Ăслă Айăр


Сар хĕвелĕ хĕртнипе

Хĕлĕн халĕ те хавшать.

Çурхи сывлăш хумĕпе

Чĕрĕ чун ачашланать.

 

Шур пĕркенчĕке сирсе,

Парăнтарса сив хĕле,

Ака уйăхĕ çитсен

Çитрĕ тăчĕ çуркунне.

 

Шăнкăравлă шыв юххи

Çырмасемпе варсенче.

Ăшă кунĕсем çитни

Савăнтарать тĕнчене.

 

Кайăк-кĕшĕк ушкăнпа,

Чĕвĕл-чĕвĕл сасăпа,

Вĕçсе килчĕ хаваспа,

Тулчĕ тавра юрăпа.

 

Чуна çĕклентерекен

Ешĕл тумлă çуркунне

Вăй илсе пынипеле

Ытарма çук илемне.

 

Тыткăнлать хăй ăшшипе,

Çу пекех ирĕлтерет.

Хӳхĕм тĕнче ытамне

Çиçĕмле туртса кĕртет.

 

Селĕм сăнлă таврара,

Ешĕлленннĕ улăхра,

Куç илейми çаранра,

Лаша кĕтĕвĕ çӳрет.

 

Тăпăр-тăпăр кĕлеткеллĕ

Ăйăрсем1 те кĕсресем2.

Хулăн-хулăн çилхемеслĕ3,

Мăнтăркка купарчисем.

 

Çирĕп тăлланăскерсем4,

Пуçĕсене чикнĕ те

Курăка каçса кайса5

Çиеççĕ çатăртаттарса.

 

Ирĕкри тихийĕсем

Ашшĕ-амăш çумĕнче

Пĕлмесĕр лăпкăлăха

Чупаççĕ хавхаланса.

 

Куç хупса ĕлкĕриччен6

Часах унта та кунта

Питĕ çăмăл чупăпа7

Çитме пултанрнă вĕсем.

 

Тимлĕ çинĕ вăхăтрах

Ĕлкĕреççĕ сăнама

Чун тĕпренчĕкĕсене8

Çиçкĕн9 те кĕсрийĕсем.

Ăйăрсем те час-часах

Пĕчĕккисем еннелле

Манмаççĕ куç ывăтма10,

Туяççĕ яваплăха11.

 

Пĕр чăмăрта12 çинипе,

Курăк сахалланнипе,

Вĕрентӳçĕ кĕçенсе

Урăх вырăна чĕнет.

 

Хайхи ĕçкĕç13, çав саспа,

Кĕтӳçĕ, йӳлехейскер14,

Ĕнчентен15 вăраннипе

Ячĕ вăйлă çухăрса.

 

Кĕтӳ тапăрне çак сас

Çитернĕ йăлăхтарса.

Кун пекки мĕншĕн тесен

Ĕсĕк16 пулнă çаплипех.

 

Хайхи кĕтӳç, мухмăрли,

Тăна кĕрсе17 çитиччен

Вĕрентӳçĕ, ушкăнри,

Пăрахмарĕ шухăшне.

 

Кĕçенсе, хăй чĕлхипе

Ячĕ çын пек калаçса:

— Кун ĕнтрĕкленийĕччен18,

Туссем, вăхăт чылай-ха.

 

Çинипе пĕр вырăнта

Хырăм тăранмĕ капла.

Сикер курăклă çĕре,

Пулар тутă çĕрĕпе.

 

Вĕрентӳçĕ сăмахне

Итленĕ янаварсем19

Хăйсен хӳтлĕхне20 туйса

Çул тытнă21 ун хыççăнах.

 

Кĕтӳç, урмăш22 сассипе,

Кăвакал пек уттипе,

Çитрĕ-çитрех кĕтĕве,

Шаплаттарчĕ пушшипе.

 

Чĕн вĕçĕллĕ пушши

Лекрĕ капăр тихана.

Лешĕн, кĕçеннĕ сасси,

Янăрарĕ таврара.

 

Ăслă Айăр самантрах

Ăнланчĕ мĕн пулнине.

Хăлхине чăнк тăратса,

Васкарĕ кĕтӳç патне.

 

Тăлланă пулсассăн та

Сикрĕ пĕтĕм вăйĕпе.

Айăпсăра çапнипе

Килĕшмерĕ ниепле.

 

Сĕмсĕр23, тăрри шăтăка24,

Шутларĕ ăса кĕртме25.

Çитрĕ, çыртрĕ ĕнсерен

Чĕлĕм хыпнă кĕтӳçе.

 

Хыçалти ури çине

Тăчĕ те тăрлавсăра26

Пушă çавăрнă пекех

Пуç çинче вшик! тутарса

 

Çаврăм27 туса илчĕ те

Вăрса ячĕ28 тарăхса.

Кĕтӳç вĕçрĕ аякка

Таçта-таçта çитиех.

 

Лаша пăхакан патне

Ăйăр хыпаланчăкла29

Персе çитнĕ-çитменех

Пуçăнчĕ ăнлантарма:

 

— Эпир чĕрĕ чунсемех.

Эсĕ те çав шутриех.

Çапсан сан та ыратать.

Ма çапатăн çамрăка?

 

Пĕр апата пĕтерсен

Эс пуçлатăн теприне.

Пĕр вырăнта çинипе

Курăк пĕтрĕ пирĕн те.

 

Урăх çĕре, çавăнпа,

Шутларăмăр: куçмалла.

Санăн çавна хăвăнах

Ăнланма тăрăшмалла.

 

— Ăхă, — теме çеç çăвар

Уçăлчĕ айăплавла30.

Тӳсме çук ыратнипе

Нăйкăшрĕ вăл чылайччен…

 

Вĕрентӳçĕ кĕтӳçе

Лартрĕ çурăмĕ çине.

Ушкăн лаша çывăхне

Çитерчĕ пит ерипен.

 

Çавăн хыççăн кĕтӳçе

Тапăр31 курман мухмăрла.

Кулленех лашасене

Пăхнă питĕ тăрăшса.

 
1 конь
2 кобыла
3 Çилхе — грива
4 Тăлланăскерсем — стреноженные
5 Каçса кайса — хĕпĕртесе, савăнса
6 Куç хупса ĕлкĕриччен — питĕ хăвăрт
7 Чупăпа — чупнипе
8 Чун тĕпренчĕкĕсем - тихисем
9 Çиçкĕн — çутă, ялтăркка
10 Куç ывăтма — бросить взгяд на кого-что
11 Яваплăх — ответлăх; ответственность
12 Пĕр чăмăрта — пĕр вырăнта, саланмасăр
13 Ĕçкĕç — пьяница, алкоголик
14 Йӳлехей — неряха, грязнуля
15 Ĕнчентен — тăрук; диал. вдруг, внезапно, неожиданно
16 Ĕсĕк — ялан; диал. всегда, постоянно
17 Тăна кĕр — ăнланса ил
18 Ĕнтрĕклен — кун каç еннелле сулăн
19 Янаварсем — животное
20 Хӳтлĕх — сыхлав; защита
21 Çул тытнă — утнă, кайнă
22 Урмăш — ненормальный, искаженный голос
23 Сĕмсĕр – путсĕр, намăссăр
24 Тăрри шăтăк — ухмах
25 Ăса кĕрт — вĕрент
26 Тăрлавсăр — тăнсăр, тулккăсăр
27 Çаврăм — çаврашка
28 Вăрса ячĕ — вăркăнтарса
29 Хыпаланчăк — торопыга
30 Айăплавла — обвинительно
31 Тапăр — табор

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Галина (2010-11-09 14:35:16):

Светлана Вячеславовнăн ку сăвви те илемлĕ пулса тухнă.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: