĕтет. Пăрахса та кайĕ. Вара мĕн пулĕ? Каçару çук. Тухрĕ хӳтлĕхрен урама. Пăх та кур! Çумăр чарăннă. Хĕвел пăхать. Тĕнче çап-çутă! Урам тăрăх ав шыв юххи чупать. Пулас упăшка ниме уямасăр йăлтти-ялтти сикет, сикет кӳлленчĕксем урлă. Брюки йĕпенчĕ çеç те мар, вараланчĕ те. Хыпаланнипе чăм шыва ӳкрĕ хăй. Пашкать. Акă эагс çурчĕ. Çитрĕ. Кĕчĕ. Анчах алăка хупас шухăш-и? Уçăлса юлчĕ яриех. Халăх самаях чылай. Янашăн куçĕ самант çынсем пичĕсене хыпалашса тухрĕ. Унта та кунта мăшăрсем тăраççĕ пĕр-пĕрне ыталаса. Вĕсем, телейлĕскерсем, çырăнма килнĕ. Кунтан упăшкипе арăмĕ пулса тухаççĕ. Анчах курма ĕмĕтленнĕ хĕр çук та çук. Ăçта-ши вăл? Унталла-кунталла уткаларĕ. Хупăнса тăракан пӳлĕмсем те пур-мĕн-ха. Кашнин алăкне уçа-уçа пăхрĕ вара. Тен, çумăра пула кунта çитеймен? Кĕтмелле эппин. Тӳсĕм, тӳсĕм, чăтсам, ан пĕт тархасшăн. Унсăрăн юрату шат! çурăлĕ хăмпă пек. Урама тухрĕ вăл. Тăчĕ куçне унталла та кунталла вылятса. Пат персе çитĕ акă пĕр-пĕр тăкăрлăкран. Вара хирĕç ыткăнĕ. Ăна ыталĕ, чуптăвĕ.
Ĕнтĕ хĕвел чăн тӳперен анăç çулĕ çине палăрнă-палăрман тухрĕ. Вăхăт иртет. Загс алăкĕ уçăлчĕ, хупăнчĕ. Мăшăрланнисем алкумĕнче хăйсен çывăх çыннисемпе сăн ӳкерчĕç, ӳкерчĕç. Вара хаваслă йышпа асран кайми куна паллă тума килĕсене е ресторан таврашне кайса пĕтрĕç. Загс çурчĕ пушанса юлчĕ.
Пурин кăмăлĕ те канăçнă. Янаш кăна тăрса юлчĕ пĕр-пĕччен. Никам та кăсăкланмарĕ унпа. Суйрĕç мĕскĕне, чике тăршшĕ лартрĕç. Юратнă пикине, ăна качча тухма килĕшнĕскере» тахши вăрларĕ. Пурнăçланмарĕ унăн ĕмĕчĕ. Мĕн тăвас? Атăла кайса сикеймĕн.
Киле таврăнчĕ каччă. Хваттер пуш-пушах. Ларчĕ, тăчĕ, утса çӳрерĕ каллĕ-маллĕ. Тӳсме çук чун ыратать. Хĕвел пайăркисем пӳлĕмрен тарнă. Тĕмсĕлсе пăхрĕ Янаш стена çумĕнчи Айвазовский ӳкерчĕкне. Вăл та тĕксĕмленнĕн туйăнчĕ. Тинĕс хумĕсем, Турă çырлах, халичченхи пек мар, вĕсем ытларах тулашаççĕ тата çӳлерех чĕвенленеççĕ пек.
— Лăпланăр, — терĕ Янаш картина енне алне сулса. — Тунисса кайнă. Вăл нихăçан та таврăнмасть.
Ним тума аптранă енне Паланов чӳрече патне пырса тăчĕ. Тулта самай тĕттĕмленнĕ, çапах та иртен-çӳрен аванах курăнать.
— Мĕн-ма кĕтес? Хур шăмминче миме пулмасть. Эх, эсĕ те çав, юнтарнă пĕлĕтĕм, кăмăла хуçса хăвартăн.
* * *
Сасартăк йытă вĕрни илтĕнчĕ. Шартах сикрĕ. Вăл, Шерпике патĕнчен таврăнаканскер, тунката çине ларнăччĕ. Пирус туртнă май шухăшсем иртнĕ кунсене сĕтĕрсе кайнă. Халĕ Янаш хăйне тарăн кӳлĕри сивĕ шывран ишсе тухнăн туйрĕ. Çӳçенсе илчĕ. Вара пулса иртнине такама ăнлантарнăн сасăпах каларĕ: «Тунисса пурăнать пулĕ хăйĕн мичманĕпе пĕр-пĕр тинĕс хĕрринче. Ман пата ахальтен çӳремен. Вăл Айвазовскин «Хум» ӳкерчĕкĕнче хăйĕн мичманне шыранă. Чипер пурăн. Эх, пĕлесчĕ санăн: манăн ывăл çуралнă. Ăна Ива ят патăмăр. Кам пултăн эсĕ? Мĕн паян кунчченех пĕлместĕп сана, Тунисса. Путех пулчĕ пулĕ — чун ултавĕ. Анчах сана тав тăватăп. Эсĕ мана чăн-чăн чун юратнине тупма пулăшрăн.
Хĕвел хăпарать те хăпарать. Ачасем вăранчĕç пулĕ. «Атте ăçта?» — тесе пăшăрханаççĕ-тĕр. Арăмĕ, паллах, тутине тăснă. Шерпике патĕнчен часах тухаймарĕ-çке-ха...
3
Шерпике... Мĕнле тупнă-ха ăна Янаш Паланов?
Çав кун çанталăк калама çук тӳлекчĕ. Ир-ирех тухрĕ Янаш ĕçрен. Хĕвел тин хăйĕн хĕрлĕ çунатне сарма пикенет. Атăл кăчăк туртма ĕлкĕрнĕ те хĕвел пайăркине. Ав епле йăл-ял вылятать хăйĕн çийĕнче.
Янаш çыран хĕрринче чарăнса тăчĕ. Курчĕ Атăл варрипе анаталла ишекен виçĕ палубăллă шурă теплохода. Аякка кайма ĕлкĕрнĕ, анчах инçете мар. Вăл чăн-чăн лăпкăн ишекен шурă акăш. Пăхса ытарайми илем. Янаш мăнаçланса тăчĕ. Ара çав «акăша» тин çеç хăйне, инженера, пăхăнакан шыв ĕçченĕсемпе шлюз витĕр кăларса ячĕç. Тĕлĕнтермĕш самант вăл. Çын ăсласа тупнă чаплă мел. Чылайччен тăчĕ вăл мĕн курнипе киленсе.
Радио тытăнчĕ юрăсем шăрантарма. Паян — уяв. Ĕçчен халăх Республика кунне паллă тăвать.
Шыва кĕрсе чӳхенмесĕр Атăл хĕрринчен мĕнле пăрахса кайăн? Янаш та чăмрĕ шыва. Ишрĕ пулăсемпе ăмăртса. Тухмастчĕ пулĕ-ха лĕп шыв ырлăхĕнчен, анчах уяв курма каяс ĕмĕт Атăлпа сывпуллаштарать ăна. Çын хушшинче ним шухăшсăр çӳрес терĕ. Ара, уяв кунĕнче килте пĕччен ларма кичем. Арăмĕ виçĕм кунах ачасене ертсе яла амăшĕ патне кайрĕ.
Шывран ишсе тухнă Янаш тăрать-ха çыран хĕрринче Атăла ытарайми пăхса. Хăйне çăмăллăн туять. Ăçта кайса кĕчĕ-ши çĕр каçа ĕçлесе ывăнни? Çурăмĕ, кăкăрĕ тăрăх юхаççĕ вĕтĕ-вĕтĕ тумламсем. Хĕвел хăйĕн кăпăшка алшăллийĕпе унăн ӳт-пĕвне ачашшăн шăлса типĕтет. Куç
ытамĕнче шыв, шыв! Тупата, тинĕс пулĕ ку? Леш ен ав епле аякра. Инçетре — ешĕл вăрман. Кăчăк туртать вăл хăй патне çырла, кăмпа татма, сим пыл тутипе сывлама. Ытарайми Атăл! Мĕн йышши ырăпа тулнă-ши вăл? Ун шывĕ, чăнах, халиччен этем шухăшласа кăларайман эмел; Атăл, ун тавралăхĕ — çер çинчи чи паха çăтмах.
Килне таврăнчĕ Янаш. Яланхиллех Айвазовскин «Хум» картини умĕнче кăшт чарăнса тăчĕ, вăл тем çĕнĕ хыпар пĕлтерес пек. Халĕ çав картина хăй ятне улăштарчĕ. Унпа кил хуçи çынпа калаçнă пек калаçать: «Эй, юнтарнă пĕлĕт, мĕнле пурăнан?» — тет те пăрăнса каять.
Халĕ те çав мыскараллă йăла пулса иртрĕ. Вара тин апатланчĕ. Йăлана кĕнĕ тăрăх юлашкинчен пĕр стакан кофе ĕçрĕ, ӳнсăрăн тăранман пек туйăнать.
Ĕнтĕ капăрланма вăхăт. Шифоньерта тум çителĕклех. Çулланма тытăннă мар-и. Студент чухне тăхăнмалли пулман. Джинс туяннă та мĕн институт пĕтериччен хывман ăна, ара, хура-шурри палăрман. Халĕ темиçе костюм, тĕрлĕ тĕсли. Вăл çăрхахран шуррине вĕçертрĕ. Кĕпине те чăлт шуррине илчĕ. Галстукĕ чакăрри килĕшĕ. Тумлансан тĕкĕр умĕнче чарăнса тăчĕ. Пăхрĕ вара хăйне нихăçан курманла. Хура кăпăшка çӳçре курăнмаççĕ-ха шурă пĕрчĕсем. Пит-куçĕ пĕр кăлтăксăр таса темĕн. Сăмса кăкĕнче тахши çип çапнă ав. Сулахай пит çăмартинче çĕвĕк пур. Ăна нихăçан та çухатас çук. Пĕчĕккĕ чух инкек пулса иртнĕччĕ.
Ашшĕ, геолог, пĕррехинче ăна, пĕчĕкскере, лаша çине утлантарса нефть шыракансемпе пĕрле хире илсе кайнă. Темрен хăранипе-çке лаша ĕрĕхнĕ. Çавăн чухне Янаш чул çине ӳкнĕ те пит çăмарти çинче ĕмĕрлĕх клеме çапăнса юлнă. Институтра вĕреннĕ вăхăтра час-часах хĕр упраç йĕкĕлтесе тăрăхлатчĕ: çав çĕвĕк ăна килĕшет, тепĕр тĕслĕ каласан, чиперлетет имĕш.
Уява кайма хатĕр ĕнтĕ. Юлашкинчен «Хум» картина умне пычĕ те: «Юнтарнă пĕлĕт, сывă пул!» — терĕ.
Вăхăт самаях иртрĕ. Килтен темшĕн ялан часах хăпса тухаймастăн. Çĕнĕ Шупашкар çулĕ çатма тĕпĕ пек яка. Автобус кăрлаттарчĕ кăна. Самант çитерчĕ ватă Шупашкара. Урам тăрăх халăх куçать. Театр умĕнче — концерт. Юрă ян та ян янăрать. Залив тăршшĕпех — карнă палатăсем. Вĕсенче суту-илӳ пырать. Пăчă. Сывлама хĕн. Калăн, çынсем кислорода ним юлмиччен сывласа пĕтернĕ. Хăтăлма ĕнтĕ алли пыран мороженăй çуллать. Ку та хăтараймасть çав. Пур-ха тарланă пит-куçа вăштăр çилпе çупăрлаканни. Вăл — Атăл! Янаш унталла çул тытрĕ те. Ав вăл! Тăп-тулли шывлăскер, ялтăртатать çутă кĕмĕллĕ çи виттипе пĕркеннĕскер. Çыннисем тăрса тухнă карлăк умне. Аякран пăхсан телефон пралукĕ çине ларса тухнă чĕкеçсен ретне аса илтерет.
Атăл варрипе пăрахут ишет. Ăна пăхма карлăк çумне пырса тăраймарĕ Янаш. Çав териех тăрăшмарĕ те, пăрахут курман çын мар-çке, ĕçленĕ чух вĕсене е çӳлелле, е аялалла шлюз витĕр пайтах кăларса янă. Кунта раснах мĕн пит курмалла тет. Пĕр шухăшлисем те йышлă. Ун пеккисем е пĕччен, е ушкăнпа утаççĕ унталла та кунталла. Паланов хăш-пĕрисем хыççăн çӳлелле шурĕ. Куçсем пурпĕрех темшĕн çав карлăк çумĕнче тăракансем çинелле ывтăнса пыраççĕ. Чиперех ерипен кăна утаччĕ-ха. Сасартăк пĕр хĕр ун çине çаврăнса йăш! пăхса илчĕ. Куçсем пĕр-пĕринпе çиçĕмлĕ хăвăртлăхпа тĕл пулчĕç. Янаш шартах сикрĕ. Ун чĕрине темшĕн йĕп тăрăнчĕ. Темле палланăскер, шутсăр çывăхскер пек туйăнчĕ. Кам пулчĕ? Урасем тăлланчĕç. Çав хĕр çине шăтарасла, тĕмсĕлсе пăхрĕ. Шел, пичĕ курăнмасть. Ара, вăл Атăл çине пăхать-çке-ха, хыçалтан ăçтан паллăн çынна? Лайăхрах тинкерчĕ Янаш. Хайхин çивĕтленĕ сарă çӳçĕ, пăяв евĕр, çурăмĕ тăрăх усăннă. Чĕрене вĕри хум пырса çапрĕ. Ку Тунисса-çке! Çав, çав! Мĕнле тӳрех паллайман? Çӳçĕ ĕлĕкхи пекех хӳхĕм. Хушăран вăл çӳç пайăркисене хулпуççи тăрăх усăнтаратчĕ. Тепĕр чух, хальхи пек, çивĕтлетчĕ те çурăм тăрăх усатчĕ. Кĕпи те ун чухнехиех — кăвак чечеклĕскер. Çав кун, загса пымалли кун, мур çимен çавра çилĕ ăçта çĕклесе кайрĕ-ши сана, Юнтарнă пĕлĕтĕм?
Янаш кăшкăрасшăн. Çăварне уçрĕ. Турă çырлах, сасă тухмасть. Ярса пусрĕ ăна ыталас шухăшпа. Мĕн курни тăлласа лартрĕ. Çак самантра пĕр арçын, шлепкеллĕскер, унпа юнашар пычĕ те тăчĕ. Тем тесен те — упăшки! Урăх кам пултăр? Палановăн пуçĕнче тӳнтерле шухăшсем пĕтĕрĕнсе илчĕç. Тепĕртакран ачи-пăчи кĕшĕлтетсе килĕ. Пулма пултарать, ара, унтанпа вăхăт иртнине суса кăлараймăн. Хăйне хăй шеллерĕ Янаш. Телейсĕрскер. Ним кĕтмен çĕртен тĕл пулчĕ ăнсăртран çухалнăскере, анчах сăмах хушма май çук! Чим! Хайхи юнашар пырса тăнă этем упăшки мар-тăр, пĕр сăмах хушмасăр пăрахса кайрĕ. Çул уçă. Ăна тахçан качча тухма сăмах панă пике халĕ — умра. Иккĕшĕн хушшинче пулсан пулĕ çур утăм. Тĕлĕнтермĕш, халĕ мĕнле тӳрре тухĕ-ши? Ăçтан пĕлес, тен, вăл чирленĕ? Тен, ăна тахши, усал чунлă этем, вăрланă та çĕр шăтăкĕнче хупса усранă, халĕ ĕнтĕ эсĕ ирĕкре. Янаш ăна малашне çăтмах пахчине ертсе кĕрĕ.
Тĕмселсе пăхрĕ вăл умри хĕрарăмăн çурăм тăрăх усăннă çивĕтне, тытса çупăрлас килчĕ. Чим, капла тунката пек хăçанччен тăрас? «Тунисса!» — вĕçерĕнчĕ чĕлхерен. Хĕр çаврăнса пăхмарĕ-ха. Эпле, илтмерĕ хăямат? Хăй танлăхне кăтартать мар-и. Ĕлĕк те пурччĕ унăн кутăнлăхĕ. Татах чĕнчĕ ăна Янаш.
Хыçра такам тахшине чĕннине илтсе хайхи хĕр хыçалалла çаврăнса пăхрĕ. Курчĕ. Хыçра тăра парать шурă костюмлă, кăпăшка хура çӳçлĕ çамрăк çын. Янаш именчĕ. Васкасах сăмах хушрĕ вара:
— Каçарăр. Тунисса пулĕ тенĕччĕ. Йăнăшрăм.
— Питĕ шел, — йăпăштин кулчĕ хĕр. Унăн шап-шурă тикĕс шăлĕсем илемлĕн курăнчĕç.
— Йăнăшрăм. Курнăçманни тахçан, — терĕ татах Янаш. — Тупата, хыçалтан пăхсан эсир каснă лартнă Тунисса.
Çак вăхăтра Шерпике айккинелле шурĕ те çынна хĕсĕнсе тăмалăх вырăн турĕ. Вăл çынпа ним калаçмасăр кунĕçĕ-и? Унра журналист чунĕ ларать çав. Журналист тени кирек камра та тĕлĕнтермĕш шырать. Вара хăйпе юнашар тăма вырăн панă çынна сăмах хушма васкарĕ:
— Паллашар, — аллине тăсрĕ, — мана Шерпике тесе чĕнеççĕ.
— Мана — Янаш Паланов.
— Каçарăр та-ха, кам вăл Тунисса? Арăм е савни?
— Çук, çук, арăм мар, — васкасах пĕлтерчĕ Янаш. — Тахçан ĕлĕк, хăй вăхăтĕнче, эпĕ ăна юратнăччĕ. Кĕтмен çĕртен çухалчĕ.
«Ку çынсен пурнăçĕ кăсăклă. Очерк çырма пулать», — тесе шухăшларĕ те Шерпике çапла каларĕ:
— Паланов юлташ, уткаласа çӳрер мар-и?
— Хаваспах. Анчах хăлха чикки тыттармеç-и?
— Хăвăнтан килет. Çемçеккейсене, паллах, кӳпкеççĕ.
Янаш ĕнсине хыçкаласа илчĕ кулкаланă май. Вара утрĕç те утрĕç юрату сăмсахĕ еннелле.
Çак самант, хĕвел анăçалла сулăннă кун, пулчĕ вĕсемшĕн ӳлĕмхи чăн-чăн пурнăçăн пуçламăшĕ.
Утаççĕ-ха Янашпа Шерпике. Çук, вĕсем çавтăнман, юнашар кăна пыраççĕ. Анчах аллисем перкеленсе илеççĕ ăнсăртран тенĕн.
Янаш хĕр ыйтнине тивĕçтерет-ха. Пуçĕнче хăй çеç пĕлсе тăмалли ыйтуллă шухăшсем явăнаççĕ. Çак хĕр ăна темшĕн Тунисса пек туйăнать. Ун пекех яштака пӳ-силлĕ, чипер, хăюлăхĕ те пур, пуплеме те ӳркенмест. Ыйтусем парса калаçăва тăсас пултарулăх пурри палăрать. Куçĕ çеç Туниссан мар — хăмăр.
Шерпикен ăшĕнче çивĕч тĕллев амаланать. Журналист тĕллевĕ — ĕçре. Тĕпчерĕ те тĕпчерĕ хăйпе юнашар утакан çынна. Пуçĕнче ĕнтĕ самай тĕрленчĕ новелла.
…Айвазовскин «Хум» картинине пасартан Янашпа Тунисса пĕрле йăтса килнĕччĕ киле. Каярахпа пике çак картина умĕнче тăтăшах шухăша кайса тăнă. Мĕн хĕтĕртнĕ ăна ют арçын патне кашни кун килме? Путех, вăл çавăн чух тинĕс çар хĕсметĕнчи хăйĕн каччи çинчен шухăш-ланă. Тинĕсĕн хăрушла хумĕсем ăна сехĕрлентернĕ, çавăнта мичман путасран хăранă. Çитменнине, вăл савнă хĕрĕ патне темле сăлтава пула çыру çырманни паллă. Сăлтавсăр мар ĕнтĕ. Тен, нумай вăхăт хушши ăна тинĕсре ишме тивнĕ. Пĕлменлĕх хĕр чунне ыраттарнă, тĕрлĕрен шухăш-латтарнă. Çавăнпа «Хум» картинăна килĕштермен.
Янаша юратнă-ши вăл? Качча каятчех-ши? Тепĕр тесен вăл сумлă йĕкĕт. Ăна ним енчен те тиркеймĕн. Анчах юрату тени ăнланмалла мар туйăм, ырринех тиркеттерет, усаллинех юраттарать.
Аван-ха. Телейĕ пулнă Туниссан. Йăнăш утăм тумалли кунсенчен пĕринче савнийĕ мичман килсе çитнĕ. Вăхăчĕ кĕске пулнă-тăр, пулас арăмне хăвăртрах илсе кайнă. Ăçта? Тен, ашшĕ-амашĕ патне, тен, тӳрех хăй хĕсметре тăракан аякри тинĕс çар чаçне. Кун пирки Янаш чухлаймасть, тен, ӳлĕм те пĕлеймĕ. Пике мĕнпурĕ те ăна асăнмалăх парне хăварнă — юнтарнă пĕлĕт тĕслĕ куçĕпе пăхни. Халĕ Янаш утать Туниссана аса илтерекен чиперккепе. Калаçать чарăнайми. Вăхăтăн та хăйĕн ĕçĕ. Вăл тӳпене ерипен карать те карать сенкер шăналăкпа. Ĕнтĕ ăсатрĕ Янаш темиçе самант каялла паллашнă пикене.
Тунсăх. Янашăн арăмĕ ачисемпе киле таврăнман-ха. Ĕçе тухрĕ. Вăл никама та асăрхамасть. Пуçра ула-чăла шухăшсем явăнаççĕ. Чим-ха, кам вăл Шерпике? Хăй патне кăчăк туртать те туртать.
Икĕ кун иртрĕ. Тек тӳсме хал çук. Кĕтет-ши вăл ăна? Ниме уямасăр пырса кĕчĕ вăл Шерпике патне. Пушă алăпа мар, кучченеçпе. Янаш мороженăй кăларса хучĕ сĕтел çине. Çинĕ май Шерпике сĕнӳ пачĕ.
— Милĕк касма вăрмана каяр-и? Халь хатĕрленĕ хурăн милĕкĕ хĕлле мунчара çапăнма ытла селĕм.
— Ухатапах пыратăп, — килĕшрĕ Янаш.
Нумай та вăхăт иртмерĕ, пуçтарăнса килтен тухрĕç. Тӳлек çанталăк. Хĕвел ытлашши хĕртме тытăнман-ха. Вĕсем вăрмана çитичченех çуран утма килĕшрĕç. Калаçу юхать шăкăл-шăкăл. Анчах Шерпикен хăйĕн тĕллевĕ. Новелла çырма унăн Янаш мĕнле çуралса ӳснине те пĕлмелле.
