Салтак амăшĕ


Йывăррăн çĕкленчĕ хывăнмасăрах диван çинче çывăрса кайнă хĕрарăм. Ерипен çĕкленнине пăхмасăрах пуçĕ çаврăнса кайрĕ унăн, чĕри йăш! тирсе илчĕ. Хĕрарăм пĕр хушă чĕрине тытса ларчĕ. Унтан васкамасăр хăй умĕнче ларакан эмел кĕленчине пăрса уçрĕ. Сăмсана тӳрех чĕре эмелĕн шăрши пырса çапрĕ. Хĕрарăм эмеле шывсăр-мĕнсĕрех пĕчĕк савăт хĕрринчен çăвара силлерĕ. Çăвара йӳçек тутă çунтарчĕ. Хĕрарăм стакан тĕпĕнче çеç юлнă шыва та сывлăш çавăрмасăр çăтса ячĕ. Тем вăхăт пуçне диван çине хурса ларчĕ вăл. Вара тинех питĕ йывăррăн ура çине çĕкленчĕ.

Вăхăт çурçĕр иртсе пĕр виç-тăват сехет кăна пулĕ. Ерипен шурăмпуç çутăлса килни курăнать. Çăвăнмалли пӳлĕмелле утакан хĕрарăм хăйĕн паян нумай ĕç тумалли, таçта та çитмелли пирки шутласа илчĕ. Унтан кухньăна кĕчĕ вăл. Юлашки эрнере хăй йĕркеллĕ апат та çименнине аса илчĕ. «Çук, капла юрамасть! Хама алла илмелле, атту ураран ӳкĕп тата», — тесе шухăшларĕ хĕрарăм. Хăйне хисте-хистех виç-тăват кашăк шӳрпе, виç-тăват çăвар вĕри чей ĕçрĕ. Урăх çăвара пĕр тумлам та кĕмерĕ.

Пуçне ик алăпа тытса паянхи куна мĕнрен пуçлам-ши тенĕн пĕр вăхăт хускалми ларчĕ хĕрарăм. Унтан тем аса илнĕ пек хăвăрт ура çине тăчĕ те пĕчĕк сумкине хулпуççи урлă çакса вăрана та пуçламан урама тухса кайрĕ.

Хĕрарăм хула хĕрринче ларакан военкомат хапхи умне çитсе тăнă чух кунта улт-çич хĕрарăм тата улт-çич çамрăк хĕр тăратчĕç те ĕнтĕ. Вĕсен çывăхне пымарĕ хĕрарăм, кăшт аяккарах кайса симĕс курăк çине ларчĕ. Анчах вăл та ыттисемпе танах кашни минутра тенĕ пек пысăк симĕс хапха çине пăха-пăха илчĕ.

Мĕнле нушана пула ир-ирех килсе тăнă-ха çак хĕрарăмсем çакăнта? Кам ывăлĕпе, кам савнă каччипе курнăçма тата сыв пуллашма килнĕ? Хĕрарăм эрне каялла хăйĕн пĕртен-пĕр ывăлне, хăйĕн юратнă пĕчĕк тĕпренчĕкне салтака ăсатнине аса илчĕ. Хăй сисмесĕрех куçĕсем шывланчĕç унăн. Чĕри каллех йăш! чикрĕ. Ывăлĕн сывпуллашу каçĕнче хăйне макăрма ирĕк памарĕ хĕрарăм. Хăйне мĕнле йывăр пулнине ывăлне кăтартас темерĕ. Салтака каякан ывăлĕн чунĕнче амăш куççулĕн йӳççи ан пултăр терĕ. «Ывăлăм, салтак ачи пулмалăх ӳстертĕм эп сана. Текех ĕнтĕ эс пĕчĕк мар. Хăвшăн хăв, Тăван çĕршывшăн тăма вăхăт çитрĕ. Пирĕн йăхра ят яракан пулман. Эсĕ те ятна ан яр. Йывăрлăхсем ан хăратчăр сана, маттурăм», — çак сăмахсене куççуле çăта-çăта калама пачах çăмăл пулмарĕ хĕрарăма. Ывăлне кăкри çумне ыталаса ача чухнехи пек тĕнчери мĕнпур усалран, мĕнпур инкекрен хӳтелес килчĕ. Анчах хăйĕнчен те çӳллĕрех, хăйĕнчен те сарлакарах каччăна текех аркă çумĕнче тытса тăма ирĕк çук унăн. Ӳснĕ унăн ывăлĕ...

Чĕрик! туса уçăлчĕ тимĕр алăк. Машина сассисем кĕрлесе кайрĕç. Хапха умĕнче тăракансем сасă еннелле туртăнчĕç. Симĕс курăк çинче ларакан хĕрарăм çеç çĕкленмерĕ. Çĕкленме вăйĕ пулмарĕ унăн.

— Çук! Памастăп! Памастăп эпĕ хамăн ывăлăма вилĕм аллине илсе кайма! — тĕнчене çурасла кăшкăрса ячĕ тахăшĕ.

— Каялла! Каялла тетĕп! Пăшалпа перетпĕр!

— Ан çывхарăр ман паталла! Пурне те сывлăша сирпĕтетĕп!

Çĕр çинче ларакан хĕрарăм çак кăшкăрашу мĕне пĕлтернине ăнлансах çитереймерĕ, анчах халĕ çакăнта питĕ хăрушă ĕç пулса иртме пултарассине ăсĕпе мар, чунĕпе сиссе илчĕ вăл. Çакă ăна вăй пачĕ. Хĕрарăм ура çине сиксе тăчĕ. Мĕн курни ăна пĕрре шăнтса, тепре вĕрилентерсе пăрахрĕ.

Военкомат алăкĕнчен салтаксене лартса тухакан машина умĕнче пĕр хĕрарăм чĕркуçленсе ларнă. Унăн аллинче темĕнле курупка курăнать. Машинăпа хĕрарăма салтаксем сырса илнĕ. Кашнин аллинче пăшал. Кашнин кĕпçийĕ хĕрарăм çинелле тĕлленĕ.

Темле те ӳкĕтлерĕç çумне тем çыхнă хĕрарăма салтаксем. Парăнма ыйтрĕç. Хĕрарăм вара ăсран кайнă пек «памастăп хам ывăлăма вилĕм аллине илсе кайма» тенисĕр пуçне урăх сăмах каламарĕ. Хăйне мĕн каланине, мĕн хушнине ăнланмарĕ те пулас вăл.

— Аппаçăм! Йăмăкăм! Тантăшăм! Мĕнле чĕнес манăн сана? — хăйне ăçтан вăй кĕнине те ăнланмарĕ тахăш самантра пухăнса тулнă халăх хушшинче тăракан хĕрарăм. — Эпĕ те сан пекех салтак амăшĕ. Манăн та чĕрем сан чуну пекех çурăлать. Манăн та санпа юнашар пырса чĕркуçленес килет. Манăн та ывăлăма хам çумран пĕр шит те ярас килмест!

— Çук! Вăл ман пĕртен-пĕр тĕпренчĕк! Ăна вара вилме илсе каяçсĕ! — халăх хушшинчи сасса илтрĕ пулас машина умĕнчи хĕрарăм.

— Эпĕ те ывăлăма ашшĕсĕр, пĕччен çитĕнтернĕ. Эпĕ те хам çиес çăкăра ывăлăма панă. Манăн та паян ывăлăм çак машинăра ларать. Хĕрхен аппаçăм пирĕн ывăлсене! Хĕрхен, тантăшăм, салтак ачисен амăшĕсене! Темле йывăр пулсан та яр ывăлун аллине. Ирĕк пар ăна арçын пулма. Ирĕк пар арçын тивĕçне пурнăçлама!

— Вĕлереççĕ ăна! Вилме илсе каяççĕ!

— Йăмăкăм! Вилме ан пилле ывăлсене. Таврăнаççĕ пирĕн тĕпренчĕксем! Таврăнаççĕ киле арçын пулса. Мăнаçлăн пуç çĕклесе таврăнаççĕ. Шан ывăлна! Унăн сана хӳтĕлеме те, тăван çĕре хӳтĕлеме те вăйĕ пур.

Халăх хушшинчи хĕрарăмпа машина умĕнче ларакан хĕрарăмăн куçĕсем тĕл пулчĕç. Иккĕшĕн куçĕнче те куççуль, ырату. Тем вăхăт куçа куç пăраларĕ. Тем çыхнă хĕрарăма хирĕçле тăракан амăшĕн чĕри каллех йăш! чикрĕ. Урăх сăмах чĕнме вăйĕ пулмарĕ унăн. Питĕ ерипен, çил çинчи çулçă пек, çĕр çинелле йăванчĕ вăл. «Ан хускалăр! Перетĕп!» тенине тата пăшал сассине çеç илтсе юлчĕ хĕрарăм. Малалла мĕн пулнине вăл курмарĕ те, илтмерĕ те...

Хăйĕн ывăлĕ машина çинчен сиксе анса ӳкекен амăшне ытама илнине, пĕчĕк сумкăран чĕре эмелĕ кăларса çăвара хыптарнине сисмерĕ вăл. Хăйĕн пурнăçĕ çип вĕçĕнче çакăнса тăнине, кашни минут хаклине пĕлмерĕ. Лешĕ хĕрарăма та ывăлĕ ыталаса илнине курмарĕ вăл. Машина кузовĕнчен шакла хырса янă пуçĕсене кăларнă салтаксемшĕн текех нимĕнле хăрушлăх та çуккине çеç шанчĕ. Пултараймасть амăшĕ ывăлĕсене вĕлерме. Амăшне вилме ирĕк пама пултараймасть ывăлĕ. Ывăлĕпе амăшĕн хушшинчи çыхăну ытла та вăйлă. Сăваплă тата асаплă. Салтак пулма çăмăл мар, салтак амăшĕ пулма тата йывăртарах, тата асаплăрах...

Васкавлă пулăшу машини çинче выртакан хĕрарăм алли пĕчĕк хут татки чăмăртарĕ. Чĕрçи çине хурса васкавлăн çырнă ывăлĕн çырăвĕ пулчĕ ку. «Аннеçĕм! Ан хурлансам, аннеçĕм! Эпир таврăнатпăр, чĕрĕ те сывă таврăнатпăр! Аннеçĕм, упра эс хăвна! Маншăн упра! Санăн салтак ывăлу», — çак йĕркесене хĕрарăм хальлĕхе вулаймарĕ-ха, анчах ывăлĕн юратăвĕ паян ăна вилĕмрен çăлчĕ.

Çавăн пекех пăхăр

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: