Салтак амăшĕ
Тăшмана çĕнтертĕмĕр, аннеçĕм.
Таврăнтăм, мухтав Турра, сывах.
Хурлăхлă хута тек ан ĕнен эс,
Турăш хыçĕнчен илсĕ пăрах...
Вăранать çĕрле çак сасăпа вăл.
Аллине тьггать те пĕр туя,
Сивĕ кĕрĕк пĕркенсе ал-хапăл
Хапхаран тухса пăхать уя.
Курăнмасть никам та — çĕрĕ тĕттĕм,
Шуçăм палăрмасть-ха тухăçра.
Çул çинче çапла кĕтет-кĕтет те
Хурланса пӳрте кĕрет вара.
Çак çулпа хăй ывăлне ăсатнă,
Пуç çапса кĕтет вăл килессе.
Сахал мар пуль ыйхине те татнă
Çĕр хута туха-туха кĕрсе.
Сивĕ хĕл çитсессĕн, урăм-сурăм
Çил-тăман тухать те каçхине,
Ывăлĕ лартса хăварнă хурăн
Шак та шак шаккать чӳречене.
Улăм витнĕ шăтăк-шатăк пӳрчĕ
Хăй пекех ларать аран-аран.
Çĕнĕрен тумашкăн шанчăк пурччĕ —
Ывăлĕ килмерĕ вăрçăран.
Пурччĕ кин кĕртмешкĕн куç хывни те —
Ывăнчĕ кĕтсе хăй каччине.
Кинемей пăхать халь куççӳль витĕр
Унăн çепĕç ачисем çине.
Ватă карчăк чăннине пĕлесшĕн.
Пĕр çыру тытать те вулама,
Ĕненмесĕр вăл калать çиллессĕн:
«Çын йĕп мар хыпарсăр çухалма!»
Иртнине манмалăх вăхăт пур пек —
Вăрçă чарăнни миçемĕш çул?
Чун суранĕ тӳрленмест-ха пурпĕр,
Халĕ те юхать вĕри куççӳль.
Вăтăр çул-и ывăлне вăл кĕтрĕ?
Тӳсеймерĕ амăшĕн чĕри.
Вилчĕ те хуйхи-суйхи ун пĕтрĕ,
Çăмăл пултăр ун сăвап тăпри.
Салтак амăшĕн кил-çурчĕ хурлă:
Ишĕлчĕ, танлашрĕ çĕрпела
Ывăлĕ лартса хăварнă хурăн
Тăлăххăн пуçне суллать çилпе.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...