Янаш ыйту çине кĕскен çеç хуравларĕ:
— Атте — нефтяник; анне — бухгалтер. Авланнă. Манăн икĕ ача. Калама мантăм: институт пĕтернĕ, çарта пулнă.
Ывăç тупанĕ çинчи евĕр йăлт паллă.
Шел, Янаш хăйĕн пурнăçĕнчи тĕп самантсене пачах пĕлмест. Чĕнеймен вăл хăйне çуратнă хĕрарăма анне тесе.
4
Янаш усрав ача. Кун пирки вăл пачах пĕлмест. Кам унăн амăшĕ, кам унăн ашшĕ? Халĕ ĕнтĕ никам та ăна ăнлантараймĕ. Çапах та пĕррехинче иккĕлентерекен, хăратакан хыпар илтме тиврех ăна.
...Вĕсем Удмурт Республикинчи Ижевск хулинче пурăнаççĕ. Ашшĕ — нефтяник. Институт пĕтерсен ăна çавăнта ĕçлеме янă.
Пĕр çуллахи ăшă кун ашшĕ хăйĕн çемйине яла, тăван килне, ашшĕпе амăшĕ патне ĕнтĕ, хăнана илсе кайнă. Апатлансан Янаш урама тухать. Кӳршĕре хăй пекех шкул çулне çитеймен ачасем сахал мар. Паллашрĕç. Тытăнчĕç лапталла выляма. Ытла та хаваслă-çке, чăнах, туссемпе пĕрле. Пĕр-пĕрне хăваласа çитмелле вылянă чух ăна пĕр кинемей тытса чарчĕ.
— Эй, амитке, пĕлетĕн-и эсĕ çакна? Антунпа Натали санăн аçупа аннӳ мар. Вĕсем сана ача çуртĕнчен усрава илнĕ. Телейӳ пур сан. Эсĕ лайăх çемьене лекнĕ. Турра тав ту.
Янаш мĕн илтнине çийĕнчех манчĕ. Ăна юлташĕ кӳлĕ хĕррине чĕнет хур чĕпписене хăваласа килме. Иккĕшĕ те чăн-чăн тиха, тĕпĕртеттерчĕç урам тăрăх.
Кунсем иртрĕç. Янаш ашшĕ-амăшĕпе тахçанах хăнаран киле таврăннă. Кунсем хаваслă иртеççĕ.
Вăрмантан кăмпа татса таврăннă кун темшĕн питĕ ывăннине туйрĕ ача. Вырăн çине выртнă-выртман çывăрса кайрĕ. Тĕлленчĕ. Вăл ялта пек. Урамра ачасемпе вылять. Унччен те пулмарĕ, хайхи сурпан сырнă, хура сăхман тăхăннă кинеми тел пулчĕ.
— Эй, эй, — туйипе пуçран шак-шак шаккать пек. — Эсĕ Антунпа Натали ачи мар. Вĕсем сана усрама ача çуртĕнчен илнĕ.
— Суян! Сана ĕненместеп! — кăшкăрса ячĕ Янаш. Вара хурланнипе ӳлесе йĕме тытăнчĕ. — Аттене калатăп! Вăл сана суйнăшăн хытах ятлĕ. — Унтан амăшне чĕнчĕ: — Анне-е! Анне-е!
Натали чупса пычĕ.
— Янаш! Янаш! Мĕн-ма йĕрен? — терĕ ача çамки çине ал лаппине тытса. — Тупата, вăрманта хирĕç хаяр лекрĕ-ши вара? Чирлерĕн-и-мĕн?
Антун та ачи патне пычĕ. Арăмĕпе шăппăн калаçрĕ.
— Вĕрилентерсе пăрахман-и таçта? — кăсăкланчĕ вăл.
— Çамки лĕп çеç. Температура çук.
— Ĕнер уроксем пĕтнĕ çĕре киле илсе кайма ятарласа шкула кайрăм. Учительници хурламарĕ ăна. Янаша хăйне те вĕренме килĕшет. Çул тăршшĕпех мăкăлтатса пычĕ. Вĕрентекене те, хăйĕн тантăшĕсене те килĕштерет. Ĕç-пуç аван пек туйăнать.
— Вăрманта çӳресе ытлашши ывăннă. Сăлтавĕ, аха, çакăнта. Çывăрсан пурте иртет. Ав мăшлаттарать.
— Паппа тутăр эппин.
Алăка хупса иккĕшĕ те пӳлĕмрен тухрĕç.
Янаш хăйĕн тĕлĕкĕ пирки ашшĕ-амăшне ним те шарламан. Анчах манса кайнă пăтăрмах тĕлĕкре çĕнĕрен ишсе тухнă. Хайхи лешĕ, ялта тĕл пулнă кинемей, ун умне пырса тăчĕ пек те каллех çавнах калать: «Антунпа Натали санан аннӳпе аçу мар. Санăн хăвна çуратнă аннӳ пур». Мур илесшĕ, ача чунĕнче кӳренӳ йăва çавăрчĕ. «Суян, суян!» — тесе кăшкăрчĕ ăна хирĕç ача. Хăранипе те тарăхнипе йĕрсе ячĕ, амăшне чĕнчĕ: «Анне! Анне!»
Хăйне чĕннине илтсе амăшĕ пӳлĕме чупса кĕчĕ. Янаш вăранса кайрĕ. Анчах вăл хăй тĕлĕкĕ пирки каллех чĕптĕм те асăнмарĕ. Çав усал кинемей сăмахне ашшĕ-амăшĕ пĕлесрен сехĕрленчĕ. Сиссен-тусан, ĕненсен ăна килтен хăваласа кăларса ярĕç. Ăçта кайĕ вара вăл пĕчĕкскер? Ун пек ан пултăрах. Вăл ашшĕ-амăшне шутсăр юратать. Çĕнĕрен чун хурланса килчĕ те нăшăклатса тытăнчĕ йĕме. Куççуль юхрĕ, юхрĕ. Ĕненместех кинемей каланине. Ашшĕпе амăшĕ сĕтел хушшине апата ларсан та ун турилкки çине чи тутлине хурса параççĕ. Канихвет, премĕк, печени сĕтел çинчен татăлмасть. Кирек те мĕн чухлĕ çи, никам та чармасть. Çийĕнче те вĕсем туянса тăхăнтарнă хӳхĕм тум. Майкăсем темиçе. Акă шкула çӳреме ятарласа костюм илсе пачĕç. Тетрадьсем, кĕнекесем, хут-кăранташ сĕтел çинче тем чулах. Ăна ашшĕ пĕр хутчен те патакламан. Куркаланă-ха вăл, хăш-пĕр юлташĕсене ашшĕсем ним шелсĕр хулăпа е чĕн пиçиххипе вĕтеççĕ. «Мĕнле вĕсен ачи пулам мар? Ялта тата асаттепе асанне те пур. Вĕсем те юратаççĕ».
Чуна килĕшмен хыпар пĕлтернĕ кинемее кӳренес килет. Анчах халăхра калаççĕ-çке: чăн сăмахăн суйи çук. Пурнăç тени яланах пуçран шăлса тăмасть, хăш чух хаяр та пулать. Малтан тĕрĕссине пытарса усрать-усрать те ним кĕтмен çĕртен хап! чăнни патне çавăтса пырать.
Чăннипе, Янаша пăхса ытармалла мар çĕмĕрт куçлă, яштака пӳ-силлĕ, çап-çамрăк хĕр çуратнă. Алюк тесе чĕннĕ ăна, кукамăшĕ пăхса ӳстернĕскере. Ашшĕ-амăшне астумасть. Вĕсем çамрăклах çĕре кĕнĕ.
Алюк шкулта лайăх вĕреннĕ. Кирек мĕнле института та кĕме пултарнă, анчах ватă кукамăшĕ, чухăнскер, укçа-тенкĕпе пулăшайман. Кĕркунне аслă шкула вĕренме кĕнисем çеç мар, ытти çамрăксем те ялта юлман ĕç çук пирки. Çавăнпа та пурте хулана тапаççĕ. Алюк та Шупаш-карти кирпĕч туса кăларакан завода ĕçлеме кĕрет. Нумай кĕттермерĕç, часах общежити пачĕç. Пӳлĕмре тăватă хĕр тытăнчĕç пурăнма. Пурте хаваслăскерсем, пĕр вырăнта лара-тăра пĕлменскерсем. Клуба çӳреме пуçларĕç, Юрлас, ташлас тесен чунне пама хатĕр.
Ĕçĕ вĕсен ытлашши йывăр та, ытлашши çăмăл та теме çук. Кирпĕче вĕри кăмакара хĕртеççĕ. Шăпах çак ĕçре тăрмашнă та ĕнтĕ Алюк юлташĕсемпе.
Цехра электриксем те пулнă. Çавсенчен пĕри, Мĕтри ятли, Алюка хытă юратать. Чуптумасăр чарăнĕ-и? Хĕр тути — пыл, ăна ĕмсе киленет. Алюк чараймарĕ йĕкĕте. Чĕри яш! чиксе илчĕ. Мĕне пĕлтерет? Сасартăк ырă мара? Шăпаран иртме çук теççĕ те-ха. Юратать Мĕтри хĕре, анчах авланаймасть, унăн арăм пур.
Алюк ывăл ача çуратать. Хăйĕн астуман ашшĕне асăнса Янаш ят парать. Ватă кукамăшĕ патне яла йывăр çын чухне те, кайран та, çуратсан, кайман. Именнĕ.
Вăхăт шăвать ниме уямасăр. Алюк ача çуратнă хыççăн çич-сакăр уйăх аванах çӳрерĕ темелле. Çынсем ăна-кăна асăрхамарĕç. Çын çинчи — турат çинчи теççĕ çав. Ачине ашшĕсĕр ӳстерме тивнишĕн ытлашши кулянчĕ-ши? Кунран-кун тытăнчĕ йăшма. Утмалăх ура вăйĕ юлмарĕ унăн. Пульницана кайрĕ. Тĕрĕслерĕç. Чирне тупрĕç вара. Онкологи уйрăмне вырнаçтарчĕç ăна. Унăн сывалма май çук чир — юн ракĕ. Кам хăтăлайтăр ĕнтĕ çавнашкал хăрушла чиртен?
Вилчĕ çав тери чечен хĕр, качча кайса упăшкапа пурăнаймасăрах, ывăлне ӳстереймесĕрех. Тăлăх Янаша ватă-ватă кукамăшĕ килне илсе каяймарĕ, пурăнăç çулĕ вĕçне çитсе çĕре кĕчĕ. Ашшĕ пур-çке Янашăн. Алюк ывăлĕ — унăн ывăлĕ. Ачана хăй патне илме хирĕçех мар (ӳлĕм те тăван ача алла тытса та кураймĕ, арăмĕ хĕсĕр), анчах хăрушла сăлтав хăратать: амăшĕн чирĕ ывăлне те куçма пултарать. Çак усал сăлтав Мĕтрин чӳнне тимĕрпех витрĕ, аллине çыхрĕ. Ним те шарламарĕ. Пĕчĕк Янаша вара ача çуртне вырнаçтарчĕç. Вăл амăшĕ вилнине ăнланман, пурпĕрех татăлса йĕнĕ. Няньăсем шелленĕ, йăпатнă тăлăх турата. Лăплансан Янаш хаваслă ачаччĕ. Ахăлтатса кулатчĕ вылянă чух.
Темиçе уйăхран ача çуртне Натали (Янашăн хальхи амăшĕ) пырса тухнă. Ача усрава илесшĕн вăл. Врач ăна шăпах Алюк ачине кăтартнă. Питĕ килĕшет ăна çак пĕчĕк йĕкĕт. Вăл хăйĕн упăшки Антун сăнлă. Ун пекех хура куçлă. Арăк çинче тытса ларнăçемĕн çак пепкене хăй çуратнăнах туйр е. Вара тытăнчĕ ăшĕ çунма. Часрах ăна хăйĕн килне илсе каяс килчĕ. Анчах хăп! тенипех çырма урлă каçаймăн. Ĕçĕ-хĕлĕ самаях пур. Чи малтан упăшкине кăтартмалла. Ку чи кирли. Вăл мĕн тейĕ? Çук, çук, хирĕç пулас çуках.
Натали ача çуртĕнчен тухрĕ. Юрать-ха, Шупашкарта тăван-пĕтен пур. Унта хăналанĕ. Çула май телеграфа кĕрсе упăшкине шăнкăравларĕ. Вĕсем Пушкăртра пурăнатчĕç. Халĕ Удмурт Республикинчи Ижевск хулине куçаççĕ, ачапа. Унта никам та вĕсен усрав ача иккенне пĕлмĕ. Тĕллевĕ çапла. Килĕшмен сăмах-юмах пурăнма, ачана кирлĕ пек ӳстерме чăрмантарать. Капла хăйсем çуратниех тейĕç.
Палăртнă вăхăта Антун килсе çитрĕ. Арăмĕ ăна ача çуртне ертсе кайрĕ вара. Ывăлпа пулас тĕлпулу иккĕшне те хумхантарать паллах. Пулас ача амăшĕ çаплах хăй килĕштернĕ пепке пирки пуплерĕ: çулталăк тултарайман, пуплеме пĕлмест-ха. Чупать. Чи кирли — сăнĕпе пулас ашшĕ пек. Янаш ятлă. Усрама илес-тăвас пулсан ятне улăштарас мар тесе йышăнчĕç, тăван амăшĕн пилĕ ĕмĕре тăсăлтăр.
Кĕтнĕ тĕлпулу. Янаш — пулас ашшĕн аллинче. Антун ăна йăпатрĕ, ачашларĕ, вылятрĕ. Ача чунĕ сисĕмлĕ ахăр, ырăпа усала туйма пĕлет пулĕ çав, унсăрăн савăнмĕччĕ, ахăлтатса кулмĕччĕ.
Пĕр-пĕрне килĕштернĕ. Ку пĕчĕк этеме ача çуртĕнчен илсе кайма кĕнекинче акă мĕнле хутсем кĕрсе юлчĕç: медицина справкисем. Янаш — сывлăхлă. Антун Паланов — сывлăхлă, Хусанти университетран вĕренсе тухнă — нефтяник; Наталия Паланова — аслă пĕлӳллĕ бухгалтер.
Ĕнтĕ Янаш — ашшĕ-амăшĕллĕ. Антуыпа Натали — ачаллă. Тытăнчĕ çемье çĕнĕ хулара пурăнма.
Мăшăрсем ача çĕклесе чылай вăхăт яла каймасăр тытăнса тăчĕç. Нумайччен пурнайăн-и пытанса? Аптрине михĕре пытарса усраймастăн теççĕ. Халăхра вичкĕн чĕлхесем тупăнаççех. Шăлĕсене хăйраса усал сăмахсем тухаççĕ вирхĕнсе.
Пĕррехинче, Янаш ун чухне шкул çулне çитнĕччĕ, яла кайсан пĕр кинемей чĕлхи кĕçĕтнине тӳсеймен. Янаша тытса чарнă та каланă: «Пĕлетĕн-и, эсĕ усрав ача. Сана Антунпа Натали ача çуртĕнчен илнĕ».
Ача, паллах, ун сăмахне ĕненмен. Илтнĕ те маннă та тееймĕн. Анчах хăш-пĕр чух çав йĕксĕк çын сăмахĕ тĕлĕкре те пулин çĕлен пек сăхса йĕртет. Пурнăç йĕркеллĕ чух усал элексем чуна амантаймаççĕ.
Янаш ӳссе çитĕнчĕ ырă мăшăр йăвинче. Институт пĕтерчĕ. Ĕçлет. Шупашкар урамĕсем тăрăх çӳренĕ чух хăйне çуратнă чăн-чăн ашшĕпе амăшĕн ура йĕрри çине пусать пулĕ. Ку çеç те мар, тен, вăл тăван ашшĕне тĕл пулса иртнĕ. Анчах вĕсем пĕр-пĕринпе нихăçан та сăмах чĕнсе калаçаймĕç.
5
Шерпике малтанах калав мар, очерк çырмалăх та Янаш пурнăçĕ пирки пĕлеймерĕ. Ырă ашшĕ-амăшĕ çумĕнче ӳснĕ, ним кăлтăксăр. Çавă çеç. Пулать-çке, хăш-пĕр çынна çăварне шĕшлĕпе хайăрса уçсан та пуплеттерейместĕн. Хальлĕхе унпа Тунисса хушшинче пулса иртнĕ пăтăрмахсем çинчен кăна пĕлкелет. Янаш авланнă, икĕ ача ашшĕ. Ку енĕсемпе халĕ вăл — çын пырса кĕмен сĕм вăрман. Пĕтĕмпе çынна витĕр пĕлсен кĕнеке çырма ĕмĕт çуралчĕ ун. Çавăнпа та ăна тĕксе ямарĕ, вăрттăн, сисĕнчĕксĕр кăчăк туртрĕ, тĕл пулмассерен пĕр тумлам тенĕн кăмăлне уçрĕ.
Шерпике хăй те сисмерĕ Янаша хăнăхса пынине. Килмесĕр тăрсан вăл пăшăрханма, тунсăхлама тытăнчĕ. Темиçе кун иртнĕ хыççăн килсе кĕрсен вара вăл ниçта кайса кĕме пĕлмест савăннипе. Мĕн ку? Чĕрене юрату йăпшăнса кĕмест пулĕ те? Унăн никама та юратма юрамасть. Ку иртнине, Тăван çĕршыва хӳтĕлесе пуçне хунă савнине, малтанхи юратăва, сутни пулĕччĕ.
Çапла, пулнă Шерпикен чăн-чăн юратнă, каланă пек, уншăн вутра та çунма хатĕр савни. Анчах тӳперен çутă çăлтăр яр шуса анчĕ çав. Пурнăç чечекне сиксе вĕрекен шывпа сапрĕç те шантарчĕç, вара хăрса хытрĕ. Хăрах çунатлă чĕкеç пурăнчĕ вĕçеймесĕр.
Шерпикен юратнă каччи — Эливан хăйсен ялсемехчĕ. Шкулта мĕн вĕçне çитнчченех пĕрле вĕреннĕ. Юрату тăххăрмĕш класра пуçланнă, пĕр пăтăрмах хыççăн.
...Ялта пĕрисем вăкăр усранă. Ял çыннисем хăйсен ĕнисене вĕсем патне чуптарма илсе пынă, паллах, укçалла. Пĕррехинче хайхи вăкăр хапха шашулккине мăйракипе хирсе уçать те урама тухать. Малтанах вăл карта çумĕнчи ешĕл курăка çырткаласа çӳрет. Йĕри-тавра мĕн пуррине асăрхамасть те темелле. Анчах та апла мар иккен. Çак вăхăтра çулпа Шерпике иртсе пынă. Ун çийĕнче — хĕрлĕ куртка. Мĕнле асăрхама ĕлкĕрнĕ-ши çакна выльăх тени. Хĕрлĕ тĕс вăкăра самант уртарать. Куçне тавăрса пăрахать хайхискер, хăрушла мĕкĕрет, урипе çĕр чавма тытăнать. Халь-халь ыткăнать хĕрлĕ тĕс патне.
— Шерпике-е! — хăйне чĕннине илтрĕ хĕр, — курткуна хыв часрах, хăвна ав вăкăр сĕкесшĕн. Чуп хăвăртрах.
Çаврăнса пăхрĕ те хыçалалла, пĕр вăхăтрах вăкăра та, Эливана та курчĕ. Шартах сикрĕ. Сехĕрленнипе шари-и! çухăрса ячĕ.
Эливан аллинче патак, вăл вăкăра хăратма пултарчĕ. Ăна ăçтан тухнă, çавăнта — кӳршĕ картишне — хӳтерсе кĕртрĕ. Турра шĕкĕр, инкек сирĕлчĕ темелле.
Çав каçхине Шерпикепе Эливан тĕл пулчĕç урамри вăйăра.
— Эс паттăр иккен, — мухтарĕ Шерпике каччăна.
— Юратнă хĕршĕн вăкăра çĕнтерни сахал, — терĕ Эливан. — Унăн кăмăлне хам майлă çавăрасчĕ, вара хама паттăр тенине йышăнăттăм.
— Тытăнса пăх, — ихĕлтетрĕ хĕр.
— Шерпике, мĕн тума хушатăн ăна? — кăсăкланчĕ ушкăнти пĕр хĕр ача, Юля ятли. Ун сăмахне илтсе ыттисем те вăранчĕç темелле. Ăнлантарса пама ыйтаççĕ.
— Вăрттăнлăх, — тет Шерпике. — Пурне те пĕлсен час ватăлатăр.
— Эливан — санăн савни! — кăшкăрчĕ Юля. Юрать-ха, ушкăнра пĕри юрă пуçларĕ. Вара Шерпикене манчĕç.
Ыттисем манчĕç пулĕ, анчах Эливанăн юратăвĕ чечеке ларса папка кăларчĕ. Çак каçран пуçласа хĕрĕн хапха умĕ Эливан утнипе такăрланчĕ темелле. Мĕн вĕренсе тухичченех çаплах килне ăсатрĕ вăл Шерпикене. Вăхăт иртнĕçемĕн вĕсем пĕр-пĕрне юратни палăрчĕ.
Вăтам шкултан вĕренсе тухсан аслă пĕлӳ илес шухăшпа иккĕшĕ те Шупашкар хулине кайрĕç.
Шерпике шкулта вĕреннĕ чухнех ача-пăча хаçачĕпе çыхăну тытнă. Пĕчĕкренпех çуралнă ĕмĕт унăн — журналист пуласси. Маттур! Кĕме пултарчĕ вăл университетăн журналистика факультетне.
Эливанăн та хăйĕн ĕмĕчĕ — çурт-йĕр лартакан ăста пуласси — университета çитерчĕ. Анчах шел. Кирлĕ пек экзамен тытаймарĕ. Çапах та строительсен техникумне вĕренме кĕчĕ-кĕчех.
Вăхăт нумаях та иртмерĕ — пурнăçра çĕнĕ улшăну: Эливана çара илчĕç. Умра — уйрăлу. Тӳсмелле.
— Ан пăшăрхан, Эливан, эпĕ сана çартан таврăнасса кĕтетĕп. Вара каллех эпир — пĕрле. Эсĕ университета вĕренме кĕретĕнех. Эпĕ ĕçлĕп. Пыл та çу пулĕ пирĕн пурнăç.
— Шанас килет ӳлĕмхи ырă ĕмĕтсем пурнăçланасса, — тет Эливан ассăн сывласа.
Ăсатрĕ Шерпике юратнă каччине çара. Анчах вĕсем ĕмĕрлĕхех уйрăлнине нихăшĕ те пĕлмерĕ. Пурнăç тени хăй урапин йĕрĕпе чупать çав. Ăна хăйне кирлĕ пек никам та пăркалаймасть.
Эливана нумай тытмарĕç, Чечня вăрçине ячĕç. Пуçне çирĕç — вĕлерчĕç. Яла илсе килсе пытарчĕç. Вăл вилчĕ те выртрĕ, юлаканĕн — тӳсмелле. Хăраха юлнă Шерпике йĕчĕ. Пухнă пулсан куççулĕпе пысăк витре тулатчĕ ахăр.
Салтака пытарнăранпа тăватă асаплă çул иртрĕ. Майĕпен чун ыратăвĕ сӳнсе пычĕ. Çак иртсе юлнă çулсенче вăл çĕнĕрен килекен юратăва чĕртмен. Анчах çынра вăрттăн туйăм пурăнать пулĕ çав, вăл пурна киле çиеле ишсе тухатех. Ăна пытарма, айккинелле тĕртсе яма ни-камăн та вăй çитеймест. Шерпикепе те çапла пулса тухрĕ. Ытахальтен тенĕн Янашпа сăмах хушрĕ. Кăшт паллашнипех юнашар утрĕ, унтан — хваттерне кĕртрĕ. Сăлтав тупрĕ: ун пурнăçĕ тăрăх калав хайлас терĕ мар-и? Ĕлкĕреймерĕ çав çырма. Иккĕшин те сасартăк чĕре тĕпĕнчен чăн-чăн юрату палкаса хăпарчĕ. Тек пĕр-пĕринсĕр пурăнма пултараймарĕç. Халăхра ахаль каламаççĕ çав: вăрттăн юрату ытла хăватлă пулать имĕш. Тĕрĕс пулĕ, ĕненмех тивет. Ара Шерпике ывăл çуратрĕ-çке-ха.
Янаш чăн-чăн тăван ачине хăй пăхса ӳстересшĕн. Апла пулсан пĕрлешмелле. Шерпике ав килĕшмест, ăна çемйинчен уйăрасшăн мар.
6
Янаша кĕтмен çĕртен авлантарчĕç. Тĕрĕссипе каласан ăна химкомбинатра ĕçлекен инженер-химик Лида хăйне качча илтерчĕ. «Качча кайнă», «авланнă» сăмахсем вырăнлă та мар, ара, вĕсем саккун хушнă пек çырăнман та, венчет те тăман.
Ĕçлеме пуçласан çулталăка яхăн пĕр каччă çулăхмарĕ унпа паллашас шутпа. Лида пăшăрханма тытăнчĕ: капла ним мар пĕччен юлма пулать. Пĕр тăхтамасăр качча кймалла. Пурнăç урапи мăшăрсăр чупаймĕ. Мăшăр кирлех. Çăпата кантри те мăшăрлă тенĕ ĕлĕк ваттисем. Шырамасан каччă тенине никам та çатан тăрантас çине лартса илсе килес çук.
Шырав кинона çӳреме тытăнниччен пуçланчĕ унăн. Умлă-хыçлă виçĕ кун кайрĕ кинона. Тарăхмалла пулса тухрĕ. Иçмасса, пĕр хутчен çума çамрăк çын ларинччĕ. Çук çав. Юнашар шав мăшăрсем вырнаçрĕç. Шанчăк çухалчĕ. Ăçта вара çамрăксем? Аптрани ăна клуба çул тыттачĕ; ташăра тупăнассăн туйăнчĕ упăшка. Хаваслă музыка янăрать. Акă ташă пуçланчĕ. Мĕн курăнать? Кĕвĕ май тапăр-тапăртатакансем, вĕлтĕр-вĕлтĕр çаврăнакансем, тринкки-транкки сикекенсем йăлт – чĕчĕ пăрушĕсем, тута хĕрринче амăшĕн сĕчĕ типеймен шăкăр-мăкăрсем. Ăçта çӳреççĕ вара пиçсе çитнĕ йĕкĕтсем? Хăш тĕлте шыраса тупмалла? Ир те, каç та чуна чăрмалать çак шухăш.
Комбинат Лидăна çамрăк специалист тесе пĕр пӳлĕмлĕ хваттер пачĕ. Кирлĕ пек капăрлатрĕ ăна: сĕтел-пуканĕ те, диванĕ те пур. Тĕкĕр те ăна саламлать. Чи кирли – упăшка çук. Ăçта çӳрет-ши? Пĕррехинче тĕлĕкре курчĕ ăна. Илемлĕ сарă каччă. Хăтлă хваттерте савăшрĕç вара. Вăранчĕ те – çумра хайхи пурнăç çук та. Чунĕ ыратрĕ. Шухăша путрĕ. Ĕлĕк хĕрсене евчĕ упăшка тупса панă. Мĕн тума пăрахăçа кăларнă çав йăлана? Пуçра сасартăк евчĕ тупас шухăш амаланма тытăнчĕ. Ку чаплă ĕмĕт пĕр эрне каялла çуралнă пулсан аванах ăнăçаччĕ ахăр. Ĕçре сĕтел урлă ларакан, самай çуланнă хĕрарăм Алла Ивановна пулăшма пултарнă. Вăл юмăç-тухатмăшсемпе туслă. Пурах унăн евче пултаракан пĕр-пĕр япшар хĕрарăм. Хĕрарăмăн тата чĕлхи яка. Пĕр-пĕринпе аванах юмахласа пурăнчĕç-ха. Юлашки вăхăтра самана пăсăлчĕ. Ваттисем ахальтен каламаççĕ çав: хăвăн чĕлхӳ — хăвăн тăшману. Ним çукран урлă-пирлĕ пулчĕç. Пĕррехинче Алла Ивановна патне ĕçе мăнукĕ нумаях пулмасть çуратнă ачине çĕклесе пычĕ. Курас текенсене пурне те кăтартрĕ вăл хăйĕн пепкине. Лида та айккинче тăрса юлман. Ачана ырларĕç. Теприсем тутине çыртрĕç. Ку вара тӳррине каланă:
— Алла Ивановна, сан мăнукăн куçĕ ылмаш.
— Çын ачинче кăлтăк тупса хурличчен хăвăн çуратмаллаччĕ, — терĕ пепкен кукамăшĕ сиввĕн, — тен, сан ачу кушак çури пек суккăр çуралĕ.
Çакăн хыççăн Алла Ивановна пачах калаçма пăрахрĕ Лидăпа, ăна тăшмансен ретне кĕртрĕ.
Вăхăт иртет. Çут çанталăкăн этемпе ним ĕç те çук, вăл хăй саккунĕпе пурăнать.
Акă çуркунне çитрĕ. Юр ирĕлсе пĕтрĕ. Ял халăхĕ уя акана тухать, пахчара çимĕç лартма хатĕрленет.
Лида амăшенчен çыру илчĕ. Киле чĕнет. Пулăшмалли ĕçсем пур. Кайрĕ вара ĕçрен ирĕк илсе. Амăшĕ ăна нӳхрепрен вăрлăхлăх çĕр улми кăларттарчĕ. Ытлашши йывăр çĕклени юрамарĕ пулĕ çав — пилĕкĕ хускалчĕ ун. Хăйĕн ĕçне таврăнсан та ыратни çаплах систерсе тăчĕ ăна. Çынсен умĕнчех ай-ай текелесе пилĕкне яра-яра тыткаларĕ.
— Пульницăна кай! — терĕç ăна пĕрле ĕçлекенсем.
— Пилĕкна лайăх юсас тесен сана ку тĕлĕшпе чапа тухнă çынпа паллаштарма пултаратăп, — пĕлтерчĕ ĕçри йышран пĕри. — Анчах ку укçаллă япала.
Лида килĕшрĕ. Вăхăта аякка ямарĕç, хваттере илсе пычĕç ăстаçăнă. Вăл — пиçсе çитнĕ хип-хитре хĕр. Чăнах, пăхса ытармалла мар ăна. Халăхра ахаль каламаççĕ çав: кашни чечек хăйне евĕр чечен. Хĕр упраç та çавах.
Алă тытсах паллашрĕç. Васнар тесе чĕнеççĕ-мĕн хăйне. Тӳрех ĕçе тытăнчĕ хайхискер. Вăл Лидăна хул айĕнчен ярса тытрĕ те вашт! çĕклерĕ. Çурăм шăммисем илтĕнмеллех шатăр-р! шатăртатрĕç. Ретрен тухнă шăмăсем хăйсен вырăнне ларнă пек туйрĕ. Унтан ăна ӳпне вырттарса тытăнчĕ массаж тума. Хăй ĕçне лайăх пĕлни туйăнать. Чăнах та, ыратни пачах сисĕнмест.
Ĕç вĕçленсен Лида сывалнăшăн савăнса «ăстаçăна» сăй сĕтелĕ хушшине лартрĕ.
Васнар калаçма юратаканскер. Кил хуçи пĕр наччасра ун пурнăçĕ çинчен йăлт пĕлчĕ. Вăл республикăри чаплă спортсменсене массаж тăвать иккен. Чиперлĕхĕ унăн ытлашшипех. Анчах хитре пулни те телей памасть пулĕ çав. Ара, чаплă çул çине тăнăскерĕн ăнăçлăхĕ пат татăлать.
...Пĕчĕккĕ чухнех вăл çамрăксен керменне çӳреме тытăнать. Çăмăл хусканăвне кура ăна ташă кружокне илеççĕ. Хăвăрт ăнкарать хĕр ача ташă техникине. Ăна вара арçын ачапа ташлама хăнăхтараççĕ. «Пултаруллă мăшăр» тенĕ вĕсене кĕвĕ майăн ытла та тĕрĕс хусканусем тума çăмăллăнах хăнăхса пынăшăн. Вăхăт иртнĕçемĕн вĕсем валли кашни ташă валли костюм çĕленĕ. Вара майĕпен халăх умне, çцена çине кăларнă. Куракансем тăвăллăн алă çупнă, тепĕр хут ташласа пама тилмĕрнĕ. Çамрăк ташăçăсем туртăнса тăман, тепĕр хут сцена çине тухнă, ара, мăшăр нумай халăх ташшисене ăста ташланă.
Вăхăт хăй йĕркипе иртнĕ те иртнĕ. Васнар та ташă юлташĕпе вун çичче туртăннă. Халĕ ĕнтĕ вĕсем бал ташшисене илтереççĕ. Республика шайĕнче иртекен конкурссене хутшăнса пĕр хут кăна мар куракансене тĕлĕнтернĕ. Ăмăртури пĕрремĕш вырăн ялан вĕсен.
Ах, çав пурнăç урапи тени! Ялан тикĕс çулпа кăлтăртатмасть. Ташă ĕмĕрĕн юлашки тапхăрĕ Васнарăн ытла хурлăхлă килсе тухнă.
Вĕсем Раççей шайĕнче иртекен конкурса хутшăнма Мускав хулине кайма хатĕрленнĕ. Паллах, сахал мар тар юхтарнă. Ташăри пĕр хусканăва çĕр хут тĕрĕсленĕ. Ыран тухса каяс тенĕ чух сиксе тухать хăрушла инкек. Ăна кӳршĕсем чие çырлипе хăналанă. Такам та пĕлет унăн сĕткенĕ чуна ыррине. Тупата, çисе тăранаймастăн. Унччен те пулмасть, вар хăрушла касса каять. Калăн: çĕçĕпе чикеççĕ, хĕçпе тураççĕ. Ыратнине тӳсмелле мар. Илсе каяççĕ вара ăна пульницăна. Вырттарнă сĕтел çине — каснă. Ку çеç çитмен, татах, татах операци тунă ыратни иртменнипе. Кайран пульницаран тухнă, анчах тек ташлама хăват юлман, юраман та. Вăхăт иртнĕ, ташă ăсталăхĕ сӳннĕ. Ташăçăн ăста ташлас тесен кашни кун ал-урана туптаса тăмалла.
— Лида, эсĕ мĕншĕн пĕччен пурăнан? — кăсăкланчĕ Васнар.
— Ма качча каймастăн тесшĕн-и? — ассăн сывласа илчĕ кил хуçи. — Вăхăт çитнĕ мăшăрланма. Пĕлместĕп, ăçта çӳрет-ши манăн пулас упăшка? Тупата, пĕлсен-тусан ун çулĕ çине тухса тăрăттăм.
— Кунта, хулара, пĕр-пĕрне шыраса тупма ансат мар. Унта-кунта тухса çӳре.
— Çӳрерĕм, — йăл куланçи турĕ Лида. — Кинона кайнă, клуба. Пĕр юрăхлă йĕкĕт тĕл пулмарĕ.
— Атя ресторана. Вăйпитти арçынсем, кĕсье тулли укçаллисем, унта ĕçсе-çисе лараççĕ, — хăлаçланчĕ Васнар алă çупса. — Сан пек чиперккесене савса тутлă апатпа, сăра-эрехпе сăйлаççĕ. Чим-ха, пĕр тĕлĕнтермĕш хыпарлам.
...Çуралса ӳснĕ чипер кăна пике хулан пĕр урамĕнче. Малтан шкулта, унтан институтра пĕлӳ пухнă. Каччăсемпе çӳреме вăхăт çитмен. Кайран, ĕçлеме пуçласан, вăл шкулта ачасене вĕрентнĕ, каллех ирĕклĕх кӳлĕнсе ларнă. Акă ĕнтĕ вăтăр çул алăкĕ сисмесĕрех уçăлать. Пит-куç çине пичет çапăнать — «кĕрченĕ хĕр ». Савăнтармасть ку. Ватлăх алăкне пĕччен уçма ытла та мăшкăл. Хĕрарăм тени мăшăрлă пулмалла. Эппин, кăмăл-туйăма ирĕке ярса шырама тивет. Шăпах ресторанра тупать те вăл упăшка тенине. Кăли-кали çын мар — моряк. Пысăк карапăн ка-питанĕ. Хăй вăл Шупашкар çынниех, амăшĕ патне курма килнĕскер. Туй хыççăн капитан ăна Инçет Хĕвел тухăçне илсе кайнă. Карап çинче упăшкипе пĕрле тинĕссем тăрăх ишсе çӳрет пулĕ-ха.
— Каяр мар-и ресторана? — терĕ Лида.
— Мĕнех, эпĕ хирĕç мар, — килĕшрĕ Васнар. — Çĕнĕ вырăссем, тепĕр тĕслĕ каласан — пуян арçынсем, ресторана канмалли кун умĕн пухăнаççĕ.
Каланă — тунă. Лидăпа Васнар ресторанта чӳречесем енчи ретре тăваттăмĕш сĕтел хушшине вырнаçрĕç. Урам каç тĕттĕмĕпе пĕркеннĕччĕ, кунта вара çутă, пысăк лампăсем хăйсем — хĕвел. Официант вĕсем патне тӳрех пымарĕ. Путех сĕтел туласса кĕтет. Нумай та вăхăт иртмерĕ, вĕсем йышăннă сĕтел хушшине икĕ арçын вырнаçрĕç. Лидăпа юнашар пукана йышăннă этем ăна шиклентерсе пăрахрĕ. Унăн сăнĕ хура. Вăл чикан пулинех. Аялти тути çурăк. Киносенче курнă каснă лартнă тинĕс пирачĕ. Унпа пĕр сĕтел хушшинче ларма хăрушă. Тухса тарма та хирĕç мар. Вара вăл хăй кăмăлне Васнара хăлхинчен пăшăлтатса тепĕр сĕтĕл хушшине куçас пирки пĕлтерчĕ. Лешĕ ура çине вăрттăн пусрĕ çеç. Ку ĕнтĕ килĕшменнине пĕлтерет. Чисти сехре хăппи. Вăхăт иртнĕçемĕн паллашма пикенчĕç хайхискерсем. Мускав хулинчен командировкăна килнĕ имĕш. Хайхи, çурăк туталли, алă тытрĕ, хăй ятне каларĕ: — Рамис!
Сĕтел хушшинчи хайхи çынсем — хаваслăскерсем, шӳтлесе култараççĕ. Васнар ахăлтатать кăна. Лида чикан пек хура çын килĕшменнипе тутине тăп тытса ларчĕ. Кулмасть те, сăмах та чĕнмест. Акă официант пычĕ вĕсен сетелĕ патне. Кашниех хăйне кирлĕ апат илсе пыма хушрĕç вĕсем умне стакансем лартрĕç. Лида куç илмесĕр сăнать. Акă шăкăр-шăкăр тулчĕç савăтсем. Йĕкĕтсем хăйсен сĕтелĕ хушшинчи хĕр упраçа та хăналама шутлаççĕ-мĕн. Шутарчĕç вĕсен умне тулли черккесене. Кун пек чух мăнкăмăлланса лараймăн. Вара пурте пĕр-пĕрне тав туса ĕçрĕç. Лидăн кăмăле çемçелчĕ. Ыттисемпе пĕрле кулать, калаçать. Хушнă апата — бифштекс илсе килчеç. Çиме пуçăнаймарĕç, музыка янраса кайрĕ. Ташша ухатисем урай варрине сиксе те тухрĕç. Эх, çаврăнаççĕ пăлтăр-пăлтăр, тапăртатса та илеççĕ. Лидăпа Васнара та çĕнĕ кавалерсем ташша чĕнчĕç. Унтан сĕтел хушшине ларчĕç. Çирĕç, ĕçрĕç, калаçрĕç, шӳтлерĕç-кулчĕç, каллех ташларĕç, çирĕç, ĕçрĕç эрехне. Çывăхланчĕç. Калăн — савнисем. Чуптăваççĕ чăп! та чăп! Лида хăйĕн тĕллевĕн урапи çинче. Вăл çак пĕр сĕтел хушшинче ларакан чикан пек хура, катăк туталлă этеме юратрĕ, ăна, хăй килĕшсен, паянах упăшка тума хатĕр. Хăй пуян пурăнни çинчен мухтанма тытăнчĕ. Унăн хваттерĕ те чаплă.
— Эсĕ ăçта тата кам пулсă ĕçлен? — тĕпчет катăк тута.
— Эпĕ — инженер. Чи пысăк ĕç укçи тӳлеççĕ мана. Эпĕ хӳхĕм хĕр. Ман пеккине ниçта тупаймăн.
— Лайăх упăшка кирлĕ сана. Ман пекки, — кулкалать чикан. Ихĕлтетет Лида. Савăнăçлăн юрласа ярать:
Эпир урпа акман-и,
Урпа сăри ĕçмен-и?
Эпир чипер лулман-и,
Чипер ятне илтмен-и?
Чикан пек хура çын та мухтанать. Вăл Мускавра пурăнать. Пысăк ĕç укçи тӳлеççĕ имĕш ăна. Кунта ăна ĕçпе командировкăна янă. Лидăна качча илме пулать. Сĕтел хушшинчисем вĕсене саламлаççĕ, черкке шаккаса эрех ĕçеççĕ. Каллех чуптăваççĕ.
Çутă сӳнсе илчĕ. Эппин, ресторан хупăнать.
Шавласа тухрĕç урама. Утрĕç. Малта — Васнар. Вăл ресторанра юнашар ларнă арçынпа çавтăннă. Вĕсен хыçĕнче — Лида, хайхи катăк тутапа. Чуптăваççĕ. Анчах ыталанма Лида хулпуççи урлă çакнă сумки чăрмантарать. Вара хайхи çын хĕртен ирĕк ыйтмасăр-тумасăр ăна хывса илет те хăйĕн çийĕнчи плащ кĕсйине чикет. Лида арçын ытамĕнче лăпсăр пулчĕ, ĕшеннипе ăна-кăна сисмерĕ.
Васнар, хăйĕнпе кĕлентĕрленсе утакан арçынпа чылай малта пыраканскер, такси тупрĕ. Вĕсене Çĕнĕ Шупашкара çитерме пулать. Вара вăл хыçалтисене кăшкăрсах васкатрĕ.
Акă ĕнтĕ икĕ хĕрпе икĕ йĕкĕт сывпуллашрĕç. Ыран каллех ресторанрах тĕл пулма килĕшрĕç. Ĕнтĕ хĕрсем кĕрсе вырнаçнă такси хускалчĕ те малалла шыв пек юхтарчĕ.
Пикесем ним те шарламарĕç. Чунра иртни явăнать. Лида çав саманта сĕвемĕн-сĕвемĕн суйлать. Катăк тута авланман. Качча кайма та юрать ăна. Кăмăллă, ачашлама ăста. Тата вăл çĕрме пуян çын. Темле фирма пуçлăхĕ тет. Чи пахи — вăл Шупашкарта мар, Мускавра пурăнать. Çĕр-шывăн тĕп хулинче кăлин-калин утса çӳреме кам ăмсанмĕ?
Машинăра юнашар ларакан Васнар чавсипе кăлт-кăлт тĕккелерĕ те çапла каларĕ:
— Тусăм, килĕш: паян ман патăмра çывăрăпăр. Пуплемелли мăй таран. Юрĕ-и?
— Килĕшетĕп, — терĕ Лида йăл-йăл кулкаласа. Хулана пырса кĕрсен Васнар таксиста хăйĕн адресне каларĕ. Вара нумай та вăхăт иртмерĕ — машина çитсе те чарăнчĕ темиçе хутлă çуртăн пĕр пысăк алăкĕ умĕнче. Часах çул укçи мĕн чухлĕ тӳлемеллине пĕлчĕç. Хăнăхнă йĕркепе Лида хулпуççи урлă çакнă ридикульне хыпашларĕ. Тупаймасть, Мĕн амакĕ? Сасартăк аса илчĕ: ара, ăна чи хĕрӳллĕ чуптунă самантра Рамис хулпуççинчен хывса хăйен плащ кĕсйине чикрĕ-çке. Каялла илме маннă.
Таксиста вăрахчен тытса тăма юрамасть. Çул укçине вара Васнар тӳлерĕ ятла-ятла.
Машина каялла вĕçтерчĕ, хыпăнса ӳкнĕ икĕ хĕрарăм тăраççĕ тапранаймасăр. Ним тума аптраççĕ вĕсем. Шупашкара каяс, ара ăна, катăк тутана, ăçтан тупăн? Хăш хăна çуртĕнче вырнаçнă-ши? Ыйтса пĕлмен Лида. Сасартăк ридикюлĕн вăрттăн кĕсйине вăтăр пин тенкĕ укçа чикнине аса илчĕ те ахлатса ӳлеме тытăнчĕ. Вăл çав укçана кĕрĕк туянма упратчĕ.
— Çаратрĕ, хурах! — кăшкăрать вăл.
— Ан ĕрлеш-ха. Çынсем илтсен тем калĕç, — тет Васнар юлташне. — Ыран каллех ресторана çул тытăпăр. Вĕсем те пырĕç. Лешĕ сана ридикульне тавăрса парĕ. Ахалех пăшăрханан.
— Тем пекехчĕ, — тет Лида куççульне тутăрпа шăла-шăла. Анчах ӳлеме чарăнаймасть.
— Тепĕр тесен, йĕрсем хытăрах, — сĕнет Васнар, — куççулĕпе хуйхă-суйхă юхса тухать.
Ĕнтĕ тăваттăмĕш хута хăпарса хваттере кĕчĕç. Вăхăт тул енне сулăннă пулин те пӳлĕмре тĕттĕм-ха, лампа çутма тиврĕ. Вырăн сарчĕ Васнар капăр тумĕсене хывсан. Ыйхă çӳк, каллех сăмах тĕвĕнет.
— Ресторана мĕншĕн çавăн чухлĕ укçа чиксе пынă? Тупата, ытла айван эсĕ, — ятлать Васнар юлташне.
— Эпĕ ăна леш эрнерех лавккана кĕрĕк туянма каяс ĕмĕтпе ридикюле чикнĕччĕ, — куççуль юхать Лидăн, — кăларса хăварма маннă.
— Ытлашши ан кулян-ха, — тет Васнар юлташне лăплантарас шутпа. — Ыран каллех ресторана каятпăр та хайхи сĕтел хушшинех ларатпăр. Лешсем те çĕмĕрттерсе пырĕç. «Ме укçуна», — тейĕ Рамис.
— Темĕн, пĕр вĕçерĕннĕ кайăк тыттарĕ-ши, — ахлатать Лида. — Иçмасса хам адреса каламарăм. Ыйтрĕ. Эпĕ, пур, ихĕлтетсе сăмаха пăртăм. Çынни, чикан сăн-питлĕ пулсан та, пĕрре те шульăк пек туйăнмарĕ. Вырăсла таса калаçать. Хăй ытла евĕклĕ. Ачашлама ăста. Мĕнле лайăх чуптăвать! Антăхтарса ярать, тупата.
Асаилĕвĕн вĕçĕ-хĕрри çук. Анаслаççĕ хăйсем. Ыйхă çынран вăйлăрах, ялан вăл çĕнтерет. Хĕрсем ав сисмерĕç те хăйсем кăтăш пулнине. Ыйхă вăл тутлă, ырă, сăпки çине вырттарать те сиктерет никам илтмен юррине ĕнĕрлесе.
Этемре пурăнатех çав сыхлăх салтакĕ. Темĕн пек пылак ыйхăран та вăл вăратать. Сиксе тăчĕç хайхи хĕрсем, çинĕ-çимен тухса ыткăнчĕç ĕçе.
Кун иртрĕ. Лидăпа Васнар хăйсен тĕллевне пурнăçлама тухса кайрĕç ресторана. Ĕнерхи сĕтел хушшинех вырнаçрĕç вĕсем. Вăхăт шăвать те шăвать. Катăк тутапа унăн юлташĕ килмерĕç. Ых-х, мур çименсем! Пымарĕç тепĕр кунне те, тата тепĕр кунне те.
Юхса кайрĕ Лидăн ăшă кĕрĕкĕ. Ку нимех те мар. Чи кӳренмелли — упăшка пулмалли этем тупăнмарĕ.
7
Вăхăт çын кăмăлне пăхăнмасть. Хĕвел аршăнлать унăн ĕмĕрне çĕрпе куна улăштарса. Хĕл иртсе кайрĕ, каллех çу пуçланчĕ.
Пĕр уяр кун, ирхи кӳлĕм, Васнар пырса кĕчĕ Лида патне. Тупата, хăй вăл çуркунне катара ӳсекен çăмарта курăкĕн сап-сарă чечекĕ. Ара, çӳçне çеç мар, тутине те, куç харшипе хăрпăкне те сарă писевпе сăрланă. Çакна пулах куç шăрçи вырăнне чечек папки вырнаçнă тейĕн. Унăн тĕсĕ та сарă хăмăр. Çийĕнче те сарă тĕслĕ сараппан, уринчи пушмакĕ те çав тĕслех. Пуç тăрне вара, темшĕн-çке, симĕс тĕслĕ елпешке беретка лартнă.
— Лида, пуçтарăн халех, пляжа каятпăр, — терĕ Васнар. Хăй ташланăн йăлт-ялт сиккелесе çаврăнса илчĕ. Унăн сарă сараппан арки сывлăшра вĕл-вĕл чӳхенчĕ. — Паян сана пулас упăшкупа паллаштаратăп.
— Чăнах та-и? — хĕпĕртенипе куçне чарса пăрахрĕ юлташĕ. Мăйĕ хăйĕн пăрçа тултарнă ансăр хутаç евĕр илемсĕррĕн карăнчĕ, пĕчĕк янахĕ таçта путрĕ. Сурчăкне çăтрĕ та тытăнчĕ ыйтусем пама: — Мĕнле çын? Ăçта ĕçлет? Хитре-и?
— Чиперри мĕн тума кирлĕ сана? Илтмен-и вара эсĕ: «Хитре упăшка санăн мар, еркĕнĕн савнийĕ».
— Ăçта ĕçлет?
— ГЭСра. Инженер.
— Мĕн ятлă?
— Янаш.
— Эсĕ ăна мĕнле майпа пĕлен?
— Прокурор мар пулĕ те эсĕ, ыйту хыççăн ыйту паран. Виталипе (манпа ташланă йĕкĕт) туслă вĕсем. Ĕнер виçсĕмĕр пĕрле кинона кайрăмăр. Эпĕ ăна унччен ăçта курнине аса илтĕм.
— Кала хăвăртрах! Ăçта тата мĕнле майпа?
— Патшалăх Канашĕн суйлавĕнче.
Васнар тĕрĕсех калать. Вăл ун чухне суйлав комиссийĕнче ĕçленĕ. Пыракансене пĕрне те теприне бюллетень панă вăл. Акă татах тепри ăна паспорт тыттарать. Саккун хушнă йĕркепе ятне-шывне тĕрĕслет: Янаш Паланов. Миçемĕш çулта çуралнине те пăхать. Ăçта пурăннине те пĕлет. Яшĕ хитрескер. Хĕр упраç ăçтан тӳстĕр пĕлмесĕр. Пăхрĕ паспорт страницисене татах уçкаласа. Мăшăрланнине паллă туни çук, эппин, вăл — каччă.
Унăн ячĕ суйлав списокĕнче пулман. Çын хыпăнса ӳкет.
— Мĕн тăвас ĕнтĕ ман? — тет.
— Ан пăшăрханăр, суйлава хутшăнмасăр юлмастăр терĕм те кампа калаçмаллине кăтартса ятăм.
— Чим-ха. Эсĕ ху юратан-иç ку йĕкĕте?
— Унашкал каччăна савсан та çылăх мар, — куçне йăлкăштарса илчĕ Васнар. — Анчах Витали мана унпа çавтăнса кайма ирĕк памĕ.
Лидăн чĕлхи чарăнмасăр палкать пулин те хăй васкасах пуçтарăнать. Пуçне улăм шлепке лартсан аллине сумка тытрĕ. Унта шыва кĕмелли костюм, ал шăлли — татах тем те пĕр.
Тухрĕç урама. Ĕçе каякан çынсем пекех васкаса утрĕç Атăл хĕрринелле.
Пляжа кĕриччен, унăн алăкĕ умĕнче, вăрăм сак пур. Васнар сĕннипе унта ларчĕç.
— Кĕтни ума çитĕ-ши? — тет тӳсĕмсĕррĕн Лида. — Витали чăнахах та асăннă çынна ертсе килĕ-ши?
— Васканă турăх уйран пулнă тет, — сăмах хушрĕ Васнар. — Лăпкă пул.
— Ман урăхла калассăм килет хама: «Тупăн, тупăн, пулас упăшкам».
Унччен те пулмасть, тахăш кĕтесрен икĕ йĕкĕт тухрĕ тăчĕ хĕрсем умне. Алă тытсах паллашрĕç вĕсем. Эй, çырлах! Мĕнле каччăсем пулчĕç? Сăмах вакласа пăртак тăрĕçин. Çук çав. Пляжа кĕчĕç те кайрĕç. Хĕрсем тăчĕç те юлчĕç. Вĕсен ăшне вут хыпрĕ! Тăраççĕ ӳй варринчи тунката пек, ни унталла, ни кунталла.
— Атя утар вĕсен хыççăн, — йыхăрать Лида.
— Çапла туса хамăр ята ярар-и? — Васнарăн сăмахĕсем шăл витĕр тухрĕç. Вăл та тарăхрĕ ĕнтĕ. Шан-ха ăна савни тесе. Тен, унăн чĕринче урăххи йăва çавăрнă.
— Текех кунта тăнинчен мĕн усси! — йĕрмешет Лида. — Янашне тӳрех юратса пăрахрăм. Чунăм йăскать ырă мара сиссе. Ют хĕрсем çавăрĕç те илĕç, эпир тăрса юлăпăр типпе.
— Тен, вĕсем ытти хĕрсене чĕннĕ пĕрле шыва кĕме, — тет Васнар.
— Эпир никамран малтан пырса тăрăпăр вĕсен умне. Пире курĕç те пăрăнĕç вĕлтĕрккисем. Акă сана каччăсем — пирĕн.
Тĕрĕссипе илсен Васнара ют пикесем питех пăшăрхантармаççĕ. Витя ташăпа унта та, кунта та пулать, нумай хĕр упраç курать. Анчах ку тарана çитсе те кăтартман вăл сивĕннине. Тен, Янаш хăйĕн савнине кĕтет? Çакнашкал шухăшсем кĕрсе тухрĕç Васнар пуçне. Вара вăл юл-ташне çавăтрĕ те пляжа çул тытрĕç. Тӳрех утрĕç хывăнмалли хӳтлĕхе. Унтан шыва кĕмелли тумпа тухрĕç. Куçсем тытăнчĕç ухă йĕпписем вĕçтерме! Ăçтарах-ши вĕсем? Часах тупăнчĕç те. Турра шĕкĕр — иккĕш çеç. Выртаççĕ ӳпне. Тем çинчен каçса кайсах калаçаççĕ.
— Ав-иç лешсем! — терĕ Васнар.
— Ăçта? — куçне пăрçа евĕр сапаларĕ Лида тавраналла. — Э-э, куртăм. Атя вĕсен ура вĕçне вырнаçар.
Юлташĕ килĕшрĕ.
Хăйăр вĕриленмех ĕлкĕрнĕ. Хĕрсем хăйсемпе илсе килнĕ çӳхе утияла çĕр çине сарчĕç те выртрĕç месерле.
Вăхăт шăвать те шăвать. Хайхи каччăсем вĕсене курман-илтмен пекех хăтланаççĕ. Мĕн çав териех сӳтсе яваççĕ-ши?
— Нумайччен тӳсмелле-и ку мăшкăла? — чĕркуçленчĕ Лида. — Пирĕн пата килме вăтанаççĕ ахăр, эппин, хамăр кайса выртар юнашар.
— Ан аташ! — хăмсарчĕ ăна Васнар.
— И-и, ара! Акă — вĕсене! — терĕ те тултармăш мăйĕ кĕскелсе хĕсĕнчĕ, сылтăм алли шак чул тăрмаласа илчĕ. Вара вăркăнтарчĕ умрах выртакан каччăсем еннелле. Хăй кăшкăрчĕ: — Хура-ах! Чуллă çумăр çăвать!
Çийĕнчех хăйсем сиксе тăчĕç те çыран хĕрринелле ыткăнчĕç, Виталипе Янаш аранах пуçĕсене çĕклерĕç. Ăнланчĕç хăйсене пикесем кăчăк туртнине. Кун хыççăн ăçтан тӳсчĕр ĕнтĕ хускалмасăр. Сиксе тăчĕç те ыткăнчĕç ихĕлтисем хыççăн.
— Халех ярса тытатпăр урăрсенчен! — кăшкăрчĕ Витали. — Путаратпăр! Пултăр апат акулăсем валли.
— Вутăшсене тытма ăсталăх кирлĕ! — кăшкăрчĕ Васнар. Лидăн, тупата, магнит туртăмĕ пур ахăр. Унсăрăн Янаш тӳрех ун патнелле ишсе пымĕ. Элле пуласлăх çапла туртрĕ-ши ăна? Çук, вăл вылямалла путарас шухăш тытмарĕ. Шыв тени аташнине юратмасть. Ытла та шала ишнине асăрхарĕ, вара кăшкăрчĕ:
— Каялла-а! — хушрĕ хĕре. Лешĕ итлерĕ ăна. Вара иккĕшĕ те, Атăл варринех çитнĕскерсем, каялла çаврăнчĕç. Ишрĕç, ишрĕç юнашар мăшăр дельфин евĕр. Ăнăçлах çитрĕç çыран хĕррине.
Васнарпа Витали шывран чылай малтан тухнă та паçăр сарнă утиял çинче выртаççĕ. Часах йыш хушăнчĕ. Кăшт типсе тăнă хыççăн Лидăпа Янаш та вĕсемпе юнашар пырса выртрĕç. Пуçланчĕ калаçу. Мĕн çинчен-и? Ним çинчен те мар. Камăн пуçне мĕнле шухăш килет, чĕлхе вĕçĕнче çав тĕвĕнет. Лида калаçăва ытлах хутшăнмасть. Унăн пуçĕнче урăх шухăш явăнать. Çак Атăл каччине вĕçертме юрамасть, вăл — упăшка тумалли чăн-чăн çын. Ĕмĕт вулкан хĕлхемĕ евĕр сирпĕнет. «Иккĕмĕш хут çав çул варринче выртакан чул муклашкинчен такăнса ӳкмĕп», — тет вăл ăшĕнче. Каччăпа çывăхланмалли мел те тупрĕ.
— Туссем, итлĕр-ха, — чарчĕ вăл хĕрсех тем çинчен калаçакан юлташĕсене, — ман лайăх сĕнӳ пур.
— Кала, итлетпĕр, — терĕç.
— Сире хам патăма хăнана чĕнетĕп. Кăнтăрла иртсен, шăп икĕ сехетре, ман алăк сирĕншĕн яр уçăлĕ. Хваттерĕн пӳлĕм варринче апат-çимĕçпе тулнă сĕтел пулĕ. — Пурин çине те чăр-р пăхрĕ Лида. Кашниех ăна куçĕпе тĕлленĕ-мĕн. — Ну, мĕнле? Килĕшӳ пур-и?
— Ай-яй, кун пеккинчен кам пăрăнтăр? — кулкаласа илчĕ Витали. — Ырă йыхравран пăрăнма хал çук. Эпĕ пыратăп.
— Чĕннĕ çĕре каймасан алтăр çăлтăр шывпа сапать имĕш, — терĕ Янаш.
— Савăнтартăр, — йăл-йăл кулкаларĕ Лида хĕпĕртесе. Тек вăл самант та тăраймĕ. Килнелле ярса пусас умĕн Васнара хăйпе пыма йăлăнчĕ.
— Ан та тилмĕр, — кутăнлашрĕ лешĕ. — Тепĕр хут шыва кĕмесĕр ниçта та тапранмастăп.
Çынна ирĕксĕр çавăтса кайма çук. Çакна ăнланчĕ Лида. Пляжран пĕчченех тухса кайрĕ. Çула май вăл лавккана кĕрсе мĕн кирлине йăлтах туянчĕ. Йывăр сумкине аран-аран йăтрĕ вара. Кăмăл çĕкленӳллĕ. Юрă ĕнĕрле-ĕнĕрле сĕтел тирпейлерĕ. Тулли турилккесем хушшине эрех кĕленчи те вырнаçрĕ. Юлашкинчен сăйлă сĕтеле аякранах кайса пăхрĕ. Куçа илĕртмелĕх пур. Кăмăлне килĕшрĕ. Вара сасăпах юрласа ячĕ:
Кĕмĕл çĕрĕ, ахах куç,
Çаврăнать пӳрне майăн...
Шăнкăрав сасси янăрарĕ. Васнар килчĕ-мĕн.
— Мĕншĕн пĕччен эсĕ? — пăшăрханчĕ Лида. — Ыттисем ăçта?
— Ан кулян, — терĕ Васнар йĕри-тавра тишкерме ĕлкĕрсе. — Килеççĕ. Кунашкал сĕтел хушшине лармасăр пăрăнмĕç. Эпĕ сана пулăшас ĕмĕтпе васкаса килтĕм. Куратăп: санăн пурте хатĕр. Эппин, эпĕ кая юлнă. Ан кӳрен, ӳлĕм ун пек тумăп.
— И-и, кирлĕ мара ан пупле, — ихĕлтетсе илчĕ кил хуçи. Унтан куçĕсене вылятса сăмахне тăсрĕ: — Ан ман чи кирлине: эсĕ — евчĕ. Янăш мана питĕ килĕшрĕ. Вăл ман упăшка пулмалли каччă.
— Куçу курать сан. Паллах, ку лешĕ, катăк тута мар ĕнтĕ.
— Текех ан аса илтер-ха ун пирки. Пурнăçра кам йăнăшмасть? Манар, — ассăн сывласа илчĕ Лида.
Вăл çав пăтăрмах пулса иртнĕ кунсенче милицие те кĕрсе тухнă. Çук, çав çын вĕсен аллине лекмен. Анчах тавçăрчĕ: хайхи чикан чăн-чăн шулĕк, тыттарман тилĕ, паян кунта чыссăр ĕç тăвать, ыран урăх хулара аллине çăвать.
— Тусăм, кала-ха: ман, евчĕн, малашне мĕн тумалла? Ăнлантар.
— Янаш кăмăлне ман енне çавăр. Ĕç тухсан кĕрĕк туянса паратăп.
— Тăрăшăп, — терĕ Васнар. — Асту, панă сăмаха ан ман вара.
Хĕрсен нумай кĕтме тивмерĕ, каччисем килчĕç. Вĕсене чи чаплă хăна вырăнне хурса Лида ăшшăн, хĕвел пек çиçсе йышăнчĕ, хыпалансах сĕтел хушшине лартрĕ. Лешсем, Янашпа Витали, апата айлантарнă май шав пуплерĕç пĕр-пĕрне нихăçан курманла. Сăмах-юмахĕ — Атăл шывĕ пирки. Вĕсен калаçăвĕ хĕрсене пачах кăсăклантармасть. Çавна та тавçăраймаççĕ-ши айвансем? Юхтарасчĕ вĕсен юрату хăймине. Васнар евчĕ те йĕкĕтсен калаçăвне пĕр сăмах лартаймасть.
Сĕтел пушансан хайхискерсем тухса кайрĕç. Юрать-ха, тав тума манмарĕç. Чĕнсен каллех килесшĕн хăйсем.
Кил хуçипе евчĕ иккĕшех тăрса юлчĕç. Кăмăлĕсем пăсăк.
— Чăн-чăн сӳтĕксем, — хакларĕ кил хуçи йĕкĕтсене.
— Ан пăшăрхан, — йăпатать ăна Васнар. — Хăвăрт пулнă ĕçĕн çирĕплĕхĕ çук. Янаша алăран вĕçертместпĕр. Вăл ĕнтĕ тимĕр читлĕхри кайăк.
— Ăнăçлăх санран килет. Асту!
— Пĕлетĕп. Ан пăшăрхан. Кайăкĕ читлĕхре ĕнтĕ. Унтан вĕçерĕнеймест, — çапла шантарса хăнаран тухса кайрĕ Васнар.
Темиçе кун иртрĕ. Никам та ним шарламасть. Çапла хăналаннă хыççăн мĕншĕн Янашăн хĕр патне кĕрсе тухас мар? Çул уçă. Ăнланмасть-ши çакна? Хăçанччен кĕтмелле? Алă усса ларма юрамасть. Кĕтекен кĕтĕк пулнă теççĕ. Ăна тапăнакан чиперккесем, паллах, йышлă. Ара каччи — ăмăрт кайăк. Турри ăна пурне те парнеленĕ. Сăн-питне пăхса ытармалла мар. Хура куç, кăпăшка çӳç, яштака пӳ-си. Çарта пулнă. Эппин, пиçсе çитнĕ арçын. Аслă пĕлӳллĕ. Инженер. Ĕç вырăнĕ тата! Чи кирли — хусах. Авланман.
Ăна упăшка тума пĕтĕм вăйне кӳлме шутларĕ Лида. Ара, хальхи вăхăтра хунашкал каччă тупма çăмăл мар. Шухăшланăçем сасартăк хăй чунне такам хытах чĕпĕтсе илнине туйрĕ. «Чим-ха, — терĕ вăл, — ара, капла Васнара çеç шанса пурăнни кĕсменсĕр кимĕ çинче ларнипе пĕрех-иç. Нихăçан та майлă çил варкăшне çĕнтерсе çыран хĕррине тухаймăн. Хамăн пĕтĕм вăя хурса тăрăшмалла». Çирĕп шухăшне çапла тĕвĕлерĕ вăл. Мĕнех, ĕмĕтленни ĕмĕре кĕскетмест теççĕ. Ĕçе хĕрӳллĕн тытăнчĕ. Çынран илтнĕ хыпара хупса усрама Лидăн чĕринче уйрăм çӳпçе пур, уçрĕ унăн виткĕчне. Тытăнчĕ иртнĕ самантсене пĕрчĕн-пĕрчĕн суйлама. Асаилӳсем хатĕр. Хăнара чух Янаш ăçта пурăннине, ĕçленине каланăччĕ. Телефон пирки те вăл пĕлтерме манман. Акă пикенчĕ ĕçе. Чи малтан шăнкăравларĕ. Çын ĕçре çук. Хытах чирленĕ имĕш. Хыпар хĕре кулянтармарĕ, хĕпĕртеттерчĕ кăна. Капла ун патне кайма сăлтав пур, ара, халсăрланнă этеме пулăшмалла. Тытăнчĕ апат-çимĕç хатĕрлеме. Тухса каяс умĕн тĕкĕр умне ятарласа ларчĕ питне писевсем сĕрсе сăн кĕртме. Куç кĕски кăтартакан сăн-пит килĕшмерĕ ăна. Лида хăй ватăлма пуçланине курчĕ. Куç айĕсем кăвакарнă, çип çапнăн икĕ çинçе йĕр çамка урлă карăннă. Ватăлма ир-ха. Ку — хуйхă-суйхă тӳснин паллисем. Тивнĕ-çке-ха ăна тӳсме инкек капкăнне! Халĕ аса илни пачах усăсăр. Упăшка пулма тивĕç çын тупнă вăл. Ыттисем çавăтса кайиччен Янаш патне çитмелле.
Пуçра хивре шухăшсем явăннă чух Лида ĕçри сĕтел хушшинчеччĕ-ха. Юрать, чăрмантаракансем тупăнмарĕç. Атту пĕри те тепри чупа-чупа пыраканччĕ. Тем те кирлĕ. Пĕрне цех тăкакĕ кăсăклантарать, тепри пĕр-пĕр ĕçшĕн тупăш мĕн чухлĕ пухăннине пĕлесшĕн. Ĕçе вĕçлес вăхăта йĕп çинче ларнăн аранах кĕтсе илчĕ. Пуринчен малтан тухса шурĕ вара. Чи малтан ресторана кĕрсе икĕ порци ăшаланă какай, лавккара — эрех татах тем те пĕр туянчĕ. Йывăр сумкипе ваштах çитсе тăчĕ кирлĕ алăк умне. Шăнкăравларĕ. Сасă илтĕнчĕ:
— Кам унта?
— Эеĕ кĕтнĕ хĕр! — терĕ Лида.
— Тунисса, эсĕ-и?!
Çăраççи шăнкăртатрĕ те — алăк яриех уçăлчĕ. Ун умне савăнăçлă Янаш тухса тăчĕ. Куçĕсем — чăн çăлтăр. Тăчĕç йăл кулăра. Анчах çын самант улшăнчĕ. Çил-тăвăл лăскаса иртнĕ хыççăн çаралса юлнă юман евĕр курăнать халсăрланнă каччă.
— Э-э-э, ку эсĕ-мĕн, — терĕ Янаш кăмăлсăррăн.
— Эсĕ кĕтни пулмарăм-и? — кăмăлсăрланнă пек тутине пĕрчĕ Лида. — Ан пăшăрхансам, эпĕ ăна улăштарма пултаратăп.
— Йăнăшан. Ăна улăштарма пултаракан тĕнчере çуралман.
