Сар хĕвелĕ хĕртнипе
Хĕлĕн халĕ те хавшать.
Çурхи сывлăш хумĕпе
Чĕрĕ чун ачашланать.
Шур пĕркенчĕке сирсе,
Парăнтарса сив хĕле,
Ака уйăхĕ çитсен
Çитрĕ тăчĕ çуркунне.
Шăнкăравлă шыв юххи
Çырмасемпе варсенче.
Ăшă кунĕсем çитни
Савăнтарать тĕнчене.
Кайăк-кĕшĕк ушкăнпа,
Чĕвĕл-чĕвĕл сасăпа,
Вĕçсе килчĕ хаваспа,
Тулчĕ тавра юрăпа.
Чуна çĕклентерекен
Ешĕл тумлă çуркунне
Вăй илсе пынипеле
Ытарма çук илемне.
Тыткăнлать хăй ăшшипе,
Çу пекех ирĕлтерет.
Хӳхĕм тĕнче ытамне
Çиçĕмле туртса кĕртет.
Селĕм сăнлă таврара,
Ешĕлленннĕ улăхра,
Куç илейми çаранра,
Лаша кĕтĕвĕ çӳрет.
Тăпăр-тăпăр кĕлеткеллĕ
Хулăн-хулăн çилхемеслĕ3,
Мăнтăркка купарчисем.
Çирĕп тăлланăскерсем4,
Пуçĕсене чикнĕ те
Курăка каçса кайса5
Çиеççĕ çатăртаттарса.
Ирĕкри тихийĕсем
Ашшĕ-амăш çумĕнче
Пĕлмесĕр лăпкăлăха
Чупаççĕ хавхаланса.
Куç хупса ĕлкĕриччен6
Часах унта та кунта
Питĕ çăмăл чупăпа7
Çитме пултанрнă вĕсем.
Тимлĕ çинĕ вăхăтрах
Ĕлкĕреççĕ сăнама
Чун тĕпренчĕкĕсене8
Çиçкĕн9 те кĕсрийĕсем.
Ăйăрсем те час-часах
Пĕчĕккисем еннелле
Манмаççĕ куç ывăтма10,
Туяççĕ яваплăха11.
Пĕр чăмăрта12 çинипе,
Курăк сахалланнипе,
Вĕрентӳçĕ кĕçенсе
Урăх вырăна чĕнет.
Хайхи ĕçкĕç13, çав саспа,
Кĕтӳçĕ, йӳлехейскер14,
Ĕнчентен15 вăраннипе
Ячĕ вăйлă çухăрса.
Кĕтӳ тапăрне çак сас
Çитернĕ йăлăхтарса.
Кун пекки мĕншĕн тесен
Ĕсĕк16 пулнă çаплипех.
Хайхи кĕтӳç, мухмăрли,
Тăна кĕрсе17 çитиччен
Вĕрентӳçĕ, ушкăнри,
Пăрахмарĕ шухăшне.
Кĕçенсе, хăй чĕлхипе
Ячĕ çын пек калаçса:
— Кун ĕнтрĕкленийĕччен18,
Туссем, вăхăт чылай-ха.
Çинипе пĕр вырăнта
Хырăм тăранмĕ капла.
Сикер курăклă çĕре,
Пулар тутă çĕрĕпе.
Вĕрентӳçĕ сăмахне
Итленĕ янаварсем19
Хăйсен хӳтлĕхне20 туйса
Çул тытнă21 ун хыççăнах.
Кĕтӳç, урмăш22 сассипе,
Кăвакал пек уттипе,
Çитрĕ-çитрех кĕтĕве,
Шаплаттарчĕ пушшипе.
Чĕн вĕçĕллĕ пушши
Лекрĕ капăр тихана.
Лешĕн, кĕçеннĕ сасси,
Янăрарĕ таврара.
Ăслă Айăр самантрах
Ăнланчĕ мĕн пулнине.
Хăлхине чăнк тăратса,
Васкарĕ кĕтӳç патне.
Тăлланă пулсассăн та
Сикрĕ пĕтĕм вăйĕпе.
Айăпсăра çапнипе
Килĕшмерĕ ниепле.
Шутларĕ ăса кĕртме25.
Çитрĕ, çыртрĕ ĕнсерен
Чĕлĕм хыпнă кĕтӳçе.
Хыçалти ури çине
Тăчĕ те тăрлавсăра26
Пушă çавăрнă пекех
Пуç çинче вшик! тутарса
Çаврăм27 туса илчĕ те
Вăрса ячĕ28 тарăхса.
Кĕтӳç вĕçрĕ аякка
Таçта-таçта çитиех.
Лаша пăхакан патне
Ăйăр хыпаланчăкла29
Персе çитнĕ-çитменех
Пуçăнчĕ ăнлантарма:
— Эпир чĕрĕ чунсемех.
Эсĕ те çав шутриех.
Çапсан сан та ыратать.
Ма çапатăн çамрăка?
Пĕр апата пĕтерсен
Эс пуçлатăн теприне.
Пĕр вырăнта çинипе
Курăк пĕтрĕ пирĕн те.
Урăх çĕре, çавăнпа,
Шутларăмăр: куçмалла.
Санăн çавна хăвăнах
Ăнланма тăрăшмалла.
— Ăхă, — теме çеç çăвар
Уçăлчĕ айăплавла30.
Тӳсме çук ыратнипе
Нăйкăшрĕ вăл чылайччен…
Вĕрентӳçĕ кĕтӳçе
Лартрĕ çурăмĕ çине.
Ушкăн лаша çывăхне
Çитерчĕ пит ерипен.
Çавăн хыççăн кĕтӳçе
Тапăр31 курман мухмăрла.
Кулленех лашасене
Пăхнă питĕ тăрăшса.