— У-у-у! Мĕнле пысăк хак пама пултаран. Маттур çын. Анчах йăнăшан!
Лида чĕнессе-тăвасса кĕтмерĕ, урата урлă каçрĕ те кил хуçине сирсех урай варринче ларакан çавра сĕтел умне пырса тăчĕ. Унтан сумкинчен апатлă савăтне хăпăл-хапăл кăларса лартрĕ. Хваттерте тутлă шăршă сарăлчĕ.
Янашăн, пĕр-ик кун йĕркеллĕ апат çименскерĕн, варĕ касăлнăччĕ-ха. Сĕлеки юхрĕ. Алăкне хупсан сĕтел умне пырса тăчĕ.
— Мĕне пĕлтерет ку? — ыйтам пек турĕ апат-çимĕçе курса.
— Чирлĕ çынна пăхни, — терĕ Лида тутине пăркаласа. — Сана апат пĕçерсе паракан çук пулĕ терĕм.
— Çывăхрах çук çав.
Çапла каларĕ Янаш. Вара хĕр айкашнине пăхса тăчĕ.
Хайхискер ĕмĕр кунта пурăннă пекех хăюллăн хăтланать. Илсе килнĕ апат-çимĕçне сумкинчен йăлт кăларса лартрĕ. Турилккине, кашăк-вилкăсене кухньăран кайса илчĕ. Юлашкинчен эрех кĕленчине те кăларчĕ.
— Тархасшăн, Янаш, апата чĕнетĕп, — терĕ хайхискер пуканне кирлĕ пек сиктерсе лартнă май.
Янаш кутăнланса тăрĕ-и?
Иккĕш те ĕнтĕ сĕтел хушшинче. Кашăк-вилка шăкăртатать, черккисем чăнклатаççĕ…
Хĕрсех кайрĕ хĕр. Тĕпчемесĕр тӳсеймерĕ.
— Кала-ха, Янаш, — терĕ хайхискер. Хăйĕн куçĕ çуталса илчĕ: — Кам вăл Тунисса, арăму-и?
— Авланаймарăм. Эпĕ — хусах. Тунисса — эпĕ питĕ юратнă хĕр.
— Вăл Шупашкартах пурăнать-и?
— Çĕршывăн хăш кĕтессинче утса çӳренине чухлаймастап. Анчах вăл кирек хăш самантра та ман пата килсе кĕме пултарать. Тăп-тăр кăнтăрла-и, тĕп-тĕттĕм çур çĕрте-и — эпĕ ăна уçса кĕртетĕп.
Янаш хăй те пĕлмест юратнă хĕрĕ ăçта çӳренине. Ку каччăна тăлламалла пулнине тавçăрчĕ Лида. Пуçĕнче хăюллă шухăшсем шăрçаланчĕç: паянах çĕр выртма юлмалла. Çумма выртнă хĕрарăма тĕксе яракан арçын тĕнчере çуках. Акă эсĕ качча кайнă, эсĕ — Янаш арăмĕ.
Шухăшран уйрăлнă Лида йăл кулчĕ те черккесене эрех тултарчĕ. Пĕрне Янаша тыттарчĕ, вара йăл-йăл кулса сăмах вĕçертрĕ:
— Сав мана, Янаш.
Ĕçрĕç. Лида васкасах вилка вĕçне çаклатнă хăяр татăкне Янаша хыптарчĕ. Çул уçăлчĕ вара. Черккесем татах пушанчĕç. Ик-виç кун лайăххăн апат та çименскерĕн пуçĕ анкă-минкĕленчĕ. Алне сулса илчĕ те тăнкки-танкки пускаласа утрĕ пĕчĕк пӳлĕмнелле. Кунта унăн кравачĕ. Паш-ш! кĕрсе выртрĕ вара.
Сĕтел хушшинчи хăна чылайччен ларĕ-и пĕччен. Ара, унăн тĕллевĕ пурнăçланса пырать хăй майĕпе. Хăюллăнах кĕчĕ пĕчĕк пӳлĕме, чĕнмен пулин те. Хăпăл-хапăл хывăнчĕ. Кĕрсе выртрĕ каччăпа юнашар. Ыткăнчĕ, чуптурĕ. Ăçтан ан вăрантăр ĕнтĕ арçыннăн туйăм тени.
Ирхине вăрансан хăюллăнах пĕлтерчĕ Лида чи кирлине: «Янаш, ĕнтĕ эпĕ санăн арăму». Лешĕ хирĕç ни апла, ни калла сăмах чĕнмерĕ. Тепĕр каç та килчĕ, çĕр выртрĕ. Кил хуçи хирĕçсе хăваламасть. Пуçăнчĕç арлă-арăмлă пурăнмах. Ĕç хыççăн Лида килне кĕрсе тухать те хыпаланса кунта килет.
Вăхăт малалла шăвать те шăвать. Янаш шарламасть ним те. Ăна качча илме шутлать-и вăл? Хăçан авланас тет-ха? Хĕрĕн пĕрлешес килет хăвăртрах. Кайрана хăварсан тем сиксе тухать-ха унта? Чăвашсем ахаль каламан ĕнтĕ: кая юлсан каю шăтать тесе. Чееленмелле. Йăпăлтатмалла тата, ара, ăшă сăмах хăй — çурхи кун.
Иртнĕ каçсенчи пекех, Лида каллех кĕрсе выртрĕ Янаш çумне. Ыталарĕ ăна тĕллев пусми çине чеен пусса. Лешĕ те тунката мар ĕнтĕ. Мĕнле арçын хĕрарăм çумĕнче ан хĕртĕр.
— Юратнă çыннăм, ман сан валли ырă хыпар пур. Итлес кăмăлу пур-и? — чăп чуптуса илчĕ ăна хайхи хĕрарăм.
— Юхтар эппин, — терĕ Ямаш пуçне çĕклесе.
Лида унăн ал лаппине ярса тытрĕ те хăйĕн варĕ çине хучĕ, вара каларĕ:
— Паллаш пепкӳпе.
Кĕтмен хыпар Янаша тăлласа лартрĕ, чĕлхи çухалчĕ, пĕр сăмах та вĕçертеймест. Вара кравать хĕррине тăрса ларчĕ, пирус чĕртрĕ. Ĕмет, ĕмет. Çăвартан вĕрсе кăларнă тĕтĕм ункăланса маччаналла вĕçет пулĕ, анчах куçа курăнмасть, пӳлĕмре тĕттĕм.
— Ма чĕнместĕн? Хăраса ӳкмерĕн пулĕ те? — кулам пек турĕ Лида. — Пурнăçăн йĕрки çапла вăл: ку — вырăн çинчи савăнăçăн тăсăмĕ. Манăн шутсăр амăшĕ пулас килет. Алăра санăн тăван пепкӳ. Кунтан ытла савăнăç çук тĕнчере.
Ку ĕнтĕ «ача çурататăпах» тени пулчĕ.
Янаш çаплах ларчĕ те ларчĕ кравать хĕрринче пирус мăкăрлантарса. Куç умне Тунисса ишсе тухрĕ. Вăл тăрать пек каллех Айвазовскин «Хум» картинине пăхса. Шухăшран сасă уйăрчĕ ăна.
— Янаш, Янаш, тетĕп!
— Мĕн-ке? — Янаш вырăн çинче выртакан хĕрарăма тарăхрĕ. Анчах шăлне çыртрĕ.
— Сана ача кирлĕ мар-и-мĕн?
— Мĕншĕн кирлĕ ан пултăр? Эсĕ ăна çак самантрах çуратмастăн пулĕ?
— Паллах, çак самантрах мар. Унччен çырăнмалла, туй тумалла ваттисен йĕркипе.
Кĕтменччĕ Янаш пурнăç урапи çапла каялла кусасса. Мĕн тăвăн? Ача йыт çури мар, ăна çырмана кайса пăрахаймăн. Ярăнтăн пулсан çунине туртмаллах.
Çĕнĕ çын ваштах пуçĕнче чĕнтĕрлĕ кĕпер хыврĕ. Пурте йĕркеллĕ, пурте хăй вырăнĕняе. Вăл мăшăрлă пурăнăç пуçлама, килсе тăран çутă кунсене кĕтсе илсе ырăпа ăсатма хатĕр.
Лида пуç тулли ырă шухăш-ĕмĕтпе вырăн çинчен сиксе тăчĕ, тунката пек ларакан Янаша чуптурĕ. Хăй çине халат уртса ярсан хутпа кăранташ илчĕ те сĕтел хушшине вырнаçрĕ. Загса памалли заявленине Янаша çыртарĕ-ха. Хăй туй ирттерме иккĕшин ашшĕ-амăшне те чĕнсе йыхрав хатĕрлĕ.
— Янаш, килĕшетĕн пулĕ тетĕп: туйне тепĕр эрнерен çитекен шăмат кун тăватпăр, — пĕлтерчĕ «арăм». — Юлташсем сăмахпа чĕннипех килсе тулĕç. Паянхи çынсем ĕçес-çиес тесен çурхи шывпа тулнă Атăл урлă çуран каçĕç.
Пулас упăшка ним те хирĕçмест, тĕлĕнтерет кăна кунăçлăхĕпе.
* * *
Хăйĕн тăван пепки патĕнчен киле таврăнакан Янашăн Лидăпа арлă-арăмлă пулнă самантсем пуçне кĕчĕç.
8
Алăкран кĕрсенех Янаша пĕчĕк ывăлĕпе хĕр ачи сырăнчĕç:
— Атте!
— Атте!
Ашшĕн уринчен ыталарĕç.
— Чимĕр-ха, пепкемсем, хывăнам.
Тумтирне йăрхаха çакрĕ те кресло çине ларчĕ. Ĕнтĕ ачисене ирĕк: иккĕшĕ те арки çине вырнаçрĕç, пĕри те тепри чуптăвать ашшĕне.
— Мĕн калăн? — сиввĕн сăмах хушрĕ Лида. — Ăçта çӳрерĕн?
— Халĕ ĕнтĕ манăн хамăн тăван ывăлăм пур, — терĕ Янаш арăмне. — Унпа вăхăт ирттертĕм.
— Манран уйрăласшăн-и?
— Паллах. Икĕ арăмпа кам пурăнать? Ывăлăма тăван ашшĕпе амăшĕ кирлĕ.
— Ку ачасене ăçта хуран?
— Пăхса ӳстер. Сана ачасем кирлĕ.
— Мана приют ачисем кирлĕ мар.
— Приют ачисене тиркен пулсан хăвăн çуратмаллăччĕ. Суйрăн эсĕ мана, чике тăршшĕ лартрăн.
Чăн сăмахăн суйи çук теççĕ халăхра.
* * *
Пĕрле пурăнма тытăнсан, пĕр эрнесем иртсен, Лида чирлерĕ. Тĕрĕссипе вара йăшма сăлтавĕ те çук. Унăн черетлĕ уйăх хушши килнĕ.
— Манăн хырăм ӳкрĕ пулас, — пĕлтерчĕ вăл упăшкине. — Ытла йывăр çĕклерĕм çав.
— Хăçан, мĕн йăтрăн?
— Хамăн хваттертен япаласем тултарнă пысăк чăматан йăтса килни юрамарĕ ахăр.
Пĕр кана кулянчĕç. Вăхăт малалла шурĕ. Янаш арăмĕ ача çуратаймасть те çуратаймасть.
Ах çав упăшка тени, чипер юхан пурнăçа пĕвелеме ухута.
— Ача çуратса пар мана, — тытăнчĕ Янаш арăмне анратма.
— Эпĕ хам та ачашăн-ха, — тет мăшăрĕ.
Мĕншĕн ача юлмасть? Лида хăй те тĕлĕнет. Ара, вăл институтра вĕреннĕ чух арçынпа икĕ каç çывăрсах пĕтĕленнĕччĕ. Тен, айăп Янашра? Анчах мĕнле калас-ха ăна тухтăр патне кайса тĕрĕсленме? Чи малтан упăшкине ĕнентерес шутпа Лида хăй тухтăр патне кайрĕ.
— Хĕрĕм, сан ача пулмасть, — терĕ ватă тухтăр.
— Ĕненместĕп! — кӳренчĕ вăл. — Эпĕ сывă хĕрарăм, йывăр çын пулса курнă.
— Тĕрĕс. Анчах ачуна çуратман, аборт тунă!
— Пурнăç çапла килсе тухрĕ-çке-ха ун чух, — йĕрсе ячĕ Лида.
— Хăв сывлăхна хăв пăснă. Хырăм ӳкересси — ача вăййи мар.
— Кашни хĕрарăм аборт тăвать, пурпĕр çуратаççĕ.
— Кашни хĕрарăмăн организмĕ пĕр мар.
— Ун чухне... — ĕсĕклеме тытăнчĕ Лида.
Пуçланă сăмахне тăсма хăяймарĕ. Пуçне усса тухрĕ вара поликлиникăран. Çула май парка кĕчĕ. Çаралса юлма тытăннă йывăç айĕнчи сак çине ларчĕ. Шухăшсем сырăнчĕç те ăна темиçе çул каялла ывăтрĕç.
...Вăл Хусанти химипе технологи институтĕнче вĕренетчĕ. Тăваттăмĕш курсра вĕсене практикăна салатрĕç. Кам ăçта. Лидăн вара Элиста хулине каймалла. Çитнĕ кунах ĕçри хĕрсем хваттер тупса пачĕç ăна. Хуçисем — упăшкипе арăмĕ, вăтăр урлă каçнăскерсем. Пуплеме юратаççĕ. Эрне ытла пурăнчĕ çапла. Сасартăк кил хуçи хĕрарăмĕ чирлесе ӳкет. Ăна пульницăна хураççĕ. Пĕрремĕш çĕрех унăн упăшки Лида çумне пырать те выртать. Хĕр ăна хăй çумĕнчен тĕксе яма хăяймарĕ. Пулчĕ вара мĕн пуласси. Ун пек чух çапла калаççĕ: «...халăх куласси çеç юлчĕ». Аскăн кил хуçи чарăнмарĕ, ытти каçсенче те хĕр ытамне чăмрĕ. Практика вĕçленчĕ. Кил хуçин Лидăна: «Сана качча илетĕп, пăрахса ан кай», — тесе каласси асĕнче те çук. Тухса кайрĕ, пĕччен мар, иккĕн. Анчах кун пирки вăл хăй те тĕшмĕртмен. Каникул вăхăтĕнче намăс-симĕсрен хăтăлчĕ пысăк хулара, паллакан çын сахал çĕрте, эппин. Çак вăрттăнлăха Лида тимĕр арчара усрать. Анчах вăхăт çитрĕ, унăн хĕскĕчĕ тӳсмелле мар чуна хĕстерет. Калаççĕ-çке-ха: путакан çын улăм пĕрчине ярса тытса хăтăласшăн. Сĕмсĕрленчĕ вара...
— Пирĕн ача пулманшăн эпĕ айăплă мар, — куçне айккинелле тартрĕ вăл. — Кайса кил-ха тухтăр патне. Тĕрĕслеччĕр.
— Э-э, тупнă арçын пуçăмпа тухтăрсем тăрăх сĕтĕрĕнсе çӳреме, — алне сулчĕ Янаш. — Илер акă пепке ача çуртĕнчен.
Лида, çакна кĕтменскер, çăмăллăн сывласа ячĕ. Тути йăл сарăлчĕ савăннипе. Шутламанччĕ ĕç-пуç çапла хĕвел майăн çаврăнасса, упăшкасăр юлмасть.
— Эпĕ, Янаш, санпа килĕшетĕп. Каяр ыранах ача çуртне, — сĕнӳ пачĕ арăмĕ. — Суйлăпăр хамăра килĕшекеннине.
* * *
Эрнесем иртрĕç. Шухăш улшăнмарĕ. Пĕр вырсарни кун вара Лидăпа Янаш пырса кĕчĕç ача çуртне. Ырă ĕмĕтпе килнĕскерсене кунта ĕçлекенсем тарават йышăнчĕç.
— Пăхăр, ав выляççĕ вĕсем, — сĕнчĕ тухтăр килнĕ çынсене. — Ывăлĕ те, хĕр ача та. Хăшĕ кирлĕ?
— Хĕр ача! — пат татса каларĕ Лида.
— Чим-ха, эпĕ ывăл ача кăмăллатăп. Пур-и-ха сирĕн ывăл? — тухтăр куçĕнчен пăхрĕ Янаш.
— Пур, пур! — терĕ лешĕ пуçне сĕлтсе.
Пĕр хут килнипех нихăçан та ĕç тухмасть. Пайтах çӳреме тиврĕ. Килĕшекенни тупăнмасть те тупăнмасть. Ĕмĕте пăрахăçлас патнех çитрĕç. Кăмăл-туйăмсене тавçăрнă тухтăр вĕсене çăлчĕ темелле.
— Пĕр харăс икĕ ача илеймĕр-и? — терĕ вăл Янаш куçĕнчен уйрăмах пăхса.
— Мĕнле апла? — ăнланаймарĕ вăл тӳрех.
— Пирĕн кунта пĕчĕккĕскерсем ывăлпа хĕр ача — йĕкĕрешсем пур. Ашшĕпе амăшĕ катастрофăра вилнĕ. Виçĕм кун çав ачасем виçĕ çул тултарчĕç.
— Вĕсемпе паллашма питĕ хавас.
— Чим-ха, Янаш, ачисем ытлашши пĕчĕккĕ мар-и? Ĕрескеллех ан килĕш, — асăрхаттарчĕ арăмĕ. — Икĕ ача пăхма йывăр пулĕ.
— Курар-ха малтан.
Тухтăр çухалчĕ. Кăшт тăрсан вăл пӳлĕме икĕ ача çавăтса кĕчĕ.
— Акă — эпир, — йăл-йăл кулкаларĕ тухтăр. — Паллашсамăрччĕ пирĕнпе.
Тухтăр çумĕнчи пепкесем йăлт-ялт сиккелеççĕ.
— Акă ку пирĕн кавалер — Энти. Пикине Ука тесе чĕнеççĕ.
— Ăçтан çапла хитре ятсем тупса панă? — тĕлĕнет Янаш. — Хăйсем те ытармалла мар чипер. Çитменнине — пĕр сăнлă. Каснă лартнă пуканесем.
Ачасен çăлтăр евĕр куçĕсем Янаша тӳрех Туниссана аса илтерчĕç: шăп юнтарнă пĕлĕт. Çӳçĕсем те унăнни пекех сарă пулĕ.
Ирĕк илсе Янаш ачасене канихвет пачĕ. Лешсем, ытти ачасем пекех, канихветшăн каçсах кайрĕç. Ĕнтĕ няня ачасене тепĕр пӳлĕме илсе кайрĕ.
— Ху-у-у! — ассăн сывласа илчĕ Янаш. — Эпĕ çак пепкесен ашшĕ пулатăп. Чунтан килĕштертĕм вĕсене. Сăмах паратăп: ӳстерсе çын тăвăп. Эсĕ, Лида, — вĕсен амăшĕ.
Арăмĕ пĕр сăмах та чĕнеймерĕ. Ăшĕнче хирĕçӳ вĕрет. Тӳрех икĕ ача пăх-ха. Йывăр.
— Пирĕн саламласси кăна юлать сире, — ал çупкаласа илчĕ тухтăр. — Ăнăçу, телей сунатăп!
Ачасене киле илсе таврăниччен вăхăт пайтах иртет. Ĕçĕ сахал мар. Кирлĕ документсем хатĕрлемелле. Чи кирли тата чи йывăрри — йĕкĕрешсене хăйсене хăнăхтармалла, ашшĕ-амăшĕ пулнине ĕнентермелле.
Акă Янашпа арăмĕ килте сĕтел хушшине ларчĕç. Тĕплĕн канашлама тиврĕ. Хушăран тавлашса та илчĕç, ара ĕçĕ ытла яваплă-çке-ха. Мĕн-мĕн тумаллине хут çине çырса хучĕç. Унсăрăн чи кирли манăçа тăрса юлма пултарать. Питĕ аван. Аслă ĕç тепĕр куннех пуçланчĕ вара.
Хăйсем выртса тăракан пĕчĕк пӳлĕме пĕр япала хăвармиччен пушатрĕç. Вара тара тытнă малярсем килчĕç те маччана çуса, сарă ярса сенкерлетнĕ пурă шывĕпе шуратрĕç. Стенисене те урăх сăн кĕчĕ. Вĕсене ав часах хĕвел куç хыврĕ — вăй вылять: вĕсен тĕсĕ сарă, каснă лартнă хĕвел çаврăнăш чечекĕ.
Калама çеç çăмăл, ĕç тени кунсене ирттерет те ирттерет. Çак хушăра ача çуртне, йĕкĕрешсем патне, кайсах тăчĕç.
Пĕррехинче ывăл çав тери савăнтарчĕ Янаша.
...Çав кун уявччĕ — Çимĕк. Халăх канать. Пĕрисем Атăл хĕрринче унăн илемĕпе киленеççĕ. Теприсем — вăрманта, çут çанталăк техĕмĕпе рехетленеççĕ. Палановсем вара ирех ача çуртне çул тытрĕç. Шăпăрлансем вĕсене кĕтмен мар. Хаваслăн чупса пырса ыталарĕç, чуптурĕç. Тупата, ăçтан ан пар ĕнтĕ вĕсене шоколад. Вара ирĕк илсе парка кайрĕç тăваттăшĕ те. Савăнмалли нумай кунта. Вылярĕç-кулчĕç, каруççел ярăнчĕç. Энти уйрăмах тиха çине утланма килĕштерчĕ.
Виçеллĕ вăхăт ытла кĕске, часах каялла таврăнма тиврĕ. Уйрăлун юлашки самантĕнче пĕчĕк ывăл Янаш мăйĕнчен çатăрласа тытрĕ те йĕме тытăнчĕ:
— Манăн та киле каяс килет! — тет.
— Маттур, ыран пырăн, — тет ăна Янаш пысăк çынна каланăн. — Тӳс кăшт.
Ука йĕкĕреш хăраххи тăванне ыталать. Ан йĕрсем тет ĕнтĕ. Ача кăмăлĕ — çурхи хĕвел. Вăл ĕнтĕ ахăлтатсах кулать мар-и?
Ачасене няня шалти пӳлĕме илсе кайрĕ. Палановсем вара киле кайма тухрĕç. Утрĕç те утрĕç урам тăрăх шăкăл-шăкăл пуплесе.
— Лида, эсĕ хамăрăн пулас ачасене шутсăр килĕштĕрнине туймастăп, — сăмах тапратрĕ Янаш. — Пĕчĕк çынсене юратмастăн-и е урăх сăлтав пур?
— Шухăшлаттарать хытах, — ӳсĕркелесе илчĕ арăмĕ. — Ара ман ĕнсе çине пĕр харăс икĕ ача ларать. Ытла йывăр-çке.
— Эпĕ сан çумăнтах-иç, — тĕт упăшки. — Иксĕмĕре пĕрер ача. Ним хăрамалли те çук. Хăш-пĕрисем улт-çич ача ӳстереççĕ. Эпир мĕнрен кая? Мана ывăл ытла килĕшет. Эпĕ унран чăн-чăн çын тăвăп. Ука та лайăх хĕр ача. Сана пулăшакан сăпайлă пике пулса ӳсĕ.
Ачасен пулас амăшĕ хавассăр. Ăшĕ çунать. Калăн: ун ăш-чиккине савукĕпех вĕри кăвар сапнă.
Янаш пурна киле тĕлĕнтермĕш кунсем çитессе шанать.
— Икĕ туйра ура хуçса ташлăп! — тет йăл-йăл кулкаласа.
«Ан ман, шыв йăранĕ тĕрексĕр», — ют ачасенчен ыррине кĕтеймĕн тени пулчĕ ĕнтĕ ку Лидăн. Анчах уçăмлăнах: «Кирлĕ мар мана ют ача», — теме хăрарĕ. Вăл тӳрех хăртса пăрахĕ: «Тăван ача — паха. Вăл çук. Пулмасть те. Эсĕ хĕсĕрри пĕтерет...»
Сăмах вара пине çитмесĕрех арăмăн çăварĕ çĕленчĕ çипсĕрех.
Татах канмалли кун çитрĕ. Килте Лида пĕчченех. Вăл апат хатĕрлет. Унччен те пулмасть, чӳрече витĕр курах кайрĕ: подьезд умне тиевлĕ грузовик килсе чарăнчĕ. Кузов çинчен Янаш сиксе анчĕ. Вăл пĕччен мар-мĕн, темле арçынсемпе. Хайхискерсем тытăнчĕç ĕçе. Хваттере икĕ пĕчĕк кравать, пĕр сĕтел, икĕ пукан, шкап илсе кĕрсе пĕчĕк пӳлĕме вырнаçтарчĕç. Кил хуçине пулăшнă этемсем часах тухса кайрĕç. Янаш вара ачасен пӳлĕмĕнче чылайччен тăрмашрĕ.
Пĕчĕк пӳлĕмĕн алăкĕ уçăлчĕ те — Лида курăнчĕ.
— Хырăму та выçмарĕ-и сан? — терĕ вăл. — Апат хатĕр. Атя çиме. Атту сивĕнет.
— Кĕр-ха, кĕр! — чĕнчĕ ăна Янаш, урам енчи стена çумне лартнă тăпăл-тăпăл пĕчĕк кравать патĕнче тăраканскер. Вăл стена çумне çакнă хашакланă ӳкерчĕке пӳрнипе тĕллесе ыйтр. — Мĕн куран? Чаплă-и?
— Чапли качки... Картина... Пысăк куçлă хĕр ача пукане тытса ларать. Çавă çеç.
— Хă, — сасă кăларчĕ Янаш кăмăлсăррăн. — Камăн ĕçĕ? Çавна кала эсĕ мана.
— Ăçтан пĕлĕп? Пĕр-пĕр ӳнерçĕ ача çуртне пынă-тăр та ӳкернĕ пулĕ. Эсĕ ку Ука тесшен мар пулĕ те?
— Тупата, эсĕ ытла тĕттĕм çын, — тесе хучĕ. Вара вăл тытăнчĕ лекци вулама.
Çын кăмăлне хуçма шутламарĕ арăмĕ, тăчĕ итлесе. Ăнланчĕ вара: ку картинăна вырăссен паллă ӳнерçи Тропинин ӳкернĕ. Вăл XIX ĕмĕртех пурăннă.
Энти краватьне лартнă стена çумĕнче те ӳкерчĕк — пăхса ытармалла мар шурă шупăрлă хурăн ращи. Ку Левитан ĕçĕ.
Янаш ывăл ачине илемлĕхе хаклакан ырă кăмăллă çын туса ӳстересшĕн. Астăвать-ха вăл пĕр тискер ĕçе курнине. Пурччĕ паркра çамрăк хурăнсен аллеи. Пăхса ытармалла мар илемлĕччĕ. Шăкăр-р ларатчĕç. Вĕсен хушшинче кăкăр уççăн сывларĕ. Ешĕлскерсене хаяр çын ăмсаннă. Ретри темиçе хурăна пуртăпа лачлаттарса каснă. Мĕнле алли çĕкленнĕ-ши? Ешĕл çулçăллă турачĕсене илсе кайнă. Путех, милĕк туса мунчара çапăнса киленчĕ-тĕр. Киленчех-ши вара? Ĕненме хĕн. Хурăн тункатисем ăна хăйсен çумĕпе иртнĕ чух кăмăлне хуçнах-тăр.
* * *
Высарни кун. Ача çурчĕн хапхинчен тухнă çăмăл машина хула урамĕ тăрăх йăрлатать. Машинăра хаклăран та хаклă пассажирсем. Вĕсем ашшĕпе амăшĕ арки çинче ларса пыракан икĕ пепке тата ача çуртĕнчи пĕчĕк этемсен хаклă çынни — тухтăр.
Иртсе юлакансем — паллакансем те, халиччен курманнисем те — пурте саламлаççĕ. Алă сулмаççĕ пулин, пурпĕрех кăмăллăн пăхса ăсатаççĕ иртсе каян машинăри çынсене. Клумбăсенче чĕлтĕртетекен шурă, сарă, хĕрлĕ, кĕрен, сенкер, чакăр чечексем юлаççĕ ав тутлă шăршă пĕрĕхсе. Ку та вĕсен саламĕ, çĕнĕ пурнăç пуçлакансене телей сунни.
Çитес çĕре паçăрах çитмеллеччĕ ĕнтĕ. Ара, паян пысăк уяв-çке-ха, ĕмĕр асра юлмалли кун. Ун пек чух, паллах, пĕчĕк паттăрсен ярăнмалла. Пăхса çитермелле мар иртсе юлан çӳллĕ те капмар çуртсене, урамри ешĕл çулçăллă йывăçсене, çул çинчи машинăсене, тротуар тăрăх утакан папак çĕкленĕ хĕрарăмсене... Атăл хĕррине мĕнле çитмĕн-ха тата? Илĕртет-çке вăл кирек кама та. Тулли шывĕ çырана лăпкать. Явкаланса юхнăран çивĕчĕ ытла та вăрăм теес килет.
Çисен-çисен пыл та йӳçĕ, йĕпхĕртет теççĕ. Çитсе чарăнас эппин кирлĕ çĕре. Акă тухрĕç машинăран пĕр çӳллĕ те хитре çурт умĕнче. Çакăнти пĕр хваттерте пурăнмалла ĕнтĕ, çитĕнсе ачаран пысăк çын пулмалла. Кирлĕ хутра лифтран тухрĕç. Шăнкăрав пама тивмерĕ. Шăв-шав илтнĕ хăнасем (Янаш уява ашшĕпе амăшне чĕнсе илнĕ) хваттер алăкне уçрĕç.
— Ырă сунса кĕтетпĕр! Кĕрĕр, кĕрĕр, — саламларĕç вĕсем.
Ни Энти, ни Ука малалла иртмерĕç. Тăраççĕ урисем тымар янăн.
— Ачасем, эсир килте, — терĕ Янаш. — Чупăр, выльăр. Вара вăл пукане лартнă тетте машинăна тĕксе урай тăрăх кустарса ячĕ.
Ачасем самант вăранчĕç тейĕн. Тетте хыççăн чупрĕç шуйхашса.
Нумай та вăхăт иртмерĕ, Янаш амăшĕ хатĕрленĕ сăй сĕтелĕ хушшине ларчĕç.
Çак самантра пуçланчĕ Палановсен ача-пăчаллă пурнăçĕ.
Янаш амăшĕ Натали самай вăхăт хăналанма килĕшни çинчен пĕлтерчĕ. Куншăн савăнчĕç кил хуçисем, ара, ачисене те питĕ кирлĕ çын — асанне. Çапла вара пĕтĕм çемье пĕр эрне хушши килте ирттерчĕ, пĕр-пĕрне хăнăхмалла-çке-ха. Тепĕр эрне Янашпа арăмĕ ылмашса ĕçе çӳре-рĕç. Ĕнтĕ асламăшĕн черет.
— Анне, вăй çитерейĕн-и ачасене астума, — пăшăрханать Янаш, — вĕсем лара-тăра пĕлмен халăх.
— Эпĕ ача ӳстермен çын мар та-ха. Темле, — текелет ватти. — Кăкăр ачисем мар-çке вĕсем, чупакан, юмахлакан шăпăрлансем. Мĕн каланине ăнланаççĕ.
Натали малтанах ывăлĕ патĕнче пĕр уйăх хăналанма сăмах пачĕ. Куншăн ытларах кинĕ хĕпĕртерĕ. Ăна çăмăлрах пулать ачасемпе хутшăнма. Тепĕр тесен, ача-пăча тени асаннесемпе варлă.
Пĕр эрне хушши Янашпа арăмĕ ĕçе çӳремерĕç. Пĕчĕккисен хăнăхмалла ашшĕ-амăшне, кунсăр пуçне — çĕнĕ çĕрте пурăнма та. Каярахпа, çемье чăмăртансан, кашни хăйĕн вырăнне тупĕ: пĕчĕккисем садике чупĕç, аслисем — ĕçе.
Тĕрĕсех, сиссе те юлмарĕç — вăхăт хăвăрт иртрĕ. Янаш та, арăмĕ те ĕçе кайрĕç, ачасемпе асламăшĕ юлчĕ. Ватти чухлать: вĕлтĕрккесене кăсăклă вăйă тупса памалла, унсăрăн тытăнĕç йӳнсĕрленме. Акă вăл диван çине хĕрлĕ тутăр шăрçа ярăмĕ, пукане тата тетте машина, мăлатук хучĕ. Выляма кам мĕн илет? Сăнать ватти. Чи малтан диван патне Ука чупса пычĕ. Чăр-р пăхрĕ япаласем çине. Унччен те пулмасть, тутăрпа шăрçа ярăмне илчĕ те тӳрех тĕкĕр умне пырса тăчĕ. Умне шăрçа çакасшăн чылайччен аппаланчĕ, çук, май килтереймест. Тутăрне те çыхаймасть-ха. Муталантăрах. Энтие Ука аллинчи япаласем нимĕн чухлĕ те кăсăклантармаççĕ. Вăл, тупата, арçын пулсах çуралнă, унсăрăн мăлатукпа машинăна алла илсе пӳлĕмĕн пĕр кĕтессине лармĕччĕ. Мăлатукпа шак-шак! шаккать те машина урапине юсать. Йăл-л кулать Натали, авăк чĕнмесĕр тăрать сăнаса. Халăхра ахаль каламаççĕ çав: арçын аллинчен паллă, пике — питĕнчен. Икĕ ача — икĕ тĕслĕ. Ку ĕнтĕ çут çанталăк ĕçĕ — чуста унасси ашшĕ-амăшĕн ĕçĕ.
Янаш пĕчĕк чухнехи асне килчĕ Наталие. Пĕлет-ши вăл хăйне ача çуртĕнчен илсе ӳстернине? Паян кунччен те кун пирки калаçу пулман.
— Аçанне, асанне, — чĕнет Наталие Ука, — ман пуканене тутăр çыхтар-ха.
— Халех. Кӳр пуканипе тутăрне.
Ача кăмăлне хуçма юрамасть, ватти кăна лайăх чухлать мар-и.
Ĕнтĕ килте ларса çитет. Асламăшĕ мăнукĕсене тирпейлесе урама илсе тухать. Унăн икĕ енче те ача. Парк еннелле уттарать пĕчĕккисемпе. Унта сывлăш уçă, каруççел илĕртет. Ярăнĕçин. Вĕсен кăмăлĕсене хуçмĕ.
Ачасем вылянине ытарайми пăхакан Наталин пуçне шухăшсем тăвăнса кĕреççĕ. Вăл Янаша хĕрхенет. Çавăнтах арăмĕ ача çуратайманни асне килчĕ. Хăй те çуратаймарĕ-çке-ха. Çук, ун пек-кун пек аташса пурăннишĕн мар, ăшра ача пулмалли тĕвĕсем çитĕнсе çитеймен терĕç тухтăрсем. Янаша питĕ юратса ӳстернĕ вăл. Унтан ытла хăй çуратнине мĕнле юратма пулать-ши вара? Çав туйăма пĕлме мар, чухлаймасть те. Янашпа арăмĕ те пурна киле çак усрава илнĕ ачасен чăн-чăн ашшĕ-амăшĕ пулĕç, вĕсемшĕн хыпса çунĕç, сиввĕн пăхма хăяймĕç. Пĕчĕккĕлех пурăнăç вĕсене çапла çапса хуçнăшăн ачасем айăплă мар. Çак килте вĕсен телей тупмалла. Ачасен ырă пуласлăхне Натали шанать. Янаш ырă кăмăллă çын. Кинĕпе те йĕкĕрешсем пирки пайтах калаçрĕ вăл.
Шăкăл-шăкăл пупленĕ кунсем иртрĕç те иртрĕç. Ĕнтĕ ырă та хаваслă асанне килне каять. Автобус тапрансан та чылайччен ал сулчĕç ашшĕ-амăшĕпе пĕрле Энтипе Ука. Вĕсем пысăк ĕмĕтпе юлчĕç: асанне патне хăнана каясси.
Ĕмĕт тени темшĕн-çке час пурнăçланмасть. Çулталăк самант иртсе кайрĕ. Ку путех пĕр-пĕрне хăнăхмалли Тапхăр пулчĕ ахăр. Энтипе Ука уйрăмах ашшĕне юратрĕç. Киле таврăнсан Янаш диван çине лартăр çеç, вĕсем йывăç çине хăпарнăн кĕрмешеççĕ. Пĕри хулпуççи çинче, тепри — арки çинче.
* * *
Пĕр çуллахи кун Лида ачасене пухса асламăшĕ патне хăнана тухса кайрĕ.
Шăп пĕччен юлнă çак кун ĕнтĕ Янашăн ăш хыптармăшĕ пуçланчĕ. Вăйăран вăкăр тухрĕ темелле пулĕ. Вăл уяв кунне тĕп хулана Шупашкара кайрĕ те Атăл хĕрринче карлăк çумне тайăннă юнтарнă пĕлĕт куçлă Ту-ниссана курчĕ пулĕ терĕ. Хыпаланса унпа юнашар пырса тăчĕ вăл. Анчах хупларĕ суя ĕмĕт. Ку пачах урăх пике. Сăмах епле хушмăн. Паллашрĕç. Ячĕ унăн — Шерпике.
Пуçран тухма пĕлмен Тунисса пирки каласа парас килни, ахăр, чиперккепе утса çӳреме хĕтĕртрĕ. Калаçу çыхăнса пычĕ. Килте пĕччен кичемрен-ши, тепĕр кун каллех тĕл пулма ыйтрĕ Янаш. Хĕр килĕшрĕ темшĕн. Пĕр-пĕрин патне туртăну сӳнес вырăнне вăйланнăçемĕн вăйланса пычĕ. Ĕнтĕ Янашăн çемйи те хăнаран таврăннă тахçанах. Анчах вăл такăрлатнă сукмакран пăрăнаймарĕ. Шерпикепе иккĕшĕ пĕр-пĕрне чунтан юратрĕç. Юратуран ача çуралчĕ — ывăл Эливан, чĕнеççĕ Ива.
9
Уйра ылтăн шывĕпе пĕрхĕннĕ тыр-пул пиçсе саралнă. Куçа курăнман çут çанталăк хуçи вăрăм шалчине тăсса ячĕ ахăртнех. Çапла туса вăл çу кунĕсене ĕрĕхме чарчĕ, кĕре çул уçса пачĕ пулĕ. Хресчен çав самантра Питрав çитрĕ тесе паллă тăвать, така пусать. Ара, малта йывăр ĕç — тыр-пул пухса кĕртмелле, эппин, какай çисе вăй пухмалла.
Питрав кунне чысласа пасарлă ялсенче, хуласенче те ярмарка уçăлать. Капăр сараппанлă каруççел музыка çемми майăн хăй тавра çаврăнать. Тетте ларкăчĕсем çине вырнаçнă ватти-вĕтти катаччи ярăнать.
Янаш арăмĕ Лида унăн ашшĕ-амăшĕ Питрав куне мĕнле ирттернине аса илчĕ те çĕр хута тултармăш пĕçерчĕ. Тутлă пулчĕ-ши амăшĕнни пекех? Тутанса пăхма кăмăл туртмарĕ. Çăвар тути те çук хыпса çуннипе. Икĕ тултармăшне те пысăк тирĕке хучĕ. Çийĕç-ши? Ачисем хаваспах чăмлаç-ха. Упăшки вара темле? Ĕç пĕтнĕ хыççăн Лида сĕтел çине чавсаланса ларчĕ. Çĕр каçа та чĕптĕм ыйхă тăвайманскер куçне хупрĕ. Шухăшсем çакна çеç кĕтнĕ тейĕн. Юлашки вăхăтра Янаш килте пачах çывăрмасть. Айккинче тăван ача çуралнă унăн. Энтипе Укана çывăрттарма вырттарать те васкасах тухса шăвăнать. Ирхине, вĕсем вăраниччен, таврăнать. Мĕн кĕтет малашне çемьене? Паллах — аркану.
Янаш приютран илнĕ ачасене пăрахса хăварать-ши вара? Нивушлĕ пĕчĕкскерсене хĕрхенмĕ? Вĕсем Янаша ашшĕ вырăннех хураççĕ, юратаççĕ. Лида чунтан сехĕрленет Янаш ачисене унпа пăрахса хăварасран. Пăхса ӳстерме хал çитерейменнине чухлать вăл.
— Мĕн нушипе ман вĕсемпе асапланас? — сасăпах мăкăртатать Лида. Çийĕнчех хăйне тӳрре кăларать. — Эпĕ вĕсене çуратман, ку урапа çинчен анатăп, ара, ватăлсах ларман. Качча та кайăп. Тен, тухтăр йăнăшнă. Пурнăçра пулать ун пекки те. Çуратăп та парăп ача. Ахаль каламан тĕнчере тĕрлĕрен кĕнчеле тесе.
Янаш ăна сăлтав тупса ятламасть, килтен кăларса ярассипе те хăратмасть. Хăш чух усрав ачасене эсĕ пăхса ӳстер текелет çеç. Анчах çав сăмахсене чунтан каламанни сисĕнет. Пĕрле пурăннă пурнăçăн вĕçĕ мĕнле килсе тухассине çапах та чухлаймасть Лида. Тен, Янаш тăван ачине амăшĕпе пĕрле хăй патне пурăнма илсе килет? Мăшкăл. Вара ирĕксĕрех унăн тухса кайма тивет. Ăçта? Эй, çырлах! Атă тăхăннă шухăшсем пуçра урай хăми авăнасла тăпăртатаççĕ, шухăшпа хӳме умне пырса тухрĕ Лида. Пăхрĕ хушăкран. Курах кайрĕ пĕр çынна. Палланăскер. Анчах камччĕ-ха ку этем? Э-э-э, ара, лешĕ, практика вăхăтĕнче пурăннă хваттер хуçи; чирленĕ арăмне пульницăна ăсатнă кунах ун çумне, вырăн çине, кĕрсе выртнă арçын. Çав! Аса илчĕ те çав саманта — çамка çине тар тапса тухрĕ, ытла айван пулнăшăн хăйне çилленчĕ. «Ара, мĕншĕн ăна çума выртма ирĕк панă? Мĕншĕн ăна йытăл-ла çыртса çурман?» Çав самант тепĕр хут çаврăнса килес тĕк кăтартĕччĕ ăна, йĕксĕке, ашкăрса ӳсекен вĕлтрен çумĕнчи хурăн çырлине мĕнле татмаллине. Халĕ чавса çывăх та, çыртаймăн. Пиçен пек йĕплĕ шухăшсем канăç памаççĕ, йĕпписем шав чуна йĕплеççĕ, таçта хăвалаççĕ. «Мĕнле таçта?» — шухăш юххине пĕвелерĕ аса-илӳ. Тӳрех çав телее çурса ывăтнă çын умне пырса тăрас. Вăл парăмлă мана. Укçа ыйтмастăп, патăр мана пурнăçăн чӳречесемлĕ керменне!»
Юлашки вăхăтра çак шухăш амаланчĕ те амаланчĕ. Лида чунĕнче ăш-чик тулса çитнĕ. Сĕвем çиппе татрĕ. Паян вăл килтен тухса каять. Кирлĕ япаласене чăматана ĕнерех чикрĕ. Вăл тĕттĕм чăланта. Çыру та çырнă упăшки патне: «Янаш, эпĕ санпа тăван ывăлу хушшинче тĕпсĕр çырма пулса выртасшăн мар. Чунăм тĕпĕпех кĕлленсе лариччен каям-ха хама пӳрнĕ çулпа. Мана ан кĕт, ан шыра. Сана юратакан Лида».
Çырăва кухньăри сĕтел çине хучĕ. Янаш кунта кĕрсен курать ăна.
Çул тумĕ — çире. Юлашкинчен ачасен пӳлĕмне йăпшăнса кĕчĕ. Пĕчĕккисем тутлă ыйхăра. Вĕсем лăпкăн сывлаççĕ. Вăратасран пăшăрханнипе чуптумарĕ нихăшне те, ăшĕнче кăна пăшăлтатрĕ: «Сывă пулăр! Мана ан ятлăр. Пурнăç çапла килсе тухнăшăн эпĕ айăплă мар. Ӳссен хăвăрах ăнланăр-ха. Сире телей сунатăп». Ун куççуль юхса анчĕ пит çăмарти тăрăх. Ӳлесе ярасран хăранипе Лида ачасен пӳлĕмĕнчен васкаса тухрĕ. Халĕ ĕнтĕ ăна ним те тытса тăмасть.
Кăкăрта тăвăр. Пăчă. Сывлăш çитмест сывлама. Хăвăртрах урама тухмалла. Йĕри-тавра пăхрĕ Лида. Чунĕ ăшă килпе сывпуллашать. Кайран, тепĕр хут çаврăнса çитнĕ çĕре, тен, ларĕ пӳлĕм варринче пăр капанĕ сивĕ хум сирпĕтсе.
Васкамалла. Чăлантан чăматанне кĕрсе илчĕ, йăрхахран плащне вĕçертсе хулпуççи урлă уртрĕ, вара хваттертен тухса алăка питĕрчĕ, уççине сумкине чикрĕ. Картлашкасем тăрăх аялалла чупсах анчĕ вăл. Тав Турра, никам та тĕл пулмарĕ, алăк уçса ыйту паракан та тупăнмарĕ. Урам та пушах. Пурте çывăраççĕ мар-и. Ку илĕм-тилĕм вăхăтра çынна темле нуша çеç хуса тухать пулĕ çав. Лидан пытанмалла. Ун Янаш киле килнине курмалла-çке. Сасартăк темле сăлтава пула вăл киле таврăнмасть пулсан? Капла ачасем вăранĕç те, килте никам çуккине кура тытăнĕç йĕме. Вĕсемпе тем пулас, тем килес. Инкек тени куçа курăнса килмест теççĕ. Ирĕксĕрех киле таврăнма тивет. Халĕ пытанас шухăшпа вăл йĕри-тавра пăхса илчĕ: карта çумĕнче йĕкĕр хурăн ӳсет. Ун хыçне пытанма меллĕ. Вăштах кĕрсе тăчĕ вăл суйланă вырăна. Кĕтнĕ чух вăхăт — чăн-чăн тимĕр шапа. Куçĕ те ывăнчĕ унăн тилмĕрсе пăхнипе. Çаплах курăнмасть кĕтнĕ çын. Ĕнтĕ акă çĕрпе пĕлĕт пĕрлешнĕ тĕлте хĕвел куçне йăлтăр-р уçрĕ. Унăн çутă хĕлхемĕсем çĕр питне çутатса тӳпенелле сирпĕнчĕç. Çутă кăлтăрмач хăй картлашкипе васкасах хăпарать. Унччен те пулмасть, Лида курах кайрĕ: çурт хыçĕнче, сукмак çинче, Янаш курăнчĕ. Килет. Васкать пулас, хăвăрт утать ав. Сасартăк чарăнса тăрса йĕри-тавра тимлĕн пăхса çаврăнас пулсан, йĕкĕр хурăн хыçĕнче арăмĕ тăнине курма та пултаратчĕ-и тен. Анчах ун пуçĕнче урăх шухăш амаланнă çав: киле çитес те çемье вăраниччен вырăн çине выртма ĕлкĕрес. Кăшт çывăрса илсен те аван. Янаш хăй пурăнакан крыльца патне çывхăрчĕ, вара часах алăкран кĕрсе куçран çухалчĕ.
Лида ĕнтĕ пытаннă çĕртен тухрĕ. Унăн кăмăлĕ хуçăк. Чунра иккĕленӳ хĕлхемĕ чĕрĕлчĕ. Янаш хыççăн киле чупса кĕрес килчĕ унăн. Анчах та тепĕр шухăшĕ çийĕнчех чарчĕ ăна. Тытнă тĕллев вĕçне тухмаллах. Çак шухăш ăна хăй пурăннă çурт умĕн авкаланса иртекен çул çине илсе тухрĕ.
Утать хĕрарăм малалла. Акă çурăмне çил çупăрларĕ лăпкаса. Хайхискер умне иртрĕ шăхăрса. Унччен те пулмасть, пĕтĕрĕнчĕ, пĕтĕрĕнчĕ те пулчĕ тăчĕ — юпа! Çут çанталăк мыскари темерĕн çав. Мĕне пĕлтерчĕ ку? Ырра е шырлăха? Анчах чухлать-ха вăл: каялла çул çук, умри — тĕтреллĕ. Ăна çил кăларса сирмелле. Ку ĕнтĕ хăйĕнчен килет. Çакна ăнланать Лида.
* * *
Чи малтан пăчĕккисем вăранчĕç. Чупса тухрĕç вĕсем пӳлĕмрен. Курчĕç: ашшĕ çывăрать. Савăнчĕç.
— Атя атте çумне вăрттăн кĕрсе выртар, — кăчăк туртрĕ Энти Укана.
— Юрать. Анчах эсĕ ун урлă каçса кай. Вырт хыçала.
Хайхискерсем тытăнчĕç ĕçе. Янаш вĕсем пӳлĕмрен тухсанах вăранчĕ-ха, анчах çывранçи пулса мăшлатса выртать.
Лешсем ашшĕ çумне пĕри пĕр айккине, тепри тепĕр айккине йăпшăнчĕç. Ыталаççĕ, çупăрлаççĕ. Тих-тих! кулаççĕ хăйсем.
Унччен те пулмасть ашшĕ йăшăлтатса илет те калать:
— Камсем мана çывăрма чăрмантараççĕ? Халех тытатăп!
Шăпăрлансем ихĕлтетсе утиял ăшне чăмрĕç. Унтан пĕри те тепри ашшĕ çине утланчĕç, но-но! теççĕ. Ашшĕ тăрасшăн пек тăвать, лешсем ирĕк памаççĕ-ха. Пуçланчĕ вара савăнăçлă тĕркĕшӳ. Янаш пĕрне, теприне кăтăклать, хăй çинчен сирет. Ачасем каллех ун çине хăпарма пикенеççĕ. Вĕсене айкашма никам чаракан çук.
Юлашкинчен Янаш яш тăрса ларчĕ.
— Эй, вĕт халăх! Вырăн çинчен марш!
— Тата пăртак выляр-ха, — тет Энти.
— Эпĕ ăçта? — кăшкăрать утиялпа витĕнме ĕлкĕрнĕ Ука.
— Çитет, çитет, юлташсем, ашкăнма! Тăма вăхăт. — Ачасем ашшĕн сассинчен туйрĕç: вăйă вĕçленчĕ.
— Вырăнăрсене майланă-и? — ыйтать ашшĕ.
— Ĕлкĕреймерĕмĕр-ха. Эпир — халех! — кравать çинчен анса хăйсен пӳлĕмне чăмрĕç.
Ашшĕ те хăйĕн вырăнне тирпейлет. Унтан хайхисене чĕнет:
— Шĕшпĕлтĕксем, атьăр çăвăнма!
Çак вăхăтра виççĕшĕ те амăшĕ çуккине асăрхарĕç.
— Ăста вара анне? — йĕри-тавра пăхса илчĕ Ука.
— Вăл диван çинче паппа тăваканччĕ, — тет Энти, — халĕ унта çитарĕ те çук.
Ачасем Лидăшăн ытлашши хыпса çунмаççĕ, вĕсемшĕн ашшĕ пултăр çумра.
Янаш кухньăна кĕчĕ. Сĕтел çинче хуçлатнă хут листи выртать. Вуларĕ арăмĕн çырăвне. Вăл ăçта кайнине пĕлеймерĕ. Ырлăха-и, шырлăха-и? Чухлаймарĕ. Çакна çеç каларĕ пăшăлтатса халичченхи сăмахне: «...хăв айăплă. Параймарăн мана ача çуратса. Эсĕ пĕлен: халĕ ман хамăн тăван пепкем пур. Ăна айккинче тăлăх ӳстерме манăн ирĕк çук».
Кухньăран тухрĕ те ачисене пĕлтерчĕ:
— Аннĕр яла кайнă. Эпир унсăрăн улах тăвăпăр.
— Улах! Ур-ра! — хăлаçланчĕç шăпăрлансем.
Ĕнтĕ çемье сĕтел хушшине ирхи апата ларчĕ. Янаш çăмарта хăпартни туса çитересшĕнччĕ. Ăнсăртран тенĕн тирĕк виткĕчне уçрĕ те унта тултармăш курчĕ. Айлантарчĕç вара ăна виççĕшĕ те питĕ кăмăлласа. Юлашкинчен пĕрер стакан вĕретнĕ сĕт ĕçрĕç. Хырăм тăранчĕ те.
Паян шăмат кун. Ыран та канаççĕ пысăккисем.
— Атте, парка каятпăр-и? — тет Ука.
— Атьăр Атăл хĕррине, — чĕнет Энти.
— Тусăмсем, сире паян пĕчĕк шăллăрпа паллаштарасшăн, — терĕ Янаш. — Вăл сире питĕ юратать, хăй патне пырасса кĕтет.
— Вăл мĕн ятлă? — чăр-р пăхрĕ Ука ашшĕ куçĕнчен.
— Ива, — терĕ Янаш мăнаçлăн.
— Тӳпелешекенскер мар-и вăл? — пăшăрханчĕ çийĕнчех Энти.
— Мĕнле калас? Хăйне тăрмалакана маххă памĕ тетĕп. Ал чăмăрĕсем унăн ай-яй-яй! Ан пăшăрханăр, вăл тӳлек ача, вăрçаканскер мар.
Йĕкĕрешсен çăварĕ хупăнмасть. Судья евĕр тĕпчеççĕ кăна. Ĕнтĕ Ива ăçта пурăннине те пĕлчĕç. Вара кĕшĕлтетсе часах Ива патне кайма тухрĕç. Хĕвел самай хăпарнă. Урамра халăх хĕвĕшет. Янаш икĕ ачине çавăтса машинăсем чарăнакан çĕрелле утрĕ. Троллейбуса кĕрсен ачасем ашшĕне манчĕç тейĕн, вĕсем чӳрече патне ыткăнчĕç, ара, унта, тулта ĕнтĕ, тем те вĕлт-вĕлт иртсе юлать-çке-ха. Сăнама шутсăрах кăсăклă.
Шерпике вĕсене ăшшăн йышăнчĕ. Виççĕшне те ытала-ытала чуптурĕ, тĕпелелле ирттерсе хывăнтарчĕ. Малтан йĕкĕрешсем хăйсене хăюсăртараххăн тыткаларĕç.
— Энти, Ука, килĕр-ха сăпка умне, — чĕнчĕ вĕсене Шерпике.
Ива ачасене курасшăн пек куçне уçрĕ.
— Çакă-и вăл — Ива? — ыйтрĕ Энти.
— Ийя.
— Ай-уй, ытла пĕчĕккĕ-çке вăл. Чупаймасть те-и?
— Часах тытăнать, — тет Шерпике.
— Чим-ха, — Энти куçне чарса пăрахрĕ, — вăл манпа çапăçасшăн тем? Ух, аллине мĕнле чăмăртанă!
— Ахаль çеç хăратать вăл сана, — кулкалать ашшĕ. Ука сăпка умĕнче тапăртатса тăрать. Вăл Ивăна алла тытасшăн.
— Йывăр-çке вăл, — тет Шерпике. — Пултарăн-и çĕклеме?
— Эпĕ ӳкерместĕп ăна, — тет Ука.
Шерпике Ивăна сăпкаран илсе хĕр ачана тыттарать.
Вĕсене капла сыхласа çитерме хĕн. Амăшĕ урайне çи витти сарчĕ те Энтипе Укана унта лартрĕ, теттесем пачĕ. Юнашарах Ивăна алла тытнă ашшĕ вырнаçрĕ. Пуçланчĕ вара айкашу.
Кил хуçин сăи сĕтелĕ хатĕрлеме тиврĕ.
Апат çинĕ хыççăн пĕчĕккисем тӳнчĕç. Выляса ывăннă хыççăн ыйхă тени ытла тутлă çав.
Пысăккисен хăйсен калаçăвĕ.
— Ĕнер ирхине, эпĕ çитиччен, Лида килтен тухса кайнă, — терĕ Янаш. — Пирĕн Ива тата ку йĕкĕрешсем ăна-кăна ăнланма пуçличчен пĕрлешмелле.
— Темле тусан аван, — ассăн сывласа илчĕ Шерпике. — Ывăлăм çурма тăлăх мар, унăн ашшĕ те пур. Ку йĕкĕрешсем пирки мĕнле?
— Тĕлĕнтермĕш ачасем! Вĕсемсĕр эпĕ çутă тĕнчере пурăнаймăп та.
— Эпĕ татах çуратсан? — Шерпике чăрлаттарса пăхрĕ Янаш куçĕнчен.
— Турра тав тăватăп, — тет Янаш. — Эпĕ вунă ача пăхса ӳстерме те хатĕр.
Калаçрĕç, калаçрĕç вĕсем, таçта та çитрĕç. Юлашкинчен пĕр шухăш патне пырса тухрĕç — пĕрлешес.
Ачасем вăрансан йышпа Атăл хĕррине кайса килчĕç. Кун иртрĕ. Янашпа ачасем Шерпике патĕнчех çĕр каçрĕç. Тепĕр кунне, каç кӳлĕм, тин киле таврăнчĕç вĕсем.
Тунти кун Янаш йĕкĕрешсене ача пахчине ăсатрĕ. Çул тăрăх шав калаçрĕç пĕчĕкскерсем хăнара вăхăта мĕнле ирттерни çинчен.
— Атте, паян каллех кайăпăр-и Ива патне? — тет Энти. — Питĕ кăсăклă Ива.
— Эпĕ те юратрăм. Ăна çĕклесе çӳрес килет, — пĕлтерет хăйĕн кăмăлне Ука.
— Чимĕр-ха, юлташсем, — тет Янаш ачасене çурăмран çупăрласа, — тен, Ивăпа амăшне хамăр пата пурăнма илсе килер? Мĕнле шутлатăр?..
Савăннипе тринк-тринк сиккелесе илчĕç ачасем.
— Эпĕ ăна ялан çĕклесе çӳрĕп, — тет Ука.
— Эпĕ Ивăна хамăн тетте тихана парнелĕп. Янашăн чунĕнче ырă-ырă. Ăшĕнче кĕлтурĕ: «Пӳлĕхçĕм, çав самант хăвăртрах çиттĕрччĕ!»
10
Хăвăрт хатĕрленчĕ Янаш Паланов çула тухма. Тăхтама юрамасть, вутлă çумăр çуса тăрсан та унăн ашшĕ-амăшĕ патне çитсе килмелле. Унта хăвалакан сăлтавĕ ăнланмалла мар, анчах чуна пăшăрхантарать. Пĕррехинче Шерпике ăна выляса ыталанă чух темле майпа-çке кăкăрта мăкăль пуррине асăрхать. Вăл Янаша ним тăхтаса тăмасăр тухтăр патне кайма хĕтĕртсе ячĕ.
Поликлиникăна лексен пуçланать вара кабинетсем тăрăх çӳресси. Темĕн тĕпчеççĕ, тем шыраççĕ.
— Сирĕн йăхра юн чирĕпе аптраса вилнисем пулман-и? — терĕ пĕр врачĕ.
Турă çырлах, мĕнле хăрушла ыйту!
— Илтмен, — терĕ Янаш. — Мĕншĕн кирлĕ ку сире?
— Онкологие ямалла мар-и тетĕп. Юрĕ. Малтан пĕлĕр-ха. Вара куç курĕ. — Тухтăр тата тепĕр хут хыпашласа пăхрĕ Янаш кăкăрĕнчи мăкăле. — Вăхăта нумая ан ярăр, тепĕр тăват-пилĕк кунран килĕр.
Тĕрĕсех, тăвансенчен кама мĕнле чир çĕр пичĕ çинчен шăлса тăкнипе Янаш кăсăкланман. Ашшĕпе амăшĕ пĕлеççех. Эппин, ним тăхтаса тăмасăр вĕсем патне çитсе килмелле.
Акă мĕнле сăлтав Янаш Паланова çула кăларать. Арăмĕ Шерпике ваттисем валли кучченеç хатĕрленĕ. Чăматана пысăк чăмакка шăрттан тата парне: амăшĕ валли шурă мамăк тутăр, ашшĕ валли ăшă шарф хучĕ.
Амăшĕн ĕçне ачисем куç илмесĕр пăхса тăраççĕ.
— Атте, — пырса ыталарĕ Энти Янаша, — мана илсе кай-ха асаттепе асанне патне.
— Мана та ан хăвар, — тилмĕрет Ука та.
— Эх, юратнă пепкесем, илсе кайăттăм сире, — ыталарĕ Янаш ачисене, — тулта Хĕл Мучи кĕрт тăрăх çӳрет. Аллинче ун туя. Сăлтавсăр çӳрекен ачасен сăмсисене чĕпĕтсе тăм илтерет. Тата сире шкулта вĕрентекенсем кĕтеççĕ. Эсир парта хушшинче ларманнине курсан тытăнĕç пăшăрханма. Çулла вара пурте пĕрле кайăпăр асаттепе асанне патне хăнана.
Шĕвĕрккесем кунĕленчĕç. Вĕсене васкаса тумланма хушрĕç. Халиччен Янашпа Шерпике ачисене шкула çитиех ăсатаканччĕ, паян вара вĕсене хăйсем тĕллĕн кайма ирĕк пачĕç.
Янаш та арăмне хăйне ăсаттармарĕ. Ара, Шерпикен вăхăчĕ çук. Унăн, редакцинче ĕçлекенскерĕн, химкомбината та каймалла, ĕçре малта пыракан рабочи çинчен очерк çырмалла.
Урамра, çул юппинче, уйрăлчĕç вĕсем пĕр-пĕрне чуптуса.
Утрĕ Янаш автобуссем чарăнакан çĕрелле. Аллинчи чăматанĕ самай йывăррине туйрĕ вăл. Мĕн чиксе тултарнă-ши унта Шерпике? Хăйĕн ăна пулăшма вăхăчĕ пулмарĕ çав.
Такси ярăнать кăнă йăр-р та йăр-р тĕл-тĕл юрпа витĕннĕ асфальтлă çулпа. Хăш тĕлелле çитсе иртнине те чухлаймастăн. Малти кантăка шофер хăй тата унпа юнашар ларакан çын хуплаççĕ.
Канлĕхе чăрмантаракан шухăш пуçра пĕрре — пуйăсран юлас марччă. Турра шĕкĕр теççĕ ун пек чух: ĕлкĕрчĕ. Вăл шăп кăтартнă вăхăтра станцăна çитсе чарăнчĕ. Кĕрсе ларчĕ Янаш вакуна. Халĕ ĕнтĕ Ижевск хулине çитмесĕр те, ашшĕпе амăшĕ çаплах çак хулара пурăнаççĕ, вырăн тин тапранмалла мар.
Купе пушах темелле. Чăнах ĕнтĕ, Янашсăр пуçне тепĕр çамрăк вырнаçрĕ. Вăл та Ижевска каять имĕш.
Хĕллехи кун ытла кĕске, тĕттĕмленчĕ те. Маччара электричество лампи чĕлтĕр-р çуталчĕ. Вăл тунсăх пĕрĕхрĕ тем? Унсăрăн кичем чаршавĕ карăнмĕччĕ.
Янаш çамрăк çине ăшă кăмăлпа пăхса илчĕ-ха. Анчах чĕлхе вĕçĕнчен сăмах вĕçерĕнесшĕн мар. Лешĕ те чĕмсĕрскер пулас, шарламасть.
Пĕр евĕр кăлтăртатакан вакун кустăрмисен юрри ытла та çепĕç, чуна ачашласа лăпкать те сăпка çине вырттарать. Тĕрĕсех, ав яш-кĕрĕм сак çине тăсăлса выртма та ĕлкĕрнĕ. Курăс хуппи турттарать мар-и.
* * *
Янаш Паланов купере. Вăл Ижевск хулине ашшĕпе амăшĕ патне каять кирлĕ хыпар пĕлме. Ыйхă çук. Пуç шавлать хĕссех. Акă ăна шухăшсем иртнĕ кунсене илсе çитереççĕ. Пурнăçри хăш саманта шĕкĕлчемелле-ши? Куç умне ав Шерпике ишсе тухрĕ. Вăрăм çӳçне ĕнсе хыçне ярт тăсса янă. Юлашки вăхăтра вăл çивĕтне ĕнсе хыçне чăмакка туса майлать. Пĕрлешнĕ самант. Йĕкрешсем сăпкари Ива умĕнче тĕркĕшеççĕ. Юратаççĕ вĕсем пепкене. Тен, Янаш хăй ачишĕн хыпса çунни çавсене куçрĕ? Шерпике патĕнчен тухасшăн мар хăшкăлаççĕ. Ива та вĕсемпе чунтан йăпанать. Янашăн кăмăлĕ те тулса çитнĕ, вăл тек уйрăм, хăйĕн тăван ывăлĕсĕр, пурăнасшăн мар.
— Юратăвăм, пĕр хăма тăрăх утма вăхăт çитрĕ, — тет Янаш. — Элле йĕкĕрешсенчен хăран? Мĕн, эсĕ те вĕсене Лида пек приюта каялла партарасшăн?
— Çын ачи-пăчи — ютах пулĕ. Чуна хăратать. Ман сана вĕсенчен хăтарас шухăш çук. Хам пирки иккĕленетĕп. Пултарăп-и вĕсен амăшĕ пулма?
— Пултаран! — терĕ Янаш çирĕппĕн. — Пĕлетĕп-çке, кăмăлу сан ырă. Эпĕ куллен пулăшса тăрăп.
— Укапа Энти сана юратни, сансăр пурăнма пултарайманни таçтан паллă. Сана вĕсенчен сивĕтни — çылăх.
— Чăнах, шăпăрлансене эпĕ чунтан юрататăп. Анчах çумăмра хамăн тăван чĕппĕме — Ива ывăлăма та усрас килет. Ан турткалан.
Пĕр-пĕрне ĕненсе те шанса Ива çур çул тултарнă тĕле Янашпа Шерпике пĕрлешрĕç. Малтан, пĕр виçĕ уйăха яхăн, çемье Ива амăшĕ патĕнче кĕшĕлтетрĕ, унтан, туслăх вăя кĕрсен, ашшĕ пурне те хăй патне куçарса кайрĕ.
Кунсем чупрĕç те чупрĕç. Пурте килте чух ачасем чупса çӳреймеççĕ. Çумра ырă çынсем пур чух савăнăç килетех. Паланова, пысăк çемье пуçлăхне, ГЭС инженерне, унăн пултарулăхне хакласа пилĕк пӳлĕмлĕ пысăк хваттер пачĕç. Çитрĕ вара хĕпĕртемелли самант. Укан хăйĕн уйрăм пӳлĕм. Вăл хĕр пĕрчи-çке-ха. Ăна хисеплемелле. Йĕкĕтсем те пайсăр юлмарĕç. Аслисем килте чух хăйсен вăхăтне яланах пысăк залра иртереççĕ. Кунта радиоприемник, телевизор. Юлашки хыпарсем итлеççĕ, сериалсем пăхаççĕ.
Янаш телейлĕ. Çемйипе кăмăллă вăл. Ачисем савăнтараççĕ кăна. Арăмĕ кунĕ. Вĕсен хушшинче юрату кунтан-кун чечекленет.
Лида куç умне килсе тăчĕ. Тухса кайнăранпа та тĕл пулман ăна. Унăн тусĕ Васнар каланă тăрăх, вăл юрату таврăнасса кĕтет имĕш. «Айван, — пăшăлтатрĕ Янаш. — Çукки нихăçан та таврăнмасть». Ара, Паланов нихăçан та юратман ăна. Туниссашăн юншăхланă вăхăтра Лида йăпшăнса кĕчĕ унăн пурнăçне. Яланах çапла: суя çĕнтерӳшĕн кайран чуна тĕлкĕшекен кăвар çине пăрахма тивет. Ăçта пурăнать-тĕр? Химпромран тахçанах тухса кайнă. Юлашки хут Васнар патне Ĕпхӳ хулинчен çыру янă имĕш.
Пуйăс вăхăтран вăхăта чарăнать, унтан каллех малалла танкăртаттарать. Купене никам та кĕмест. Çынсен нуша çук чух çĕрле ниçта та каяс килмест пулĕ çав.
Янаш тепĕр енне çаврăнса выртрĕ. Ыйхă килмест. Аса-илӳсен тĕрки сӳтĕлсе пĕтмен. Акă ишсе тухрĕ Тунисса. Ял-л! пăхрĕ. Пысăк куçĕ — юнтарнă пĕлĕт. Паланов, ӳссе çитĕнсе те никампа та тĕл пулманскер, пырса тăчĕ хĕрпе çӳма-çумăн пасарта Айвазовский художникăн «Хум» картинин фотокопине, хашакана вырнаçтарнăскере, туяннă чух. Сарă вăрăм çӳçĕ çурăм тăрăх сапаланнă. Пăшăрхануллă сасăпа сăмах вĕçертнĕччĕ вăл:
— Ай-уй! Ку «Бермудский треугольник»-çке! Паллашсан самай вăхăт вăл Янаш патне çӳрерĕ, çĕр каçма та юлчĕ. Анчах тасалăхне çухатмарĕ. Темшĕн шухăшлăн пăхса тăратчĕ стена çумне çакнă «Хум» картина çине. Янашăн тавçăрма ăсĕнче çук. Хĕр флотри каччишĕн тунсăхланă-мĕн. Çарти моряксен чи çывăх çынна та пĕлтерме май çук çĕрте пулма тивет. Ара тинĕссен тăрăхĕсем вĕçĕ-хĕррисĕр-çке.
Тунисса качча тухатчех-ши Янаша мичманĕ вăхăтра килсе çитмен пулсан? Кун пирки Турă çеç пĕлет ĕнтĕ.
— Эпĕ ăна ун чухне юратнă пек те туяттăм, — хаш-ш сывласа илчĕ мăкăртатнă май Паланов, купе сакки çинче выртаканскер. — Атăл хĕрринчи карлăк çумĕнче тăракан Шерпике патне Тунисса пулĕ тесе çумне пырса тăтăм-çке. Енчен те вĕсене иккĕшне юнашар тăратса суйлама хушсан эпĕ, паллах, Шерпикене туртса кăлараттăм. Юрату мĕн иккенне мана вăл туйтарчĕ. Пулнă-иртнĕ теççĕ кун пек чух халăхра, анчах çырăнса юлнă пурнăç кĕнекин пĕр страницинче. Çав çеç. Сайра хутра, пурнăç кукри-макрине кĕрсен çеç, куç умне ишсе тухать иртни. Халь хăй, Тунисса, кĕрсе тăрас-мĕн пулсан, чĕрене ухă йĕппи пырса тăрăнатех.
Анчах Янаш унăн мăкăнь тутине чуптума шырамĕччĕ. Туйăмсем ĕнтĕ сӳрĕлсе саланнă. Унтанпа хĕвел тӳпене миçе хут хăпарса анман-ши?! Вăхăт сурана юсать тесе ахаль каламан-тăр. Тепĕр тесен, вăл мар-и вара Шерпикене парнелекенĕ? Кăшкăрсах çирĕплетĕ Янаш: вăл!
Янашăн кӳлепи çеç кунта, Ижевск хулине çитерекен пуйăсра, анчах чунĕпе таçта, такампа...
Шухăшсем канăç памаççĕ çынна. Мĕн-ши вăл шухăш тени? Темшĕн вăл чĕрĕскер теес килет. Анчах тытса пăхма алла лекмест, витĕр куçпа курасчĕ — тĕсĕ çук. Шухăшсем тем йышши те пур. Хăшĕсем ырă, пылак. Чуна çу сĕрсе савăнтараççĕ. Тепĕр йышши шухăшсем — шĕл кăвар, ашкăракан çулăмлă. Вĕсем çынна çатма çине хурсах ăшалантараççĕ, вилмеллех типĕтеççĕ.
Янашăн чун хапхи умĕнче тăрать-ха пар лаша. Тăрантасĕ çинче — тӳсмелле мар усал хыпар. Уçса кĕртмест. Тен, пăрăнса кайĕ айккинелле. Çапла пултăрччĕ. Анчах мĕнле хыпар парнелĕç ашшĕпе амăшĕ?
Ассăн сывласа илчĕ Янаш. Сасартăк ун хăлхине йĕс шăнкăравлă ача-пăча сасси пырса кĕчĕ. Тинĕс хĕрринче илтни, курни те — йăлт урăхла.
...Çак çу Янаш çемйине Хура тинĕс хĕррине илсе çитерчĕ. Ива ывăлĕ шкул çулне çитнине çапла паллă тăвас терĕç вĕсем.
Суйласа илнĕ вырăна, Анапăна çитсен — кунта тавралăх ача-пăча сывлăхĕшĕн çав тери сиплĕ — хваттер тупрĕç. Майлашсан васкасах утрĕç тинĕс хĕррине. Тăчĕç çитсе. Ачасен куçĕсем чарăлчĕç, ара, умра нихăçан курманни — вĕçĕ-хĕррисĕр выртать шыв сарăлса. Янаш Па-лановшăн ку çĕнĕ япала мар, унăн çар хĕсмечĕ тинĕс хĕрринче иртнĕ, апла пулин те вăл илĕртме пăрахмасть. Ачасем те ăна телевизор экранĕ çинче курнă. Умри тинĕс пачах урăх, вăл — чĕрĕ, чăнни! Пурне те самант тыткăнларĕ вăл. Кӳлĕ теес, анчах ăçта унăн тепĕр вĕçĕнчи çыранĕ? Унти çыранĕ пĕлĕт-ши-мĕн вара? Кунта, ура вĕçĕнчи çыранра, тинĕс шывĕ чӳхенет, шĕпĕлтетет. Калаçать ахăр. Этем ун чĕлхине пĕлмест çав. Ав çап-çаврака вак чулсем выртаççĕ шывра. Хумсем выляççĕ вĕсемпе тĕккелесе. Тетте чулсен ачасене илĕртекен илем пур. Ăçтан пĕшкĕнсе алла илмĕн? Янаш ачисем хутаççипех пухрĕç, киле илсе таврăнчĕç.
Шерпике ачисене малтанхи кун тинĕсре шыва кĕме чарчĕ. Çул çинче ывăннă. Ку — пĕрре. Тата ку таврари çанталăка малтан хăнăхмалла. Ашшĕ куçĕнчен тилмĕрсе пăхни те пулăшмарĕ. Мĕн тăвăн, атте-аннерен иртме юрамасть.
Ырлăх, чăнах та, тепĕр кунне пуçланчĕ. Тинĕс хĕррине ансан пиллĕкĕшĕ те аллисене йĕпетрĕç. Шывĕ — лĕп. Кам çапла ăшăтнă-ши ăна? Тĕлĕнеççĕ пĕчĕк этемсем. Унтан ик-виç утăм турĕç. Тинĕс тĕпĕ хăйăрлă мар, шăкăрттин — чул. Пĕр катрамĕ Укан ура пӳрнине перĕнсе кăшт ыраттарчĕ те-ха. Тӳсмелле. Нăйкăшмарĕ.
Энти те, Ука та ишме пĕлеççĕ-ха. Атăл ачисем — чăн-чăн пулă. Иккĕшĕ те малалла ишсе кайрĕç. Шыв çĕкленĕн туйрĕç вĕсем. Ашшĕ те ишет вĕсем хыçĕнче.
— Буйран иртме юрамасть, — асăрхаттарать вăл ывăлĕпе хĕр пĕрчине.
— Ай! — кăшкăрса ячĕ Ука.
— Мĕн пулчĕ? — хăраса ӳкрĕ ашшĕ.
— Кăкăра лăймакаллă шлепке пекскер перĕнчĕ.
— Э-э, ан хăра, вăл — медуза, çынна тивмест. Шерпикепе Ива çыран хĕрринчен хăпаймаççĕ.
— Асту, ывăлăм, шалалла ан кĕр, путан, — асăрхаттарать ăна амăшĕ.
— Манăн та ишес килет, — нăйкăшать ача.
Çынра тăрăшни пур пулсан ĕмĕт пурнăçланать. Тинĕсĕн çынна тĕлĕнтермелли лăках. Пĕррехинче хĕртĕнетчĕç çыран хĕрринче. Сасартăк Ива кăшкăрса ячĕ:
— Шывра темĕскер ишет. Çутă ункăсем йăлт-ялт сикеççĕ.
Пурте пăхрĕç тинкерсе.
— Э-э-э, пулă кĕтĕвĕ вăл, — терĕ ашшĕ. — Пулăсем шывран çапла сике-сике тухаççĕ.
— Мĕншĕн? — кăсăкланчĕç ыттисем те.
— Сывлама. Вĕсене сывлăш кирлĕ.
Тинĕс хĕрринче каннă кунсенче Энти сăвă çырчĕ. Янаш Паланов халĕ те астăвать-ха унăн йĕркисене. Пăшăлтатрĕ вара:
Хура тинĕс тесе ят панă,
Çийĕ те кĕмĕл тĕслĕ сараппан.
Шыву сыпмалла мар тăварлă,
Пуллусем çав-çавах ĕçсе тăранман.
Сăвă пуласси, паллах, аякра. Чи кирли — ачă чунĕнче илемлĕх тĕнчи çуралма пикенни паха.
Тинĕс хĕрринче хĕртĕнсе вĕсен ӳт те кĕреленчĕ, киле кайма вăхăт çитет. Юлашки каç, çĕрле, шав çĕкленчĕ. Янаш пĕлет — ку тинĕс тулашни. Ирхине çемйипех тинĕспе сывпуллашма кайрĕç. Ачасем шыва та кĕресшĕнччĕ юлашки хут. Анчах тинĕс — урнă. Таçтан-таçтан çӳллĕ хумсем çĕкленсе килеççĕ те çырана пырса кĕрслеттереççĕ. Вак чулсемшĕн — вăйă. Вĕсем хумпа çӳлелле вăркăнаççĕ, чуччу ярăнаççĕ мар-и çапла. Хум каялла чакать çĕнĕрен килекеннине хирĕç: вак чулсем те юлмаççĕ, юхаççĕ хӳм хыççăн юрласа: чăштăр-р, чăштăр-р...
Сасартăк Янаша, купе сакки çинче выртаканскере, çав вак чулсемпе пĕрле тинĕс варринчен мăкăлтатса килекен хума хирĕç юхнăнах туйăнчĕ. Вăл тăрса ларчĕ. Пуçĕ çаврăнать. Вăй пĕтсе килчĕ. Кунашкал халсăрланнине пĕр хутчен тӳссе курнă-ха. Кĕр пуçламăшĕнче пулчĕ çав инкек, ĕçрен тухса киле кайнă чух. Лапка-лапка юр çăватчĕ. Тавралăх пир сарнăн шап-шурă. Çул хĕрринче ӳсекен йывăçсем те тураттисене шурă укапа капăрлатнă. Янаша самант журналта вулани асне килчĕ: йывăçсем çынна вăй пама пултараççĕ. Вара вăл юр ашса пĕр йывăç патне çывхарчĕ те унăн тĕксĕм хупăллă вуллине икĕ аллипе ыталарĕ. «Хурама тусăм, ӳкес марччĕ ман, пулăшсам, пăртак вăйна парсам», — тесе ӳкĕтлерĕ. Мĕн тейĕн? Тĕрĕсех! Кăшт вăхăт иртсенех хăйне аван туйрĕ. Кунта, пуйăсра, йывăç ӳсмест. Ним тума аптранă енне вăл куперен тухса вакун чӳречи патне пырса тăчĕ. Мĕн мурĕ? Унчченхи пекех ним те ыратмасть, анчах хăвна тăвăр арчана хупнăн туятăн. Вакун ураписем нăйкăшаççĕ, вĕсене тахши йĕкевпе хăйранăнах туйăнать.
Вакун коридорĕнче никам та çук. Çĕрле çывăраççĕ мар-и. Эмел ĕçмелле-тĕр. Анчах мĕнлине? Халиччен çумра эмел чиксе çӳремен. Пĕркун тухтăр патĕнче пулчĕ-ха вăл. Эмел ĕçмелли пирки ним те шарламарĕ лешĕ. Иртессе шанчĕ. Тĕрĕсех. Лăпланчĕ вăл. Мĕнле чир-чĕр, нумая тăсăлманскер?
Çитес çĕре çитрĕ Янаш Паланов. Ашшĕпе амăшĕн савăнăçĕн вĕçĕ-хĕрри çук. Чунне кăларса пама хатĕр юратнă ывăлне. Пĕри те тепри ыйту хыççăн ыйту параççĕ. Вĕсен ачасем пирки йăлт пĕлмелле. Хуравĕ пĕрре: сывă, шкулта вĕренеççĕ, чупаççĕ, выляççĕ-кулаççĕ.
— Калăр-ха, пирĕн йăхра юн чирĕпе чирлесе вилнисем пур-и?
— Пулман унашкал инкек, — терĕ ашшĕ.
— Манăн атте-анне те ватăлса çĕре кĕнĕ, — сăмах хушрĕ амăшĕ те.
— Шĕкĕр Турра! — савăннипе Янаш ача-пăча пек çат-çат алă çупса илчĕ. — Хама çĕнĕрен çуралнăнах туйрăм.
Анчах ашшĕне пĕçертсе пăрахрĕ. Ăна приютри калаçу асне килчĕ.
— ...Ку ача тăлăхскер-и? — ыйтнăччĕ вăл тухтăртан.
— Ашшĕ такам, паллă мар. Анчах амăшĕ юн ракĕпе чирлесе вилнĕ.
— Ракĕ ачине куçмĕ-и?
— Пăшăрханма кирлĕ мар. Ачине çуратсан тин халсăрланнă амăшĕ.
Антунпа Натали тухтăр сăмахне ĕненсе Янаша усрава илнĕ. Ача чиперех ӳсрĕ. Пĕр хут та чирлемен. Приютри çав калаçăва халĕ Янаша каласа памалла мар-ши? Анчах чуна уçса пама тепĕр сăлтав чăрмантарать. Ара, вăл ку тарана çитсе те хăйне ача çуртĕнчен усрава илнине пĕлмест. Каламан. Ют çынсем ăна-кăна пĕлмеççĕ. Янаша приютран илсе тухнă кунах урăх хулана пурăнма куçнă. Халĕ çак икĕ çĕнĕ хыпара пĕлтерсен чĕри çурăлмĕ-ши? Шарлас мар терĕ вара. Арăмĕ ăна куçран пăхсах ăнланчĕ. Ашшĕ пĕр авăк чĕнмесĕр тăхтанă хыççăн ыйтрĕ:
— Мĕн тума кирлĕ пулчĕ сана йăхра юн чирĕпе асапланса вилнисем çинчен пĕлни?
— Тухтăр хушрĕ. Вăл тем иккĕленет пуль-и? Кăкăр çинче мăкăль ман. Шерпике йĕрсех аптратнипе кайнăччĕ те больницăна...
— И-и, ара, çу парĕ пулĕ, — хутшăнчĕ Натали те калаçăва. — Сывлăхшăн сиенлĕ мар.
— Эпĕ те çапла шухăшлатăп, — килĕшет Янаш. — Тухтăр тени ялан тем шырать çынра. Тек ура ярса пусмастăп ун патне.
— Чим-ха, ывăлăм, апла юрамĕ, — терĕ ашшĕ. — Тухтăр патне кайма сĕнетĕп сана киле çитсенех.
Шăкăл-шăкăл калаçу нумая тăсăлчĕ.
Икĕ кун хăналанчĕ Янаш. Хаваслă кăмăлпа уйрăлчĕ вăл. Анчах та ашшĕпе амăшĕн ăшне шĕл кăвар сапса хăварнине ăнланмарĕ.
— Антун, тĕрĕссине уçса памасăр тĕрĕс турăмăр-ши? — кулянать Натали.
— Темле çав, — ассăн сывлать упăшки. — Вăхăтсăр пĕлни ырă тумĕ терĕм. Ăçтан тӳсĕ чĕре пĕр харăс икĕ кĕтмен хыпара?
— Амăшĕ пекех вилĕ-ши вара пирĕн ылтăнран та хаклă, юратнă ывăлăмăр? Ах, Турă сыхлатăрах, — ĕсеклесе йĕрсе ячĕ Натали. — Юратса пăхса ӳстертĕмĕр. Хăй те пире ырă кăмăлĕпе ăшăтса пурăнчĕ. Турă çырлах, юнĕ тасалтăрах.
Апла-капла пулса тухсан асламăшĕ йĕкĕрешсене пурăнма хăйсем патне илсе килесшĕн. Ивăна амăшĕ хăйĕнчен уйăрмĕ. Тен, Укапа Энтие те хăй ӳстерсе çын тăвасшăн çине тăрĕ.
— Эсĕ, карчăкăм, ытлашши мала каятăн, — терĕ ăна старикки. — Янашăн чăнах та юнĕ пăсăлнă пулсан сыватĕç те. Ара халь рак чирне парăнтараççĕ тесе çыраççĕ.
— Турра кĕлтăватăп. Ах, сывалтăрччĕ, — Натали асанне сăхсăхса илчĕ.
Янаш автобусран тухнă чух хĕвел анманччĕ-ха. Куртăм ĕнтĕ эсĕ киле çитнине тенĕн вăл лупас пек мăн пĕлĕт айне самант кĕрсе пытанчĕ. Çук, тек тухмрĕ вăл, канать ăхăр. Ашшĕ-амăшĕ патĕнчен киле таврăнакан Паланов пекех ĕшеннĕ-тĕр: ара, яра кун çĕр çине çутă уçласа тăнă-çке-ха.
Алăка арăмĕ уçрĕ. Вăл килте пĕчченех.
— Мĕнле кайса килтĕн, ăмăрт кайăкăм? — терĕ Шерпике упăшкине ыталаса чуптунă май.
— Аванах. Аттепе анне сывах пурăнаççĕ, — пуплерĕ Янаш. — Сана питĕ пысăк салам калама хушрĕç. Пире пурсăмăра та хăнана пырасса кĕтеççĕ.
— Кайăпăр-ха. Хăйсен килесчĕ пĕрер, — тет Шерпике упăшкине хывăнма пулăшса.
— Халĕ хĕл сивви хăратать вĕсене.
Çул кирĕкне çуса тасатнă тĕлелле ачисем таврăнчĕç катокран. Виççĕшĕ те шавлăн ашшĕне ыталарĕç. Янаш кашнинех пуç тӳпинчен чуптуса тухрĕ.
— Амăшĕ, кала-ха, эпĕ çук чух ку яш-кĕрĕм иртĕхмерĕ-и? — тĕпчет Янаш.
— Пирĕн ачасем сăпайлине хăвах пĕлетĕн, — йăл-йăл кулкаларĕ Шерпике. — Сансăр питĕ тунсăхларĕç вара. Шкултан «пиллĕк» паллăсем илсе килчĕç.
— Эппин, асламăшĕпе аслашшĕ парнине тивĕçлĕ, — терĕ те ашшĕ чăматанне уçрĕ. Ачисем куç илмесĕр тинкереççĕ, ара, парнене курасшăн мар-и.
Чи малтан хĕрлĕ свитер туртса кăларчĕ.
— Ива, ку — сана. Тыт, — терĕ ашшĕ. Ача çийĕнчех парнене тăхăнма тытăнчĕ.
— Ку, çутă кăвакки, Энтие килĕшмелле. Ме! — ывăтрĕ ăна ача хулпуççийĕ çинелле. Лешĕ ăна яп! ярса тытрĕ те айккинелле пăрăнчĕ.
Ука тӳсĕмсĕррĕн тăпăртатса тăрать. Парне илме халĕ ĕнтĕ ун черет. Акă ашшĕ юр пек шурă свитер кăларчĕ.
— Ку хамăрăн пĕртен-пĕр пикемĕре, — пуплерĕ ашшĕ. — Тăхăнсам.
— Тавтапуç, аттем, — çапла пулчĕ хĕр пĕрчин сăмахĕ. Укана свитер тăхăнма амăшĕ пулăшрĕ.
— Хĕрĕм, — терĕ вăл, — ан варала, тирпейлĕ пул.
Çамрăк яш-кĕрĕм тĕкĕр умĕнче тĕпĕртетнĕ вăхăтра ас-
лисем диван çине ларчĕç.
— Мĕн терĕç аçупа-аннӳ? — пĕлесшĕн çунать Шерпике.
— Пирĕн йăхра юн чирĕпе аптраса вилнисем çук, — мăнаçлăн пĕлтерчĕ Янаш. — Хăйсем сып-сывах.
— Мăкăль мĕнле?
— Ларать хăй вырăнĕнчех. Çу парĕ пулĕ терĕ анне. Тухтăр патне каймастăп, — пуплерĕ Янаш. — Вăл мана онкологи пульницине ярасшăнччĕ. Унта хама, тасаскере, рак ерĕ. Юлашки вăхăтра рак ерекен чир тесе те калаçаççĕ.
— Хăрама юрамасть, шикленекене чăнах та чир çыпăçать тет.
— Анчах та чирлĕ çынпа юнашар выртас килмест. Янаш хăйне сывă çын ретне тăратрĕ. Сăлтавĕ пур: йăх — таса. Ашшĕ-амăшĕ çапла каланă. ГЭСри ĕçĕ те ăна сӳрĕкленме памасть. Шыв çулне уçма хатĕрленеççĕ.
Ĕç нумай. Шыв пӳлмелли хатĕрсене, дебаркадера та юсамалла, çĕнетмелле. Йывăçне те чутлама, тимĕрне те хăйрама, çунакан вутра хĕртме тивет, тата ытти те — пин тĕрлĕ ĕç. Тупата, çаксем ĕçлекенсене тинкелентереççĕ. Çуркунне ГЭС çыннине канма памасть.
Анчах Паланов Янаш ĕçре халтан кайма пуçларĕ, ураран урине аран ирттерет. Вăл туя тытмах тăрать, анчах вăтанать.
Столовăйĕнче пĕр сĕтел хушшинче ларнă çулланарах панă рабочи сăмах пуçларĕ:
— Инженер юлташ, эсĕ чирленĕ тем. Пачах сăн пăрахрăн. Мĕн ыратать?
— Ним те ыратмасть, анчах вăй çукки аптратсах çитерчĕ.
— Ав епле-е. Тухтăр патне кайнин усси çук. Вĕсем ним те пĕлмеççĕ, — пуплет хайхискер. — Кайăр акă халăх сиплевçи патне. Вăл икĕ кунтан ура çине тăратать, качака путекки пек сикекен пулăн.
Хайхи рабочи сиплевçĕн адресне те пачĕ.
Ытла илĕртӳллĕ, ара, камăн хăвăрт сывалас килмĕ? Килте ку ыйтăва сӳтсе яврĕç. Арăмĕ те чармарĕ, унăн та упăшкине хăвăртрах сыватас килет.
Сиплевçĕ чиперех йышăнчĕ Янаша. Калаçтарчĕ, темĕн пуçне сулкаларĕ вăл. Анчах та хăй патне укçапа килнĕ çынна вĕçертес килмерĕ ахăр.
Кунсем чупрĕç пĕр-пĕрне хăваласа. Янаш та йăшнă çем йăшрĕ. Вырта тăрать. Ирĕксĕрех бюллетень илме тухтăр патне каймалла, ĕçе тухаймасть çын.
— Капла уруна тăсатăп-иç, — йĕрет арăмĕ.
— Кăшт чирленĕшĕн кам вилтĕр? – тет Янаш. – Ман ним те ыратмасть, вăй çеç çук.
Шерпике такси тытсах ăна поликлиникăна илсе кайрĕ.
Шлюз витĕр пĕрремĕш карап кăларса янă хыççăн Янаш Паланов инженер онкологи пульницине сывалма выртрĕ.
Çапла, çын чирлĕ, анчах унăн ырă ĕмĕчĕ калама çук пысăк.
Янаш палатăри уçă чӳрече умне пыра-пыра тăрать. Кашнинчех тинкерсе пăхать вăл сурпан пек ярт тăсăлса выртакан пульница çулĕ çине. Ун тăрăх арăмĕ виçĕ ачипе ăна, вилĕмрен хăтăлнăскере, киле илсе кайма килеç пек туять.